«Хыпар» 36 (27915) № 05.04.2022
Шкулсенче хурал пулмаллах
Лайăххи — манăçнă кивви тетпĕр вĕт. Шупашкарта урăлтаркăч уçăлмалла. Малтанлăха — сăнавлă мелпе. Çакăн пирки ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи право йĕркине тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен координаци канашĕн иртнĕ эрнери ларăвĕнче калаçу пулчĕ.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ лару çыхăну операторĕсене калаçтарнă ыйтуран пуçланчĕ. Роскомнадзорăн территори пайĕн пуçлăхĕ Татьяна Евдокимова пĕлтернĕ тăрăх, республика тулашĕнчен килсе кунта тымар яма хăтланакан темиçе компани Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта ĕçлекен операторсене хĕстерет. Хăйсен тивĕçлĕ лицензи те çук-мĕн. Вĕсем суту-илÿ центрĕсенче хăйсен çыхăну линийĕсене тунă, хайхи операторсене центрсенчи клиенчĕсемпе малашне çав лини урлă ĕçлеме хистеççĕ. Ларăва çыхăну компанийĕсен ертÿлĕхĕ те пынă, пĕр саслăн калаççĕ: çав ют компанисем пирĕн клиентсене ярса илесшĕн, çыхăну тарифĕсене ÿстересси те часах. Тĕрĕссипе, сăмах рейдер тĕслĕхĕ пирки пырать. Олег Алексеевич вăй, надзор органĕсен ертÿçисене тимлĕ итлерĕ, вĕсем çак пăтăрмах пирки пĕлеççĕ, анчах пĕри те тепри хăйсен енчен мерăсем йышăнма тăхтассине палăртрĕç. Роскомнадзор пайĕ çак тĕслĕхпе Арбитраж судне ыйтупа тухнă — Фемида хăйĕн пĕтĕмлетĕвне тунă хыççăн прокуратура та, полици те ĕçе пуçăнма хатĕр.
Вĕрентÿ организацийĕсенчи хăрушсăрлăха тивĕçтерес ыйтупа тĕплĕ калаçу пулчĕ. Следстви комитечĕн республикăри Следстви управленийĕн ертÿçи Александр Полтинин Раççейре шкулсенче ачасене тапăннă тĕслĕх çине-çинех пулнине аса илтерчĕ. Шел, кунашкалли Чăваш Енре те пур — юлашки çулсенче темиçе преступление шута илнĕ. Калăпăр, Вăрмар районĕнче 9-мĕш класс ачи шкула çĕçĕ чиксе пынă. Тантăшĕпе хирĕçсе кайнă та— пĕр хĕрача лешĕн хутне кĕнĕ. Пуçтах вара ăна çĕçĕпе амантнă. Александр Владимирович асăннă шкулта хурал пулманнине палăртрĕ —техника ĕçченĕ кăна дежурствăра тăнă. Е тата— Шупашкарти техникумсенчен пĕринче пулнă преступлени. 17 çулти студентка преподавательсене тапăнас шутпа вĕрентÿ учрежденине икĕ çĕçĕпе пынă… Çак тĕслĕхре те пропуск режимне пăхăнманни чутах пысăк инкекпе вĕçленмен.
Чăваш Енĕн «тĕп следователĕ» шкулсенчи хăрушсăрлăхпа çыхăннă лару-тăрăва тиркевлĕ хакларĕ. Унăн шухăшĕпе, хурал пулмаллах, укçа хĕрхенмелле мар. Çак ĕçе вăй тытăмĕсенче ĕçленĕ çынсене явăçтармалла. Росгварди, уйрăм çынсен хурал предприятийĕсем пулăшма пултараççĕ. Вĕсем валли шкулсенче ĕç çителĕклех пуласси куçкĕрет. Ачасенчен вăрăсен общакĕ валли укçа пухни те, саккунсăр ытти самант та пур. Вăл Шалти ĕçсен министерствине вăрăсен, тĕрме пурнăçĕн йĕркине романтика сĕмне кĕртме пăхакансемпе хастартарах кĕрешме чĕнсе каларĕ. Ку ыйтусемпе СК управленийĕ шкулсенче ыйтăм ирттермешкĕн Вĕрентÿ министерствине те тухнă. «Анчах хурав пулмарĕ. Халĕ тепре ыйтупа тухăпăр», — тÿррĕн каларĕ управлени ертÿçи. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Çамрăксем фильм та ÿкереççĕ
Çамрăксене ĕçе явăçтарасси, студентсене хушма пĕлÿ илме пулăшасси,вĕсене ĕçпе тивĕçтересси тата ытти ыйту кăсăклантарать Раççейри студентсен отрячĕсен регионти уйрăмĕн хастарĕсене. Вĕсем диплом илнĕ çамрăк специалистсене хамăр республикăрах хăварма пулăшакан «Чăваш Енрех ĕçлесе пурăнасчĕ» проект пуçарнă.
Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа хумхантаракан ыйтусене хускатрĕç те Çамрăксен правительствипе парламенчĕн хастарĕсем республика Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа тĕл пулсан. Регион ертÿçи каланă тăрăх, çамрăксем республика аталанăвне пысăк тÿпе хываççĕ, общество пурнăçне йĕркелеççĕ.
«Сирĕн проектсем питĕ пĕлтерĕшлĕ, паянхи каччăсемпе хĕрсен шухăшне витĕм кÿреççĕ. Саккунсем хатĕрлес енĕпе пуçаруллă пуласса шанатпăр, çĕнĕ шухăшсем кĕтетпĕр», — терĕ Олег Алексеевич. Çамрăксен правительствипе парламенчĕ çавăн пекех республика программисене те пурнăçа кĕртме пулăшаççĕ, кадр резервне йĕркелеççĕ… Вĕрентÿ министрĕ Дмитрий Захаров пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Енре 14-35 çулсенчи 320 пин çамрăк пурăнать. «Паянхи çамрăксем общество тытăмĕн тĕп шăнăрĕ пулса тăчĕç. Акă волонтерсен ĕçне 68 пин яшпа хĕре хутшăнтарнă. Республикăра шыравçăсен 49 отрячĕ ĕçлет, çамрăксем 2800 пĕрлешĕве чăмăртаннă, предприяти-организацире ĕçлекен çамрăксен 136 канашĕ пур. Пĕлтĕр 11 пĕрлешÿ 14 миллион тенкĕлĕх тĕрлĕ гранта тивĕçнĕ», — терĕ Дмитрий Анатольевич. <...>
Андрей МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Пултарулăха кăтартма вăтанмалла мар
«Çĕнĕ Шупашкар радиовĕнче корреспондентра ĕçлетĕп. «Эпĕ — хĕрарăм» конкурса хутшăнма малтанах иккĕлентĕм. Юлташсемпе пĕлĕшсем хистенипе ролик ÿкерсе республикăри хĕрарăмсен союзне ярса патăм. Конкурса хутшăннă хыççăн хама хăюллăрах тытма пуçларăм. Эпир, чăваш хĕрарăмĕсем, сăпайлă, хамăрăн пултарулăха кăтартма вăтанатпăр. Манăн шухăшпа, ăсталăхпа паллаштарма вăтанмалла мар. Конкурсăн пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк. Вăл хĕрарăма ÿсме, аталанма пулăшать. Пултарулăх ăмăртăвĕ хыççăн тата ытларах ĕçлемекăмăл çуралчĕ», — палăртрĕ Елена Лаврентьева. Вăл хĕрарăмсен «Сударушка» клубне, ЧНКн вырăнти уйрăмне ертсе пырать. Конкурс хыççăн химиксен хулинче чăваш тĕррине тĕрлеме хăнăхтаракан арт-студи йĕркеленĕ.
Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче ЧР Хĕрарăмсен союзĕн председателĕ Наталья Николаева «Эпĕ – хĕрарăм» конкурсăн пĕлтĕрхи çĕнтерÿçисемпетата призерĕсемпе тĕл пулчĕ. «Мана та конкурс питĕ килĕшрĕ. Тĕрлĕ професси çыннисемпе вăй виçрĕмĕр. Эпĕ Шупашкарти 6-мĕш садикре поварта ĕçлетĕп. Манăн шухăшпа, ку ĕçре те ăнăçуллă пулма май пур. Эпĕ кирлĕ хĕрарăм иккенне ĕнентерме тăрăшрăм. Тĕллевĕме пурнăçларăм», — терĕ Анастасия Гусева.
Сумлă конкурса Патăрьел районĕн тĕп больницинче акушер-гинекологра вăй хуракан Фирия Хафизова та хутшăннă. «Ку ăмăртăва кайма сĕнсен тÿрех килĕшмерĕм. Пĕр эрне шухăшласа çÿрерĕм. «Фирия, киле кай, хатĕрлен», — терĕ уйрăм заведующийĕ пĕр кун юлсан. Çемье, мăшăр нумай пулăшрĕç. Хамăр ÿкернĕ видеоролика пăхсан куççуль те тухнăччĕ. Иртнĕ çул маншăн питĕ ăнăçлă пулчĕ. «Эпĕ—хĕрарăм» конкурс призерĕ пулнă хыççăн «2021 çулхи чи лайăх акушер-гинеколог» ята та тивĕçрĕм»,— пытармарĕ Фирия Феридовна. <...>
Роза ВЛАСОВА.
♦ ♦ ♦
Ветерансене ял шăпи шухăшлаттарать
"Кăçал халăх хуçалăхĕн тĕрлĕ отрасльне, культурăпа ÿнере уйрăмах пысăк тÿпе хывнă, халĕ çитĕнÿ тăвакан ентешсене чыслатпăр. Вĕсем — пуриншĕн те ырă тĕслĕх. Республикăра пурăнакансен вĕсене пĕлмеллех, паха опычĕпе çамрăксен усă курмалла," — терĕ ЧР АПК ветеранĕсен союзĕн председателĕ Александр Самылкин пуш уйăхĕн 29-мĕшĕнче Канаш районĕн культура çуртĕнче иртнĕ конференцире.
Организаци 472 ветерана пĕрлештерсе тăрать. Конференцие унăн район-хулари уйрăмĕсенчен суйласа янă 85 делегат тата хăнасем хутшăнчĕç. Союза туса хунăранпа пушăн 26-мĕшĕнче 10 çул çитнĕ. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев 2020 тата 2021 çулсенче, Ял хуçалăх ĕçченĕн кунĕ умĕн, союз членĕсемпе тĕл пулса АПКна, ялсене аталантарассипе, çут çан- талăка упрассипе, ял çыннисене медпулă- шу парассипе, вĕрентессипе, агропрома кадрсемпе тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă, ветерансен сĕнĕвĕсене итленĕ. Союз хастарĕсене ЧР ПатшалăхКанашĕн сессийĕсемпе парламент ит левĕсене, муниципалитет пĕрлешĕвĕсен депутачĕсен Пухăвĕсен, АПКпа çыхăннă ыйтусене сÿтсе явма отрасль министерствин коллегийĕн ларăвĕсене, республикăпа районсен бюджечĕсене тишкерме, ытти мероприятие пĕрмай хутшăнтараççĕ. Икĕ çулта правленин — 5, президиумăн 16 ларăвне ирттерсе ветерансен ĕçне тишкернĕ. Правлени ларăвне Шупашкар, Елчĕк, Красноармейски, Куславкка районĕсенче, «Чăвашçăкăрпродукчĕ» обществăра, «Нива» вĕрентÿ центрĕнче йĕркеленĕ. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Цветковсем 53-мĕш шкула лекесшĕн
Çавăнпа заявление 8 сехетрех ячĕç
Вăхăт чупать. Тин кăна Пĕлÿ кунне уявланăччĕ, ака уйăхĕ те çитрĕ. Çак уйăхăн 1-мĕш кунĕнче кăçал шкула каякан ачасен ашшĕ-амăшĕнчен заявлени йышăнма тытăнчĕç.
Шупашкарта пурăнакан Татьяна Цветковăн хĕрĕн Кристинăн авăнăн 1-мĕшĕнче парта хушшине лармалла. Вĕсем пурнăçри яваплă тапхăра хĕрсех хатĕрленеççĕ. Шăпах ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче ир-ирех вĕсем патĕнче пултăм. Цветковсем пулас шкул ачи валли сĕтел-пукан туяннă ĕнтĕ. Хальхи вăхăтра Кристина хăйсен çурчĕпе юнашар вырнаçнă «Ступеньки» аталану центрне çÿрет. «Хăйне евĕр хатĕрленÿ курсĕ вăл. Ушкăнра — вунă ача. Шăпăрлансене вулама, çырма тата шутлама хăнăхтараççĕ», — каласа кăтартрĕ Татьяна Алексеевна. Телейлĕ амăшĕ хальлĕхе ĕçе тухман-ха, иккĕри Ромăна пăхать. Цветковсем 53-мĕш шкула суйланă. Вĕсем пурăнакан микрорайонтисен шăпах унта çÿремелле. «Эпир пушăн 31-мĕшĕнче патшалăх пулăшăвĕсен порталне садикрен смс-çыру килсенех черновикре Кристинăна 1-мĕш класа йышăнма ыйтса заявлени хатĕрлерĕмĕр. Упраса хăвартăмăр. Паян ăна ярса парăпăр, заявлени çырса вăхăта ирттермĕпĕр. Ку ыйтура вăхăт питĕ пĕлтерĕшлĕ. Заявление мĕн чухлĕ хăвăртрах яратăн, 53-мĕш шкула лекме çавăн чухлĕ шанăç ытларах. Пирĕн пĕлÿ çуртне питĕ нумай ача лекесшĕн. 53-мĕш шкул çумне нумай çурта çирĕплетнĕ», — ăнлантарчĕ Татьяна Алексеевна.
Акă сакăр сехет çитрĕ. Компьютера янă, малтанхи каç çырнă заявлени вырăнтах. Татьяна Цветкова «отправить заявление» кнопкăна пусрĕ. Пулчĕ те! <...>
Роза ВЛАСОВА.
♦ ♦ ♦
Людмила ЯКОВЛЕВА: Хăнана çÿреме кăмăллатăп
Людмила Яковлева хăйĕн илемлĕ сопрано сассипе Чăваш Енĕн музыка искусствине вирхĕнсе кĕчĕ те наччасрах тĕп вырăнсенчен пĕрне йышăнчĕ. Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнчи репертуарти тĕп партисене — Нарспи «Нарспи», Татьяна «Евгений Онегин» , Сарпи «Шывармань» , Ярославна «Князь Игорь» , Иоланта «Иоланта» , Теодора «Мистер Икс» , Джильда «Риголетто» , Графиня «Свадьба Фигаро» , Недда «Паяцы» — парăнтарчĕ. 40 ытла вĕсем, пĕринчен тепри ăмсанмаллискерсем, Чăваш халăх артисткин. Вăл — вокалистсен Пĕтĕм тĕнчери М.И.Глинка ячĕллĕ конкурс дипломанчĕ 1999 , республикăри вокалистсен Ф.М.Лукин ячĕллĕ конкурс лауреачĕ 1994 , вокалистсен Анат Камăра иртнĕ С.Сайдашев ячĕллĕ уçă конкурсăн лауреачĕ 1996 . Мĕнле асамлă çул илсе çитернĕ-ши ăна çакăн пек çитĕнÿсем патне? Вăрттăнлăхне Людмила Валерьевнăна уçса пама ыйтрăмăр.
Хорта, ансамбльте юрланă
— Людмила Валерьевна, сирĕн çине пăхатăп та — эсир миçе çулта пулнине палăртма май çуккинчен тĕлĕнетĕп. Яштака пÿллĕ, илемлĕ питĕр- куçăрта яланах ăшă кулă вылять. Киноэкранри пике тейĕн. Сассăрпа пĕрлех çак пахалăхсем те куракана хăй патне илĕртеççĕ. Ача чухнех çавăн пек харсăр пулнă-и?
— Пĕчĕкренех сценăпа туслă эпĕ. Ăçта май килнĕ — çавăнта пултарулăх ĕçĕпе айкашнă: сăвă вуланă, тĕп хулари хам вĕреннĕ 27-мĕш шкул хорĕнче юрланă, ансамбль солистки… пулнă. Астăватăп-ха: шкулта «Уйăх çинчи хĕр» юмах тăрăх спектакль лартнăччĕ. Пике сăнарĕпе сцена çине пĕр хĕрача тухнăччĕ, эпĕ вара чаршав хыçĕнче ун вырăнне юрă шăрантарнăччĕ. Аттен те сасси питĕ уçă. 83 çула çитрĕ пулсан та илемлĕ сасса çухатмарĕ. Меллĕ самант тупăнсан иксĕмĕр юрлани те сахал мар пулнă. Анчах Шупашкарти Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищине тÿрех вĕренме каяймарăм-ха.
— Мĕншĕн?
— Сакăр класс хыççăн унта кайса пăхнăччĕ, анчах училищĕн вокал уйрăмне 10 класс пĕтернисене кăна йышăнни пирки каларĕç. Тата икĕ çул иртрĕ, манăн шухăш та улшăнчĕ, Шупашкарти педагогика училищине вĕренме кĕтĕм. Унта питĕ лайăх ансамбль пурччĕ. Ăна Мария Корнилова преподаватель ертсе пыратчĕ. Юрлама кăмăлтанах çÿреттĕм. Ун хыççăн икĕ çул ача садĕнче ĕçлерĕм те воспитатель тивĕçĕ ман валли маррине ăнлантăм. Юрлама питĕ юратнине шута илсе музыка училищинех çул тытрăм. Мана унта Агриппина Иванова педагог кĕвĕ-çемĕ тĕнчине чăн-чăн профессионал куçĕпе пăхма, йышăнма вĕрентрĕ. Манăн хора юрлама каяс кăмăл пуррине пĕлсен Агриппина Зосимовна çирĕплетсех çапла каларĕ: «Люда, мĕнле хор? Эпĕ сана консерватори валли хатĕрлетĕп. Шута ил», — терĕ. <...>
Надежда СМИРНОВА.
♦ ♦ ♦
«Торф кăларнисене те мантарас килмест»
«Ĕмĕр иртни сисĕнет-и вара? Ĕçпе, шухăшпа нимĕн те сиссе юлаймастăн», — тет Муркаш районĕнчи Сыпай ялĕнче пурăнакан 97-е кайнă Клавдия Яшкова. Тыл ĕçченĕ хăйĕн ĕмĕрĕнче хура-шурне пайтах курнă, анчах нихăçан та пуç усман. Хавхаланăва вăл паян та çухатман.
«Сыпай ялĕнчех çуралса ÿснĕ эпĕ. Çемьере тăватă ачаччĕ: икĕ ывăлпа икĕ хĕр. Аттепе анне колхозра вăй хунă. Атте каярахпа правление хуралçа вырнаçрĕ. Анне сысна ферминче ĕçлерĕ. Пире те мĕн пĕчĕкрен ĕçе явăçтарнă. Килте чăпта çапма хутшăнаттăм. Пурăна киле атте лаша çуни айне пулса сусăрланчĕ. Кăшт вăхăт иртсен, хуйхă çумне суйхă тенешкел, суккăрланчĕ. Апла пулин те чăпта çапатчĕ. Пĕр хăнăхнă ĕçе алли тăватчĕ. Нумай вĕренме пÿрмен пире. Эпĕ ялти шкулта 7 класс кăна пĕтернĕ. Кайран вăрçă пуçланчĕ», — каласа кăтартрĕ Клавдия Митрофановна. Ялти ача-пăча ăна юратса «Тетя Катя» тесе чĕнет… Куншăн кÿренмест вăл, кун пек калама çăмăлрах- çке…
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă чухне Клавдия Яшкова 15-ре пулнă. 1942 çулта 7 класс пĕтернĕ хыççăн ăна Атăл леш енчи Торфяной поселока ĕçлеме янă.
Ĕçĕ йывăр пулнăран унта кайма вăйлă тата çирĕп хĕрарăмсемпе хĕрсене кăна суйланă. Клавдия Яшкова каланă тăрăх, унта питĕ нумай çын ĕçленĕ. Уйрăм бригадăсем пулнă. Торфа чавса кăлармалла, палăртнă вырăна йăтмалла, типĕтмелле, унтан машинăна тиесе ямалле пулнă. «Манăн ÿт-пÿ ĕчĕкрехчĕ. Тăхăнма çи-пуç пулман. Пир тăлăпа, çăпатапа çÿреттĕмĕр. Сăхман тăхăнтартса Атăл леш енне лашапа лартса кайнине хальхи пекех астăватăп. Кунĕпе канмасăр ĕçлемеллеччĕ. «Мĕн туса тăратăр?» — тетчĕç пуçа çĕклесенех. Общежитире пурăнаттăмăр. Унта нарсем, тимĕр кăмака пурччĕ. Кун каçа хамăр çинчи çи-пуç йĕп-йĕпе пулатчĕ. Ăна хамăр ая хурса типĕткелеттĕмĕр. Ирсерен типнĕ-типмен тăхăнса каяттăмăр. Каçчен тата ытларах йĕпенетчĕ вăл. Тум ялан нÿрĕччĕ. Çавăнпа халĕ ура ыратать ĕнтĕ», — ассăн сывларĕ ватă. <...>
Роза ВЛАСОВА.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...
Комментари хушас