Хыпар 37-38 (28065-28066)№ 07.04.2023
Вăрăран калча ÿстернĕ ачашăн ял хуçалăхĕ ют пулмĕ
Республикăри 170 ытла ача садне ял хуçалăх организацийĕсене, фермерсене çирĕплетсе парĕç. Проекта регионти мĕн пур муниципалитет округĕ хутшăнмалла. Иккĕмĕш тапхăрта шкул çулне çитменнисем валли агролабораторисем йĕркелемелле. Çĕнĕлĕхĕн тĕллевĕ — ачасене ял хуçалăхĕпе паллаштарасси, çĕр ĕçне, тăван тавралăха юратма вĕрентесси.
Садикри агролаборатори
Агропромышленноç комплексĕнчи çивĕч ыйту — кадрсем çителĕксĕрри. Çамрăксем хулана туртăнни татăклă мерăсем йышăнма хистет. Мĕн ачаран çĕр ĕçне хăнăхтарни, ял хуçалăхĕнчи çĕнĕлĕхсемпе паллаштарни лару-тăрăва улăштарма пулăшас шанăç пур. Шăпăрлансем агролабораторире сăнавсем ирттерĕç, вăрлăхран ӳсен-тăран, пахча çимĕç çитĕнтерĕç. Садике мĕнле оборудованипе тивĕçтересси куратор тивĕçне пурнăçлакан хуçалăх ӳсен-тăран, пахча çимĕç е выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарнинчен килет. ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов палăртнă тăрăх, кăçалхи пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче ял хуçалăх организацийĕсене, фермерсене ача сачĕсем çирĕплетсе парас енĕпе ĕçлеме пуçланă. Улатăр, Патăрьел, Комсомольски, Хĕрлĕ Чутай, Муркаш, Пăрачкав, Шупашкар, Етĕрне округĕсенче, ытти хăш-пĕр тăрăхра çак ĕçе пурнăçланă. Халĕ шкул çулне çитменнисен учрежденийĕсене агролабораторисемпе тивĕçтерессишĕн тăрăшаççĕ. Ял хуçалăх отрасльне кадрсемпе тивĕçтерес тĕллевпе йышăннă «Агроклассем» проект та ăнăçлă пурнăçланса пырать. Хайхи классене мĕн пур муниципалитетра уçнă. Вĕсенче пурĕ 453 ача вĕренет. Çакна палăртмалла: агроклассем уçăлнăранпа ял хуçалăхĕнче кирлĕ профессие суйласа илекенсен йышĕ ӳссе пырать. Республикăри малта пыракан предприятисенче пулса лару-тăрупа вырăнта паллашни çамрăксен шухăш-кăмăлне улăштарни куçкĕрет. Çĕр ĕçне юратма мĕн пĕчĕкрен хăнăхтарнине, паллах, нимĕн çитмĕ. Республикăри ача сачĕсене тата шкул çумĕнчи кĕçĕн çултисен ушкăнĕсене аграрисене çирĕплетсе пани уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Малтанхи утăма тунă. Умра — кĕçĕннисене вăйă мелĕпе çĕр ĕçне наука вĕрентнĕ пек алла илме пулăшасси, пахча çимĕç, ӳсен-тăран лартса ӳстерме хăнăхтарасси. Çакна пурнăçлама вара агролабораторисем, садик çумĕнчи пахчасем пулăшĕç. Çĕнĕлĕх Çĕрпӳ округĕнче сарăлсах пырать. Ултă садикре агролабораторисем ĕçлеççĕ те ĕнтĕ. «Росинка» учрежденире шăпăрлансем тăпра тытăмне тишкереççĕ, тĕрлĕ мелпе ӳсентăран çитĕнтереççĕ. Аслисем ертсе пынипе пахча çимĕç, чечек калчисем туса илеççĕ. Çуркунне вара садик çумĕнчи пахчана куçарса лартаççĕ. Çĕнĕлĕх ачасене кăсăклантарни куç умĕнчех. Садике мандарин вăрри илсе пыракан та пур: унран йывăç çитĕнтерсе тутлă çимĕç илме ĕмĕтленеççĕ. Çĕрпӳ округĕн пуçлăхĕн çумĕ Алла Волчкова палăртнă тăрăх, ачасемшĕн ял хуçалăх отраслĕ пĕлмен-илтмен сфера мар, мĕншĕн тесен нумайăшĕн ашшĕ-амăшĕ агропромышленноç комплексĕнче тăрăшать. Садикри агролабораторире опыт пухнăскерсем малашне агрокласра пĕлĕве ӳстерме пултараççĕ. Сăнав поселокĕнчи шкулта виçĕ çул каяллах агрокласс уçăлнă. Çĕрпӳре аграри техникумĕ те пур. Çакă çамрăксене суйласа илнĕ çулпа çирĕппĕн утма пулăшать. Вырăнтах, аякка каймасăр агропрофесси илме пултараççĕ. Сăмах май, иртнĕ çул «Юмах» ача сачĕ те агролаборатори йĕркелеме сертификата тивĕçнĕ. Сухан та лартасшăн Чăваш Енри АПК ветеранĕсем ял хуçалăх, çĕр ĕçне садикренех хăнăхтарасси пирки темиçе çул каяллах ыйту çĕкленĕ. Вĕсен ĕмĕчĕ пурнăçа кĕме тытăнни аслă ăрăва савăнтарать. «Ачасене мĕн пĕчĕкрен ĕçлеме, çĕре юратма вĕрентни пĕлтерĕшлĕ. Ял хуçалăх ĕçне юратаканран тухтăр, космонавт, ăсчах, агроном, механизатор та пулать. Çĕр çинче пурăнаканăн ăна юратмалла. Вăл çут çанталăкпа тачă çыхăннă. Ачасем тăван тавралăха, çут çанталăк пуянлăхне упрама, ял хуçалăх ĕçченне хисеплеме вĕренĕç. Лабораторисем кĕçĕннисен тавра курăмне анлăлатма, çĕр ĕçне лайăхрах ăнланма пулăшĕç. Ырă пуçару», — пĕлтерчĕ АПК ветеранĕсен союзĕн Муркаш округĕнчи уйрăмĕн ертӳçи Валерий Вязов. Патăрьел округĕнче те проекта хутшăнакан садиксем, вĕсен кураторĕсем паллă ĕнтĕ. «Эпир ял хуçалăх таварне туса илекенсен сĕнĕвĕсене шута илсе агролаборатори вырнаçтарма пилĕк садик суйласа илтĕмĕр. Вĕсене çирĕплетнĕ хуçалăхсен ертӳçисем пирĕн тăрăхри садиксене çӳренĕ, шкулсенчен вĕренсе тухнă. Тăван енне чун туртнăран кунтах тымар ярса тĕпленнĕ», — палăртрĕ Патăрьел округĕн вĕрентӳ управленийĕн пуçлăхĕ Ирина Рубцова. Ку тăрăхри «Батыревский», «Исток» хуçалăхсемпе «Баркат», «Молочные зори», «ЭкоПродукт», «Лук-Агро» кооперативсем те проекта хутшăнма кăмăл тунă. «Проекта ырласа йышăнатăп. Ял хуçалăх ĕçне ачаран хăнăхтармалла, çакна кăтартмалла. Паллах, çĕнĕлĕх агропромышленноç комплексĕнчи çивĕч ыйтăва — кадрсем çитменнине, ялсем пушаннине — туллин татса параймĕ. Çапах пуçламăшĕ пурри савăнтарать. Çĕр ĕçне пĕчĕкрен вĕреннĕ, вăрăран калча çитĕнтернĕ ача-пăчашăн ял хуçалăхĕ нихăçан та ют пулмĕ. Кооператив Тури Туçари ача садикне шефа илесшĕн. Эпир кĕçĕн туссене пахча çимĕç, çав шутра севок сухан та, туса илме вĕрентесшĕн. Çу кунĕсенче, культура вăй илнĕ тапхăрта, вĕсемпе хире те çитесшĕн. Халĕ тĕп ĕç — садикре агролаборатори йĕркелеме оборудованипе тивĕçтересси», — ăнлантарчĕ Патăрьел округĕнчи «Лук-Агро» ял хуçалăх кооперативĕн ертӳçи Валерий Кузнецов. <...>
Лариса НИКИТИНА.
♦ ♦ ♦
Марат ГАФАРОВ: Эпир туристсене илĕртесшĕн
Тутар Республикинчи Çĕпрел районĕнче чăвашсем йышлă пурăнаççĕ. Асăннă муниципалитет пĕрлешĕвне Марат Гафаров ертсе пырать. Марат Ринатович йăхташăмăрсем мĕнле пурăнни, ĕçлени çинчен каласа кăтартрĕ.
Пĕр-пĕринчен вĕренсе пыраççĕ
— Марат Ринатович, Çĕпрел районĕ мĕнпе палăрса тăрать?
— Пирĕн районта пурăнакансен 44 проценчĕ — чăвашсем, 55 проценчĕ — тутарсем. Пĕр процент – ытти халăх. Кунта 23 наци çынни тĕпленнĕ. Узбексемпе таджиксем те, ытти халăх та пур. Пирĕн пĕтĕмпе — 52 ял. Вĕсенчен 23-шĕ — чăваш ялĕсем. Тепĕр 23-шĕ — тутарсен. 6-шĕ — хутăш ял. Чăваш ялĕсенчи садиксемпе шкулсенче чăваш чĕлхи вĕрентеççĕ. Сакăр шкулта ачасем чăваш чĕлхипе литературине ăса хываççĕ. Районта — 20 садик. Вĕсенчен тăххăрăшĕнче чăвашла пĕлӳ параççĕ. Çын пурнăçĕнче тăван чĕлхене пĕлни, унпа калаçса ӳсни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Тăван чĕлхесене упраса хăварасчĕ тесе тăрăшатпăр. Чĕлхене упраса хăвармашкăн ăна вĕрентме мĕн ачаран пуçламалла. Шкул вăхăтĕнче çак пĕлĕве çирĕплетмелле. Кунсăр пуçне ачасен наци йăли-йĕркине, культурине, историне пĕлсе ӳсмелле.
— Сирĕн район ыттисенчен мĕнпе уйрăлса тăрать?
— Пирĕн район ял хуçалăх енĕпе аван ĕçлесе пырать. Чĕр таварăн 65 процентне ял хуçалăхĕнче туса илетпĕр. Пысăк предприятисем пур. Калăпăр, «Государев амбар» элеватор. Вăл çăнăх, комбикорм туса кăларать. Кăçал пирĕн пата çĕнĕ инвестор килчĕ. Вăл пулăшнипе фермăсене, техникăна çĕнететпĕр. Мăйракаллă шултра выльăх туянма палăртнă. Виçĕ уйăхра 500 пуç илмелле. Пирĕн патра çавăн пекех фермер хуçалăхĕсем лайăх ĕçлеççĕ. 60 яхăн фермер пĕр-пĕринпе ăмăртса вăй хурать. Районти çĕрсен 35 процентне фермерсем сухаласа акаççĕ. Эпир вĕсене пулăшса пыма тăрăшатпăр. Пирĕн патра пурĕ 91 ферма. Юлашки ултă-çичĕ çулта мини-ферма чылай йĕркеленчĕ. Пирĕн халăх килти хушма хуçалăхра ытларах ĕçлет. Выльăх-чĕрлĕх самай тытать. Эпир Тутарстанра мăйракаллă шултра выльăх тытассипе 3-мĕш вырăн йышăнатпăр. Çынсем хушма хуçалăхсенче 2-3-шер ĕне усраççĕ. Харпăр ĕçĕпе пурăнаççĕ: вăкăр самăртаççĕ, аш-какай туса, сĕт суса илеççĕ. Чăвашсемпе тутарсем ĕлĕкренпех çума-çумăн пурăнаççĕ. Вĕсене уйăрма çук. Вĕсем пĕрешкелех ĕçчен. Чылай тапхăр пĕрле пурăнса пĕр-пĕринчен вĕренсе пыраççĕ. Ку тăрăхри чăвашсем тутар чĕлхине лайăх пĕлеççĕ. Тутарсем чăвашла лайăх калаçаççĕ. Çакă, манăн шухăшпа, — питĕ лайăх. Эпир уявсене те — Акатуйпа Сабантуя — пĕрле уявлатпăр. Вĕсене пĕрле йĕркелетпĕр. Пĕрремĕш кун — Сабантуй тăк иккĕмĕш кунхине — Акатуй. Наци йăли-йĕркине упраса хăварма тăрăшатпăр. Чăваш ялĕсенче фольклор ушкăнĕсем йĕркеленĕ. «Хĕлхем» халăх фольклор ушкăнне Людмила Сердцева ертсе пырать. Ăна пуçарнăранпа пĕлтĕр вунă çул çитнине уявларăмăр. Вĕсем республикăри, ытти регионти фестивальсене хутшăнаççĕ. Эпир пултаруллă çынсене пулăшса пыратпăр. Çавăн пекех «Çĕпрел» халăх ансамблĕ пур. «Телее» те асăнам. Вĕсем те тĕрлĕ пултарулăх тупăшăвĕнче вăй виçеççĕ. Шупашкарти уявсене пыратпăр. Питĕ туслă пурăнатпăр.
— Çул-йĕр ыйтăвĕсене татса парас енĕпе еплерех ĕçлетĕр?
— Ĕçлемелли тата нумай-ха. Кăçал çулсен пахалăхне ӳстерме 700 миллион тенкĕ уйăрнă. 40 çухрăма яхăн çула юсамалла. Сăмах май, çулсеренех 20 çухрăма çĕнетме палăртнă. Пĕлтĕр регионти çула /14,7 çухрăм/ юсарăмăр. Кăçал ĕçе малалла тăсăпăр. Çĕнĕ çулсем те тăвăпăр. Ялсенчи парксене хăтлăлататпăр. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем те çак енĕпе нумай ĕçлеççĕ. Эпир Тутарстанăн хĕвел анăç енчи хапхи шутланатпăр. Пирĕн пата Чăваш Республикинчен те, Чĕмпĕр енчен те килеççĕ. Таса та тирпейлĕ пултăрччĕ тесе тăрăшатпăр. Кӳршĕри Шăмăршă, Патăрьел тата Комсомольски округĕсемпе туслă пурăнатпăр. Пĕр-пĕрин патне уявсене, мероприятисене çӳретпĕр. Культура енĕпе кăна мар, вĕрентӳ енĕпе те пĕр-пĕрин опычĕпе паллашатпăр.
— Вĕрентӳ тытăмĕнчи кадр ыйтăвне мĕнле татса паратăр?
— Районта математика, физика, информатика учителĕсем çитместчĕç. Пĕлтĕр çак ыйтăва татса патăмăр. Пирĕн тăрăха çамрăк 5 педагог килчĕ. Специалистсене тĕллевлĕ хатĕрлес енĕпе вăй хуратпăр. Паянлăха сывлăх сыхлавĕнче кăна кадр ыйтăвĕ çивĕч. Пире ултă специалист кирлĕ. Ку енĕпе те ĕçлетпĕр. Çулсеренех çĕнĕ ФАПсем тăватпăр. Виçĕм çул — 2, пĕлтĕр 1 ФАП хута янăччĕ. Пĕчĕк ялсенче, тĕслĕхрен, Кивĕ тата Çĕнĕ Задоровкăсенче пурĕ 100 çын пурăнать. Эпир унта 2022 çулта клуб тата ФАП хута ятăмăр. Инфратытăма лайăхлатсан, çĕнĕ об˜ектсем тусан çынсем ялалла туртăнма, таврăнма тытăнаççĕ. Ашшĕ-амăшĕн çуртне çĕнетеççĕ. Ытти ялта та культура çурчĕсемпе ФАПсем тăвасшăн. Садиксенче тата шкулсенче патриот туйăмне аталантарас енĕпе ĕçлеççĕ. Çуралнă тăрăха юратма чи малтан хăнăхтаратпăр. Тăван чĕлхепе калаçсан, наци йăли-йĕркине пĕлсен, хисеплесен ача урăхларах çын пулса çитĕнет. Вăл каярахпа Тăван çĕршывăн патриочĕ пулса тăрать. Эпир чăваш халăхĕн паллă, маттур ывăл-хĕрĕпе мăнаçланатпăр. Социализм Ĕçĕн Геройĕ Петр Дементьев — пирĕн мăнаçлăх. Чĕрĕк ĕмĕре яхăн Совет Союзĕн авиапромне ертсе пынăскер Упи тăрăхĕнче çуралнă. Унта унăн музейне уçнă. Райцентрта Дементьев ячĕллĕ парк та, урам та пур. Çулсеренех ăна халалласа мероприятисем ирттеретпĕр. Çавăн пекех Совет Союзĕн Геройĕсем Петр Юхвитовпа тата Семен Уганинпа мăнаçланатпăр. Павел Миронов паллă математик пулнă. Хăй вăхăтĕнче унăн учебникĕпе вĕреннĕ. Анатолий Чебанов драматург, Валентина Тарават çыравçă, Анатолий Музыкантов ташăçă тухнă ку тăрăхран. Хулаçырминче çуралса ӳснĕ Николай Угасловпа мăнаçланмасăр епле тăрăн? Тăван тăрăхне нумай пулăшать вăл. Чиркӳ çĕклерĕ, нумаях пулмасть шкула çĕнетрĕ. Кашни Çĕнĕ çул умĕн пĕлӳ çуртне парнесемпе килет. Вĕсен тĕслĕхне кăтартса ачасене воспитани пама тăрăшатпăр. Чăвашсене çутта кăларнă Иван Яковлевăн юбилейне уявлама хатĕрленетпĕр. <...>
Роза ВЛАСОВА.
♦ ♦ ♦
«Шÿтсенче хам пирки те асăнатăп, унсăрăн куракан кÿренет»
«Сцена çине тухсан вăл куракансене хырăм хытиччен култарать… Хăй çырнă юррисене шăрантарса макăртать те. Театрта 140 ытла роль калăпланă артистка паян та эстрада сцени çинче куракан умĕнче пăлханнине пытармарĕ. Вулакансене хăйĕн сăн ӳкерчĕкĕсемпе паллаштарма хальхинче Чăваш Республикин халăх тата тава тивĕçлĕ артисткинчен Елена Иовлевăран ыйтрăмăр.
АЧАЛĂХ. Çĕрпӳ районĕнчи Амачкассинче тĕнчене килнĕ эпĕ, çемьере 5 ача пулнă. Атте пире пăрахса урăх хĕрарăм патне тухса кайнă. Йывăр пурнăçа пула анне Александра Даниловна пайтах шар курнă. Выçăран аптăраса унăн кăкăрĕ типнĕ, тин çуралнă ачи çĕре кĕнĕ. Унтан тепри чирленĕ. Çавăнпа 5-ри пиччепе мана, 3 çулти хĕрне, аттепе амаçури анне патне Шупашкара килсе янă. Ултă çул аннесĕр пурăнтăмăр. Амаçури анне Анфиска урама юр çине тухса ывăтатчĕ, хĕнетчĕ. Анне пире курма килсен: «Анне, пĕр эрне çимесĕр пурăнатпăр, нимĕн те ыйтмастпăр, тархасшăн пире илсе кай», — тесе ĕсĕклесе йăлăнаттăмăр пиччепе. Вăл пирĕнтен уйрăлсан макăрамакăра чупатчĕ.
ИОВЛЕВПА. Мăшăрăм Валерий Иовлев манран ултă çул кĕçĕнрехчĕ. Ун чухне эпĕ театрта вăй хума пуçланăччĕ. Вăл вĕренсе пĕтерсе Çамрăксен театрне ĕçлеме килчĕ. Пĕрле гастроле лекрĕмĕр. «Хĕрĕме калам, кинĕм илт» спектакльте вылярăмăр. Тĕлĕнмелле хитре ташлатчĕ, çӳçĕ хураччĕ, илемлĕччĕ, хăй хĕрӳллĕ вылятчĕ. Çавăн чухне пĕр-пĕрне юратрăмăр. Малтанхи упăшкаран çуралнă Сережăна анне патĕнче хăварса икĕ уйăхранах ĕçлеме тытăннăччĕ. Гастрольтен таврăнсан Валера амăшĕ патне илсе кайрĕ, мăшăрланма шухăшланине пĕлтерчĕ. Манăн упăшка вилнине, ывăл пуррине пĕлтерсен те амăшĕ хирĕç пулмарĕ. Наталья çуралчĕ. Иовлевпа 20 çул пĕрле пурăнтăмăр. Сăн ӳкерчĕкре иксĕмĕр Василий Шукшинăн «Иккĕшех» хайлавĕ тăрăх лартнă спектакльте.
СЦЕНА. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра тăхăнма тум çукчĕ. 8-мĕш класс хыççăн театра ĕçлеме илчĕç. Тăватă тĕрĕслев витĕр тухрăм ун чухне. Ар¬ çын ача ролĕсене выляттăм. Ярославле куçăн мар майпа вĕренме ячĕç. Театр сцени çинче 33 çул тĕрлĕ роль калăпларăм. Унтан кайнă хыççăн сценăсăр пурăнаймассине ăнлантăм. Çавăнпа хам номерсем хатĕрлесе концертсене хутшăнма пуçларăм. Пурнăçăмпа çыхăнтарнă монологсене, хам çырнă юрăсене, шӳтсене халăх килĕштерни хавхалантарать. Шӳтсене хатĕрленĕ чухне яланах хам пирки асăнатăп. Унсăрăн куракан кӳренме пултарать. <...>
Елена ЛУКИНА.
♦ ♦ ♦
Владимир ЛЫСОВ: Ывăлăм яла юлнăшăн савăнатăп
«Çурхи кун çулталăк тăрантарать», – тенине асрах тытаççĕ ашшĕпе ывăлĕ. Ир пуçласа каçченех ĕçре вĕсем. Эпир пынă кун, ака уйăхĕн 4-мĕшĕнче, урпа аллатчĕç, ял хуçалăх техникине тепĕр хут тĕрĕслетчĕç. Пĕр сăмахпа, акана тухма хатĕрленетчĕç. «Хыпар» вулаканĕсене паян Тутар Республикинчи Çĕпрел районне кĕрекен Кивĕ Йĕлмел фермерĕсем Владимирпа Константин Лысовсем çинчен çырса кăтартма кăмăл пур.
Кĕреçе аврине лартсан та ӳсет Хресчен-фермер хуçалăхĕн пуçлăхне Владимир Лысова çуркунне ир килни савăнтарать. «Ял çынни çĕр ĕçĕшĕн тунсăхлать», — тет вăл. Ку тăрăхри çĕр пулăхлă, хура. «Кĕреçе аврине лартсан та ӳсет», — шӳтлеççĕ Çĕпрел районĕнче пурăнакансем. Чăнах та, тыр-пул, пахча çимĕç çулсерен лайăх тухăç парать. «Çак кунсенчех çур акине тухăпăр. Ĕнер çĕрсене тĕрĕслерĕмĕр. Тикĕс вырăнта типеймен-ха, хальлĕхе кĕме çук. Нумай çул ӳсекен курăксене сӳрелесшĕн», — çывăх вăхăтри тĕллевсемпе паллаштарчĕ Владимир Анатольевич. Вăл Çĕпрел районĕнчи Матак ялĕнче çуралса ӳснĕ. Вырăнти шкултан вĕренсе тухсан колхозра трактористра вăй хунă. Унтан Теччĕри ял хуçалăх техникумĕнче пĕлӳ илнĕ, техник-механике вĕреннĕ. «Эпĕ 1-2-мĕш класранпах фермăра чупнă, — хăйĕнпе çывăхрах паллаштарчĕ çĕр ĕçченĕ. — Атте Анатолий Константинович трактористсен бригадирĕччĕ. Анне Елизавета Николаевна пăру пăхатчĕ. Эпир ăна пулăшма çӳреттĕмĕр. Халĕ анне Шупашкарта йăмăкăм патĕнче пурăнать. Çу уйăхĕн 12-мĕшĕнче 90 çул тултарать. Шел, атте 60-тах çĕре кĕчĕ. Пире мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнă. Аттене кура техника еннелле туртăнаттăм. Трактористсем мана пĕрле лартса çӳретчĕç, вĕрентетчĕç. Çемьере пилĕк ачаччĕ. Кĕçĕн йăмăк, шел те, 1-мĕш класра чухне пирĕнтен яланлăхах уйрăлчĕ». Владимир Лысов техникум пĕтерсен Матак ялĕнчи «Авангард» колхозра трактористсен бригадинче ĕçленĕ. Каярахпа Кивĕ Çĕпреле куçнă. Унта строительство организацийĕнче çул-йĕр тунă çĕрте вăй хунă. 2003 çулта хăйĕн ĕçне пуçарнă, предприниматель пулса тăнă. Ун чухне Çĕпрел районĕнче çурт тăррисене витмелли оцинковкашăвăç никамах та сутман. «Эпĕ Шупашкарти пĕр фирма пуçлăхĕпе Иван Антоновпа туслă. «Атя, Володя, шăвăç сутма тытăн-ха», — сĕннĕччĕ вăл. Чăнах та, шăвăçпа сутă тума тытăнтăмăр. Унтан ял çыннисене строительство пакли сĕнтĕмĕр. Пӳрт тунă çĕрте кирлĕ вăл. Ку енĕпе Владимирта манăн юлташ ĕçлет. Фабрика директорĕччĕ вăл. Вăхăт иртнĕ май урăх йышши шăвăçсем тухма пуçларĕç. Якине туянми пулчĕç. Пурăна киле ялта апат-çимĕç лавккине уçрăм. Шупашкарти тусăма кура «Тав» ят патăм ăна. Анчах Кивĕ Çĕпрелте апат-çимĕç сĕнекен пысăк лавккасем уçрĕç те тупăш сахалланчĕ. Вара шухăшларăм та — мăшăрăмăн ялĕнче, Кивĕ Йĕлмелте, фермер хуçалăхне йĕркелерĕм. Çемье фермине пуçарма 1 миллион тенкĕ грант çĕнсе илтĕмĕр. Пушă икĕ кил вырăнĕсене туянса ферма хута ятăмăр. Ангар, кĕлет туса лартрăмăр», — кăмăллă калаçăва малалла тăсрĕ ертӳçĕ. Унта вĕсем малтанах 24 ĕне тытнă. Унтан вăкăрсем самăртнă. Владимир Анатольевич аслă ывăлĕпе Константинпа пĕрле ĕçлет. Вăл яла юлнăшăн шутсăр хĕпĕртет. Мăшăрĕпе Галина Анатольевнăпа икĕ ывăл çитĕнтернĕ вĕсем. Иккĕшне те мĕн пĕчĕкрен ĕçе юратма хăнăхтарнă. Кĕçĕнни Владислав Шупашкар хулин тĕп больницинче тухтăрта ĕçлет. Канмалли кунсенче е отпуска килсен ашшĕпе пиччĕшне пулăшма васкать. Константин шкул хыççăн Пăвари ветеринари техникумне пĕтернĕ. Фермер хуçалăхĕнче вăл — тĕп специалист. Сăмах май, Константин Владимирович та 450 пин тенкĕлĕх грант çĕнсе илнĕ. Çемье фермине хута янă. Унăн — сакăр ĕне. Кунсăр пуçне пăрусем те пур. Ашшĕпе ывăлĕ килĕштерсе ĕçлеççĕ. Тепĕр ферминче вăкăрсем самăртаççĕ. Мăйракаллă шултра выльăха ĕрчетес ĕç йăлтах Константин çинче. <...>
Роза ВЛАСОВА.
♦ ♦ ♦
Сахалин çыннăн чăтăмлăхне тĕрĕслет
Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Яманкассинче çуралса ӳснĕ Петр Майоров ку таранччен ăçта кăна çитмен пулĕ: Египетра та, Турцире те каннă… Çапах хамăр çĕршывăн çурçĕр регионĕсем ăна пуринчен ытла тыткăнланă пек туйăнать.
Хĕрлĕ вăлча çисе тăраннă
— 12 çул каялла Инçет хĕвел тухăçĕнче салтакра пултăм. Çар тивĕçне Уссурийск хулинче пурнăçларăм. Ун чухне çав тăрăхалла тепĕр хут таврăнасси çинчен шухăшлама та пултарайман. Çичĕ çултан шăпа Сахалин утравĕ çине илсе çитерчĕ. Паллах, малтанах аннепе канашларăм, вăл ярасшăн пулмĕ теттĕм. Анчах анне чармарĕ. Çапла 2018 çулхи çу уйăхĕн 14-мĕшĕнче Кăнтăр Сахалинск хулине çитрĕм. Унта пирĕн патринчен сивĕрех, çиллĕ, — каласа кăтартрĕ ентешĕмĕр. Çĕнĕ вырăнта Петьăн пачах урăх пурнăç пуçланнă. Чи малтанах вăл вăхăт уйрăмлăхне туйса илнĕ. Чăваш Енре ирхи сакăр сехет чухне Сахалинта — каçхи тăваттă. Малтанхи икĕ эрнере уйрăмах йывăр килнĕ. Климата хăнăхма 10 кунран кая мар кирлĕ пулнă. Ĕçе вырнаçнăскер ирхи 9-10 сехетсенче çывăра- çывăра кайнă. Пирĕн вăхăтпа ун чухне шăпах хуп турттараççĕ-çке. — Сахалинта виçĕ çул пулманччĕ, кăçал тепĕр хут çитсен тăван киле таврăннă пек туйăнчĕ. Пĕтĕмпех пĕлетĕп, хăнăхнă вырăнсем. Çынпа кăмăллăн калаçсан санпа та ыррăн хутшăнĕç. Йывăрлăхра нихăçан та пăрахмаççĕ, — терĕ халĕ Углегорск районĕн çул çинче юсав ĕçĕсем ирттерекен строительство управленийĕн директорĕн çумĕнче ĕçлекен каччă. — Çут çанталăкĕ çав тери илемлĕ. Икĕ енче — Яппун тата Охотск тинĕсĕсем, унтан — Лăпкă океан. Кунта пĕрремĕш хут ĕçлеме килнĕ çулах пулă тытмашкăн тинĕсе караппа тухрăм. Камбала, краб лекрĕç. Çавăн пекех горбушăпа креветка та кĕреççĕ. Хĕрлĕ вăлча çисе тăрантăм ĕнтĕ. Тавралăх Чăваш Енринчен самай уйрăлса тăрать, тусем пур. Ту çинчен йĕлтĕрпе ярăнмалли база питĕ килĕшрĕ. Унта хăпарсан Кăнтăр Сахалинск хули çав тери пĕчĕк пек курăнать. Чăваш яшки тутлăрах Петя асăрханă тăрăх, Кăнтăр Сахалинскра кафе нумай. Вĕсенче Корея, Япони, Китай кухнисемпе паллашма пулать. Петя пурне те çитсе тĕрĕсленĕ, апат-çимĕç тутине танлаштарнă. — Астăватăп-ха: яппунсен кухнин ресторанне кĕнĕччĕ, — терĕ вăл. — Пĕрремĕшпе иккĕмĕш блюдăсене илтĕм. Икĕ пин тенкĕ тăкакларăм. Çирĕм-çирĕм — тутине ăнланмарăм. Чăваш яшки тутлăрах тесе шухăшларăм çавăн чухне. Чăваш Енрипе танлаштарсан, Сахалинта хаксем икĕ хут пысăкрах. Сăмахран, Петя лавккара 74 тенкĕпе çăкăр туянать, çур литр кефир — 93 тенкĕ, 1 килограмм сысна ашĕ — 600-650 тенкĕ, чăх какайĕ — 350 тенкĕ. Хваттерсем те йӳнĕ теме çук. — Кунта паллашнă юлташсем мана пĕррехинче Китайран пĕчĕк михĕсемпе чей илсе килсе пачĕç, — аса илчĕ Петя. — Эпĕ ăна посылкăпа аннене ярса патăм. Унта женьшень, сакура тата темĕн тĕрлĕ курăк та пурччĕ. Ют çĕршыври техĕмлĕ чейпе аннене тĕлĕнтерес тенĕччĕ. Тути пирки мĕн шухăшланине шăнкăравласа ыйтрăм. «Чей чейех ĕнтĕ», — терĕ анне ним пулман пекех. Эх, аслисем чей тутине уйăрмаççĕ, вĕсемшĕн хăть мĕнле чейĕн те тути пĕрех пулнине ăнлантăм. <...>
Лариса ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
Тăшман самолечĕпе вĕçсе тарнă
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче концлагерьтен тарса тăшман самолечĕпе фронт урлă вунă ытла летчик вĕçсе каçнă. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Амачкино ялĕнче 1921 çулта çуралнă Александр Иванович Костров (Курябин) та — вĕсен йышĕнче.
Питĕ лайăх летчик Вăл самолетпа вĕçме, парашютпа сикме 1939 çулта Шупашкар аэроклубĕнче вĕреннĕ. Хĕрлĕ çара 1940 çулта Шупашкар районĕн çар комиссариатĕнчен кайнă, çар летчикĕн шкулĕнче «И-16» тата «Як-1», вăрçă пуçлансан «Як-7» самолетсемпе вĕçме хăнăхнă. 1942 çулхи юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнчен пуçласа 1943 çулхи нарăсăн 10-мĕшĕччен Кăнтăр-хĕвел анăç фрончĕн 17-мĕш сывлăш çарĕн истребительсен 288- мĕш дивизийĕн 897-мĕш полкĕн аслă пилочĕ пулнă. Полк командирĕ 1943 çулхи кăрлачăн 18-мĕшĕнче икĕ кун маларахри çапăçура хăюлăх кăтартнăшăн ăна Хĕрлĕ Ялав орденне пама хушу кăларнă. Унăн паттăрлăхне çапла хак панă: «…1942 çулхи юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнчен пуçласа 1943 çулхи кăрлачăн 18-мĕшĕччен вăл задание пурнăçлама 21 хут кайрĕ, 19 сехет те 28 минут вĕçсе хамăр çара тăшман авиацийĕнчен — 14, штурмовиксене 5 хут хӳтĕлерĕ, разведка тĕллевне икĕ хутчен пурнăçларĕ. Çав хушăра пирĕн истребительсен ушкăнĕнче — 4, çав шутра «Ме-110» тата «Ме-109» самолетсене — 1-ер, 2 «Юнкерса» персе антарма хутшăнчĕ, хăйĕн вăйĕпе 1 «Юнкерса» вут хыптарчĕ. 1943 çулхи кăрлачăн 16-мĕшĕнче пирĕн çарăн çĕр çинчи чаçĕсене Глубокий тата Каменск районĕсенче сывлăшран хӳтĕлесе пынă чухне унăн машини тăватă «Як-7» самолет йышĕнче виçĕ «Юнкерса» хирĕç çапăçăва кĕнĕ, иккĕшне вут хыптарнă, унăн самолечĕ сиенленнĕ, çапах тепĕрне персе антариччен çапăçуран тухман. Çакăн хыççăн кăна «Якне» хамăр енне çавăрса пирĕн аэродрома антарса лартнă. Питĕ лайăх летчик, çапăçусенче хăюллă, кăткăс хирĕç тăрăва кĕрет те унтан тухмасăр çапăçать, кирек хăçан та юлташне пулăшма васкать. А.И.Костров правительствăн Хĕрлĕ Ялав орденне тивĕçлĕ». Тата çирĕм икĕ кунран, нарăс уйăхĕн 10-мĕшĕнче, задание пурнăçлама кайсан Костров хыпарсăр çухалнă. Унчченхи икĕ эрнере вăл епле çапăçнă-ши? РФ Оборона министерствин «Халăх астăвăмĕ» сайтĕнче Костров пирки, маларах илсе кăтартнă награда хучĕсĕр пуçне, ку ыйтăва уçăмлăн хуравлакан документ çук. Анатолий Золотов тавра пĕлӳçĕ 2003 çулта кун çути курнă республикăн пĕр хаçатĕнче çапла çырнă: «Александр Костров тăшман самолечĕсене тĕп тума сывлăша 153 хут вĕçсе хăпарнă. Пĕрремĕш «Мессершмитне» полкра чухне сывлăша пуçласа çĕкленсенех персе антарнă. Саккăрмĕшне, нимĕç бомбардировщикĕсене ертсе пынăскере, самолечĕпе пырса çапса пăчлантарнă. Тепрехинче тăшман тата унăн самолечĕ пĕр-пĕрин çийĕпе-айĕпе явкаланса хăвăрт пынă чухне «Юнкерс» çине йăтăнса аннă та кабинине кустăрмисемпе лапчăтнă. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас