Хыпар 38 (28355) № 27.05.2025

27 Çу, 2025

Пĕрле лайăх енне улăштарма пултаратпăр

Ачасен çуллахи канăвĕ, пуçаруллă бюджет проекчĕсем… Çак тата ытти ыйтăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура пăхса тухрĕç.

Вĕренӳ çулĕ вĕçленнĕ май ачасен çуллахи канăвне йĕркелесси малти вырăна тухса тăрать. Чăваш Республикин вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров пĕлтернĕ тăрăх, кăçал хула тулашĕнчи, шкулсен çумĕнчи лагерьсенче, социаллă пулăшупа тивĕçтерекен организацисенче 73 пин ытла ача валли канса сывлăха çирĕплетмелли майсем туса парĕç. Уйрăм ушкăнсенчи — йывăр лару-тăрăва лекнĕ, ятарлă çар операцине хутшăнакансен, Запорожье облаçĕнчи Бердянск районĕнчен килнĕ, çул çитменнисен комиссийĕнче шутра тăракан ачасем валли ятарлă сменăсем йĕркелĕç. «Солнышко» лагерьте «Воин» центр, «Звездочка» лагерьте «Орлята России», «Лидеры ученического самоуправления», «Навигаторы детства», «Бригантина» лагерьте «Движение первых» профильлĕ сменăсем уçăлĕç. Вĕсен ĕçне 1800 яхăн ача хутшăнĕ. Федерацин ачасен кану тата сывлăха çирĕплетмелли организацисене модернизацилемелли программăпа килĕшӳллĕн «Лесная сказка» санаторире тата «Звездный» лагерьте юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Министр пĕлтернĕ тăрăх, вĕсен пысăк пайне пурнăçланă. Хула тулашĕнчи лагерьсенче 21 кун канмаллли путевка кăçал 22282 тенкĕ тăрать. Профильлĕ сменăри пĕр кун хакĕ — 1168 тенкĕ. Путевка туянмалли çăмăллăхсене пĕлтĕрхи шайрах сыхласа хăварнă. Çу уйăхĕн 26-мĕшĕ тĕлне, министр пĕлтернĕ тăрăх, 319 кану организацийĕ /97,9 процент/ санитари-эпидемиологи докуменчĕсене хатĕрлесе çитернĕ. Медицина учрежденийĕсем лагерьсенче канакансен сывлăхне тĕрĕслесе тăрĕç. Ачасене вилĕмрен сыхласси те, Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олеся Игнатьева палăртнă тăрăх, патшалăх политикин тĕп тĕллевĕсен шутĕнче. Çултан-çул ку кăтарту чакса пырать: Чăваш Енре 2019 çулта 100 пин ача пуçне 34-ăн пурнăçран уйрăлнă тăк 2025 çулта — 24,8. Тин çуралнă тата çулталăка çитичченхи ӳсĕмри пепкесем вилнĕ тĕслĕх те сахалланнă. Ку хисепсем, сăмах май, Раççейри вăтам кăтартусенчен чылай пĕчĕкрех. Олеся Олеговна ачасем пурнăçран уйрăлнин тĕп сăлтавĕсен шутĕнче суицид, асфикси, çул çинчи аварисем, пушар пулнине палăртрĕ. Олеся Игнатьева ачасем вилессине чакармалли меслетсене те уçăмлатрĕ: социаллă хăрушлăх пур çемьесене ытларах тимлĕх уйăрмалла, педагогсен, психологсен, социаллă, медицина ĕçченĕсен, ыттисен квалификацие ӳстерсе тăмалла, медицина тата социаллă профилактика технологийĕсене çĕнетсе пымалла, реабилитаци, социаллă пулăшу мелĕсене анлăлатмалла. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев та çирĕплетрĕ: «Ачасемпе питĕ тимлĕ пулмалла». Юлашки çулсенче республикăра пуçаруллă бюджет программи ăнăçлă пурнăçа кĕрет. Ял çыннисем патшалăх пулăшăвĕпе тĕрлĕ проекта ĕçе кĕртеççĕ. Кăçал, сăмахран, 3,3 миллиард тенкĕлĕх 1555 проект хатĕрленĕ. Çак шутран пысăк пайĕ çулсене юсассипе, ялсенчи инфратытăма аталантарассипе, общество вырăнĕсене хăтлăлатассипе çыхăннă. Чылайăшне ĕçе кĕртнĕ ĕнтĕ. Тĕслĕхрен, Тăвай округĕнчи Турикас Тушкил ялĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă вĕрентекенсене халалланă палăк уçнă. Об±ект хакĕ — 500 пин тенкĕ ытла. Пăрачкав округĕнчи Кудеиха ялĕнче 2,6 миллион тенкĕлĕх проекта ĕçе кĕртсе автоçула юсанă. Красноармейски округĕнчи Йĕпрем ялĕнче пурăнакансем тĕлпулу çуртне йĕркене кĕртнĕ. Сăмах май, пуçаруллă бюджет программипе ялсенче пурăнакансем ăнăçлăрах ĕçлеççĕ. Кăçал заявкăсен шучĕ икĕ хут ӳснĕ пулин те яллă территорисемпе танлаштарсан хулара — 3 процент чухлĕ кăна. Хуласенче пурăнакансем йышлă, вĕсен татса памалли ыйтăвĕсем те ытларах — апла пулин те пуçаруллă бюджет программине хутшăнас тĕллевлисем сахал. Чăваш Республикин строительство министрĕ Владимир Максимов пĕлтернĕ тăрăх, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш, Çĕмĕрле, Улатăр хулисенче 2017- 2025 çулсенче 190 проект пурнăçланă. Ку муниципалитетсенче патшалăх пулăшăвĕпе ытларах чухне социаллă инфратытăм об±екчĕсене хута яма, автоçулсене юсама, ачасем валли вăйă лапамĕсем тума усă курнă. Кăçал 48 инфратытăм проектне ĕçе кĕртмелле. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   


Пурнăçа упрасчĕ

«Статистика тăрăх, шыв объекчĕсенчи инкексен ытларах пайĕ ятарласа хатĕрлемен вырăнсенче тата эрех ĕçсе чăмпăлтатнăран пулать. Аслисен ачасене хăйсем тĕллĕн пĕве е кӳлĕ хĕррине ямалла мар. Пĕрле кайсан та куçран вĕçертмелле мар», — шыв хĕрринчи хăрушсăрлăх ыйтăвне хускатнă май палăртрĕ Республикăн гражданла хӳтĕлев тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен министрăн çумĕ Эдуард Маринкин.

— Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Чăваш Енре канакансем валли 8 пляж ĕçлеме пуçлĕ. Вĕсенчен 5-шĕ — Шупашкарта, ыттисем Çĕнĕ Шупашкарта, Етĕрнере тата Куславкка округĕсенче. Унсăр пуçне муниципалитетсенче шыва кĕме ятарлă уйăрнă 130 ытла вырăн пулĕ. Пĕлтĕрхи çулла шăрăх тăчĕ, шыв объекчĕсенче инкек йышлă пулнă. 28 çын путса вилнĕ, вĕсенчен 5-шĕ — ачасем. Пурнăçран уйрăлнă 22 çын шыва ӳсĕрле кĕнĕ. Çын путса вилнĕ чи нумай тĕслĕх пĕлтĕр çак муниципалитетсенче пулнă: Шупашкар хули /9 çын/, Етĕрне округĕ /5 çын/, Çĕрпӳ тата Шупашкар округĕсем /4-шар çын/. Ачасемпе пулнă инкек-синкек – чи хăрушши. Иртнĕ çулхи çĕртме уйăхĕнче Шупашкарти тĕп пляжра 13 çулти хĕрача тата 14-15 çулсенчи ачасем, çурла уйăхĕнче Çĕрпӳ округĕнчи пĕвере 9 çулти шăпăрлан, çурла уйăхĕнче Етĕрне округĕнче 14 çулти каччă пурнăçран уйрăлнă. Пур тĕслĕхре те ачасем аслисемсĕр шыва кĕнĕ. Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕсем 16 çултан кĕçĕнреххисем шыв хĕрринче пĕччен пулнăшăн аслисене административлă майпа явап тыттарма сĕннĕччĕ. Палăртмалла: шыв об±екчĕсенче хăрушсăрлăх йĕркипе тивĕçтерес тĕллевпе регионта тĕрлĕ ĕç-пуç йĕркеленĕ. Калăпăр, ака уйăхĕн 24-мĕшĕнчен Республикăн шыравпа çăлав службин ĕçченĕсем шыв тасалăхне тĕрĕслеме пуçланă. Водолазсем юхан шыв тĕпне çын сывлăхĕшĕн хăрушлăх тата суран кӳме пултаракан япаласенчен тасатаççĕ. Пĕтĕмпе 140 ытла вырăн хăрушсăрлăхне тимлемелле. Шыв хĕрринче канакансене хăрушсăрлăхпа çăлавçă-матроссемпе медицина ĕçченĕсем тивĕçтерĕç. Çавăн пекех общество вырăнĕсенче полици ĕçченĕсем патруле тухĕç. Пур пляжа та видеосăнав вырнаçтарнă. Шыва кĕме уйăрман вырăнсенче кулленех рейдсем, калаçусем йĕркелĕç. Çуллахи каникул умĕн пĕлӳ учрежденийĕсенче ашшĕ-амăшĕпе пухусем, ачасемпе уçă уроксем ирттернĕ. Çу тăршшĕпе «Манăн хăрушсăр çулла» уйăхлăх тата «Шывра ишме вĕрен» акци пырĕ. Сăмах май, юраман вырăнта шыва кĕнĕшĕн пĕр пин тенкĕлĕх штрафлаççĕ. Пĕлтĕр çапла 33 çынна административлă майпа явап тыттарнă. Йĕркесĕрлĕхе тупса палăртас тĕллевпе пĕтĕмпе 400 ытла рейд ирттернĕ. Паллах, шăрăх вăхăтра шыва кĕрес тата кĕлеткене уçăлтарас килет, анчах никамăн та тимлĕхе çухатма юрамасть, хăрушсăрлăх йĕркине çирĕп пăхăнмалла. Канма йĕркеленĕ вырăнсенче кăна ишмелле, чăнкă, чăтлăх çыран енче шыва кĕмелле мар. Ун пек вырăнсенче шыв тĕпĕнче тимĕр-тăмăр, ӳсен-тăран пулма пултарать. Малтанах ачасене тимлĕх уйăрмалла: çăлăнăç жилечĕпе, çанна тăхăнмалли хатĕрсемпе, вĕрсе хăпартнă çаврашкасемпе шыва кĕртмелле. Канăва ирхине тата каç кӳлĕм йĕркелемелле. Шыв температури 17-19 градусран кая пулмалла мар, 20 минутран ытлашши ишме юрамасть. Плотина хĕрринче, шыв сиккинче, карьерта, котлованта ишмелле мар. Шыври сигнал паллинчен иртме, кимĕ е карап çывăхне пыма, пĕр-пĕрне путармалла выляма юрамасть, ывăннă пулсан канмалла, тăруках шăнăр туртрĕ тĕк тĕртĕмсене сăтăрмалла та çурăм çине выртса çыран хĕрринелле ишмелле. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА.

♦   ♦   ♦


Аванс мĕншĕн пĕчĕк?

Çу уйăхĕнче ĕçленĕшĕн панă аванса илсен нумайăшĕн, ахăртнех, кăмăлĕ пăсăлчĕ. Мĕншĕн вăл ытти чухнехинчен пĕчĕкрех?

Çав вăхăтрах ку пулăмăн лайăх енĕ те пур: ĕç укçин юлнă пайĕ, çĕртме уйăхĕнче параканни, пысăкрах пулĕ. Мĕншĕн? Шут ĕçченĕсене тĕплĕнрех ăнлантарма сĕнтĕмĕр.

«Чи малтанах уçăмлатар-ха: шалу мĕнрен пуçтарăнать? — терĕ Вера Ананьева бухгалтер. — Саккунпа килĕшӳллĕн вăл икĕ пайран тăрать. Уйăхĕн пĕрремĕш пайĕнче — 1-15-мĕшĕсенче — ĕçленĕшĕн уйăх вĕçĕнче параканни аванс шутланать. Иккĕмĕш пайне тепĕр уйăх пуçламăшĕнче тӳлеççĕ. Юлашки çулсенче хушма тӳлевсĕр тата премисĕр оклад чухлĕ шалу илекенсен çак «пайсен» виçи пĕрешкел. Çакăн сăлтавĕ — 2023 çулхи улшăнусем. Икĕ çул каялла тупăш налукне авансран та, шалуран та тытма пуçланă. Маларахри çулсенче — уйăхра пĕрре. Çавăнпа ĕç укçин пĕр пайĕ тепринчен пĕчĕкрех пулнă».

Кăçалхи çу уйăхĕнчи аванс пĕчĕкрех пулни вăрăма кайнă кану кунĕсемпе — 1-4-мĕшĕсем тата 8-11-мĕшĕсем — çыхăннă. Унччен предприяти ертӳçи аванс виçине, тĕслĕхрен, 20-30 процент шайĕнче çирĕплетме пултарнă. Хальхи вăхăтра вара аванса ĕçленĕ кунсене тĕпе хурса шутлаççĕ. Сăмахран, çын уйăхăн пĕрремĕш пайĕнче «больничный» е кану кунĕсем илнĕ тĕк — аванс пĕчĕкрех пулать. Уяв кунĕсем лексен те çавăн пекех пулса тухать. Кăçалхи авăн уйăхĕн пĕрремĕш çурринче 7 кун кăна ĕçленĕ. Çавна май аванс виçине пĕчĕкрех шутласа панă.«Анчах та çакă уйăх шалăвĕ пĕчĕкрех пулассине пĕлтермест, — терĕ Вера Ананьева. — Ĕç кунĕсем сахалрах пулин те пĕтĕмĕшле тӳлев виçи улшăнмасть».

Сăмах май, ку калаçу пилĕк кунлă ĕç эрнипе тата икĕ кану кунĕпе вăй хуракансене пырса тивет. Экспертсем палăртнă тăрăх, икĕ кун канса иккĕ ĕçлекенсем çу уйăхĕнче пысăкрах шалу илме пултараççĕ, мĕншĕн тесен кун пек йĕркепе тăрăшакансен ĕç кунĕсем уяв кунĕсене лекеççех. Саккунпа килĕшӳллĕн, уявра ĕçленĕшĕн икĕ хут пысăкрах виçепе тӳлемелле. Кун пек чухне специалист мĕнле кун йĕркипе вăй хуни пĕлтерĕшлĕ мар. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   ♦


«Пайкилт – Слакпуç. К.В.Иванова асăнса»

Çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче чăваш поэзийĕн классикĕ Константин Иванов çуралнăранпа 135 çул çитрĕ. Пушкăртстанра Пелепей районĕнчи Слакпуç ялĕнче çут тĕнчене килнĕ поэт Чăваш Республикинче пурăнакан вулакансемшĕн яланах çывăх пулнă. Чылай çул унăн йăх-тымарĕ Пушкăрт çĕрĕнченех тесе шухăшланă. Халĕ вара Канаш округĕнче пурăнакансем ăна ентеш тесе çирĕппĕнех калама пултараççĕ. Нумаях пулмасть тĕпчевçĕсем Константин Васильевичăн мăн аслашшĕ – Кашкăр – Канаш округĕнчи Пайкилт ялĕнчен пулнине тĕпчесе палăртнă.

Çак пулăма тата поэт çуралнăранпа 135 çул çитнине тĕпе хурса çу уйăхĕн 17-мĕшĕнче Пайкилт вăтам шкулĕнче вĕренекенсем, чăваш çыравçисем тата ăсчахсем йывăç лартрĕç. «Пайкилт – Слакпуç. К.В.Иванова асăнса» ятлă вăл сад. Çак ĕçе Чăваш Республикин Профессионал писательсен союзĕ йĕркелерĕ. Союз ертӳçи Сергей Павлов, Чăваш халăх поэчĕ Светлана Асамат, Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕн çумĕ Ольга Федорова / Васильева/ прозаик йывăç лартас ĕçе хутшăнчĕç. Вĕсемпе пĕрле Шупашкартан филологи наукисен докторĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ Юрий Исаев, истори наукисен докторĕ Виталий Иванов, Александр Осипов тележурналист тата музыка тĕпчевçи çитрĕç. Константин Ивановăн йăхĕсене хисеп тума инçе çула кĕскетсе Пушкăртстанран сумлă хăнасем вĕçтерсе килчĕç: Пелепейре тухса тăракан «Урал сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ, Пушкăрт Республикин культурăн тата пичечĕн тава тивĕçлĕ пичет ĕçченĕ Юрий Михайлов, Пушкăрт Республикин Пелепей тăрăхĕнчи Чăваш наци культура автономийĕн председателĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Владимир Яковлев, Мударис Сафин тавра пĕлӳçĕ тата тĕпчевçĕ, Чăваш наци ăслăлăхпа ӳнер академийĕн академикĕ тата Чăваш наци ăслăлăхпа ӳнер академийĕн академикĕ Вячеслав Ерохин. Хăнасене Пайкилт вăтам шкулĕн директорĕ Владислав Ильин, вĕренекенсем тата ял çыннисем çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. – Паян пирĕн Пайкилт шкулĕн сумлă уяв! Çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче Константин Иванов çуралнăранпа 135 çул çитет. Çак пулăма сума суса эпир йывăç лартатпăр. Ку енĕпе ĕçлеме пуçланă ĕнтĕ. Малалла пирĕн йывăçсене пăхмалла, ӳстермелле, Пушкăртри туссем патне кайса çӳремелле, туслă пурăнмалла, – терĕ Владислав Гаврилович. Ачасемпе хăнасене Канаш муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ, Канаш округĕн вĕрентӳ управленийĕпе çамрăксен политикин пуçлăхĕ Наталия Суркова, Канаш округĕн депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Руслан Григорьев саламларĕç. Руслан Аркадьевич Пайкилт шкулне К.В.Иванов ятне парас енĕпе тимлеме шантарчĕ. Çыравçăсемпе ăсчахсем шкул библиотекине хăйсен кĕнекисене парнелерĕç. – Эпĕ 2018 çулта пуçарнă ĕç Пайкилт шкулĕн дирекцийĕ, Чăваш Республикин Профессионал писательсен союзĕ тăрăшнипе тата пулăшнипе паян пурнăçланчĕ. К.Иванов йăхĕ Канаш тăрăхĕнчи Пайкилт ялĕнчен пулнине ăсчахсем çирĕплетрĕç, çавăнпа эпĕ питĕ телейлĕ, – терĕ Светлана Васильевна. Константин Ивановăн йăхĕ Пайкилтрен тухнине уява килсе çитнĕ Виталий Петровичпа Мударис Харисович ăсчахсем тупса палăртнă. Вĕсем çак ĕç еплерех пулса иртнине тĕлпулура тĕплĕн каласа пачĕç. Малтан Виталий Петрович сăмах илчĕ. – Константин Ивановăн йăхĕ, аслашшĕн аслашшĕ, Пайкилтрен тухнине малтан никам та пĕлмен. 1990 çулсенче Ĕпхӳре пурăнакан чăваш профессорĕ, техника наукисен докторĕ Алексей Кондратьев çак ыйтăва тĕпчеме пуçланă, К.В.Иванов йăхĕ пирки статьясем çырнă. Алексей Александрович Константин Ивановăн мăн аслашшĕ Антон Данилов ятлă пулнине палăртнă. Вăл Слакпуçне Пелепей ялĕнчен куçса килнĕ. Ун чухне Пелепей хула пулман, 1781 çулта Кĕтерне патша ăна уес хули туса хунă. Антон Даниловăн тата темиçе çемьен Слакпуçне куçса кайма тивнĕ. Алексей Александрович çакна палăртса ĕлкĕрнĕ, анчах туллин тишкереймен, шел те, пурнăçран ир уйрăлса кайнă. Вара çав ĕçе эпир Мударис Харисович тусăмпа – историкпа – вĕçне çитерес терĕмĕр. Слакпуç историйĕпе материал пуçтарнă Мударис Харисович Кашкăр йăхĕ Пайкилтрен тухнине каларĕ мана. Çапла эпир «Истоки. Родина и род поэтов К.В. Иванова и Я.Г. Ухсая» кĕнеке çыртăмăр. Сăмах май, Ухсай Яккăвĕ – Константин Ивановăн виççĕмĕш сыпăкри тăванĕ. Епле майпа-ха? Антон Даниловăн малтанхи ячĕ Ваçук Андрюхин пулнă. Тĕне кĕриччен çав ятпа çӳренĕ. Вăл – Кашкăр йăхне пуçарса яраканĕ. Антон Даниловăн икĕ ывăл çуралнă: пĕрремĕш Çимун тата иккĕмĕш Çимун. Пĕр çемьере икĕ Çимун пулнă. Пĕрремĕш Çимунран К.В.Иванов йăхĕ кайнă, тепĕр Çимунран Ухсай Яккăвĕн йăхĕ тăсăлнă. Апла пулсан Ухсай Яккăвĕн тĕпĕсем те çак ялтан – Пайкилтрен. Унăн сăмахне тăсса Мударис Харисович çапла каларĕ. – Эпĕ çирĕм çул Мускавра федераци архивĕсенче ĕçлерĕм. Пушкăрт Республикинче йăх-несĕле тупса палăртма Правительство шайĕнче йышăну кăларнăччĕ. Эпир, пушкăртсем, тутарсем, чăвашсем, несĕл йывăççисем хатĕрлеме тытăнтăмăр, Мускав архивĕсене çӳрерĕмĕр. Алексей Кондратьева эпĕ палланă, Иванов пирки калаçусем те пулнăччĕ. Çавăнпа вăл пурнăçран уйрăлсан Антон Данилов Пушкăрта ăçтан куçса килнине тĕпчесе пĕлес терĕм. Раççей патшалăх авалхи актсен архивĕнчи документсене тишкернĕ чухне эпĕ сăвăçăн йăхĕсем ăçтан куçса килнине тупма пултартăм. Çавăнпа та Константин Иванов мăн аслашшĕсем Пайкилт ялĕнчен Пушкăрт çĕрне тухса кайни – документсемпе çирĕплетнĕ факт! Йăхĕ Пелепее 1756 çулта куçса килнĕ. Кĕçех ялтан Иккĕмĕш Кĕтерне патша уес хули туса хунă та чăвашсене унтан хальхи Слакпуçне кăларса янă. <...>

Дарья МОРОЗОВА.

♦   ♦   ♦


«Хăй çине халиччен хĕвел ÿкермен»

«Йывăçа илемĕпе те çимĕçĕпе хаклар, çынна — ĕçĕпе», — тенĕ ваттисем. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Кĕçĕн Арапуç ялĕнче çуралса ӳснĕ Ольга Краснова ĕçченлĕхĕпе те, чун илемĕпе те палăрать.

Мăнукĕсене тухьясем туса панă

Ольга Ильинична 1935 çулхи кăрлачăн 7-мĕшĕнче, Раштав уявĕнче, ура çинче çирĕп тăракан, туслă та ĕçчен, ялта хисеплĕ çемьере çуралнă. Евдокийăпа Илья Селивановсен 6 ачи хушшинче 5-мĕшĕ пулнă. Вĕсем ăна юратса Ульха тесе чĕннĕ. Хĕрача мĕн пĕчĕкрен ĕç çумне çыпçăннă. Ачалăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтне лекнĕ. Çавна пула 4 класс çеç вĕренме май килнĕ: ашшĕ пурнăçран уйрăлнăран пĕлĕве малалла тăсма май килмен. Сăмах май, Ольга Ильинична çакăншăн паян та пăшăрханать. Ольга Краснова шкулта лайăх вĕреннĕ. Тăватă класс хыççăн колхоз ĕçне хутшăннă. Амăшĕн 6 ачана пĕччен тăрантармалла пулнă. 1959 çулта Ольга Ильинична ялти маттур каччăпа, колхозра трактористра ĕçлекен, ялан малти ретре пыракан Михаил Красновпа çемье çавăрнă. 5 ача — пĕр ывăлпа тăватă хĕр — пăхса ӳстернĕ. Красновсем ачисене тĕрĕс воспитани панă, вĕрентсе пурнăç çулĕ çине тăма пулăшнă. Тĕпренчĕкĕсем пурте шкул хыççăн малалла вĕренме кайнă. Николай Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнче пĕлӳ илнĕ, колхозра инженерта ĕçленĕ. Антонина çĕвĕçре вăй хунă. Людмила вĕренсе пĕтернĕренпех Патăрьел больницинче медицина сестринче тăрăшать. Хĕрĕ Любовь — вĕрентекен. Ачасене тарăн пĕлӳ, тĕрĕс воспитани парас енĕпе тăрăшать. Лиля аппăшĕпе Людмилăпа пĕр больницăра медицина сестринче тăрăшать. Пурте пурнăçра харпăр вырăнне тупнă темелле. Ольга Ильиничнăпа Михаил Иванович 5 ачине те туй туса мăшăрлантарнă. Ачисем амăшне хытă юратнипе хăйсен ачисене Ольга ят панă. Халĕ Ольга Ильиничнăн 4 мăнукĕ Ольга ятлă. Вĕсем кукамăшĕ пекех питĕ харсăр, маттур. Мăнукĕ Илья хăйĕн хĕрне асламăшне юратса, хисеплесе Ольга ят хунă. Халĕ пысăк çак йăхра икĕ Ольга Ильинична Краснова. Пĕри 90 çулта, унăн кĕçĕн мăнукĕ — виççĕре. Красновсем тепĕр Ольга Ильинична-кĕçĕнни çут тĕнчене килнĕшĕн питĕ хĕпĕртеççĕ. Ольга Ильиничнăн мăнукĕсем пурте аслă пĕлӳллĕ. Пысăк çак йышра — 2 тухтăр, 3 ШĔМ ĕçченĕ, бухгалтерсем, юристсем… Ольга Краснова паян ачисемпе, мăнукĕсемпе, мăнукĕсен ачисемпе савăнать. Вĕсем ун патне яланах килсе çӳреççĕ. Çывăх çыннине Шупашкара, Мускава хăнана илсе каяççĕ. «Ачасем вĕренсе тухса хăйсен профессийĕсемпе ĕçлерĕç. Халĕ мăнуксем те çĕршыва усă кӳреççĕ. Эпĕ уншăн питĕ хĕпĕртетĕп. Кĕçĕн мăнуксене те яланах маттур, çĕршывшăн усăллă пулма сунатăп. Вĕсем килессе питĕ кĕтетĕп. Çамрăксем мана яланах пулăшаççĕ», — хĕпĕртевне пытармасть паян Ольга Ильинична. Вăл ĕмĕр тăршшĕпех Патăрьел тăрăхĕнчи «Герой» колхозра вăй хунă. Ĕçрен пĕр кун та юлман. Пенсие кайсан та пăрахман. Колхоз столовăйĕнче поварта 15 çул тăрăшнă. Колхозниксене тутлă апат пĕçерсе çитернĕ. Виçĕ çул колхозри ача садĕнче поварта ĕçленĕ. Ялти медпунктра та нумай çул вăй хунă. Ял çыннисен сывлăхĕшĕн тăрăшнă. Çав вăхăтрах колхоз ĕçĕнчен те юлман. Пуçарулăхпа, хастарлăхпа палăрнăшăн ăна колхозран Мускаври ВДНХ куравне 3 хутчен янă. 5 çул суд заседателĕ пулнă. Общество ĕçне вăй çитнĕ таран яланах хутшăннă. Колхоз хорне юрлама çӳренĕ. Спектакльсем лартнă çĕрте те чи пултаруллисенчен пĕри пулнă. «Юрлама, ташлама халĕ те юрататăп. Эх, вĕренме май килнĕ тĕк артист пулаттăмччĕтĕр. Кĕçĕн мăнуксем чăваш кĕписене тăхăнса юрланине, ташланине ытараймастăп. Тухйисене хам туса патăм. Кĕписене те çĕлерĕм. Колхозра вăй хунă вăхăтрах ĕç хыççăн, ял çыннисем валли çĕвĕ машинипе чăваш кĕписене, саппунĕсене çĕлеттĕмччĕ, тутăрсем тĕрлеттĕмччĕ. Мăшăрăм, ачасем валли яланах хамах çĕленĕ. Кашни уяв тĕлне çĕнĕ кĕпе, саппун хатĕрленĕ. «Анне, эсĕ нихăçан та çывăрмастăн вĕт. Яланах кĕпе çĕлетĕн. Эпир çывăрма выртатпăр — çĕлетĕн, вăранатпăр — çĕлетĕн», — тетчĕ хĕрĕм Люба. Яланах картиш тулли выльăх усранă. Пахчара хурт-хăмăр тытнă. Ачасемшĕн тăрăшнă. Вĕсем сывлăхлă пулччăр тенĕ. Халĕ ачасем çак ĕçе малалла тăсаççĕ», — каласа пачĕ хисеплĕ ватă. «Хăй çине халиччен хĕвел ӳкермен», — теççĕ халăхра Ольга Ильинична пек ир тăракансем пирки. Вăл колхозра тăрăшса ĕçленĕшĕн «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ. Ăна Хисеп хучĕпе, медальсемпе темиçе хут та наградăланă. Ольга Краснова халĕ те алă усса лармасть. Вăрмана çӳреме юратать. Çырла, кăмпа, тĕрлĕ курăк пуçтарать, милĕк хатĕрлет. Уçă сывлăшра ытларах пулма тăрăшать. Пахчара кайăксем юрланине итлесе ларма кăмăллать. Кунне икĕ хут ял хушшипе утать. «Ура ан хыттăр», — тет. Ватă сывă пурнăç йĕркине пăхăнать. Тухтăрта вăй хуракан мăнукĕсем унăн сывлăхне тĕрĕслесех тăраççĕ. Медицина сестринче тăрăшакан тăванĕсем килĕнчех сиплеççĕ. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


Ăрусене çыхăнтарать, тĕпчев ĕçне çул парать

Регионăн наукăпа педагогика пурнăçĕнче «Никольский вулавĕсен» хакĕ курăмлă

Çу уйăхĕ «Хыпар» Издательство çурчĕшĕн, унăн тĕп хаçачĕн историйĕшĕн калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çак уйăхра эпир кашни çулах «Хыпар» хаçат никĕслевçин, истори наукисен докторĕн, Хусан университечĕн, Хĕвел тухăç педагогика институчĕн, Мари педагогика институчĕн профессорĕн, чăвашсенчен магистр /1913 ç./ тата истори наукисен докторĕн /1947 ç./ ученăй степенĕсене, профессорăн /1918 ç./ ученăй ятне чи малтан илнĕ пирвайхи наука ĕçченĕн Николай Никольскин çуралнă кунне паллă тăватпăр. Вăл çуралнă çурт вырăнĕнче, Муркаш округĕнчи Купăрля ялĕнчи илемлĕ пĕве çумĕнчи палăк умĕнче, кашни çулах митинг иртет, профессорăн ятне панă тĕп хулари професси колледжĕнче вара «Никольский вулавĕсене» йĕркелеççĕ. Николай Никольский çуралнăранпа 147 çул çитнине тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине халалланă Республикăри наукăпа практика конференцийĕ кăçал колледжра çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче иртрĕ.

Анлă мероприятие шкулчченхи, пĕтĕмĕшле, професси тата аслă пĕлÿ паракан республика учрежденийĕсемпе вузсенче вăй хуракан çĕр-çĕр ĕçчен хастар хутшăнчĕ. Чăваш Енĕн вĕрентÿ министерстви пулăшнипе йĕркеленĕ конференцире педагогсем, ученăйсем, студентсем, общество деятелĕсем вĕрентĕвĕн, истори астăвăмне упрассин, патриотлăх воспитанийĕн çивĕч ыйтăвĕсемпе сăмах илчĕç. 2025 çулта вулавсене ăрусен çыхăнăвĕ çине таянса хатĕрленнĕ. Конференцие уçнă колледж директорĕ Алина Ефимова çакна палăртрĕ: «Конференци çĕнĕ тĕпчевсене хавхалантарать тата Никольский еткерлĕхĕ паянхи кун паха та пĕлтерĕшлине кăтартса парать». Ăсчахăн пархатарлă ĕçне тăснăшăн йăлана кĕнĕ вулавсене хутшăнакансене «Хыпар» хаçат ĕçченĕсен, виçĕ теçетке çула яхăн унăн редакторĕ пулнă Алексей Леонтьев ятĕнчен эпĕ те тав турăм. Алексей Петрович профессор кун-çулĕпе ĕçĕхĕлне халалласа питĕ нумай архив докуменчĕ тĕпченĕ, вĕсем хальччен пичетленнĕ «Килех, профессор!» кĕнекинче вырăн тупнă, малашне кун çути кăтартма хатĕрлекен ал çыру та истори наукисен кандидачĕн сахал мар пухăннă. «Хыпар» хаçатăн çывăх вăхăтри кăларăмĕсенче ăна сăмах парăпăр. «Никольский вулавĕсем – ăрусене ăс-хакăл мулне пĕр-пĕринпе пайлама май туса паракан ниçта тĕл пулман лапам. Паян вăхăтсен çыхăнăвне упрасси тата çитĕнекен ăрăва пирĕн историпе культура çинчен тарăн пĕлĕве парса хăварасси уйрăмах пĕлтерĕшлĕ», – терĕ И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн психологипе педагогика факультечĕн деканĕн çумĕ Татьяна Романова. Ăслăлăх ĕçĕсен авторĕсем Николай Никольскин этнографи тата педагогика аталанăвĕнчи вырăнне, истори астăвăмĕн халăх шухăшлавне йĕркелес ĕçри витĕмне, çамрăксене патриотлăх воспитанийĕ, професси пĕлĕвĕ парас ĕçри çĕнĕлĕхсене тĕпченĕ. Конференци шайĕнчи пленарлă сессире вĕрентÿ тата культура отраслĕсенчи чи вăйлă экспертсем вĕрентÿ ĕçне паянхи кун ыйтнине тивĕçтерекен лару-тăрура йĕркелесси пирки тухса калаçрĕç. Конференцие хутшăнакансем хăйсен тĕпчевĕсемпе тата проектсемпе уйрăм лапамсенче паллаштарчĕç. Вĕрентÿ ĕçĕнче йăлари хаклăхсене усă курас ыйтусемпе çавра сĕтелсем иртрĕç. Конференци пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх наука статйисен пуххи кун çути курĕ. Студентсен чи ăнăçлă ĕçĕсене вара республикăра вĕрентÿри тата культурăри тĕрлĕ проектсенче усă курĕç. <...>

Виктория ВЫШИНСКАЯ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.