Хыпар 45 (28362) № 24.06.2025
Инвестицие тарифпа тĕревлесшĕн
Ку эрнере Республика кунне паллă тунипе çыхăннă мероприяти нумай та — ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев çакăн пирки асăрхаттарнинчен пуçларĕ. Программа пуян: çĕнĕ объектсем уçăлаççĕ, фестиваль-конкурс, Шупашкарти экономика форумĕ тата ытти те - палăртнине туллин пурнăçламалла, уява çÿллĕ шайра ирттермелле.
Çапах уяв сумлă пулин те чи малта — ĕç. Ял хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Инна Волкова уй-хирти çурхи ĕçсене пĕтĕмлетрĕ. Вĕсене пурнăçлама патшалăх пулăшни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çур акипе çыхăннă ĕçсем валли 1,5 миллиард тенкĕ уйăрнă. Пĕтĕмпе вара пулăшу шучĕпе патшалăх кăçал АПК валли уйăракан укçа виçи 5 миллиард тенкĕрен те иртмелле. Ака ĕçĕсене ăнăçлă вĕçленĕ. Тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем 276 пин гектар йышăнаççĕ — ку планпа пăхнинчен пысăкрах. Техника культурисен лаптăкĕ 31 пин гектарпа танлашать, çу культурисен — 28 пин. Çĕр улмине 4,7 пин гектар çинче лартса хăварнă. Аграрисем тăпра пулăхне ӳстерес енĕпе çине тăрса ĕçлени курăнать. Ку енĕпе те патшалăх субсидипе пулăшать. Патшалăх пулăшнипе ял хуçалăх предприятийĕсем çавăн пекех кăçал техникăн 495 единицине туяннă. Çав шутра — 77 трактор, тĕш тырă пухса кĕртмелли 13 тата выльăх апачĕ хатĕрлемелли 4 комбайн. Паян хуçалăхсем сенаж, утă хатĕрлеççĕ — мĕн пур округ хастар. «Çанталăк ку ĕçсене пурнăçлама май парать», — терĕ аграри ведомствин ертӳçи. Чăваш Ен делегацийĕ Санкт-Петербургра çак кунсенче иртнĕ экономика форумне хутшăннă — унăн кăтартăвĕсем çинчен Правительствăн темиçе членĕ доклад турĕ. Форумри ĕçлĕ тĕлпулусем, алă пуснă документсем республика аталанăвне тĕревлĕç. Дмитрий Краснов вице-премьер региона хывакан инвестицисем ӳссе пынине палăртнă май форум ку енĕпе те тухăçлă пулнине çирĕплетрĕ. Çурçĕр Осети — Алани Республикипе, Херсон облаçĕпе килĕшӳсем тунă — çав регионсемпе тытакан çыхăнусем вăй илмелле. Росконгреспа алă пуснă килĕшӳ пирки те çавнах каламалла. Культура министрĕ Светлана Каликова Раççейĕн тĕрленĕ карттин проекчĕ, Чăваш Ен пуçарнăскер, малалла аталанассине палăртрĕ. Сăмахран, çĕршыври халăхсен наци тумтирĕпе те паллашма май пулĕ. Карттăна чăваш тумĕпе чи малтан пуянлатнă-мĕн. Олег Николаев Санкт-Петербургри форум çуллен республикăшăн ăнăçлă пулнипе, лайăх кăтартусем кӳнипе кăмăллă. Вăл çак практикăна малалла та тăсни пысăк пĕлтерĕшли çинчен каларĕ. Халĕ Нева çинчи хулара калаçса татăлнисене, йышăнусене тӳрре кăларас енĕпе çине тăрса ĕçлемелле. Вăл иккĕленмест: унти темăсем Шупашкарти эрне вĕçĕнче иртмелли экономика форумĕнче малалла тăсăлĕç. Максим Иванов вице-премьер Питĕрте Чăваш Ен урлă иртекен М-12 автомагистрале тунă «Автобан» компани ертӳлĕхĕпе ирттернĕ тĕлпулу çинчен каласа пачĕ. Компани ĕçсене вĕçлесе Чăваш Енрен кайнă пулин те унăн тытăмĕсем кунта юлнă — Чăваш Ен аталанăвне тӳпе хываççĕ. Тĕлпулура сӳтсе явнă ыйтусен шутĕнче, вице-премьер пĕлтернĕ тăрăх, «Автобан» Шупашкарти виççĕмĕш çурма ункă строительствине хутшăнма пултарасси тавра та калаçу пулнă. Утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пысăкланакан тарифсен ыйтăвĕпе Тариф службин ертӳçи Сергей Егоров сăмах илчĕ. Раççей Правительстви тарифсене ӳстермелли чикке палăртнă — 15,5% ытла пулмалла мар. Çавна май çитес уйăхăн 1-мĕш кунĕнчен Чăваш Енри 10 муниципалитет округĕнче пĕтĕмĕшле ӳсĕм 10,7% ытла пулмĕ, 11 муниципалитетра çак кăтарту 10,8-15,4% шайĕнче пулĕ. Çапла вара хулара электроэнерги киловачĕшĕн 4,96 тенкĕ тӳлĕпĕр, ялта — 3,47 тенкĕ. Газ тарифĕ те 10% хушăнать — кубометрĕшĕн 8,16 тенкĕ. Коммуналлă хытă каяшсемшĕн нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансен 73,16 тенкĕ тӳлемелле, ялта — 8,09 тенкĕ. Нумайăшне калаçтараканни — Шупашкарти «Водоканал» тарифĕсем 34,8% чухлех пысăкланасси. Сивĕ шывшăн çапла тăруках нумайрах тӳлесси «Водоканала» инвестицисем кирлипе сăлтавланнă — унсăрăн ниепле те май çук-мĕн. Тарифсен ӳсĕмне тĕп хулан депутатсен пухăвĕ ырланă, Сергей Егоров палăртнă тăрăх, Раççей Монополипе кĕрешекен службипе çураçнă хыççăн çĕнĕ тарифсем вăя кĕме пултараççĕ. Кирек мĕнле пулсан та, вăл каланă тăрăх, чылай тариф Чăваш Енре Атăлçи округĕнче те чи пĕчĕккисен шайĕнчемĕн. Шупашкарта сивĕ шыв çӳлерех палăртнă пек хаклансан та эпир шывшăн чи сахал тӳлекен виçĕ регион шутĕнче пулатпăр имĕш. Олег Николаев та тарифри инвестици тӳпи пысăк усă кӳресси çинчен каларĕ. Канашлура çавăн пекех шыв çинчи хăрушсăрлăха тивĕçтересси пирки калаçу пулчĕ. Инкеклĕ тĕслĕх кăçал сахалрах. Пĕлтĕр кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче 16 çын путса вилнĕ, кăçал — 9. Çав шутра — икĕ ача. Анчах ку, паллах, лăпланмалли сăлтав мар. Инкек сахалраххи юлашки эрнесенче сулхăнрах çанталăк тăнипе сăлтавланнине те тавçăрма йывăр мар. Çăмăлттайлăх пĕтерет. Кăçал путса вилнĕ 9 çынран тăваттăшĕ ӳсĕр пулни те çакна çирĕплетет. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
«Чăваш таварне туян»
Çак сăмахсене илтсен райпо заводĕнче пĕçернĕ çăкăр куç умне тухса тăрать, кукăльпӳремеч тути чĕлхе çине килет, техĕмлĕ шыв-сĕткен чуна уçса янăн туйăнать... Хальхи вăхăтра Чăвашпотребсоюз предприятийĕсем тавар сутаççĕ кăна мар, хăйсем туса кăларнă апат-çимĕçпе, ытти продукципе республика халăхне туллин тивĕçтереççĕ.
Аталану çулĕпе
Сăмах май, райпо округсен аталанăвне те пысăк тӳпе хывать. Акă, Хĕрлĕ Чутай округĕн пуçлăхĕ Иван Михопаров палăртнă тăрăх, вырăнти райпо бюджета чи нумай налук хывакан предприяти шутланать. «Бюджет пуянрах — аталану майĕсем ытларах, — терĕ Иван Николаевич. — Манăн шухăшпа, пĕр вырăнта тăмастпăр. Аталану курăнать. Пурнăç пахалăхне лайăхлатас тĕлĕшпе нумай ĕç пурнăçланă. Малашлăх тĕллевĕсем тата та пысăкрах». Хĕрлĕ Чутай округĕн бюджечĕ 2019 çулта 430 миллион тенкĕ шайĕнче пулнă, 2024 çулта вара 830 миллион тенкĕ урлă каçнă. Ӳсĕм — икĕ хута яхăн. Пилĕк çулта çак майсемпе мĕнле усă курнă-ха? Иван Николаевич пĕлтернĕ тăрăх, муниципалитетра шыв, ăшă тытăмĕсене реконструкциленĕ, çулсене юсанă, шкулсемпе садиксен картишĕсене, общество вырăнĕсене хăтлăлатнă... Пилĕк çул каялла вăтам шалу 17,6 пин тенкĕ шутланнă. Пĕлтĕрхи кăтарту — 48 пин тенкĕ. «Уйрăм çынсен тупăшĕнчен килекен налук пайĕнче Хĕрлĕ Чутай райповĕ 15 процент йышăнать, — терĕ округ ертӳçи. — Потребкоопераци тытăмĕнче ĕçлекенсем тавар кăна сутмаççĕ, тĕрлĕ продукци кăлараççĕ, халăхран пухнă пахча çимĕçе, аш-какая тирпейлеççĕ». Халăхшăн тăрăшаççĕ Хĕрлĕ Чутай райповĕ çынсене паха апат- çимĕçпе тивĕçтернисĕр пуçне кулленхи пурнăçне хăтлăлатассишĕн те тăрăшать. Çакна республикăри тата округсенчи хаçатсен журналисчĕсем пресстур вăхăтĕнче хăйсем курса ĕненчĕç. Çуллахи вăхăтра уçă сывлăшра вăхăта ирттернинчен пахи тата мĕн пултăр? Хĕрлĕ Чутай ялĕнче пасар лапамĕнче, тĕслĕхрен, пикник вырăнĕ йĕркеленĕ. Кунта çемьепе, йышлă хăнапа канма питĕ меллĕ. «Ачасем валли вăйă лапамĕ пур. Шашлăк пĕçерме юрать. Картишре уçăлса çӳреме пулать. Аренда укçи те пысăк мар», — каласа кăтартрĕ райпо канашĕн председателĕ Александр Степанов. Райпо ял çыннисене кайăк-кĕшĕкпе тивĕçтерессине те хăй çине илнĕ. Мочей ялĕнчи лавкка патне шăпах чĕпсем тиенĕ автомашина çитсе чарăнчĕ. «Сутуçăсем кăрлач уйăхĕнчех заявка йышăнма пуçланă. Кама чăх, кама хур е кăвакал чĕппи кирлĕ — илсе килсе параççĕ. Ялтах кайăк-кĕшĕк туянма май пурри пирĕншĕн питĕ меллĕ», — калаçрĕç черетре тăракан хĕрарăмсем. Сăмах май, чăх-чĕп апатне райпо лавккисенчех туянма пулать. Хĕрлĕ Чутай райповĕн хатĕрлев кантурĕ тухăçлă ĕçлет. Выльăх-чĕрлĕх валли тутлăхлă апат хатĕрлекен цех уçнă. Çавăн пекех халăхран пухнă пахча çимĕçе тăварлаççĕ, консервлаççĕ, тĕрлĕ салат хатĕрлеççĕ, кĕленче савăта хурăн сĕткенĕ тултараççĕ... Çак шĕвек, сăмах май, Хĕрлĕ Чутайсен хăйне евĕрлĕ бренчĕ пулса тăнă та ĕнтĕ. Ку тăрăха килекенсем, ахăртнех, парне вырăнне хурăн сĕткенĕ тата хура çăкăр туянаççĕ. Александр Степанов пĕлтернĕ тăрăх, çăкăр завочĕ пĕлтĕр 970 тонна çăкăр пĕçернĕ, 157 тонна кондитер изделийĕ хатĕрленĕ. Продукцие кӳршĕ районсене те ăсатаççĕ, унта пурăнакансем те Хĕрлĕ Чутайсен çимĕçне хапăл туса туянаççĕ. Кунсăр пуçне райпо предприятийĕсем иртнĕ çул 5,3 тонна çурма фабрикат кăларнă, 21,4 тонна пулă тăварланă тата тĕтĕмленĕ. Райпо лавккисем те çĕнелсе пыраççĕ. Хальхи вăхăтра муниципалитетра вак суту-илĕвĕн 46 предприятийĕ шутланать. Тăххăрăшĕнче клиентсемпе ĕçлессине «самообслуживани» мелĕпе йĕркеленĕ. Общество апатланăвĕн 20 предприятийĕ ĕçлет. Кафесене те, лавккасене те юсаса çĕнетсе пыраççĕ. Çавăн пекех суту-илӳ ĕç-хĕлне цифра технологийĕсем анлă кĕрсе пыраççĕ. Вĕсенчен пĕри — «КоопМаг» проект. «Интернетри суту-илӳ енĕпе мобильнăй приложени хатĕрлерĕмĕр. Вăл пулăшнипе Чăваш Енри ялсенчи лавккасенче Чăвашпотребсоюз продукцине киле илсе пыма саккас параççĕ, — каласа кăтартрĕ Чăвашпотребсоюз правленийĕн председателĕ Людмила Абрамова. — Пирĕн яланхи клиентсем те пур ĕнтĕ. Мускавра, Питĕрте, ытти хулара пурăнакан ывăлĕ-хĕрĕ ашшĕ-амăшне çапла майпа апат-çимĕç, куллен кирлĕ ытти тавар туянса парать». Улшăну — куç умĕнче Потребительсен кооперацийĕ çуллен улшăнсах пырать. Пусăм тусах палăртмалла: лайăх еннелле! Чăвашпотребсоюз канашĕн председателĕ Валерий Павлов пĕлтернĕ тăрăх, икĕ пинмĕш çулсен пуçламăшĕнче потребкооперацин кашни отраслĕн аталанăвĕн планне хатĕрленĕ: об±ектсене реконструкцилеме, çĕннисене хута яма, оборудование модернизацилеме, предприяти ĕçченĕсем тата тавар туянакансем валли хăтлă условисем йĕркелеме, çĕнĕ технологисемпе анлăрах усă курма тĕллев лартнă. 2025-2030 çулсенчи Комплекслă аталану программин мероприятийĕсене ĕçе кĕртмешкĕн 1,6 миллиард тенкĕ уйăрма йышăннă. Çак шутра 515 миллион тенкĕпе — суту-илӳ сферинче, 184 миллионĕпе общество апатланăвĕн тытăмĕнче усă курĕç, 211 миллион тенке производствăна хывĕç. Республикăри потребительсен кооперацийĕн аталанăвĕн ыйтăвĕсене «çавра сĕтел» ларăвĕнче сӳтсе явнă май Валерий Павлов Чăвашпотребсоюзăн юлашки пилĕк çулти ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Общество апатланăвĕн çаврăнăшĕ пĕлтĕр 1318 миллион тенкĕпе танлашнă. Пилĕк çул каяллахипе танлаштарсан, ӳсĕм — 2,2 хут. Вак суту-илӳ çаврăнăшĕ 1,3 хут пысăкланнă — 8735 миллион тенкĕ. Курттăм суту-илӳ 2232 миллион тенкĕ: кăтартусем 1,8 хут пысăкланнă. Хатĕрлев пункчĕсен çаврăнăшĕ 1372 пин тенкĕпе танлашнă: ĕç-хĕл кăтартăвĕсем 1,3 хут хăпарнă. Пĕлтĕр 1117 пин тенкĕлĕх продукци туса кăларнă. Ку 2020 çулхинчен 1,2 хут нумайрах. Чăвашпотребсоюзăн паха енĕ — халăхшăн тăрăшасси. Пĕчĕк ялсенче, паллă ĕнтĕ, лавкка тытса тăни тупăшлă мар. Апла пулин те райпо лавккисем ĕçлеççĕ. Сахал йышлă ялсене автолавкăсем çӳреççĕ. Хальхи вăхăтра, Валерий Михайлович пĕлтернĕ тăрăх, 500 çынран сахалрах пурăнакан ялсене куллен кирлĕ таварпа тивĕçтереме 501 транспорт хатĕрĕ уйăрнă. Автолавкăсем çулталăкра вăтамран 200 миллион тенкĕлĕх тавар сутаççĕ. «30 çула яхăн аптекăсем тытса тăратпăр, — терĕ Валерий Михайлович. — Пĕлетĕр-и, мĕнрен пуçланчĕ çак ĕç? Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче пайщиксен пухăвĕсенче район центрĕнчи аптекăсенче эмел хакли пирки час-часах калаçма пуçларĕç. Эпир хамăрăн аптека тытăмне йĕркелерĕмĕр. Пĕрремĕш учреждение 1995 çулта Муркаш райповĕнче уçрăмăр. Хальхи вăхăтра Чăвашпотребсоюзра 34 медицина тата 9 ветеринари аптеки ĕçлет. Икĕ-виçĕ çул каялла республика Правительстви икĕ муниципалитетри шкулсенче ачасен апатланăвне йĕркелеме тĕллев лартрĕ. Икĕ тĕп услови пулнă: хамăр тăрăхра туса илнĕ çимĕçсемпе усă курса паха апатпа тивĕçтермелле. Сăнав шайĕнче пуçарнă проект ăнăçлă пулса тухрĕ. Çавăнпа унпа республикăри пур шкулта та усă курма йышăнчĕç. Çавна май Чăвашпотребсоюз предприятийĕсем кăçалхи авăн уйăхĕнче шкул столовăйĕсене вĕри апатпа тивĕçтерме пуçларĕç. Хальхи вăхăтра эпир тăхăр муниципалитетри 105 шкулшăн яваплă». Кăçал Чăваш автономине туса хунăранпа тата Чăвашпотребсоюза йĕркеленĕренпе 105 çул çитет. Валерий Михайлович паллă икĕ çак пулăма çĕнĕ об±ектсем хута янипе асра хăварма тĕллев лартнине пĕлтерчĕ. Çитес кунсенче Ишлейре, Вăрнарта тата Канаш округĕнче суту-илӳ центрĕсем уçăлĕç. Ларăва Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Малов, РФ Центросоюзĕн Информаци тата коммуникацисен центрĕн директорĕ Галина Лашманова хутшăнчĕç. Николай Малов Чăвашпотребсоюз социаллă тивĕçе пурнăçланине палăртрĕ. «Эсир халăха кирлĕ ĕç тăватăр», — терĕ вăл. Галина Лашманова Чăваш Енри потребкоопераци Раççейре лайăх енчен палăрса тăнине пĕлтерчĕ. <...>
Валентина БАГАДЕРОВА.
♦ ♦ ♦
Шупашкар сцени çинче выляма Мускавра вĕренĕç
«Чăвашла пĕлетĕн-и?» «Çук… Анчах вĕренетĕпех!» Çакăн пек каланине пĕрре мар илтме тӳр килчĕ иртнĕ эрнере К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче. Мускаври Борис Щукин ячĕллĕ Театр институтне вĕренме кĕмешкĕн чăвашла та калаçмаллине маларах пĕлнĕ пулсан-и — мĕн пĕчĕкренпех аттеанне чĕлхине вĕренме тытăнатчĕç пуль…
Шăпах çак институтра вĕренме ĕмĕтленекен абитуриентсем валли суйлав турĕ йĕркелерĕç. Çамрăксен пултарулăх енĕсене тĕрĕслеме Мускавран актер ăсталăхĕн кафедрин доценчĕ Валерий Маркин килсе çитнĕ. Унпа пĕрле итлев ирттерме Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институчĕн актер ăсталăхĕпе режиссура кафедрин доценчĕ Алексей Болдырев, Чăваш патшалăх академи драма театрĕн директорĕ Елена Николаева, театрăн тĕп режиссерĕ Дмитрий Миронов, Чăваш халăх артистки тата режиссер Наталия Сергеева, драма артисчĕ Григорий Федоров хутшăнчĕç. Хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарма вĕсен умне 20 ытла çамрăк тухрĕ. Артист пулма ĕмĕтленекенскерсем чăвашла тата вырăсла проза сыпăкне тата сăвă пăхмасăр каларĕç, юрларĕç, ташларĕç. Чĕмпĕрте çуралса ӳснĕ Настя Азанова мĕн пĕчĕкрен артист пулма ĕмĕтленнĕ. Халĕ Мускавра пурăнать пулсан та Шупашкарта çакнашкал итлев иртессине пĕлсен тӳрех заявка янă. Кĕтнĕ кун вара инçе çула кĕскетсе ашшĕпе Чăваш Енĕн тĕп хулине васканă. Чăвашла калаçма йывăртарах-ха ăна, анчах хĕр хаваспах юрларĕ тата ташларĕ. Чĕлхе пĕлĕвне вара каярах лайăхлатма шантарчĕ. Алексей Михайлов Шупашкарта çуралса ӳснĕ. 24-мĕш шкултан вĕренсе тухсан Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕнче пĕлӳ илнĕ. Ялан çĕнĕлĕх шыраканскерĕн халĕ, ав, хăйне артист пек тĕрĕслесе пăхас килнĕ. Манăн ыйтусене Леша таса чăвашла хуравларĕ. «Тĕлĕнмелле мар, эпĕ чăваш вĕт», — терĕ çирĕппĕн. Каччăн ашшĕ-амăшĕ — Красноармейски тăрăхĕнчен. Вĕсем çемьере тăван чĕлхепе пуплени ывăлне чăвашла та, вырăсла та пĕлсе ӳсме май панă-мĕн. Итлеве пуçтарăннă çамрăксен хушшинче тĕрлĕ енлĕ пултаруллисем пулчĕç. Кам мĕнле шухăшлать, пĕлместĕп, анчах та артист пулма талант кирлĕ пек туйăнать. Сăмахран, мана темĕнле тăрăшса вĕрентсен те эпĕ ун пек пултараймăп. Итлеве килнисенчен вара тĕлĕнсе пĕтерме çук. Пĕрисем сăвă калама тухаççĕ те пуçламăш йĕркеренех тыткăнлаççĕ, сасă асамлăхĕпе илĕртеççĕ. Теприсен юрри шыв пек шăнкăртатса юхать. Виççĕмĕшĕсен ташă хусканăвĕсем çав тери килĕшӳллĕ. Çапах хăшне-пĕрне Валерий Михайлович асăрхаттармасăр тӳсеймерĕ: «Хăвăр ăнланман, туйса курман темăна мĕншĕн суйлатăрха? Эсир унпа ĕнентерейместĕр». Теприсене вара çапла каларĕ: «Пăхатăп та, эсир хатĕр. Сире мĕн вĕрентеетпĕр эпир? Пире вĕрентмелли çамрăксем кирлĕ». Шупашкарта пурăнакан Александр Федоровшăн нимĕнле чăрмав та çук тейĕн — мĕн ыйтаççĕ, çавна тăвать. Чăвашла сăвă калама ыйтсан та шухăша кайса тăмарĕ, янăраттарчĕ çеç. Унсăр пуçне унăн жонглер пултарулăхĕ те пур: мечĕксемпе те, турилккесемпе те выляса кăтартрĕ. «Сирĕн цирка каймалла марши?» — терĕç ăна ĕмĕт-тĕллев çирĕплĕхне юриех тĕрĕслес тенĕн. «Мĕншĕн? Артиста тем тума пĕлни те кирлĕ», — çухалса каймарĕ Александр. Хĕрлĕ Чутайран килнĕ Данила Глухов 10-мĕш класран çеç вĕренсе тухнă-ха. Çапах та, малашне кирлĕ пулĕ тесе ĕнтĕ, итлеве хутшăнма кăмăл тунă. «Чи малтанах Шупашкар мана питĕ килĕшни çинчен калас килет. Пысăк мар, çутă хула. Ешĕллĕх те, сывлăш та нумай… Кунта ытларах пулас килет, — терĕ Валерий Маркин çамрăксен пултарулăхĕ çинчен мĕн шухăшланине пĕлтерме ыйтсан. — Ачасем вара маттурсем, вăр-варскерсем, вĕренес туртăмлăскерсем. Кашнин мĕнле те пулин пултарулăх пурах». Çамрăксене итле-итле Валерий Михайлович хăй те чăвашла ăнланма тытăнтăм пулмалла терĕ. «Пăхăр-ха ман çине, чăваш пекех вĕт-ха?» — шӳтлерĕ вăл. <...>
Лариса ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
Автономи облаçĕнчен Чăваш АССРĕ патне
Чăваш автономи облаçĕ (ЧАО) тума йышăннăранпа — 105, унран Чăваш АССРĕ йĕркеленĕренпе 100 çул çитрĕ. Мĕнле никĕсленĕ? Истори наукисен кандидачĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн наука сотрудникĕ Владимир КЛЕМЕНТЬЕВ хуравлать.
— Владимир Николаевич, ЧАО чăвашсен политика деятелĕсем ыйтса илнипе çуралнă-и е центр панăран халăхăмăр çине йăтăнса аннă-и? — Раççей халăхĕсен прависен тата Ĕç çыннисемпе пусмăрланă халăхăн декларацийĕсем, 1917 çулхи Октябрь революцийĕ хыççăнах йышăннăскерсем, çĕршыври кашни халăха «самоопределени» прави панă. Уйрăм политика-территори хутлăхĕ туса хумалли право чăвашсене те пӳрнĕ. 1918 çулта йышăннă РСФСР Конституцийĕнче «Раççей Совет Республики ирĕклĕ нацисен союзĕн никĕсĕ çинче совет наци республикисен федерацийĕ пулса пуçтарăнать» йĕрке пур. Çав документ наци автономийĕсем туса хума та ирĕк панă. «Хăйсен халăхĕн йышĕпе, пурнăç тата йăлийĕркипе палăрса тăракан облаçсен Совечĕсем автономи облаçĕсен союзĕсене пĕрлешме пултараççĕ. Унта вĕсем Раççей Социализм Федераци Совет Республикине кĕреççĕ» тесе çырнă. — Чăваш политикĕсене ЧАО проектне хатĕрлеме çав йĕркесемех хастарлатнăши? — 1918 çулхи пуш уйăхĕнче хаçатсенче «Тутар-Пушкăрт Совет Республики йĕркелесси çинчен» документ пичетленнĕ. Туса хума йышăнман пулин те вăл автономизацилес ĕçе пуçласа яма чăвашсене те хистенĕ. Вĕсен ертӳçисем Хусанта ăна сӳтсе явнă чухне халăхăмăра уйрăм администраци-территори хутлăхĕ парсан çеç этнополитика «самоопределенийĕн» правине туллин тивĕçтерессине палăртнă. Ку ыйтупа официаллă йышăну 1919 çулхи раштавра Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи коммунистсен ячейкисенче тăракан чăвашсен с... <...>
Юрий МИХАЙЛОВ калаçнă.
♦ ♦ ♦
Юнпа йĕрленĕ ÿкерчĕксем
Çĕртме уйăхĕн 18-мĕшĕнче Германири «Цайтхайн» вилĕм лагерĕнче 1941-1944 çулсенче асап курнă Александр Пахомов художник çуралнă.
Вăл çут тĕнчене 1918 çулта Пăрачкав ялĕнче чухăн хресчен çемйинче килнĕ, ачалăхĕ çĕршывшăн, Чăваш Еншĕн йывăр тапхăрта иртнĕ. Çапах ашшĕ-амăшĕ ăна шкулта вĕрентнĕ. 1939 çулта вăл Улатăрти ӳнерпе гравюра училищинчен вĕренсе тухнă, часах ăна Хĕрлĕ çара илнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине вăл Беларуçăн хĕвел анăç чиккинче кĕнĕ. 1941 çулта çапăçура йывăр аманнă, тыткăна лекнĕ. Малтан Минск, Польшăри Острув Мазовецки лагерĕсенче хĕн тӳснĕ. «Цайтхайнра» Степан Злобин писательпе пĕрле лагерь администрацине хирĕçле ушкăн йĕркеленĕ, йĕркене пăхăнманшăн хăйне персе пăрахассине пĕлнĕ пулин те картон татăкĕсем çине кăранташпа Гитлер тамăкĕнче асаплантарнă, мăшкăлланă, выçлăхра касăхтарнă тыткăнрисене ӳкернĕ. Лагере 1943 çултан тытăнса Итали, Серби, Англи, Франци, Польша çыннисене те илсе пынă. Вăрçă хыççăн кунта хĕн курнă 23 пин çын хушаматне мемориал çине çырса хунă. Фашистсене хирĕçле ушкăн вĕсен тискерлĕхĕпе нĕрсĕрлĕхне, преступленийĕсене хăçан та пулин тăрă шыв çине кăларасса шаннă. Ӳкерчĕксене лагерьтен тумтир ăшне чиксе, сивĕре ăшăтма тесе ура тавра çавăрса илсе тухнă. Совет çарĕ тыткăнрисене «Цайтхайнран» хăтарсан Александр Пахомов Хĕрлĕ çарăн Австрири гарнизонĕн клубĕнче ĕçленĕ, 1946-1948 çулсенче — Пăрачкав, 1950- 1952 çулсенче — Горький, 1952-1967 çулсенче Сочи шкулĕсенче ачасене вĕрентнĕ, 1967-1974 çулсенче Сочири ӳнер шкулĕн йĕркелӳçи, преподавателĕ тата директорĕ пулнă. 57 çулта чухне пурнăçран уйрăлнă (1974). <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас