«Хыпар» 37-38 (27916-27917) № 08.04.2022

8 Ака, 2022

Импортсăр та аптрамăпăр

Раççей Правительстви малашлăхлă технологисем хатĕрлекен, хальччен чикĕ леш енчен кÿнĕ продукцие хамăрăннипе улăштармалли производствăсене аталантаракан промышленноç предприятийĕсене кивçен укçапа пулăшмашкăн хушма 20 миллиард тенкĕ уйăрать.

Çакăн çинчен Михаил Мишустин премьер пĕлтернĕ. Вăл ăнлантарнă тăрăх, çак мера промышленноçăн тĕрлĕ отраслĕнчи 50-ран кая мар проекта пурнăçлама май парĕ. Чи кирли — бизнес производство процесĕсене чарса лартманни, ĕç вырăнĕсене упраса хăварни. Правительствăн резерв фондĕнчен уйăрнă укçа Промышленноçа аталантармалли фонда куçĕ, унпа предприятисене çăмăллăхлă кредитсем парĕç. Палăртни вырăнлă: 2021 çулта хайхи фонд Чăваш Енри икĕ предприятие пулăшнă: «Атăлçи перекиçĕ» обществăна тата «Элара» пĕрлĕхе 1,3 миллиард тенкĕ панă. Çавăн пекех «Марпосадкабель» пĕрлешĕвĕн çĕнĕ йышши ка-бель производствипе çыхăннă инвестици проекчĕ валли укçа уйăрассине ырланă. <...>
Николай ДМИТРИЕВ.

♦   ♦   


Курав чуна хускатать

Тăшмана пирĕн тăрăха çитме парас мар тесе тарăн окоп чавса хăйсен сывлăхне шеллемесĕр тăрăшнă хĕрарăмсемпе пĕве кĕмен çамрăксене халалласа «Тылри паттăрлăх» патриотизм марафонĕ ирттереççĕ. Ăна Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене тунăранпа 80 çул çитнине халалласа Чăваш тата Тутар республикисем пĕрле йĕркелеççĕ. Хайхи марафона Етĕрне хулинче пуçарчĕç, унтан вăл Çĕрпĕве çитрĕ.

Окоп чавакан хĕрарăмсем, шăнса кÿтнĕ ачасем сăнланнă ÿкерчĕксем, документсем, тыл ĕçченĕсен аса илĕвĕсем… Çакăн пек стендсем кĕтсе илчĕç ачасемпе вĕрентекенсене тата ытти хăнана районти культура çуртĕнче. Сумлă экспозиципе Чăваш наци музейĕн ĕçченĕ Антон Поздеев тата истори наукисен кандидачĕ Федор Козлов паллаштарчĕç, окопсене мĕнле чавни, çак ĕçе камсене явăçтарни, хресченсен мĕнле нуша курма тивни пирки каласа кăтартрĕç.

Куравпа паллашса тыл ĕçченĕсен терт-нушине ăса хывнă ачасемпе вĕрентекенсене культура министрĕ Светлана Каликова тата Чăваш Енри хĕрарăмсен союзĕн ертÿçи Наталья Николаева салам сăмахĕпе чыс турĕç. «Вăрçă пырса тивмен çемье çук та пирĕн хушăра. Çĕрпÿ районĕнче те кашни килтенех арçынсене фронта ăсатнă, хĕрарăмсен вара окоп чавма тивнĕ, хашĕ-пĕри шартлама сивĕре пăрлă çĕре катма кăкăр ачипех çула тухнă… Паянхи кун залра ачасем пухăннине курса чун савăнать, мĕншĕн тесен çакă çитĕнекен ăру историпе кăсăкланнине пĕлтерет. Ача-пăча аслă ăру вĕсемшĕн тăрăшнине хăй куçĕпе курса ĕненет, вĕсен паттăрлăхне хисеплеме, тăнăç пурнăçа хаклама тытăнать», — палăртрĕ Светлана Анатольевна.<...>

Регина ВИХАРЕВА.

♦   ♦   ♦


Малашне хамăрăнне туянăпăр

Халĕ мĕн пур хуçалăхра çĕре сухаламалли-кăпкалатмалли, ял хуçалăх культурисене акмалли трактор-машинăна техтĕрĕслев витĕр кăлараççĕ.

Ăна пĕлтĕрхи пекех йĕркелеççĕ. Комисси малтан Патăрьел районĕнче — «Батыревский», «Патăрьел пахча çимĕçĕ» тата «Корма», Красноармейски тăрăхĕнче «Красное Сормово» тата «Таябинка» хуçалăхсенче йышăннă. Вăрнар çумĕнчи «Санары» агрофирмăн иртнĕ уйăх вĕçĕнче тĕрĕслеврен тухнă техники хушшинче «Беларуссем» кăна мар, Америкăра туса кăларнă «Джон Дирсем» те пур. Комиссисем вĕсене çеç мар, Анăçран илсе килнĕ ытти техникăна та нумай хуçалăхра кураççĕ. Халĕ Анăç пире техника çеç мар, саппас пайсем те сутмасть. Мĕн тумалла?

— Ытларах хамăр çĕршывра туса кăларнине туянăпăр, — терĕ ЧР Технадзорĕн пуçлăхĕ Владимир Димитриев. — Раççейре, пирĕнпе туслă патшалăхсенче ял хуçалăхĕ валли хăватлă, паха трактор-машина тата саппас пайсем хатĕрлекен завод чылай.

ШУХĂШСЕМ

Алексей СМИРНОВ, пенсионер, Шупашкар районĕ:

— Анăç Раççее экономика санкцийĕсемпе хуптĕрлесси çинчен пĕрремĕш хут пĕлтерсен чикĕ леш енчен нумай тавара туянма пăрахрăмăр, хамăр çĕршывра туса кăларма тытăнтăмăр. Çапах пĕр пайĕн производствине йĕркелеймерĕмĕр, çавăнпа çĕнĕ санкцисем хăш-пĕр отрасль умне йывăрлăх кăларса тăратрĕç. Ют патшалăхсене чĕр тавар мар, продукци ытларах сутасси çинчен нумай çул калаçатпăр, анчах çав тĕллев туллин пурнăçланаймасть. Ку ĕçе те вăйлатмалла. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   


Субсиди вăхăтра куçать

Ака уйăхĕн 5-мĕшĕ тĕлне РФ Ял хуçалăх министерстви Чăваш Ен аграрийĕсем тăратнă 43 заявкăна йышăнса 260 миллион тенкĕлĕх çăмăллăхлă кредит пама палăртнă.

Ăна çурхи ĕçсене пурнăçлама уйăрĕç. Çав шутра Россельхозбанк — 175 миллион, Перекет банкĕ — 33 миллион, «ВТБ» банк 55 миллион тенкĕ. РФ Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, пуш уйăхĕн вĕçĕ тĕлне пирĕн аграрисем 541 миллион тенкĕлĕх çăмăллăхлă 53 кредит, çав шутра 8 инвесткредит илме заявка тăратнă. Министерство республикăран унта çитернĕ ытти заявкăна та тишкерет.

Хуçалăхсен пысăк пайĕ çур аки валли кĕске вăхăтлăх çăмăллăхлă кредит кашни çулах илнĕ. Республикăн ял хуçалăхне аталантарма кăçалхи I кварталта федераци бюджетĕнчен уйăрнă 153,3 миллион ª13,4%º тенке вĕсем патне çитернĕ. ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов каланă тăрăх, аграрисен çурхи ĕçсене ирттерме тĕп ресурс кăçал пĕлтĕрхинчен ытларах. Вăрлăх çителĕклĕ. Министерство кăçал ял хуçалăх культурисене тухăçлă çитĕнтермешкĕн минерал удобренийĕ кашни гектара вăтамран 55 килограмран /паха хутăшсене шутласан/ сахал мар хывма сĕнет. «Ăна республикăна Раççей Ял хуçалăх тата Промышленноçпа суту-илÿ министерствисем çирĕплетнĕ графикпа, хакпа тата уйăрнă калăпăшпа турттараççĕ», — терĕ министр.<...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   


Пĕлтĕрхинчен чакмаççĕ

Республика аграрийĕсем ял хуçалăх культурисене акса-лартса хăварма хатĕрленеççĕ. Ку ĕç Комсомольски районĕнчи «Асаново» кооперативра епле пырать-ха?

— Дизтопливо мĕн пур культурăна пĕтĕм лаптăкра акмалăх-лартмалăх турттарса килтĕмĕр, — пĕлтерчĕ ЯХПК председателĕ Александр Бахтеров. — Хакĕ пĕлтĕрхи раштав уйăхĕнчи пекех — ÿсмен. Минерал удобренийĕ кредитпа мар, хамăр ĕçлесе илнĕ укçапа 20 тонна туянтăмăр, кашни гектара иртнĕ çулхи чухлех хывма тата илсе килĕпĕр. 2021 çулхи ака уйăхĕнче кашни тоннăшăн 14 пин тенкĕ тÿленĕччĕ, кăçалхи çур аки валли 27 пин тенкĕ пама тиврĕ.

Иртнĕ икĕ уйăхра выльăх апачĕ пухса кĕртмелли 7,5 миллион тенкĕлĕх комбайн, 666 пин тенкĕлĕх сÿре туяннă. Пĕлтĕр техника паркне катокпа, прицеппа, ытти машинăпа пуянлатнă, ЯХПК администрацийĕн тата депо çурчĕсене туса пĕтернĕ. ЯХПК 2021 çула таса тупăшпа вĕçленĕ, хуçалăх тухăçлăхĕ 16,4% танлашнă. Вăл 2020 çулхинчен 3,4% пысăкрах.<...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Пурлăх çинчен шухăшлама-и? Пурнăç хаклăрах

Таганрогран килекен ятарлă пуйăс ытларикун Шупашкарти чукун çул вокзалĕнче 10 сехет тĕлĕнче çитсе чарăнчĕ. Малтанхи кун кăна-ха кунĕпе чарăнми юр çурĕ, юнкун вара тĕлĕнмелле янкăр хĕвел пăхрĕ. Пуйăсран анакан хуйха путнă çынсен кăмăлне çĕклес терĕ-ши?

Йышра – 90 ача

446 çын. Луганскпа Донецк халăх респу¬бликисенчен, Украинăн ытти ял-хулинчен çавăн чухлĕ йыш эвакуаципе килсе çитрĕ. Ытларахăшĕ — хĕрарăмсем, 90 ача. Çав шутра çулталăка çитменнисем — çиччĕн. Вĕсене кĕтмешкĕн йĕрке хуралçисем, МЧС ĕçченĕсемпе курсанчĕсем, медиксем, психологсем, социаллă служба, вун-вун волонтер хатĕр тăчĕ. Вакун алăкĕ уçăлсанах çул çинче ĕшеннĕ çынсене анма пулăшрĕç вĕсем. Хăшне-пĕрне йăтса тухрĕç. Кÿмесĕр çÿрейменнисем те, вырăнпа выртакансем те пур. Халăх йышлă пулин те хĕвĕшÿ сисĕнмерĕ. Васкамасăр, пĕрин хыççăн тепри пуйăсран тухрĕ. Хăйсен черетне кĕтсе тунсăха путнă çынсем вакун чÿречинчен тинкерчĕç. Чылайăшĕ Шупашкар ятлă хула пуррине унччен пĕлмен те пулĕ. Васкаса пуçтарăнса çула тухма тивнĕскерсен япалисем те пит нумаях марччĕ. Кутамккисенче — вĕсен пĕтĕм пурлăхĕ. Ывăннăскерсен калаçма та кăмăлĕ çукрахчĕ. Пуçа пĕксе хăйсене кĕтекен автобуссем еннелле утрĕç. Вĕсене волонтерсем çавăтрĕç, сумкисемпе кутамккисене çĕклеме пулăшрĕç. Çамрăк курсантсем пĕчĕк ачасене йăтса утрĕç.

Çынсем чи кирлисене кăна пуçтарса тухнă пулин те хăшĕ-пĕри килти чĕр чунне те пăрахса хăварман. «Манăн Тима 3 кун тула кайман, 2 кун çимен», — терĕ унăн хуçи Павел Дудник. Кушак вакунран тухнă-тухман йывăç хыçне вирхĕнчĕ. «Вăл ватă, 15 çулта ĕнтĕ. Шăпах пычĕ», — калаçăва çакăнтан пуçларăмăр каччăпа.

Вăл амăшĕпе Ирина Викторовнăпа Луганск Республикинчи Рубежный хулинчен килнĕ. Амăшĕ 52-ре, шалкăм çапнă хыççăн кÿме çине ларнă. Ку çитменччĕ, ÿксе урине хуçнă тата. Тивĕçлĕ канăва тухиччен 30 çул санитаркăра вăй хунă. Амăшĕпе ывăлĕ иккĕшех пурăннă.

«Пире эвакуацилекен машинăпа хуларан илсе тухрĕç. Питĕ хăрушăччĕ, перкелешÿ пыратчĕ. Хваттер уççине кÿршĕ хĕрарăмне парса хăвартăмăр. Унăн ывăлĕ те эвакуаципе тухса кайрĕ. Амăшĕ халĕ чĕрĕ-и, сывă-и — пĕлместĕп. Пирĕн çыхăну çук», — каласа кăтартрĕ Павел. Вĕсем алла тахçанах телефон тытман ĕнтĕ. «Хăвăра тĕллетерсе пертерес килет тĕк — шăнкăравлăр», — çапла ăнлантарнă çар çыннисем, телефонпа çыхăнăва тухма чарнă.

Дудниксем пурăнакан нумай хутлă панель çурта икĕ хутчен снаряд лекнĕ: пĕри путвала, тепри — пĕрремĕш хута. Çул урлă ларакан çуртăн иккĕмĕш хутне снаряд вĕçсе пынине Павел хăй те курнă. Урамра та тăтăш миномет

кĕрслетнĕ. Павел будка хыçне пытанса çăлăнса юлнă. Хваттерĕнче çутă та, ăшă та, газ та, шыв та пулман. Лавккасем ĕçлемен, вĕсене çаратнă. Хулара юлнă тăванĕсемпе мĕн пулса иртнине вĕсем пĕлмеççĕ. <...>

Алина ИЛЬИНА.

♦   ♦   


Шкул ачин ĕçлеме мĕнле хăнăхмалла?

«Хальхи вăхăтра ашшĕ-амăшĕ «шкула ача вĕренме çÿрет, урай çума, тусан сăтăрма тирпейлÿçĕ пур» тесе çирĕплетет. Анчах ĕмĕр тăршшĕпех ывăлĕ-хĕрĕшĕн ĕçлекен тупăнĕ-ши?» — вĕрентÿ заведенийĕсенче ĕç воспитанийĕ çуккишĕн пăшăрханса çырнă хăйĕн телеграмм-каналĕнче РФ Патшалăх Думин Председателĕ Вячеслав Володин.

Пуриншĕн те пуç

Совет саманинче çитĕннисен умне, паллах, кунашкал ыйту тухса тăма пултарайман. Ачасене шкул саккинчен ĕçе юратма хăнăхтарнă. Доска тасатасси, урай шăласси, класра тирпейлесси, чечек шăварасси, столовăйра тата тăхтавсенче коридорта дежурство тăрасси никама та канăçсăрлантарман. Ачасене çак ĕçсене тутарнине пĕр ашшĕ-амăшĕ те хирĕçлемен. Паян та вĕренекенсем çак ĕçсене пурнăçлаççĕ-ха. Анчах ашшĕ-амăшĕнчен ирĕк илнĕ хыççăн кăна ачасене шкулти ĕçсене тумашкăн явăçтарма юрать.

«Капла майпа ĕçе хисеплеме — юратма пушшех те — хăнăхтараймăн. Пурнăçра вара вăл питĕ пĕлтерĕшлĕ. Ачашăн тата ăна тĕнче çути кăтартнă çынсемшĕн кăна мар, пĕтĕм обществăшăн тата çĕршывшăн пĕлтерĕшлĕ. Унсăрăн этем татапатшалăх аталанаймĕ. Çавăнпа çитĕнекен ăрăва обществăшăн усăллă ĕçе явăçтармалли пирки шухăшлама сĕнесшĕн. Пуçарăва питĕ ансаттинчен — тахçан пирĕн пурнăçра пулнинчен — пуçламалла», — тенĕ Вячеслав Володин хăйĕн пăшăрханăвне уçăмлатса.

Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева та унăн сĕнĕвĕпе туллин килĕшнине пĕлтерчĕ. Пархатарлă çак ĕçе, Вячеслав Володин каланă пек, кашни шкултах вăйра тăнă «хут çине çырман» правилăсенчен тытăнмалла. «Ачалăха таврăнар-ха. Класра, столовăйра дежурнăй пулнине аса илер, — терĕ Алла Леонидовна. — Хамăрах кашни чĕрĕк вĕçĕнче парттăсене çунă. Урайĕнче, стена çинче пушмакран сăтăрăнса юлнă хура йĕрсене тасатнă. Вĕсене никам та мар, хамăрах вараланă. Халĕ мĕн куратпăр-ха? Ашшĕ-амăшĕнчен чылайăшĕ тÿрех касса татать: ачасем шкула ĕçлеме çÿремеççĕ. Çавăнпа «тирпейлÿçĕ тасатать, вĕрентекен йĕркелет, ашшĕ-амăшĕ тÿлет» тенисене час-часах илтме пулать».

Красноармейски районĕнчи Упи шкулĕн директорĕн Галина Германовăн шухăшĕпе те ачасене ĕçпе пиçĕхтерсе ÿстерменни ырри патне илсе çитерес çук. «Ун чухне «мĕншĕн ĕçлеттермен-ши?» тесе пуçа хыçăпăр-ха та… Эпир пĕр ĕçрен те хăраман. Халĕ ачасене сăпкара сиктеретпĕр. Доска та шăлмасан ĕнтĕ тата. Паллах, эпир саккунран иртейместпĕр. Унпа килĕштерсе ĕçлетпĕр», — терĕ Галина Федоровна.

Саккун тенĕрен… Юлашки çулсенче вĕсене «палăрмаллах хытарчĕç»: шкула ача вăйĕпе усă курма чарчĕç. РФ Конституцийĕн 37-мĕш, РФ Ĕçлев кодексĕн 4-мĕш, РФ «Вĕрентÿ çинчен» саккунăн 50-мĕш статйисем учительсене, воспитательсене шкул ачисене ĕçлеттерме юраманни çинчен калаççĕ. Халĕ ашшĕ-амăшĕ ирĕк памасăр ачасене класра та, спорт залĕнче те урай çутараймăн. Унсăрăн вĕсен прависене хĕсĕрленĕ пек пулса тухать. Саккуна пăсасран сыхланса чылай чухне вĕрентекен доскана та хăех тасатать, мĕншĕн тесен пурпĕр унсăр пуçне çак ĕçе тăвакан пулас çук.

Çапла вара çын ĕçне хисеплеме, хăйсемшĕн явап тытма пĕлмен ачасем çитĕнеççĕ. Вĕсем, тĕрĕсрех каласан, потребительсем пулса ÿсеççĕ. Çитĕннĕçемĕн çак психологи çирĕпленсех пырать. Ĕçе пĕлменрен мар, ĕçлес килменрен вĕсем хăйсен тумаллине кам та пулин пурнăçласса кĕтеççĕ. Кам та пулин вара вăл — вĕрентекен, ашшĕ, амăшĕ тата ыттисем. Çакăн евĕрлĕ кăмăл-сипетлисем обществăн тулли праваллă членĕ те, тивĕçлĕ воспитани илнĕ çын та пулаймаççĕ. «Ĕлĕкхи воспитани системине çитекенни çук ĕнтĕ. Ачасене ĕçлеттермелле. Класра урай çусан, сăмахран, тирпейлÿçĕĕçне хисеплеме вĕренеççĕ. Кунсăр пуçне тирпейлÿçĕ сумсăр професси маррине те чунпа-чĕрепе ăнланса илме пултарĕç»,— терĕ пуçарнă ыйтăва хуравланă май Елчĕк районĕнчи Шăмалак ялĕнчи шкул директорĕ Ираида Васильева.<...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦    ♦   


«Хам пек тăватăп пулин те мăшăрăмпа яланах канашлатăп»

«Паллашнă хыççăн пирĕн икĕ хутчен те чылай вăхăтлăха уйрăлса кайма тиврĕ. Тамара мана кĕтнĕ. Виççĕмĕш хут тĕл пулсан вара мăшăрланма шут тытрăмăр», — 37 çул каяллахине куç умне кăларчĕ Хайдяр Сафиуллин.

Шăпа пÿрнĕ тĕк…

Тутар каччипе чăваш хĕрĕн кун-çул сукмакĕсем Шупашкарти Трактор заводĕнче хĕресленнĕ. Шăпа вĕсене çапла майпа пĕр мăшăр туса пурнăçăн анлă çулĕ çине илсе тухнă.

«Манăн йăх-несĕл Комсомольски районĕнчи Урмаелтен тымарланса тухнă. Анчах иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче — кулак тесе пурлăха туртса илнĕ саманара — асаттен Ашхабада тухса кайма тивнĕ. Вăл вĕреннĕ çын пулнă, ултă чĕлхе пĕлнĕ. Ашхабадра вăл кашни кун ĕç хыççăн виçшер сехет ачасене араб чĕлхи тата ислам йăли-йĕркине вĕрентнĕ. Асатте 1941 çулхи кĕркунне асаннене пилĕк ачипе пĕрле пуйăса лартса Чăваш Ене ăсатнă. Хăй фронта тухса кайнă. Çул çинче тифпа чирлесе асаннен тăватă ачи вилнĕ. Манăн атте кăна, 1941 çулхи çурла уйăхĕнче çуралнăскер, чĕрĕ юлнă. Асатте вăрçăра 1943 çулта пуç хунă», — каласа кăтартрĕ Хайдяр Абдулбариевич.

…Шкул пĕтерсен Хайдяр Шупашкара килнĕ, радиотехника вĕреннĕ. Унтан çамрăка салтака илсе кайнă. Икĕ çул вăл хăйĕн специальноçĕпех лабораторире службăра тăнă. Çартан таврăнсан каччă ĕçленĕ вăхăтрах аслă пĕлÿ илесшĕн пулнă. Трактор заводне вырнаçнă. Унта вăл Сĕнтĕрвăрри районĕн хĕрне Тамарăна тĕл пулнă.

«Малтанласа ĕнтĕ туслăх пулнă. Кайран вара чĕресене юрату туйăмĕ çавăрса илнĕ, — терĕ Хайдяр Абдулбариевич. — Çав çулхине эпĕ аслă шкула вĕренме кĕреймерĕм. Хулара та нумай вăхăт пурăнаймарăм — çемьери сăлтавсене пула тăван киле таврăнма тиврĕ. Çав вăхăталла шăпах юлташăм Фарит Гибатдинов ансамбль йĕркеленĕ. «Лейсян» ят панă. Хĕвеллĕ çумăр тенине пĕлтерет. Мана та унта хутшăнма чĕнчĕ. Эпĕ юрламастăп, музыка инструменчĕ каламастăп. Тĕлĕнтĕм. Мĕн тума чĕнет-ха? Акă мĕншĕн иккен. Вĕсен гитара та, ытти инструмент та пулнă, анчах пурте кивĕскерсем. Манăн вĕсене юсаса йĕркене кĕртмелле. «Сасă операторĕ пулатăн!» — терĕ Фарит. Килĕшрĕм. Каçсерен çамрăксен урăх тата мĕн тумалла? Концертсемпе кÿршĕ ялсене те çÿреме пуçларăмăр».

Тăван килĕнче хĕл каçнă хыççăн Хайдяр каллех Шупашкара çул тытнă. Трактор заводĕнче электрикре ĕçлеме пуçланă. Тамара та унтах ĕçленĕ-ха. Çамрăксен туслăхĕ вăйлансах пынă. Анчах Хайдярăн каллех ялне таврăнма тивнĕ. Ашшĕ сарăмсăр вилнĕ хыççăн амăшне тĕрев пултăр тенĕ вăл. Çемьери аслă ывăлăн тивĕçĕсем пысăкрах çав. Ун хыççăнхи шăллĕсемпе йăмăкĕсем тата тăваттăн. Вĕсене те пулăшмалла.

Виççĕмĕш хут Трактор заводне таврăнсан вара Хайдяр унтах тымар янă темелле. Кĕçех тахçанхи ĕмĕтне те пурнăçа кĕртме пултарнă: Мускав хулине çул тытнă, Пĕтĕм Союзри политехника институтне вĕренме кĕнĕ. Унта инженер-электрик, энергетик специальноçĕсене алла илнĕ.<...>

Валентина БАГАДЕРОВА. 

♦   ♦   ♦


Валентина ТАРАВАТ: Трактор çуни çине ларса яла çитеттемĕр

Чăваш чĕлхинче питĕ илемлĕ сăмах пур: тарават. Унăн пĕлтерĕшĕ çав тери пуян, сумлă. Ахальтен-им, РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Валентина Игнатьевăна çак псевдонима илме сĕннĕ. Валентина Тарават пуринпе те ырă та ăшă кăмăллă, çепĕç чĕлхеллĕ, кирек кампа та çураçуллă. «Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче Чĕмпĕр облаçĕнче ача-пăча литературин кунĕсем ирттертĕмĕр. Шкулсенче пултăмăр. Çавăн чухне шăллăмпа Анатолий Музыкантовпа Раиса Сарпи: «Санăн псевдоним илмелле», — терĕç. «Пул Тарават. Сан кăмăлупа пĕр килет», — килĕшрĕç ыттисем те. Çапла питĕ хăвăрт Валентина Тарават тесе чĕнме пуçларĕç», — каласа кăтартрĕ Чĕмпĕр облаçĕн хисеплĕ гражданинĕ, Раççей писателĕсен союзĕн членĕ, ЧР композиторсен ассоциацийĕн членĕ. Чăвашла нумай сăвă-калав шăрçаланă авторăн, юрă кĕвĕленĕ композиторăн аса илĕвĕпе «Çичĕ сăн ÿкерчĕк» ярăмра паллаштаратпăр.<...>

Елена ЛУКИНА.

♦   ♦   


«Искра» колхоза санкци хăратмасть

«Искра» колхоз тени мана совет саманине тавăрать. Шупашкар районĕнчи тăван колхозăм та çакăн пек ятлăччĕ. Анчах вăл тахçанах çук ĕнтĕ. Комсомольски районĕнче 91 çул каялла йĕркеленнĕ колхоз вара паянхи кун та ĕçлет. Вăл районта çирĕп аталаннă хуçалăхсенчен пĕри.

Хакланичченех туяннă

Иртнĕ эрнере Хырай Ĕнелти машинăпа трактор паркĕнче 24 техника, çав шутра — 10 трактор, 3 комбайн, прицепсем техтĕрĕслеве хатĕрленсе шăкăрин ларнă. Комисси пурне те ĕçлеме юрăхлă тесе йышăннă, механизаторсен тăрăшулăхне палăртнă. «Юсас енĕпе пысăк йывăрлăхсем пулмарĕç, мĕншĕн тесен техникăна çĕнетсех тăнă эпир. Вак-тĕвек саппас пайсем çеç туяннă. Пĕлтĕр МТЗ трактор, куккурус выракан комбайн илтĕмĕр. Кăçал та парка тепĕр МТЗпа пуянлатас шухăшлă. Иртнĕ çул вăл 1 миллион тенкĕччĕ. Халĕ 3 миллиона çитрĕ. Механизатор хуçалăхра çителĕклĕ. Чылайăшĕ — Кивĕ Сĕнтĕр, Хырай Ĕнел çыннисем. Укçине лайăх тÿлеççĕ те кадрсемпе йывăрлăх çук. Хĕлле те ĕçсĕр тăмаççĕ вĕсем, фермăра выльăха апат параççĕ», — палăртрĕ Татьяна Мартынова агроном. Юр вăхăтра ирĕлсе пĕтсен çу уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне çур акине вĕçлеме палăртаççĕ. Унччен кĕрхи культурăсене апатлантармалла. Пĕлтĕр çумăр питĕ сайра çунă кунта. Шăрăха пула тупăш пысăках пулман. Кашни гектартан 21-шер центнер тĕш тырă пухса кĕртнĕ.

«Искра» колхоз тыр-пул акса ÿстерет, сĕт, аш-какай туса илет. «Хĕлле çанталăк аван тăчĕ, юр çителĕклĕ çурĕ. Кĕрхи культурăсем лайăх хĕл каçрĕç», — оптимистла калаçрĕ колхоза 12 çул ертсе пыракан Александр Зайцев.

Хуçалăх 878 гектар çинче тыр-пул, нумай çул ÿсекен курăк ÿстерет. Кĕрхи культурăсем — 150 гектар çинче: 90 гектар — ыраш, 60 гек¬тар — тулă. Выльăхпа ĕçленĕрен нумай çул ÿсекен курăкпа куккурус валли 300 гектар ана уйăраççĕ. Хуçалăх кăçал та пĕлтĕрхинчен кая мар тыр-пул акасшăн. Унсăр пуçне силос валли 20-30-а яхăн гектар хĕвел çаврăнăш ÿстерме палăртнă. Ытти лаптăка пĕрчĕллĕ культурăсем йышăнаççĕ. Урпана ытларах выльăха çитереççĕ, тулла сутаççĕ. Пĕлтĕр шăрăха пула тырă сутмалăх ÿстереqмен. Ытти чухне апла пулман, яланах юлса пынă. Кăçал хăйсене те çитмен. Çавăнпа вылăх апачĕ туянаççĕ. Ытларах соя шрочĕ, куккурус илеççĕ.

«Искра» колхоз санкцисене туйман. Вĕсен техники — пĕтĕмпех хамăр çĕршывра кăларни. Çур акине хуçалăх тĕплĕ хатĕрленнĕ. Вăрлăх, им-çам, çунтармалли-сĕрмелли материал хакланиччен маларах илсе хунă. Вăрлăха çĕнетсе пыраççĕ. Элита тата 1-мĕш репродукциллĕ сортсене хамăр республикăри хуçалăхсенченех туянаççĕ. Техника хакĕ самаях ÿснĕ пулин те председатель ăна пурпĕрех илесшĕн: «Укçаран хаклă мар вĕт!» — терĕ. Ăна техника, вăрлăх туяннăшăн патшалăх субсиди парса пулăшни хавхалантарать. Пĕлтĕр кăна 10 миллион тенкĕ субсиди илнĕ.

«Яла çамрăксене илĕртес тесен мĕн тумалла?» — кăсăклантăм Александр Николаевичран. «Хамăр яратпăр вĕт хулана. Ашшĕ-амăшĕнчен те килет», — терĕ нумай сăмах ваклама юратманскер. Унăн ывăлĕ ялта пурăнать, район администрацийĕнче ĕçлет. Вырма вăхăчĕ çитсен ашшĕ ертсе пыракан хуçалăхра комбайн штурвалĕ умне ларать. Малашлăхри тĕллевсемпе паллаштарма ыйтсан Александр Зайцев тыр-пул, какай нумай туса илмеллине, шалу ÿстермеллине, çĕр лаптăкне пысăклатмаллине… палăртрĕ. Питĕ лайăх тĕллевсем: ансат та пĕлтерĕшлĕ. <...>

Алина ИЛЬИНА. 

♦   ♦   


Сунă чухне сурăхпе пĕрле хăй те макăрать

Денис Посадский — Красноармейски районĕнчи Именкассинчен, Красноармейски муниципалитет округĕн депутатсен пухăвĕн депутачĕ. 2012 çулта ашшĕпе Леонид Ивановичпа иккĕшĕ хресчен-фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Паян вĕсен витинче — 700-е яхăн сурăх, 15 ытла сăвăнакан качака. Экологи тĕлĕшĕнчен таса аш-какай туса илеççĕ. Темиçе çул ĕнтĕ селекци енĕпе ĕçлеççĕ, уйра тыр-пул çитĕнтереççĕ. Ытти çул купăста та, çĕр çырли те ÿстернĕ.

Пĕчĕк ачана пăхнă пек

Именкассине ирхи 9 сехет тĕлне çитрĕм. Денис Леонидович мана ялтан аякра мар вырнаçнă ферма хуçалăхĕнче кĕтсе илчĕ. Ашшĕпе амăшĕ — Леонид Ивановичпа Любовь Александровна — кунтахчĕ. Ялта пурăнакан шăллĕ Руслан та пиччĕшне пулăшма çитрĕ. Сăмах май, вăл та Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнчен зоотехнике вĕренсе тухнă. Халĕ магистратурăра пĕлÿ илет, Хусанта стройкăра ĕçлет. Эпĕ çитнĕ çĕре шăпах сурăх пăранланăччĕ: виçĕ путек тунă. Вĕсене уйрăм ăшă витене хупрĕç. Типме те ĕлкĕрейменпутексенчен пĕрне мана та тыттарчĕç. Денис Леонидович çав хушăра сурăх çиллине хăвăрт çеç ăшă шывпа çурĕ, ун таврашĕнчи çăма касрĕ. Сĕтне пăртак суса илнĕ хыççăн путексене амăшĕ патне ячĕ. Витене таса шыв тата çемçе утă кĕртсе пачĕ. 5 кун уйрăм çĕрте тăнă хыççăн вĕсене тинтерех пăранланă ытти сурăхпа пĕрлештерет, пысăкрах витене куçарать. Путексене пĕчĕк ачана пăхнă пекех пăхаççĕ кунта. Йĕрки çирĕп фермăра. Тепĕр икĕ эрнерен вунă пуç выльăха пĕрлештерĕ. Пăранланă хыççăн сурăха виçĕ кунран витаминпа, путексене седиминпа укол тăвать. Денис ашшĕпе пĕрле сурăхсен чĕрнине те касма ĕлкĕрчĕ. Ку та ансат ĕç мар, пĕрин тытса тăма тивет. Çын ĕçленине пăхса тăма аван мар, эпĕ те май пур таран пулăшкаларăм. Витери сурăхсене шăвартăмăр, тăвар лартса патăмăр. Кунта никам та ахаль тăмасть, пурин валли те ĕç туллиех. Кашни кунĕ çапла иртет Посадскисен. Любовь Александровна качакасене сурĕ, ăшă сĕте путексене ĕçтерчĕ.

Пуринчен ытларах сурăха суни тĕлĕнтерчĕ мана. Нихăçан та курманччĕ. «Кун пек нушаллă ĕç тек курман эпĕ, 40 хут тар кăларать. Сурăх сĕчĕ тенине илтсенех хăраса каятăп. Сунă чухне сурăхĕпе пĕрле хам та макăратăп», — терĕ Денис Леонидович. Сурăха тăваттăн тытса тăчĕç. Сăваканни, паллах, хуçи пулчĕ. Мĕнле кăна тапаланмарĕ, пĕр вĕçĕм макăрчĕ мĕскĕн выльăх. Хăранипе çак вăхăтра сĕтне япăх антарать тата. Çитменнине, ĕçе вĕçлесен чутах тапса ямарĕ. Нушаланса сунă хыççăн сĕте тăкса яни темиçе те пулнă. Сурăх сĕтĕнчен хатĕрленĕ сыра питĕ пахалаççĕ-мĕн, çавăнпа саккас параççĕ. Кăнтăрлахи 2 сехет çитсен тинех чей ĕçме вăхăт тупăнчĕ. Денис Леонидович чылай чухне апатланмалли пирки те мансах каять. Хăйĕнпе пĕрле термос илсе килнĕччĕ вăл. Бутербродпа хăвăрт кăна чей ĕçнĕ хыççăн миçе сурăх пăранланине, паян миçешне пусма ăсатнине, хăшĕсене витаминпа укол тунине ампар журналĕнче палăртса хучĕ. Эпĕ çитиччен ир-ирех 15-шне пусмалли ятарлă вырăна "бойньăна" — Çĕньял Чуракассине — илсе кайнă иккен. Аша вырнаçтарма справка кирлĕ, ăна илме Красноармейски салине ятарласа кайса килтĕмĕр. <...>

Елена АТАМАНОВА.

♦   ♦   ♦


«Шкултан каяс килмест»

Пирĕн паянхи ТОПра — шкулта нумай-нумай çул вăй хуракан вĕрентекенсем. Ĕçе мĕнле кăмăл- туйăмпа çÿреççĕ вĕсем? Паянхи ачасене мĕнле хаклаççĕ? Çĕнĕ технологисене алла илме йывăр мар-и? Çак тата ытти ыйтупа чăрмантартăмăр республикăри чи пысăк стажлă пилĕк вĕрентекене.

ĔМĔТ ФЕРМĂНА ИЛСЕ ÇИТЕРНĔ

Красноармейскинчи Трак шкулĕн физика вĕрентекенĕ Валентина Спасова, унăн педагогикăри ĕç стажĕ 51 çул, ача чухне шкулла самай вылянă. Вăл Шупашкар районĕнчи Тавăшкассинчи педагогсен çемйинче кун çути курнă. Ашшĕ Петĕр Халапсин поэт пулнă. Валентина шкул пĕтернĕ çулах института вĕренме каясшăн ăшталаннă, анчах ун чухне ĕç стажĕ кирлĕ пулнă. Çапла майпа ял хĕрĕн фермăра çулталăк ĕçлеме тивнĕ. Тĕп хулари педагогика институчĕн физикăпа математика факультетĕнче экзаменсене ăнăçлă тытнă хыççăн вĕренме чĕнсе илсен тин хĕре паспорт тутарма ирĕк панă. 1968 çулта дипломлă çамрăк учительницăна Красноармейски районĕнчи Именкасси вăтам шкулне ĕçлеме янă. Çулталăк çурăран хăюллă та пултаруллăскере ВЛКСМ райкомĕн иккĕмĕш секретарьне суйланă. Унта тăватă çул вăй хунă хыççăн 1974 çулта Валентина Петровнăна Красноармейски вăтам шкулĕн директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕн тилхепине шанса панă. Çак тивĕçе 30 çул ытла пурнăçланă вăл. Çав вăхăтрах ачасене физика вĕрентнĕ. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, РСФСР халăха çутта кăларас ĕç отличникĕ 2006 çулта — ЧР Президенчĕн, тепĕр çулхине РФ Президенчĕн гранчĕсене тивĕçнĕ. Унăн вĕренекенĕ Юрий Терентьев пилĕк çул каялла Пĕтĕм Раççейри Д.И.Менделеев ячĕллĕ ăслăлăх-тĕпчев ĕçĕсен конкурсне хутшăнса ылтăн медале тивĕçнĕ. Каччă çав çулах Н.Э.Бауман ячĕллĕ Мускав патшалăх техника университетне кĕнĕ. Паянхи вĕренекенĕсем те маттур. Сăмахран, 11-мĕш класри Никита Степановпа Анна Андреева шкул ачисен физика енĕпе ирттернĕ «Чăваш Енĕн электротехникин шанăçĕсем» олимпиадинче III степень диплома тивĕçнĕ. «Манăн пĕтĕм пурнăç шкулпа çыхăннă. Эпĕ вăй хуракан коллектив, Ирина Федорова директор ертсе пынипе, чăваш халăхĕн ырă йăлисене çирĕп тытса пырать. Учительсем, çав шутра çамрăксем те, пултарулăхĕпе палăрса тăраççĕ. Пĕр-пĕрне çур сăмахран ăнланакан пысăк çемье тенĕ пулăттăм хамăрăн туслă йыш пирки», — палăртрĕ аслă категориллĕ вĕрентекен.

ЧЫЛАЙĂШĔ ИНСТИТУТ-УНИВЕРСИТЕТА КĔРЕТ

Пирĕн ТОПа ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ, Етĕрнери 3-мĕш вăтам шкулăн директорĕ Татьяна Кузнецова та кĕчĕ. Татьяна Михайловна çак хуларах çуралса ÿснĕ. Мĕн пĕчĕкрен учитель пулма ĕмĕтленнĕскер 1971 çулта Канашри педагогика училищине вĕренме кĕнĕ. Ĕç биографине Стрелецкая салинчи шкулта пуçланă. Тăватă çултан хăйĕн тăван шкулне ĕçлеме таврăннă. И.Я.Яковлев ячĕллĕ пединститутăн филологи факультетĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. Вырăс чĕлхипе литературин вĕрентекенĕн чылай çул директор çумĕ те пулма тивнĕ. 2012 çултанпа — директор. «Чылай çул ĕçлесе опыт пухнă хыççăн вăл е ку тивĕçе пурнăçлама çăмăлрах, — çапла шухăшлать шкулта 47 çул вăй хуракан Татьяна Кузнецова. — 5-6-мĕш классене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентетĕп. Ытти вăхăт, тĕпрен илсен, йĕркелÿ ĕçĕсемпе çыхăннă. Пĕлтĕрхи раштав уйăхĕн 22-мĕшĕ пирĕн шкул ĕçченĕсемпе вĕренекенĕсемшĕн паллă самантпа асра юлчĕ. Шкула тĕпрен юсанă хыççăн савăнăçлă лару-тăрура уçрăмăр. Çак ĕçе пурнăçлама республика тата район бюджечĕсенчен 63 миллион тенкĕ уйăрчĕç. Çур çул пычĕ юсав, çак тапхăрта çуртăн тăррине улăштарнă, пĕтĕм коммуникацие çĕнетнĕ, акт тата спорт залĕсене юсанă. Кăçал шкул картишне хăтлăлатма тата 24 миллион тенкĕ парĕç. Çакăншăн 3-мĕш вăтам шкулта ăс пухакан 670 ача тата 40 вĕрентекен питĕ савăннине туятăп. «Пирĕн шкулта кадет класĕ тăваттă. Ачасем тĕрлĕ шайри конкурссене хутшăнса çĕнтерÿпе таврăнаççĕ. Çакă вĕсене аслă шкулсене вĕренме кĕмешкĕн çул уçса парать. Сăмахран, вĕренекенсен 90 проценчĕ çуллен вузсенче пĕлÿ илме тытăнать. Ытларахăшĕ физикăпа математика, химипе биологи, экономика профильне суйласа илет, — каласа пачĕ Татьяна Михайловна. — Шкулăн хăйĕн телекуравĕ те пур. 2010 çултанпа «Гелиус» хаçат тухса тăрать. Çулленех регионти шкулти прессăн «Чи лайăх хаçат» конкурсне хутшăнатпăр. Темиçе хутчен çĕнтерÿçĕ те пултăмăр. Ачасем пĕчĕклех хăйсене пултарулăхра тĕрĕслеççĕ». <...>

Надежда СМИРНОВА.

♦   ♦   


Ильмендеровсем çемье телейĕн вăрттăнлăхне пĕлеççĕ

«Пÿртре шăв-шав пулсан урама тухмалла. Тулта шавласан пÿрте кĕмелле. Вăхăт иртсен йăлтах манăçать», — теççĕ Муркаш районĕнчи Шомик ялĕнче пурăнакан Верăпа Семен Ильмендеровсем. Вĕсем çемье çавăрнăранпа 55 çул çитнĕ.

«Мана вилĕмрен çăлтăр, сире ватлăхра пăхăп»

«Асаттесем каланă тăрăх, Атăл хĕрринче йывăр чирленĕ бурлака пăрахса хăварнă. Пирĕн ялсем улăха утă çулма çÿренĕ, çав яша илсе килсе пĕр карчăкпа старик патне вырнаçтарнă. Бурлакăн ÿпки шыçнă. Хайхискерсем çамрăка вĕри сĕтпе, пылпа мунчара сиплесе сыватнă. «Мана вилĕмрен çăлтăр, эпĕ сире пăхса пурăнăп», — тенĕ каччă йăл илсен. Ильмендеров хушаматлă пулнă çавскер. Вăл вырăнти чăваш хĕрне качча илнĕ, 5 ывăлпа 2 хĕр çураттарнă. Çавăнтан пуçланнă пирĕн йăх», — сăмаха ав ăçтан çавăрса килчĕ 84-ри Семен Ильмендеров.

Семен Васильевичпа Вера Петровна — вăрçă ачисем. Кил хуçи 6 ачаллă çемьере çитĕннĕ. 5 йăмăк унăн. Пурте пурăнаççĕ. Семен ĕçчен те тавçăруллă çитĕннĕ. Мĕн ачаран пĕлÿ енне туртăннă. Анчах мал ĕмĕтлĕ çамрăка вĕренме пÿрмен. «Килтех пул-ха, колхозра ĕçле. Тырри-пулли, çиме çăкăр пулать», — терĕ атте. Колхозах вынаçрăм вара. Салтака кайсан тинĕсе лекме ĕмĕтленеттĕм. Телее, моряка илчĕç. Службăра тăватă çул çурă тăтăм. Хĕсмет хыççăн 4 çул колхозра бригадирта, председатель çумĕнче ĕçлерĕм. Строительство, çунтармалли-сĕрмелли материалсем турттарма шанчĕç мана. Унтан Электроаппарат завочĕн «Березка» пионер лагерьне вырнаçрăм. Хуçалăх енĕпе лагерь пуçлăхĕнче вăй хутăм. Каярахпа Электроаппарат заводĕнче дизилист-электрикре, «Королева» спорт лагерĕнче электрикре тăрăшрăм. Çапла 77 çула çитичченех ĕçе утрăм», — калаçăва сыпăнтарчĕ кил хуçи.

«Лагере тĕлĕкре куратăп»

Семен Ильмендеров 30-та кăна çемье çавăрнă. Унччен ура çине çирĕп тăрас, кил-çурта йĕркене кĕртес тенĕ. Пулас мăшăрĕпе Верăпа Шомик шкулĕнче пĕрле вĕреннĕ. Пит çамрăкла хĕрпе каччăлла çÿремен вĕсем. Кашни хăйĕн сукмакĕпе утнă. Виçĕ теçетке çулалла ярса пуссан кăна сукмакĕсем пĕр çул çине тухнă… 1968 çулта пĕрлешнĕ вĕсем. Ывăлпа хĕр пăхса ÿстернĕ. Сергей И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн электромеханика факультетне пĕтернĕ. Чечняра службăра пулнă. Шупашкарти учколлекторта директор çумĕнче ĕçлет. Хĕрĕ Светлана Шупашкарти медицина училищине, суту-илÿ енĕпе колледж пĕтернĕ. Шупашкарта чечек сутнă çĕрте тăрăшать. Ильмендеровсем паян тăватă мăнукпа савăнаççĕ. Ывăлĕпе кинĕ — Сергейпе Наташа — ашшĕпе амăшне лайăх пăхаççĕ.

«Пĕр минут та ĕçсĕр лараймасть вăл. Мĕн те пулин тумаллах унăн. Алли, чăн та, ылтăн», — терĕ Вера Петровна мăшăрĕ пирки. Семен Васильевичăн ятарлă мастерской пур. Унта тĕрлĕ станок вырнаçтарнă. Капмар çуртри сĕтел-пукана, алăксене, чÿрече рамисене, шкапсене йăлтах хăй ăсталанă. Тепĕр йăпанăç та пур унăн: çамрăкранпах вĕллесем тăвать. Ку çеç-и? Стена çине çакмалли кивĕ сехетсемпе те интересленет, вĕсене çынсене юсаса парать. «Эпĕ çамрăклах механикăна питĕ килĕштереттĕм. Çавăнпа шофера вĕренсе тухнăччĕ. Унтан завода кайса кĕтĕм те çавăнтах ĕçлемелле пулчĕ. Гаражра ăшталанма халĕ те кăмăллатăп. Хама ятăнах машина, мотоцикл, мотороллер, моторлă кимĕ пулнă манăн. Кимĕпе Атăл тăрăх çÿреттĕм. Пулла кайма юрататтăм. Темĕн тĕрлĕ пулă та тытнă. Вĕлле хурчĕ усратăп. Асатте те хурт тытнă. Ун хыççăн ку ĕçе атте-анне тăснă. Çав ĕçе халĕ эпир тăватпăр», — каласа кăтартрĕ çемье пуçĕ. <...>

Роза ВЛАСОВА.

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.