Хыпар 40 (28357) № 03.06.2025

3 Çĕртме, 2025

Çемьесем патшалăх тĕревне ытларах туйма пуçлĕç

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев палăртнă тăрăх, ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен пуçлăхĕсемпе тунтикун ирттернĕ канашлура пăхса тухнă ыйтусен тухăçлăхĕн кăтартăвĕ — пурнăç пахалăхне лайăхлатни.

Çак тĕллеве тĕпе хурса республикăра ачаллă çемьесене пулăшас енĕпе тĕрлĕ мера çирĕплетеççĕ. Чăваш Республикин ĕçлев министрĕ Алена Елизарова юлашки вăхăтра ача çуратакансен йышне ӳстерессипе çыхăннă мероприятисем пирки каласа кăтартрĕ: «Хĕрарăмсен консультацийĕсенче ача кĕтекенсем валли ятарлă пунктсем йĕркеленĕ. Мăшăрсем ЭКО программин хатĕрленӳ тапхăрне тӳлевсĕр хутшăнма пултараççĕ. Нумай ачаллă çемьесен пĕр ачине вĕрентнĕшĕн тăкаксен 50 процентне патшалăх саплаштарать. Амăшĕ пулма хатĕрленекен студентсене 100 пин тенкĕрен кая мар тӳлев параççĕ. Социаллă пулăшупа тивĕçтерекен организацисенче виçĕ çула çитмен ачасене кĕске вăхăтлăха йышăнакан уйрăмсем йĕркеленĕ, куллен кирлĕ япаласене проката паракан пунктсем уçнă». Алена Елизарова пĕлтернĕ тăрăх, хушма çак мерăсемпе çулталăкра 5 пин ытла çемье усă курма пултарĕ. Палăртнă тĕллевсене пурнăçлама федераци бюджетĕнчен 2025-2027 çулсенче 780 миллион тенкĕ уйăрĕç. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче каланине пурнăçа кĕртсе муниципалитетсенче ачасен япалисене проката паракан пунктсем тата пĕчĕккисене кĕске вăхăтлăха хăвармалли ушкăнсем уçма пуçланă. Кăçал вунă организацире çакăн евĕрлĕ 11 ушкăн тата пункт пулĕ. Килес çул 3 ушкăн тата 11 пункт йĕркелĕç. Вĕсен пулăшăвĕпе студентсен, нумай ачаллă, сахал тупăшлă, сусăр ача ӳстерекен, тăлăхсене хӳтте илнĕ, ятарлă çар операцине хутшăнакан çемьесем усă курма пултарĕç. Республика Пуçлăхĕ сĕннипе çăмăллăхлă категорисен шутне çавăн пекех аспирантсен тата ăслăлăх ĕçченĕсен çемйисене кĕртнĕ. «Япаласене проката ултă уйăхлăха тӳлевсĕр параççĕ. Пĕтĕмпе списокра — пĕчĕк ачасене куллен пăхма кирлĕ 19 тĕрлĕ япала. Ашшĕ-амăшĕ вăл е ку ыйтупа каймалли тупăнсан садика çӳремен ачисене социаллă пулăшупа тивĕçтерекен учрежденисенче виçĕ сехетлĕхе хăварма пултараççĕ. Ушкăнра çичĕ ача таран пулĕ. Воспитани ĕçне ăста специалистсем пурнăçлĕç», — пĕлтерчĕ Алена Елизарова. Олег Николаев патшалăх тивĕçтерекен çак пулăшу мерисем Раççей Президенчĕ хушнипе шайлашса тăнине палăртрĕ. «Пирĕн малашнехи тĕллев — çынсем ыйтнине вăхăтра тата тивĕçлĕ пурнăçласси», — терĕ вăл. Чăваш Ене килекен туристсен йышне тата республикăн инвестици илĕртӳлĕхне ӳстерес тĕллевпе хатĕрлекен «Наци туризмĕн маршручĕ» проект та — Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырури тĕп ыйтусенчен пĕри. Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Лариса Рафикова пĕлтернĕ тăрăх, мега-проекта вунă территори — Шупашкар хули, Улатăр, Куславкка, Красноармейски, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Шупашкар, Етĕрне, Йĕпреç, Çĕрпӳ округĕсене — кĕртнĕ. Кашни муниципалитетра туристсене илĕртме пултаракан вырăнсене палăртнă. Шупашкарта, тĕслĕхрен, Раççейĕн тĕрленĕ карттин, Чăваш наци, Трактор историйĕн музейĕсем, Хĕрлĕ тӳрем хăнасемшĕн кăсăклă пулĕç. Красноармейски тăрăхĕнчи илĕртӳллĕ вырăнсен шутне Яманакри шыв арманне, «Виçĕ хĕвел» этнопарка, «Чăваш хресченĕн XIX ĕмĕрти картишĕ» кану базине кĕртнĕ. Муркаш округне пыракансем арçынсен Александр Невский мăнастирĕпе, чи ватă юманпа, тури чăвашсен музейĕпе кăсăклансах паллашĕç. Наци туризмĕн маршрутне кĕртнĕ ытти муниципалитетра та интересли нумай. «Проекта ĕçе кĕртни туризм тата унпа шайлашуллă сферăра пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсене аталанма май парĕ. Çавăн пекех 2,6 пин ытла çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. 600 инвестици тата 70 инфратытăм проектне пурнăçа кĕртме пултарăпăр. Тĕп кăтарту, паллах, Чăваш Енри çынсен пурнăç пахалăхĕ тата шайĕ ӳсни», — терĕ Лариса Рафикова. Граждансем хăйсене пăшăрхантаракан ыйтусене «Патшалăх ĕçĕсем. Пĕрле татса паратпăр» портал тата социаллă сетьсем урлă влаç органĕсем патне çитерме пултараççĕ. Региона ертсе пыракан центр ертӳçи Татьяна Немцева пĕлтернĕ тăрăх, çу уйăхĕнче 5700 ытла ыйту йышăннă. Çыракансен хушшинче Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенче, Улатăр, Канаш, Çĕмĕрле округĕсенче пурăнакансем ытларах. Çынсем çул-йĕрпе, тавралăха хăтлăлатассипе, вĕрентӳпе, общество транспорчĕпе, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхпа çыхăннă ыйтусене хускатнă. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.


Çĕнтерĕвĕн хакне манмалла мар

Тăваттăмĕш хут иртекен агрослет девизĕ — «Çĕнтерĕве пĕрле кĕтсе илер». Кăçал Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине Çĕнтерӳпе вĕçленĕренпе 80 çул çитнине паллă турăмăр. 1941-1945 çулсенче Чăваш Республики шанчăклă тыл пулса тăнă. Региона 28 завод куçарса килнĕ, промышленноç производствисене пуçарнă. 208 пин ентеш фронта тухса кайнă, 106 пинĕ таврăнайман. Тылри халăх иртен пуçласа çĕрлеччен ĕçленĕ.

«Çĕнтерĕве пĕрле кĕтсе илер» девиз мĕнле çуралнă пирки асăнса хăварам. Вăрçă вăхăтĕнче халăх вăй-хала шеллемесĕр пĕрле тăрăшнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин историне лайăх астăватпăр. Эпир Çĕнтерĕве çывхартнă паттăрсене курса ӳснĕ. Шел те, ветерансем сахалланса пыраççĕ. Çĕнтерĕвĕн хакне манмалла мар. 2021 çулта муниципалитетсенчи культура ĕçченĕсем постановкăсем лартрĕç, вăрçă çулĕсем пирки документлă фильмсем ӳкерчĕç, тĕрлĕ мероприяти ирттерчĕç. Вĕсенчен пĕринче çул çитмен арçын ача тăчĕ те: «Эпĕ вăрçă пирки кĕнекесем вуланă, кино курнă, анчах паян асаплă çав çулсен йывăрлăхне туйрăм», — терĕ. «Пирĕн астумалла, пĕлмелле, пĕрле тăрăшмалла», — терĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев агрослетăн дискусси пайне уçнă май. Пĕрремĕш хут агрослета РФ Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн заместителĕ Александр Тихонов хутшăнчĕ. Елчĕк округĕнчи Тăрăм салинче çуралса ӳснĕскер ветерансен паттăрлăхĕ пирки аса илтерчĕ. Фронтран таврăннăскерсен ĕçре те паттăрлăх кăтартса Тăван çĕршыва çĕклеме тивнĕ. «Ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем пирки те асăнса хăварам. Чăваш каччисем хăйсене лайăх енчен кăтартни мăнаçлантарать. Вĕсем кăткăс операцисене хутшăнаççĕ, задачăсене пурнăçлаççĕ, кашни кунах неонацистсем çавăрса илнĕ ял-салана ирĕке кăларассишĕн тăрăшаççĕ. Çакăн пек мероприятие чĕннĕшĕн пысăк тав. Калаçăва хутшăнса чылай çĕннине пĕлтĕм», – терĕ Александр Михайлович. Дискусси ĕçне ăсчахсемпе историксем хутшăнчĕç. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе географи факультечĕн преподавателĕсем Олег Андреевпа Марина Широкова «День Победы приближали как могли. Чувашия в годы Великой Отечественной войны» кĕнеке пирки каласа кăтартрĕç. «Пĕрремĕш хут ăна 5 çул каялла пичетлерĕмĕр. Анчах унтанпа чылай ĕç-пуç пулса иртрĕ: 2022 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче Куславкка округĕнчи Куснар ялĕ çывăхĕнче «Чĕмсĕр чикĕсен строителĕсене» мемориал комплексĕ уçăлчĕ, Шупашкар та «Ĕç мухтавĕн хули» ята тивĕçрĕ. Аслă Çĕнтерĕвĕн 80 çулти юбилейĕ валли унăн иккĕмĕш кăларăмне пичетлес терĕмĕр. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пирĕн шухăша ырларĕ», — пĕлтерчĕ Олег Андреев. Сивĕ кунсенче те окоп чавма чарăнман Чăваш Республикин Çар мухтавĕн музейĕн ертӳçи Людмила Жестянкина хӳтĕлев чиккисен строительстви пирки каласа кăтартрĕ. ЧР Патшалăх истори архивĕ пĕлтернĕ тăрăх, 1941 çулхи кĕркунне çĕршыв ертӳлĕхĕ оборона линийĕсем тума йышăннă. Чăваш АССРĕнче Сăр тата Хусан чиккисен хӳтĕлев линийĕсене тунă. Вĕсен пĕтĕмĕшле тăршшĕ республикăра 380 километра яхăн пулнă. Çирĕплетнĕ схемăпа килĕшӳллĕн вĕсем Мари, Чăваш, Мордва тата Тутар автономи республикисем, Пенза облаçĕ тăрăх иртнĕ. Сăр оборона чикки Етĕрне округĕнчи Засурское патĕнчен пуçласа Хĕрлĕ Чутай округĕнчи Пантьăк, Улатăр округĕнчи Сăр Майданĕ çывăхĕнчен иртнĕ, республикăпа Чĕмпĕр облаçĕн чикки патне /Улатăр округĕ/ çитиччен тăсăлнă. Хусан линийĕ Мари АССРĕнчи Звенигово шыв кукринчен пуçласа Чăваш АССРĕн Октябрьски сали, Вăрмар округĕнчи Энĕшпуç, Арапуç ялĕсем урлă иртнĕ, Тутар АССРĕн чикки патне çитнĕ /Тăвай тата Мучар ялĕсен çывăхĕнче/. Окопсене 1941 çулхи юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче чавма тытăннă. Хушура çак ĕçе 17 çултан аслăрах, çирĕп сывлăхлă çынсене явăçтармаллине палăртнă. Кашни районăн хăйсен çыннисене ĕç хатĕрĕсемпе тивĕçтермелле пулнă: кĕреçесемпе, лумсемпе, кувалтăсемпе, пăчкăсемпе, наçилккасемпе… Пĕтĕм лаптăкра куçса çӳрекен госпиталь-изоляторсем, тухтăр пункчĕсем, санэпидеми тата дезинфекци отрячĕсем пулнă, вĕсен йышĕнчи медицина ĕçченĕсене эмелсемпе тата çыхмалли материалсемпе тивĕçтернĕ. Строительство ĕçĕсене кунсерен вăтамран 85 пин çын хутшăннă, хăш-пĕр чухне çак йыш 110 пин çын таран ӳснĕ. Ĕç пĕр чарăнми, канмалли кунсăр пынă. Çав тери сивĕ кунсенче те окоп чавма чарăнман. Çынсем калама çук йывăр условисенче тар юхтарнă, шăннă çĕре кăвайт чĕртсе ирĕлтернĕ, лумпа тата кĕреçепе чавнă. Ăшă тум çитмен. Çынсен атă-пушмакĕ питĕ хăвăрт юрăхсăра тухнă. Строительствăра вăй хуракансене вĕри апатпа тивĕçтерме тăрăшнă, анчах ку тĕллеве пĕтĕм колхозах пурнăçлайман. Нумайăшĕ йывăрлăхсене чăтайман, çемйинчен аякра ĕçлени, фронтри тăванĕсем пирки пăшăрханни хăшнепĕрне тарма хистенĕ. Çанталăк япăххине тата техника çуккине пăхмасăр 1941 çулхи чӳк уйăхĕнчен пуçласа 1942 çулхи кăрлач уйăхĕнче алă вĕççĕн 5 миллион кубла метра яхăн тăпра чавса кăларнă. Йывăçран, чулран тата тăпраран нумай сооружени тунă. Оборона сооруженийĕсен строительствинче социализм ăмăртăвĕсем йĕркеленĕ, рабочисем пĕр-пĕрин опычĕпе паллашнă; малта пыракан участоксене, бригадăсене, звеносене, уйрăм рабочисене премисем панă. Пĕр кунхи норма 3 кубла метрпа танлашнă, çапах ăна темиçе хут ытларах пурнăçланă тĕслĕхсем те пулнă. Чăваш Енри Хĕрарăмсен канашĕн ертӳçи Наталья Николаева патриотлăх пирки сăмах пуçарчĕ. «Кам вăл патриот? Мĕн тăвать вăл?» — ыйтрĕ вăл пухăннисенчен. Наталья Алексеевна çамрăксенчен пуçарулăх кĕтнине палăртрĕ. Çĕнтерӳ кунĕнче Шупашкарта иртнĕ ретроспектива пирки каласа кăтартрĕ. Анлă мероприятие тĕрлĕ ӳсĕмрисене явăçтарнă. <...>

Ольга КАЛИТОВА.

♦   ♦   


Ÿсĕм ĕçлеме хавхалантарать

Аграри секторĕ кирек хăш патшалăх экономикинче те стратеги тĕллевне пурнăçлать, производствăсен никĕсĕ шутланать. Чăваш Енре пурăнакансене апат-çимĕçпе туллин тивĕçтерессишĕн ял хуçалăхĕнче иртнĕ çулсенче епле ĕçленĕ? Ыйтăва республикăн ял хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Инна Волкова хуравлать.

— Республикăн ял хуçалăх производствин калăпăшĕн индексĕ иртнĕ 5 çулта (2020-2024) — 112,5%, апат-çимĕç продукчĕсен вăл — 112,7%, ĕçмелли шывсен 109,3% танлашнă. Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ кашни гектар çĕр пуçне продукци туса илессипе Чăваш Ен Раççейре малти вырăнсенчен пĕрне йышăннă. 2024 çулта мĕн пур йышши хуçалăхсенче кашни 100 га çĕр пуçне продукци 7,1 млн тенкĕлĕх — 2020 çулхинчен 54,3% ытларах — туса илнĕ. 2020-2024 çулсенче пирĕн тырă производстви — 31,9%, çăмартан вăл — 30,6%, сĕтĕн — 12,6%, пахча çимĕçĕн — 10,6%, ашăн — 3,4%, хăмлан 23% ӳснĕ. Республикăн апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕн доктринипе килĕшӳллĕн Чăваш Ен хăйне тĕп апат-çимĕçпе туллин тивĕçтерет. Апат-çимĕç пĕçернĕ чухне усă курнинчен çĕр улми — 1,8 хут, сĕт — 1,5 хут, пахча çимĕç —18,6%, çăмарта 14,8% ытларах, Чăваш Енре пурăнакансене аш çулталăкра кирлĕ чухлĕ туса илнĕ.

— Инна Вячеславовна, ял çыннисем кашни ĕнерен талăкра вăтамран миçе килограмм сĕт сунипе кăсăкланаççĕ — мĕн пĕлтеретĕр?

— Ку енĕпе çӳлте асăннă тапхăрта рекорд тунине палăртас килет. Вăтам сăвăм 2024 çулта 30,7% хушăнса 8 пин килограма, ĕне кĕтĕвĕн ăратлă выльăх тӳпи 42 процентран 48,6 çитрĕ. Ял хуçалăх организацийĕсен ĕне выльăхĕн çурри ăратлă тата лайăхлатнăскер. Çулсерен ăратлисен йышне пысăклатни, хуçалăхсене патшалăх пулăшăвĕ кӳни, ăна тӳррĕн сăвăмпа çыхăнтарни, ĕнесене паха апатпа тăрантарни, рациона пăхăнни, ĕне выльăха наука сĕнекен технологисемпе усă курса пăхни тата фермăсене ветеринари ыйтнипе тивĕçтерни çавнашкал ӳсĕм тума май пачĕ.

— Иртнĕ çулсенче АПКра мĕнле çĕнĕ производствăсем вăй илчĕç?

— Чăваш селекционерĕсем хурсен «Макулинский» кросне шухăшласа кăларчĕç. Çак гибрид Раççей рынокĕнче 70% йышăнать. Республикăри предприяти хур аçин ăратлă вăрлăхĕпе Раççей репродукторĕсемпе кайăк-кĕшĕк фабрикисене çеç мар, Казахстанрисемпе Беларуçрисене те тивĕçтерет. Кашни сезонра 100 пин ытла таран хур сутать. Эпир севок сухан производстви енĕпе те çĕршывра малта: унăн 69 процентне яхăн Чăваш Ен туса илет. Ăна Федерацин тĕп округĕнчи Белгородпа Воронеж облаçĕсенчен тытăнса Çĕпĕр округĕнчи Красноярск крайне çитиччен вырнаçнă хуçалăхсем туянаççĕ, экспорта вăл Беларуçа, Казахстана, Молдовăна, Монголие каять.

— АПК ветеранĕсем нумай çул усă курман ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрпе усă курас ыйтăва иртнĕ çулсенче часчасах çĕклерĕç. Ял хуçалăх министерстви вĕсемпе пĕр шухăшлă пулса пысăк ĕç пуçласа ячĕ.

— Усă курман çĕре пусă çаврăнăшне малашне те кĕртетпĕр. Кĕркунне хыт хура хупăрланă 46,3 пин гектара 2020-2024 çулсенче сухаласа акнă, 2025 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне чылай çул усăсăр выртаканни 12399 га шутланнă. Сăмахран, «КиПиАй» агрохолдинг Улатăрпа Пăрачкав округĕсенче ял хуçалăх çĕрĕпе тухăçлă усă курмасть. Муниципалитетсен округĕсен ăна пусă çаврăнăшне тĕрлĕ майпа, çав шутра субарендăна парса, кĕртессишĕн тивĕçлĕ мерăсем йышăнмалла.

— Эсир илсе кăтартнă цифрăсенчен çĕр ĕçченĕсем лайăх ĕçленине куратпăр. Анчах вĕсен уйăхри шалăвĕ хушăнать-и?

— Çуллен ӳснĕ: иртнĕ 5 çулта 2,1 хут. 2024 çулта 45,5 пин тенкĕпе танлашнă. АПКра тăрăшакансен вăл республикăра вăй хуракансен ĕç укçин шайне çĕкленессишĕн самаях туртăнчĕ. Аграрисем ăна 2019 çулта республикăра вăй хуракансен шалăвĕн — 72,4%, 2024 çулта 78,3% чухлĕ илнĕ.

— Паллă ĕнтĕ: ял хуçалăхне инвестици çуллен нумай хурсан çеç çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме, производствăна пысăклатма пулать. 2020-2024 çулсенче АПКна инвестици миçе тенкĕлĕх хывнă?

— 20,5 млрд тенкĕлĕх: çав шутран ял хуçалăхне — 12,5 млрд, тирпейлесе апат-çимĕç туса кăларакан промышленноçа 8 млрд. Ял хуçалăх чĕр чунĕсене ĕрчетме 169 ферма туса е реконструкцилесе 1298 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ.

— Патшалăх пулăшăвне тивĕçессишĕн çĕр ĕçченĕсен те, муниципалитетсен те тăрăшма тивет. Ку енĕпе кăтартусем мĕнле? — Пирĕн аграрисем кашни га сухалакан-акакан çĕр пуçне 6,5 пин тенкĕ е федерацин Атăлçи округĕн вăтам кăтартăвĕнчен пулăшу 2,3 хут ытларах илсе 14 регион хушшинче пĕрремĕш вырăна тухрĕç. Патшалăх пулăшăвĕн виçипе формисен йышĕ кашни çулах пысăкланать. Аграрисем пулăшу 2024 çулта 7,7 млрд тенкĕлĕх е 2019 çулхинчен 2,6 хут ытларах илнĕ.

Юрий МИХАЙЛОВ калаçнă.

♦   ♦   ♦


«Ачалăхри ĕмĕтĕм пурнăçланчĕ»

Хамăр тĕпеле Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ экологне, географи наукисен кандидатне, Федор Карягин профессора чĕнтĕмĕр. Вулакансене унăн ĕçĕ-хĕлĕпе, пурнăçĕпе паллаштарма кăмăл турăмăр.

Ĕç династийĕ малалла тăсăлать

— Федор Александрович, сире, 1945 çулта çуралнăскере, Аслă Çĕнтерӳ ывăлĕ темелле пулĕ. Çапах та вăрçă хыççăнхи çулсем те çăмăлах пулман…

— Эпĕ Патăрьел районĕнчи Кивĕ Ахпӳрт ялĕнче колхозниксен нумай ачаллă çемйинче çуралнă, асли пулса çитĕннĕ. 4 класран вĕренсе тухнă хыççăнах мана колхоз лашине шанса пачĕç. Аслисемпе тан утă-улăм, йĕтем çине тыр-пул турттарнă. Шкулти производство бригадине те çӳренĕ. Туçари вăтам шкулти бригада республикăра чи лайăххи шутланнă. Пĕтĕмлетсе каласан, ачалăхпа çамрăклăх ытти ачанни пекех иртнĕ: выртмана çӳренĕ, колхоз уй-хирĕнче ĕçленĕ, йĕлтĕрпе, конькипе ярăннă, лапталла вылянă. Выçăллă-тутăллă иртнĕ пулин те савăнăç та курнă. Ун чухне эпир, арçын ачасем, ытларах вăрçăлла выляттăмăр. Автоматсемпе пистолетсене хамăрах йывăçран ăсталанă. Граната вырăнне — кĕл тултарнă хут пакетсемччĕ. Унсăр пуçне эпĕ кĕнекепе те туслă пулнă: Леонид Агаковăн «Ылтăн вăчăра», Юрий Корольковăн «Леня Голиков партизан» кĕнекисене вулама юрататтăм. Спортпа та кăсăкланаттăм: çăмăл атлетика, йĕлтĕрпе чупас, шахматла выляс енĕпе. Пĕр вăхăт сăн ӳкерес тĕлĕшпе те интереслентĕм, ӳнерçĕ-классиксен открытка пуххине, пластинкăсем, Владимир Высоцкий кĕнекисене пуçтараттăм. Высоцкий халĕ те пĕрремĕш вырăнта маншăн. 4-мĕш класра вĕреннĕ чухне пионер дружинин председателĕ, 10-мĕш класра вара шкулти комсомол организацийĕн секретарĕ пулнă.

— Эсир ача чухне кам пулма ĕмĕтленнĕ? Ĕмĕттĕллев пурнăçланчĕ-и?

— 7-мĕш класра вĕреннĕ чухне пире ӳссен кам пуласси çинчен сочинени çырма пачĕç. Эпĕ хамăн хайлавра географи вĕрентекенĕ пулас килнине палăртрăм. Сăмах май, çак сочиненисем халĕ шкул музейĕнче упранаççĕ. Эпĕ географие юрататтăм. Ăна Василий Салмин ертсе пыратчĕ. Василий Александрович Япони вăрçине хутшăннă. Çавна май унăн награда чылайччĕ. Вăл пире Монголи, Китай çĕршывĕсем тата унта пурăнакансем çинчен каласа кăтартатчĕ. Вăрçă пирки питех аса илместчĕ. Василий Салмин «Çамрăк географ» кружок ертсе пыратчĕ. Унта эпĕ те çӳреттĕм, кружок ĕçне хастар хутшăнаттăм. Ачалăхри ĕмĕтĕм пурнăçланчĕ: аслă шкул хыççăн 7 çул ачасене географи вĕрентрĕм, завучра та ĕçлерĕм. Халĕ 30 çула яхăн аслă шкулта студентсене географипе, экологипе пĕлӳ паратăп. Ачасемпе уроксем ирттернисĕр пуçне шкул тата класс тулашĕнчи ĕçсене те пурнăçланă, тавра пĕлӳ ĕçне те явăçтарнă. Вĕренекенсемпе йывăç-тĕм лартассине те йăлана кĕртрĕм. Çуран тата велосипедпа походсене çӳреттĕмĕр. Каярахпа студентсемпе ĕçлеме тытăнтăм. Тĕрлĕ должноçра вăй хунă пулсан та преподаватель ĕçне пăрахман: çамрăк рабочисен каçхи шкулĕнче, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн психологипе педагогика факультетĕнче, Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнче тата ытти çĕрте ĕçленĕ. Студентсем тĕрлĕ форума, конкурса, конференцие хутшăннă. Час-часах çĕнтерӳçĕ, призер ятне тивĕçнĕ. Сăмах май, пирĕн йăхра вĕрентекен чылай. Педагогика стажĕ пĕтĕмĕшле — 600 çултан та иртет. Вĕрентекенсен династине асатте Афанасий Карягин пуçарнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 20-30-мĕш çулĕсенче вăл ял ачисене хăйĕн килĕнче вĕрентнĕ, мĕншĕн тесен ялта шкул пулман. Манăн мăшăр та Галина Андреевна хăй вăхăтĕнче ачасене шкулта вырăс чĕлхипе тата литературипе пĕлӳ панă.

— Тĕллеве пурнăçлама хăш аслă шкулта пĕлӳ илтĕр?

— 1962 çулта вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн икĕ юлташпа — Гена Бадановпа тата Валера Салминпа — Ломоносов ячĕллĕ Мускав патшалăх университетне кайрăмăр. Юлташсем механикăпа математика факультетне суйларĕç, эпĕ вара — географие. Шел те, виçсĕмĕр те вĕренме кĕреймерĕмĕр. Эпĕ экзаменра географипе «5» паллă илтĕм. Çапах врач комиссийĕ мана экзаменсене малалла тытма ирĕк памарĕ, мĕншĕн тесен МПУра çар кафедри пурччĕ, вĕренӳсĕр пуçне çар хатĕрленĕвĕ витĕр тухмаллаччĕ. Çавăнпа та абитуриентсен сывлăхĕ питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнă. 1963 çулта «Гвардеец» колхозра ĕçленĕ хыççăн Горький хулинчи педагогика институчĕн биологипе географи факультетне вĕренме кĕтĕм. Ун чухне Шупашкарта çак факультет пулман. Паянхи пек астăватăп: вĕренме кĕмелли экзаменсене тытмалли çинчен калакан хута утă уйăхĕн 31-мĕшĕнче çеç илтĕм. Çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче вара экзаменсем пуçланаççĕ. Почтальонка çак хута урамра вылякан шăллăм-йăмăка парса хăварнă. Лешсем ăна пӳрте илсе кĕмен, вылянă çĕре пăрахса хăварнă. Юрать, атте-анне ăна вăхăтра асăрханă. Хыпара кăнтăрлахи апата таврăннă хыççăн çеç пĕлтĕм. Çавна май хăвăрт пуçтарăнтăм та Патăрьел вокзалне /ялтан 8 çухрăмра вырнаçнă/ чупрăм. Автобус çук. Канаша грузпа пассажир машинипе кайрăм. 20 сехетре тапранса каякан Хусан-Горький пуйăса ĕлкĕртĕм. Экзаменсене «5» паллăпа тытрăм, вĕренме кĕтĕм. Иккĕмĕш курсра пĕлӳ илнĕ чухне пĕрле вĕренекенсене салтака илсе кайма тытăнчĕç. Манăн та вĕсенчен юлас килмерĕ. Çитменнине, хĕсметре пулман çынна ун чухне вырăна хумастчĕç. Куç çивĕч пулманран таблицăна /куç çивĕчлĕхне тĕрĕслекеннине/ пăхмасăр вĕрентĕм. Çапла, хĕсмете юрăхлă пултăм. Салтака каясси пирки атте-аннене пĕлтертĕм. Вĕсем савăннипе куççульленчĕç — ара, ывăлĕ салтака юрăхлă пулнă-çке. Служба Инçет Хĕвел тухăçĕнче иртрĕ.

— Иртнĕ ĕмĕрти 90-мĕш çулсенче эсир Чăваш Республикин экологи министрĕнче те тăрăшнă. Çак çулсенче тунă ĕçсене аса илер-ха.

— Эпĕ малтан тĕп хулари Çутçанталăка сыхлас енĕпе ĕçлекен комитет ертӳçинче тăрăшрăм. Çав çулсенче эпир чылай урама симĕслентертĕмĕр. Сăмахран, Трактор тăвакансен проспектĕнче — çăкасем, Ленин Комсомолĕн урамĕнче — хурăнсем, Иван Франко тăрăхĕнче — туйăсем, Максим Горький проспектĕнче çăкасем лартрăмăр. Хула çыннисемпе субботниксем йĕркелесе ирттереттĕмĕр. 90-мĕш çулсенче Чăваш Республикин Аслă Канашĕнче мана министра суйларĕç. Ун чухне те чылай ĕçленĕ. Хытă каяша уйрăммăн пухмалли йĕркене пуçартăмăр. Халĕ ăна çĕнĕрен йĕркелесшĕн. Кивĕ хут пуçтараттăмăр, унран каярахпа Улатăрти хут фабрикинче обойсем кăлараттăмăр. Усă курнă автошинăсенчен Канашри полимер стройматериалĕсен предприятийĕнче линолеум хатĕрлеттĕмĕр. Кĕленче ванчăкĕнчен «Стройкерамика» плиткăсем тăватчĕ. Кĕленче савăт-сапа пуçтармалли контейнер шутласа кăларнăччĕ эпĕ. Пирĕн министерство пуçарăвĕпех «Присурский» заповедник, «Чăваш вăрманĕ», Атăл леш енче «Çутçанталăк паркĕ» уçрăмăр. Унсăр пуçне çутçанталăк палăкĕсен йышĕ те ӳсрĕ. Хальхи вăхăтра вĕсем нумайăшĕ ĕçлеççĕ, хăйсен тивĕçне пурнăçлаççĕ. Çакăншăн эпĕ савăнатăп. Министрта ĕçленĕ вăхăтра тăпрана сыхлас, экологи сăнавĕсене тĕрĕслес, агрометеорологи енĕпе Раççей шайĕпе семинар-канашлусем иртетчĕç. Унта министрсем, тĕп специалистсем, ĕçтешсем Чукоткăран пуçласа Калининград таран хутшăнатчĕç. <...>

Валентина ПЕТРОВА.

♦   ♦   


Слакпуç генийĕ

Чăваш поэзийĕн классикĕ, чăваш литературин чи çутă çăлтăрĕ, чăваш Пушкинĕ, чăваш халăхĕн чи юратнă ывăлĕсенчен пĕри Константин Иванов çуралнăранпа 135 çул çитрĕ. Чăваш халăхĕ çак уява анлăн паллă тăвать. Çавна май республикăра сахал мар мероприяти пулса иртрĕ. Çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш наци библиотекинче «К.В.Иванов пултарулăхĕ паянхи кун тĕкĕрĕнче» «çавра сĕтел» йĕркелерĕç. Республикăри библиотекăсенче, шкулсенче паллă поэтăмăра халалланă уяв каçĕсем, викторинăсемпе куравсем ирттереççĕ. Чи пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприяти вара классик-гени çуралнă тăрăхра — Пушкăртстанри Слакпуç ялĕнче — пулса иртрĕ. Малтанах поэт вĕреннĕ Пелепейри училище умĕнче пухăнса унăн стени çинче поэта халалланă барельеф уçрĕç.

Кунта вăл 1902-1903 çулсенче вĕреннĕ

Пелепей хула администраци пуçлăхĕ Азат Сахабиев сăмах тухса каларĕ:

— Пурĕ те чĕрĕк ĕмĕр çеç пурăнайнă пулсан та Константин Иванов пирĕн çĕршыв, республика, район, ял историйĕнче манăçми тарăн йĕр хăварнă. Эпир пурте паян ун ятне чыслама пухăнтăмăр. Малалла Пушкăрт Республикин Культура министерствин этнокультура аталанăвĕн тата регионсен хушшинчи хутшăнусене йĕркелекен пай пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыраканĕ Нурлан Ганиев тухса калаçрĕ:

— Пушкăртсен — Мустай Карим, вырăссен — Александр Пушкин, тутарсен Габдулла Тукай пур, чăвашсен вара — Константин Иванов. Унăн произведенийĕсене пушкăртла куçарнă Мустай Карим çапла каланă: «Çак çамрăк çыннăн хăватлă та аслă шухăшлавĕ мана тĕлĕнтерет. Вăл чăваш чĕлхине ирĕклĕх парнелерĕ». Чăнах та, унăн вилĕмсĕр «Нарспи» поэмине тĕнчери 21 чĕлхене куçарнă. Ку поэма унăн пултарулăхĕнче тĕп вырăн йышăнать. Паллах, унăн ытти чаплă произведенийĕ те пур. Эпĕ тата çакна хушса каласшăн: Пушкăртстанри чăвашсем — пирĕн халăх, тăвансем пулса тăнă. Эпир вĕсен культура мероприятийĕсене ирттерме яланах пулăшатпăр. Слакпуç ялне Кĕçтентти поэтăмăра асăнма чăваш халăхĕ таçтан та пухăннă — Шупашкар, Салават, Хусан, Чĕмпĕр, Эрĕнпур хулисенчен, Пушкăртри Авăркас, Мелевĕс, Пишпӳлек, Стерлитамак, Пелепей тата ытти районти фольклор ушкăнĕсем пĕр вĕçĕм килсе тăраççĕ. Çавăн пекех Чĕмпĕр чăвашĕсен «Канаш» хаçачĕн редакторĕ Елена Мустаева тата Чĕмпĕрсен «Илем» фольклор ушкăнĕ те, Тутарстанри чăвашсен «Сувар» хаçатра ĕçлекен журналистсем редакторĕпе Ирина Трофимовăпа пĕрле пулчĕç. Шупашкартан пынă делегацире — Чăваш халăх поэчĕсем Раиса Сарпипе Светлана Асамат, Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ Ольга Федорова, «Тăван Атăл» журнал редакторĕ Людмила Сачкова, Улькка Эльмен прозаик, Владимир Мишшан сăвăç-куçаруçă, Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн артистки Валентина Смирнова тата К.В.Ивановăн аслашшĕсем куçса килнĕ ялти /Канаш районĕнчи Пайкилт/ шкулти вĕрентекенсем /Людмила Ивановăпа Ольга Николаева/. Слакпуç инçетрен килнĕ хăнасене виçĕ чĕлхепе саламларĕ: чăваш тумĕ тăхăннă хĕр: «Салам сире, хаклă хăнасем! Ырă сунса кĕтетпĕр Константин Васильевич Иванов çĕрĕ çинче!» — терĕ те çак ăш пиллĕ сăмахсемпех тутар хĕрĕ тутарла, пушкăрт хĕрĕ — пушкăртла саламларĕç. Поэт çуралса ӳснĕ çурт-музей кашнинчех хăнасене алăкне яри уçса кĕтсе илет. Хальхинче те уява пынă çынсем кĕпĕрленсех пырса кĕчĕç те пӳрте шăнăçмиех çын сасартăках шăп пулса Константин Иванов пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен калакан экскурсовода сывламасăр тенĕ пек итлеме пуçларĕç. Вĕсенчен чылайăшĕ, тен, пĕрремĕш хут та мар килсе курать пулĕ çак музее, анчах поэтăмăрăн пурнăçĕнчи чăн чĕрчĕлĕх экспоначĕсене, документсене чи хаклă реликви пулнине асра тытса чун-чĕрине ыр-хаваллăн йышăнать…

— Ивановсен çурчĕ икĕ хутчен çуннă. Кĕçтентти пĕррехинче ашшĕне çапла калать: «Атте, çитет пире капла çуна-çуна кайма, атьăрха кирпĕчрен çурт лартар», — тет. Çапла вара 1906 çулта Кĕçтентти проекчĕпе вĕсем çак çурта çĕклесе лартаççĕ. Малтан пурăнмалли тăватă пӳлĕм тăваççĕ, унтан çак экспонатсемпе тултарнă музей пайне тĕксе хушаççĕ. Ашшĕ унта малтан лавкка уçасшăн пулать, анчах Кĕçтентти килĕшмест. Вара вĕсем унран склад туса хураççĕ. Каярах зал пулса тăрать. Халĕ вара, хăвăрах куратăр, — поэтăн пурнăçĕ çинчен калакан экспонатсем вырнаçтарнă музей-пӳлĕм. Акă çак документ Кĕçтентти 8 тултарсан Слакпуçĕнчи арçын ачасен шкулне вĕренме кĕни çинчен калать. Кекен-Васильевкăра вăл пуçламăш шкулăн 4 класне вĕренсе пĕтерет. Унта ăна ашшĕн йăмăкĕ Евгения Николаевна илсе каять. Çак çамрăк ачан талантне сисет вăл, малалла кайма, Чĕмпĕр чăваш шкулне вĕренме çул уçса парать… Çав çулхине унта ачасене йышăнманнине пула Константин Пелепейри хула училищине вĕренме кĕрет. Ашшĕ ăна, обществăра хускалнă пăлхавсенчен сирес тесе, Чĕмпĕрти чăваш шкулне хатĕрленӳ класне илсе каять. Константин питĕ тăрăшуллă пулнă, лайăх вĕреннĕ, нумай вуланă, вырăс тата тĕнче классикипе паллашнă, картинăсем ӳкерме те, кĕлетке-тавраш ăсталама та юратнă. Михаил Тинехпи учитель çапла çырни пур: «Пĕррехинче эпĕ вĕренекенсене çуркунне темипе сочинени çырма хушрăм. Сочиненисене пухса илсен Ивановăн сочиненине алла тытса вуласа пынăçем тĕлĕнсе пĕтерейместĕп. Унăн çуркуннехи пăрĕ те калаçать, тӳпе те, кайăкĕсем те темле хăйне майлă калаçаççĕ…» Тинехпи савăннипе тетраде йăтса директор патне, Иван Яковлевич Яковлев патне, чупать. Сочинение вуланăçемĕн директор куçĕнчен куççуль юхса анать: «вырăс чĕлхинче те кун пек çырса кăтартнине пит тупаймастăн. Анчах асту, ытлашши ан мухта эсĕ ăна, куçăхтарăн тата»… «Вĕри юнлă çемçе чун» Уява Чăваш патшалăх академи драма театрĕн коллективĕ те пырса çитрĕ, куракансене «Вĕри юнлă çемçе чун» спектакльпе савăнтарчĕ. Халăх каçса кайса спектакль пăхать. Пурне те тыткăна илчĕ. Çамрăк Константин сасартăк чĕрĕлсе тăчĕ тейĕн… Слакпуç çуратса ӳстернĕ генийĕн чун асапланăвĕ, ыратăвĕ, пурнăçра хăй вырăнне шырани, куç умĕнчех «Нарспи» поэма çуралса чăн-чăн искусство шайне çĕкленни сисĕнет! Çакă пурне те хавхалантарать. Сцена çинчи Константин Иванов портречĕ тата мĕне тăрать! Пĕтĕм талант сăваплăхĕ кун-çул йывăрăшĕн айĕнче чăтма çук асапра пиçĕхет, шăпа трагедийĕ сăнра сăвăланса тăрать… Халăх тăвăллăн алă çупать, артистсем тухса пуç таяççĕ. Тĕп роле вылякан çамрăк артист Григорий Петров поэт сăнарне витĕмлĕн кăтартрĕ. Чылайăшĕ куççульпе йĕрсе ларчĕ спектакль вăхăтĕнче. Вĕсен шутĕнче — çак йĕркесене çыраканĕ те… <...>

Людмила САЧКОВА хатĕрленĕ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.