«Хыпар» 45 (27924) № 26.04.2022

26 Ака, 2022

Çамрăк корреспондентсен ыйту пур

«Тантăш» хаçатăн çамрăк корреспонденчĕсен ыйтăвĕсене хуравлама шăпа пӳрни маншăн чăннипех те пысăк чыс», — терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев.

«Хыпар» Издательство çурчĕ çулсерен Чăваш чĕлхи кунĕнче тăван сăмах ят-сумне ӳстерме май паракан тĕрлĕ мероприяти йĕркелет. Пĕлтĕр, сăмахран, журналистсем кăмăл пуррисене чăвашла калаçма вĕрентекен уроксем ирттерчĕç. Кăçалхи пекки вара хальччен пĕр наци республикинче те пулман: Чăваш Ен Пуçлăхĕ çамрăк корреспондентсен ыйтăвĕсене хуравларĕ! Олег Николаев «ЮнКорăн ыйту пур!» пресс-конференцие хаваспах хутшăнма килĕшнĕ. Чăваш халăхĕн йăли-йĕркине упрасси, тăван чĕлхене аталантарасси патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри пулса тăрать. Çавна май республика ертӳçи чăвашлăха вăйлатассине пысăка хурать. Çак ĕçĕн шăнăрне шăпах çамрăк ăру тăван чĕлхепе калаçнинче курать.

«Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ — тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина пĕлтернĕ тăрăх, республика ертӳçипе тĕл пулма «Тантăш» хаçатăн чи хастар тусĕсем килнĕ. «Маттур таçке эсир. Шкулта вĕренетĕр, журналистикăпа та кăсăкланма вăхăт тупатăр. Çĕннине пĕлес килни сире пултаруллă пулма, палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме пулăшать», — терĕ Олег Алексеевич ачасене хавхалантарса.

Ятарлă пĕлӳ илмен пулин те çак ачасем журналистсенчен пĕрре те кая мар. Темĕн те кăсăклантарать вĕсене. Меллĕ самантпа усă курса республика Пуçлăхĕнчен йăлт ыйтса пĕлчĕç вĕт. Килти хуçалăхра та çемье пуçĕн куллен татса памалли çĕр те пĕр ыйту сиксе тухать те…

Республика хуçалăхĕ вара пин те пĕр хут пысăкрах. «Сирĕн пуçра мĕнле çавăн чухлĕ шухăш вырнаçма пултарать?» — Чăваш Ен Пуçлăхĕн çавна май ĕçĕ тата нумайраххине пĕлсех ыйтрĕ ĕнтĕ Комсомольски районĕнчи Çĕнĕ Мăрат шкулĕнче вĕренекен Нарспи Борисова. «Çынсемпе калаçса вĕсен шухăшĕсене пурнăçа кĕртсе пынинчен пысăк ĕçсем пулаççĕ, — терĕ Олег Алексеевич. — Ертӳçе лартиччен эпĕ республикăна, чăвашлăха аталантарассишĕн тăрăшакансемпе нумай тĕл пулнă, вĕсен сĕнĕвĕсене шута илнĕ. Халĕ вара çавсене пурнăçа кĕртессишĕн тăрăшатăп». «Кун каçиччен мĕнле кăна мероприятие çитместĕр те… Ывăнмастăр-и?» — калаçăва сыпăнтарчĕ Шупашкар хулинчи 37-мĕш шкул вĕренекенĕ Настя Ларшникова.

«Эпĕ те çынах-çке. Ывăнатăп паллах, — кăмăллăн хуравларĕ Пуçлăх. — Анчах ывăнма вăхăт çук. Паянхи ĕçе ырана хăварма юрамасть. Çапла вара ывăнни пирки те манатăн. Çынсемпе хутшăнни, уйрăмах çамрăксемпе калаçни, мана вăй парать». Çавăн пекех ирсерен зарядка туни те Олег Алексеевича вăй-хал хушать. Вăрманта чупма кăмăллать иккен вăл. «Çут çанталăк ытамĕнче çан-çурăм ыйхăран вăранать, çĕнĕрен те çĕнĕ ĕçсем тума вăй кĕрет», — терĕ вăл Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Çĕнĕ Атикасси шкулĕнче вĕренекен Марина Охтярова ыйтăвне хуравласа.

«Вăхăт машини пулнă тăк, Олег Алексеевич, хăш вăхăта кайăттăр?» — кăсăкланчĕ Ирина Кошелева /Йĕпреç районĕ, Çăкалăх шкулĕ/. «Манăн каялла таврăнса кун-çулăма улăштарма кăмăл çук, — терĕ республика ертӳçи.

— Пурнăçăмра йывăр, кăткăс самантсем пулнă паллах. Анчах вĕсем те кирлĕ: ун пеккисем çынна вăйлатаççĕ, çирĕплетеççĕ. Хам пурăнса курман вăхăта кайса курас килет паллах. Сăмахран, Христоспа тĕл пулса калаçăттăм».

Асамлă патакпа усă курса вара Олег Николаев мĕнле ĕмĕте пурнăçа кĕртĕччĕ-ши? Ку ыйту, манăн шухăшпа, Шăмăршă районĕнчи Карапай Шăмăршă шкулĕн вĕренекенĕ Арсений Михайлова кăна мар, республикăра пурăнакан кашни çыннах кăсăклантарать. Олег Алексеевич Чăваш Енри мĕн пур çынна телейлĕ тăвасшăн.

«Вĕсен телейĕ пире аталанма пулăштăр. Анчах çав вăхăтрах пăсăлса ан кайччăр, — терĕ вăл ĕмĕт-тĕллевне уçăмлатса. — Вăй хумасăр йăлт пулнине, шел те, чылай чухне хакламастпăр. Ĕçлесе илнин, тупнин çеç хакĕ пысăк».

Кинора ӳкерĕнме сĕнсен Олег Николаев мĕнле сăнар калăплĕччĕ-ши? Кун пирки Алина Тимофеева /Йĕпреç районĕ, Çăкалăх шкулĕ/ пĕлесшĕн пулчĕ. Республика ертӳçине пĕчĕкрех чухне Чапаев питĕ килĕшнĕ. Ӳсерехпе Штирлица килĕштерме пуçланă. «Тĕрлĕ пăтăрмахран килĕшӳллĕ тухса çынсене пулăшакан сăнарсене вылянă пулăттăм», — пĕлтерчĕ Олег Алексеевич. Ача чухне вăл Трубина Мархвин калавĕсене кăмăлласа вуланă. Каярахпа «Нарспи» поэма килĕшнĕ. Çитĕнерехпе Дюма романĕсемпе кăсăкланнă. «Манăн чи юратнă герой — Шико шут. Король çумĕнчи шут питĕ ăслă çын пулнă», — терĕ вăл Милана Бобина /Елчĕк районĕ, Аслă Елчĕк шкулĕ/ ыйтăвне хуравласа. Пирĕнтен кашниех ача чухне кам кăна пулма ĕмĕтленмест-ши? Олег Николаев та çав шутранах. «Сирĕн ӳсĕмре чухне манран ыйтнă пулсан пĕр иккĕленмесĕр — космонавт — тейĕттĕм. Пирĕн вăхăтра пур арçын ача та Андриян Николаев пек пулма ĕмĕтленнĕ. Çитĕнсен шухăшсем улшăнчĕç. Следователь специальноçĕ килĕшме пуçларĕ… Юлашкинчен строительствăна суйласа илтĕм», — терĕ Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕк ялĕнчи Тимур Амасевпа калаçнă май.

Шухă ачасене аслисем каланине итлемесен хушăран… кĕтесе те тăратаççĕ. «Сире тăратман-и? «Пысăк пул тесе» хистесе пăтă çитермен-и?» — пĕлесшĕн пулчĕ Степа Степанов /Шăмăршă районĕ, Карапай Шăмăршă шкулĕ/. «Пирĕн анкарти пысăкчĕ. Çум çумлаттарнă. Атте-анне колхозра ĕçленĕ те… Чылай чухне апатне хамăрăн хатĕрлеме тивнĕ. Çавăнпа хистемесĕрех çинĕ. Хура çăкăртан кулач мĕнле пулнине пĕлетĕр-и-ха эсир?» — Олег Алексеевичăн та çамрăк корреспондентсем валли ыйту тупăнчĕ. Ачасем кăсăклансах ун çине тинкерчĕç. «Мăнукĕн кулач çиес килнĕ. Анчах килте çук. Аслашшĕ хура çăкăр чĕлли çине тăвар сапать. «Атя-ха, мăнукăм, пахчана тухса ĕçлер. Эпир таврăннă çĕре вăл кулач пулса тăрать», — тет. Кун каçа ĕçлесе ывăннă ачашăн, чăнах та, хура çăкăр кулачран та тутлăрах туйăнать», — терĕ Олег Алексеевич. Вăл ачаран ĕçпе пиçĕхсе ӳснĕ. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Мăн Этмен шкулĕн вĕренекенĕн Женя Никифоровăн ыйтăвне хуравланă май ĕне суни çинчен те, пĕчĕклех лаша кӳлме вĕренни пирки те каласа кăтартрĕ. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   


«Пĕр-пĕрне пăрахмăпăр»

Татти-сыпписĕр перекен, сирпĕнекен Мариупольтен вĕсем епле чĕрĕ килнинчен хăйсем те тĕлĕнеççĕ.

Кладовкăра — пĕр уйăх

Шупашкарти «Эткер» центрăн общежитийĕ Донбасран тарса килнĕ чылай çыншăн хальхи вăхăтра хӳтлĕх пулса тăчĕ. Çавăнти пĕр пӳлĕмре пурăнакан икĕ кинемейĕн шăпипе паллашма тӳр килчĕ. Вĕсем Чăваш Ене акан 8-мĕшĕнче ир кӳлĕм çитнĕ. Ун чухне пирĕн республика тарса килнисен иккĕмĕш ушкăнне йышăнчĕ. Кинемейсен сывлăхне тĕрĕсленĕ хыççăн больницăна вырттарнă. Акă халĕ вĕсем хăйсене аван туйма тытăннă та унтан кăларнă. 77-ри Мария Гриценко сывлăхĕ уйрăмах хавшанă. Хăй чĕрĕ юлнăшăн тусне Ольга Васильевăна тав тăвать. «Вăл мана шыраттарман тăк эпĕ çавăнтах, ишĕлчĕк çинчех, тăрса юлăттăм», — тет.

Мария Сергеевна ача-пăча тухтăрĕнче 46 çул ĕçленĕ. Юлашки çулсенче вăл Мариупольте ашшĕ-амăшĕн пӳртĕнче пĕччен пурăннă. Çурчĕ «Азовсталь» металлурги комбинатĕнчен инçех мар вырнаçнă. Мăшăрĕ 10 çул каялла çут тĕнчепе сыв пуллашнă. Пĕртен-пĕр ывăлĕ Николай 2014 çулта пăтăрмахсем пуçлансан çапăçас мар тесе çемйипе Украинăран тухса кайнă. Волгоград облаçĕнче хваттер тара тытса пурăнаççĕ. «Пирĕн çурт аванччĕ, шлакпа цемент блокĕнчен çĕкленĕскерччĕ. Пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче снаряд лекнипе пӳрт стенисем ишĕлчĕç. Эпĕ хӳтĕ вырăнта — кладовкăра — пĕр уйăх ларса пурăнтăм. Урана тăсса çывăрма май çукчĕ. Çавăнпа ĕнтĕ вĕсем шыçăнчĕç, питĕ хытă ыратрĕç. Пĕр кунхине пытанса лараттăм. Арçын сассисене илтсен хăраса ӳкрĕм. Кладовкăран тухрăм та: «Ачасем, эпĕ нимĕн те туман, ан вĕлерĕр мана», — тесе йăлăнтăм. Вĕсем Раççей салтакĕсем пулнă, персе пăрахас шухăш тытман. Эпĕ кампа пурăннине ыйтса пĕлчĕç. Йытăпа иксĕмĕр кăначчĕ. Ывăлпа тахçанах çыхăнăва тухман. «Аннӳ чĕрех», — тесе ун патне шăнкăравласа калама ыйтрăм. Вĕсем шантарчĕç, анчах халех май çуккине пĕлтерчĕç. Ман пирки манаççĕ пуль тенĕччĕ. Çук, сăмахне тытрĕç. Николай патне шăнкăравланă, — аса илчĕ Мария Гриценко.

Хула çийĕн самолетсем вĕçнĕ вăхăтра кинемей хăйĕн кладовкинче кĕлĕ каласа ларнă. Урамра сивĕ пулнă-ха ун чухне, витрере шыв та пăрланнă. Мария Сергеевнăн путвал та пулнă. Унтан ăна никам та чавса кăларас çук тесе путвала анман. Кинемей вучах чĕртсе шыв вĕретнĕ, хăвăрт пиçекен вермишель çисе пурăннă. Тĕлĕнмелле те, холодильник, кĕпе-йĕм çумалли машина, бойлер, кладовка чиперех ларнă. Ытти япала, çи-пуç шлаклă бетон айне пулнă. Ватă çын ишĕлчĕксене çĕклеймен, çавăнпа вăл нимĕн те илсе тухайман. Пĕр кунхине ишĕлчĕк тăрăх çӳренĕ чухне кинемей хăйне ятран чĕннине илтнĕ. Хăйĕн хăлхине хăй ĕненмен вăл. Пурте кам ăçта пултарнă — çавăнта пытаннă та урамра никамах та курăнман. Мария Сергеевнăна илмешкĕн машинăпах килнĕ. Халсăрланса çитнĕскере хăйсемпе пĕрле илсе кайнă. Кӳршĕ-аршă, 7 çын, пĕрле пухăнса хӳтĕрех вырăнта кун кунланă. Кăмака хутса ăшăннă, унтах апат пĕçернĕ. «Мана илсе килсен Ольга Васильевна паллаймарĕ. Эпĕ питĕ хăрушă курăннă. Ман çире — лăпсăр-лапсăр япалаччĕ. Ура шыçăннăран алăк урати урлă каçаймарăм. Урана нимĕнле пушмак та кĕместчĕ те тапочкă тăхăннăччĕ. Ольга тусăм пĕлĕшĕсене каламан тăк ман пата никам та килес çукчĕ. Çавăнтанпа эпир пĕрле. Текехрен ниçта та уйрăлмастпăр тесе сăмах патăмăр. Аппăшĕпе йăмăкĕ пек эпир. Хамăн йытта та пĕрле илесшĕнччĕ. Кладовкăра ларнă чухне, апăршук, мана куçран епле тинкеретчĕ. Анчах мăй çыххине хывса тухса кайрĕ те эпĕ ăна шыраса тупаймарăм. Пĕр утăм ярса пусма та тем тăратчĕ», — калаçăва тăсрĕ Мария Сергеевна. Темиçе кун выртнă хыççăн вăл уткалама тытăннă. Кайран эвакуациленме май килнĕ. Сим-карттă парсан вăл чи малтан ывăлĕпе çыхăннă. Таганрог урлă Чăваш Ене илсе каяссине пĕлтернĕ. Вĕсем Таганрогра тĕл пулма калаçса татăлнă. Анчах Николай часах çитеймен. Пуйăс хускаличчен 10 минут маларах çеç килме ĕлкĕрнĕ.

«Пенси 4 пин гривна илеттĕм. Эпир кашни пуса перекетленĕ. Çавăн пек пурăнса пластик чӳречесем ларттартăм. Пирĕн патра газ хаклăччĕ. Пĕр уйăхра 3 пин гривна таран тӳлеттĕм. Хĕл каçма питĕ йывăрччĕ. Кивçене кĕреттĕмĕр. Çутăшăн тепĕр пин гривна тӳлемеллеччĕ. Аран-аран пурăнкаланă. Нарăс уйăхĕшĕн пенси те илеймерĕмĕр. Кил çумĕнче 3 сотăй çĕр пурччĕ. Кранран юхакан шывпа пахча çимĕçе шăварма ирĕк паман. Эпĕ чечексем ытларах ӳстереттĕм», — сăмах çăмхине сӳтрĕ Мариуполь хĕрарăмĕ.
«Ман çине чӳрече рами вĕçсе килчĕ»

Ольга Ивановна та 48-ти хĕрĕпе уйрăм çуртра пурăннă. Хĕрĕ пĕлтĕрхи юпа уйăхĕнче ывăлĕ патне Тюмене тухса кайнă. Унта вăл мăнукне пăхса хĕл каçнă. Вăхăтлăх виза тапхăрĕ тухнă май каялла килме палăртнă. Анчах халĕ таврăнма унăн килĕ те çук ĕнтĕ — снаряда пула йăтăнса аннă. Хĕн-хурлă кунсенче Ольга Васильева килĕнче пĕчченех пулнă. Снаряд ванчăкĕсем лекнĕрен чӳрече кантăкĕсем çĕмĕрĕлнĕ хыççăн вăл пӳртре çĕр каçма хăранă. Урамра, çурт хыçĕнче, раскладушка сарса çывăрнă. Унта тимĕр тăрă пулнăран хăйне хӳтĕрех туйнă-ши? Урамра 6 градус ăшă çеç тăнă, юр та çунă. Пĕр вăхăт шăпланнă пек пулсан вăл пӳрте кĕнĕ. «Çĕрле 11 сехетре ман çине чӳрече рами вĕçсе килчĕ. Кантăкĕ çукчĕ ĕнтĕ ун. Хăма çапнăччĕ, утиял карнăччĕ. Кайран сирпĕннĕ, йăтăннă сасăсем илтĕнчĕç. Эпĕ тухса тарма ĕлкĕртĕм. Манăн веранда ишĕлсе анчĕ. Пахча хыçĕнче снарядсем ӳксе сирпĕннипе варинкке евĕр виçĕ шăтăк пулса юлнă. Хапха алăкне те персе ала пек шăтарчĕç. Комендант сехечĕ вăхăтĕнче урама тухма юрамастчĕ те пӳрт хыçне тухса лартăм. Ирхине пăхрăм та — пӳрт тăрри те ишĕлнĕ. 73-ре бомж пулса тăтăм. Нимсĕр-мĕнсĕр юлтăм. Хула çыннисем пусă патне шыв илме килетчĕç те унталла утрăм. Тĕл пулнă пĕрремĕш çынран хӳтлĕх ыйтрăм. Никам та хирĕçлемен. Мана пĕр мăшăр, пĕлĕшсемехчĕ-ха вĕсем, хăйсем патне йышăнчĕç. Хамăн раскладушкăна илсе кайрăм. Документсене маларах хатĕрлесе хунăччĕ. Темиçе кунран кил хуçи арăмĕ Германие тухса кайрĕ. Унăн операци тумалла пулнă. Çын упăшкипе юлмарăм ĕнтĕ — вĕсен ачисем патне куçрăм. Çапла эпĕ 4 çĕре çитрĕм», — хăйĕн историйĕпе паллаштарчĕ Ольга Васильева. <...>

Алина ИЛЬИНА.

♦   ♦   ♦


Çакă çутă тĕнчерен камăн пăрахса каяс килтĕр?

Нумаях пулмасть Елчĕк районĕнчи Аслă Пăла Тимешре пурăнакан тыл ĕçченĕпе Юлия Емельяновăпа курса калаçрăм. Юлия Терентьевна 92 çулта теме чĕлхем çаврăнмасть. Хастарлăхĕпе, калаçăвĕпе, вашаватлăхĕпе тепĕр çамрăкран та ирттерет. Çапах хăйне айванкка вырăнне хурать: «Ĕнер пăра лумпа таккарăм та паян çан-çурăм ыратать. Ватă çыннăн пурнăçĕ çавăн пек ĕнтĕ», — тет. Çав çулта пăр катма тет-ха. Çак ĕç унран самай кĕçĕннисемшĕн те шăл çемми мар. Мăшăрĕ виçĕ çул каялла çут тĕнчерен уйрăлнăранпа вăл пĕчченех пурăнать.

«Атте вăрçа хăйĕн машинипе кайрĕ»

«Ку кинемейĕн ачисем çук-шим?» — тейĕç вулакансем. Пур, виçĕ ывăл çуратса ӳстернĕ. Вăталăххи, шел те, чире пула çĕнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче çĕре кĕнĕ. Ыттисем канмалли кунсенче амăшĕ патне килсе çӳреççĕ.

Хăйĕн кун-çулĕнче тем те тӳссе курнăскерĕн чăтăмлăхĕ, чун-чĕрин тасалăхĕ тĕлĕнтерчĕ. Никам пирки те усал сăмах тухмарĕ унăн калаçăвĕнчен. Ырри вара, тав сăмахĕ, çине-çинех пулчĕ.

Юлия Терентьевна çăтмахри пек çуртра пурăнать. 2004 çулта ялта газ кĕртнĕ хыççăн çитнĕ çак ырлăх. Мăшăрĕ Виссарион Васильевич строитель пулнă май хуçалăха çĕнетсех тăнă. Емельяновсем халĕ пурăнакан вырăнта тăватă хут çурт лартнă, иккĕшне — Юлия Терентьевнăпа Виссарион Васильевич тата иккĕшне — кил хуçин ашшĕпе амăшĕ. Маларах вĕсен пурăнмалли лаптăкĕ 60 тăваткал метр ытла пулнă. Каярахпа ун çумне тата кухня, котельнăй, туалет, душ пӳлĕмĕ хушăннă — 100 тăваткал метртан та иртнĕ. Залĕ те, çывăрмалли пӳлĕмĕсем те пысăк, ăшă, çутă. Пурăн та пурăн савăнса.

Яланах çапла пулман çав. Иртнĕ кунсене те, выçăллă-тутăллисене, лайăх астăвать вăл. Юлия çак ялти Бариновсен çемйинчи кун çути курнă. Ашшĕ Терентий Григорьевич ялти пĕрремĕш шофер пулнă. Тăван çĕршыва нимĕç фашисчĕсем тапăнсан вăл çав кунах вăрçа тухса кайнă. Ун пирки Юлия Емельянова акă мĕн астăвать: «1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче атте, Патăрьелти МТСра водительте ĕçлекенскер, канмалли куна киле пынăччĕ. Сад пахчинче мунча хутнăччĕ. Атте хăй ĕçĕпе таçта тухса кайрĕ те каялла усал хыпарпа таврăнчĕ. Кăнтăрла иртсен Патăрьелтен аттене шыраса çитрĕç, унта çийĕнчех çитмелли çинчен каларĕç. Атте мунча кĕрсе тухрĕ те кутамккине пуçтарчĕ. Çав вăхăтрах улттăмĕш ачине çуратма хатĕрленекен анне çине айăплăн пăхса илчĕ, пире, ачи-пăчине, пуçран шăлса йăпатрĕ. Вăл çав кунах хăйĕн машинипе вăрçа тухса кайрĕ. Унпа пĕрле ялти Афанасий Лесникова та фронта хăйĕн машинипех ăсатрĕç. Эпĕ, 11 çулти ача, вăрçă мĕнне чухламанскер, унăн хăрушлăхне ăнланман. Тепĕр уйăхран шăллăм Миша çуралчĕ».

Вĕренесшĕн пулнă

Миша ашшĕпе тăватă çул иртсен кăна курнăçнă. Терен- тий Емельяновăн, Совет-финн вăрçинче, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче хастарлăхпа хăюлăх кăтартнăскерĕн, яппунсемпе те çапăçма тивнĕ. Хĕвел тухăçне хăйне Канаш урлă илсе каяççĕ пулĕ тесе шухăшланă та мăшăрне унти станцăна пыма çырса пĕлтернĕ. Хĕрарăм упăшкине икĕ кун кĕтнĕ, усси пулман. Салтаксен пуйăсĕ урăх çулпа кайнă. Терентий Григорьевич тăван килне 1945 çулхи раштав уйăхĕнче кăна çаврăнса çитнĕ.

Йывăр килнĕ Юльăн амăшне, ултă ачаллă хĕрарăма. Çапах ачисене шкула çӳреме чарман. Юля хăйсен ялĕнче тăватă çул вĕреннĕ, унтан тепĕр виççĕшне — Кушкăра. Кĕçĕн классенче вăл пулас мăшăрĕпе пĕр парта хушшинчех ларнă. Аслашшĕпе асламăшне, кулак тесе айăпласа, вăтăрмĕш çулсен пуçламăшĕнчех Çĕпĕре ăсатнă. Çак шăпа, тен, Терентие те тивме пултарнă, анчах çав вăхăт тĕлнелле вăл çемье çавăрса уйрăлса тухма ĕлкĕрнĕ. Çапла майпа пысăк инкекрен хăтăлса юлнă. Ватăсем инçетрен тăван тăрăхне çаврăнса килме пултарнă, анчах Аслă Пăла Тимешне мар, Канашра çĕр пӳрт чавса пурăннă. Кăштахран хастар, ĕçчен çемье йĕркеллĕ пӳртех хăпартса лартма мехел çитернĕ.

— Манăн пĕртăвансем — вĕреннĕ çынсем. Эпир аппапа Зинăпа кăна аннене пулăшмалла тесе ялтан тухаймарăмăр. Тĕрĕссипе, эпĕ те Канашри медучилищĕне кайса кĕнĕччĕ, асаттепе асанне патĕнче пурăнаттăм. Анчах анне чирлесе ӳкрĕ те таврăнмалла пулчĕ. Аппа ялах качча тухрĕ, тăхăр ача çуратса ӳстерчĕ. Коля шăллăм аслă пĕлӳ илнĕ. Чернобыльте инженерта ĕçленĕ, каярахпа Çĕнĕ Шупашкарта хими завочĕ тума хутшăннă. Тепĕр шăллăм Владимир строительччĕ. Иртнĕ раштав уйăхĕнче пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Кĕçĕн йăмăкăм Авелина ача-пăча тухтăрĕнче ĕçлерĕ, Шупашкарта пурăнать. Миша та, Авелина пекех, Хусанта вĕренчĕ, авиаци институтĕнче пĕлӳ илчĕ. Вăл профессора тухрĕ. Шупашкарта, Чăваш патшалăх университетĕнче, аслă математика вĕрентрĕ. Чирлесе çĕре кĕчĕ. Хам вĕренейменнишĕн маларах кăштах куляннăччĕ те. Мĕн тăвăн, аннепе аттене пулăшмалла пулнă, — иртнине куç умне кăларчĕ ватă çын. Вăрçă пуçлансан эпĕ аннепе юнашар ĕçленĕ, çурлапа тырă вырма вĕреннĕ. Вăл Мишăна çуратнă хыççăн икĕ эрнерен кӳме туртса хире тухрĕ. Эпĕ ача пăхаттăм. Шăллăм çывăрнă вăхăтра эпĕ те ĕçленĕ: çумланă, пучах пуçтарнă. Тырă вырсан ыраш кĕлтинчен çĕмел тăваттăм, çуртрисенчен сурат хатĕрлеттĕм. Çапла аннене уйăрса панă пайра мĕкĕлтетнĕ ĕнтĕ. Манăн ĕç стажĕ 1943 çултанпа пырать. Маларахрисем анне çине çырăннă.

Çăкăр çиес тесен малтан ана çинче юлнă, шăнса крахмалланнă çĕр улмине шыраса çӳреме тивнĕ. Кайран ăна типĕтсе вир киллинче тӳнĕ. Алланă та çăнăхпа хутăштарса пашалу пĕçернĕ. Хирте ĕçленĕ вăхăтра пурне те апат çитернĕ тата пĕр кило çăнăх панă. Ачапчасене те лекнĕ. Юльăпа аппăшне — çуршар кило. Çапла пурăннă вăрçă ачисем. Юрать, Бариновсен ĕне, сурăхсем пулнă. Сĕчĕ, шыв пек шĕвĕ пулсан та, сĕтех ĕнтĕ. Выçса вилме паман. <...>

Надежда СМИРНОВА.

♦   ♦   ♦


Йăва тĕрĕслеме те вĕрентеççĕ

Шăнкăрчсем пирĕн тăрăха ака уйăхĕн пуçламăшĕнче вĕçсе килеççĕ. Асăрханă тăрăх, 2017 çулта вĕсем — акан 1-мĕшĕнче, 2018 çулта — 3-мĕшĕнче, 2019 çулта — пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче, 2020 çулта — пушăн 15-мĕшĕнчех, пĕлтĕр акан 1-мĕшĕнче килнĕччĕ. Кăçал вара акан 4-мĕшĕнче çитрĕç.

Мăшăрпа ялта уçăлса çӳренĕ вăхăтра хурăн çинче пĕр ушкăн шăнкăрч асăрхарăмăр. Йĕпе юр çăватчĕ те пĕр-икĕ минутран вĕсем саланса тĕрлĕ енне вĕçрĕç. Ахăртнех, йĕпе-сапа çанталăка пула хӳтлĕх шырарĕç. Аçисем амисенчен кăштах пĕчĕкрех. Вĕсем юнашар чухне çакна сăнама ансат.

Аçисем маларах çитсе вĕлле йышăнаççĕ те амисем ăна тĕрĕслеççĕ. Енчен те вĕлле тивĕçтермесен, таса мар е хушăклă тăк, аçисене каллех «пӳрт» шырама хистеççĕ. Тупсан килĕшсе ăна çĕнетме тытăнаççĕ: малтан çемçе улăм пĕрчи, ун çине пĕлтĕрхи курăк, унтан пĕчĕк тĕк, мамăк, выльăх çăмĕ хурса йăвана хăтлăлатаççĕ. Ака уйăхĕн вĕçĕнче ами тăрăхларах, çутă кăвак 4-6 çăмарта тăвать. Вĕсене пусса ларса чĕпĕ кăларсан шăнкăрч çăмарта хуппине вĕçнĕ чухне пăрахса хăварать. Çивĕч хĕррипе чĕпписене амантасран çапла тăвать. Çакна пĕлтĕр пахчана çĕр улми лартма тухсан асăрхарăм. Шăнкăрч вĕлли енне пуçа çĕклерĕм çеç, кайăк вĕçсе тухрĕ те çăмарта хуппине пăрахса хăварчĕ. Пырса пăхсан чăнах та тин тухнă чĕпĕн пулнине ĕнентĕм. Çапла вăл темиçе хут пăрахрĕ. Пилĕк кунран шăнкăрч чĕпписем чĕвĕлтетнине илтрĕм. Вĕсен сасси кунсерен янăравлăрах пулса пычĕ.

Шăнкăрчсене сăнама çав тери юрататăп. Кашни çул мĕн курнине çырса пыратăп, унтан танлаштарса пĕтĕмлетӳ тăватăп. Акă, 2019 çулта сăнани: ирхине тăватă сехетре вĕçме тытăнчĕç те каçхине тăххăрта лăпланчĕç. Çав вăхăтра кашниех вăтамран 13 хут вĕçсе тухса таврăнчĕ, хурт-кăпшанкă йăтса чĕпписене тăрантарчĕ. Ывăнма та пĕлмеççĕ. Ĕç хыççăн аçи электричество пралукĕ çине ларса юрă шăрантарма пуçларĕ. Çав вăхăтра ами пахчари бассейнра чӳхенчĕ. Унтан вĕллене хăпарчĕ, тĕксене суйларĕ. Аçи те çăвăнса çемйине таврăнчĕ. Икĕ-виçĕ минут иртрĕ-ши — вăл каллех ĕçе пуçăнчĕ: çывăхри вăрмана вĕçсе кайрĕ. Епле кăсăклă вĕсене сăнама, çут çанталăкпа киленме!

Шел, хăш-пĕр чухне ытти кайăк вĕсен вĕллине тапăнса чĕпĕсене тĕп тăвать. Акă, пĕррехинче шăнкăрч вĕллине тасатма тытăнтăм. Шалта пилĕк чĕпĕн типсе кайнă шăмми-шакки юлнă. Чакаксем вĕсен ашшĕ-амăшне сыхласа тăрса сиенленĕ пулинех. Çавăнпа чĕпписем выçса вилнĕ пулĕ тесе шухăшларăм. Чĕпписене йăваран тухма, вĕçме вĕрентнине те сăнатăп. Çĕртме уйăхĕнче аслисем хурт-кăпшанкăпа илĕртсе илсе тухаççĕ. Йăваран юлашки чĕпĕ тухсан пурте шăнкăрчсен ытти ушкăнĕпе пĕрлешеççĕ, хăйсем тĕллĕн пурăнма хăнăхаççĕ. Анчах карталанса вĕçнĕ чухне те тĕпренчĕкĕсем хăйсен ашшĕ-амăшне сасăран уйăраççĕ. <...>

Альберт КОЛЬЦОВ.

Тутар Республики.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.