Хыпар 39 (28356) № 30.05.2025
Пулас художниксем тĕрлеме вĕренеççĕ
Ӳнер шкулĕсем ачасен пултарулăхне тĕрлĕ енлĕн аталантарма, хушма пĕлӳ илме, пулас профессие суйлама пулăшаççĕ. Шупашкарти Элли Юрьев ячĕллĕ 4-мĕш ӳнер шкулĕнче художниксемпе искусствоведсем, дизайнерсемпе скульпторсем çуралаççĕ.1985 çулта уçăлнă вĕренӳ учрежденийĕнче ачасем ӳкерес, хитре япаласем тăвас ăсталăха алла илеççĕ.
Чи пĕлтерĕшли — илеме туйни
Ун директорĕ Андрей Садюков пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра ӳнер шкулĕнче 400 ытла ача пĕлӳ илет. «5 çула çитсен йышăнма пуçлатпăр. Малтан вĕсем хатĕрленӳ уйрăмĕнче ӳкерме хăнăхаççĕ, унтан тепĕр тапхăра куçаççĕ.Пĕр класра — 15 яхăн ача. Пирĕн шкулта 10 çула яхăн вĕренеççĕ. 57-мĕш шкул çумĕнче те ӳкерӳ уйрăмĕ пур. Выпускниксенчен 25 проценчĕ ӳнер енĕпе вĕренме кĕреççĕ. Вĕсем Шупашкарти, Мускаври, Чулхулари, Питĕрти, Хусанти тата ытти хулари вĕренӳ заведенийĕсене суйласа илеççĕ. Çавăн пекех педагогика колледжĕсенче, строительство, архитектура, дизайн факультечĕсенче пĕлĕве малалла тăсаççĕ. Пурте пултарулăх çулĕ çине тăмаççĕ пулин те вĕсем ӳнере ăнланма, илеме туйма вĕренеççĕ», — каласа кăтартрĕ Андрей Николаевич. Сăмах май, Чăваш Ен тĕп хулинче 3 художество шкулĕ ĕçлет, искусство шкулĕсенче те ӳкерме вĕрентеççĕ. И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн художествăпа музыка факультечĕ, ӳнер училищи художниксене хатĕрлеççĕ. Ӳнер шкулĕнче ăсталăха туптакансем тĕрлĕ шайри конкурссенче палăрнă. Акă Вероника Соловьева кăçал «Раççейри пултаруллă çамрăксем» конкурсра Чăваш Ен чысне хӳтĕлет. Хĕр республика конкурсĕнче 1-мĕш вырăн йышăннă. Вăлах пĕлтĕр Пĕтĕм тĕнчери ачасен культура форумне хутшăннă. Кăçал унта Мария Морозова кайĕ. Татьяна Хабарова кăçал ӳнер шкулĕнчен вĕренсе тухать, халĕ диплом ĕçĕ хатĕрлет. «Хуйхă-суйхăсăр ачалăх» ятлă картина ӳкерет. Унта вăл хăйне тата килти кушакне сăнлать. 15-ри хĕрĕн ĕçĕсене тĕрлĕ конкурсра лайăх хак панă, тĕрлĕ курава тăратнă. Кăçал ӳкерес енĕпе иртнĕ шкул олимпиадинче виççĕмĕш пулнă вăл. — Килте те нумай ӳкеретĕп, пушă вăхăта мольберт умĕнче ирттеретĕп. Натюрмортсем, пейзажсем тăватăп. Портретсем ăсталама кăмăллатăп, — терĕ художество шкулне 7 çулта çӳреме тытăннă хĕр. Вăл скульптурăсем тăвас ĕçрен те ютшăнмасть. Светлана Сидорова педагог каланă тăрăх, Татьяна тăрăшуллă та ăста хĕр, вăл ӳкерчĕксене хăех шухăшласа тупать. Светлана Владимировна унăн вĕренекенĕ пултарулăхра хăйĕн вырăнне тупасса шанать. Пултарулăх мастерскойĕнчи тĕлпулусем 2021 çулта вĕренӳ учрежденийĕ грант çĕнсе илнĕ. Сăр хӳтĕлев чиккисене тума хутшăннисене халалласа ярмăрккăри чарăнăва илемлетнĕ, ăсталăх класĕсем йĕркеленĕ. Шупашкарти культурăпа туризм управленийĕпе пĕрле конкурссем пĕрре мар пуçарнă. Кăçал акă «Çĕнтерĕве ӳкеретпĕр» конкурс ирттернĕ. Культура министерствипе пĕрле Элли Юрьева асăнса пĕтĕм тĕнчери конкурса йăлана кĕртнĕ. Унăн пĕтĕмлетĕвĕпе ӳнер музейĕнче курав йĕркеленĕ.Художество шкулĕ хулари çурт-йĕр фончĕпе пĕрле Афанасьев урамĕнчи 9-мĕш çурт картишĕнчи стендăн пĕр пайне тĕрĕпе илемлетнĕ, тепĕрне Аслă Çĕнтерӳпе çыхăнтарнă. Çĕнтерӳ Проект Чăваш Республикин Цифра министерстви пулăшнипе пурнăçланать Кăларăма Андрей МИХАЙЛОВ журналистпа пĕрле Татьяна ПЕТРОВА дизайнер, Надежда КЕДРОВА корректор хатĕрленĕ НАЦПРОЕКТ ЫРЛĂХ К/РЕТ Пулас художниксем т.рлеме в.ренеçç. Ӳнер шкулĕсем ачасен пултарулăхне тĕрлĕ енлĕн аталантарма, хушма пĕлӳ илме, пулас профессие суйлама пулăшаççĕ. Шупашкарти Элли Юрьев ячĕллĕ 4-мĕш ӳнер шкулĕнче художниксемпе искусствоведсем, дизайнерсемпе скульпторсем çуралаççĕ.1985 çулта уçăлнă вĕренӳ учрежденийĕнче ачасем ӳкерес, хитре япаласем тăвас ăсталăха алла илеççĕ. ПĔЛМЕ «Çемье хаклăхĕсемпе культура инфратытăмĕ» проектпа килĕшӳллĕн 2025 çулта культура çурчĕсемпе клубсене, библиотекăсемпе ӳнер шкулĕсене çĕнетме 500 миллион уйăрнă. Кăçал Пăрачкаври культура керменне, Вăрмарти тĕп вулавăш çуртне, Канаш округĕнчи Сухайкассинчи искусство шкулне юсама, Элĕкри музей валли экспозици витринисем туянма палăртнă. 12 тĕслĕх библиотека уçма бюджетра 103 миллион тенкĕ пăхса хунă. кунне халалласа шкулта сăн ӳкерчĕк зони, астăвăм стени хатĕрленĕ. Çĕртме уйăхĕнче яланхи пекех пленэрсем пуçланаççĕ. Çамрăк художниксем хулари тавралăх илемне хут çине куçарас тесе парксемпе скверсене, уçланкăсене, Атăл хĕррине çитеççĕ. Çав ĕçсене тĕпе хурса хула библиотекисенче, Туслăх çуртĕнче, район администрацийĕнче куравсем çуллен йĕркелеççĕ. 2001 çулта ӳнер шкулне Чăваш халăх художникĕн Элли Юрьевăн ятне панă. Учрежденире пуш уйăхĕнче Уçă алăксен кунĕ иртет, ăна Элли Михайловичăн çуралнă кунне халаллаççĕ. Ун чухне ачасемпе ашшĕ-амăшĕ шкулпа паллашаççĕ, ăсталăх сехечĕсене хутшăнаççĕ. Çавăн пекех паллă художникăн ĕçĕ-хĕлĕ, патшалăх гербĕпе ялавĕ çинчен каласа кăтартаççĕ. Сăмах май, сумлă ӳнерçĕсем шкулта хăнара час-час пулаççĕ, художество училищин вĕрентекенĕсем ăсталăх класĕсем ирттереççĕ. Акă кăçал ачасем Константин Долгашевпа Михаил Григорянăн мастерскойĕсене çитсе курнă. Евгения Жачевăпа туслă пулнă — Пулас ӳнерçĕсем чăваш халăхĕн культурипе, йăли-йĕркипе паллашаççĕ, халăх пултарулăхне ăса хываççĕ, халăх ремеслисене алла илеççĕ. Тĕслĕхрен, тĕрлеме вĕренеççĕ, эрешлĕ япаласем ăсталаççĕ. Ачасен аллинче сăмса тутрисемпе салфеткăсем кăна мар, пит шăллисемпе чӳрече каррисем те çуралаççĕ, — калаçăва хутшăнчĕ Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Ольга Федотова. Ку шкула вăл 2006 çулта килнĕ, унччен Казахстанра пурăннă, вăтам шкулта ачасене ӳкерме вĕрентнĕ. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шĕнерпуç ялĕнче çуралса ӳснĕскер Чăваш педагогика институчĕн ӳнерпе графика факультетĕнче пĕлӳ илнĕ. Ольга Михайловнăн вĕренекенĕсем ӳкереççĕ те, картинăсене тĕрĕ-эрешпе те илемлетеççĕ. Акă пĕр хĕрача вĕтĕ шăрçаран тухья ăсталанă, тепри чӳрече карри тĕрлесе пултарулăх конкурсне хутшăннă. «Информаци технологийĕсен ĕмĕрĕнче тĕрĕпе кăсăклантарма çăмăлах мар. Ку ĕçе майĕпен хăнăхса пычĕç. Малтан тĕрлĕ япалана тĕрĕпе капăрлатрăмăр, унтан йăхнесĕл йывăççисене тĕрлесе турĕç. Пĕр-пĕрне кура çак ăсталăха алла илме тытăнчĕç. Ку ĕçрен арçын ачасем те юлмаççĕ. Евгения Жачева тĕрĕçĕ манăн кӳршĕччĕ. Эпĕ ăна ачасен ĕçĕсене кăтартаттăм, вăл ырлатчĕ.«Ăнланса тунă», — тетчĕ. Вăл пире хавхалантарса пыратчĕ. Халăх пуянлăхне упрас, ăруран ăрăва куçарса пырас енĕпе пирĕн республикăра пархатарлă ĕçсем тунăшăн савăнатчĕ. Унран тĕслĕх илсе хам та тĕрлеттĕм, халĕ те пушă вăхăт пулсанах çакăнпа аппаланатăп. Ачасемпе ĕçлени вăй кӳрет, кăмăл-туйăма çĕклет», — терĕ педагог. <...>
Андрей МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Пулăшу хакне укçапа виçеймĕн
«Хам та сахал мар йывăрлăх чăтнă. Укçа паян пур та ыран темле… Çавăнпа май пур чухне пулăшма тăрăшатăп», — терĕ Вăрнар округĕнчи Мăн Турхан ялĕнче пурăнакан Андрей Иванов.
Спортсменсене урăх ял-хулана ăмăртăва кайма пулăшмалла-и? Ялта çул сармалла-и? Пулăшу ыйтакана Андрей Владимирович нихăçан та хирĕçлемест. Чылай чухне хăйĕн пуçарăвĕпе ырă ĕçсем тăвать. Виçĕм çул акă Мăн Турханта çурт çунса кайнă. Инкек вырăнне пушарнăйсем вăхăтра çитнĕ пулин те сӳнтерсе ĕлкĕреймен. Сăлтавĕ — ялта пушар машини валли шыв илмелли вырăн пулманни. «Кун евĕр синкер кирек хăш вăхăтра та сиксе тухма пултарать, — терĕ Андрей Владимирович. — Ял çыннисене вут-кăвартан сыхлас тĕллевпе хамăн вăйпа пĕве чавтартăм. Пулă ятăмăр унта. Халĕ ачасем пулă тытса савăнаççĕ». Иртеменкасси чиркĕвĕн чанĕсем те Андрей Иванов пулăшнипе хăйсен вырăнне йышăннă. Вăл хăй те, мăшăрĕпе ачисем те час-часах Турă çуртне çӳреççĕ. «Манăн шухăшпа, чиркĕве йывăр чухне кăна каймалла мар, — терĕ вăл. — Эпĕ çула май унта яланах кĕрсе тухатăп. Пачăшкă мĕнле пулăшу ыйтать — тивĕçтерме тăрăшатăп». Вăрнар округĕнчи спортсменсен хушшинче те Андрей Иванов ырă ят çĕнсе илнĕ. Хальхи вăхăтра патшалăх спорт аталанăвне пысăк укçа хывать пулин те тепĕр чухне ырă кăмăллă çынсен пулăшăвĕ те кирлĕ. Спорт шкулĕн бокс тренерĕ Дмитрий Прокопьев пĕлтернĕ тăрăх, Андрей Владимирович çул тăкакĕсене саплаштарма пулăшать. Çавăн пекех вăл пĕр хутчен кăна мар спорт инвентарĕ туянса панă. «Унпа пилĕк çул каялла паллашрăмăр, — терĕ Дмитрий Алексеевич. — Çак тапхăрта Андрей Владимирович ача-пăча спорчĕн аталанăвне самай пысăк тӳпе хыврĕ». Виçĕ çул каялла Андрей Иванов ятарлă çар операцийĕнчи ентешсене пулăшас тĕллевпе ĕçлеме пуçланă. «Шел, пирĕн асатте-кукаçи тĕп тăвассишĕн кĕрешнĕ фашизм каллех пуç çĕклерĕ. Тăван çĕршыва халĕ мăнукĕсен хӳтĕлеме тивет, — калаçăва тăсрĕ Андрей Владимирович. — Паян никама та çăмăл мар. Анчах та хĕрӳ вырăнсенче служба тивĕçне пурнăçлакансене пушшех те йывăр. Çакна ăнланса эпĕ аякра тăма пултараймастăп». Вăл хăй те салтак пулнă, çĕршыв чиккине сыхланă. Халĕ Вăрнар округĕнчи пограничниксен «Щит Родины» общество организацийĕнче тăрать. «Тăван çĕршывăн чăн-чăн патриочĕ вăл, — терĕ Андрей Владимирович пирки пĕрлĕх ертӳçи, Вăрнар округĕн Общество палатин членĕ Иван Яковлев. — Ятарлă çар операцийĕнчи салтаксене пулăшма вăл 6 миллион ытла тенкĕ тăкакларĕ. Гуманитари пулăшăвĕ леçме хĕрӳ вырăнсене хăй те темиçе хутчен кайса килчĕ». 200 яхăн сунар пăшалĕ, 12 пин патрон, генератор, квадрокоптер, ĕç хатĕрĕсем… Андрей Владимирович малтанхи вăхăтра çак япаласене мĕн чухлĕ туянса ăсатнине пĕлсе тăнă. Халĕ вара шут йĕрки пăсăлнă… «Шутлама пăрахрăм. Ăнланатăп: тăкаксем пысăк. Анчах та ыр кăмăллăхпа çыхăннăран-ши — укçа тупăнсах пырать, — терĕ вăл. — Телее, эпĕ ку ĕçре пĕччен мар. Вăрнар округĕнче пурăнакансем те кам мĕнпе пултарать — тӳпе хываççĕ. Росгварди сотрудникĕ Андрей Самолетов акă пăшалсене ятарлă çар операцине яма документсем хатĕрлеме пулăшрĕ». Андрей Владимирович салтаксем тăван тăрăхран пулăшу килсен савăннине, хавхаланнине çын каланă тăрăх мар, хăй курса ĕненнĕ. Хĕрӳ вырăнсене вăл гуманитари пулăшăвĕ леçме темиçе хутчен те кайса килнĕ. «Юлташсем чĕнеççĕ те — хирĕçлеместĕп, — терĕ Андрей Владимирович. — Нумаях пулмасть Курска кайса килтĕм акă. Хусантан тăхăр машина тухса кайрăмăр. Чăваш Енрен пĕчченех пултăм. Унта чутах шар кураттăм. Хăлт! сасă пулнăран урама сиксе тухрăм. Пăхатăп та… Дрон пăрахса хăварнă снаряд манăн машина тăррине шăтарса кĕнĕ, анчах темле майпа сирпĕнмен. Юлташсем те тĕлĕнчĕç. «Турă сыхлать иккен сана», — терĕç». Волонтер Çĕнĕ çул умĕн Запорожье енче тăракан ентешсем патне кайса килнĕ. «Юлташсене кучченеçсем илсе пыратăп тесе шантарнăччĕ. Атте-анне пĕчĕкрен сăмаха тытма вĕрентнĕ. Çавăнпа шантартăм тăк — ниме пăхмасăр çав ĕçе тăватăпах, — каласа кăтартрĕ вăл. — Туссем те савăнчĕç, хамăн та кăмăл тулчĕ». Ака уйăхĕнче Вăрнар тăрăхĕнчен Бахмут енне янă пысăк гуманитари пулăшăвĕнче те, сăмах май, Андрей Ивановăн тӳпи пĕчĕк мар. <...>
Валентина БАГАДЕРОВА.
♦ ♦ ♦
Ачаллă çемьесене — çăмăллăхсем
Чăваш Енре ачаллă çемьесене чылай пулăшу параççĕ. Уйрăммăн илсен, мĕнле пулăшусем вĕсем? Кун пирки каласа пама Шупашкарти çемье НФЦ директорĕнчен Лариса Рябининăран ыйтрăмăр.
— Лариса Владимировна, ачаллă çемьесене социаллă пулăшу парас енĕпе çĕнĕ мерăсем йышăннин кăтартăвĕ мĕнле?
— 2023 çултанпа Чăваш Республикинче ачасемпе ача кĕтекен хĕрарăмсене пĕр хутчен паракан пособие 50 пин ытла çемье илнĕ. 2020 çултанпа Чăваш Ен Пуçлăхĕ ачаллă çемьесене пулăшу парас енĕпе 24 çĕнĕ мера йышăнни çинчен пĕлтернĕ. Вĕсен шутĕнче — шкулсенче ачасене тӳлевсĕр апат çитересси, тин кăна çут тĕнчене килнĕ пепкене «Эпĕ Чăваш Енре çуралнă» парне парасси, транспорт налукĕнчен хăтарасси, пурăнмалли условисене лайăхлатасси, пурăнмалли çурт-йĕршĕн, коммуналлă тăкаксемшĕн тӳленĕ чухне çăмăллăхсемпе усă курасси.
— Финанс пулăшăвĕ çинче тĕплĕнрех чарăнар-ха. Республикăра çемьесем валли федераци пулăшăвĕсĕр пуçне тата мĕнлисем пур?
— 2024 çулхи кăтартупа 1500 ытла çемье 140 миллион тенкĕ ытларах амăшĕн капиталне илнĕ. 2012 çултанпа унпа 17 пин ытла çемье усă курнă. Нумай ачаллă çемьесем ача укçи илеççĕ. Ун пеккисем республикăра 19 пине яхăн. Кашни тăваттăмĕш ача Чăваш Енре çакăн пек çемьере ӳсет. 2025 çултанпа Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев виççĕмĕш тата тăваттăмĕш ачасем çуралсан финанс пулăшăвне 150 пин тенкĕрен 200 пин тенке çитерме ыйтнă. Чăваш Енре 2023 çултанпа нумай ачаллă çемьесем çĕр лаптăкĕ вырăнне пĕр хутчен укçан /250 пин тенкĕ/ илме пултараççĕ. Федерацин тата республикăн амăшĕн капиталне, çĕр лаптăкĕ вырăнне сертификат илсен çемье нухратпа пурăнмалли условисене лайăхлатма е автомобиль туянма пултарать.
— Социаллă пулăшăвăн хăш мерисем ача ытларах çуратма, ачаллă çемьесен пурнăçне лайăхлатма май туса параççĕ?
— Ытларах çуратчăр тесе çĕнĕ пуçарусене пурнăçа кĕртме республикăран çеç мар, федерацирен те укçа уйăрма палăртса хунă регионсен списокне Чăваш Ене те кĕртнĕ. Республика Пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшӳллĕн ку тĕллеве пурнăçа кĕртме 780 млн тенкĕ уйăрнă.
— Ачаллă çемьесем пулăшу илессишĕн тĕрлĕ инстанци тăрăх çӳреме чылай чухне вăхăт тупаймаççĕ. Çак чăрмава пĕтерме мĕнле мел пур?
— Çул çитменнисене пăхассипе, аталантарассипе, пушă вăхăта пĕрле ирттерессипе тата ачасене уроксем хыççăн вăхăта усăллă йĕркелеме май туса парассипе çыхăннă ыйтусене комплекслă татса пама республикăра Çемьесен нумай тĕллевлĕ центрĕсем пур. Вĕсем «Пĕрлехи чӳрече» тытăмне кĕреççĕ, унта çемье психологи, юридици тата социаллă ыйтусен енĕпе пулăшу илет. Халĕ çавнашкал центр Шупашкарта — 3, Çĕмĕрлере, Канашра, Вăрмарта 1-ер. <...>
Роза ВЛАСОВА тата Юрий МИХАЙЛОВ хатĕрленĕ.
♦ ♦ ♦
«Геннадий Терентьев ташлаттарчĕ, юрлаттарчĕ»
Эпĕ Тăвай районĕнчи Кивĕ Пуянкасси ялĕнче 1939 çулта çуралнă, вăрçă пуçлансан атте Тăван çĕршыва хӳтĕлеме тухса кайнине астумастăп.
«Нимĕç пирĕн яла та килме пултарать», — терĕç. Килте Ленинградран эвакуацие килнĕ хĕрарăм пурăнатчĕ, апат пĕçерсе çитеретчĕ. Пĕррехинче чашăка яшка антарса пачĕ те эпĕ çинĕ хыççăн çапла ыйтрĕ: «Еще надо?» — «Нятя», — терĕм. Шĕвĕскерне тата ярса пачĕ. Каллех кăсăкланчĕ: «Еще надо?» — «Нятя», — хуравларăм. Анне киле шăллăма кăкăр çитерме васкаса çитрĕ, эпĕ йĕрсе ятăм. «Мана апат çитерсе вĕлерет», — терĕм нăшăклатса. «Сан «не нятя», — тесе каламаллаччĕ», — вĕрентрĕ анне. Пĕлмен ун пек хуравлама, вырăсла мар, чăвашла çеç калаçма хăнăхса пынă. Вăрçăран атте хăрах алăпа таврăнчĕ. Унпа пĕртăван 4 аппăшĕн мăшăрĕсем, Альтук аппан 2 ывăлĕ килеймен, аппан 6 ачи ашшĕсĕр çитĕннĕ. Пĕтĕмпе вĕсен 14 ачи тăлăха юлнă. Паллах, вĕсене пăхма атте те, колхоз председателĕ, пулăшнă. Вăрçă çулĕсенче кашни килте 7-8 ачаччĕ. Выçă пулин те кулянма пĕлмен, çулла урамран кĕмен — вылянă-кулнă. Урана тăхăнмалли пулманран çара уран çӳренĕ. Вăрçă хыççăн 1-мĕш класа çапла кайнине астăватăп, пӳлĕмре 40 ачаччĕ. Колхоз ĕçĕнче те çара уран: çум çумланă, çурлапа тырă вырнă, фермăра выльăх пăхнă... Ĕç укçи вырăнне тырă, утă-улăм панă. Çăмăл мар пулин те кил хуçалăхĕнче ĕне тытма тăрăшнă. Унсăр юлсан çемьене инкек çулăхнă. Чылай хуçалăхра сысна, чăх, хур та ĕрчетнĕ. Колхозниксене кăнтăрла уйра апат тӳлевсĕр çитернĕ. Вăрçă çулĕсенче тата хыççăн колхозсем йывăрлăха çĕнтерме пулăшнă. Ялти пуçламăш, Çĕнĕ Пуянкассинчи 7 çул вĕренмелли, Тăвайри вăтам шкулсенче пĕлӳ илтĕм. 7-мĕш класра комсомола кĕтĕм. 1953 çулхи пуш уйăхĕнче И.Сталин вилсен пурте, хам та куляннă. 8 «а» класра Çăлпуç, Тăвай тата Пуянкасси ялĕнчен 26-ăн вĕрентĕмĕр. Ашшĕ вăрçăран таврăнман тăк тӳлевсĕр вĕрентнĕ. Анне-атте маншăн 3 çулта 450 тенкĕ тӳленĕ. Вырăс чĕлхипе класс ертӳçи Миропия Масленникова вĕрентнĕ. Роберт Тохтасьев, Валерий Улитин, Роза Иванова, Светлана Макарова лайăхрах вĕреннине палăртас килет. Шкулти уйрăлу каçĕнче Михаил Леонтьев директор çапла чĕнсе каларĕ: «Аслă шкула кĕме тăрăшăр». Нарăс уйăхĕнче эпир, Кивĕ Пуянкассисем, шкултан таврăннă чухне çил-тăман тухсан уйра çухалса кайнă Кушкă ачине шăнса вилесрен çăлтăмăр. Çакă — вăрçă ачисем пĕр-пĕрне пулăшнине çирĕплетекен тĕслĕхсенчен пĕри. Куллен Тăвайри шкула çитме — 6, Пуянкассине таврăнма 6 çухрăм утнă. Шкулта столовăй пулман, кăнтăрла типĕ çăкăр чĕллипе çырлахма тивнĕ. Тавах аннене: кашни ирхинех яшка çитерсе янă. Çуллахи каникулта колхоза пулăшнă: утă çулнă, тырă вырнă, çĕр улми купаланă, куккурус уйне кăпкалатнă… Каçхине ялта купăс сасси янăраса тăнă. Кивĕ Пуянкассинче 1929 çулта çуралнă Геннадий Терентьев, вăрçă ачи, кайран — чăваш халăх артисчĕ, пире купăс каласа ташлаттаратчĕ, юрлаттаратчĕ, йăмăкĕ Галина Терентьева, Çĕрпӳри культура техникумĕнче ĕçленĕскер, çамрăксене Пуянкассинче тата кӳршĕ ялсенче концерт час-часах ларттаратчĕ. Тăвайри вăтам шкул хыççăн Çĕрпӳри культура техникумĕнче ятарлă пĕлӳ илтĕм. 1957 çулхи çурла уйăхĕнче эпир, унта вĕреннĕ 30 хĕр, 1-мĕш курс хыççăн комсомол путевкипе Казахстана ĕçлеме кайрăмăр. Мансăр пуçне Тăвай районĕнчен — Клара Мюресовăпа Раиса Пермякова. Канаш станцийĕнче Чăваш пединститучĕн студенчĕсемпе пĕрлешрĕмĕр, пире çула комсомол обкомĕн ертӳçисем ăсатрĕç. Тавар турттаракан пуйăспа кайрăмăр. Хусанта тата Свердловскра тутлă апат çитерчĕç. Çул тăршшĕпех юрласа-ташласа пытăмăр. Çурçĕр Казахстан облаçĕнчи Мамлютка станцине çитсен хула тата ял ачисене уйăрчĕç. Ялтисем Пресновка районĕнчи «Буденовский» совхоза лекрĕç. Унта лайăх кĕтсе илчĕç: мунча кĕртрĕç, тутлă апат çитерчĕç. Икĕ сменăпа ĕçлерĕмĕр. Тырра çапса тĕшĕленĕ хыççăн пуçтарăнакан улăма комбайн çинчен кун каçиччен тăкатпăр, каçхине тырă сăвăратпăр. Кăнтăрла 40-45 градус ăшă тăрать, каçхине сулхăн. Икĕ уйăх ĕçлерĕмĕр, ĕç хыççăн концерт лартрăмăр. Унти халăх пуянччĕ, тырă йӳнĕччĕ, ăна выльăха та çитернĕ. Утă-улăма çӳллĕ урана хыватчĕç. Кашни уйрăм хуçалăхрах мăйракаллă шултра выльăх 3-4 пуçчĕ. Чăваш Енре çынна апат-çимĕç çитмен. Казахстанра тулăх пурăннинчен тĕлĕнтĕмĕр. Техникумра вĕренĕве малалла тăсрăм, пире стипенди паратчĕç. Вăл куллен пурăнма — тăван яла уйăхра икĕ хут кайса килме, апат туянма — çитнĕ. Пĕчĕк кукăль туянма — 5, Çĕрпӳрен Канаша çитме — 55, кино пĕрре курма 5 пус тӳлеттĕмĕр. Эпĕ аннерен укçа ыйтса курман, ялта укçа пулман — ун вырăнне раштав уйăхĕнче тырă панă. Халăх ĕçленĕ. «Кам ĕçлет — вăл çиет», — тенĕ. Ялсенче кил хальхи пек питĕрĕнсе ларман, пĕр-пĕринпе туслă пурăннă, халь çакна курмастăп. Пĕтĕм ĕçе йышпа тунă, пĕр-пĕрин патне кайса çӳренĕ, çынпа çын канашланă, кирлĕ сĕнӳ панă, хуйхасавăнăçа пайланă. Атте-анне пурнăçĕ ачисемшĕн ырă тĕслĕх пулнă, эпир вĕсем каланине итленĕ, вĕсемпе тавлашман. Пĕррехинче пирĕн пата кинемей ларма пычĕ. Сăмах май тенĕ пек çапла каласа хучĕ: «Сирĕн Зоя, кĕçĕнни, мана ятран Матрунь терĕ, аслисем, Валяпа Галя, Матрунь аппа теççĕ…» <...>
Галина МАКСИМОВА, вăрçă ачи.
♦ ♦ ♦
«Эпир аттесĕр ÿсрĕмĕр»
1941 çул, çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕ. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ялĕнчи В.Блюхер ячĕллĕ колхоз Акатуйĕ кĕрлет.
Çавал юхан шывĕ хĕрринчи вăрман уçланкинче ăмăртура малта пыракан колхозниксене чыслаççĕ. Аркăллă вăрăм пир кĕпе тăхăннă хĕрсем, яштака каччăсем алла-аллăн тытăннă, хуçалăхăн пултарулăх коллективĕ йывăç сцена çинче ял-йыша юрă-ташăпа савăнтарать. Çынсем кăнтăрла иртсен уçланкă патне Шуршăл енчен юлан ут çиçĕм пек вĕçтерсе килнине асăрхаççĕ. «Ку ырра мар», — теççĕ. Акă концерт чарăнса тăрать, пурте шăпланаççĕ. Юлан утçă хăрушă хыпар илсе çитернĕ: «Вăрçă пуçланнă!» Çичĕ вăй питти арçынна повестка тыттарнă — яла фронтран пĕри те таврăнайман. 158 пӳртлĕ ялтан Тăван çĕршыва хӳтĕлеме 229-ăн тухса кайнă, 80-шĕ çапăçу хирĕнче пуç хунă. Колхозра ĕçлеме пултаракан арçынсем юлман, вĕсен вырăнне çул çитмен ачасем, салтак арăмĕсем, ватă çынсем тăнă. Хусан хӳтĕлев тăрăхне тума Шуршăлсем те хутшăннă. Карапаш енне чавма кайнă, килте ачасем ваттисемпе юлнă. 1941-1942 çулсенче шартлама сивĕ тăнă, çимелли çитмен. Вăрçă ачисем чирлесе вилнине аса илеççĕ. Республикăна эвакуациленисенчен Шуршăла 11 çемье килнĕ. Вĕсем колхоз ĕçне хутшăннă: тырă акнă, пухса кĕртнĕ, фермăра выльăх пăхнă, ытти ĕçе тунă, уншăн хуçалăх ĕç укçи вырăнне тырă, ытти продукци панă. Хальхи çамрăксем Çĕнтерӳ хыççăн пурнăç тӳрех лайăхланманнине пĕлмеççĕ, вăрçă ачисем çав тапхăра аса илнипе те паллаштарас килет. — Атте 1941 çулхи çурла уйăхĕнче вăрçа кайнă чухне эпĕ пĕр уйăхри пепке пулнă, — аса илчĕ 84 çулти Тамара Алексеева, фермăра нумай çул ĕçленĕскер. — Килте аппасем 4 çулти Лидăпа 6 çулти Зоя тата анне юлнă. «Ачи 3 уйăхра çеç», — тесе ăна окоп чавма хушман. Çапах анне мана килте аппасемпе хăварса куллен колхоз ĕçне чупнă, каймасан ĕç кунĕ çырман — тырă илеймен. Анне колхозра ĕçленĕрен эпир выçăхса вилмен. «Хăй çиес çăкăрне виçсĕмĕре пайласа паратчĕ», — аса илеççĕ аппасем. Атте вăрçăра пуç хунă — эпир унсăрах ӳсрĕмĕр. Пирĕн пурнăç Çĕнтерӳ хыççăн та лайăхланмарĕ. Мăян çăкăрĕ çинине, ăна епле пĕçернине лайăх астăватăп. Вăрçă çулĕсенче тата хыççăн пахчари мăяна та тăпăлтарса пăрахман, вăрри пулса çитиччен кĕтнĕ. Вăл хăмăрлансан тин кăларса типĕтнĕ, пир шăналăк çинче çапса вăррине кăларнă. Вăл пĕçерсен исленет тесе алă арманĕпе авăртман. Мăян çăкăрĕн чустине чĕресре тырă тĕшшин çӳхе хуппипе, хĕрхенсе пĕр-икĕ ывăç янă çăнăхпа хутăштарса, шыв ярса çăрнă. Вăррине нумай яман, ытларах хушсан çăкăр вар-хырăма чирлеттернĕ. Пиçсен вăл хураччĕ, ăна çинĕ чухне хывăхĕ пыра ларатчĕ — пурпĕрех чăмланă. Юман йĕкелĕнчен пашалу пĕçернĕ. Йĕкеле пирвай хĕвелпе типĕтнĕ, хуппи çурăлсан тĕшши хăех тухса ӳкетчĕ. Ăна алă арманĕпе авăртнă, çăнăхпа хутăштарса чуста тунă, кăмакара пĕçернĕ. Чăн та, йӳçĕччĕ, пурпĕр тиркемен. Кĕркунне уйра юлнă çĕр улмине çуркунне пуçтарса, хуппине шуратса крахмалĕнчен тĕрлĕ çимĕç хатĕрленĕ. Çулла хырăма тăрантарма ял-йыша çăмăлрахчĕ. Çиме юрăхлă ӳсен-тăран ял таврашĕнче пайтахчĕ: кĕпçе, серте, пултăран, пиçен, мăян, купăста çулçи, çĕр улми, вăрманта — çырла, кăмпа, мăйăр. Эпир, ачасем, вĕсене хĕлле çиме те пухнă, çуркунне çăка папкана ларасса кĕтнĕ. Вăл тулса çитсен ăна çулçă çине хурса çавăраттăмăр — пĕчĕк кукăль пулатчĕ. Ăна юратсах çинĕ, çемçеччĕ, тутлăччĕ. Анне каçсерен пире пĕрер пĕчĕк курка сĕт ĕçтернĕ. Вăрçă çулĕсенче ял-йыш выльăх, кайăккĕшĕк усрамасăр, пахча çимĕç туса илмесĕр пурăнман. Анчах патшалăх саккасне пурнăçламалла — кашни çемьен услам çу, тăпăрчă, çăмарта, аш, сурăх çăмĕ, сĕт сутмалли плана тултармалла. Вăл пысăк пулнă, саккаса пурнăçланă, плана тултармасан çемье инкеке лекнĕ. Пысăкрах пайне патшалăха панăран килте сахал юлнă. Продукцишĕн çемьесене укçа кăштах тӳленĕ. Анне патшалăха панă хыççăн пăртак юлнине Сĕнтĕрвăрри пасарне сутма 15 çухрăма кайнă. <...>
Алевтина ПЕТРОВА-ПИРОГОВА Сĕнтĕрвăрри округĕ, Шуршăл ялĕ
♦ ♦ ♦
Курск шăпчăкĕ
Эпĕ 1937 çулта çуралнă, вăрçă ачи. 1941-1945 çулсенчи йывăрлăха чăтса ирттернĕ хĕрарăм çинчен аса илнипе вулакансене паллашма сĕнетĕп.
Вăрçă вăхăтĕнче тата хыççăн ĕçсĕр аптăранипе ял урамĕпе йытă хăваласа çӳрекен ача пулман, эпир каникулта выляса çӳремен: хĕлле уйра юр тытнă, фермăна улăм турттарнă, çуркунне колхоз çурт-йĕрĕн çи виттийĕнчен юр антарнă, çулла кунĕпех уйран яла кĕмен. Ĕç кунĕ ытларах пултăр тесе анне мана мăннисемпе тан вăй хума хистетчĕ: 6 метр анлăш тырра çурлапа эртелпе тан вырса пыраттăм. Çумра — Ульяна акка, ăна шурă пир кĕпе тăхăннă, чечеклĕ тутăр çыхнă хĕрачи Василиса пулăшать. Ашшĕсĕр юлнисем ялта туллиехчĕ те, ача чухне хĕрачан çывăх çынни камне, ăçтине ыйтса пĕлмен эпĕ. Мана çакă тĕлĕнтернĕ: хитре мар Ульяна акка пукане пек чиперккене мĕнле çуратма пултарнă? Василисăн хулă пек авăнакан çинçе кĕлетки пиçнĕ тулă кĕлти тейĕн, выраканскерĕн куçĕ утмăлтурат чечекĕпе пĕр тĕслĕн йăлкăшать. Вăрăм кĕпе аркине çĕклемесĕрех чĕркуçленсе вырать, малаллах тапаçланать. Акă кĕлте çыхма ун патне чупатăп. Кăнтăр е кахал апатне ларатпăр та, таçтан вăй кĕрсе каять çак çинçешке кĕлеткене. Юрласа ярать те уçăлсах çитмен янăравлă сассипе пурне те хăй патнелле туртать. Шăп пулса итлеççĕ тырă выракансем. Çурла-çава юрри çумне кĕçех молотилка вăрăммăн ухлатса макăрни хушăнать. Çывăхри мăн каткаран карттуспа шыв ăсса тусанлă-хылчăклă пит-куçа йĕпетсе илетпĕр те капан патне кĕлте йăтма чупатпăр. Ульяна акка кĕреплепе арпа туртать. Ушкăн варрине тăнăскер аллипе хăлаçлансах тем ахăрттарать: — Какăриччен хырăма персе лартрăм та каткаран шыв ĕçсе ăша кантарас-ха терĕм, трактористсен тимĕр куркипе ăсрăм та лăнкăртаттартăм. Сивĕскер пыра тăрук кăтăклантарса илчĕ, хырăма анса кайиччен алăпа карланкăна ярса илтĕм те — каярах юлтăм, кăррк! тунă сасă çеç илтĕнчĕ. Хăсас тетĕп — хăсăк тухмасть. Туршăн та, шапах пулчĕ-тĕр, сĕлĕх е калта ун пек мар. Çынсем вар тытсах кулаççĕ. Ульяна акка сăмахне çапла пĕтĕмлетрĕ: — Шапа краççынлă çĕтĕк татăкĕ мар-иç — вĕлерес çук, мана, вăрçă тухнăранпа аш çисе курманскере, юрĕ-çке терĕм те лăплантăм. Курск Курийĕ Китайра ăшаланă шапа кăна мар, çĕлен те çини çинчен каласа паратчĕ. Çавăн хыççăн Ульяна аккана Шапа Ульянĕ теме пуçларĕç. Унтанпа чылай çул иртрĕ. Журналистра ĕçленĕ чухне яла таврăнсан нихçан кулянма пĕлмен Ульяна акка кукăрăлнине асăрхарăм. Туяпа, куçĕ ĕлĕкхинчен самаях сӳннĕ, кулă вырăнне куççуль юхтарать. Кăнн пăхать. Лапчăк сăмси çинчи шĕпĕнĕ вăрăм тĕксемпе витĕннĕ. Мана хам каласан тин палларĕ. — Ватăлчĕ Шапа, каçхи тĕтре ăшне путрĕ, — терĕ ассăн сывласа. — Темшĕн эсĕ, ман пата çывхараканскер, Курск Курийĕ пекех туйăнса кайрăн. Анатран вăл та çапла яртлаттарса хăпаратчĕ. Атя-ха пӳрте, карточкине кăтартап. Кури ман ума çăлтăр пек анса ларчĕ те — курса та юлаймарăм, чун килениччен сӳнчĕ. Юратьха, хăй вырăнне тепĕр çăлтăр çутса хăварчĕ — Василисăпа йăпанса ĕмĕре ирттеретĕп. Ульяна акка мунчаран кăшт пысăкрах пӳрте илсе кĕчĕ. Икĕ чӳрече хушшинчи кĕленчеллĕ рама ăшĕнче — пысăк сăн ӳкерчĕк. — Ку — Курск Курийĕ, хăвăр ача чухне Курск шăпчăкĕ ят панă Василиса ашшĕ, — тесе ун çине пăхрĕ вăл. — Ялта пĕр кашăк шывпа çăтса ямалли чиперсем, тăлăха юлнă арăмсем пурччĕ, темшĕн мана суйласа илчĕ. Эсир пĕчĕкчĕ вăрçă тухнă чухне — астумастăр. Кунта салтаксем çапăçма вĕренчĕç. Пĕр командирне пурăнма пирĕн пӳрте вырнаçтарчĕç. Пăх-ха, хĕрĕх пĕрремĕш çултанпа пĕрре те улшăнман вăл. Йĕтĕн пек сарă çӳçĕ епле илемлĕн кăпкаланса тăрать. Ăна пĕрмай выляса шăлас килетчĕ. Василисăн çӳçĕ те унăнни пекех пулчĕ. Çамки епле сарлака, Василисăнни пекех. Çулăмпа çунтаракан куçлăччĕ, ун пеккине эпĕ урăх курман, хăй çума çывхаричченех ура вăйĕ пĕтетчĕ. Василиса сăмсине те ашшĕнне илнĕ. Хĕрĕм хама мар, ашшĕне хыврĕ. Кури юрлама ăстаччĕ. «Эпĕ Курск хули çывăхĕнчен», — тетчĕ, çавăнпа эпĕ ăна Курск Курийĕ тенĕ, хушамачĕ Удаловччĕ. Ульяна акка сак çине ларчĕ те сăмах çăмхине малалла тăсрĕ: — Вăл ман куçран çамрăк сăн-питпех çухалчĕ, эпĕ вара çулсем иртнĕçемĕн сăнсăрлантăм, тĕкĕр çине пăхма хăракан пултăм. Никам та ĕненес çук халь çав вырăс каччи ман упăшка пулнине. Авланманччĕ, çирĕм пиллĕкреччĕ, эпĕ унран икĕ çул кĕçĕнччĕ. Пĕр каçхине киле таврăнчĕ те çĕрĕпех калаçса выртрĕ, ирпе манпа сыв пуллашрĕ, «пире паян фронта ăсатаççĕ», — терĕ. Акă ĕнтĕ ир пулчĕ. Эпĕ макăратăп, чăтаймарăм, персе ятăм: «Пирĕн, Кури, ача пулать...» Ман командир шаках хытса тăчĕ, кил хушшинче мана йăтса илчĕ те малалла утрĕ. «Пултăр, ӳстĕр, — терĕ савăнăçне пытармасăр. — Ывăл çуралсан атте ячĕпе «Василий» хур, хĕр пулсан анне ячĕпе «Василиса» пар. Вăрçă хыççăн сире хамăр пата илсе кайăп». Ĕмĕтне татрĕç, ăна вăрçă пуçламăшĕ çеç лекрĕ: Мускав патĕнче 1941 çулта пуç хучĕ. Вилнĕ хутне, çак карточкăна юлташĕсем ярса пачĕç. Унпа мăшăр кăвакарчăн пек виçĕ уйăх пурăнтăмăр, ял канашĕнче çырăнма ăс çитермен. Кайран Василиса хушаматне Удалова тесех çыртартăм. Вăрçă хыççăн мана никам та тăлăх арăмсен шутне кĕртмерĕ, «якăлтатса хĕрле ача турăн та пирĕнпе танлашасшăн тата!» тесе хăртрĕç. Нумай кулянтăм. Мĕн чухлĕ çăмăллăх халь фронтовиксен арăмĕсем валли, мана пĕрне те памарĕç. <...>
Владимир Кузьмин, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.
♦ ♦ ♦
Фронтра пулнă чăваш çыравçисемпе паллаштарать
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче хаяр тăшмана çĕнтернĕренпе кăçал 80 çул çитрĕ. Çавна май 2025 çула Раççейре Тăван çĕршыв хӳтĕлевçин, Чăваш Енре Çĕнтерӳпе патриотизм çулталăкĕ тесе палăртнă. Ирĕклĕхпе тăнăçлăха упраса хăварассишĕн çапăçнă, ĕмĕрлĕхех куçне хупнă паттăрсен мухтавлă ĕçне эпир яланах асра тытма, вĕсен умĕнче пуçăмăрсене тайма тивĕç.
Чăваш кĕнеке издательстви паллă пулăма халалласа «Чăваш çыравçисем – фронтра. Чувашские писатели – на фронте» кăларăм пичетлесе кăларчĕ. Ăна пухса хатĕрлекенĕсем – Эвелина Малеева, Ольга Федорова, Татьяна Захарова, Алексей Кузьмин; редакторĕ – Ольга Федорова; ӳнерçи – Дмитрий Литаврин. Тиражĕ – 1000 экземпляр. Каласа хăвармалла: ку – пĕрремĕш кĕнеке, иккĕмĕшĕ çывăх вăхăтра кун çути курĕ, унта проза тата драма жанрĕсемпе çырнă хайлавсем пулĕç. Çĕршывăмăр умне вилĕмле хăрушлăх тухса тăрсан тăван çĕре хӳтĕлеме мĕн пур халăхпа пĕрле çыравçăсем те кар çĕкленнĕ. Çĕнĕ кĕнекене Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă чăваш писателĕсемпе Чăвашра çуралса ӳснĕ вырăсла çыракан калем ăстисене кĕртнĕ. Кăларăм вĕсен пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе кĕскен паллаштарать. Кашни авторăнне вăрçăпа çыхăннă хайлавĕсене кĕртме тăрăшнă. Пĕрремĕш кĕнекене поэзи тата проза жанрĕсемпе çырнă произведенисем кĕнĕ. Авторсене алфавит йĕркипе вырнаçтарнă. Фашистсемпе кĕрешсе çапăçу хирĕнче Максим Данилов-Чалтун, Андрей Петтоки, Владимир Бараев, Ефрем Еллиев, Максим Ястран, Кĕçтук Кольцов, Илья Думилин тата ытти çыравçă пуç хунă. «Петĕр Хусанкай, Ухсай Яккăвĕ, Леонид Агаков, Василий Долгов, Илпек Микулайĕ, Алексей Талвир, Василий Алакер вăрçăра журналистсем пулса тăнă. Александр Алка, Михаил Сироткин, Василий Ржанов, Уйăп Мишши, Мĕтри Кипек вара командир тата политработник пулса та ĕçленĕ», – тет Чăваш Республикин ачасемпе çамрăксен библиотекин ĕçченĕ Эвелина Малеева «Вăрçă çулĕсенче чăваш литератури çĕнĕрен вăй илнĕ» ум сăмахра. Поэзи пайĕ Владимир Алатырцев, Александр Алка, Александр Артемьев, Марк Аттай, Алексей Афанасьев, Василий Васькин, Иван Викторов, Алексей Воробьев, Илья Думилин, Николай Евстафьев, Кĕçтук Кольцов, Григорий Краснов-Кĕçĕнни, Иван Малкай, Арсен Орлов, Георгий Орлов, Александр Пермяк, Андрей Петтоки, Николай Пиктемир, Александр Тимпай, Николай Сандров, Иван Тенюшев, Уйăп Мишши, Валентин Урташ, Ухсай Яккăвĕ, Петĕр Хусанкай, Петр Чичканов, Петĕр Ялкир, Максим Ястран сăвăçсен пултарулăхĕпе паллаштарать. Жанрĕсем тĕрлĕрен: сăвăсем, баллада, юптару, сонетсем, хĕр юрри. Хăйсен хайлавĕсенче поэтсем, пĕтĕмĕшле, тăшмана вилĕмпе хăмсараççĕ, совет салтакне Çĕнтерӳ сунаççĕ, чăтăмлă пулма пиллеççĕ. Тĕслĕхрен, Василий Васькинăн пĕр сăвви «Вилĕм – тăшмана!» ятлă, Кĕçтук Кольцовăн – «Йытта – йытă вилĕмĕ». Амăшĕн, чун савнин, аманнă юлташăн сăнарĕсем те куç умне тухаççĕ. Салтакăн мĕншĕн тӳсĕмлĕ пулмаллине аса илтерсе тăнăн туйăнаççĕ вĕсем. Тĕп шухăшĕ вара пурин те пĕрре: «Ан пултăр вăрçă нихăçан!» Георгий Орловăн сăвви шăп çакăн ятлă. Проза пайĕнче Степан Апашăн, Леонид Агаковăн, Василий Алентейĕн, Владимир Бараевăн, Михаил Беловăн, Иван Вашкин, Максим Данилов-Чалтунăн, Василий Долговăн, Ефрем Еллиевăн, Прохор Емельяновăн тата Георгий Ефремовăн хайлавĕсен тĕнчине путма пулать. Кунта калавсем, повесть сыпăкĕсем, çыру кĕнĕ. Пĕрне те хурланмасăр вулаймăн. Хăш-пĕр самант чĕрене çатăрах пăчăртать. «Чăнах, ытла та çамрăкчĕ вĕсем. Çирĕме çитнĕ-ши, çитменши?.. Иккĕшĕ те сарă мăйăхлă. Иккĕшĕн янахне те бритва тавраш сĕртĕнсе курман-ха. Çавсем çинчен аса илетĕп те... темле йывăр, йывăр. Мĕн чухлĕ çамрăк, чи илемлĕ, ырă çынсем пĕтрĕç вăрçăра...» – тенĕ Василий Алентей «Çулăм» калавĕнче. Вăрçăра пурнăçпа вилĕм ытти чухнехинчен пушшех те юнашар. Тупă-пăшал ваттипе яшшине пăхмасть, никама та шеллемест. Çав хушăрах темле тертлĕ тапхăрта та этем чунĕ ырра кĕтме-шанма пăрахмасть. Тĕлĕнмелле пуль, анчах вăрçăра та юрату валли вырăн пур-мĕн. «Эстони! Тепĕр хут ыйтас килет: мĕн пирки çав териех чуна кĕрсе юлтăн эс манне? Тен, санăн сарă çӳçлĕ, кăвак куçлă хĕрӳсем асран тухмаççĕ-ши? Эх, çамрăк чухне вĕсем çине те пăхас килет-çке. Хĕрсемпе тĕл пулса калаçас, нумай-нумай калаçас килет. Хĕрсен çутă, ăшă куçĕсенчен тинкерес килет. Вĕсен ăшă аллисене чăмăртас килет. Юратас килет. Вĕсенчен ниепле те уйрăлас килмест», – вулатпăр «Çулăм» хайлаврах. Прохор Емельяновăн «Икĕ тĕлпулу» повеçĕнчи сăнарсене те – Володьăпа Нинăна – вăрçă паллаштарать. Пĕрре курсах килĕштереççĕ пĕр-пĕрне, анчах тепĕртакранах уйрăлма тивет вĕсен: çар çынни ирĕклĕ мар – ăçта кайма хушаççĕ ăна, тухса утмалла. Малтанхи вăхăтра çыру çӳретеççĕ-ха савнисем. Кайран Володя аманать те, çыхăну татăлать, пĕр-пĕрне чылайлăха çухатаççĕ хĕрпе каччă. Таса юратăва ăмсанакансем, таптас текенсем те тупăнаççĕ.
Ольга АВСТРИЙСКАЯ.
«Шупашкара ялан килес килет»
Тĕрлĕ фильмпа савăнтарнă Пĕтĕм тĕнчери XVIII кинофестиваль çак кунсенче вĕçленчĕ. Кăçал ăна этника тата регион киновне халалланă. Конкурса Раççейрен, Беларуçран, Казахстанран, Кăркăсстанран, Таджикистанран, Узбекистанран, Сербирен, Иранран, Индирен тата Бангладешран 40 фильм тăратнă. Вĕсене республикăри 20 лапамра кăтартнă, тĕп хулара çеç мар, хăш-пĕр округра та.
Сумлă мероприяти Чăваш патшалăх филармонийĕнче иртрĕ. Унта Чăваш Республикин культура министрĕ Светлана Каликова хутшăнчĕ. «Çак кĕске вăхăтра республика çыннисем тĕрлĕ фильм курса савăнчĕç. Кинофестивалĕн малашлăхĕ пуласса шансах тăратăп. Киноискусствăна юратнăшăн чи малтанах ентешсене тав тăватăп. Паллах, мероприятие йĕркелекенсене, жюри пайташĕсене, режиссерсемпе актерсене те. Фестиваль малашне те пурăнтăр, пире çĕнĕ ятсемпе, фильмсемпе, кĕвĕ-çемĕпе савăнтартăр», — терĕ вăл. Светлана Каликова киноискусствăра пысăк тӳпе хывнăшăн РФ халăх артистне, кинематографи оркестрĕн илемлĕх ертӳçине Сергей Скрипкăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн ятарлă парнипе чысларĕ. Сăмах май, Сергей Скрипка ертсе пынипе 1000 яхăн илемлĕ фильма кĕвĕ-çемĕпе тивĕçтернĕ. Кинофестивальте 19 этника тата регион, 9 илемлĕ фильм ăмăртнă. «Победа» фильма /режиссерсем — Дарья Шумаковăпа Денис Носков/ вара кинофорум уçăлнă чухне кăтартрĕç. Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине халалланă. Кинофестивалĕн йĕркелӳ комитечĕн ятарлă парнине «Победа» тивĕçрĕ. «Ку фильмăн пĕтĕм серине куртăм, — терĕ Раççей автор обществин тĕп директорĕн канашçи Марина Кардаш. — Ăна пурне те пăхма сĕнетĕп. Вăл хăйне евĕрлĕ, кăсăклă фильм. Урăхла каласан, шкулсем валли вĕрентӳ пособийĕ шутланать». Конкурса тăратнă киносене икĕ пая уйăрса хакларĕç: этника тата регион, çавăн пекех илемлĕ фильмсем. Кăçалхи ĕçсем çӳллĕ шайра, çавна май вĕсене хаклама çăмăл пулманнине палăртрĕç жюри пайташĕсем. «Пире Чăваш çĕрĕ çинче ăшшăн кĕтсе илнишĕн тав. Эпир питĕ пултаруллă ĕçсемпе паллашрăмăр. Çавна май çĕнтерӳçĕсене палăртма çăмăл пулмарĕ, май пулсан награда шутне ӳстерĕттĕмĕр, анчах чи пултаруллисене çеç суйламалла-çке», — терĕ «Veles Media» пĕрлешĕвĕн тĕп директорĕ Юлия Лукашук. Этника тата регион киновĕн чи сумлă «Чи лайăх фильм» ятне — «С Н.Г. Братан» /режиссер Андрей Дуплякин/, илемлĕ фильмсен хушшинче çак ята «Двое в одной жизни, не считая собаки» /режиссер Андрей Зайцев/ çĕнсе илчĕç. Унсăр пуçне паха ĕçсене ытти номинацире те палăртрĕç. Сăмахран, «Чи лайăх режиссура», «Чи паха сценари», «Чи лайăх оператор ĕçĕ», «Чи лайăх кĕвĕ», «Хĕрарăм калăпланă чи лайăх роль»… «Шупашкар маншăн тăван хула пекех çывăх, — сăмах илчĕ Мускав хулин искусствăсен хисеплĕ ĕçченĕ Янина Мелихова актриса. — Эпĕ кунти кинофестивале темиçе çул хутшăннă. <...>
Валентина ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
Фестиваль вăхăтĕнче çуралнă фильм
Шупашкарти Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль вăхăтĕнче «Парăм» чăваш фильмĕпе те паллашма май пулчĕ. Унăн режиссерĕсем — Зоя Илларионовăпа Николай Семенов.
Сюжет тăрăх йывăр чире пула канлĕхне çухатнă хĕрарăм çĕре кĕнĕ амăшĕн парăмне татма тĕв тытать — унăн хĕресне хĕрне чăваш йăли-йĕркипе кĕпе тăхăнтартма шухăшлать. Кая юлса та пулин хăйĕн ĕмĕтне пурнăçлать хĕрарăм. Кинори ĕç-хĕл — чăн пурнăçран. Унăн сценарине Зоя Илларионова çырнă. Хăй каланă тăрăх, фильма амăшне халалланă. Шел те, кинофестиваль йĕркелӳçисем «Парăма» этника конкурсне кĕртмен. Ăна «Новое кино Чувашии» ятарлă номинацире палăртса куракансен умне кăларма май туса панă. Сăмах май, Пĕтĕм тĕнчери кинофестивале пĕртен-пĕр чăвашла фильмĕ хутшăнчĕ. Çапла майпа Чăваш çĕрĕ çинче иртекен мероприятире чăваш сăмахĕ «хĕсĕнсе те пулин» илтĕнчĕ. «Фильма тĕрлĕ вырăнта ӳкертĕмĕр, — терĕ Николай Семенов. — Иртнĕ çулхи авăн уйăхĕнче Патăрьел округĕнчи Чăваш Ишек, Именкасси, Патăрьел сали, Аслă Арапуç ялĕсенче ĕçлерĕмĕр, унтан — Шупашкарта, Шупашкар округĕнчи Шăмăш ялĕнче. Сăмах май, питĕ кăсăклă факт: Иоаким Максимов-Кошкинский хăй вăхăтĕнче пĕр фильмне Шăмăш ялĕнче ӳкернĕ. Таврари ял çыннисем унта массăллă сценăсене хутшăнма пуçтарăннă. Мĕншĕн тесен массовкăра ӳкерĕннисене кăштах та пулсан укçа тӳленĕ ун чухне. Çитес çул «Чăвашкино» йĕркеленнĕренпе 100 çул çитет. Çавна май киноискусствăпа кăсăкланакан ытти ентеше те хистесех калас килет — çитес кинофестивале тĕплĕ, çӳллĕ шайра хатĕрленмелле. Çавăнпа та ĕçе халех тытăнсан аван». Чиркӳри сценăсене тума Шупашкар тăрăхĕнчи Шăмăш чиркĕвĕнчи Максим Курленко протоиерей, ФАПри ĕç-хĕле çутатма Кристина Прокопьева фельдшер сăмахсăрах пулăшнине палăртрĕ Николай Семенов, вĕсене тав турĕ. Фильма куракансен умне кăларма тăрăшакансем вара — Владимир Карсаков режиссерăн вĕренекенĕсем. Вĕсем хăйсене «Карсаковецсем» теççĕ. Асăннă фильмра Александр Герасимов, Николай Семенов, Зоя Илларионова, Аэлита Бельская тата Оксана Изванова хутшăннă. Çакна та асăнмалла: фильмра Зоя Васильевнăн хĕрĕсене Ольгăпа Ульянăна та явăçтарнă. Вĕсем пĕлтĕрхи кинофорума хутшăннă «Хурăн шывĕнче» те рольсем калăпланăччĕ. «Парăм» фильма Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче кăтартрĕç. Каярахпа унăн режиссерĕсем — Зоя Илларионовăпа Николай Семенов — куракансен ыйтăвĕсене хуравларĕç. Зоя Васильевна сюжет еплерех йĕркеленнипе паллаштарчĕ: «Çак фильма ӳкерес шухăш пĕлтĕрхи кинофестиваль вăхăтĕнче çуралчĕ. Троллейбусра эпизодсене çыра-çыра пытăм. Ун чухне Тыва Республикинчи Виталий Петров режиссерпа тата Алтай тăрăхĕнчи Çамрăк кинематографистсен центрĕн ертӳçипе Дмитрий Шарабарин режиссерпа паллашрăмăр. Дмитрий Иванович пире Василий Шукшин ячĕллĕ кинофестивале йыхравларĕ. Сăмах май, вăл çак мероприятие йĕркелекенсенчен пĕри шутланать. Çакă пире хавхалантарчĕ курăнать. Çавна май эпĕ сценари çырма тытăнтăм. Каярахпа ăна Николай Семенова кăтартрăм. Вăл ăна ырларĕ, ӳкересси пирки сăмах хушрĕ. Çавăн пекех юрă çырма сĕнчĕ. Пуçтарăнса калаçнă хыççăн юлташсемпе пĕрле ĕçе тытăнтăмăр. Фильма кун çути кăтартма пулăшнă мĕн пур ĕçчене тав тăватăп, малашне те ăнăçу сунатăп. Монтаж тăвасси — çав тери чăркăш ĕç. Çавăнпа та Николая уйрăммăн тав сăмахĕ калас килет. Малашне те пĕрле ĕçлессе шанатăп». Зоя Васильевна сценарист, режиссерсăр пуçне тĕп сăнара тата ытти роле те калăплать. «Хăш-пĕр сцена тавлашу çуратрĕ, — малалла калаçрĕ Николай Семенов. — Калăпăр, пĕр-пĕр пулăма эпĕ кун пек куратăп, Зоя — ун пек, виççĕмĕшĕ пачах урăхла. Çавăнпа та темиçе хут ӳкертĕмĕр. Кайран монтажра вăл хăех курăнса пырать. Çавна май хăш-пĕр сцена тухса ӳкет. Ун пекки пирĕн чылай пулчĕ. Чи йывăрри — пуçланă ĕçе вĕçне çитересси. Хăшĕ-пĕри вĕçне çитерме хал тупаймасть. Эпир пĕр-пĕрне пулăшнăран темиçе фильма та кун çути кăтартма пултартăмăр. Çакăншăн савăнатпăр. Эпир пурте çемьеллĕ, ĕçлĕ. Çавăнпа та ăна пушă вăхăтра ӳкернĕ. «Парăм» конкурс программине кĕреймерĕ. Çапах та кинофорума хутшăнни те паха. Дмитрий Пиркулов продюсера, режиссера унăн сценарийĕ килĕшнĕ. Ун пирки вăл: «Хăйне евĕрлĕ, интереслĕ», — терĕ. Малашне Алтай тăрăхĕнчи кинофестивале хутшăнас ĕмĕтсем те пур. Утă уйăхĕнче иртекенскере кăçал хутшăнма ĕлкĕрейместпĕр. Мĕншĕн тесен программăна маларах йĕркелеççĕ. Тепĕр çул вара май тупса чĕннĕ çĕре çитсе килесчĕ». <...>
Валентина ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
«Тăрăшакан валли яланах çул уçă»
«Вĕрентекен Турăран», — тесе калас килет ун пирки. Ĕçне чунтан парăнса, ачасене юратса пурнăçлать вăл. Сăмахăм Шупашкарти 2-мĕш шкулта ĕçлекен Ираида Матьянова çинчен. Ираида Васильевна нумаях пулмасть республикăра иртнĕ професси конкурсĕнче «Тăван чĕлхене тата тăван литературăна чи лайăх вĕрентекен — 2025» номинацире çĕнтернĕ. Ираида Васильевна паян — «Хыпар» тĕпелĕн хăни.
«Баян, купăс калатăп»
— Ираида Васильевна, конкурс мĕнле иртрĕ? Çĕнтерессе шаннăччĕ-и? Е кĕтменлĕх пулчĕ-и?
— Эпĕ çĕнтерме кайман. Тĕрĕссинех калатăп, мĕншĕн тесен кăçалхи çул маншăн çăмăл килмерĕ. Конкурс пирки маларах шухăшланăччĕ. «Эсĕ хутшăнатăн-и кăçал?» — тесе шăнкăравласа темиçе вĕрентекен те ыйтрĕ. Çавăн пек калакансем пулнипе хутшăнас терĕм. Мана шаннине туйрăм. Нарăс уйăхĕн юлашки кунĕсенче заявка памаллаччĕ. Компьютер умне лартăм та шухăша путрăм. Мăшăрăм картише тухма хатĕрленетчĕ. «Володя, заявка памалла-ши манăн?» — терĕм. Тухса кайнăскер алăка уçрĕ те: «Памалла», — терĕ. Мĕн пуррине çĕрлеччен пуçтарса лартăм та ярса патăм.
— Çĕнтернĕшĕн савăнтăр-и?
— Эпĕ конкурссенче çĕнтеркеленĕ. 2018 çулта зонăра иртнĕ «Çулталăк вĕрентекенĕ» конкурсра мала тухнăччĕ. 2023 çулта РФ Президенчĕн грантне илтĕм. 2017 çулта Мускава кайса килнĕччĕ. Унта Пĕтĕм Раççейри тăван чĕлхене, вырăс чĕлхине вĕрентекенсен ăсталăх сехечĕ пулнăччĕ. Унта «Ăста педагог» номинацире çĕнтернĕччĕ. Унччен тăван чĕлхене вĕрентекенсем валли пулнă çав конкурс. Хальхи, çĕнĕ конкурс, тăваттăмĕш çул кăна иртет. Эпĕ çĕнтернине пĕлсен макăрсах ятăм. Çак конкурс республика шайĕнче вĕçленнĕ пулсан савăнăттăмччĕ. Халĕ республика чысне хӳтĕлеме Улан-Удэне каймалла. Çакă мана шухăшлаттарать. Пирĕн чăваш чĕлхи вĕрентекенсем питĕ маттур. Кашни çулах лауреат пулса таврăнчĕç. Вĕсенчен юлас мар тесе пĕтĕм вăя хурăп, тăрăшăп паллах.
— Учитель ĕçне мĕншĕн суйланă эсир?
— Эпĕ вĕрентекен пулма ачаранпах ĕмĕтленмен. Шкул хыççăн Чăваш патшалăх педагогика институчĕсĕр пуçне урăх нимĕн те курман. Пĕрремĕш çулне кĕреймерĕм. Математикăпа экзамен тытмаллаччĕ. Пĕр вырăна 5 çынччĕ. Математикăпа «3» паллă лартса пачĕç. «3» илсен кĕрейместĕр», — тесе тӳрех каларĕç. Эпĕ вара икĕ экзамен хыççăн документсене илтĕм. Чăваш чĕлхипе сочинени лайăх çыртăм. Кайран яла, Элĕк тăрăхĕнчи Йăранара, таврăнтăм. Яла выльăх тухтăрĕнче ĕçлеме килнĕ çамрăкпа, Володьăпа, çемье çавăртăмăр. Каярах Шупашкарти культура училищине вĕренме кĕтĕм, мĕншĕн тесен эпĕ баян, купăс калатăп. Çак ăсталăха хам тĕллĕн вĕреннĕ. Атте Василий Петров баян каланă. Шел те, эпĕ 9-мĕш класра чухне çĕре кĕчĕ. Вăл питĕ пултаруллă çын пулнă. Редакцире те ĕçленĕ. Партком, ял канашĕн председателĕнче тăрăшнă. Пĕрремĕш сăвăсем атте вилсен çырăнма пуçларĕç. Анне Раиса Григорьевна перекет кассинче 25 çул ĕçлерĕ. Шел те, вăл та ковида пула çĕре кĕчĕ. 5 ача — 3 хĕр те икĕ ывăл — çитĕннĕ эпир. Эпĕ — чи кĕçĕнни. Яла таврăнсан мана баян калама шкула чĕнкелетчĕç. «Тен, çак енĕпе вĕренме каймалла?» — терĕм ун чухне. Музыка училищинче режиссера вĕрентĕм. Сăмах май, вĕренни мана питĕ кирлĕ пулчĕ. Пурнăçра нимĕнле пĕлӳ те ытлашши мар. Кайран çемьепе Мускава куçса кайрăмăр. Раççейĕн тĕп хулинче 2 çул садикра ĕçлерĕм. Каярах Шупашкарта хваттер илтĕмĕр. Тĕп хулана килсен ачасене садика вырнаçтарма йывăрччĕ. Çавăнпа ача садĕнче ĕçлеме пуçларăм. Хĕрĕмĕре, чăн та, садика илчĕç. Кайран кĕçĕн хĕрĕмĕр çут тĕнчене килчĕ. Мускавра пурăннипе чăваш чĕлхишĕн тунсăхласа çитнĕччĕ. Ашшĕ-амăшĕ хăйсем чăваш пулсан та ачисемпе тăван чĕлхепе калаçмастчĕ. Йĕркеллĕ пуплеймесен те пĕрех ачисемпе вырăсла калаçасшăнччĕ. Çакна курни чуна ыраттаратчĕ. Çавăн чухне эпĕ «Чăваш сăмахĕн сăпкине» /«Колыбель чувашского слова»/ йĕркелеме пуçларăм. Ку вăл лартса вĕрентмелли япала мар. Çăвăннă, хывăннă, вылянă чухне вĕренмеллискер. Кĕнекене пичетлесе кăлартăм. 2015 çулта «Çулталăкри воспитатель» конкурса хутшăнтăм. Хула шайне çак программăпа тухрăм та: «Эсир вырăсла калаçакан ачасен правине хĕсĕрлетĕр», — терĕç. Манăн Наташа ятлă хĕрача пурччĕ. Вăл ялтан килнĕ те чăвашла анчах пĕлетчĕ. «Манăн Наташăн правине кам хӳтĕлет?» — терĕм... Ачамсем садикран шкула кайрĕç. 2-мĕш шкултан ача садне логопед çӳретчĕ. «Эсир шкула ĕçлеме пырасшăн мар-и? Пирĕн воспитатель вырăнĕ пушанчĕ», — терĕ. Эпĕ килĕшрĕм. Çапла эпĕ 2015 çулта шкула лекрĕм. Директор çумĕ чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ пăрахса кайни пирки пĕлтерчĕ. Садикра ĕçленĕ чухне куçăн мар майпа ЧПУра чăваш филологипе культура факультетĕнче вĕреннĕччĕ. Килĕшрĕм те пĕчĕккĕн ĕçлесе кайрăм. 2022 çулта Раççей Президенчĕн премине илсен тĕлĕнекенсем те пулчĕç. «Эсир университетра та куçăмлă майпа вĕренмен, çитĕнӳсем тума мĕнле пултартăр?» - тесе ыйтнăччĕ. Куçăмлă вĕренменнипе шăпах çавăн пек пулать тен? Нумай шыратăн, нумай пăхатăн, нумай чакаланатăн. Хатĕр материал никам та паман. Миçе урок, миçе конспект тишкермен пулĕ? Вебинарсем пăхнă. Пулăшакан никам та пулман. Телейпи телейлĕ-и? — Халĕ пурнăçри вырăна тупнă пек туйăнать-и? — Мана музыка предметне те вĕрентме тӳр килчĕ. Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ чуншăн çывăхрах. Ку манăнах пулĕ. Ачасем хавхалантарни ĕçлес кăмăла çĕклет. — Халĕ хула шкулĕсенче ачасем чăваш чĕлхине вĕренесшĕн мар. Ĕçлеме йывăр мар-и? Йывăрлăхсене мĕнле çĕнтеретĕр?
— Ачасем класс ертӳçи пулма хăйсем суйлаççĕ. Коридорăн пĕр енчен кураççĕ те: «Ираида Васильевна!» — тесе кăшкăрса чупаççĕ. Ыталаса илеççĕ. Вĕсене юратмасăр майĕ те çук. Вĕсем вĕрентекенне, предметне юратаççĕ пулĕ тетĕп. Ачасем калаçура сăмахсене улăштарма пултараççĕ. «Ашшĕ» вырăнне «шама» теме пултараççĕ. Килте калаçмасан, паллах, йывăртарах. Çавăнпа вĕсене коридорта: «Атя, атя Арсений кайрăмăр. Аллуна лайăх çу», — тетĕп чăвашла. Çавăн пек пĕчĕккĕн вĕрентетĕп. 8-мĕш класра чăвашла лайăх калаçакан пур та унпа тăван чĕлхепех пуплетĕп. Ыттисем эпир калаçнине илтеççĕ, хăйсем те хутшăнма пултараççĕ. Пĕлӳ çуртĕнче вăй хума пуçласанах: «Чăваш чĕлхи пĕлӳ илмелли тĕп чĕлхене — вырăс чĕлхине — чăрмантарать», — тетчĕç. Эпĕ ун пек маррине ĕнентерме пултартăм. Халĕ учительсем те пĕр-пĕринпе чăвашла калаçаççĕ. Çавна ачасем илтеççĕ. Урокра кăна мар, коридорта та, урамра та чăваш чĕлхи кирлине туймалла вĕсен. Ачасене çуллахи каникула килти ĕç парса яратăп. Яла кайсан кукашшĕ-кукамăшĕпе, аслашшĕ-асламăшĕпе чăвашла калаçма ыйтатăп.
— Эсир шкула яланах чăваш тĕрриллĕ çи-пуçпа çӳретĕр-и?
— Яланах пулмасть. Манăн темиçе япала та пур. Кĕпе, галстуксем туяннă. Чăвашла тумланни ачасен туртăмне кăштах çуратать.
— Телейпи хушма ята хăçан илнĕ эсир? Мĕншĕн шăпах ăна суйланă?
— Ку хушма ят хуçи — Юхма Мишши. Культура училищинче вĕреннĕ чухне сăвăсем çыркалаттăм. Пĕрремĕш кĕнекере — юратупа, пурнăçпа çыхăннă филосифиллĕ сăвăсем. Мĕншĕн хĕвел тухать? Мĕншĕн çын пурăнать? Халĕ сăвă çырасси чун киленĕçех мар пулĕ. Ĕçпе кирлĕ чухне шăрçалатăп. Пушă вăхăт питĕ сахал. Вăхăт ĕçре ытларах иртет. Шкулта театр ертсе пыма шанчĕç. Пĕлтĕр питĕ лайăх ĕçлерĕмĕр. «Алиса в стране чудес» спектакльпе Раççей шайĕнче иртекен фестивале хутшăнтăмăр. Хам та патша майрине вылярăм. Чăваш чĕлхи кунĕнче 4-мĕш классемпе чăвашла юмахсем лартрăмăр. Нумаях пулмасть тата шкулти медиацентра та ертсе пыма ыйтрĕç. Çавăнпа халĕ пысăк спектакльсемех лартаймастпăр. Апла пулин те сценкăсем кăтартатпăр. «Ираида Васильевна, хăçан спектакль лартатпăр?» — теççĕ ачасем. Вĕсене епле хирĕçлĕн? Медиацентра тытса пынă май интернет уçлăхĕнче «Шмитс-без границ» страница уçрăм. Унта тĕрлĕ ярăм кĕртрĕмĕр. Калăпăр, «Спорт хыпарĕсем». Унта ăмăртусенче çĕнтернисем пирки кăларăмсем хатĕрлетпĕр. «Пултарулăх лаççи» те, «Чĕрĕк пĕтĕмлетĕвĕсем» те пур. «Пĕлме интереслĕ» ярăм та кăсăклă. «Хамăр çинчен» ятлине те йĕркелерĕм. Ачасене хавхалантарма яланах çĕнĕлĕх шырас пулать. Культура училищинче вĕреннĕ чухне сăвăсене Юхма Мишшине кăтартма сĕнчĕç. Ун чухне çыравçăсен профессионал союзĕ çукчĕ. Мĕн тетĕр? Кайрăм вĕт. Сăвăсене парса хăвартăм. Мана хушма ят шырама сĕнчĕ вăл. «Сăввусене пăхса тухатăп», — терĕ. Тепĕр кунне хушма ят тупайманни çинчен пĕлтертĕм. «Сан çине пăхсан Телейпи е Кăмăлпи теме пулать», — терĕ. Телейпи çемçерех илтĕнет. Çавăнпа ăна илес терĕм пуль. «Сăввусене атя пичетлесе кăларатпăр», — терĕ. «Çыр. Çырсан пулать», — сĕнӳ пачĕ вăл ун чухне.
— Телейпи паян телейлĕ-и?
— Ай, питĕ телейлĕ! Мăшăрăмпа 25 çул ытла пурăнатпăр. Пирĕн икĕ хĕр. Асли Валерия, кĕçĕнни Анюта ятлă. Мăшăрăм Шупашкар округĕн ветстанцийĕнче пуçлăх çумĕнче 17 çул ĕçлерĕ. Халĕ хăйĕн профессийĕпех химиксен хулинче вăй хурать. <...>
Роза ВЛАСОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас