«Хыпар» 34-35 (27913-27914) № 01.04.2022

1 Ака, 2022

Раççей хăйне хÿтĕлеме вăй çитерет

Украинăри çар операцийĕн тĕллевĕсемпе сăлтавĕсене РФ Президенчĕ нарăсăн 24-мĕшĕнчех уççăн палăртрĕ. Унтанпа вĕсем улшăнман. Донбасс халăхне хӳтĕлесси, вĕсен пурнăçĕшĕн тухса тăнă хăрушлăха сиресси, Раççей пуласлăхне сыхласси халĕ те тĕпре шутланать.

Çĕнтерӳ çывхарать

Çак тĕллевсене пурнăçлама ятарлă операци вăхăтĕнче Украинăн çарне вăйсăрлатассипе, унăн территорийĕнче «çар центрĕсене», ют çĕршывсен çар инфратытăмне вырнаçтарма чарассипе, демилитаризаципе тата денацификаципе çыхăннă ыйтусене татса параççĕ.

Çитĕнӳсем çук мар. Украина ядерлă хĕç-пăшалсăр çĕршыв пулма, Донецк тата Луганск халăх республикисене, Крыма вăрçăпа каялла тавăрас шухăша пăрахăçлама хирĕç мар. Çавăн пекех РФ оборона министрĕ Сергей Шойгу çирĕплетнĕ тăрăх, демилитаризаци тата денацификаци ыйтăвĕсене те татса панăпа пĕрех. Украинăн Хĕç-пăшаллă вăйĕсем пысăк çухату тӳснĕ. Вĕсене, тĕпрен илсен, çапса аркатнă.

Çар операцийĕ малалла пырать. Кĕçех авалхи вырăс хулинче, Азов тинĕсĕн çыранĕнчи чи пысăк портра — Мариупольте — Çĕнтерĕве кĕтсе илĕç. Хулан тĕп районĕсене националистсенчен тасатаççĕ, ДНР кĕçех пĕтĕмпех хăйсен аллине илессе шанать. Раççей салтакĕсем «Калибр» ракетăпа Житомир облаçĕнчи çар хатĕрĕсен пысăк склачĕсене тĕп тунă. Унтан Украинăн Киев таврашĕнчи çарĕсене хĕç-пăшалпа тивĕçтерсе тăнă.

Мариуполе ирĕке кăларса пынă май Украина çарĕсен тискерлĕхĕ тата ытларах курăнать. Нацбат салтакĕсем пытанса ларнă çуртсен путвалĕсенче тискеррĕн асаплантарса вĕлернĕ çынсене тупаççĕ. Украина нацисчĕсемшĕн сăвапли нимĕн те çук. Акă Черкасск облаçĕнчи Смела хулинчи чиркӳре кĕлĕ пынă вăхăтрах пачăшкăна хĕнесе пăрахнă. Нацбат Харьков çывăхĕнче гуманитари пулăшăвĕн пунктне минометран тĕллесе пенĕ. Херсон таврашĕнчи икĕ яла та артиллери персе аркатнă.

Пирĕн салтаксемпе офицерсем кунранкун паттăрлăх кăтартаççĕ, чи йывăр тата кăткăс самантсенче çухалса каймасăр тивĕçлĕ йышăнусем тăваççĕ. Акă Вячеслав Водяной лейтенант взводне националистсем çавăрса илнĕ. Лару-тăрăва хак панă хыççăн командир взвода чакма хушнă. Хăйĕн юлташĕсене хупласа пĕчченех вунă тăшмана тата икĕ çар техникине тĕп тунă. Унтан ытти подразделение кĕтсе илнĕ хыççăн националистсене хирĕç тапăнăва çĕкленнĕ. Виталий Сипливый майор ертсе пынă ушкăн националистсен икĕ радиолокаци станцине, икĕ çыхăну аппарачĕн расчетне, сĕрмелли-çунтармалли хатĕрсен складне сирпĕтнĕ. Националистсен бригадин пунктне çавăрса илсен унта авиаци базин карттине тупнă. Çавна май тăшман объекчĕсене тĕп тума май килнĕ.

Раççей Донецк тата Луганск халăхне, Украина гражданĕсене гуманитари пулăшăвĕпе тивĕçтерет. РФ МЧСĕ юлашки кунсенче йывăрлăха лекнĕ çынсем валли тата 350 тонна ытла тĕрлĕ япала ăсатнă. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   


Чăваш тырринчен хатĕрленĕ кĕрпе пахалăхлă

Çынсем ăна хапăлласах туянаççĕ

Халĕ, çынсем сахăр, кĕрпе, çăнăх таврашне саппаслăх туянса хума тăрăшнă вăхăтра, хăш-пĕр лавккара çак таварсен сентрисем часах пушанса юлаççĕ. Халăх çаплипех нумай туяннине кура чылай çĕрте хаксем те ӳсрĕç. Чăваш Республикин Апат-çимĕç фончĕн киоскĕпе лавкки пирки вара апла калаймăн: вĕсенче яланах кĕрпе пур, хаксене те хăпартман.

Çичĕ тĕрлине кăлараççĕ

«Чăн та, юлашки вăхăтра кĕрпе туянакансен йышĕ ӳсрĕ. Çакна шута илсе пирĕн кĕрпе цехĕ икĕ сменăпа ĕçлет. Эпир хамăрăн республикăра çитĕнтернĕ тырăран кĕрпе хатĕрлетпĕр. Складсенче чĕр тавар çителĕклех. Кĕрпесен хакне пысăклатман, пачах хирĕçле — халăха çăмăлрах пултăр тесе халĕ урпа тата тулă кĕрписене малтанхинчен йӳнĕрехпе сутатпăр. Эпир кăларакан кĕрпесене республика тулашĕнче те ыйтаççĕ, ытти регионта та вĕсене хапăлласах туянаççĕ», — каласа кăтартрĕ ЧР Апат-çимĕç фончĕн генеральнăй директорĕ Александр Богданов. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, кĕрпесене курттăммăн туянакансен заявкисене тĕпе хурса хатĕрлеççĕ, вĕсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтереççĕ.
Апат-çимĕç фончĕ хальхи вăхăтра 5 тĕрлĕ кĕрпе /якатнă тата вĕтетнĕ пăри, тулă, якатнă тата вĕтетнĕ урпа кĕрписем/, çавăн пекех 2 тĕрлĕ пăрçа /якатни тата вĕтетни/ кăларать. Цехра 5 лини ĕçлет, вĕсенчен 2-шне юлашки икĕ çулта хута янă. Предприяти пĕлтĕр çуркунне кĕрпесене пĕчĕк хутаçсене чĕркемлекен цеха ĕçе кĕртнĕ. Çавна май халĕ ку продукцие килогрампа виçсе те, чĕркемленĕ пĕчĕк хутаçсемпе те, 25 тата 50 килограмлă михĕсемпе те сутаççĕ. Ĕçченсен штачĕ пирки калас тăк, вĕсем вĕренӳре пулнă, ку енĕпе ĕçлемешкĕн ятарлă ирĕк илнĕ. Пĕтĕм кĕрпене предприятире 2018 çулта йышăннă СТО стандарчĕсемпе килĕшӳллĕн туса кăлараççĕ.

Çынсем Апат-çимĕç фончĕ кăларакан таса та пахалăхлă продукцие хапăлласах туянаççĕ. Предприятин Шупашкарти А.Николаев космонавт урамĕнчи 14А çурт патĕнче вырнаçнă киоскĕ умĕнче халăх яланах пур. Килнĕ çын пушă алăпа ан кайтăр тесе киоск сутуçи чылай чухне апат вăхăтĕнче те ĕçленине пытармарĕ. «Эпĕ кунта пăри кĕрпи туянас тесе ятарласа килетĕп. Вăл питĕ тутлă, сывлăхшăн та усăллă теççĕ. Пĕр килнĕ чухне тулă тата урпа кĕрписене те, пăрçа та илетĕп. Хакĕсем «çыртмаççĕ». Мĕн чухлĕ кĕрпе илес тетĕп — çавăн чухлĕ параççĕ», — хăй кăмăллă пулнине пытармарĕ Шупашкарта пурăнакан Надежда Петрова.

Александр Богданов пĕлтернĕ тăрăх, юлашки вăхăтра пăри кĕрпине — якатнине тата вĕтетнине — халăх уйрăмах кăмăлласа туянать. Пăри тĕрлĕ витаминпа, микроэлементсемпе пуян. Эппин, вăл сывлăхшăн та усăллă. Пăри кĕрпинчен темĕн тĕрлĕ апат хатĕрлеме пулать: сĕт ярса пĕçернĕ пăтă çеç мар, какай хушса янтăланă плов, голубец, запеканка, ăшне пăри хунă пăрăç тата ытти те. Предприяти хатĕрлекен пăри кĕрпи пысăк пахалăхлă пулнине вăл Раççей шайĕнчи тĕрлĕ конкурсра сумлă наградăсем çĕнсе илни те çирĕплетет.

Фонд садиксене, шкулсене, нумай организацие хăй кăларакан кĕрпесемпе, çавăн пекех пахча çимĕçпе, аш-какайпа тивĕçтерет. <...>

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

♦   ♦   ♦


«Студент чухнех киле чун туртатчĕ»

Шупашкар районĕнчи Л.В.Пучков ячĕллĕ Чăрăшкасси шкулĕнчен вĕренсе тухнă çамрăксем аслă пĕлӳ илнĕ хыççăн кунта таврăннă.

Çут çанталăк та вăй парать

Наталья Гаврилова хăйĕн пирки: «Эпĕ — шкул патриочĕ. Манăн унăн ят-сумне çĕклес килет. Çавăншăн тăрăшса ĕçлетĕп», — тени пушă сăмах мар. Вăл аслă вожатăйра, библиотекарьте тăрăшать.

Професси суйлама вăхăт çитсен хĕр нумай шухăшламан — И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУна çул тытнă, шкул ӳсĕмĕчченхи тата коррекци педагогикипе психологийĕн факультетне вĕренме кĕнĕ. «Ӳссен те эпĕ хама ача пек тытаттăм. 11-мĕш класра тусăмпа Настьăпа тĕрлĕ вăйă выляттăм. Пирĕн вăхăтра резинка урлă сикесси йăлараччĕ. Хĕрачи, арçын ачи тăх¬тав вăхăтĕнче урама тухса сикеттĕмĕр. Турник патĕнчен кайма пĕлмен тата. Уртăнса хул-çурăма çирĕплететтĕмĕр. Кĕçĕн класс ачисемпе пĕр чĕлхе тупасси маншăн йывăр марччĕ. Пĕр шайра пулса выляса савăнаттăм, вĕсемпе тĕрлĕ мероприяти ирттереттĕм», — чунне уçрĕ çамрăк специалист. Ачасене юратни, амăшĕ Ирина Кимовна педагог пулни пурнăç çулне тупма пулăшнă ăна. Сăмах май, çывăх çынни хими вĕрентет, Чăрăшкасси шкулне чылай çул ертсе пырать.

Студент чухне те Наталья кашни кун киле çӳренĕ. /Автобуспа çул çинче 30-40 минут иртет/. Курс ĕçĕ çырнă чухне пĕр эрнелĕхе хулари тăвансем патĕнче юлсан та питĕ тунсăхланă вăл. «Тинех киле каятăп», — тесе чӳречерен пăхса пыни, çак туйăмпа хăпартланни халĕ те унăн асĕнчех. Çулталăк аслăрах пиччĕшĕ Сергей те ун чухне аслă шкулта вĕреннĕ. Иккĕшĕ ирпе килтен пĕрле тухса кайнă, каçхине таврăннă. Шупашкарта хваттер тара тытса пурăнас килмен вĕсен. Практикăна та Наталья тăван ялти садикре ирттернĕ. Аслă пĕлӳ илнĕ хыççăн пĕр вăхăт Шупашкарти садикре ĕçленĕ. 2011 çулта тăван шкулне таврăннă. «Вожатăй ĕçĕ — мĕн вара? Çăп-çăмăл!» — теме пулать-тĕр. Анчах тарăнрах тишкерсен ку мĕн тери кăткăс та яваплине ăнланатăн, çав вăхăтрах кăсăклă та вăл. «Эпĕ ун чухне тата çамрăкрахчĕ. Ачасем мана педагог пек йышăнмассăн туйăннăччĕ. Телее, шикленни тӳрре тухмарĕ», — каласа кăтартрĕ Наталья Станиславовна. Вăл — класс ертӳçи те. Унăн ачисем халĕ 8-мĕш класра вĕренеççĕ.

Ялти шкула ĕçлеме килнĕшĕн Наталья ӳкĕнмест. Тăван тăрăх ăна вăй парса тăрать тейĕн. Кунта çут çанталăк, çӳреме хăнăхнă урам канлĕх кӳнине палăртать вăл. Ĕç — килпе юнашар, ашшĕ-амăшĕ çумра. Ачаран палланă çывăх çынсем¬пе пурăнма, ĕçлеме тӳр килнинчен ырри мĕн пултăр? Икĕ хĕр пĕрчи ялти садике, шкула çӳренипе кăмăллă вăл. Класра йыш сахал пулнă май вĕрентекен кашни ачапа уйрăммăн ĕçлеет. 25-30-ăн ларнă чухне çавăн пек тĕплĕн вĕрентме май çуках. Хăйĕн тĕпренчĕкĕсемпе ирхине пĕрле шкула çитеççĕ, ĕç хыççăн пĕрле таврăнаççĕ. Хулари пек çул укçи те, вăхăт та тăкакланмасть. Транспортра хĕвĕшмелле мар. Шкултан вĕрентсе кăларнă учительсемпе пĕр коллективра ĕçленинче те лайăххине çеç курать çамрăк специалист: кирлĕ самантра вĕсем яланах пулăшма хатĕр. Аслă вожатăй ял пурнăçне хуларипе улăштарма шухăшламасть. Кунтах мĕн пур услови пур. Килте хăтлă, газ пур, шывĕ кĕрет-тухать. Урамсене асфальт сарнă. Лавкка — шăкăрин. Ачасене ӳстерме те пĕтĕм май пур. Спортпа туслашма спортзал, стадион çумра. Вĕсене тĕрлĕ хатĕрпе тивĕçтернĕ. Шкул автобусĕпе Янăш шкулне бассейнра ишме илсе çӳреççĕ. Пултарулăха аталантарас текенсем валли те кружоксем ĕçлеççĕ, клуб та, библиотека та юнашарах. Çĕнĕ ФАП та çывăхрах. Шупашкара кайса килес тесен те йывăрлăхсем çук — автобус ялах кĕрет.

Ачасем шкула пĕлӳ илессишĕн кăна мар, пушă вăхăта усăллă, тухăçлă та хаваслă ирттерессишĕн те килеççĕ. Шă¬пах çак енĕпе тăрăшать те вожатăй. Шкулта «Асамат кĕперĕ» ача-пăча пĕрлешĕвĕ ĕçлет. «Ăна эпĕ киличчен Елена Алангова чылай çул ертсе пынă. Халĕ вăл — директорăн вĕрентӳпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ. Малтанхи вăхăтра мана нумай пулăшрĕ», — ĕçтешне ырăпа аса илчĕ Наталья Станиславовна. Раççейри шкул ачисен юхăмне кĕни те вожатăя çанă тавăрса ĕçлеме хистет. Чăрăшкассисене республика, çĕршыв шайĕнчи чылай пултарулăх конкурсĕнче, спорт ăмăртăвĕнче, интеллект вăййисенче тата ытти мероприятире курма пулать. Унтан вĕсем çĕнтерӳçĕ пулса е 2-3-мĕш вырăн йышăнса пĕрре кăна мар таврăннă.

Çамрăк ăрăва ырă кăмăллă, тӳрĕ чунлă пулма вĕрентес тесен чылай вăй хумалла. Хамăн та вĕсемшĕн тĕслĕх пулмалла. Ачасем пирĕнтен, аслисенчен, вĕренеççĕ-çке. Наталья Гаврилова вĕренекенсенчен хăйĕн пекех патриот ӳстерме ăнтăлать. Мĕн пытармалли: хальхи вăхăтра ял ачисем вырăсланчĕç. «Тăван чĕлхене аннене юратнă пек савмалла», — çапла вĕрентет вожатăй. Кунта чăвашлăха хисеплеççĕ. Мероприятисене те чылай чухне тăван чĕлхепе ирттереççĕ. Ачасене медиа ĕçĕпе кăсăклантарас тĕллевпе шкулта «Чăрăш.ru» проект ĕçлет. Ăна чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕпе Алина Николаевăпа пĕрле пуçарнă. Вĕренекенсем шкул хыпарĕсем хатĕрлеççĕ. Видео ӳкерсе социаллă сете вырнаçтараççĕ. «Контактра» та хăйсен страницине кăсăклă тытса пынинче вожатăйăн тӳпи пысăк.

Наталья Гавриловăна волонтер ĕçĕ уйрăмах килĕшет. Нумаях пулмасть Чăрăшкассисем Раççейри шкул ачисен юхăмĕ пуçарнă «Усăллă ĕçсен календарĕ» акцие хутшăннă. Ачасемпе вĕсем Кăшавăшри ватăсен çуртне концертпа кайнă, унта пурăнакансене парнепе савăнтарнă. Хуçасăр йытăсен «Барбоскины» приютне те пулăшаççĕ вĕсем. Вожатăйĕн ĕç пӳлĕмĕнче кĕрпе-макарон таврашĕ асăрхарăм. Вĕсене приюта леçеççĕ. Ачасем апата йытăсене пĕçерсе памашкăн илсе килеççĕ. Усал шыçăпа чирлекен ачасем валли теттесем те пухса Мускава ăсатнă. Вĕсем тунă ырă ĕçсен шучĕ çук.

Аслă вожатăйăн пултарулăхне районта та асăрханă. Ăна урăх шкула та чĕннĕ. Анчах Наталья Станиславовна хăйне ниçта та мар, тăван шкулĕнче кăна курать. <...>

Алина ИЛЬИНА.

♦   ♦   ♦


Темĕнле йывăр пурăнсан та çыннăн савас килет

Пандеми вăхăтĕнче те театрсем çĕнĕ спектакльсем хатĕрлерĕç. Тулли зал пухма юраманнине пăхмасăрах артистсем хăйсен тивĕçне пурнăçларĕç. Паян сире пĕлтĕр тата кăçал халăх чи нумай курнă чăвашла спектакльсемпе паллаштаратпăр. Вĕсене кайса курма кая мар-ха — постановкăсене репертуартан кăларман.

ЙЫВĂРЛĂХСЕНЕ МАНМА ПУЛĂШАТЬ

Чăваш драма театрĕн репертуарĕ пуян. Куракансене 29 постановка сĕнеççĕ вĕсем. Камит-и, драма-и — кама мĕн килĕшет, суйламалăх пур. «Чуххăм Ванькка авланать — кай-кай-кай» камите /Владислав Николаев/ сцена çине пĕрремĕш хут 2018 çулта кăларнă. Ăна та халăх лайăх йышăнать. Çавăнпа кашни уйăхрах афишăна кĕртеççĕ. «Чуххăм Ваньккана…» пĕлтĕрпе кăçал 26 хутчен вылянă, 4900 ытла çынна кăтартса савăнтарнă. Режиссерĕ — ЧР тава тивĕçлĕ артистки Наталия Сергеева. Ку камит пурнăçри йывăрлăхсем çинчен самантлăха манса кăмăла çĕклес текенсем валли.

Тĕп сăнар Ванькка ялта амăшĕпе пурăнать, ниçта та ĕçлемест. Чăлах та, ухмах та мар, анчах 35 çула çитсе те авланайман-ха. Пĕрмай темĕнле ăптăр- каптăр шухăшласа кăлараканскер сасартăк пуйма е чап çĕнсе илме ĕмĕтленет. Ялта ăна пурте Чуххăм тесе чĕнеççĕ. Анчах кунашкал пурнăç унăн амăшне Анфис аппана килĕшсех каймасть. Вăл мăнуксене алла тытса курасшăн. Кӳршĕ Кури тетен вара хăйĕн шухăшĕ — вăл Ваньккана авлантарса Анфиса киле кĕртесшĕн, юлташĕсене пулăшма ыйтать. Килĕшеççĕ хайхисем. Пĕр майра илсе килеççĕ — ытла хитре, тепри — ачаллă, виççĕмĕшĕ тӳрех килте кам хуçа пулнине кăтартать.

ЫРĂПА УСАЛ ЧИККИ

Владислав Николаев драматургăн тепĕр пьеси тăрăх лартнă «Уйăпсем те шăнса хытрĕç» драми те пирĕн ТОПа лекрĕ. Унăн премьери пĕлтĕрхи ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх Çамрăксен театрĕнче иртрĕ. Ăна Сăр тата Хусан енче окоп чавнисен паттăрлăхне халалланă. Спектакле пĕлтĕр 27 хутчен вылянă, 4800 ытла çын пăхнă. Театрта кăна мар, районти культура çурчĕсенче те лартнă ăна.

Дмитрий Михайлов режиссер палăртнă тăрăх, чикĕ кунта хăйне евĕр паллă пулса тăрать. Çынсен пурнăçне окоп чавичченхи тата кайранхи çине пайлать вăл. Ырăпа усала уйăракан чикĕ тесе те хаклама пулать ăна. Халăха мĕншĕн килĕшнĕ-ха вăл? Чуна хускатма пултарнăшăн, вăрçă, юрату темине уçса панăшăн. Чĕрене хушма çук — темĕнле йывăр лару-тăрура пурăнсан та унăн юратас килет. Пьесăра окоп чавакан хĕр Христин, хĕрлĕ çар лейтенанчĕ Никон Серов тата НКВД ĕçченĕ Герасим Петров хушшинчи юрату виç кĕтеслĕхне асăрхатпăр. Спектакле кăçал та курма пулать. Çамрăксене унта Пушкин карттипе те кĕртеççĕ. <...>

Алина ИЛЬИНА.

♦   ♦   ♦


Хăш сакĕ çине ларам-ши?

е Çынсен малашне темиçе профессие алла илме тивĕ

«Кăркка ӳстерме вĕрентекен курс пур-ши республикăра? Хаваспах кайса вĕренĕттĕм. Кăркка какайĕ питĕ килĕшет. Çуллахи вăхăтра пахчара кăркка усраса пăхасшăн», — тет Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Оксана Сергеева. Вăл — фармацевт. Тантăшăм Ольга Петрова вара сыр тума хăнăхасшăн. Вăл ялта икĕ ĕне тытать. Питĕ пултаруллă хĕрарăм. Лавккара ĕçленĕ вăхăтрах педуниверситетра куçăн мар мелпе вĕренчĕ. Парикмахер ăсталăхне алла илчĕ, машинăпа çӳреме хăнăхрĕ. Ачисене ура çине çирĕп тăратас, пулăшас тесе тăрăшать. Çапла, паян укçа-тенкĕ ĕçлесе илес тесен çивĕч те йăрă пулмалла. Пĕр професси илсе ĕçе вырнаçнипе лăпланса лармалла мар...

Вĕренме нихăçан та кая мар. Ку тĕрĕсех. «Талантлă çын пур енĕпе те пултаруллă», — теттĕмĕр маларах. «Ӳркенмен, ĕçлеме юратакан çын пурнăçне ăнтаратех», — калас килет халĕ. Ун пеккин тунсăхлама вăхăт çук. «Маншăн ку ĕç питĕ интереслĕ. Чун киленĕçĕ пултăр тетĕп. Асатте хăй вăхăтĕнче вĕлле хурчĕ тытнă. Эпĕ унăн ĕçне тăсасшăн. Нумаях пулмасть икĕ вĕлле ăсталарăм. Ятарлă пĕлӳ илнĕ хыççăн хурт çемйисем туянасшăн», — шухăшне палăртрĕ хурт-хăмăрçăсен курсĕнче вĕренекен Александр Иванов. Чăваш патшалăх аграри университетĕнче нумаях пулмасть шăпах çакăн пек курс уçăлнă. Муркаш каччи маларах аслă пĕлӳ илнĕ. Вăл — инженер. Шупашкар районĕнчи Ольга Степанова вара сыр тума хăнăхнă. Отпуск вăхăтĕнче ятарласа вĕреннĕ. Хушма ăсталăха алла илнĕшĕн питĕ хĕпĕртет вăл. Халĕ тата ылтăн хуртсене пăхма хăнăхасшăн. «Ялта вăл та кирлĕ», — тет мал ĕмĕтлĕ çамрăк хĕрарăм. Виктор Васильев Мускава ĕçлеме çӳренĕ. Анчах килте тĕпленсе пурăннине нимĕн те çитменнине ăнланса чун туртакан ĕçе алла илме шут тытнă. Малашлăхра пысăк утар йĕркелесшĕн вăл. Марсель Андреевăн тĕп профессийĕ — инженер. Çав вăхăтрах вăл пыл хурчĕсем усрать. Утар йĕркелеме хула çумĕнче çĕр лаптăкĕ туяннă, çĕнĕ вĕллесем илнĕ. Марсель пыл сутса тупăш тума ĕмĕтленет. Унăн шухăшĕпе, пĕр вырăнта тар тăкнипе пурнăçа йӳнеçтерме çук. Уйрăмах халĕ, тĕнчери лару-тăру кăткăсланнă тапхăрта! Таварсем йăлт хакланнă. «Хурт усрани, вăл чун киленĕçĕ пулни лайăх. Анчах пыл тата хурт-хăмăрăн ытти продукцине туса илни шалу çумне нухрат хушсан тата лайăхрах», — çапла вĕрентеççĕ паян преподавательсем хушма пĕлӳ илекенсене. Вĕсен йышĕнче студентсем те, 50 çул урлă каçнисем те пур. Çапла, ялан вĕренмелле!

Ӳркенмен ăста пулнă. Мĕн авалтан çапла калаççĕ çĕнĕ ăсталăха алла илекенсене. Хушма професси пĕлĕвĕ парассине Чăваш Енри аслă шкулсемпе техникумсенче самана ыйтнине шута хурса йĕркелеççĕ. Студентсене суйланă профессие алла илме пулăшнисĕр пуçне ытти специальноçпа та ăс параççĕ. Çакă вĕсене ĕç вырăнĕ тупма пулăшать. Тĕрлĕ енлĕ пĕлӳ илнĕ, çаврăнăçуллă специалистсем тухаççĕ паян вузсенчен. Çав вăхăтрах аслă шкулсенче студентсемпе тата магистрсемпе пĕрле çулланнă çынсем те вĕренеççĕ. Сăмахран, Чăваш патшалăх аграри университетĕнче «Фермер шкулĕ» проекта пурнăçа кĕртеççĕ. Унта фермер ĕçне тин кăна пикеннисене кăна мар, опытлă предпринимательсене те бизнес вăрттăнлăхĕсемпе паллаштараççĕ. Фермерсем ав сыр тăвас, çырла ӳстерес, теплицăра пахча çимĕç ӳстерес енĕпе ăсталăх илнĕ. Унта вĕреннĕ Ольга Кошелева ав сыр туса кăларасшăн. Сыра пиçсе çитме май паракан камерăсем тăвасшăн, хăйĕн технологине тĕпе хурса çĕнĕ йышши сыр кăларма пуçласшăн. Владимир Федоров фермер вара çырла туса илесшĕн. Вăл çĕр çырлин ремонтантлă сорчĕсене тумламăн шăварса ӳстересшĕн. Ака уйăхĕн пуçламăшĕнче аслă шкулта «Сыр тата сĕт-çу продукцине тумалли технологисем» программăпа курс йĕркелĕç. Вĕренсе пĕтернисене диплом парĕç. Ку çеç-и? Кăмăл тăвакансене хăмла туса илме те хăнăхтарĕç. <...>

Роза ВЛАСОВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.