«Хыпар» 42-43 (27775-27776) № 23.04.2021
Владимир ПУТИН: Раççей халăхне упрасси — нацин чи аслă проекчĕ
Раççей Президенчĕ Владимир Путин юнкун Федераци Пухăвне янă Çырăвĕпе паллаштарчĕ — лару-тăрăва хакларĕ, умри тĕллевсене палăртрĕ. Шучĕпе уншăн ку Çыру 17-мĕш пулчĕ. Пĕрремĕшĕ вара 2000 çулта пулнă. Çырупа паллашма Мускаври Тĕп «Манеж» курав центрне Федераци Канашĕн членĕсем, Патшалăх Думин депутачĕсем, Правительство членĕсем, кĕпĕрнаттăрсен корпусĕ, общество ĕçченĕсем, ыттисем пухăннă.
«Хăвăра упрăр, прививка тутарăр»
Владимир Путин хăйĕн сăмахне иртнĕ çулхи лару-тăрăва аса илнинчен пуçларĕ: тĕнчене хальччен курман хăрушă инфекци килсе çапрĕ. Владимир Владимирович эпир çак йывăрлăха çĕнтересси пирки иккĕленменнине палăртрĕ. Граждансем, общество, патшалăх пĕр чăмăр пулни çапла тума май панă. Стационарсенче коронавируспа чирлисене йышăнмалли койкăсен шутне кĕске вăхăтра пилĕк хут — 280 пин таран — ӳстерме пултарни кăна мĕне тăрать! Çак тата ытти мера хыçĕнче — миллион-миллион çын ĕçĕ. Çакăншăн Президент пурин ячĕпе те тав сăмахĕ каларĕ: «Пурте пĕрле инфекцие пӳлме пултартăмăр». Халĕ Раççейĕн пандемипе кĕрешмелли шанчăклă вакцинăсем пур.
Эпидеми иртнĕ ĕмĕрти 40-мĕш тата 90-мĕш çулсенчи демографи çивĕчлĕхĕн япăх кăтартăвĕсемпе пĕр килни ĕç-пуçа пушшех кăткăслатнă. Çавна май паян демографипе çыхăннă чрезвычайлă лару-тăру тухса тăнă. Çавăнпа, иккĕленмест Президент, халăха упрасси — пирĕн чи аслă наци проекчĕ. Çакă çемьене хӳтĕлессине те, воспитани ĕçĕн пысăк пĕлтерĕшне те, социаллă гарантисене упрассине тата экономикăна аталантарассине те тӳррĕнех пырса тивет.
Шел те, статистика савăнтармасть: халăх йышĕ чакни сисĕнет — пандеми кăтартăвĕ палăрать. Çĕршыв ертӳçи татăклăн палăртрĕ: 2030 çул тĕлне Раççейри çынсен пурнăçĕн вăтам тăршшĕне 78 çула çитермелле. «Ăнланатăп: ансат мар тĕллев, коронавируса хальлĕхе туллин çĕнтерменнине кура — пушшех», çавăнпа ĕнтĕ граждансене чĕнсе каларĕ: «Хаклăскерсем, хăвăра тата çывăх çыннăрсене упрăр».
Сыхлăха тивĕçтерес тĕлĕшпе вăл вакцинаци пĕлтерĕшне пысăка хурать. Прививка тумалли майсем пур çĕрте те пулмалла, çакă кĕркунне тĕлне коллективлă иммунитета вăй пама тивĕç. Çавăнпа пурне те прививка тутарма сĕнчĕ: «Çапла майпа кăна хăрушă эпидемие чарма пултарăпăр. Урăхла çул çук. Урăхла çул — ĕç-пуç мĕнпе вĕçленессе пĕлмесĕр чирлесе ирттересси…»
Сывлăхран хакли çук
Çав вăхăтрах ытти чир пирки те манмалла мар. Пандеми тапхăрĕнче медицина учрежденийĕсем пациентсене планпа килĕшӳллĕн йышăнассине чарма е чакарма тивнĕ. Ку вара чирсем аталанассине сăлтавлама пултарать. Владимир Путин Правительствăна, Сывлăх сыхлавĕн министерствине диспансеризаци, профилактика программисене анлăлатма хушрĕ, вĕсене тĕрлĕ ӳсĕмри мĕн пур гражданин тĕлĕшпе утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнсах ĕçлеттерсе ямалла.
Коронавирус тĕллесе «перекен» мишеньсен шутĕнче — юн тымарĕсемпе чĕре. Çавăнпа чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе нушаланакансем тĕлĕшпе тимлĕх уйрăмах пысăк пулмалла. Тата — усал шыçăсем, сывлав органĕсен чирĕсем тĕлĕшпе. С гепатит çамрăксен пурнăçне татать — унран сыхланма та тивĕçлĕ йышăнусем кирлĕ. Ытларах çын санаторисемпе курортсенче сывлăхне çирĕплетме пултартăр.
Ку енĕпе граждансен çĕршыв тăрăх туризм тĕллевĕпе çӳремелли тăкакĕсен 20% саплаштарассине çулталăк вĕçĕччен тăсни усăллă пулмалла. Владимир Владимирович ачасен сывлăхне упрасси çинче пайăррăн чарăнса тăчĕ. Ачасем лагерьсенче каннăшăн путевка хакĕн çуррине тавăрса памалли йышăну тума сĕнчĕ. Студентсен туризмĕпе çыхăннă майсене анлăлатмалла. Студентсем çĕршыв тăрăх çул çӳренĕ май университетсен кампусĕсенче, общежитисенче пурăнмалли сăнавлă проектсем пуçармалла — вĕсене пулăшмалла.
Тĕнчери сывлăх сыхлавĕ революци тапхăрĕ умĕнче тăни çинчен каланă май Владимир Путин Раççейĕн те ку енĕпе юлма юраманни пирки асăрхаттарчĕ. Эпидеми телемедицинăна, искусственнăй ăс-хакăл аталанăвне васкатрĕ. Пирĕн те çак технологисене çул памалла. Çав вăхăтрах медицинăн пуçламăш сыпăкĕнчи çивĕч ыйтусемпе те çине тăрса ĕçлемелле. Унта черетсем, рецепт е больничнăй илес тĕлĕшпе чăрмавсем пулмала мар. Çын квалификациллĕ пулăшу илейтĕр — çакă малти вырăнта тăтăр. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Вăрăм ĕмĕр вăрттăнлăхĕ мĕнпе çыхăннă?
Паянхи ыйтăвăн хуравне 100 çултан иртнĕ ватăсемпе шырарăмăр
Виççĕмĕш хутри хваттерте пурăнать вăл. «Тин кăна-ха подъезд умне тухса шăлатчĕ», — теççĕ ун çинчен. Кĕпе-йĕмне çынна çутармасть, хăех тăвать ку ĕçе. Пурнăçра мĕнле кăна ĕçпе хуçăлман, ăçта кăна вăй хуман пулĕ, анчах нăйкăшман, нимĕнле ĕçрен те пăрăнман. «Ĕçленипе çын вилмест, çирĕпленет çеç», — тет Муркаш районĕнчи Москакассинче пурăнакан 105 çула кайнă Неонила Белова. Вăрăм ĕмĕр вăрттăнлăхĕ мĕнпе çыхăннă-ши? Йăхран килет-ши çакă, çынна хăй пурăнакан тăрăхри климат условийĕ е вăл сывă пурнăç йĕркине пăхăнни витĕм кӳрет-ши? Çак ыйтусен хуравне тупас тĕллевпе пĕр ĕмĕре хыçа хăварнă ентешсемпе калаçрăмăр.
Ырă çыннăн ячĕ те хисеплĕ
Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Мăн Этменри Ирина Герасимова çак уйăхра 104 çул тултарнă. Мăнукĕпе Ирина Валерьяновнăпа пурăнать вăл. «Икĕ Иринка, аптăрамастпăр-ха эпир», — тет Ирина Алексеевна шӳтлесе. Хура-шурне, ай-яй, нумай тӳснĕ вара вăл. Мăшăрĕпе Павел Михайловичпа иккĕшĕ те вĕрентекен пул¬нă, анчах çемье пуçне халăх тăшманĕ тесе Тăван çĕршывăн Аслă вăрçиччен урок ирттернĕ çĕртенех тытса кайнă. Карелие янă. Ирина Алексеевна çамрăк чухнех çирĕп кăмăллă хĕрарăм пулнă — тепĕр учительницăпа пĕрле çавăнта çити кайнă. Çын патĕнче хваттерте пурăнса мăшăрĕсемпе тĕл пулма май тупнă вĕсем. Хуралçăсенчен вăрттăн вĕсене апат-çимĕçпе тивĕçтернĕ. Пĕррехинче мăшăрĕ Ирина Алексеевнăна хут ывăтса пама ĕлкĕрнĕ. Çырăва Мускава çитсе СССР прокурорне Андрей Вышинские кĕртсе пама ыйтнă. Икĕ хĕрарăм хăйсене асăрхасанах хуларан тухса кайнă. Карелие çити кайма хăраман мар паллах, хăрушшине туйсан та çĕр-çĕр çухрăма парăнтарма çула тухнă вĕсем. Ирина Алексеевна çырăва Мускава çитернĕ. Çавăн хыççăн упăшки яла таврăннă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан вĕсем иккĕшĕ те пĕчĕк ачисене хăварса Сăр тăрăхне окоп чавма кайнă, çĕр пӳртре пурăннă. «Хам пĕчĕкскер кăна пулсан та тăпрана çӳллĕ ывăтаттăм. Хăвăртрах чавса пĕтерес тесе çĕрле те лумсене кăвайт çинче ăшăтса ĕçлеттĕмĕр», — хăй вăхăтĕнче ӳркенменнинчен халĕ те тĕлĕнет кинемей. Мăшăрне вăрçа ăсатнă вăл, анчах упăшки пĕр çапăçура пуç хуни çинчен хут килнĕ. Пĕрех хуçăлман, ачисемшĕн пурăннă Ирина Алексеевна. Паянхи кун та ăспах калаçать. Иртни куç умне тухсан мăнукĕпе хутшăнса йăпанать. «Эрех-сăра черккине нихăçан та алла тытман, тирпейлĕ пурăннă. Çынна яланах ырă тăвас килетчĕ, çапла тума тăрăшнă та. Ырă çыннăн ячĕ те хисеплĕ, кун-çулĕ те вăрăм», — вăрăм ĕмĕр вăрттăнлăхне ав ăçта курать Ирина Алексеевна. Паянхи кун та вăл нимĕн те ыратманни пирки калать, вăрансанах мăнукне: «Ырă ир пултăр», çывăрма выртас умĕн: «Ырă каç», — тет, пурнăç илемлине, пурăнас килнине пĕлтерет.
Сахал çини кун-çула тăсать
Вăрмар районĕнчи Кĕтеснерте пурăнакан Муза Огурцова 102 çула кайнă. Чылай çул кӳме çинче ларать вăл, утса çӳреймест. Вăтăр çула яхăн ĕнтĕ артрозпа аптăрать, урин шăммисем ӳссе-кукăрăлса пыраççĕ. Ăна кинĕ Валентина Трофимовна пăхать. Муза Кондратьевна ĕмĕр тăршшĕпех шкулта ачасе¬не биологи вĕрентнĕ. 12 çухрăмри яла шкула çуран çӳренĕ. «Çырмаран шапа тытса килеттĕм те урокра чĕрĕскере кăтартса ăнлантараттăм. Çирĕп ыйтаттăм, класра дисциплина хуçаланатчĕ», — иртнине аса илет вĕрентекен.
Вăл та Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан окоп чавнă. «Муза Кондратьевна юрра-кĕвве юратать, балалайкăна алăран яни те темиçе çул кăна-ха. Апат сахал çиет. Эпĕ астунăранпах, йĕркене пăхăнать вăл. Хăйне çамрăкранах пăхнă, мĕн те пулин кăшт ыратсанах больницăна кайнă. Чир шала кайиччен сипленнĕ. Какай-кăлпасси таврашне ăша яма пăрахни те 3-4 çул ĕнтĕ. Ытларах пăтă çиет. Çăмăл апат суйлать. Сахал апат çини те ĕмĕре тăсать пулĕ», — шухăшлать Валентина Трофимовна. <...>
Елена ЛУКИНА.
♦ ♦ ♦
Валерий АНДРЕЕВ: Чун канăçне институтра тупрăм
Валерий Андреев республикăра педагог, депутат тата политик пек паллă. Совет влаçĕ вăхăтĕнче ВЛКСМ Чăваш обкомĕн, КПСС Шупашкар хула комитечĕн ĕçченĕ пулнă. Унтан маларах И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн ВЛКСМ комитетне ертсе пынă.
Комсомол ыйтнипе
— Валерий Витальевич, калаçăва комсомолта ĕçленĕ çулсенчен пуçлар-и?
— Çитĕнекен ăру çинчен халĕ те сахал мар шухăшлатăп. Паянхи кун вĕсемпе ĕçлекен йĕркелӳ тытăмĕ çукки канăçсăрлантарать. Акă, сăмахран, 7-мĕш класра вĕренекен мăнукăмах илем. Пионер е комсомол организацийĕ пулнă тăк вăл хастарлăх кăтартĕччĕ, мĕншĕн тесен унăн çав пултарулăхĕ пур. Комсомол, пионер тытăмĕсем пулас лидерсене çитĕнтернĕ. Политикăра пĕрле тăрăшакан ĕçтешсем пурте вĕсем витĕр тухнă. Паянхи шкулта мĕнле кăна организаци — Çамрăк армеецсен, Раççей шкул ачисен юхăмĕ тата ытти те — çук-ши? Начар теместĕп, анчах... Ку енĕпе ятарласа ĕçлекен тытăм курас килет. Эпĕ пĕлӳ илнĕ университетри комсомол организацийĕ йышĕпе чи пысăккисенчен пĕриччĕ. Пĕр вăхăтра 6125 çынна çитнĕччĕ. Пирĕнтен йышлисем «Химпромра» тата Трактор заводĕнче кăначчĕ. Мана, педагог пулма хатĕрленнĕскере, шăпа тепĕр еннелле çавăрчĕ, комсомол ĕçĕнче пиçĕхнĕ çамрăксемпе çывăхлатрĕ. Вĕсем кайран та пурнăçра çухалса каймарĕç. Сăмахран, Геннадий Федоров — Чăваш Енĕн федерацин Атăлçи округĕнчи тĕп инспекторĕ, Анатолий Леонтьев — «Честр-Групп» строительствăпа промышленноç холдингĕн президенчĕ, Владимир Бакшаев — «Çеçпĕл» предприятин генеральнăй директорĕ, ыттисем.
— Эсир çамрăксемпе студентсен Пĕтĕм тĕнчери 12-мĕш фестивальне хутшăннă. Хутшăннă çеç мар, интерклуб йĕркелеме сире Мускава янă.
— 1985 çулта çулла иртрĕ вăл. Мана вара нарăс уйăхĕн вĕçĕнчех Мускава ăсатрĕç. Хатĕрленӳ ĕçĕ чылай вăхăта пычĕ. Пирĕн интерклуб тĕп хулари автоматика линийĕсен завочĕн культура керменĕнче вырнаçнăччĕ. Унта Азербайджанран, Туркменистанран, ытти тăрăхран пынă комсомол ĕçченĕсем пурччĕ.
— Мĕнле тивĕçсене пурнăçлама тивнĕ?
— Ют çĕршыв делегацийĕсене йышăнма, паллă çынсемпе калаçма, концертсем йĕркелеме. Америка юрăçипе тата киноактерĕпе Дин Ридпа икĕ хутчен тĕлпулу ирттернĕччĕ. Унта лекес текен çамрăк питĕ нумайччĕ. Яваплăх, паллах, питĕ пысăкчĕ. Çав вăхăтрах Шупашкарти ĕçсене те пурнăçланă. 1984 çул вĕçĕнче Атăл хĕрринчи пушă ларакан «Родина» кинотеатрта Çамрăксен çуртне йĕркелес ĕçе пуçăннăччĕ. Мускавра командировкăра тесе çурта юсас ĕçрен мана хăтарман. Юсав çеç мар-ха, унта ĕçлеме кадрсем тупассине, сĕтел-пуканпа, кирлĕ ытти хатĕрпе тивĕçтерессине пурнăçласа пынă. Тутарстанри, Самарти ĕçтешсен опычĕпе паллашма кайса килтĕм. Йывăр пулчĕ, çапах Çамрăксен çуртне вăхăтра ĕçлеттерсе ятăмăр.
Чи йывăр вăхăт
— Совет Союзĕ саланнине мĕнле хаклатăр?
— СССР арканнине йышăнмастăп, унпа нихăçан та килĕшместĕп. Çак тапхăр — кун-çулăмри чи йывăр самант. 1987 çулта мана КПСС Шупашкар хула комитечĕн пропаганда пайне ĕçлеме куçарчĕç. Вăл çĕн йĕркелӳ тапхăрĕпе пĕр килчĕ. Пурнăçра, пирĕн тавра мĕн пулса иртнине ăнланма йывăрччĕ. КПСС Тĕп комитетĕнчен «Вăрттăн усă курма» грифпа килекен документсенче пĕр тĕрлĕ шухăш пытаннăччĕ, кулленхи пурнăçра вара урăхла, пачах тепĕр майлă ĕçсем пулса иртетчĕç. «Кам эпĕ: Тĕп комитетпа ахаль коммунист хушшинчи заложник-и?» — çак шухăш тавра пуç вататтăм. Патшалăхра мĕн пулса иртнине ăнланманни мана çак ĕçрен кайма хистерĕ. <...>
Надежда СМИРНОВА.
♦ ♦ ♦
«Николаевич, çĕр çунать»
Тăпăртатса тăраççĕ колхоз ĕçченĕсем
«Искра» колхоз — Комсомольски районĕнчи çирĕп аталанакан хуçалăхсенчен пĕри. Вăл йĕркеленнĕренпе кăçал 90 çул çитрĕ. Ăна 11-мĕш çул ĕнтĕ Александр Зайцев ертсе пырать. «Пур ертӳçĕ те колхоз ĕçченĕсемшĕн ун пек тăрăшсанччĕ», — çапла хак пачĕ нумай сăмахлама юратманскере правленире тĕл пулнă çын.
Вăрман ĕçĕнчен — ертӳçе
Александр Николаевич Хырай Ĕнел ялĕнче çуралнă. Ашшĕпе амăшне кура хăй те мĕн пĕчĕкрен ĕçре пиçĕхсе ӳснĕ: çуллахи каникулта колхозра çум çумланă, утă типĕтнĕ, лашапа утă-улăм турттарнă. Аслă классенче механизатор правине илсен комбайн штурвалĕ умне тăнă. Шкул пĕтерсен Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумĕнче, унтан Йошкар-Олари аслă шкулта ăс пухнă, Канаш районĕнчи вăрман хуçалăхĕнче 24 çул вăй хунă.
«Искра» колхоза ертсе пыма пултаракан çынна шырама пуçласан ял хуçалăх ĕçченĕсем Александр Зайцева сĕннĕ. Мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетес, тыр-пул, пахча çимĕç акса-лартса çитĕнтерес енĕпе тимлекен хуçалăх ĕçĕсене йĕркелесе пыма чăннипех те çĕре юратакан, колхоз пуласлăхĕшĕн çунакан çын кирлĕ пулнă. Александр Николаевича суйласа йăнăш туман, унтанпа колхоз аталанса пырать, ура çинче çирĕп тăрать вăл халĕ.
— 1 пин те 50 гектар çинче тыр-пул тата нумай çул ӳсекен курăк çитĕнтеретпĕр. Иртнĕ çул 300 га урпа, 150 га çурхи тулă, викăпа сĕлĕ акса хăварнăччĕ, кĕрхисем 150 га йышăнчĕç. Выльăхпа ĕçленĕрен нумай çул ӳсекен курăкпа куккурус валли те анасем уйăратпăр: пĕрремĕшĕ 250 га йышăннăччĕ пулсан иккĕмĕшне 100 га акрăмăр. Çурхи культурăсене вăтамран пĕр гектар¬тан 35 центнер тĕшĕлесе илнĕччĕ. Урпана ытларах выльăха çитеретпĕр, тулла сутатпăр. Çураки пуçланнине кура çакна палăртас килет: культурăсен лаптăкĕсене сыхласа хăварасшăн, пирĕн пĕтĕмпех хатĕр — минерал удобренийĕсене те, çунтармалли- сĕрмелли хатĕрсене çителĕклĕ туянтăмăр. Вăрлăха çĕнетсех пыратпăр. Элита тата 1-мĕш репродукциллĕ сортсене республикăри хуçалăхсенченех туянатпăр. Пĕтĕм ĕçе колхозра вăй хуракансемпе пĕрле пурнăçлатпăр, хĕрӳ ĕççи вăхăтĕнче кăна техникăна явăçтарни пулать, — хуçалăхри ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ Александр Николаевич.
Колхозра ĕç кунĕ ирхи 6 сехетре пуçланать. Ертӳçĕ, тĕп специалистсем правление пухăнса кун каçа пурнăçламалли ĕçсене палăртаççĕ, çивĕч ыйтусене сӳтсе яваççĕ. Унтан кашни хăйĕн ĕç вырăнне саланать. «Искра» колхозра паянхи кун 41 çын вăй хурать. Вĕсен пысăкрах пайĕ — опытлă специалистсем. Тĕслĕхрен, Мария Ильина зоотехник, Татьяна Мартынова агроном, Павел Воробьев ветеринар хăйсен тивĕçĕсене тĕплĕн, пĕлсе пурнăçлаççĕ. Çынсем вăхăтра шалу илччĕр тесе Алина Зайцевăпа Надежда Белкова тĕп бухгалтерпа тĕп экономист тăрăшаççĕ. Сăмах май, вăтам ĕç укçи кунта 22 пин тенкĕпе танлашать. <...>
Вера ШУМИЛОВА.
♦ ♦ ♦
Геннадий ЕФРЕМОВ: 30 çулта çын шучĕ пĕр Нĕркеç чухлĕ чакрĕ
ИРТНĔ ĔМĔРĔН 90-МĔШ ÇУЛĔСЕНЧЕ 6 ЯЛТА 2200 ЫТЛА ÇЫН ПУРĂННĂ ПУЛСАН ПАЯНХИ КУН 1370 КĂНА
Кирек мĕнле яла пырса кĕрсен те чи малтан урамсене сăнатăп. Хытă сийлĕ çулсем, таса та тирпейлĕ урамсем, хăтлă парксем — çакă вырăнти влаç органĕпе халăх тачă çыхăнса ĕçленине кăтартать. Комсомольски районĕнчи Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче шăпах çапла. Унта чăннипех те курăмлă чылай ĕç пурнăçланать. Кун пирки ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Ефремов каласа кăтартрĕ.
— Геннадий Егорович, эсир тĕрлĕ вăхăтра партком секретарĕнче, ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче, фермерта вăй хунă. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕнчен пĕрре кайнă хыççăн шăпа сире влаç органне тепĕр хутчен илсе çитернĕ. 20 çула яхăн халăхпа пĕрле эсир, çынсен нушине лайăх пĕлетĕр.
— Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхне 6 ял кĕрет: Хирти Сĕнтĕр, Хирти Ĕнел, Нĕркеç, Янкасси, Çĕнĕ Кипеç, Тĕвенеш. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче 2004 çултанпа тимлетĕп. Пирĕн тăрăхра çынсен пурнăçне лайăхлатас, таврана хăтлăх кĕртес енĕпе чылай ĕç пурнăçланнă, пурнăçланать те. Пĕр пулăм кăна пăшăрхантарать: халăх йышĕ чакни. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче 6 ялта 2200 ытла çын пурăннă пулсан паянхи кун 1370 кăна. 1 пинрен кая мар ача шутланса тăнă, паянхи кун шкулта вĕренекенсен йышĕ 80 ытларах юлнă. 30 çулта çын йышĕ пĕр Нĕркеç ялĕ чухлĕ чакрĕ. Тĕлĕнмелле вĕт! Çакă çав тери пăшăрхантарать.
— Ял тăрăхĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш пулăшуçисем — старостăсемпе депутатсем. Вĕсен ĕçĕ курăнать-и?
— Вырăнти депутатсем, старостăсем лайăх ĕçлеççĕ, вĕсем яланах халăх хушшинче, ял нушине, тĕрĕссипе, манран та маларах пĕлеççĕ. Пĕрле канашласа ыйтусене сӳтсе яватпăр. Светлана Ченакина, Галина Новикова, Владимир Скворцов старостăсене ырăпа асăнас килет. Хальччен туни йăлтах — вĕсемпе канашласа тунă ĕçсем.
— Патшалăх программисем ял пурнăçне хăтлăлатма, çăмăллатма пулăшаççĕ. Тĕслĕхрен, юлашки çулсенче ял тăрăхĕсенче "Пуçаруллă бюджет" программăпа анлă усă кураççĕ, нумай проект кун çути курчĕ. Эсир те ав çак енпе хастар ĕçлетĕр.
— Тĕрĕсех, асăннă программăпа çулсерен 4-5 проекта пурнăçа кĕртсе пыратпăр. Программа кун çути куричченех пирĕн тăрăхра халăх вăйĕпе нумай ĕç пурнăçлама май килчĕ: Хирти Сĕнтĕрте шыв кĕртрĕмĕр, масар картине тытрăмăр. Асăннă программăпах хытă каяшсен контейнерĕсене лартмалли лапамсем йĕркелерĕмĕр. Малтанхи вăхăтра кашни çырма-çатра пуçĕнче çӳп-çап выртатчĕ пулсан халăх майĕпен каяша контейнерсене илсе тухма хăнăхать. Урамсене вак чул сарас ĕçе вĕçлесе пыратпăр. Хăш ялта хăш урама çул сарассине вырăнти депутатсемпе канашлатпăр. Янкассинче пĕр урам хытă сийсĕр, тăкăрлăксене те вак чул сарсан пăсмасть. Пĕлтĕр "Пуçаруллă бюджет" программăна хутшăнса Нĕркеçре ача-пăча лапамĕ хута яма, Янкассинчи масар патне пымалли çула юсама, урамсене энергие перекетлекен лампăсем çакма, Хирти Ĕнелти пĕвене тасатма, Тĕвенеш ялĕнчи кĕпере йĕркене кĕртме май килчĕ. Кăçал пĕр проект кăна тăратрăмăр: Хирти Сĕнтĕрте Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсене халалласа лартнă палăк тавра çĕнĕ карта тытасшăн.
— Республикăра "Шывпа тивĕçтерекен çăл куçсене тĕплĕ юсасси" программа ĕçлет. Сирĕн тăрăхшăн шыв ыйтăвĕ çивĕч-и?
— Пĕлтĕр çак программăпа Хирти Ĕнелти скважинăна юсама май килчĕ, тепĕр проект хатĕрлерĕмĕр, ăна Чăваш Енĕн Строительство министерствине çитертĕмĕр. Республика бюджетĕнче укçа-тенкĕ тупăнсанах Çĕнĕ Кипеç тата Тĕвенеш ялĕсене шывпа тивĕçтерекен башньăна юсама палăртатпăр. Кăçал пусăсенче шыв тарнăран выльăх-чĕрлĕх усракансене питĕ кансĕр килчĕ. "Пуçаруллă бюджет" программăпа ялсенче шыв кĕртес шухăш та пур. Çĕр типсен тĕрлĕ ведомство специалисчĕсемпе вырăнти лару-тăрăва тĕпчесе ĕçе тытăнасшăн. <...>
Вера ШУМИЛОВА.
♦ ♦ ♦
«Телейĕм пулсан чĕрĕ юлăп»
Анчах кун-çулĕ ăраскаллă çырăнман — салтак килне таврăнайман
«Хальлĕхе сывах-ха. Малашне мĕнле пулĕ — пĕлместĕп. Тен, телейĕм пулсан чĕрĕ юлăп», — çапла çырнă Вăрнар районĕнчи Мăньял Хапăс ялĕнчи Егор Чарков арăмĕ патне вăрçă хирĕнчен янă çырура. Шел, тăван тăрăхне ырă-сывă таврăнма пӳрмен ăна.
«Аттене 1942 çулта вăрçа илсе кайрĕç. Хĕллеччĕ ун чухне. Атте пире пурне те ыталаса чуптурĕ. Эпĕ макăрса кăмака хыçне тарса кĕтĕм. «Марьене вĕрентме тăрăш», — тесе хăварнă вăл аннене, эпĕ шкулта лайăх вĕреннине шута илсе çапла каланă ĕнтĕ», — иртнине аса илнĕрен сасси чĕтренсе тухрĕ Вăрнар районĕнчи Катăш ялĕнче пурăнакан Мария Егоровăн.
Унăн ашшĕ Егор Иванович 1909 çулта çуралнă. Вăл колхозра бригадирта ĕçленĕ. Амăшĕ Матрена Ивановна та пĕрлешӳллĕ хуçалăхрах вăй хунă. Мария çемьери аслă ача пулнăран унăн кĕçĕннисене те пăхма тивнĕ. Егор Иванович вăрçа кайсан Матрена Ивановна виçĕ ачапа тăрса юлнă: асли Мария — 11-те, ывăлĕ — 5 çулта, кĕçĕн хĕрĕ вара çулталăкра çеç. «Атте Ленинград патĕнче çапăçнă. Вĕсене каçхине чукун çул татма янă. Икĕ каç йĕркеллĕ ĕçлесе таврăннă вĕсем, виççĕмĕшĕнче тыткăна лекнĕ. Унтан хăтăлса тухайман, вилнĕ. 1943 çулхи çулла атте хыпарсăр çухалнине пĕлтерекен хут килчĕ. Анне питĕ хытă кулянчĕ, пĕрмай макăрнипе ухмаха тухса каясран хăраттăм», — каласа кăтартрĕ тыл ĕçченĕ. Салтакăн тăлăха юлнă арăмĕ текех качча кайман. 84 çула çитиччен пурăннă. Хăй виличченех мăшăрне асран кăларман. Анчах темĕнле хытă кулянсан та ĕçлемеллех пулнă, ачисене ура çине тăратмалла-çке. Хĕрарăма вăрмана ĕçлеме янă. Паллах, Марийăн та пĕчĕкренех ĕçе кӳлĕнме тивнĕ. 10 çултанпах çурлапа тырă вырнине аса илчĕ вăл: «Пĕррехинче хăвăртрах вырас тесе хыпалантăм та — кача пӳрнин вĕçĕ касăлчĕ. Анне вăрçать: «Вырасшăн мар тесе юри кастартăн пуль», — тет. Пӳрне кайран чиперех ӳт илчĕ».
Мария Егорова пĕлтернĕ тăрăх, колхозра ĕçленĕшĕн вĕсене çăкăр панă. Ăна йăлтах çисе яман, килти шăллĕпе йăмăкĕ валли хăварнă. Колхоз 4 килограмм çăнăх панă. Ăна шывпа лăкаса яшкана ярса çинĕ. Çĕр улмине хуранпах пĕçернĕ те, çавăнпа вăл вăрлăх валли те юлман. Çуркунне уя крахмалланнă çĕр улми пуçтарма кайнă. Ачасене çерем çăрса çӳретĕр тесе колхоз ертӳçисем хăвала-хăвала яни те пулнă. «Юрать, ĕне пурччĕ. Сĕт юр-варĕ пуртан выçă вилмен эпир. Анне турăх тăватчĕ те çавна кунĕпе çиеттĕмĕр. Ĕне усраманнисен хушшинче ачисем выçăпа шыçăнса вилни те пулчĕ. Анне вăрмана ĕçлеме кайсан килте хамах кăмака хутса апат пĕçереттĕм, кĕçĕннисене çитереттĕм. Выльăхсене те хам пăхаттăм», — ачалăхне аса илнĕçемĕн хаш сывларĕ кăçалхи раштав уйăхĕнче 90 çул тултаракан хĕрарăм.
Тумтир енчен те чаплах пулман. Урана тăхăнмалли çукран хĕрача хăй çăпата тума вĕреннĕ. «Хăнăхса çитсен пурне те хам çăпата туса пама тытăнтăм. Вăрмана пĕчченех каяттăм. Ун чухне лесниксем, ай, хытă сыхлатчĕç. Йывăçсен хушшине кĕрсе тăраттăм та çăка турачĕсене касаттăм, хулăсене сĕветтĕм те çырма тăрăх вăрттăн киле утаттăм. Пушăтсене майласа çăпата тума лараттăм. Çав нушана тӳссен те паянхи кунчченех пурăнатăп вĕт-ха», — каласа кăтартрĕ хура-шурне пайтах курнă ĕç ветеранĕ. <...>
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...
Комментари хушас