Хыпар 41-42 (28217-28218) № 19.04.2024
Диспансеризаци кирлине халăх ăнланать
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисем, тыл ĕçченĕсемпе вилнĕ ветерансен тăлăха юлнă мăшăрĕсем тата блокадăри Ленинградра пурăннă çынсем валли Улатăр районĕн тĕп больницин медицина ĕçченĕсен бригадисем килĕрен çӳресех диспансеризаци йĕркеленĕ.
«Халăхăн асăннă ушкăнĕн сывлăхне тĕрĕслес ĕçе туллин вĕçлерĕмĕр. Ветерансене терапевт, невролог, окулист, гериатр йышăнчĕç. Çавăн пекех килте анализ илчĕç, ЭКГ турĕç. Диспансеризаци пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх пĕр йыша стационарта сипленме направлени патăмăр. Хăшĕ-пĕри сывлăхне çирĕплетсе тухма та ĕлкĕрчĕ ĕнтĕ», — терĕ тĕп тухтăрăн çумĕ Ольга Бекейкина. Çак ушкăна кĕрекен çынсем — пурте аслă ăрурисем. Вĕсенчен чылайăшĕ вăраха кайнă чирсемпе нушаланать. Çавăнпа тухтăрсем диспансеризаци ирттерме киле пынăшăн аслă ăру çыннисем хăйсем те, тăванĕсем те хĕпĕртенĕ. «Ветерансене çакăн пек тимлĕх уйăрни питĕ савăнтарать. Çакна вĕсем тивĕçлĕ», — палăртнă, сăмахран, пĕр ветеранăн тăванĕ. Район больницин специалисчĕсем тухса çӳремелли тĕрĕслевсене чир-чĕре вăхăтра тупса палăртас, ветерансен кун-çулне вăрăмлатас тĕллевпе кашни çулах ирттереççĕ. Пĕрремĕш хут диспансеризаци 18 çулта, унтан кашни 3 çултан, 40 çултан пуçласа вара кашни çулах тухмалла. Ытти ӳсĕмрисен те медицина тĕрĕслевне каймалла. Пĕлтĕр çуллахи вăхăтра, çĕртме- çурла уйăхĕсенче, тĕп хулари ача-пăча клиника больницинче 16,5 пин ача диспансеризаци иртнĕ. Çак тапхăрта çамрăк пациентсен нерв тытăмĕн, куç тата юн çаврăнăшĕн чирĕсене тупса палăртнă. Тухтăрсем каланă тăрăх, тĕрĕслевре ашшĕ-амăшĕ, ачасем пĕлмен чирсем час-часах тупăнаççĕ. Акă иртнĕ çул тухтăрсем ультрасасă тĕрĕслевĕ вăхăтĕнче çул çитмен икĕ ачан, пĕрин — пĕверĕнче, теприн — хырăм ай парĕнче, шыçă тупнă. Ачасем ыратнине туйман, тухтăрсем патне çӳремен. Юрать, вĕсен усал шыçă пулман. Диспансеризаци вăхăтĕнче тухтăрсем сывлăха тишкерни, тĕпчени нумай чире иртерех тупса палăртма май парать. Çавна май малашлăхри хăрушлăхсене сирет. Сывлăхпа çыхăннă йывăрлăхсенчен чылайăшне тапхăрăн-тапхăрăн пăхса тухнипе палăртма пулать. Вăхăтра сипленсен чире çĕнтерме пулатех. Сывлăха хакламасан, пăхса тăмасан инфаркт, инсульт ураран ӳкерес хăрушлăх сиксе тухать. Сăмахран, иртнĕ çул республикăра диспансеризаци вăхăтĕнче 41 пин ытла çыннăн тĕрлĕ чирне тупса палăртнă, вĕсенчен 23688-ĕшĕн вăраха кайнă инфекциллĕ мар чир, 489-ĕшĕн усал шыçă пулнă. 18011 çыннăн юн тымарĕсемпе чĕре амакне, вĕсенчен 10995-ĕшĕн юн пусăмĕ ӳснине палăртнă, 2475-ĕшĕн апат хуранĕн органĕсен чирĕ, 1719-ĕшĕн сахăр диабечĕ, 994-шĕн сывлав органĕсен чирĕсем пулнă. Диспансеризаци тата профилактика тĕлĕшпе ирттернĕ медосмотр чирсене вăхăтра тупса палăртма тата вăхăтра сипленме пулăшаççĕ. Чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсем çынна нимĕн сисмесĕр, шăппăн хавшатаççĕ. Юн çаврăнăшĕн чирне тупса палăртма çăмăл мар. Çакна пурнăçлама кардиолог патне ятарласа çӳремелле. Çав вăхăтрах пациент ку процедурăсене диспансеризаци вăхăтĕнче иртме пултарать. Пĕлтĕр диспансеризаци вăхăтĕнче тĕрлĕ чир аталанăвĕн сăлтавĕсене те тишкернĕ: тĕрĕслев иртнĕ çынсен 34,1 проценчĕн ӳт-пӳ йывăрăшĕ кирлинчен ытларах пулнă, 29,6 проценчĕн тĕрĕс мар апатланни палăрнă, 13,1 проценчĕ хускану çителĕксĕр тунă, физкультурăпа туслашман. <...>
Валентина ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
Фермăра… робот ĕçлетĕр
Цифра ĕмĕрĕнче компьютер технологийĕ çитмен отрасль юлмарĕ те. Паянхи кун ял хуçалăхĕнче те пур вăл. «Халĕ фермăра хăш-пĕр ĕçе тума пускăч çеç пусатпăр», — палăртаççĕ тепĕр чухне ферма ĕçченĕсем. Малтанах ĕненмелле те мар пек, анчах вырăна çитсе курсан ăнланатăн — ăсчахсем вăхăта сая ямаççĕ, темĕн те шухăшласа кăлараççĕ.
Етĕрне районĕнчи Пупăлькассинче çуралса ӳснĕ Федор Владимиров мĕн пĕчĕкрен çут çанталăка юратать. Ял ачишĕн, паллах, выльăх-чĕрлĕх пăхасси те ют мар. Федор Тури Ачак шкулĕнче вăтам пĕлӳ илнĕ. Сăмах май, çак шкул Аркадий Айдак ячĕпе хисепленет. Аркадий Павлович совет вăхăтĕнче ял хуçалăх производствине ăнăçлă йĕркеленипе палăрнă. «Ленинская искра» колхоза ертсе пынăскер çĕр ĕçне лайăхлатас тата вăрман лартса çĕр ишĕлнипе кĕрешес енĕпе ăнăçлă мелсем шухăшласа тупнă. Унăн ятне пĕлмен çын республикăра çук та. «Легенда çын» теççĕ ун пирки интернет уçлăхĕнче. Акă, паян çав тăрăхран тепĕр ăсчах тухнине сăнатпăр. Шкул хыççăн Федор Владимиров Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн ветеринари медицинипе зоотехни факультетĕнче аслă пĕлӳ илнĕ. Унтан вĕренсе тухсан Мускаври К.А.Тимирязев ячĕллĕ Раççей патшалăх аграри университетĕнче – Мускав ял хуçалăх академийĕнче пĕлĕвне тарăнлатнă. Анчах кунпа та лăпланман – Федерацин ăслăлăхпа агроинженерин ВИМ центрĕнче те вĕреннĕ. Халĕ вăл çав центрăн ăслăлăх ĕçченĕ. Нумаях пулмасть Федора «Россия 1» телеканалпа кăтартрĕç. Çамрăк ăсчах тата унăн ĕçтешĕсем кăсăклă проектпа паллаштарчĕç. Компьютер технологийĕ ĕне тытакансен ĕçне самай çăмăллатма пултарĕ. Телесюжетра Федор ĕнен сывлăхне шалтан тĕрĕслемелли тытăм мĕнле ĕçлени пирки каласа кăтартрĕ. Ку хатĕр тата ытти проект çинчен тĕплĕнрех ыйтса пĕлмешкĕн çамрăк ăсчахпа çыхăнтăмăр. — Çакăн пек тытăм хатĕрлес шухăш фермăра ĕçленĕ чухнех çуралнăччĕ, — мĕнрен пуçланнине аса илчĕ Федор. Тӳрех палăртмалла: унăн ĕç биографийĕ анлă. Хăйĕн специальноçĕпе вăл Чулхула, Ярославль, Мускав, Калуга облаçĕсене, Питĕре, Австри çĕршывне çитнĕ. Тĕрлĕ вырăнта пулни, паллах, ĕç опытне пуянлатма, фермерсен пурнăçне лайăхрах тишкерсе вĕсене кирлĕ хатĕрсем шухăшласа кăларма май парать. — Фермăра тахçанхи датчиксемпе /хăлхаран çаклатмалли бирка, транспондерлă мăйкăч/ усă куратчĕç. Вĕсем мăйракаллă шултра выльăхăн хусканăвне çеç палăртма пултаратчĕç. Пĕррехинче ĕнен хырăмне çăвартан ярса вырнаçтармалли болюссем çинчен пĕлтĕм. Анчах вĕсемпе ĕçлеме мелсĕрччĕ. Мана, зоотехни пĕлĕвне илнĕскере, шалти тĕрĕслев /мониторинг/ питĕ кăсăклă пек туйăнчĕ. Вара эпир ĕçтешсемпе çавăн евĕрлĕрех, анчах функционалпа алгоритм енчен чылай лайăхрах тытăм хатĕрлес терĕмĕр, — каласа кăтартрĕ Федор. Кирек епле çĕнĕлĕхе те пурнăçа кĕртиччен темиçе тĕрлĕ тĕрĕслев витĕр кăлармалла. Асăннă проекта хатĕрленĕ хыççăн ăсчахсен ушкăнĕ лабораторире болюс вар-хырăм сĕткенне мĕнле йышăннине, датчиксен кăтартăвĕн тĕрĕслĕхне, болюссемпе база станцийĕн çыхăнăвне, вăл мĕн вăхăт ĕçленине тĕрĕсленĕ. Унтан К.И.Скрябин ячĕллĕ Мускав патшалăх ветеринари медицинипе биотехнологи академийĕнче аякне шăтарнă ĕнесемпе тĕрĕслев ирттернĕ. Çавăн пекех проекта тăватă тĕрлĕ фермăра тĕрĕсленĕ. — Фермерсенчен те сĕнӳсем килчĕç. Сăмахран, вĕсем хăш функци кирлĕреххи пирки каларĕç. Чылайăшĕн шухăшĕпе, апатланăва йĕркелеме йӳçеклĕхе палăртакан датчик кирлĕ. Унăн хакĕ мĕнле пулсан аванраххине калакан та тупăнчĕ. Тĕрĕслев тытăмне эпир çĕршыври малта пыракан тăватă фермăра вырнаçтартăмăр /Тутарстан, Вологда, Питĕр, Калининград/. Ăслăлăх ĕçĕнче тăрăшнисĕр пуçне кашни кунах тытăм паракан паллăсене сăнаттăмăр /ĕнен пĕтĕленес туртăм пулни, пăрулама вăхăт çитни, чир-чĕр аптăратни, хускану сахалланни, апатланни, шыв ĕçни е ăшăпа аптăрани/, фермерсене кирлĕ сĕнӳсем параттăмăр, — ĕç-хĕл мĕнле аталаннине аса илчĕ Федор Владимиров. Ĕнен сывлăхне шалтан тĕрĕслесси — унăн тĕп проекчĕ. Унсăр пуçне ĕçтешĕсемпе пĕрле вăл хамăр çĕршыврах çын хутшăнмасăр ĕне сăвакан робот, апат хурса паракан хатĕр тата ытти проекта хатĕрлес енĕпе ĕçлет. Çав вăхăтрах ăслăлăхпа тĕпчев ĕçĕсем ирттерет, Раççейри тата ют çĕршывсенчи ăслăлăх кăларăмĕсенче пичетленет. <...>
Лариса ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
Владимир ЯКОВЛЕВ: Йĕрсе лармалла мар, чăвашлăхшăн ĕçлемелле
Шăпа ăна Чăваш Енрен Пушкăртстана илсе çитернĕ. Малтанах Куюргазă тăрăхĕнче ĕçлесе пурăннă, каярахпа Пелепей хулине куçнă. Хальхи вăхăтра Владимир Яковлев — вырăнти чăвашсен наципе культура автономийĕн ертӳçи.
Инкек алăкран шаккасан…
— Владимир Матвеевич, эсир, Вăрнар районĕнчи Хурапыр Юнтапа ялĕнче çуралса ӳснĕскер, Пушкăртстана епле кайса вырнаçнă?
— Уйкас Юнтапари вăтам шкул хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн электротехника факультетне вĕренме кĕтĕм. Икĕ уйăхран юлташпа каçхи уйрăма куçрăмăр та агрегат заводне ĕçлеме вырнаçрăмăр. Каçхи уйрăмра вĕреннĕрен, отсрочка памастчĕç, çуркунне çар комиссариачĕ пире чĕнме пуçларĕ. Çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче менелнике паллă тунă хыççăн 3 кунран мана хĕсмете илсе кайрĕç. Учебкăна Самар облаçĕнчи Кряж поселокĕнче ирттертĕм. Ултă уйăх хыççăн Германие лекрĕм. Салтакра икĕ çул пултăм. Вĕренӳ пирки те мантăм пулас çак хушăра, çавăнпа хĕсметрех юлас терĕм. Мана Украинăри ИваноФранковск хулинчи прапорщиксен шкулне вĕренме ячĕç. Сăмах май, эпĕ вырăнти халăх хушшинче чылай юлташ тупрăм. Питĕ туслă пурăнтăмăр. Паянхи пурнăç пирки ун чухне шухăшлама та пултарайман эпир. Каярахпа унтах хĕсметре тăтăм. Çав вăхăтрах Мускаври Пĕтĕм Союзри куçăн мар майпа пĕлӳ паракан политехника институтĕнчен, экономикăпа правăн аслă шкулĕнчен вĕренсе тухрăм.
— Тăван тăрăха таврăнма шухăш пулман-и?
— 1986 çулта Чăваш Ене отпуска таврăнтăм. Университетра вĕренекен юлташсем патне кайрăм та ташă каçĕнче пулас мăшăрăмпа Валентинăпа паллашрăм. Вăл унта хими факультетĕнче вĕренетчĕ. Çапла, пĕр-пĕрне килĕштертĕмĕр. Юрату хăвачĕ каярахпа тăван тăрăха çавăрса килчĕ тесен те йăнăш мар пулĕ: эпĕ Çĕнĕ Шупашкара куçса килтĕм, службăна малалла тăсрăм. Валентина та çак хулари хими техникумне вĕренме куçрĕ, кайран «Химпром» заводра ĕçлеме тытăнчĕ. Мăшăрланнă хыççăн умлăн-хыçлăн икĕ ывăл çуралчĕ. Савăнса çеç пурăнмаллаччĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсем пирĕншĕн те çăмăл пулмарĕç. 1994 çулта çар çыннисен штатне чакарнăран ĕçсĕр юлтăм, урăх çĕрте вăй хума тытăнтăм. Ерипен ура çине тăма та пуçларăмăр, çăмăл машина та туянтăм. Анчах инкек алăкран шаккарĕ… Эпир аварие лекрĕмĕр. Шел те, мăшăрăм вилмеллех аманчĕ. Сăмах май, Валентина Пушкăртстанри Куюргазă районĕнче çуралса ӳснĕччĕ. Вăл Чăваш Ене питĕ юрататчĕ. «Эпĕ Шупашкартах пурăнатăп, тăван тăрăха каймастăп», — тетчĕ час-часах. Тен, çавăнпах ăна Çĕнĕ Шупашкарта пытартăмăр.
— Ывăлăрсем ун чухне миçереччĕ?
— Асли — 6-ра, кĕçĕнни 5 çултаччĕ. Çапла, икĕ пĕчĕк ачапа тăлăха юлтăм. Юрать, хунямапа хуняçа ачасене пĕрле çитĕнтерме сĕнӳ пачĕç. Вĕсем манăн атте-аннерен çамрăкрахчĕ. Ун чухне пурнăç питĕ йывăрччĕ: ĕç çук, шалу параймастчĕç. Икĕ ачана тăрантармалла, тăхăнтартмалла. Çавăнпа ман умра суйламалăх çул пулман: ачасене çавăтрăм та Пушкăртстанри Куюргазă тăрăхне тухса кайрăм. Тĕпренчĕксене унта çитĕнтерме, вĕрентме çăмăлрах пуласса шантăм. Ывăлăмсене ӳстерме пулăшнăшăн Леонидпа Сильва Ворошиловсене паянхи кунччен тав тăватăп. Сашăпа Женя халĕ ӳсрĕç, çемьеленчĕç. Кăçал эпĕ асатте пулса тăтăм. Çакăншăн та савăнатăп. Кукамăшне манмаççĕ вĕсем, час-часах кайса çӳреççĕ. Хам та вăхăт тупса кайса килетĕп. Шел те, Леонид Семенович пурнăçран уйрăлчĕ.
Тăван чĕлхене манмаççĕ
— Пелепей хули мĕнпе илĕртрĕ?
— Куюргазă тăрăхĕнче пурăннă вăхăтра эпĕ предприниматель свидетельствине илтĕм, хамăн ĕçе — çул-йĕр тăвас, юсас, пăхса тăрас енĕпе — йĕркелерĕм. Çавна май Пелепей хулинче те пулма тиветчĕ. Ытларах ĕçе унта пурнăçламаллаччĕ. Çапла майпа Пелепее куçрăм. Унта та çурт-йĕр çавăртăм, чăваш хĕрĕпе Зоя Николаевнăпа паллашса мăшăрлантăм. Пирĕн хĕр Катя çуралчĕ. Кăçал вăл Ĕпхӳри аслă шкулăн ют чĕлхесен факультетĕнчен вĕренсе тухĕ, вĕрентекен, тăлмачă дипломне алла илĕ. Сашăпа Женя вара манăн ĕç-хĕле суйларĕç. Иккĕшĕ те çул-йĕр тăвас, юсас енĕпе ĕçлеççĕ. Асли мастерта тăрăшать. Кĕçĕнни — инженер, проектсем тума кăмăллать. Хальхи вăхăтра вăл Чита таврашĕнче тусене çĕмĕрсе туннель тунă çĕрте вăй хурать. Сăмах Мускавран Владивостока çитиччен тăсăлакан çул пирки пырать. Женя И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче аслă пĕлӳ илчĕ. Пелепей хули мана чăвашлăх тĕлĕшпе те илĕртрĕ. Чăваш сасси, юрри-кĕвви унта ытларах илтĕнет. Вырăнта «Урал сасси» хаçат тухса тăнăран та пулĕ. Ăна мĕн уçăлнăранпах Патăрьел хастарĕ Юрий Михайлов редактор ертсе пырать. Хаçат тухма пуçланăранпа кăçал 35 çул çитет. Вăл чăвашсене чăмăртанма чылай пулăшрĕ, малашне те пулăшĕ.
— Пелепей тăрăхĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕ юлашки çулсенче пурнăçланă ĕçсем пирки каласа кăтартăр-ха.
— Яваплă çак ĕçе мана 2012 çулта шанса пачĕç. Унтанпа пĕлтерĕшлĕ нумай ĕç турăмăр. Вĕсенчен хăшне-пĕрне çеç асăнăп. Сăмахран, «Пушкăртстанри чăвашсен кĕске энциклопедийĕ» кун çути курчĕ. Ăна хамăн укçапа кăлартăм. Тĕп редакторĕ те хамах. Паллах, пулăшакансем пулчĕç. Сăмахран, Пелепейре пурăнакан Рудольф Павлова тав тăвас килет. Энциклопедие кăларас тесе республикăн пур районне те /пурĕ 30 район/ çитрĕмĕр. Администрацисенче, шкулсенче, вулавăшсенче пултăмăр, материалсем пухрăмăр. Пушкăртстанра çуралнă, пурăннă, ĕçленĕ 1500 çынна кĕртрĕмĕр унта. Паллах, республикăшăн пĕлтерĕшлĕ ĕçсем тунă çынсене ĕнтĕ. Çавăн пекех манăн тепĕр пысăк мероприяти пирки асăнас килет. Вăл — «Силпи асамачĕ» ача-пăча фестивалĕ. Унăн тĕллевĕ — чăвашлăха, йăла-йĕркене, юрра-ташша упраса хăварасси, ачасене сцена çинче хăйсене тытма вĕрентесси. Ăна çулсеренех ирттеретпĕр. Унта кашни çулах 300 ачаран кая мар хутшăнать. Фестивале йĕркелесе ирттерме РФ Президенчĕн, РФ Патшалăх Думин депутачĕн гранчĕсене тивĕçрĕмĕр. Çавăн пекех пире пĕр çулхине Пушкăртстанри «Таврос» аш-какай компанийĕ те пулăшрĕ. Кăçал вара фестивале хамăр вăйпа ирттерĕпĕр. Ăна вун иккĕмĕш хут йĕркелетпĕр. Çавăн пекех пирĕншĕн Чăваш чĕлхи кунĕ те пĕлтерĕшлĕ. Вăл кашни шкулшăн уяв шутланать. Пелепейри гимназире вĕрентекенсем çак кун уçă уроксем ирттереççĕ, ачасемпе, ашшĕ-амăшĕпе тĕлпулу йĕркелетпĕр, вĕренекенсен пултарулăхне курса савăнатпăр. Пушкăртстанри чăвашсем пурăнакан вырăнсенче çак кун пысăк уяв пулать. Чăваш чĕлхи кунне ирттерсен Константин Ивановăн çуралнă кунĕ çитет, унтан — тепĕр праçник. Пĕтĕмлетсе каласан, Пелепей тăрăхĕнче чăваш уявĕсене çине-çинех йĕркелетпĕр, чăваш юрри-ташшине манăçа кăлармастпăр. Паллах, чăваш чĕлхине сыхласа хăвараймастпăр текенсем те пур. Манăн шухăшпа, йĕрсе лармалла мар. Камăн чăвашла калаçас килмест — ан калаçтăр. Чăн чăвашсем, патриотсем, пур-ха, пĕтмен. Вĕсен шутĕнче çамрăксем пурри те савăнтарать. Вĕсем тăван чĕлхене манмаççĕ. <...>
Валентина ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
Çĕре органикăпа лайăхрах пулăхлатар
Паян уй-хирте агротехника мероприятийĕсене мĕнле пурнăçламалла? Акма вăрлăх епле хатĕрлемелле? Чăваш патшалăх аграри университечĕн çĕр ĕç, ӳсен-тăран, селекци тата вăрлăх туса илессин кафедрин профессорĕ Леонид Шашкаров хуравлать.
Ытларах расхутлаççĕ
— Тăпра пулăхне лайăхлатсах, начар пахалăхлă тăпрана мĕн пур майпа усă курса ӳсен-тăрана çитĕнме кирлĕ элементсемпе пуянлатсах тăмасан ял хуçалăх культурисен производствине рентабельлĕ тата çуллен тупăшлă тăваймăн. Пулăхăн кашни компонентне çуллен çĕнетмелле. Тăпрана органика япалисем хывни тата вĕсен тĕп компонентне — гумуса — пуянлатса тăни пушшех пĕлтерĕшлĕ. Шăпах органика агрономи паллисен пĕтĕм комплексне — тăпра пулăхĕн биологи, хими, шыв тата физика параметрĕсене — лайăхлатса шутсăр пысăк витĕм кӳрет. Пурте пĕлекен сăлтава пула тăпрара органика япалисем, ӳсен-тăрана сывлăш пек кирлĕ минерал апачĕн тĕп элеменчĕсем çитмеççĕ. Чăваш Енри агрохими служби пĕлтернĕ тăрăх, 2023 çулта республикăра тăпрана тĕллевлĕн пулăхлатассишĕн гумус, азот, фосфор, кали хывнинчен 2,1, 1,4, 2,8 тата 3 хут ытларах расхутланă, акнă ӳсен-тăран лаптăкĕсен 76,9% удобренипе, çав шутра 6,8% (25,2 пин га) органика удобренийĕпе апатлантарнă. Пĕтĕмпе акакан кашни га лаптăк пуçне панă минерал удобренийĕн вăтам виçи — 54 килогрампа (культурăсене çитĕнме кирлĕ паха хутăшсене çеç шутласан), минерал удобренийĕ хывнă мĕн пур уй-хирте — 75 килогрампа, акакан кашни га лаптăка сапаланă органика удобренийĕ вăтамран 1,6 тоннăпа танлашнă. Республикăра йӳçек тăпра 281 пин га шутланнă чухне акшар (извеç) çăнăхĕ — 915, фосфор 723 гектара кăна сапнă, кали хывман.
— Çĕре органика ытларах хывса гумуспа микроэлементсен шайлашăвне тивĕçтерес тĕллев тухса тăрать тесшĕн-и?
— Тĕрĕс. Калăпăр, гумус тума тăпрана кашни гектар пуçне вăтамран 12 тоннăран кая мар тислĕк (унпа шутласан, тислĕк гумификацийĕн коэффициенчĕ 0,05 чухнеº хывмалла. Хайхи шайлашу пулман пирки хуçалăхсем куракан тăкака тăпра шывпа юхнăран тӳсекен çухатăва та хушмалла. Республикăра кашни гектартан çуллен вăл — 8 тонна, çав шутра çĕрĕк тăпри 284 килограмм юхса каять. Çав çухатăва тавăрма кашни га пуçне 10,5 тонна тислĕк сапаламалла. Çитес çулсенче тăпра тухăçне хими тата çавнашкал ытти хатĕрпе çеç усă курса пысăклатаймăпăр. Ял хуçалăх организацийĕсенче çеç мар, ытти йышши хуçалăхра та тăпрана хывнă тата ӳсен-тăрана кирлĕ органика япалисен шайлашăвĕн виçине кашни уйра, пусă çаврăнăшĕнче тата мĕн пур лаптăкра шутласа палăртма вăхăт çитнĕ. Нумай çул ӳсекен курăк лаптăкне çуллен пысăклатса, сидерат ӳсен-тăрана, улăма, тислĕке, компоста, ытти ӳсен-тăрана тăпрана тăтăш варăнтарсан кăна унта биологи хутшăнăвĕсем йĕркеленнĕрен культурăсене кирлĕ апат хатĕрлемелли, тымара нӳрĕкпе тивĕçтермелли çителĕклĕ условисем туса хурайăпăр. — Симĕс удобрени çинчен мĕн шухăшлатăр? — Аграрисен ăна уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрмалла. Халĕ вăл — алă айĕнчех, пуринчен те йӳнĕрех, нумай тăкакланмасăр, вăй хумасăр кашни га çине 30-45 тонна органика хутăшĕ, 120-200 кг азот хывма пулать. Чи лайăх сидерат культурăсем — люпинсем, донниксем, клевер тата ытти те. Пăрçа йышши сидератсем тăпрана органика тума лексе азот шайлашăвне тивĕçтернипе пĕрлех P, K, Ca, Mg, ытти элемент тăваççĕ, çапла майпа апат элеменчĕсем тăпран аяларахри сийĕнчен çӳлелле хăпараççĕ. Чи пĕлтерĕшли çакă: сухалакан сийре çĕрĕк тăпри пулсан бактерисем, кăмпасем, куçа курăнман организмсем азот пухса тултараççĕ. Сăмахран, бактерисем 20-30 минутранах вилсе ăна ял хуçалăх культури валли тăпрара кашни га пуçне 1,5-8 тонна хăвараççĕ. Çав лаптăкран 5 тонна тырă туса илме кăна азот 150 кг кирлĕ. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
«Эпир кайсан мĕн юлать»,
е Петр Пазухин ĕç-хĕлне тĕпчемеллех
«Аслă Арапуçпа Анат Чакă тĕлĕнчен юхса иртекен Пăла шывĕн икĕ енĕпе те йывăçсем ӳсеççĕ. Ватăсем аса илнĕ тăрăх, маларах ку юхан шыв туллирех, сарлакарах пулнă. Унта хĕрсемпе каччăсем кимĕпе ярăннă. Анат Чакăри Арман касси тĕлĕнчи ватă йăмра ыттисенчен уйрăларах тăрать. Çӳллĕрех те, сарлакарах та вăл. Ăна виçĕ çын пĕрле тăрсан та ытама илеймĕç... Пăла хĕрринче вăл пĕр ĕмĕр ытла ӳсет. Эпĕ те тăрса пăхрăм ун айне. Тунмастăп, хама питĕ пĕчĕк çын пек туйрăм. Çапах вăйхал хушăнчĕ, мăнаçлăх туйăмĕ çуралчĕ», — çырнăччĕ эпĕ сакăр çул каялла «Лапсăркка йăмра вăрттăнлăхĕ» статьяра.
Лапталла выляма юратнă
Ку йăмра çинче мĕншĕн пусăм турăм-ха? Ватă çав йăмрана Раççейри «Йывăçсем — çут çанталăк палăкĕсем» программăпа килĕшӳллĕн 2013 çулхи чӳк уйăхĕн 13-мĕшĕнче çĕршыври чи ватă йывăçсен шутне кĕртнĕ. Анкета номерĕ – 270. Анчах ку йăмра хăйĕн çулĕпе кăна палăрмасть. Унта чăвашлăхшăн çунакан паллă çынсем тĕл пулнă, искусствăпа культура çинчен калаçнă. 1908 çулхи çулла Аслă Арапуç тăрăхне Петр Пазухин патне хăнана килнĕ Константин Иванов çак йывăç айĕнче хăйĕн тусне «Нарспи» поэмине вуласа панă. Петр Пазухинпа Константин Иванов Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче пĕрле вĕреннĕ. Çывăх юлташсем пулнă. Кун çинчен мана Петр Васильевичăн тăванĕ, Патăрьел округĕнчи Анат Чакăра пурăнакан, хăй вăхăтĕнче «Малалла» хуçалăхра инженерта ĕçленĕ Николай Пазухин каласа кăтартнăччĕ. Кам-ха вăл Петр Пазухин? Хăш-пĕр çамрăк унăн ятне илтмен те… Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç кăна мар, республикăн ытти тăрăхĕнче пурăнакан аслă ăрури çынсем те пĕлсех каймаççĕ. Музыка фольклорисчĕ, вĕрентекен, Тĕнчен пĕрремĕш вăрçине хутшăннă Петр Пазухин çуралнăранпа ака уйăхĕн 13-мĕшĕнче 135 çул çитрĕ. Петр Васильевич Чĕмпĕрти чăваш шкулне пĕтернĕ хыççăн республикăри тĕрлĕ шкулта ĕçленĕ. «Образцы мотивов чувашских народных песен и тексты к ним» кĕнеке хатĕрлесе кăларнă. Вăл Чĕмпĕр хулинче 1912 çулта тухнă. Унта 98 текст кĕнĕ: вăйă /уяв/, ĕçкĕ, Çăварни, туй, салтак юррисем, такмаксем. Вĕсене Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Пăва, Чĕмпĕр, Синкĕл, Хусан кĕпĕрнинчи Етĕрне, Чикме, Çĕрпӳ, Теччĕ, Шупашкар, Ĕпхӳ кĕпĕрнинчи Пелепей уесĕсенчи чăваш ялĕсенче çырса илнĕ. Петр Пазухин асăннă кĕнекери текстсене цифра нотипе вырнаçтарнă. Вĕсемпе каярахпа Ф.Павлов, С.Максимов, Г.Воробьев, А.Орлов-Шуçăм, В.Ходяшев, Ф.Васильев, А.Асламас, И.Пустыльник тата ытти композитор усă курнă. Вĕсен йышĕнче — «Йăс таканлă», «Хурăн çулçи», «Çеçен хирти шур хурăн», «Уя тухрăм, уй куртăм»… «Петр Васильевич асаттен Емельккан /Емельян Васильевичăн/ тетĕшĕ пулнă. Вăл 1889 çулта çуралнă, асатте 1890 çулта çут тĕнчене килнĕ. Асаттен вунă ача пулнă. Пирĕн атте тĕпкĕч шутланнă. Атте каланă тăрăх, Петр Пазухин Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче Иван Яковлев патĕнче вĕреннĕ. Сĕрме купăс, хут купăс ăста каланă. Çав вăхăтрах ытти вĕренекенпе пĕрле халăх юрри-кĕввине çырса илнĕ. Вĕсенчен чылайăшне Иван Яковлев 1908 çулта Чĕмпĕрте кăларнă «Чăваш халăх сăвви-юррисем» пуххине кĕртнĕ. Петр Васильевич вилĕмсĕр «Нарспи» авторĕпе питĕ туслă пулнă. Ун патне Пушкăрт тăрăхĕнчи Слакпуçа пĕрре мар кайса курнă. Кĕçтентти те тусĕн ялне Анат Чакка килнĕ. Манăн мăн асатте ĕçчен чăваш пулнă. Икĕ ăйăр тытнă. Пĕр ăйăрĕпе канмалли кунсенче, каникулсенче Чĕмпĕре Петр Васильевича илме кайнă. Тепĕр ăйăрне сĕлĕ парса лайăх пăхма хушса хăварнă. Ăна пулас учителе леçме каймашкăн хатĕрленĕ. Арман касси тĕлĕнче, Пăла çинче, шыв арманĕ пулнă. Ăна вырăс çынни тытнă. Унтан инçех мар — вăйă вырăнĕ. Петр Пазухин та çамрăксемпе пĕрле вăййа тухнă. Ĕлĕк çамрăксен таканкка сикесси чун йăпатмăшĕ пулнă. Петр Васильевич лапталла выляма юратнă. Яла каникула таврăнсан вăл пуçарнипе арçын ачасем темчченех ăмăртнă. Петр Пазухин 1917 çулхи утă уйăхĕн 23-мĕшĕнче Тĕнчен пĕрремĕш вăрçинче пуç хунă. Петĕр çуралса ӳснĕ, пурăннă çурт вырăнĕнче шăллăм Вячеслав Михайлович çĕнĕ пӳрт лартрĕ. Эпĕ тĕп килтен аттен аппăшĕ пурăннă вырăна уйрăлса тухрăм. Хăй вăхăтĕнче хамăр ялти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ Иван Пахомов Петр Пазухинăн ятне нумай çĕклерĕ. Вăл пуçарнипе Петр Васильевичăн 100, 110, 115, 125 çулхи юбилейĕсене сумлăн паллă турăмăр. Йăмра эпĕ ача чухнех лапсăрккаччĕ. Халĕ те ӳсет-ха вăл. Халĕ те тĕреклĕ», — палăртрĕ Николай Михайлович. Асăну хăмине çĕнĕрен туса çакнă 1909 çулта Петр Пазухин Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн икĕ класлă училищинче ĕçлеме пуçланă. Унта вăл Илле Тăхтипе паллашнă. Училищĕре — ачасен, ялта аслисен хорĕсене йĕркеленĕ. Ял халăхĕ Пазухин хорне çӳреме пуçланă. Çакă ялти Александр Левашов пупа тарăхтарнă, вăл ăна ура хума тăрăшнă. Петр Васильевич çав-çавах çине тăрса ĕçленĕ. Турай, Шăмат, Выл пасарĕсенче пулса халăх калаçăвне çырнă. Тури чăвашсен сăмах вĕççĕн çӳрекен пуянлăхне пухнă, вĕсене Иван Яковлев патне илсе çитернĕ. Фольклорист, поэт ялта «Çăлкуç» хор йĕркеленĕ /каярахпа вăл Пазухин ячĕллĕ пулнă/. Пурăна киле «Асамат» ята илнĕ. П.Васильевăн 2014 çулта «Советская Чувашия» хаçатра пичетленнĕ статйи тăрăх, Константин Иванов Анат Чакăра виçĕ хутчен пулнă. Петр Пазухинпа савнийĕн Лизăн шăпи Нарспипе Сетнерĕнни пек килсе тухнă. Петĕр — вĕреннĕ çын, Лисук тĕрĕ ăсти пулнă. Вĕсене нумайăшĕ ăмсаннă. Петр вăрçăра чухне пĕр-пĕрин патне янă çырусене те илеймен. Лисука Петĕр вилни çинчен пĕлтерекен çырăва кăна панă. Хĕр хурлăхлă хыпара пĕлсен пурнăçран уйрăлнă. Николай Пазухин каланă тăрăх, пушар вăхăтĕнче Петр Васильевичăн ал çырăвĕсен пĕр пайĕ çунса кайнă. Çакăншăн Петĕр шутсăр куляннă. Ун хыççăн тата çине тăрарах ĕçлеме пуçланă. Паян хăшĕ-пĕри Константин Иванов поэт юлташĕпе Анат Чакка килнине ĕненесшĕнех мар. «Асăну хăмине кăçал çĕнĕрен туса çакрăмăр. Атте каланă тăрăх, Константин Иванов Анат Чакă ялне чăннипех килнĕ. Вĕсем çав йăмра тĕлĕнчен ларса Пăла тăрăх кимĕпе ярăннă. Клуб тĕлĕнче Огурцов хушаматлă çыннăн арманĕ пулнă. Унăн çывăхне çамрăксем вăййа тухнă. Пирĕн тĕп килте Вячеслав Пазухин юлнă. Халĕ Анат Чакăра Пазухинсем виçĕ килте пурăнатпăр. Аппан хушамачĕ улшăннă, Беловсене качча кайнă. Чакă клубĕнче Петр Васильевича халалласа кĕтес йĕркеленĕ», — пĕлтерчĕ çак кунсенче Николай Пазухин. <...>
Роза ВЛАСОВА.
♦ ♦ ♦
Пĕрин те теприн – медаль
Раççей салтакĕсем ятарлă çар операцийĕнче неонацистсемпе кĕрешеççĕ. Вĕсен паттăрлăхне кăкăрĕ çинчи тĕрлĕ орден-медаль те çирĕплетет. Çар çыннисене, хăшне-пĕрне, çапăçу хирĕнче малти рете пырсах наградăлаççĕ.
Вĕсен йышĕнче чăваш арĕсем те нумаййăн. «Награда хăйĕн хуçине тупнă», — теççĕ кун пек чухне. Акă, тĕслĕхрен, салтаксене тăшмана хирĕç хăюллăн çапăçнăшăн Георгий хĕресĕпе чыслаççĕ. 1913 çулччен вăл «Çар орденĕн палли» ятлă пулнă. IV степень Георгий хĕресĕпе паллă çар çыннисене Родион Малиновские, Георгий Жукова, Константин Рокоссовские наградăланă. Ятарлă çар операцине хутшăнакан Чăваш Енĕн хăюллă та паттăр арне Павел Леонтьева та IV степень Георгий хĕресĕпе хавхалантарнă. Канаш округĕнчи Михаил Семеновăн кăкăрĕ çине вара «Паттăрлăхшăн» медаль çакнă. Çар çыннине Чарпуç ялĕнчи шкулта пăлхануллă самантра чысланă. Михаил Семенов — çитĕнекен ăрушăн хăюлăхпа, паттăрлăхпа палăракан ырă тĕслĕх. Владимир Александров «Сура» батальонра 2023 çултанпа Раççейĕн никама пăхăнманлăхне хӳтĕлеме хутшăнать. Ентеше «Çарта палăрнăшăн» медальпе чысланă. Элĕк округĕнчи Александр Семенов та ятарлă çар операцийĕнче çирĕп кăмăлĕпе, хăюлăхĕпе палăрса ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăнă. Кăкăрĕ çинчи «Паттăрлăхшăн» медаль Александр Витальевича малалла талпăнма, çĕнтерĕве шанса тăшмана тĕп тума хавхалантарать. Çак медале СВОна Шăмăршă округĕнчен кайнă Александр Краснов та тивĕçнĕ. Чăваш каччине «Паттăрлăхшăн» медале илнĕшĕн чи малтан çарти юлташĕсем саламланă. Шупашкар хулинчен çар ретне тăнă Егор Егоровăн кăкăрĕ çинче те «Паттăрлăхшăн» медаль ялкăшать. Çамрăкскерпе тăванĕсем, юлташĕсем мăнаçланаççĕ, киле тĕрĕс-тĕкел таврăнма сунаççĕ. <...>
Елена МИХАЙЛОВА.
♦ ♦ ♦
Летчик пулма ĕмĕтленнĕ агроном
Ака-суха пуçланнă май Александр Павлов канăçне çухатнă, иртен пуçласа каçченех çĕр ĕçченĕсемпе уй-хиртен кĕме пĕлмест. Агроном Муркаш тăрăхĕнчи хуçалăхсене çитсе ларутăрупа паллашать, пулăшма тăрăшать.
Награда — ĕçтешсен çитĕнĕвĕ те
— «Çурхи кун — çулталăклăх», — тенĕ. Аграришĕн хĕрӳ тапхăрта кашни сехечĕ хаклă. Пысăк тухăç илме çĕр типиччен сухаласа акмалла, лартмалла. Пирĕн вĕсене çур акине пахалăхлă, вăхăтра ирттерме пулăшмалла. Уй-хирте ĕç шавĕ кĕрленĕ, çут çанталăк вăраннă чухне пӳлĕмре лăпкă мĕнле ларăн? — сăмах пуçарчĕ Александр Ильич. Александр Павлов Муркашра çуралса ӳснĕ. Йышлă çемьере çитĕннĕ май пĕчĕкренех ĕç патне туртăннă. Çуллахи каникулсенче хуçалăхра тăрăшнă.
— Хăшĕ-пĕри ачаранах умри çулне палăртать, ĕмĕчĕ патне çирĕппĕн утать. Эпĕ те летчик пулас ĕмĕтпе хавхалантăм. Пуç çийĕпе кĕрлесе вĕçсе иртекен самолетсене, пилотсене ăмсанса сăнаттăм. Çитĕнерехпе вара тухтăр профессийĕ килĕшме тытăнчĕ. Летчик пулаймасан та тухтăра вĕренес шанăç пурччĕ. Анчах ĕмĕт ĕмĕтпех юлчĕ, шăпам пач урăхла çаврăнса тухрĕ. 1983 çулта шкултан вĕренсе тухсан çара илсе кайрĕç. Салтак пăттине çинĕ май шухăш-кăмăл улшăнчĕ. Пилĕк ачаран эпĕ — чи кĕçĕнни, çемье вучахне упраканни. Аслисем тăван килтен вĕçсе тухса кайнăччĕ ĕнтĕ. Аслă ăрăва та тĕрев кирлĕ, вĕсене мĕнле пăрахса хăварăн? Çитменнине, мана яланах ялта пурăнма килĕшнĕ. Лăпкă, ирĕклĕ кунта, уçă сывлăшпа кăкăр тулли сывлатăп. Çуркунне çитнĕ май çут çанталăк чĕрĕлет, чун çĕкленет. Çу енне кайăк-кĕшĕк пĕр-пĕринпе ăмăртмалла тенĕн юрланине итлеме кăмăллатăп. Çулла улма-çырла, пахча çимĕç пулма тытăнсан хам ĕçе хаклатăп, савăнатăп. Кĕркунне тулли пӳлмене пăхса хĕпĕртетĕп. Çут çанталăк илемлĕхĕ ялта уйрăмах палăрать. Хула пурнăçне, шăв-шавне хăнăхма йывăр мана. Çĕре, тăван тăрăха юратни тĕллевсене, шухăшăма улăштарчĕ. Çапах ялта йĕркеллĕ ĕçлесе пурăнма специальноç кирлĕ. Çартан таврăнсан Чăваш патшалăх ял хуçалăх институчĕ çумĕнчи /халĕ — аграри университечĕ/ ятарлă курса çӳрерĕм, тĕп предметсене тепĕр хут аса илтĕм. Кун хыççăн çăмăллăнах аслă шкула агронома вĕренме кĕтĕм, — иртнине куç умне кăларчĕ вăл. Диплом илсен çамрăк специалист тăван тăрăхах таврăннă. 1991 çулта Муркаш районĕнчи «Сундырский» совхоза тĕп агронома вырнаçнă. Тăватă çул опыт пухнă хыççăн районти патшалăх вăрлăх инспекцине ертсе пыма тытăннă. Хыççăн район администрацийĕн ял хуçалăх управленийĕнче те ĕçлеме тӳр килнĕ унăн. 2012 çултанпа — Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕн Муркаш уйрăмĕнчи тĕп агрономĕ. Вăтăр çул ытла ял хуçалăх отраслĕнче тăрăшать вăл. Çак тапхăрта илнĕ наградăсене асăнса пĕтереймĕн. Иртнĕ çул Александр Павлов «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ» хисеплĕ ята илме тивĕçнĕ. — Патшалăх награди — ĕçтешсен çитĕнĕвĕ те. Пирĕн ĕçе пысăка хурса хаклани малашне тата тăрăшарах вăй хума хавхалантарать, — терĕ вăл. <...>
Лариса НИКИТИНА.
♦ ♦ ♦
Экспонатсене тытса пăхма никам та чармасть
Пур вĕт çавăн пек тĕлĕнтермĕш çынсем. Ватлăха пăхмасăр пурнăçпа тан е унран маларах та утаççĕ. Акă Хĕрлĕ Чутай округĕнчи Мучикассинче пурăнакан Зинаида Чернова килĕнче музей йĕркеленĕ. Унпа паллашма тĕрлĕ çĕртен шкул ачисем, аслă ăрури çынсем, тĕрлĕ çĕрте ĕçлекенсем пыраççĕ.
«Эпĕ килте музей йĕркелеме тахçанах шухăшланă, — калаçăва пуçăнчĕ Зинаида Михайловна. — Пирĕн авалхи ĕç хатĕрĕ нумай. Çавна май пĕррехинче музей уçма мăшăра сĕннĕччĕ. Вăл хирĕç пулмарĕ. «Музей йĕркелетпĕрех», — тетчĕ пĕрмай. Анчах унăн вăхăчĕ пулмарĕ. Вăл çав тери ĕçчен, пур енĕпе те ăста çынччĕ: тимĕрçĕ, платник… Чӳрече рами, тимĕр кăмака тăватчĕ, пӳрт тăрри витетчĕ. «Колькка, атя-ха, пулăш», — тетчĕç ăна яланах. Шел те, пурнăçран вăхăтсăр уйрăлчĕ. Сăмах май, хуняçа та ăста тимĕрçĕ пулнă. Çавăнпа тимĕр хатĕр-хĕтĕр нумай пирĕн. Кĕпетумтир те сахал мар. Çапла вара хамăн 80 çулхи юбилей тĕлне музей йĕркелеме шут тытрăм. Хыпаланса ĕçлеме тытăнтăм. Ку ĕçе тума мана никам та хушман, сĕнмен. Музее чун-чĕре ыйтнипе йĕркелерĕм. Япаласене пӳртре çакма округри культура çурчĕн ĕçченĕсем пулăшрĕç. Ĕç хатĕрĕсене, савăт-сапана лаçа вырнаçтартăм. Паллах, хăш-пĕр экспоната ял çыннисем пачĕç». Музей темиçе пайран тăрать. Алăк урлă каçсанах пӳртре тури чăвашсен çи-пуçне, тĕрĕллĕ япаласене, атă-пушмака асăрхатăн. Çавăнтах — сурпан, масмак. Музейсенче экспонатсене тытма юрамасть, кунта вара тĕрре-çĕвве, япаласене алла илме никам та чармасть. «Асанне арчинче» мĕн кăна çук?! Тĕртнĕ кĕпе, атă-пушмак, урайне сармалли çыхнă кавир, чĕнтĕрлĕ япаласем... Кил-çуртра усă курнă савăт-сапа, утюг, тараса, хунар, çăпата, карçинкка, тимĕртен тунă хатĕрхĕтĕр, ĕç хатĕрĕсем кил картинче, лаçра вырнаçнă. Вĕсенчен чылайăшне хăйсем тунă. Кунтах 1803 çулхи тараса упранать. Зинаидăпа Николай Черновсем пилĕк ача çуратса ӳстернĕ. Паянхи кун ăрăва малалла тăсакан мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем — 20-рен ытла. 83 çулти хĕрарăм пĕчченех пурăнать пулин те ачисем тăван кил-çуртне час-часах килсе çӳреççĕ. Амăшне пысăк ĕçсене пурнăçлама пулăшаççĕ. <...>
Валентина ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
Чăвашла ятлама тытăнсан ачасем шăпланнă
Çеçпĕл Мишшин «Чăваш хĕрарăмне» сăввинче çапларах йĕркесем пур: «Хĕрарăмăн çӳçĕ вăрăм, ăсĕ кĕске тетчĕç. Уншăн çут тĕнче курмашкăн мĕне кирлĕ тетчĕç». Вăхăт иртнĕçемĕн çак каларăшсем кивелчĕç. Халĕ чăваш хĕрарăмĕ ăçта кăна пулмасть? Мĕн кăна ĕçлемест? Акă тантăшăм Валентина Федотова та халĕ Чечня Республикинче ачасене биологи тата хими вĕрентет.
Тăван чĕлхине юратаççĕ
Ножай Юрт районĕн центрĕнчи шкулта иккĕмĕш çул ĕçлет вăл. Кĕске вăхăтрах ачасем ăна хисеплеме тытăннине, хăй те вĕсене хăнăхни пирки калать Валентина Петровна. «Унта вĕрентекенсене ашшĕ ячĕпе чĕнмеççĕ. Çапла вара эпĕ те вĕсемшĕн Валентина шутланатăп. Паллах, ача ачах ĕнтĕ. Пĕррехинче вĕренекенсем урокра шавласа кайрĕç. Хăйсен чĕлхипе темĕн калаçаççĕ — ăнланмастăп. Эпĕ те нумай шухăшласа тăмарăм: хайхискерсене чăвашла ятлама тытăнтăм. Пурте шăпланчĕç. «Мĕнле чĕлхепе калаçатăр эсир?» — терĕç тĕлĕнсе. Çавăн хыççăн чăвашла вĕрентме ыйтрĕç. Чăн та, пĕр хĕрача кашни ирех чăвашла сывлăх сунма тытăнчĕ. Вĕсем пĕр-пĕринпе яланах хăйсен чĕлхипе пуплеççĕ. Сăмах май, чечен чĕлхине шкул программинче пĕр сехет те чакарман. 5-7-мĕш классенче халĕ 5 урок /3 сехет — чĕлхе, 2 сехет — литература/, 8-11-мĕш классенче — 4 урок. Хăйсен чĕлхине питĕ хисеплеççĕ вĕсем. Ахальтен мар Чечня Республикин Пуçлăхĕ Рамзан Кадыров тăван чĕлхе вĕрентекенĕсене пурне те кăçалхи вĕренӳ çулĕнче 100-шер пин тенкĕ парса хавхалантарчĕ. Анне чĕлхине хисеплесси «çӳлтен» пуçланмалла та. Эпĕ сăнанă тăрăх, арçын ачасем тавçăруллăрах. Вĕсем пĕр-пĕр ыйтăва хуравлас тесе çунса тăраççĕ. Хĕрачасем вара юлхаврах. Учительсем çитменни те вĕренӳре чăрмав кӳрет. Предметсене специалистсем вĕрентмеççĕ. Сăмахран, биологи, хими учителĕсем çитмеççĕ. Шкул тумĕ пурин те пĕр. Ăна çирĕп пăхăнса тăраççĕ. Хĕрачасем шурă блузкăпа, вăрăм юбкăпа çӳреççĕ. Пуçа тутăр çыхаççĕ. Арçын ачасен шурă кĕпе, хура шăлавар тăхăнмалла, галстук çыхмалла. Ăна çыхма мантăн пулсан — киле чупатăн. Вĕрентекенсем те тутăрпа, вăрăм юбкăпа çӳреççĕ. Хам та çак тума хăнăхрăм халĕ. Сăмахран, тутăр çыхмасан темĕн çитмест пек туйăнать. Çакă сăпайлăрах пулма та хистет. Тĕрĕссипе, вĕсем хăйсем пек тăхăнма хушмаççĕ, анчах манăн ытти вĕрентекенрен уйрăлса тăрас килмест. Çавăнпах мана чылайăшĕ чечен хĕрарăмĕ вырăнне хурать. Урамра та, лавккара та манпа чеченле калаçаççĕ. Эпĕ вара ăнланманнине пĕлтеретĕп. Унтан вырăсла калаçма тытăнаççĕ. Пĕррехинче Грозный хулинче юбка туянма лавккана кĕтĕм. Сутуçă манпа чеченле калаçма тытăнчĕ. «Ăнланмастăп», — терĕм эпĕ. «Эсир ăçтан?» — ыйтрĕ вырăсла. Чăваш Республикинчен пулнине пĕлтертĕм. «Мĕн тери аван! Тинех пирĕн пата Раççейрен вĕрентекенсем килме пуçларĕç, — хавхаланчĕ хайхискер. — Мĕнле предмет вĕрентетĕр?» Биологи, хими вĕрентнине пĕлсен: «Манăн пичче — шкул директорĕ. Ăна сирĕн пек специалист питĕ кирлĕ, тахçантанпах нушаланать вăл», — терĕ. Тумтире кура манпа транспортра та чеченле калаçаççĕ. Çамрăксем аслă çулти çынсене вырăн параççĕ. Хĕрсем те, каччăсем те çак енĕпе маттур. Хĕрсем питех сăрланманни, сăпайлă тăхăнса çӳрени мана уйрăмах килĕшет. Никам та унта çӳç-пуç сапаласа, тӳме вĕçертсе çӳремест. Урамра пирус туртакана, сăра-эрех ĕçекене курман эпĕ», — кăмăллăн калаçрĕ тантăшăм. <...>
Валентина ПЕТРОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас