«Хыпар» 47-48 (27780-27781) № 06.05.2021
«Çак пурнăçа аттепе аннене тăратса кăтартасчĕ…»
Чăваш халăх артисткипе, тыл ĕçченĕпе Светлана МихайловаЕфимовăпа çулталăк каялла тĕл пулнăччĕ. Шупашкар районĕнчи Çатра Марки ялĕнче нумай ачаллă çемьере кун çути курнă хĕрача иккĕ тултарсан ашшĕпе амăшĕ Çĕпĕре куçса кайнă.
Тыл ĕçченĕсен йышĕ те уйăхсерен чакать
«12 çула çитсен çулла тайгара сухăр юхтарма тытăнтăм. Вĕçĕ-хĕррисĕр вăрманта хăранипе пĕчченех юрласа çӳреттĕм. «Юрла, вара кашкăрсем пымаççĕ», — тетчĕ анне. Кĕçех вăрçă тапранчĕ, — аса илӳ çăмхине çакăнтан пуçланăччĕ Светлана Никифоровна. — 1942 çулта ялти хĕрсене медицинăн çулталăклăх курсне илме пуçларĕç. Вĕренсе тухсан фронта е фашистсен пусмăрĕнчен ирĕке кăларнă ял-хулана ĕçлеме яраççĕ иккен. Эпĕ 15 çулта кăна. Йышăнмаççĕ. Макăратăп: вĕренме каяс килет. Вара атте ял канашĕнче эпĕ 1926 çулта çуралнă тесе хут çыртарчĕ. Çапла эпĕ те Зима хулинче ял хĕрĕсемпе пĕрле вĕренме пуçларăм. Çав хушăра пире ĕçлеттеретчĕç те. Аманнă салтаксен эшелонĕ çĕрле вырăнти станцие çитсен ăна пушататтăмăр, вĕсене госпитале ăсататтăмăр. Кирлĕ пулсан вырăнтах васкавлă пулăшу параттăмăр. Тата салтаксем валли 300-400 грамм таран юн та илетчĕç. Чăтнă, тăрăшнă».
Çав тĕлпулу юлашки пулчĕ. Иртнĕ çулла Светлана Никифоровна пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ. Çапла, çултан-çул чакса пырать вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсен йышĕ. Иртнĕ çул кăна-ха, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул çитнине паллă тунă тапхăрта, республикăра вĕсем 10,1 пинĕн /вăрçă ветеранĕсемпе инваличĕсем 385-ĕн пулнă, тыл ветеранĕсем — 9,6 пинĕн/ шутланнă. Çав йыш, 2019 çулхипе танлаштарсан, 2,6 пин çын чухлĕ чакнă. Кăçалхипуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче шутланă та республикăра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă 294 ветеранпа инвалид, 6,3 пин тыл ĕçченĕ, вăрçа хутшăннисен 2 пин арăмĕ тата вăрçăра пуç хунисен 6 мăшăрĕ, çавăн пекех концлагерьсенче асап тӳснĕ — 40, блокадăри Ленинградра пурăннă 27 çын кăна юлнине палăртнă. Çĕнтерӳ кунĕ ячĕпе вĕсене ЧР Пуçлăхĕн Олег Николаевăн саламне тата асăнмалăх парне çитерĕç.
Шел, кăтартусем куллен тенĕ пекех улшăнаççĕ. Раççей Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх, ав, вăрçа хутшăннă 202 ветеранпа 52 инвалида ака уйăхĕнчи пенсипе пĕрле 10-шар пин тенкĕ хушса тӳленĕ.
Вырăнти ертӳçĕсем йăнăшнă-ши?
Хальхи вăхăтра Вăрмар районĕнчи Арапуçра пурăнакан 92 çула пуснă Лилия Белова мĕн пĕчĕкрен ĕçленĕ. Унăн çемйи вăрçă çулĕсенче Вăрмарта пурăннă, урай, кĕпе-йĕм çăвасси, апат пĕçересси, кĕçĕннисене асăрхаса тăрасси хĕрачан тивĕçĕ шутланнă. Иртнĕ тапхăра аса илсен ватă çыннăн куçĕ шывланчĕ.
«Каникул вăхăтĕнче Арапуçа асаттепе асанне патне каяттăмăр. Вĕсем колхозра ĕçлетчĕç. Пире те мĕн пĕчĕкрен хуçалăх ĕçне явăçтарчĕç. Тырă та вырнă, авăн та çапнă. Асанне пире ирпе тăваттăрах тăрататчĕ. Эпир ана вĕçне çитеттĕмĕр те лараттăмăр, вăрçа каясран тарса çӳрекенсем унта пытанса пурăнни пирки калатчĕç те малалла иртме хăраттăмăр. Палланă çын килнине курсан шăллăмпа вырма пуçлаттăмăр. Асатте ватăччĕ ĕнтĕ. Вăл та кăштăртатса пыратчĕ. Асатте кĕлтесене питĕ тирпейлĕ купалатчĕ, пурин те пулмастчĕ çакă. <...>
Надежда СМИРНОВА.
♦ ♦ ♦
Людмила ПЕТРОВА: Пирĕн музее Китайран та, Турцирен те килеççĕ
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев иртнĕ çул Чăваш тĕррин куне паллă тăвасси пирки хушу кăларчĕ. 2020 çулхи чӳк уйăхĕн 26-мĕшĕнче савăнăçлă лару-тăрура пĕрремĕш хут уявларăмăр ăна.
Çакăн хыççăн «пăр тапранчĕ»: республикăра чăваш тĕррин шкулне йĕркелес ĕç пуçланчĕ, Халăх пултарулăхĕн центрĕн ĕçченĕсен, тĕрĕ ăстисен пуçарăвĕпе кăрлач уйăхĕнче чăваш тĕррин кружокĕсемпе студийĕсене ертсе пыракансен «Çĕр пин тĕрĕ çĕршывĕнче» тăваттăмĕш конкурсĕ иртрĕ.
Етĕрне районĕнчи Тури Ачакри чăваш хресчен хуçалăхĕн музейне ертсе пыракан Людмила Петрова унта хутшăнса III степень диплома тивĕçрĕ. Хупах Ушкăнь ялĕнче кун çути курнă вăл. Çемье 1983 çулта Анат Ачака куçса килнĕ. Бухгалтери енĕпе пĕлӳ илнĕ пике вырăнти ял тăрăхĕнче 20 çула яхăн ĕçленĕ. Юрий Петровпа çемье çавăрнă, ывăлпа хĕр çуратса ӳстернĕ.
Ял тăрăхĕнче ĕçлекен бухгалтерсен шутне чакарнă хыççăн юрлама-ташлама кăмăллакан Людмила Витальевна Анат Ачакри клуба вырнаçнă. 2010 çулта вара «Ленинская искра» хуçалăх председателĕ Аркадий Айдак пуçарăвĕпе 1984 çулта уçнă музейĕн управçинче вăй хума пуçланă, виçĕ çултан ăна çав музее ертсе пымах шаннă.
Чăваш хĕрĕ мĕн пĕчĕкрен ал ĕçĕпе аппаланнă: тĕрленĕ, чĕнтĕр çыхнă... Людмила Витальевна та çаплах тунă, анчах хĕресле, яка тĕрĕпе кăсăкланнă, чăваш тĕррипе вара каярахпа кăна интересленме тытăннă. Çапах кĕске вăхăтрах авалтан паянхи куна çити упранса юлнă ахах-мерченĕн вăрттăнлăхĕсене пĕлсе çитме мехел çитернĕ.
«Çулталăк пуçламăшĕнче Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче чăваш тĕррипе кăсăкланакансене пуçтарчĕç. Халăх пултарулăхĕн çурчĕн пай пуçлăхĕ Светлана Тяхмусова пирĕнпе тăрăшса ĕçлерĕ. Питĕ кирлине нумай пĕлсе килтĕм унтан. Кайран конкурс ирттерчĕç, — каласа кăтартрĕ Людмила Петрова. — Пĕр салфетка та пулин тĕрлесе пăхас терĕм.
Пулчĕ. Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккине палăртса эрешленĕ Чăваш Республикин карттине те тĕрлерĕм. Чăваш тĕррипе çыхăннă пĕрремĕш пысăк ĕç çавă пулчĕ. Конкурс вăхăтĕнче ытти районтан килнĕ тĕрĕçсен ĕçĕсемпе тĕплĕн паллашрăмăр. Ку енĕпе чăн-чăн ăста ятне тивĕçнĕ тĕрĕç шутсăр нумай пулчĕ унта, питĕ илемлĕ тĕрлекенсем хăйсен эрешĕсемпе тыткăнларĕç. Пĕрремĕш вырăна Хĕрлĕ Чутайри Елена Альгешкина тухрĕ. Тĕрĕ техникине лайăх вĕренсе çитнĕскер правур ĕçлерĕ. Елена Сергеевнăн опычĕпе паллашма килне те кайрăм. «Паха тĕрĕ» фирмăра чылай вăхăт вăй хунăскерĕн килĕнче тĕрĕ станокĕ те пур. <...>
Надежда СМИРНОВА.
♦ ♦ ♦
Тинех çав вăхăт çитрĕ
Нимĕç фашисчĕ Совет Союзĕн чикки урлă каçса хаяр вăрçă пуçланă вăхăтра вĕсем тĕрлĕ ӳсĕмре пулнă. Пĕрисем тин çеç çут тĕнчене килнĕ, теприсем шкула кайма хатĕрленнĕ, виççĕмĕшсем çамрăклăх çуначĕпе вĕçме ĕмĕтленнĕ...
«Выçăллă-тутăллă çитĕнтĕмĕр»
Анчах вăрçă йывăрлăхĕсем вĕсен çирĕпленсе çитмен чун-чĕрине, ӳт-пĕвне пĕрешкелех пусарнă. Выçлăх, хуйхă-суйхă, инкек, вилĕм «вăрçă ачисене» хăвăрт «çитĕнтернĕ». Апла пулин те ачалăх пылакне тутанса курма пӳрменскерсене авса хуçайман. Вĕсен чун-чĕре хăвачĕ вăйланса, кăмăл-туйăмĕ çирĕпленсе кăна пынă, йывăрлăхсем Тăван çĕршывшăн, Çĕнтерӳшĕн паттăр ĕçсем тума хавхалантарнă. «Вăрçă ачисен» умĕнчи «хуйхă-суйхă савăчĕ» ытла та тулли пулнă çеç мар, тăкăнсах тăнă: вăрçă вĕсен пурнăçĕн пуçламăшĕпе тӳр килнĕ-çке...
Тит Григорьев Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин вут-çулăмĕ алхасма пуçланă чухне 8 çулти ача пулнă. Çав вăхăта вăл питĕ лайăх астăвать. Хăй тӳссе, чăтса ирттернĕ. Унăн аса илĕвĕсене лăпкăн итлеме те çук...
«Вăрçă пурне те йывăрлăха кĕртсе ӳкерчĕ. Тăван ялăмран, Канаш районĕнчи Атнашран, вун-вун çын фронта тухса кайрĕ. Ял-йыш окопсем, траншейăсем чавма йышлăн хутшăннă. Пирĕн вăхăтри ачасен пурнăçĕ ытла та нушаллă пулчĕ çав, — калаçăва пуçларĕ Тит Григорьевич. — Выçăллă-тутăллă çитĕнтĕмĕр. Ирхине пĕрре апат çинĕ те шкула тухса кайнă. Кăнтăрла апатланма чиксе каймалли те пулман. Таврăнсан шĕвĕ яшка лĕплеттернĕ. Юлташсен хушшинче курăк апачĕ кăна çинĕрен шыçăнса кайса вилнисем те пулчĕç... Кĕнекесем çукчĕ. Хут вырăнне кивĕ кĕнекесем çине çыраттăмăр. Ручка, перо, кăранташ, чернил тупма йывăрччĕ. Юман çулçисем çинчи сарă «çăпансене» пухаттăмăр. Вĕсен сĕткенне савăта юхтараттăмăр, унта тимĕр тутăхне хырса яраттăмăр. Çапла чернил тăваттăмăр… Тăвар тупма питĕ йывăрччĕ тата. Вăрçăччен тăвар тытнă ещĕксене, пичкесене аркатса вĕсен тăварпа пиçĕхнĕ хăмисене вакласа апата янă. Хĕл çав çулсенче çав тери сивĕ тăчĕ. Тумтир питĕ чухăнччĕ. Çăпатаран ытла нимĕн те курман ура ăшă туйман. Çуркуннепе кĕркунне йĕпе-сапара кукăр тупанлă çăпатапа çӳреттĕмĕр. Унăн тĕпĕ хулăнрахчĕ. Пире, ачасене, çавăн йышши çăпата питĕ паттăррăн курăнма пулăшнă.
Уй-хир типсен ял-йыш çĕр улми ани çине тапса тухатчĕ. Кĕркунне тăпра айне пулса юлнисене пуçтаратчĕç. Анне çĕр улми крахмалĕнчен, типĕтнĕ вĕлтĕрен, мăян, серте, пултăран çулçисенчен çăкăр пĕçеретчĕ. Унăн тути халĕ те чĕлхе çинчех. Çулла аннесемпе пĕрле колхоз уй-хирĕнче ĕçлеттĕмĕр. Ун чухне пире «пĕчĕк-ха, сулхăнра лар» тесе пуçран шăлман. Тыр-пула вăхăтра пухса кĕртмелле пулнă-çке. Вăй питти арçынсем пулманран, алă çитменрен йывăр ĕçе ачасене те явăçтарнă. Пурте патшалăха пулăшма тăрăшнă. Тырă вырнă, кĕтӳ кĕтнĕ, утă çулнă... Колхозра ĕçленĕшĕн кăнтăрла çăнăхран пăтратса пĕçернĕ яшка çитеретчĕç. Уншăн мĕнле савăннă эпир! Вăрçă çулĕсем пирки аса илме йывăр. Анчах манăçа кăларма та çук. Мĕншĕн тесен вăл пирĕн ачалăх, пирĕн пурнăç», — чунран пăшăрханса каласа кăтартрĕ «вăрçă ачи».
Тăшманпа çапăçман пулин те
Тит Григорьевич пек «вăрçă — пирĕн ачалăх» тесе калакансем Чăваш Енре 64,5 пин ытла çын. Пĕлтĕр республика Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнипе Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ «вăрçă ачи» статуса ятарлă саккун йышăнса çирĕплетрĕ.
Вăрçă терт-нушине ачалла тӳссе ирттернисемшĕн — çакă тахçантанпах кĕтнĕ пулăм. «Вăрçă ачисем», паллах, фронтра тăшманпа çапăçман, анчах çапăçу хирĕнчен аякра пулсан та çав çулсен асапĕ-тертне тӳснĕ. Выçлăхне те чăтнă, йывăр ĕçре хуçăлнă, фашизм пусмăрĕнче тертленнĕ, сахал мар куççуль юхтарнă, ашшĕ-амăшĕн ăшшине туймасăр çитĕннĕ... Çак статуса çирĕплетни обществăна «вăрçă ачисене» Çĕнтерĕве çывхартма, тăшман вут-çулăмĕ аркатнă çĕршыва ура çине çĕклеме пулăшнăшăн тав тунипе танлашĕ. <...>
Валентина БАГАДЕРОВА.
♦ ♦ ♦
Госпитальте чылай вăхăт сипленнĕ
Суранĕсем тӳрленсен каллех малти рете тăнă
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ Иван Петров мăшăрĕпе тĕп хулари Кăнтăр поселокĕнчи хĕреслĕ урам кĕтесĕнчи тăпăл-тăпăл çуртра пурăнать. 95 çулти кил хуçи хапха умне тухсах кĕтсе илчĕ.
Кайăксем йывăç çинчен палтлатса ӳкнĕ
Иван Афанасьевич та, Акулина Петровна та — вăрçă тертнушипе куçа-куçăн тĕл пулнăскерсем, çав çулсен йывăрлăхне чăтăмлăн тӳссе ирттернĕскерсем.
...1941 çул. Çĕршывра лару-тăру йывăрланса пынă. Фашист Мускав патнелле сĕмсĕррĕн талпăннă. Хăвăрт куçса пыракан тăшман çулне пӳлес тĕллевпе Ока, Дон, Атăл шывĕсен хĕррипе хӳтĕлев чиккисене тăвас шухăш çирĕпленнĕ. Чăваш Республики урлă Сăр тата Хусан линийĕсем иртнĕ.
«Мана Сăр тăрăхĕнче Пантьăк участокĕнче ĕçлеме тӳр килчĕ. Саккăрмĕш класра вĕреннĕ ун чухне, 16 çулти ача. Юпа уйăхĕнчен пуçласа Сăр тăрăхне кунĕн-çĕрĕн лав куçатчĕ. Çынсене лартса кайнă, апат-çимĕç турттарнă. Республикăри пĕр колхоз та ун чухне пĕтĕм халăх стройкине хутшăнмасăр юлман. Пирĕн ялта та ватăпа вĕтĕ кăна юлнăччĕ. Кил-çурта çаратасран, вăрласран сыхлама хуралçăсене хăваратчĕç. Ара, чылайăшĕ çемйипех килĕсене хупсах тухса кайнă-çке. Пирĕн те атте, анне, эпĕ, йăмăк ĕçленĕ, — аса илчĕ Иван Афанасьевич. — Паянхи пек астăватăп: чӳк уйăхĕнче Сăр хĕррине çуна кӳлнĕ лашапа илсе кайрĕç. Лавсем çине тӳшекне, утиялне, апат-çимĕçне, тумтирне тиенĕ тата. Палăртнă вырăна çитсен хăрăк туратсенчен, хыр-чăрăш лăссисенчен тукаланă ӳплесене вырнаçтарчĕç.
Арçынсене тӳрех вăрман касма ячĕç. Хĕрарăмсем окоп чавма пуçларĕç. Вĕсене ытларах çĕр ĕçне хутшăнтарнă. Çав вăхăтра Тăван çĕршыв умне мĕнле пысăк инкек тухса тăнине пурте лайăх ăнланнă — никам та кутăнлашман, шартлама сивве пăхмасăр, халран кайнине ăтартмасăр ĕçленĕ.
Кану кунĕ те, уяв та пулман. Пĕтĕм ĕçе алăпа тунă пулин те задание чылай малтан — 1942 çулхи нарăсăн 28-мĕшĕ тĕлне — пурнăçларăмăр. Тăватă уйăхра çавăн пысăкăш ĕç тума пултартăмăр!»
Акулина Петровна вара Утаркасси çывăхĕнче окоп чавнă, унта 1941 çулхи раштав уйăхĕнчен пуçласа 1944 çулхи кăрлач уйăхĕн варриччен ĕçленĕ. Çав вăхăта аса илнĕ чухне унăн куçĕ шывланчĕ. «Шкулта эпĕ «пиллĕк» паллăсемпе кăна вĕреннĕ. Пур енĕпе те хастар пулнă. Комсомол секретарĕ чĕнсе илчĕ те: «Сан та каймалла», — терĕ. «Паллах, каятăп!» — тӳрех хуравларăм. Хирĕçлеме хăнăхман. Чирлĕ аннене те килте хăвармарĕç. Мăнак та пычĕ. Питĕ сивĕччĕ ун чухне. Шăнса хытнă кайăксем йывăç çинчен палтлатса ӳкетчĕç. Мĕнле чăтнă-ши? Кун каçиччен ал-ура пăрлансах ларатчĕ. Шăм-шак çапса хĕненĕ пек ырататчĕ. Мăнак тĕреклĕ хĕрарăмччĕ. Унпа иксĕмĕр окопран наçилккапа тăпра кăлараттăмăр. Эпĕ, каç енне вăйран кайнăскер, йăтаймастăм. Вăл вара наçилккапа пĕрле мана та çӳлелле ывăтса яратчĕ. Ĕçленĕ вăхăтра çывăхри ялта хреснанне патĕнче пурăнтăмăр. Ватăскер эпир килнĕ çĕре чейпе икерчĕ пĕçерсе хуратчĕ. Ай, мĕнле тутлăччĕ çав икерчĕ! Унтан кăмака çине пирĕн пăрланнă тăласене, тумтире сарса хуратчĕ. Çиелтен çатăрка хут витнĕ те хамăр хăпарса выртнă. Ирхине тул çутăличченех каллех ĕçе тухса кайнă. Каялла сĕм çĕрле таврăнаттăмăр», — каласа кăтартрĕ Акулина Петровна.
Спектакль те лартайман
Иван Афанасьевичăн салтак ячĕ 1943 çулхи кĕркунне тухнă. «Чӳк уйăхĕн 9-мĕшĕнче илсе кайрĕç. Виçĕ кун маларах повестка пачĕç. Пирĕн тăрăхри йăлапа салтака каякансем икĕ-виçĕ кун ял тăрăх хăналанса çӳреççĕ, — аса илчĕ ветеран. — Эпир те салтак тутри вĕçтертĕмĕр. Çĕмĕрлене çити атте ăсатрĕ. Унта çар комиссариатĕнче команда пухăнсан пуйăспа Вăрнара ячĕç». Вăрнарта ун чухне Мускав çар округĕн стрелоксен 14-мĕш бригадин 359-мĕш саппас полкне йĕркеленĕ. Иван Афанасьевичăн служба кунĕсем çавăнта пуçланнă. «Пирĕн Октябрь праçникĕ тĕлне клубра «Ялта» спектакль лартмаллаччĕ. Иван унта вылятчĕ. Ăна вăрçа илсе кайнăран çав спектакле те кăтартаймарăмăр», — калаçăва хутшăнчĕ Акулина Петровна та. Вĕсем иккĕшĕ те Хĕрлĕ Чутай районĕнче çуралса ӳснĕ. Кил хуçи Урикасси ялĕнчен, мăшăрĕ — Тарапайран. Пĕр-пĕрне 5-мĕш класранпа пĕлеççĕ: пĕр шкултаюнашар классенче вĕреннĕ. Акулина Петровна пулас упăшкине ача чухнех килĕштернĕ. «Питĕ маттурччĕ, хастарччĕ вăл. Комсомол! Манăн та ун пек пулас килетчĕ», — терĕ Акулина Петровна çамрăклăхри вăрттăнлăхĕсене уçса. <...>
Валентина БАГАДЕРОВА.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...
Комментари хушас