«Хыпар» 4 (27883) № 18.01.2022
Чăваш çыравçисем паян мĕн çыраççĕ?
«Ĕлĕкхи ырă вăхăтра писательсем кĕнекесем çырнă, ыттисем вуланă, халĕ вара пурте çыраççĕ, анчах никам та вуламасть», — тенĕ 19-мĕш ĕмĕрти пултаруллă çыравçă Оскар Уайльд. Унтанпа мĕн чухлĕ вăхăт иртнĕ, апла пулин те нимĕн те улшăнман. Мĕншĕн çапла пулса пырать-ха? Çакăн сăлтавĕ мĕнре? Писательсенче-ши? Паян эпир хальхи вăхăтра çыравçăсем мĕн ĕçлени, еплерех хайлавсем çырнине пĕлме тĕв турăмăр.
Чун инженерĕсем
Чăваш Енри писательсемпе поэтсене хальхи вăхăтра икĕ пĕрлĕх — ЧР Профессионал писательсен /ертӳçи Улькка Эльмен/ тата Чăваш писателĕсен /ертӳçи Юхма Мишши/ союзĕсем — çыхăнтарса тăрать. Çыравçăсене хăй вăхăтĕнче чун инженерĕсемпе танлаштаратчĕç. Питĕ тĕрĕс сăмахсем. Чĕре тĕпĕнчен тапса тăракан çăл куçран тухакан сăмахсем кама тыткăнламĕç, камăн кăмăлне çемçетмĕç? Ырă, çирĕп тĕллевлĕ шухăшĕсем вара аманнă чунра та шанăç çуратĕç, йывăрлăха çĕнтерме майсем уçса парĕç. Çакăн пек паха кĕнекесем пурне те — пуçласа алла кĕнеке тытнă ачана та, пурнăç çулĕ çине тухакан çамрăка та, туя çине таянса утакан шурсухала та — кирлĕ. Чун çимĕçĕсĕр те пурăнма хĕн.
Мĕн ĕçлеççĕ паян писательсем? Çак ыйтăва чи малтанах ЧР Профессионал писательсен союзĕн председательне Ольга Куликовăна патăмăр.
— Хальхи вăхăтра союзра — 128 çын. Николай Максимов, Владислав Николаев, Анатолий Кибеч, Лидия Филиппова, Валентина Тарават, Ангелина Павловская, Анатолий Хмыт — уйрăмах тухăçлă ĕçлекен писательсем. Сăвăçсенчен Лидия Сарине, Галина Енейкина, Раиса Воробьева, Владислав Петухов иртнĕ çул кĕнекесем кăларчĕç, — пĕлтерчĕ Ольга Геннадьевна. — Вырăсла çыракансенчен Светлана Гордеева, Александр Шпанагель вулакансемпе тытакан çыхăну çултан-çул çирĕпленсе пырать. Вĕсем, хайлавсем çырнисĕр пуçне, халăх хушшинче час-часах пулаççĕ. Тăван литература пирки калас тăк, хăйĕн произведенийĕсемпе вулакана тыткăна илекен вăйлă прозаик, шел те, çукпа пĕрех. Мĕнрен килетши çакă? Саманапа çыхăннă-ши?
Çапах пĕр сăлтавне писателе хăйĕн ĕçĕшĕн тӳлеме пăрахнипе çыхăнтаратăп. Çакă ытларах аслă ăрури çыравçăсене пырса тивет. Енчен
те вĕсем тивĕçлĕ канура тата ĕç ветеранĕ пулсан — гонорар илеймеççĕ. Писатель кĕнеке çырса ларнă вăхăт та ĕç стажне кĕмест. Çак самантсем, тем тесен те, писатель ĕç-хĕлĕнче ыйтусем кăларса тăратаççĕ.
Ольга Геннадьевна хăй — вулакансем килĕштерекен автор. Унăн произведенийĕсем — «Ма инçе-ши çăлтăрăм?», «Кая юлнă ӳкĕнӳ», «Çирĕп чунлисем телейлĕ», «Упраймарăм сана» — библиотекăсенчи кĕнеке çӳлĕкĕсем çинче тусанланса выртмаççĕ. Иртнĕ çул ЧР Цифра министерствин пуçарăвĕпе ачасем валли хатĕрленĕ ал çырăвĕсен конкурсĕнче унăн «Кушак» калавĕ пĕрремĕш вырăна тухнă. Çапла майпа çак ятпа унăн тепĕр кĕнеки кун çути курнă, унта виçĕ калав кĕнĕ. Пĕлтĕрех вăл «Пурнăç сулнăка лексен» роман çырса пĕтернĕ, произведени Чăваш кĕнеке издательствин кăçалхи темпланне кĕнĕ. Унта — паянхи кунпа çыхăннă кăсăклă, татса пама йывăр ыйтусем. Улькка Эльмен, хăй те пурнăç тути-масине самай астивсе курнăскер, унăн пылакĕпе йӳççине лайăх уйăрать. <...>
Надежда СМИРНОВА.
♦ ♦ ♦
Александр ГРИГОРЬЕВ: Ачана пĕччен чухне ятлатăп, халăх умĕнче ырлатăп
Шупашкарти 45-мĕш шкулта ĕçлекен Александр Григорьев учитель пулмах çуралнă. «Пултаруллă, хастар, анлă тавра курăмлă, ачасемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлекен вĕрентекен», — çапла хак пачĕç ăна ĕçтешĕсем.
Ахальтен мар ĕнтĕ çамрăк педагог 2020 çулта «Чăваш Енри çулталăк учителĕ» конкурс çĕнтерӳçи пулса тăнă.
— Александр Владимирович, конкурс мĕнпе асра юлчĕ? Хавхалану кӳчĕ-и?
— Конкурса хутшăнасси çăмăл ĕç мар, вăй илет. Ун хыççăн çулталăк тăна кĕтĕм. Унта хăвна пур енлĕн кăтартас тесен питĕ нумай тăрăшмалла. Малтан хула тапхăрĕ пулчĕ, унтан республика шайĕнчине хутшăнтăм, юлашкинчен Раççей конкурсĕнче Чăваш Ен чысне хӳтĕлерĕм. Чылай хатĕрленме тиврĕ. Ку конкурс мана педагогсен юхăмне кĕме май пачĕ. Пĕлтĕр Вĕрентӳ институчĕ çумĕнче учительсен клубĕ йĕркеленчĕ. Пултаруллă вĕрентекенсен пĕр ушкăнĕ Ульяновскра иртнĕ педагогика пуçарăвĕсен фестивальне те хутшăнчĕ. Ытти регионти учительсемпе курса калаçни, вĕсен опычĕпе паллашни çĕнĕ ĕмĕт-шухăш çуратрĕ.
— 2020 çулта эсир «Педагог дебючĕ» конкурс лауреачĕ те пулса тăнă…
— Çапла. Икĕ конкурс пĕр вăхăталлах иртрĕ. Хăш-пĕр тапхăрне пĕр кунрах ирттернĕччĕ, çавăнпа нумай чупма тиврĕ. Ун чухне конкурсра 4-мĕш лицейри истори учителĕ Михаил Зыков çĕнтерчĕ. Унпа эпир аслă шкулта пĕрле вĕреннĕ. Çав тапхăрта çирĕпленнĕ туслă çыхăну паян та татăлман.
— Конкурссене хутшăнма мĕн хистерĕ?
— Шкул директорĕ Татьяна Юдина, вĕрентекенсем хавхалантарчĕç. Вĕсем манна шанчĕç. Шанăçа тӳрре кăлартăм пулĕ. Ĕçтешсем мана пур енлĕн пулăшса пычĕç. Вĕсем пулман тăк, тен, конкурсра мала тухаймăттăм та.
— Хальхи вăхăтра мĕнле конкурса хатĕрленетĕр?
— Чăннипе калас тăк, «Çулталăк учителĕ» хыççăн нимĕнле тупăшăва та тухас килмест. «Чи лайăх класс ертӳçи» конкурсра хама тĕрĕслесе пăхас килет паллах. Вĕсене хутшăнма вăхăт та çукрах, магистратурăна «регион ертӳлĕхĕ» специальноçа вĕренме кĕтĕм. Тĕрлĕ конкурс комиссийĕн членĕ пулма пĕрмай чĕнеççĕ.
— Учитель профессине мĕншĕн суйларăр?
— Ача чухне троллейбус водителĕ пулас килетчĕ, 9-мĕш класра поварсене хатĕрлекен техникума вĕренме каясшăнччĕ. Учительсем хистенипе вăтам пĕлӳ илтĕм. Юридици енĕпе пĕлӳ илес шухăш та пурччĕ. Юрист мансăрах нумай тесе çак çула суйламарăм. Шкулта истори, общество пĕлĕвĕн урокĕсене юратса çӳреттĕм. Пĕчĕккисемпе ĕçлеме килĕшетчĕ. Хăй тытăмлăх кунĕсенче учитель тивĕçĕсене пурнăçлаттăм. Шкулта ача-пăча пĕрлешĕвĕ пурччĕ. Йĕркелӳçĕ педагог мана пур ĕçе те явăçтаратчĕ. Пушă вăхăт çукпа пĕрехчĕ. Иртен пуçласа каçчен шкултаччĕ эпĕ. Университета вĕренме кĕрсен шкулти хастарлăх таçта çухалчĕ. Эпĕ ун чухне атте-аннерен уйрăм пурăнма пуçланăччĕ, ирĕклĕх çунатлантаратчĕ. Вĕренес кăмăл та çукчĕ, çавăнпа 1-мĕш курсра йывăр пулчĕ. Телее, çав йывăрлăхсене çĕнтерсе улшăнма пултартăм.
— Пĕрремĕш урока астăватăр-и?
— 3-мĕш курсра пире шкула педагогика практикине ячĕç. Опытлă учительсен урокĕсенче лартăмăр. Çавăн чухнех педагогсем хамăра урок ирттерме сĕнчĕç. Тăван ен культурипе заняти йĕркеленĕччĕ. Чăваш Енре сахал пурăннине пула малтанлăха чунра шиклĕх çуралчĕ. Шăп çавăн чухне наци культурин уйрăмлăхĕсемпе паллашма тытăнтăм. Телее, урок аван иртрĕ. Техникумри /студент чухне Çĕнĕ Шупашкарти техникумра ĕçлерĕм/ пĕрремĕш занятире уйрăмах хăранăччĕ, пăлханнипе çурăм йĕп-йĕпе пулнăччĕ.
— Эсир хăш тăрăхран?
— Эпĕ чăваш пулин те Ямал-Ненец автономи округĕнчи Ноябрьск хулинче çуралса ӳсрĕм. Аттепе анне Чăваш Енренех. Вĕсем çамрăк чухне Çĕпĕре ĕçлеме тухса кайнă, икĕ çул каялла кăна Шупашкара таврăнчĕç. Шкул хыççăн Питĕре юлташсемпе пĕрле каяс килетчĕ. Шупашкарта пурăнмалли кĕтес те, тăвансем те пурччĕ. Атте-анне сĕннипе И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетне вĕренме кĕтĕм. 2017 çулта диплом илсен 45-мĕш шкула вырнаçрăм.
— Пĕрремĕш çулах класс ертӳçин тивĕçĕсене пурнăçлама тытăнтăр-и?
— Çапла. Сăмах май, çав ачасем кăçал 9-мĕш класран вĕренсе тухаççĕ. Класпа ĕçлеме çăмăл мар, уйрăмах çамрăк специалистсене. Манăн шухăшпа, студентсене класс ертӳçин ĕçне туса пыма вĕрентмелле, ятарлă курссем пулсан та аван. Хальхи вăхăтра вĕренӳ мар, воспитани малти вырăна тухрĕ. Класпа ĕçленĕ чухне чылай ыйту сиксе тухать. Йывăр лару-тăрура /сăмахран, ачасем пĕр-пĕринпе хирĕçеççĕ те шкула çӳремеççĕ/ тĕрĕс утăмсем тума пĕлмелле. Психологсемпе, социаллă педагогсемпе çыхăнса ĕçлени ыйтусене татса пама пулăшать. Ку ĕçре завучсен витĕмĕ те вăйлă. Малтанхи çулсенче вĕсенчен пĕрре мар пулăшу ыйтнă. Ĕçтешсен хушшинче сĕнӳ-канаш паракан çук пулсан ачасемпе ĕçлеме питĕ йывăр. Телее, пирĕн шкулта пĕр-пĕрне ăнланакан çынсем тăрăшаççĕ. Вĕсем пулăшнипе çав йывăрлăхсене çĕнтерме вĕренсе çитрĕм. <...>
Андрей МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Пĕри вăкăр самăртать, тепри çÿç касать
Республикăн социаллă хӳтлĕх органĕсем 2020 çултанпа тупăш сахал илекенсемпе социаллă контракт çирĕплетеççĕ, çапла майпа патшалăхăн ятран паракан пулăшăвне вĕсем патне çитереççĕ. 2021 çулта 2569 çынна 396 миллион 2020 çулхинчен 5% нумайрах е кашнине вăтамран 154145,5 тенкĕ субсиди панă. Çемьешĕн ку — аван пулăшу. Тупăш сахал куракансене икĕ çулта кăна 792 миллион тенкĕ уйăрнă. Укçа çителĕксĕр тăвакансене е ĕçе вырнаçайман пирки шалу илейменнисене патшалăх алă панине ырлас килет. 2021 çулхи субсидирен 392 миллион тенки — федераци бюджетĕнчен, 3,96 миллионĕ — республикăран.
Тупăш сахал илекен çынна çеç субсиди параççĕ. Вăл производствăна вырнаçса, харпăр хăйĕн ĕçне пуçарса /уйрăм предприниматель çулĕпе кайса/ е кил хуçалăхне аталантарса йывăрлăхран тухма шантарать. Контракт тăвакан çак тĕллевсенчен пĕрне пурнăçласа тупăш ытларах илесси тар тăкса ĕçленинчен нумай килет. Çавăн пекех федерацин «Патшалăхăн социаллă пулăшăвĕ çинчен» саккунĕпе килĕшӳллĕн тĕрлĕ сăлтава пула йывăрлăхран тухма мехел çитереймен категорие те пулăшаççĕ — чи малтан кирлĕ тавар тата эмел туянма, сипленме, медицина профилактики витĕр тухма, шкул çулне çитмен ачасен вĕренĕвне йĕркелеме укçа уйăраççĕ.
Пĕлтĕр ĕç шырама — 1000 ытла, предприниматель ĕçне пуçарма — 584, кил хуçалăхне аталантарма — 99, патшалăхран тӳррĕнех укçа илсе тăма 839 соцконтракт çирĕплетнĕ. Иртнĕ икĕ çулта 1200 ытла предпринимателе, харпăр хăй ĕçне йĕркеленисене тата хресчен-фермер хуçалăхĕсене, налук инспекцийĕнче шута кĕртнĕ. Хăшĕ-пĕринпе паллашар-ха. Вăрнар районĕнчи Пăртас ялĕнче пурăнакан, маларах ĕçсĕр юлнă Людмила Тихоновăна /сăн ӳкерчĕкре/ кил хуçалăхне аталантарма 250 пин тенкĕ панă.
— Çав укçапа 2020 çулхи раштав уйăхĕнче ултă вăкăр туянса хамăн ĕçе пуçартăм, — терĕ Людмила. — Укçан тепĕр пайĕпе выльăх апачĕ туянтăм. Вăкăрсене кил хуçалăхĕнче хĕлĕ-çăвĕпех лайăх тăрантарса самăртрăмăр, кашнине 400-450 килограма çитерсе пĕлтĕрхи çурла уйăхĕнче сутрăмăр. Ĕçлесе илнĕ укçан пĕрремĕш пайĕпе чӳк уйăхĕнче тăватă çамрăк вăкăр тата фуражпа утă, иккĕмĕшĕпе шкулта вĕренекен ачасем валли тумтирпе атă-пушмак туянтăм. Лавккаран апат-çимĕç илме те укçа хăвартăм. Хальлĕхе çемьен тупăш çулĕ урăх çук. Çемье тĕллевĕ — вăкăрсене иртнĕ çулхи виçене çитеричченех самăртасси. Çитерме апат пур.
Хам кунĕпех кил хуçалăхĕнче, 13 çулти ача шкултан таврăнсан вăкăрсене пăхма пулăшать, кĕçĕнни, 3 çулти, ĕç çумне çыпăçайман-ха. 250 пин тенкĕ пире тупăш çулне тупма пулăшрĕ. Килес çул выльăх тата темиçе пуç туянма, вите-лупасай тума шухăшлатпăр. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Шыв сикки те, авалхи юман та…
Чăваш тавра пĕлӳçисен экспедицине ир-ирех Муркаш еннелле çула тухрăмăр. Пирĕн çул Шупашкаркасси ялĕ çумĕнчен иртрĕ.
Кунта Кузьма Минина халалланă асăну чулĕ пур. Халăхра çакăн пек истори упранать: 406 çула яхăн каялла, 1616 çулхи çу уйăхĕнче, 39-ти Кузьма Минин патша хушăвне пăхăнса çĕнĕ династие хирĕç пăлхав çĕкленĕ çынсене /ĕлĕкрех Хусан ханлăхĕнче пулнă/ лăплантарма çар пуçлăхĕ пулса кайнă. Пĕррехинче, хăтăлма хăтланса пытаннă çынсене шыранă вăхăтра, вăл хăйĕн отрячĕпе çак казаксен вырăнĕсене çитсе тухнă. Пăртас юлташĕ патĕнче разъезд усадьбинче канма чарăннă. Хăвăрт çӳренĕ хыççăн вĕриленсе кайнăскер сивĕнсе уçăлас кăмăлпа Атăла чăмса ишнĕ. Çанталăкĕ сулхăнрах пулнă-ши — Кузьма Минин шăнса чирленĕ те часах вилнĕ. Çакăнти çырмара паянхи кун та хурлăхлă вăхăта астăвакан юман выртать.
Калайкассинче пире тăван тавралăха тĕпчеме юратакан Алексей Иванов-Сĕрмек çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕ. Алексей Васильевичăн тĕлĕнмелле хушаматне мăн аслашшĕ упана хаяр кĕрешӳре тытăçса çĕнтернĕшĕн тивĕçнĕ. Сĕрмек пире хăйĕн ĕçĕсемпе паллаштарчĕ, сăваплă пурнăç паллин юпи патне илсе кайрĕ. Юпа çинче йăх паллисем те пур. Эпир авалхи йăлайĕркепе ирттерекен чӳк кĕллисемпе паллашрăмăр, чăкăт, пашалу, килти сăра тутантăмăр.
Пирĕн экспедицин тепĕр пункчĕ Степан Любимов 1919 çулта йĕркеленĕ Калайкасси шкулĕ пулчĕ. Степан Прокопьевич хăйĕн ялĕн çыннисемшĕн çав тери нумай ĕçлени тĕлĕнтерет: ял хуçалăх артелĕ йĕркеленĕ, вулав çурчĕ тата шкул уçнă. Çак шкултан вĕренсе тухнисен йышĕнче паллă çын чылай: А.Алексеев — чăваш чĕлхин орфографи словарĕн авторĕ, А.Горшков — филологи наукисен кандидачĕ, чĕлхеçĕ, Е.Ерагин — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, Чăваш наци наукăпа искусствăсен академийĕн президенчĕ, М.Костин — агроном, журналист, ял хуçалăх терминологийĕн вырăсла-чăвашла словарĕн авторĕ, В.Костин — селекционер, ял хуçалăх ăслăлăхĕсен кандидачĕ, В.Краснов — ял хуçалăх наукисен кандидачĕ, РФ ял хуçалăх тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Н.Кудряшов — ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, РФ вĕренӳ отличникĕ, К.Петров — педагогика наукисен кандидачĕ. Шкулта музей ĕçлет. Унăн пĕрремĕш пайне историпе тавра пĕлĕве халалланă. Кунта эпир 1730-1750 çулсенчи чăн-чăн саркофага /хăйне евĕрлĕ тупăк/ куртăмăр. Вăл пысăках маррине кура унта ачана пытарни паллă. 1931 çулсенче çак саркофаг Çӳлтикас часовнинче упраннă. Музейĕн иккĕмĕш пайне Афган вăрçине хутшăннисене халалланă. Кунта тĕрлĕ хĕç-пăшал, гранатомет, миномет, алăпа тата çулăмпа пемелли пулеметсем, Америкăн икĕ стингерĕ, афгансен наци тумне тăхăнтартнă арçынпа хĕрарăм манекенĕсем пур. Тĕрлĕ документ копийĕсем, карттăсем, тăшман вырнаçнă схемăсем тата ытти те вырăн тупнă. Чăваш Республикинче çакăн пек музей тата пур-ши? Шкул ачисем музее кĕрсе курсан питĕ савăнаççĕ пулĕ! Кунта хĕç-пăшала тытса курма юрать. Кун пек музейре пулма хамăра та тӳр килменччĕ-ха. Экскурси вĕçленсен «Курс пĕкки» юрра мăнаçланса шăрантартăмăр.
Пирĕн çул Москакасси енне выртрĕ. Федерацин М-7 трасси хĕрринче Афганистанра интернационалла тивĕçе пурнăçланă чухне пуç хунă салтаксене асăнса 1989 çулхи çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче палăк лартнă. Унăн умĕнче çулсерен Афган вăрçин ветеранĕсем тĕл пулаççĕ: раштавăн 22-мĕшĕнче — çара Афганистана кĕртнĕ кун, нарăсăн 15-мĕшĕнче — çара унтан кăларнă кун, çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче — Çĕнтерӳ уявĕнче тата çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче — Сывлăшпа Десант çарĕсен кунĕнче. Эпир палăк умне чечек хутăмăр, пĕр минут шăп тăрса паттăр салтаксене чысларăмăр. <...>
Елизавета ДОЛГОВА, Анатолий ИВАНОВ, тавра пĕлӳçĕсем.
♦ ♦ ♦
Надежда КУЗНЕЦОВА: Анне кăна мар, атте те тĕрлетчĕ
Чăваш тĕррин кунне иртнĕ çулхи чӳк уйăхĕн 26-мĕшĕнче иккĕмĕш хут паллă турăмăр. Çав кун профессионал тĕрĕçсен «Пурăн, чăваш эрешĕ» конкурсĕн çĕнтерӳçисене чысларĕç. Ал ăстисем 20 ытла произведени — ташă тутăрĕсем — хатĕрленĕ. Гран-прие Шупашкарта ĕçлесе пурăнакан Надежда Кузнецова тивĕçрĕ. Нумаях пулмасть халăх ӳнер промыслин маçтăрĕпе тĕл пулса калаçрăмăр.
Тĕп вырăнта — композици
— Надежда Михайловна, паллă ĕнтĕ: никам та тухтăр, вĕрентекен, тĕрĕç пулса çуралмасть. Эсир çак çула хăçан тата мĕнле майпа суйланă?
— Патăрьел районĕнчи Çĕньялта пурăнакан хĕрарăмсем мĕн пĕчĕкрен тĕрлеме юратнă. Пирĕн çемьере те çаплахчĕ. Анне кăна мар, атте те ăста пулнă ку енĕпе. Паллах, ун чухне вĕсем кил-çурта хĕресле тата яка тĕрĕсемпе капăрлатнă. Атте тĕрлĕ вырăнта ĕçленĕ: ферма заведующийĕ, бригадир, клубăн пултарулăх ертӳçи пулнă. Халăх театрĕн ĕçне хутшăннине эпĕ те астăватăп. Чылай пьесăна вырăсларан чăвашла хăех куçаратчĕ. «Тĕрленĕ вăхăтра лайăх канатăп», — тетчĕ вăл. Çывăх тăвансене кура эпĕ те пĕчĕкренех тĕрленĕ. Район центрне, Шупашкара çитсен куçăмпа яланах чăваш тĕррине шыраттăм. 1995-2000 çулсенче, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш чĕлхипе литературин уйрăмĕнче вĕреннĕ тапхăрта, чăваш тĕррин асамлăх тĕнчи питĕ вăйлă тыткăнланăччĕ, анчах ун чухне унпа çывăхланма пулăшакан пулмарĕ. Чун киленĕçĕ патне 2009 çулта çул хывма пуçларăм.
— Кам пулăшрĕ?
— Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ библиотекăра паллă журналистăн, чăваш тĕррин ăстин Валентина Минеевăн кĕнекин презентацине ирттернĕччĕ, çапах çав таранччен хăйĕнпе курнăçманччĕ, хăтлав вăхăтĕнче кăна паллашнăччĕ. Вăл мана куçран вичкĕннĕн пăхса кăштах шӳтлерех, кăштах хушарах сасăпа: «Эсĕ ман пата тĕрлеме килĕн», — терĕ. Халĕ те тĕлĕнетĕп: манăн питĕ тĕрлес килнине мĕнле туйнă вăл? Эпир тĕлпулу вăхăтĕнче тĕрĕ пирки сăмах хускатманччĕ. Çавăн хыççăн канмалли кунсенче унăн хваттерне çӳреме пуçларăм.
— Валентина Алексеевна журналистра ĕçленĕ вăхăтрах халăх ӳнер промыслипе кăсăкланнине эпир те пĕлетпĕр. Командировкăсенче ял-ял тăрăх çӳренĕ чухне те ал ăстисен ĕçĕсене тĕпчетчĕ, чăваш эрешĕсене сăн ӳкеретчĕ…
— Вăл каланă тăрăх, чăваш тĕрринче çĕре палăртакан ӳкерчĕк кăна 200 ытла. Çавăн пекех шыва, пĕлĕте, ыттине палăртакан паллă мĕн чухлĕ тата... Хăй пухса хатĕрленĕ çичĕ альбомĕпе те пал-лаштарнăччĕ мана.
— Вĕренĕве мĕнрен пуçларăр?
— Чи пĕрремĕш ĕç салфетка пулчĕ, ăна Валентина Алексеевна хăй ӳкерсе пачĕ. «Чăваш тĕрринче тĕссĕр тата çĕвĕсене вĕреннисĕр пуçне чи пĕлтерĕшли — композици тăвасси», — асăрхаттарнăччĕ вĕрентекенĕм. Чăнах та çак ĕçре математикăлла шухăшлав кирлĕ. Вăл кăтартнă çĕвĕсемпе эрешсене хавхаланса пурнăçларăм. Çитес канмалли куна питĕ-питĕ кĕтрĕм. Валентина Алексеевна эпĕ кăларнă ĕçсене алла илнĕ май: «Ну халĕ сана вăрçатăп…» — терĕ. Пĕр ĕçе пăхрĕ, теприне, тĕррĕн тӳнтер енне пахаларĕ те: «Вăрçмалли çук, малалла вĕренетпĕр», — пулчĕç унăн сăмахĕсем. Çапла майпа çулталăк ытла юнашар ĕçлерĕмĕр. Çав вăхăтрах Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ библиотекăра та «Тĕрĕ тĕнчи» клуб йĕркелерĕмĕр. «Тĕрре хăш вырăнта тĕрлеме пуçлатăн, çавăнта çаврăнса çитсе вĕçлемелле», — тесе асăрхаттаратчĕ. Шел, 2010 çулхи ака уйăхĕнче пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ, чылай вăрттăнлăха пĕрлех илсе кайрĕ. <...>
Надежда СМИРНОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас