«Хыпар» 30-31 (27763-27764) № 26.03.2021

26 Пуш, 2021

Хаксем хăпараççĕ – пенси ÿсессине те кĕтмеççĕ

Юлашки вăхăтра лавккана кĕмессерен ача чухне ватăсем калаçни аса килет…

Ӳсĕм хăвăртланнă

«Çав уйăхран тивĕçлĕ канурисен пенсийĕ ӳсет. Япала хакĕсем те хăпараççĕ ĕнтĕ. Унччен ăна-кăна туянса юлмалла», — аттепе анне хушшинче çапларах сăмах тухатчĕ. Хыççăнах михĕпе çăнăх, сахăр, кĕрпе-макарон илсе хуратчĕç. Хальхи хаксем çав «йĕркене» те пăхăнмаççĕ пулас. Мĕншĕн, мĕн сăлтавпа ӳсеççĕ? Пĕлсе ĕлкĕрме те çук. Акă çăкăр 22 тенкĕрен 39 тенке хăш вăхăтра çитрĕ? Сиссе те юлаймарăмăр. Сĕт юр-варĕн те, пахча çимĕçĕн те, аш-какайăн та хакĕсем çӳлеллех кармашаççĕ.

Росстат пуш уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне нарăсăн 24-мĕшĕпе танлаштарса апат-çимĕç хакĕсене тишкернĕ. Çак тапхăрта çĕр улми — 13 процент, кишĕр — 6 процент, купăста — 4 процент, сухан 3 про-цент хакланнă. Сысна какайĕн — 6 процент, чăх какайĕн — 5 процент, çурма тĕтĕмленĕ кăлпассин хакĕ 3 процент хăпарнă. Сахăр, çăмарта, тип çу, шăнтнă пулă хакĕсем 2 процент ӳснĕ, кĕрпе-макарон 1 процента яхăн хакланнă. Пахча çимĕç хакĕсен ӳсĕмне çуркуннепе, ку вăхăтра тавар сахалланнипе, çыхăнтараççĕ. Апат-çимĕç продукчĕсем хакланнине тавар туса кăларакансем тата поставщиксем хаксене хăпартнипе, нефть продукчĕсен акцизĕсен ставки хăпарнипе сăлтавлаççĕ. Çавăн пекех ӳсĕм хăвăртланни Чăваш Енре хаксене Раççейри тата Атăлçи округĕнчи вăтам хаксемпе танлаштарма тăрăшнинчен те килнĕ. Çав вăхăтрах социаллă пĕлтерĕшлĕ хăш-пĕр апат-çимĕç хакĕ чакнă та. Тĕслĕхрен, пастеризациленĕ сĕт йӳнелнĕ. Чей, тăвар, çăнăх, çăкăр-булка изделийĕсен хакĕсем иртнĕ уйăхри шайрах юлнă.

Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи кăрлач-нарăс уйăхĕсенче республикăра инфляци 1,7 процентпа танлашнă. Ку кăтарту Раççейри вăтам кăтартуран 0,2 процент /1,5 процент/ пысăкрах. Таварсен тата пулăшу ĕçĕсен тĕлĕшпе инфляци хăвăртланни апат-çимĕç хакланнипе çыхăннă. Апат-çимĕç таварĕсен инфляцийĕ 2,5 процента /Раççейре 2,2 процент/ çитнĕ.

Сăнама та пăрахрăмăр

Виçĕ-тăватă уйăх каялла апат-çимĕç хакĕсемпе çыхăннă лару-тăру çапла çивĕчленнĕччĕ. Ун чухне çĕршыв ертӳçи хушша кĕнипе социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсен хакĕсене кăштах «çăварлăхлама» май килнĕччĕ. Чылайлăха чарса лар¬тасса шаннăччĕ. Çук иккен. Каллех çавăн патне таврăнатпăр-и-ха?

...Иртнĕ эрнере пĕр ял лавккине кĕрсе тухмалла пулчĕ. Çамрăк хĕрарăм сутуçа сахăр сутма ӳкĕтлет. «Çук. Сутма чарнă. Юрамасть», — ниепле те килĕшмест лешĕ. Черетре тăракан хĕрарăмсем те сăмах хушмасăр чăтаймарĕç: «Лена, шелле ĕнтĕ Надьăна. Ачисем пĕчĕк. Упăшки çук. Сахăр илме район центрне кайса çӳреймест ĕнтĕ вăл». Лавккара сахăрĕ пĕтнĕ-ши? Ыйтас тесе çăвара кăна уçнăччĕ — курах кайрăм. Виçĕ-тăватă михĕ купаланса тăрать. «Хакланмалла теççĕ. Кĕтеççĕ. Çавăнпа суттармаççĕ. Лена айăплă мар уншăн», — тем те пĕлекен хĕрарăмсен хушшинче сутуçă хутне кĕрекенсем те тупăнчĕç. Ав мĕнле... Капла та пулать иккен. Хĕрарăмсем калакан сăмах тĕрĕсех пулсан ытла та кӳренмелле... «Хаксем «çыртма» пуçларĕç», — лавккаран тухнă май хаш сывласа каланă çак сăмахсене илтсе юлтăм тата. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   


«Тĕнчене иккĕмĕш хут килтĕн, çуралнă куна паллă ту»

Çапла каланă тухтăрсем коронавирусран сывалнă арçынна

«Çывăх юлташа юлашки çула ăсатнăранпа икĕ уйăх иртрĕ пулин те тăна кĕрсе çитейместĕп. Мăшăрĕпе икĕ ачишĕн, ашшĕпе амăшĕшĕн çулталăк пуçламăшĕнче питĕ йывăр хуйхă йăтăнса анчĕ. Артем хĕрĕхре кăначчĕ. Тĕп хуламăрта хăйĕн ĕçне пуçарнăччĕ. Ĕмĕчĕсем пысăкчĕ. Коронавирус инфекцийĕ ересрен питĕ хăратчĕ. Çине тăрсах сыхланма тăрăшатчĕ. Анчах упранса çитереймерĕ… Ковид шелсĕр, никама та хĕрхенмест. Артемсен килне те «кĕнĕ» вăл. Малтан мăшăрĕ чирленĕ, унтан юлташăм… Васкавлă медицина пулăшăвĕн больницинче пĕр уйăх çурă сипленчĕ, кунран-кун йывăрланса пычĕ. Сиплев учрежденине илсе пынă чухне унăн ӳпкин 40 проценчĕ сиенленнĕччĕ, анчах темиçе кунранах 89 процента çитнĕ. Çамрăк арçынна çăлса хăварас тесе тухтăрсем хăйсенчен мĕн килнине йăлтах тунă. Шел те, хаклă йышши вăйлă антибиотиксене пĕверĕ тӳсеймен, тăрук ĕçлеме пăрахнă», — юлташне аса илнĕ май салхуланчĕ Шупашкарта пурăнакан Дмитрий Львов.

Пурнăçа ытларах хаклатпăр халĕ

Ку пĕр тĕслĕх кăна. Пĕлтĕртенпе çĕнĕ вирус инфекцийĕ çĕр чăмăрĕ çинчи, çав вăхăтрах Чăваш Енри, чылай çемьене йĕртрĕ. Хăшĕсем çăмăллăн чирлесе ирттерчĕç, теприсен чылай вăхăт больницăра выртма, реабилитаци тухма тиврĕ. Пысăк çухату тӳснĕ çемье те чылай… Пандеми сывлăх сыхлавĕнчи мĕн пур тытăма çирĕплĕх енчен тĕрĕслерĕ. Хăйне евĕр экзамен пулчĕ вăл. Пире çĕнĕлĕхсене ăса хывма хистерĕ. Пĕлтĕрхи пуш уйăхĕнчен пуçласа çĕртме уйăхĕччен дистанци мелĕпе ĕçлерĕмĕр. Килĕшсемĕр: çак тапхăрта пурнăç çине урăхларах пăхма пуçларăмăр. Ытларах хаклатпăр халĕ ăна. Пĕр-пĕрне упрама тăрăшатпăр. Пĕр-пĕринпе ырăрах пуласчĕ тетпĕр. Хăйĕн пурнăçне коронавируспа чирлесе ирттернĕ кашни çыннах икĕ тапхăра уйăрать пулĕ. Пĕрремĕшĕ — чирличченхи, тепри — ун хыççăнхи. Чирлесе ирттернисем сывлăха халĕ ытларах тимлĕх уйăраççĕ. «Ăна аптекăра туянма çук, вăл чи хакли», — тени ахаль сăмах кăна маррине никамран лайăх ăнланаççĕ вĕсем.

Çапла, коронавирус инфекцийĕпе кĕрешме пуçланăранпа çулталăк иртрĕ. Ковидпа чирленĕ пĕрремĕш пациентсене тупса палăртсанах регионта чару мерисене йышăнчĕç. Усал чире ертнисене сиплесси чи малтан Васкавлă медицина пулăшăвĕ паракан больницăри медиксем çине тиенчĕ, каярахпа республикăри ытти больница хăйсен профильне улăштарчĕ. Пирвайхи пациентсене çӳлерех асăннă сиплев учрежденийĕн инфекци уйрăмне вырттарнă, кăштахран хирурги корпусне те ковидран сиплекен уйрăм тума тивнĕ. Клиникăри персонал «хĕрлĕ зонăра» ĕçлеме тытăннă. Чир ересрен сыхланма ятарлă костюм тăхăнма тивнĕ. «Малтанах стресс пулчĕ. Йывăр чирлĕ пациентсене илсе килетчĕç. Вĕсене пирĕн пулăшу кирлĕччĕ. Тулли кĕлеткеллисене йăтма санитаркăсем пулăшатчĕç. Чылайăшĕ хăй тĕллĕн утаймастчĕ. Чирлисене КТ, МРТ, УЗИ, рентген тума илсе çӳремеллеччĕ», — аса илчĕ Васкавлă медицина пулăшăвĕ паракан больницăн хирурги уйрăмĕнче ĕçлекен Екатерина Жамкова медсестра.

Пандеми вăй илсе пынă май Республикăри вăрçă ветеранĕсен госпиталĕн, хулан 2-мĕш больницин, Федерацин травматологипе ортопеди центрĕн хăйсен профильне улăштарма тиврĕ. Чи кăткăс вăхăтра ковидпа чирлисене сиплеме 16 медицина учрежденийĕнче 3400 вырăн хатĕрленĕ. Ку — республикăри койка фончĕн 40 проценчĕ. Ача кĕтекен хĕрарăмсене сиплеме ятарлă стационар уçнă. «Ача кĕтекен хĕрарăмсен чир-чĕрĕ ахаль те тупăнсах тăрать, ковид ерни вĕсен сывлăхне самаях сиенлĕ витĕм кӳрет. Икшер перчетке, икшер маска тăхăнса ĕçлеттĕмĕр. Пĕлтĕр коронавирус инфекцийĕ ернĕ 126 хĕрарăма ача çураттартăмăр. Телее, пепкисем те, амăшĕсем те сывах», — пĕлтерчĕ хулари 3-мĕш клиника больницин акушери стационарĕн заведующийĕ Эльвира Васильева. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


Валентин ФЕДОРОВ: Спектакль те çын пекех - çут тĕнчене килет, пурăнать...

Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн тĕп художникĕн Валентин Федоровăн ĕç пӳлĕмĕнчен Шупашкар алă тупанĕ çинчи пек курăнать. Юнашарах — тĕп художникăн ĕмĕт-тĕллевне пурнăçа кĕртмелли питĕ пысăк залĕ. Шăпах çакăнта кун çути кураççĕ те спектакльсем валли ăсталакан декорацисем. Вăтăр пĕрремĕш çул пурнăçлать çак тивĕçе Валентин Васильевич. Тунă ĕçĕсем тата малашлăхри ĕмĕчĕсем пирки вăл Пĕтĕм тĕнчери театр кунĕ умĕн каласа кăтартма килĕшрĕ.

— Валентин Васильевич, эсир Шупашкарти ӳнер училищинче ăс пухнă. Ун хыççăн пĕлĕве Мускаври театр вузĕнче тарăнлатнă. Ӳнер енĕпе пĕрремĕш вĕрентекенĕр кам пулнă?

— Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсен вĕçĕнче Йĕпреçре Илья Бородкин художник ача-пăча ӳнер шкулне йĕркелерĕ. Çапла майпа культурăн тепĕр вучахĕ чăмăртанчĕ. Вăл вăхăтра «Пионер сасси» /халĕ «Тантăш»/ хаçатпа туслă пулнă ачасем унăн «Ваçукпа Кампур» кулăшла ӳкерчĕкĕсене астăваççĕ ĕнтĕ. Питĕ пултаруллă, ачасене хăй тавра явăçтарма пултаракан çынччĕ Илья Григорьевич. Ун патĕнче вĕреннисенчен чылайăшĕ ӳнер енĕпе самай пысăк çитĕнӳ турĕ. Сăмахран, театр художникĕ, Чăваш халăх художникĕ Вла-димир Шведов та — çав шкултанах.

— Театр художникĕн ĕçĕ мĕнпе илĕртрĕ?

— Училищĕре вĕрентекен Станислав Алатовăн хваттерĕ Чăваш театрĕпе юнашарахчĕ. Чунĕпе те театра питĕ çывăхчĕ. Шăпах вăл çав туйăмсене амалантарма пултарчĕ. Çав çулсенчех балетра ташлакан Юрий Свинцовпа паллашнăччĕ. Унăн пĕр пӳлĕмлĕ хваттерне театр ĕçченĕсем пыратчĕç. Çапла майĕпен театр тĕнчипе çывăхлантăм. Çартан таврăнсан МХАТ шкул-студине вĕренме кĕтĕм.

— Пĕрремĕш спектакль манăçман-и?

— Пирвайхи ĕç ăнăçлă пулни пуласлăх çулне уçать. Чи пĕрремĕш спектакль — «Амантнă чун», ăна Николай Корчаковпа лартнăччĕ. Валерий Яковлевпа та ĕçлерĕмĕр. Театр ĕçĕнче пĕрремĕш утăмсем тăвакан çамрăкшăн унпа юнашар тăма тивни питĕ сумлă. Çав вăхăтрах Çамрăксен театрĕнчи Вячеслав Ориновпа та çыхăну тытрăм. Унпа иксĕмĕр «Парнесĕр хĕр», унтан «Аслă ывăл» спектакльсем кăлартăмăр. 1989 çулхи раштав уйăхĕнче Оперăпа балет театрне тĕп художнике ĕçлеме чĕнсен килĕшрĕм.— Унтанпа миçе спектакле илемлетнĕ?

— Малтанхи ĕçсене астăваттăм, ун хыççăнхисем манăçма пуçларĕç. Акă вĕсен ячĕсене çырса пынă списока илер-ха. 12 страницăран тăракан шурă хутран паян чылайăшĕ сарăхма та ĕлкĕрнĕ. Чăваш академи драма театрĕнче 2020 çулхи раштавăн 25-мĕшĕнче Наталья Сергеева режиссерпа кăларнă «Мария Голубка» ĕç 100-мĕш пулчĕ. Çак списока Америкăри театрсенче лартнисене те кĕртнĕ. <...>

Надежда СМИРНОВА.

♦   ♦   ♦


Надежда АФАНАСЬЕВА: Çынсене ырă туни киленÿ кÿрет

Хĕрарăм предпринимательсен пуçарулăхĕнчен, хастарлăхĕнчен, тăрăшулăхĕпе çаврăнăçулăхĕнчен яланах тĕлĕнетĕп. Хăйсен ĕçне пуçарса малалла аталантарнипе пĕрлех вĕсем çемье пирки те манмаççĕ. Çĕрпӳ районĕнчи Надежда Афанасьева предприниматель çав хушăрах общество ĕçне те хастар хутшăнать, район Пухăвĕн депутачĕ пулнă май суйлавçăсене пăшăрхантаракан ыйтусене те татса парать. Этемлĕхĕн черчен çуррине бизнес аталантарма йывăр мар-и, чăрмавсене çĕнтерме мĕн е кам хавхалантарать? Çак тата ытти ыйтăва хуравлама килĕшрĕ республикăри тата Раççейри конкурссенче палăрнă Надежда Афанасьева.

— Надежда Ивановна, сире пĕрремĕш хут 2 çул каялла, «Чăваш Енĕн чи лайăх предпри-нимателĕ-2018» конкурсăн çĕнтерӳçисене чысланă чухне, курнăччĕ. Ун чухне эсир хăвăрăн бизнес валли мĕншĕн шăпах пассажирсене илсе çӳрессипе çыхăннă тытăма суйласа илнĕ-ха тесе шухăшланăччĕ. Çак ыйту паян та кăсăклантарать мана.

— Манăн атте Иван Павлов, эпĕ хама мĕн астăвассах, водительте ĕçленĕ. Эпир пĕчĕк чухне вăл вăрман турттаратчĕ, кайран автобус водителĕнче вăй хучĕ. Эпĕ яланах аттепе юнашар пулнă, унпа таçта та çитнĕ. Транспорт мана ачаранпах килĕшет. Эпĕ халĕ хам та водитель, 16 çул ĕнтĕ руль умĕнче. Пассажирсене илсе çӳрес шухăш патне мĕнле пырса тухрăм-ха? 1996 çулта Çурçĕре кайрăм: мăшăр унта ĕçлет те. Шел те, кăшт вăхăт иртсен чирлерĕм. Çавăн чухне шухăшласа выртрăм: çын çут тĕнчере пурăнать, вăл вилсен ун пирки никам та аса илмест. Пурнăçра мĕн лайăххи туса ĕлкĕрнĕ вăл? Эппин, хамăр хыççăн ырă ят хăварма тăрăшмалла. Эпир маларах Сăнав поселокĕнче пурăнаттăмăр, Çĕрпӳ хулинчен 2 километрта çеç вăл. Поселока автобуспа ларса каяттăмăр, ун чухне транспортпа çын нумай çӳретчĕ, пурте чышăнатчĕç, хĕсĕнетчĕç. Инçерех каякансем пире вăрçатчĕç, «1-2 километр çуран утаймастăр-им?» — тетчĕç. Çакăн пек сăмахсене нумай хутчен илтнĕ. Сывалма тытăнсан Çĕрпӳрен шăпах çав поселока каякан маршрут уçма шухăшларăм.

— Ĕçе мĕнрен пуçăнтăр?

— Тăван тăрăха таврăнсан тӳрех бизнес йĕркелемерĕм-ха. Газ операторне вĕренсе тухрăм та Çĕрпӳри котельнăйра ĕçлерĕм. 1 кун ĕçре те 3 кун канатăн. Эпĕ ним тумасăр ларма хăнăхман: 17 çултанпа вĕреннĕ тата ĕçленĕ. Вăхăт пуррипе усă курса Мускав патшалăх уçă университечĕн Шупашкарти филиалĕнче «строительство предприятийĕнчи экономист» специальноçа алла илтĕм. Çапах автобус маршручĕ уçас шухăш пуçран тухмарĕ. Кун пирки малтан иккĕмĕш сыпăкри шăллăмпа нумай канашларăм. Ун чухне вăл Çĕнĕ Шупашкарта пассажирсене илсе çӳрекен предприяти ертӳçиччĕ. Райадминистраци пуçлăхĕ манăн шухăша ырларĕ. Çурçĕрте вахта мелĕпе ĕçлекен мăшăрăм ĕç пуçармашкăн кредит илсе пачĕ, çапла 4 машина туянтăмăр. Иккĕмĕш сыпăкри шăллăм маншăн ятарласа икĕ эрнелĕх отпуск илчĕ, пĕрле çӳрерĕ. «Ку ĕçе аталантарма пулать, документсене хатĕрле», — сĕнчĕ вăл. Тăванăмпа халĕ те пĕр-пĕринпе нумай канашлатпăр. Çапла икĕ маршрут уçрăм: Çĕрпӳрен Сăнав поселокне тата Михайловка ялне. Малтанлăха питĕ йывăр пулчĕ. Водительсем итлесшĕнех марччĕ. Автобус ванни пирки мана каламанни, хăйсем ирхине ĕçе тухманни те пулнă. Çула пуçтарăннă çынсем транспорт килессе кĕтеççĕ вĕт. Ун пек чухне атте ялтан килетчĕ, машинăна юсаса хăй рейса каятчĕ. Кăштахран нумай çул водительте ĕçленĕ Петр вырнаçрĕ, вăл хăй пекех йĕркеллĕ те яваплăха туйса вăй хуракан çынсене пуçтарчĕ. Паянхи кун пирĕн коллективра 16 водитель. Вĕсем пурте маттур, тăрăшуллă, тивĕçĕсене таса чунпа пурнăçлаççĕ. Кирлĕ чухне яланах пулăшаççĕ. Çĕнĕ çула, Водитель кунне, пысăк ытти уява паллă тăвассине йăлана кĕртрĕмĕр. Районта йывăç та лартатпăр, ăмăртусене те хутшăнатпăр. <...>

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

♦   ♦   ♦


Тутарсем сăмаварпа килеççĕ, Китай çамрăкĕсем чăваш ташши ташлаççĕ

Çăтмахри пек вырăн тата ăçта пур?

Йĕри-тавра вăрман. Кунтах таса пĕве. Ун урлă вăрмана каçма хитре кĕпер хывнă. Пĕвере хальхи вăхăтра темĕн тĕрлĕ пулă ĕрчет: карп, çăрттан, карас, хура карас. Юнашарах — беседка, мангал. Юлашки вăхăтра çемьепе канма килекен йышлă кунта: пулă тытаççĕ, шашлăк пĕçереççĕ, мунча кĕреççĕ. Çынсем кăмăллăн тухса кайнишĕн хĕпĕртет Юрий Руссков.

Йĕпреç тăрăхĕнче çăтмахри пек вырăн чылай. Лесникре чылай çул тăрăшнă Юрий Николаевич кунти кашни кĕтесе пĕлет, мĕн ачаран кашни йывăç-тĕме паллать. Хăйĕн тăван тăрăхне ытарайманран çакăнтах тĕпленнĕ те вăл. Ахальтен мар пулĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн строительство факультетне вĕренме кĕнĕскер 10 кунранах тăван ялне таврăннă. «Ыттисем вĕренччĕр», — тесе хăварнă деканатрисене. Вăл хăйне шанман, Шупашкара пĕр килнĕскер унтах юласран шикленнĕ. «Хула пурнăçне хăвăрт хăнăхатăн, унта пушă вăхăт туллиех. Ĕçрен таврăнсан пĕчĕк кĕтесре арçыннăн мĕн тумалла? Ялта ирĕке хăнăхнă эпир. Çавăнпах тартăм та. Халĕ манăн хушăран, хытă ывăнса çитсен, 1-2 кунлăха хулана кайса канас килет. Анчах унран ытлашши мар», — тет Юрий Николаевич. Çамрăк чухне аслă шкултан пăрахса кайнишĕн пĕрре те ӳкĕнмен вăл.

«Экономра мĕншĕн кану бази уçас мар? Кунти пек таса сывлăш, хура çырла-кĕтмел, темĕн тĕрлĕ кăмпа ӳсекен вырăн тата ăçта пур? Йĕпреç вăрманĕпе аякрисем те киленччĕр» текен шухăш канăçсăрлантарма тытăннă. Çемьерисем ырласа йышăннă. Ывăлĕсем Евгенипе Владимир ашшĕпе пĕрле тӳрех ĕçе пуçăннă.

«Пулас çурт куç умне тухать»

Юрий Николаевич базăна 2012 çулта тума тытăннă. Чи малтан вăрман çумĕнчи пĕвене тасаттарнă, мунча валли строительство материалĕ хатĕрленĕ. Тепĕр çулхине пĕрремĕш хăнасене йышăннă. Лайăх пăхнине курах ĕнтĕ канма килекенсен шучĕ хăвăртах ӳснĕ. Вăрман уçланкинче, уçă сывлăшра туй-юбилей ирттерес кăмăллисем те йышланнă.

«Çак çуртсен дизайнерĕ те, строителĕ те — хамах. 7-8 çул каялла интернета пачах кĕмен эпĕ, проектсемпе паллашма та шухăшламан. Пулас çурт е хуралтă куç умне тӳрех тухать — вара ĕçе пуçăнатăп. «Атте, хăвăн кăмăлна мĕнле каять, çапла ăстала. Эпир санпа килĕшетпĕр», — тет Мускавра пурăнакан аслă ывăлăм. Çамрăксем мана шанни савăнтарать, хавхалантарать», — хăпартланса калаçать Юрий Николаевич. Сăмах май, çемьере асли Евгений кану базинче чи малтан туй тăваканни пулнă. Ун алли çăмăл пулнă-ши? Çавăн хыççăн халăх пушшех туртăнма тытăннă.

Икĕ хутлă хăна çуртĕнче типтерлĕ те хăтлă. Пӳлĕмсенче – краватьсем, таса вырăн таврашĕ. Лайăх пăхса тăнăран пур çĕрте те тирпей хуçаланать. Нумаях пулмасть кунта Мускавсем килсе каннă. Офисра ларса ывăннăскерсем хăйсене çăтмаха лекнĕнех туйнă. Кашни кунах мунча кĕрсе рехетленнĕ, хурăн милĕкĕпе çапăннă. Каç пулсан та базăна таврăнма васкаман: йĕлтĕрпе, «пӳремечпе» ярăннă, ухăран пенĕ. «Кунта сирĕн юр лайăх, вăл пирĕн патри пек мар, кăпăшка та çемçе, тап-таса», — тесе хăварнă. Америкăран та, Донецкран та, Китайран та канма килнĕ кану базине. <...>

Елена АТАМАНОВА.

♦   ♦   ♦


Тĕрĕс пурăнмалли инструкци пур

«Аллăран иртсен хăв пуçтарнă пĕлӳ сахаллине туйса илетĕн, мĕншĕн тесен çамрăксене ăс парас тесен нумай пĕлмелле. Ваттисен пилне шута илни, йăли-йĕркине тăсни çумне хам пурăнса çитнĕ 57 çула хушатăп. 57 çул та питĕ сахал. Хăй вăхăтĕнче Питĕрти академире вĕреннĕ пулсан та… Сăнар тĕнчине тата ытларах пĕлмелле. Вăл — атте тунă тĕнче», — çыннăн ывăлĕ-хĕрне те мĕн ĕмĕр тăршшĕпех вĕренмеллине пĕчĕк чухнех ăса хывтармаллине палăртса сăмах пуçарчĕ ЧР тава тивĕçлĕ художникĕ, Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институчĕн халăх ӳнер пултарулăхĕн кафедрин доценчĕ Николай Балтаев.

Юмах итлесе çитĕннĕ

Николай Михайлович — питĕ хăйне евĕр тата интереслĕ çын, унпа пĕр чарăнми пуплес килет, мĕншĕн тесен вăл ватă çын пек ĕмĕр асра юлмалли шухăш нумай калать. Паллă ӳнерçĕ ывăлĕсене чăн чăваш ячĕсене хунă. Асаматпа Атиллăна чăвашла калаçтарса, хамăрăн йăла-йĕркене, культурăна юратма вĕрентсе ӳстернĕ. «Эпир ачасене садике яман. Мăшăрăм ĕçе çӳремен, вĕсене пăхнă. Питĕ телейлĕ ӳсрĕç тĕпренчĕкĕмсем, вĕсене ют хĕрарăмсем пăхман. Хушăран ывăлăмăрсене аннепе Елена Балтаевăпа хăвараттăмăр. Вăл ялта пурăнать, ака уйăхĕнче 92 çул тултарать. Вырăсла калаçакан чăвашсен ачисем ывăлсене пĕчĕк чухне лайăх мар сăмахсем каласа кӳрентеретчĕç, вĕсене хăйсен ушкăнне йышăнмастчĕç. Çавăнпах хăйсене хӳтĕлеме пултарччăр тесе ывăлăмсене кĕрешме вĕрентрĕм. Çитĕннĕ май вĕсем вырăсла чиперех калаçма хăнăхрĕç. Ачасемпе туслашса вĕсен йышне кĕрсе кайрĕç. Килте эпир чăвашла кăна калаçатпăр — çăл куçăн таса пулмалла. Вырăсла вĕренетĕн тĕк — вырăсла таса калаç. Халĕ ывăлăмсем чехла, акăлчанла илемлĕ калаçаççĕ. Çавăн пек ят панăшăн вĕсем паян савăнаççĕ кăна. Ячĕсем пĕлтерĕшлĕ. Асамат — асамат кĕперĕ тăвакан ăста. Вăл чăваша çĕр ĕçне тума вĕрентет. Унăн лаша кĕтĕвĕ, тимĕрçĕ лаççи пур. Атилла — Атăл ячĕ. Эпĕ ачасене юмах питĕ нумай каласа панă. Çав шутра — Асамат, Атилла çинчен те. Вĕсем юмах итлесех çитĕннĕ», — калаçăва сыпăнтарчĕ çемье пуçĕ.

Балтаевсен кĕçĕн ывăлĕ Атилла çемье çавăрнă ĕнтĕ. Ăна Николай Михайловичпа Людмила Владимировна эрехсĕр чăн чăвашла туй туса панă. Ку çеç-и? Чăваш мар кинне те вĕсем чăвашла калаçма вĕрентнĕ. «Ку енĕпе нимĕнле ыйту та сиксе тухмарĕ, кинĕм хирĕçлемерĕ. Пирĕн хушăра хамăрлăх, тăванлăх хуçаланччăр тесен тăван сăмах, тăван йăла-йĕрке пулмалла. Ун чухне кăна тăван кил тени арканмĕ. Кинĕме Хĕвелпи ят патăм. «Эсĕ халĕ пирĕн çемьере çуралтăн», — терĕм. Сарă, чипер хĕр вăл. Чăн та, хĕвел пекех. Пĕр-пĕринпе чăвашла шăкăл-шăкăл калаçатпăр. Çемьесене аркатма юрамасть. Вăл пулмасан ăçта кайăн? Çемье — çыншăн чи çутă, чи ăшă вырăн. Ачасен унта пĕрмай таврăнас килет. Хамăрăн йăла-йĕркене, чĕлхене пăрахăçласан кампа юлăпăр? Кам хӳтĕлĕ пире? Ывăлсем авланса пирĕн çемьене тата вăйлатаççĕ. Эпир йăха çаврăнатпăр. Йăх пулмасан халăх та çук. Йăх çемьесĕр пулмасть. Эпĕ çемьене атте-анне тунине аркатмасăр йĕркеленĕ. Вĕсем мăн асаттесемпе асаннесенне малалла тăснă. Çак йăла-йĕркене тăссан эпир хӳтлĕхре пулăпăр. Телей калăплакан вырăна пĕтерместпĕр, сивĕтместпĕр. Вучах тетпĕр ăна. «Эсĕ малашне вучах хуçи пулăн, ăна тытса пырăн», — терĕм кине. Мăшăрăм та çамрăк-ха, анчах тивĕçĕсен çур пайĕ халĕ кин çине куçрĕ. Пирĕн çемье пĕрмай вучах тавра пуçтарăнать», — тарăн шухăшлавĕпе тĕлĕнтерчĕ Николай Михайлович. <...>

Роза ВЛАСОВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.