«Хыпар» 32 (27765) № 30.03.2021
Тухтăрсем çитмеççĕ
«Коммунистсен урамĕнче вырнаçнă поликлиникăна çӳретĕп. Юлашки çулсенче участокра темиçе терапевт улшăнчĕ. Çĕнĕ тухтăра хăнăхса çитетпĕр кăна — пăрахса каять. Унăн вырăнне тепри килет. Е хамăрăн терапевт çуккипе урăх участокри тухтăрсем йышăнаççĕ. Участокра ялан пĕр врач ĕçлесен лайăхрах. Вăл пире пĕлсе çитетчĕ. Халĕ чир пирки кашнинчех çĕнĕрен ăнлантармалла», — çак кунсенче пăшăрханса каласа кăтартрĕ Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Татьяна Владимирова.
Калаçăва ахальтен пуçармарĕ вăл. Ытти çĕрти пекех химиксен хулинчи поликлиникăра та тухтăрсем çитмеççĕ. Ку ыйту çивĕччине влаçрисем те лайăх пĕлеççĕ. «Çивĕч ыйтусене татса парас тесен тĕллевлĕн ĕçлемелле. Тĕп ыйтусенчен пĕри — кадрсем çитменни», — пусăм тусах палăртрĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Сывлăх сыхлавĕн министерствин коллегийĕн иртнĕ эрнери ларăвĕнче. ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов пĕлтернĕ тăрăх, республикăра педиатрсем, пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕсем, анестезиологсемпе хирургсем уйрăмах çитмеççĕ.
«Отрасле кадрсемпе тивĕçтерессине пысăк тимлĕх уйăрăпăр. Чаплă, çĕнĕ йышши оборудованисем туянма, çĕнĕ поликлиникăсемпе ФАПсем тума, вĕсене оборудованипе тивĕçтерме пулать, анчах унта хăйсен ĕçне чунтан парăннă специалистсем çитмесен эпир тунă ĕçрен усси сахал пулĕ», — терĕ Олег Николаев. Вăл каланă тăрăх, ялта ĕçлеме кăмăл тăвакан медиксене малашне те хавхалантарĕç. Пĕлтĕр, сăмахран, ЧР Пуçлăхĕн йышăнăвĕпе медицина ĕçченĕсен ял ипотекин процент ставкине чакарнă. 2012 çултанпа Чăваш Енре — «Земство тухтăрĕ», 2018 çултанпа «Земство фельдшерĕ» программăсем ĕçлеççĕ.
Юлашки 7 çулта Чăваш Енре 200 ытла фельдшерпа акушер пунктне хута янă, вĕсене çĕнĕ йышши оборудованипе тивĕçтернĕ. Анчах фельдшерсем çитменни ял çыннисене медицина пулăшăвне вăхăтра тата туллин илме май памасть. «Цифрăна аталантарсан та юлашки сăмаха пĕрех тухтăр калать. Вăл чĕрĕ çынпа ĕçлет. Пиртен кашниех хăйне евĕрлĕ», — шухăшне палăртрĕ Раççей Федерацийĕн сенаторĕ Вадим Николаев.
Медицинăри кадрсен çитменлĕхĕ Чăваш Енре кăна мар, Раççейре те пандеми пуçланичченех палăрма пуçланă. Инфекци сарăлма тытăнсан шурă халатлисен йышĕнче ĕçрен каякан пушшех нумайланнă. Липецк, Амур, Псков, Курган, Владимир, Тула облаçĕнче ку енĕпе лару-тăру йывăрланнă. Ростов облаçĕнче врачсенчен чылайăшĕ чирлени çинчен пĕлтереççĕ. Чăваш Енре те пандеми пуçланнăранпа 562 медик ĕçрен кайнă. <...>
Роза ВЛАСОВА.
♦ ♦ ♦
Вулама юраман кĕнекесем библиотекăсене те лекеççĕ
Экстремистла материалсем библиотека фончĕсене те лекме пултараççĕ. 2017-2020 çулсенче республикăри муниципалитетсен, Наци библиотекин фончĕсенче экстремистла документсен 25 экземплярне тупнă. Çакăн çинчен республикăри терроризмран сыхланмалли профилактика сферинчи экспертсен канашĕн тата терроризм идеологийĕпе кĕрешекен ĕç ушкăнĕн пĕрлехи ларăвĕнче Наци библиотекин директорĕ Роза Лизакова пĕлтерчĕ.
Роза Михайловна палăртнă тăрăх, библиотекăсене патшалăх регистрацилемен тĕн организацийĕсенчен тĕрлĕ литература йышăнма чарнă. Экстремистла литература пуласран сыхланса фондсене уйăхра пĕр хутран кая мар тишкереççĕ. Хайхи 25 экземпляра шăпах çапла майпа тупса палăртнă. Унашкал литературăна, документсене акт çырса тĕп тăваççĕ. Тишкерсе тăни кирлех, мĕншĕн тесен вăл е ку литература чылай чухне малтан «юраманнисен» списокĕнче мар. Кам та пулин суда парсан тин вĕсене тĕпчеççĕ — экстремизм сĕмĕ пулсан тивĕçлĕ реестра кĕртеççĕ.
Çав 25 экземплярпа та çаплах пулнă. Калăпăр, пĕр кĕнеки – 1994 çулта кăларнăскерех. Вăл чĕрĕк ĕмĕр ытла никама та кирлĕ пулман, унтан экстремистла литература шутне кĕнĕ. Кунашкал тĕслĕх чылай. Никама та кирлĕ пулман тенĕрен, ку чăннипех çапла. Роза Михайловна çирĕплетрĕ: формулярсем тăрăх пăхнă — юрăхсăр тесе йышăннă кăларăмсенчен хăшĕ-пĕри библиотекăсенче нумай çул упраннă пулин те вĕсене никам та илсе вуламан. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Суйлав умĕн чĕмсĕрлĕхпе инçе каяймăн
Раççей Патшалăх Думин, Чăваш Ен Патшалăх Канашĕн депутачĕсен кăçалхи авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнче иртмелли суйлавĕ çывхарни куçкĕрет — партисем хастарлăхне ӳстерсех пыраççĕ.
Коммунистсем шыв сыпнă пек...
Чăн та, пурин пирки те çапла калаймăн. Коммунистсен сасси, сăмахран, юлашки вăхăтра илтĕнсех каймасть. Партин вырăнти организацине нумай çул ертсе пынă Валентин Шурчанов çĕре кĕнĕ хыççăн коммунистсем пуç уснăн та туйăнать. Реском сайтĕнче те вырăнти хыпарсем çук. Зюганов доклад туни, Пенза кĕпĕрнаттăрне взяткăпа тытни… Хамăрăн хыпарсенчен — Çĕмĕрле коммунисчĕсен пленумĕ иртни çинчен пĕлтерни кăна.
Реском ертӳçин должноçне кама шанса парас тĕлĕшпе йышра тавлашу пуррине кура ĕç-пуç пушшех уçăмсăр пек. Ку, паллах, çывхаракан суйлава хатĕрленессине ырă тумасть — вăхăта тавлашсах ирттерме те пулать вĕт. Çийĕнчен паян РФКПн республика парламентĕнчи элчисем те тăруках сăпайланчĕç пек. Пĕр-икĕ çул каялла кăна коммунистсем сессисенче питĕ хивреччĕ, халĕ апла мар. Олег Николаев, авă, Министрсен Кабинечĕн иртнĕ çулхи ĕçĕ çинчен отчет турĕ те — коммунистсен представителĕ, унччен яланах çивĕч темăсемпе интересленнĕскер, ку хутĕнче Правительство пуçлăхне хуравлама меллĕ ыйтусем кăна пачĕ – калаçăва çивĕчлетмерĕ. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Анат енчисем сапарпи мĕнне пĕлмеççĕ
Пĕр япаланах темиçе тĕрлĕ калатпăр. Тури, анат енчи тата анатри чăвашсен калаçăвĕ тĕрлĕрен. Патăрьел районĕнчен Етĕрне тăрăхне качча килнĕ çĕнĕ çынна хунямăшĕ: «Копăс илсе çăнăх ăсса кĕр», — тенĕ те лешĕ çухалса кайнă. Купăс калаççĕ, унпа çăнăха мĕнле ăсмалла? Елчĕкрен Муркаш ене качча тухнă çамрăк хĕрарăма хуняшшĕ туй-çуй лăплансан: «Пач алăк патĕнчен састăп илсе кил-ха», — тенĕ. Анатри чăваш аптăраса кайнă: пач алăкĕ ăçта, састăпĕ мĕскер? Çамрăк çыннăн кил хапхи патĕнче тăратса хăварнă кĕреçене кăна йăтса пырса памалла пулнă-ха та. Шăпах çакнашкал самантсем пулнăран ватăсем: «Чăваш чăваша ăнланман», — тенĕ ĕнтĕ, пурăна киле ку сăмахсем каларăша çаврăннă.
«Эрĕм манăн чи юратнă курăк. Хитрех мар вăл, анчах унăн шăрши кăмăла килет. Çу уйăхĕнчи эрĕме уйрăмах кăмăллатăп. Çемçе, черченкĕ вăл… Асанне каланă тăрăх, ĕлĕк эмел тавраш питех пулман. Вĕсем хĕрарăм чирĕсенчен эрĕмпех сипленнĕ. Халĕ эпĕ те мунча кĕнĕ чухне эрĕм шывĕ тăватăп. Утă уйăхĕнче унран милĕк хатĕрлетĕп», — çапла каласа шалт тĕлĕнтерчĕ Елчĕк районĕнче çуралса ӳснĕ, халĕ Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Галина Иванова.
Çын тени тĕрлĕрен пулать çав… Шăршлă, йӳçĕ курăка юратма пулать-и вара? М.И.Скворцовăн вырăсла-чăвашла словарĕнче «полынь» сăмаха «эрĕм» тата «армути» тесе куçарнă. Николай Ашма-ринăн словарĕнче вăл — арăм вути, арăм выти, арăм курăкĕ, арăм ути. Анатри чăвашсем йӳçĕ курăка эрĕм теççĕ. Тури чăвашсем патĕнче лару-тăру урăхларах. Хĕрлĕ Чутайсем, Муркашсем ăна армути теççĕ, Етĕрне районĕнче вара темиçе тĕрлĕ те калаççĕ. Ирçе тăрăхĕнче ăна шăршлă курăк тенипе пĕлеççĕ. «Литература чĕлхипе паллашиччен эпĕ ăна шăршлă курăк пек пĕлнĕ. Пирĕн тăрăхра унран шăпăр çыхаççĕ», — каласа кăтартрĕ халĕ Шупашкарта пурăнакан Ирина Михайлова. Советски тăрăхĕнче армутие сапарпи теççĕ. Кӳршĕллĕ ялсенче сапорпи тени тĕл пулать. Çав вăхăтрах арăм курăкĕ текен те пур. Хăш-хăш ялта — арăм ути, ерĕм ути. <...>
Роза ВЛАСОВА.
♦ ♦ ♦
Екатерина ЕФРЕМОВА: Кашни пуканене чун ăшшине паратăп
Чăваш патшалăх пукане театрĕн спектаклĕсемпе пуçласа тăван ялти сакăр çул вĕренмелли шкулăн пуçламăш класĕсенче пĕлӳ илнĕ вăхăтра паллашнăччĕ. Артистсем пирĕн ялпа кӳршĕллĕ Шăмалак клубĕнче юмах кăтартнăччĕ. Шел, унăн ятне астумастăп, анчах илемлĕ пуканесем епле выляни халĕ те куç умĕнчех. Пĕчĕк кĕлеткесем хăйсен хусканăвĕсемпе, илĕртӳллĕ çи-пуçĕпе чăннипех тыткăнланăччĕ. Ун чухне пĕчĕк сцена çинче марионетка пуканесем хуçаланчĕç. Халĕ вĕсемпе пĕрле артистсем хăйсем те сцена çине тухаççĕ — хăйсем те пысăк пуканесем пек туйăнаççĕ. Вĕсене кам капăрлатать-ха? Камсен ăста аллине пула актерсем чăн-чăн асамçăсене çаврăнаççĕ-ха?
Театрти бутофор цехне пынă вăхăтра Кристина Макосеева художник-модельер пулас «Лошарик» /Генрих Сапгир/ спектакльти Директор валли костюм çĕлетчĕ. Пуканесене кăна мар, актерсене те тумлантарать, çемçе декорацисем хатĕрлет. Людмила Фомина художник-декоратор вара Директорăн пиншакĕн тӳмисене эрешлесе сăрлатчĕ. Марина Зимина художник-бутофор асăннă юмахри Паттăр валли шлепке ăсталатчĕ. Премьера çитес кунсенче иртмелле, пуканесем хатĕр ĕнтĕ. Спектакль художникĕ Любовь Борисовская /Самар/ пикесем хыççăн хăйĕн ĕçне пурнăçланă: пуканесен пит-куçне илемлетнĕ. Вĕсем халĕ сцена çине тухма хатĕр. Манăн çак цехри тепĕр çын пирки тĕплĕнрех каласа кăтартас килет. Сăмахăм бутофор енĕпе ĕçлекен Екатерина Ефремова художник-скульптор пирки. Унăн ĕç стажĕ тантăшĕсенчен чи пысăкки — 16 çул. Çавна май унăн ĕç опычĕ те пуянрах, каласа кăтартмалли те ытларах.
Екатерина пур енĕпе те маттур: çĕвĕç ĕçне те пултарать, тăмран, поролонран кĕлеткесем те ăсталать, кивĕ декорацисене те юсать. Эпир театрта пулнă кун шăпах «Уйăх çинчи хĕр» спектакльти теттесене, пуканесене реставрацилетчĕ. Куракансем, уйрăмах кĕçĕн çултисем, Раиса Сарпи поэтесса халăхра çӳрекен халапа тĕпе хурса ачасем валли философиллĕ юмах хайланине астăваççĕ пулĕ. Спектакле Анатолий Розов художник илемлетнĕччĕ. Спектакль хăй вăхăтĕнче наци пукане театрĕсен Пĕтĕм тĕнчери фестивалĕн дипломанчĕ те пулнăччĕ. Çитес вăхăтра каллех çул çӳреве тухĕ «Уйăх çинчи хĕр». Ун умĕн ăна хитрелетме, сăн-сăпатне якатма тĕв тунă. Çак ĕçе шăпах Екатерина Геннадьевнăна шаннă. Мĕнпе пулăшма пултарĕ-ха вăл спектакльти сăнарсене? <...>
Надежда СМИРНОВА.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...
Комментари хушас