Хыпар 44-45 (28220-28221) №№ 26.04.2024
Тырă акăнать — чун савăнать савăнать
ЧР Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, ака уйăхĕн 24-мĕшĕ тĕлне республикăри 18 округри ял хуçалăх организацийĕсемпе пысăк хресчен-фермер хуçалăхĕсенче çурхи тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем акнă. Уй-хир ĕçĕсем мĕнле пыраççĕ-ха?
Россельхозцентр филиалĕ палăртнă кун тĕлне вĕсен кондициллĕ вăрлăхĕ 90% пулнине шута илнĕ ªçулталăк каялла 93% танлашнăº. Варăнтарма уйăрса хунă пĕтĕм вăрлăхăн 23,3% чир-чĕрпе хурт-нăрăран им-çамланă. Çĕр улмин 2968 тонна вăрлăхне яровизацилеççĕ. Хĕл каçнă 96223 гектар кĕрхи тĕш тырă культурисенчен 1518-шĕ ª1,6%º шăнса е чирлесе пĕтнĕ, 55455 ª57,6%º гектар кĕрхи культурăсене минерал удобренийĕпе апатлантарнă, вĕсен 27474 гектарне сÿрелесе нÿрĕк тытнă. 95572 га нумай çул çитĕнекен курăкран пĕр гектар та шăнса е чирлесе пĕтмен, çав шутран 25041 гектара апатлантарнă, 31873 гектарасÿрелесе нÿрĕк тытнă. 43198 га кĕрхи çĕртмене сÿреленĕ, çав шутран 18627 гектара культивацилесе акма хатĕрленĕ. Çурхи тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем 10693 га, е çулталăк каяллахинчен 13,1%, акнă. Çак цифра кăçал акамĕн чухлĕ каярах пынинелайăх кăтартать. Улатăр округĕ — 2352 га, Елчĕк — 2307, Патăрьел — 1697, Пăрачкав — 1363, ытти округра чылай сахалрах акнă. Ял хуçалăх министерствин оперативлă сводкинчен акан 24-мĕшĕ тĕлне Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш округĕсенче пĕр га та варăнтарни курăнмасть. Уçă вырăнта пахча çимĕç — 14 га, чернушка — 84 га, техника культурисем — 1537 га, рапс — 1397 га, горчица — 140, пĕр çул ÿсекен курăк 1499 га варăнтарнă. Республикăра çурхи ĕçсем кăçалпĕлтĕрхинченкаярахпуçланчĕç, культурăсене тăпрара нÿрĕк саппасĕ çителĕклĕ чухне акса хăварассишĕн хресченĕнхалĕиртенпуçласа çĕрлечченех ĕçлеме тивет. Иртнĕ кунсенче республикăра çумăр çурĕ, тен, чылай хуçалăха акма чăрмантарчĕ. Паллах, çурхи çумăрăн усси пысăк: пĕтĕм ÿсен-тăран, çав шутра кĕрхи тĕш тырă культури тата нумай çул çитĕнекен курăк, чĕрĕлсе ешерет. Патăрьел округĕнче çурхи тĕш тырă акма чи малтан К.Салиховпа В.Шагаров фермерсем пуçланă. Танлаштарма: иртнĕ çул ăна варăнтарма кунта акан 3-мĕшĕнчех тухнă. Пахча çимĕç акма пĕрремĕшсен йышĕнче В.Багаутдинов, Л.Егорова, П.Егоров хресчен-фермер ху- çалăхĕсенче тытăннă. В.Кузнецов фермер хуçалăхĕнче купăста лартма хатĕрленеççĕ. Çурхи ĕçсем «Исток», «Красное Знамя», «Весна», «Труд», «Куснар» хуçалăхсенче, чылайХФХра лайăх пыраççĕ. Ял хуçалăх организацийĕсемпе кил хуçалăхĕсем вĕсене хатĕрленсе иртнĕ уйăхсенче 40 миллион тенкĕлĕх 18 трактор туяннă. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ
♦ ♦ ♦
Валентина АНТОНОВА: Ярмăрккă йĕркелеттĕмĕр, укçипе класс валли усă кураттăмăр
«Тивĕçлĕ канура кĕнеке нумай вулатăп. Эрнере пĕрре библиотекăна ятарласа каятăп, çĕнĕ авторсен кĕнекисемпе паллашатăп. Мăшăрпа иксĕмĕр ачасем патне Мускава çÿретпĕр. Вĕсен дачăсем пур та — пулăшсавĕрентсе хăваратпăр. Чиркÿсенче те пулатăп», — каласа кăтартрĕ Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ шкулта чăваш чĕлхипе литератури вĕрентнĕ Валентина Антонова. Аслă квалификациллĕ педагог чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсен методика пĕрлешĕвне нумай çул ертсе пынă. Валентина Германовнăн урокĕсене эпĕ те пĕрре мар итленĕ. Вăл ăнлантарнине ачасем çăвартан пăхса итлетчĕç, кайран тин ыйту паратчĕç. Акă мĕнле дисциплина хуçаланатчĕ урокра. Хисепе тивĕçнĕ учителе хăйне сăмах парар.
КОМСОМОЛ. Вăл манăн пурнăçра пысăк вырăн йышăнать. Пулас мăшăрпатакомсомолтапаллашрăмăр. Шкултакомсомолсекретарĕпултăм. Аслă шкулта ăс пухнă вăхăтра чирлерĕм, куçăн мар майпа вĕренмешкĕн куçма тиврĕ. Çавăн чухне Вăрмарти райком комсомолне ĕçлеме чĕнчĕç. 1978 çулта райком комсомолĕнче шкул енĕпе вăй хума пуçларăм. Хам вĕреннĕ Вăрмар шкулĕнчех мероприятисем ирттереттĕм. Пилĕк çултан шкула куçрăм, директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕн тивĕçĕсене пурнăçлама шанчĕç. Комсомолта ĕçлени асрах. Пирĕн район ачисем хоккейла выляса республикăра çĕнтерчĕç те вĕсене манăн Челябинск облаçне çĕршыв шайĕнчиăмăртăваилсекаймативрĕ. Самолетапĕрремĕш хутларсакуртăмăр. Ачисемте, хамтатертлентĕмĕр, кăмăлпитĕпăтранчĕ… Каялла Шупашкара каçхине вĕçсе çитрĕмĕр, Вăрмара юлашки автобуса ĕлкĕреймерĕмĕр. Куславккана каяканнине лартăмăр. Вăрмар кукрине çитсен пĕр пассажир, хĕрарăм, водителе пире Вăрмара леçме ирĕк памарĕ. Çуркуннеччĕ, ачасемпе çур çĕрте çуран утса çитрĕмĕр. Çавă ĕмĕрлĕх асра юлчĕ. <...>
Елена ЛУКИНА
♦ ♦ ♦
«Пĕр-пĕрне çур сăмахран ăнланатпăр»
Çамрăк мăшăра пĕр тытăмра тăрăшни çывăхлатать
Красноармейски округĕнчи «Красное Сормово» пĕрлешÿре Анатолипе Виктория Ильметовсем вăй хураççĕ. Вĕсем иккĕшĕ те Чăваш патшалăх аграри университетĕнче пĕлÿ илнĕ хыççăн унта ĕçлеме тытăннă. Иртнĕ çул вара туй туса пĕрлешнĕ.
Ветеринарсем çитмеççĕ Малтанах кил хуçипе сăмах пуçартăмăр. Анатолий Владимирович Патăрьел тăрăхĕнчи Пăлаçи Атăкра çуралса ÿснĕ. «Анне Василиса Геннадьевна вырăнти сĕт-çу фермин ертÿçинче тăрăшнă май эпир, виçĕ пĕртăван, унтах çитĕннĕ тесен те йăнăш мар. Сăмах май, атте Владимир Михайлович колхозра агрономра вăй хунă, — терĕ вăл. — Мана ачаранах тухтăр профессийĕ килĕшетчĕ. Больницăна кайсан шурă халатлă çынсем çине ăмсанса пăхаттăм. Хамăн та вĕсен вырăнĕнче пулас килетчĕ. Выльăх-чĕрлĕхе юратнăран ветеринар профессине те кăмăллаттăм. Пĕчĕкрен анне патне фермăна çÿренĕрен выльăх тухтăрĕ пулас терĕм. Чĕр чунсем çын пекех, чĕлхи çеç çук вĕсен. Ахальтен мар ветеринар ĕçне педиатрăннипе танлаштараççĕ. Пĕчĕк ача та, выльăх та мĕн ыратнине каласа ăнлантараймаççĕ. Пирĕн вара чир-чĕр паллине тупмалла, выльăха сиплемелле, вилĕмрен çăлмалла». Юлташĕ Дмитрий Паторов сĕннипе Анатолий Владимирович асăннă хуçалăхра практикăра пулнă. Каярахпа хуçалăх ертÿçи Святослав Иванов сĕннипе унта ĕçлеме тытăннă. Унтанпавиçĕ çулаяхăниртнĕ. Халĕвăл — выльăх тухтăрĕ. Хăйĕн ĕçне кăмăлланине пĕлтерчĕ çамрăк арçын. Çав вăхăтрах пăшăрханмалли те тупăнчĕ. «Атăлçи тăрăхĕнче ветеринар, зоотехник, санитар специальноçĕсем çитмеççĕ, — малалла тăсăлчĕ калаçу. — Эпир Чĕмпĕр, Владимир облаçĕсенче, Мари Элта пулса куртăмăр. Аслă шкула вĕренме кĕрекен яшсемпе хĕрсен 50 проценчĕ малашне мĕн ĕçлессине пĕлмест. Ман шухăшпа, студентсене пĕрремĕш курс хыççăнах хуçалăха, клиникăна, лабораторие практикăна ямалла. Малашлăхри ĕç-хĕлпе шăпах унта паллашĕç вĕсем. Енчен те килĕшмесен вĕренÿпе сыв пуллашчăр. Унсăрăн университета 5 çул утни усăсăр пулать. Е вĕсене диплом çеç кирлĕ-и? Ăна урăх çĕрте шыраччăр. Мĕншĕн тесен ял хуçалăхĕнче паян асăннă специальноçсем питĕ кирлĕ. Çакнашкал студента пула тепри аслă шкула лекеймест, хăйĕн тĕллевне пурнăçлаймасть». <...>
Валентина ПЕТРОВА
♦ ♦ ♦
Ешĕл калча кăмăла çĕклет
Çур аки çитнĕ май Красноармейски округĕнчи Кĕçĕн Шетмĕри Анатолий Игнатьев фермер канăçне çухатнă. Хуçалăха ертсе пынипе пĕрлех çĕр ĕçне те кÿлĕнет вăл.
Ака-сухана иккĕнех ирттереççĕ — Кĕрхи культурăсен тата нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкĕсене сÿрелеме тухнă, анчах ĕç йывăррăн пырать, çурхисене ниепле те акма тытăнаймастпăр — хирте путать. Тĕлĕнмелле, кăçалхи пек çуркунне пĕрремĕш хут куратăп. Хĕлĕпе юр чарăнма пĕлмесăр çусан та çурхи шыв кĕрлени илтĕнмерĕ. Çĕр йĕркеллĕ шăнманран юр хăвăрт ирĕлсе тăпрана анчĕ. Çурхи çумăр та лÿшкерĕ кăна. Çанталăк ăшă, типĕ тăнине пăхмасăр уй-хир типеймест, вырăн-вырăнпа шыв выртать. Эпир паянах ĕçе тытăнма хатĕр, анчах техника кĕреймест. Хĕрÿ тапхăра çунтармалли-сĕрмелли материалсене, удобрени, вăрлăх кирлĕ чухлĕ хатĕрленĕ. Иртнĕ çул элита вăрлăх çителĕклех акнă. Кăçал пĕрремĕш репродукциллипе усă курасшăн. Вăл та йăлтах кондициллĕ. Кĕрхи культурăсем 100 гектар йышăнаççĕ. Çакна палăртма кăмăллă: вĕсем хĕл лайăх каçнă, хир симĕс кавирпе хупланчĕ ĕнтĕ. Лаптăка тĕрĕсленĕ хыççăн кĕрхисен 5% кăна япăхрах вăй илни курăнчĕ. Калча кĕркуннех шăтса тухма, çирĕпленме ĕлкĕрнĕччĕ. Çавăнпа хĕл сиенлеймерĕ ăна. Удобренипе апатлантарнă хыççăн вăйсăрри те çĕкленĕ тен, — пĕлтĕрчĕ фермер. Кĕрхисене яланах çĕртме вырăнне акни те ÿсен-тăрана лайăх çитĕнме пулăшать. Хуçалăхра пусă çаврăнăшĕнче çулсерен çĕртмепе усă кураççĕ. Çакă тухăçлăха ÿстерет, хире çум курăкĕнчен, сăтăрçăсемпе чир-чĕртен тасатать. Çур акине «Агратор-9000» комплекс кăлармалла. Ăна иртнĕ çул туяннă. Тăкакăн 40% патшалăхран саплаштарни хуçалăхшăн курăмлă тĕрев пулнă. Унсăр пуçне дискатор та илнĕ. — Сеялка 9 метр сарлакăш илсе пырать. Агрегат акнипе пĕрлех çĕре культиваци тăвать, катокласа якатать. Унпа харăсах темиçе ĕç тума пулать. Ака-сухана икĕ трактор, вăрлăх турттарма КАМАЗ кăларасшăн, — пĕлтерчĕ фермер. Мĕн пур техникăпа иккĕнех ĕçлĕç. Уй-хире акма хатĕрлесси, вăрлăх турттарасси Анатолий Игнатьев çине тиенет. Владимир Павлов вара комплекспа хуçаланĕ. Сăмах май, фермерпа пĕрле 6 çула яхăн тăрăшать вăл. Çак тапхăрта пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланакан пулнă. — Хуçалăхăн усă куракан çĕр 900 гектара яхăн. Çав шутра 200 гектарĕ хура пусă, нумай çул ÿсекен курăксем, тырă. Çурхи урпапа сĕлĕ 400 гектар пулмалла. Лаптăксем майĕпен типнĕрен çурхи ĕçсем вăраха каясси хăратать. Ĕçе хăвăртлатма, çăмăллатма вăрлăха ятарлă михĕпе хире турттарăпăр. Унпа агрегата тÿрех пушатма пулать, çын та ытлашши кирлĕ мар. Иккĕн ĕçлесех кунне 70-80 гектар акса ĕлкĕрĕпĕр. Çанталăк кăна чăрмав ан кÿтĕр, — ăнлантарчĕ Анатолий Николаевич. <...>
Лариса НИКИТИНА
♦ ♦ ♦
Борис МАНДЖИЕВ: Чăваш культури чунăма пуянлатать
«Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине Çĕнтерÿпе вĕçленĕренпе тепĕр çулталăкран 80 çул çитет. К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ çак пысăк уява кĕтсе илме хатĕр», — терĕ Борис Манджиев режиссер. Çĕнтерÿ кунĕн юбилейлă çулталăкĕ тĕлне хатĕрленĕ «Аманнă шăпа» спектакль премьери ака уйăхĕн 5-мĕшĕнче пулчĕ. Тепĕр кунне ку постановка ыр кăмăллăх акцине хутшăнчĕ. Билет сутса пухнă укçана «Пĕрле» фонда ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсене пулăшма панă.
— Борис Наминович, мĕншĕн çак пьесăна суйларăр-ха?
— Пытармастăп, ку спектакле эпĕ пĕрре лартнă. Пьеса авторĕ — пушкăрт драматургĕ Нажиб Асанбаев. Вăл 28 пьеса çырнă. Пурне те сцена çине кăларнă. Пушкăрт Республикин Турцири пĕрремĕш элчи пирки иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче çырнă «Красный паша» спектакльне, сăмах май, халĕ те çĕршыври тĕп телеканалсем кăтартаççĕ. «Аманнă шăпа» спектакль — автобиографиллĕ ĕç. Çак инкек çыравçăпа хăйĕнпе пулса иртнĕ. Чи хăрушши кунта акă мĕн: тĕнчере Çĕнтерÿ сăмахĕ янăранă чухне вăл тĕрмере ларнă. Телее, унăн айăпне çирĕплетеймен, тÿрре кăларнă, персе пăрахман. Пĕр салтак шăпи вăрçă пирки тĕрлĕ ыйту çуратать. Çакăн пек йывăрлăхсем хыççăн çын чунĕ таса юлать-ши? Вăрçă витĕр тухнисем телейлĕ пуласлăх шанăçне упраса хăварма пултараççĕ-ши? Çĕнтерÿ ялавне йăтса пырас вырăнне Çĕпĕрти лагерьсенче вун пилĕк çул ларнă салтакăн чĕринче мĕн юлать?
— Спектакле чăвашлатас тĕллевпе улшăнусем кĕртнĕ-и?
— Паллах. Тĕп сăнар — чăваш. Ĕç-хĕл ун тавра пулса иртет. Пьесăна улăштарса илемлетнĕ хыççăн вăл тата та вăйлăрах пулса тухрĕ. Чи интересли — ку ĕç çамрăксене те килĕшрĕ. Эпир Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтерме 18- 20 çулсенчи яшсем те тÿпе хывни пирки темшĕн манатпăр. Яланах Çĕнтерĕве ватăсем туптанă тесе калатпăр. Çамрăксем вăрçа хăрушă япала вырăнне йышăнман. Кулленхи йĕркепе пурăннă: юратнă, авланнă, уйрăлнă… Юн вĕренĕ. Йăнăшсем те тунă паллах. Спектакльте ăса вĕрентес тени çук. Тăван çĕршыва хÿтĕлекенсен пурнăçне кăтартнă. Çавăнпа вăл интереслĕ. Пĕр тĕве каяшĕнчен пин тĕве такăнать тенĕ. Калмăк-и эсĕ е чăваш-и — начар ĕç турăн тăк пĕтĕм халăх пирки япăх калаççĕ. Хăвна тытма пĕлни — пысăк яваплăх. Пьесăра ку ыйтăва та хускатнă. Паллах, чăваш халăх юррисене те, халапĕсене те кĕртнĕ. Мĕншĕн тесен тĕп сăнар унсăрăн пурăнаймасть, çак пултарулăха вăл ыттисене те кăтартать. <...>
Валентина БАГАДЕРОВА
♦ ♦ ♦
Пушкăртстанра та чăвашлăх пурăнать
Кĕнеке — пĕлÿ çăл куçĕ çеç мар, вăл халăхсене те çыхăнтарать, туслаштарать. Хамăрăн литературăпа паллашсах тăни, ытти халăхăн кĕнеке пуянлăхĕпе кăсăкланни тавра курăма пуянлатать, ăс-тăна аталантарать. Çакна Пушкăртстанăн тĕп хулинче иртнĕ «Халăх туслăхĕ – кĕнекере» наци ача-пăча литературин регионсен хушшинчи кунĕ те çирĕплетет. Мероприятие ЧР ачасемпе çамрăксен библиотеки пуçарнипе йĕркеленĕ. Тĕллевĕ — ача-пăча наци литературине аталантарас тĕлĕшпе ĕçлекен организацисене пĕр тĕвве пуçтарасси, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашасси, çĕннине ăша хывса ĕçе кĕртесси.
Куçа-куçăн тĕл пулни хаклăрах
«Нумаях пулмасть Ĕпхÿри Ахмет-Заки Валиди ячĕпе хисепленекен Наци вулавăшĕнче пысăк мероприяти иртрĕ. Унта кĕнекепе ĕçлекен ытти организацие те /Чăваш кĕнеке издательстви, ЧР профессионал писательсен союзĕ/ явăçтартăмăр. Мероприяти библиотекарьсене, ÿнерçĕ-иллюстраторсене кĕнеке издательствинче ĕçлекенсене тата çыравçăсене пĕрлештерчĕ», — каласа кăтартрĕ ЧР ачасемпе çамрăксен библиотекин тавра пĕлÿпе наци литературин пайĕн ертÿçи Эвелина Малеева. Тÿрех палăртмалла: республика тулашне тухса «Халăх туслăхĕ – кĕнекере» наци ача-пăча литературин кунне ирттерессине ЧР ачасемпе çамрăксен библиотеки кăçал çеç пуçламан. Çакнашкал тĕлпулусен ярăмĕ 2020 çултах вăй илнĕ. Ун чухне вулавăш ĕçченĕсем тĕлпулăва Тутарстан Республикин ача-пăча вулавăшĕпе онлайн çыхăну урлă ирттернĕ. Коронавирус пандемине пула куçа-куçăн тĕл пулма май килмен. 2022 çулта çак мероприятипе Саранск хулине çитнĕ — Мордва Республикин ача-пăча библиотекинче тĕлпулу йĕркеленĕ. Пĕлтĕр мероприятие Ижевск хулинче, Удмурт Республикин ачасемпе çамрăксен библиотекинчеирттернĕ. КăçалвараПушкăртстана черет çитнĕ. Мероприятисен ярăмĕ çакăнпа вĕçленмĕ, малашне те тĕрлĕ региона çитсе çакнашкал тĕлпулусем йĕркелеме палăртнă. «Халăх туслăхĕ – кĕнекере» наци ача-пăча литературин кунĕ кăçал икĕ пайлă иртнĕ. Пĕрремĕшĕ — вулавăш ĕçченĕсем валли йĕркеленĕ «Библиотека – культурăсенехутшăнтармалли уçăлапам» çавра сĕтел. Унтабиблиотекарьсем, çыравçăсем, кĕнеке издательствинче ĕçлекенсем, чăваш диаспорин «Канаш» общество диаспорин ертÿçи тата пайташĕсем хутшăннă. Наци кĕнекине упраса хăварасси тата малалла аталантарасси пирки калаçнă, кашниех хăйĕн опычĕпе паллаштарнă. Пушкăртстанра пурăнакан чăвашсем мĕн пăшăрхантарнине те пĕлтернĕ. <...>
Лариса ПЕТРОВА
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас