Хыпар 48 (28365) № 04.07.2025
Улатăрта дендрологи паркĕ те пур
«Çула тухсан шухăш улшăнать», — тетчĕ хăй вăхăтĕнче асанне. Ку тĕрĕсех. Курса çӳрени кăмăла çĕклет, хăйне май вăй-хал та кӳрет. Тăван тăрăха вара пĕлмеллех. Иртнинче Çĕмĕрлене çитсе килнĕччĕ. Ку хутĕнче республикăн чи аякри кĕтесĕнче вырнаçнă Улатăрта пултăмăр. Шурă Шупашкартан унта çитме 194 çухрăм хыçа хăвармалла.
«Раççей чĕри — Мускав, чунĕ — провинци»
Сăмах май, Шупашкара шурă тетпĕр-ха та, Улатăр мĕнлерех-ши вара? Тĕттĕм хĕрлĕ темелле-ши? Кунта хăй вăхăтĕнче «Сурик» сăрă кăларнă. Уйрăм çынсен çурчĕсене, хапхисемпе картисене йăлт тĕттĕм хĕрлĕ тĕспе сăрланă. Çуртсене ирçесен стилĕпе тунă: пӳртпе юнашар картиш те тăрăллă. Пĕр сăмахпа, йăлтах пĕр тăрă айĕнче. Кунта кирпĕчрен купаланă авалхи çуртсем самаях упраннă. Эпир пынă кун Улатăрта хĕвел питех пăхмастчĕ. Çанталăк ăмăрччĕ. Анчах ку пирĕн кăмăла пĕрре те пăсмарĕ. Хулара жасминсем шап-шурă чечекреччĕ. Шурă пĕркенчĕклĕ хĕрсем пек ларатчĕç. Çавăн пекех Улатăрта тӳрех куç тĕлне лекекенни — усăнса ӳсекен хăва нумаййи. Вĕсем кунта мĕншĕн ытларах сарăлнине каярах пĕлтерĕпĕр. Улатăра Хаяр Иван патша 1552 çулта никĕсленĕ. Сăмах май, Улатăрсем Хула кунне çурла уйăхĕн 4-мĕшĕнче уявлаççĕ. Хаяр Иван патша Хусана кайнă чухне тутарсенчен хӳтĕленмелли крепоç пек тунă ăна. Йывăçран тунă крепоç пулнă вăл. Хула Сăр шывĕн сулахай çыранĕнче вырнаçнă. Кунта Улатăр шывĕ Сăр шывне юхса кĕрет. «Раççей чĕри — Мускав, чунĕ — провинци», — теççĕ халăхра. Улатăр шăпах çавăн пек провинциллĕ хула пулса тăрать. Хула ячĕ ăçтан пуçланнине ученăйсем тĕрлĕрен ăнлантараççĕ. Пире «ула тăрăх» тени ытларах кăмăла килет. Улатăр — чиркӳллĕ хула. Паян кунта 22 хрампа собор, мăнастирсем ĕçлеççĕ.
Çĕршыври чи çӳллĕ колокольня
Вĕсенчен паллăраххисем — арçынсен Çветтуй Троица тата хĕрарăмсен Киев-Никольский мăнастирĕсем. Вĕсене курма туристсем ятарласа килеççĕ. Арçынсен мăнастирне 1584 çулта хута янă. 1906 çулхи пушарта кунти çуртсем пурте тенĕ пекех çунса кайнă. Каярах вĕсене çĕнĕрен çĕкленĕ. Арçынсен мăнастирĕнчи колокольня /тĕпĕнчен пуçласа хĕрес патне çитиччен/ Раççейре чи пысăкки шутланать. Вăл 81,6 метр çӳллĕш. Мăнастирте каласа панă тăрăх, ăна тимиçе çул тунă. Архитекторĕсем — В.Вердин, В.Суликов, конструкторĕ — В.Потешин. Çветтуй Троица мăнастирĕн архитектура комплексне Сергий Радонежский храмĕ, Хусан Турă Амăшĕн турăшĕн чиркĕвĕ, Серафим Саровский храмĕ тата ыттисем кĕреççĕ. Арçынсен мăнастирĕн территорийĕнче чылай вăхăт курса çӳрерĕмĕр. Пытармастăп, кунта вăхăт иртнине пач та туймастăн. Хăвна Чăваш Енри пек мар, кăнтăрти пĕр-пĕр хулари пек... Çĕртме уйăхĕн варринчех кунта кĕл чечексем, клематиссем хĕм сапаççĕ, жасмин та шап-шурă. Чечексем çеçкене вăйлă çурнăран /ытти тăрăхра чечеке ларсах кайманччĕ ун чухне/ кунта çанталăк Шупашкартипе танлаштарсан ăшăрах пулĕ тесе шухăшларăмăр… Мăнастир территорийĕнче илемлĕ фонтанпа, хăйне евĕрлĕ дизайнпа хăтланă паркра уçăлса çӳресе килентĕмĕр. Турăшсем сутакан лавккана, Сергий Радонежский чиркĕвне кĕтĕмĕр. Мăнастире çитиччен хула варринчех илемлĕ пĕве пур. Унта пулăçсем вăлтапа пулă тытатчĕç. «Эпĕ Улатăра юрататăп» стела патĕнче чылайăшĕ асăнмалăх сăн ӳкерĕнет. Хĕрарăмсен мăнастирне те хăварас темерĕмĕр. Унта та çитсе куртăмăр. Хĕрарăмсен мăнастирĕн территорийĕнче илемлĕ чечек çав тери нумай. Улатăра килекен туристсем тавра пĕлӳ музейне кĕмесĕр каймаççĕ-мĕн. Ăна 1975 çулта хута янă. Асăннă аваллăх управçи ку тăрăхра пурăнакан чĕр чун тата ӳсен-тăран тĕнчипе анлăн паллаштарнипе уйрăлса тăрать. Çав вăхăтрах чăваш аваллăхĕпе йăли-йĕркине, культурине пысăк вырăн уйăрнă. Улатăрта вырăс провинцийĕн музейĕ те пур. Анчах унта юсав ĕçĕсем пынă май кĕрсе курма май килмерĕ. Паллă скульптор Степан Дмитриевич Эрьзя /Нефедов/ палăкĕ патĕнче чарăнтăмăр. Улатăрта пурăнакансем каласа панă тăрăх, хулара хăй вăхăтĕнче заводпа фабрика чылай пулнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Улатăрти механика завочĕ танксене юсанă. «Электроавтомат» завод вара çар техники валли релесем кăларнă. Совет тапхăрĕнче «Электроприбор», «Электроавтомат» предприятисем, электромеханика завочĕ ĕçленĕ. Улатăрти йывăç тирпейлекен комбинатран уйрăлса тухса «Пианино» фабрика йĕркеленнĕ. Вĕсем пианино, сĕрме купăс кăларнă. Аслă ăрурисем аса илнĕ тăрăх, Улатăрта çавăн пекех обойсем те хатĕрленĕ.
Ача çуратма Хусана каяççĕ
Улатăрти паллă тепĕр вырăн — Г.А.Сулимо-Самуйло ячĕллĕ дендрологи паркĕ. Сăр шывăн сылтăм çыранĕнче 230 гектар лаптăк çинче вырнаçнă вăл. Эпир унта çитсех килес терĕмĕр. Анчах çитсен кăмăл хуçăлчĕ: дендрологи паркĕ тесе пĕчĕк табличка çине кăна çырса хунă. Пĕрре те туристсене илĕртмелле мар тейĕттĕм. Йывăçсем ӳссе лапăстатса кайнă, вĕсене пăхса тăни питех туйăнмарĕ. Асăннă паркра вара сайра тĕл пулакан 100 йывăçпа тĕм ӳсет. Калăпăр: Инçет Хĕвел тухăç чийи, Уссури груши, Маньчжури мăйăрĕ, Çĕпĕр пихти, Алтай кедрĕ, Китай лимонникĕ, Япони спирейĕ, хĕрлĕ çулçăллă барбарис тата ытти те. Дендрологи паркĕ халĕ республика пĕлтерĕшлĕ тĕллевлĕ упракан территори шутланать. Ăна 1960 çулта Сăр хĕрринчи пушă вырăнта 10 гектар çине энтузиастсем тĕрлĕ йывăç-тĕм лартнинчен пуçланнă. Пуçаруçи Граждан вăрçине хутшăннă Григорий Аниолович Сулимо-Самуйло пулнă. Вăл хăйĕн ĕмĕрне вăрмана халалланă. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен сайра тĕл пулакан йывăç-тĕме çырăнса илнĕ. Вĕсене Улатăр çывăхĕнче ĕрчетнĕ. Çавăнпа Улатăрта усăнса тата шар евĕрлĕ ӳсекен хăвасем, жасмин анлă сарăлнă. Улатăрта, пытармастăп, çур кун ытла çӳресе те чăвашла калаçнине илтеймерĕмĕр. Кунта ытларах вырăсла тата ирçелле пуплеççĕ. «Улатăртан кучченеç мĕн илсе кайма пулать? Мĕн кăларатăр эсир?» — ыйтрăмăр сутуçăра ĕçлекен Наталия Миронковăран. Кун пек ыйтсан сарă çӳçлĕ вырăс хĕрарăмĕ шухăша кайрĕ. «Маларах пирĕн темĕн те кăларатчĕç. Хамăрăн сĕт-çу, хăйма та пулнă. Халĕ сире çăкăрпа батон кăна сĕнме пултаратăп», — терĕ вăл. Чăваш наци апат-çимĕçне те тупаймастăн ку хулара. Темиçе çул каялла вара столовăйсенче шӳрпе пĕçернĕ-мĕн. Лавккасенче ытларах Мордва Республикинче кăларнă услам çăва, сĕтрен тунă ытти юр-вара, кăлпасси таврашне сутаççĕ. <...>
Роза ВЛАСОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас