Хыпар 28-29 (28056-28057) № 17.03.2023

17 Пуш, 2023

Крым яланлăхах Раççей йышĕнче

Паян Чăваш наци библиотекинче Крым Республикин И.Я.Франко ячĕллĕ наука библиотекин кунĕ иртет.

Пĕлтĕр вулавăшсем пĕрле çыхăнса ĕçлесси çинчен килĕшӳ алă пуснăччĕ. Крым Раççей йышне кĕни — Тăван çĕршывшăн пĕлтерĕшлĕ пулăм. Пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче паллă тăвакан уяв тĕлне Симферополь тата Шупашкар библиотекарĕсем акци йĕркелеме палăртнă. Крым Республикин наука библиотекин историйĕ Симферополь кун-çулĕпе, унăн паллă çыннисемпе çыхăннă. Çак йышра Сергей Туманова асăнса хăвармалла. Меценат, кĕнекепе сутă тăвакан 1884 çулта тӳлевлĕ библиотека тата тӳлевсĕр вулав çурчĕ уçнă. Каярахпа кĕнекисене хулана парса хăварнă. Ку пуянлăх çавăнти Тĕп тĕслĕх библиотекăн фондне лекнĕ. Паллах, Симферопольтен илсе килнĕ материалсемпе паллашма кăсăклă пулĕ. Çавнашкалах вулакансем валли «Крым — манăн чĕрере» тата «Крым яланлăхах Раççей йышĕнче» кĕнеке экспозицийĕсем хатĕрленĕ. Чăваш патшалăх филармонийĕн артисчĕсем тата пултарулăх ушкăнĕсем уява юрăташăпа илем кӳрĕç. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА.

♦   ♦   


Икĕ региона чăваш чĕлхи те çывăхлатать

Чăваш халăхне çутта кăларнă Иван Яковлевăн пурнăçĕ Тутарстанпа çыхăннă. Пирĕн мухтавлă çыннăмăр тутарсен çĕрĕ çинче çуралса ӳснĕ. Иван Яковлевич çуралнăранпа 175 çул çитнине халалланă мероприятисем кăçал Тутар Республикинче те иртĕç. Вĕсем çинчен кӳршĕ регионти Вĕрентӳпе наука министерствинче йĕркеленĕ канашлура сӳтсе яврĕç.

Тутарстанăн вĕрентӳ министрĕ Ильсур Хадиуллин каланă тăрăх, Атăлçи тăрăхĕнчи сахал йышлă халăхсен нацилĕхне упраса хăварас енĕпе нумай тăрăшнă Иван Яковлева асра тытаççĕ. «Хамăрăн несĕлсен ырă йăлисене тытса пыма тăрăшатпăр. Хальхи вăхăтра пирĕн республикăра тĕрлĕ халăх çыннисем пĕр-пĕринпе килĕштерсе туслă пурăнаççĕ. Вĕсене тăван чĕлхесене вĕрентмелли, йăлайĕркене упрамалли лайăх условисем туса паратпăр», — терĕ Ильсур Гараевич. Тутарстанри 87 шкулта, 52 ача садĕнче чăваш чĕлхи вĕрентеççĕ. Хусанти Туслăх çуртĕнче Нумай нациллĕ вырсарни шкулĕ ĕçлет, унта 16 халăх ачисем тăван чĕлхене /çав шутра — чăваш чĕлхине те/ ăса хываççĕ. Ялсенче çын шучĕ сахалланнине пула наци шкулĕсен шучĕ чакнине, вĕренӳ кĕнекисемпе илемлĕ литература çитменнине палăртрĕ министр. Сăмах май, çав кун Чăваш Ен делегацийĕ шкулсене чăваш кĕнекисем /1000 экземпляр/ парнелерĕ. Ака уйăхĕнче Анат Камăри 34-мĕш гимнази «Яковлев вулавĕсем» наукăпа практика конференцине пуçтарĕ, унтах «Аталан» çамрăксен форумĕ иртĕ. Çĕпрел районне кĕрекен Упи шкулĕнчи наукăпа практика конференцине тĕрлĕ регионти ачасем хутшăнĕç. Нурлат районĕнче «Яковлев — чăваш халăхĕн чĕри» фестиваль йĕркелĕç, Çĕпрелте «Яковлева вулатпăр» пĕрлехи вĕренӳ кунĕ, Кăнна Кушкинче «Яковлев еткерлĕхĕ» конференци пулĕ. Кӳршĕ регионта Чăваш чĕлхин кунне те анлăн паллă тăвĕç. Çавăн пекех ӳкерчĕксен тата илемлĕ вулакансен конкурсĕсем, тăван чĕлхене вĕрентекенсен фестивалĕсем тата ыттине ирттерме палăртнă. Элкел районĕнчи Сиктĕрме ялĕнче Пĕтĕм чăвашсен Уявĕ пулĕ. Ăна та Иван Яковлева халаллĕç. «Иван Яковлев — чăваш халăхĕн культурипе вĕрентĕвне пысăк тӳпе хывнă. Унăн тата вĕренекенĕсен ĕçĕсем пирĕн пуянлăх пулса тăнă. Ăна сума суса музейсем уçнă, палăксем лартнă, университет тата шкулсем унăн ячĕпе хисепленеççĕ тата ытти», — терĕ Чăваш Енĕн вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, юбилейлă мероприятисем Чăваш Республикинче кăна мар, Мускавра та иртĕç, ятарлă программа хатĕрленĕ, çавăн пекех чăвашсем пурăнакан регионсенче те Иван Яковлевпа çыхăннă мероприятисем пулĕç. Тĕслĕхрен, РФ Патшалăх Думинче курав, «Çутта кăларуçăн халалĕсем» ятпа «çавра сĕтел» ирттересшĕн. Шри-Ланкăра Иван Яковлева халалласа лингвистика центрĕ уçăлĕ. Ульяновскра «Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ» музей юбилейлă мероприятисен центрĕ пулса тăрĕ. Чăваш Енре те чылай мероприяти иртĕ: тăван чĕлхе вĕрентекенĕсен форумĕ, «Туслăх хĕлхемĕ» ача-пăча фестивалĕ, Пĕтĕм чăвашсен диктанчĕ, педагогика династийĕсен форумĕ, куçса çӳрекен курав, çут ĕç урокĕсем… Çавăн пекех Иван Яковлева халалласа конверт, кĕнеке-альбом, аса илӳсен кĕнеки, çырнисен пуххи кун çути курĕç тата фильм хатĕрлеççĕ. ЧР Культура министерстви пуçарнипе Тутарстанра «Чунпа эп сирĕншĕн пăшăрхантăм» марафон, Иван Яковлевăн ĕçĕсен электронлă пуххипе «Чăваш еткерлĕхĕн цифра библиотеки» порталăн презентацийĕ иртĕ, Чăваш академи драма театрĕ куракансене «Вĕри юнлă çемçе чун» спектакльпе паллаштарĕ. Ведомство йĕркелекен мероприятисем çинчен культура министрĕн çумĕ Георгий Богуславский каласа кăтартрĕ. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Юрий АРТЕМЬЕВ: Салтаксем вăраничченех тăрса чупаттăм

Канаш тăрăхĕнчи Сиккассинче çуралса ӳснĕ вăл. Ачалăхĕ вăрçă вăхăтĕнче иртнĕрен çирĕп чунлă çитĕннĕ. Шкулта вĕреннĕ вăхăтрах кĕнекепе туслашнă, ял библиотекинчисене веçех шĕкĕлчесе тухнă. Пĕлӳ çăл куçĕнчен нихăçан та уйрăлман, салтакра чухне те кĕнеке вуланă. Хальхинче сăпайлă та чăвашла тап-таса калаçакан литературоведăн, филологи наукисен докторĕн, СССР Писательсен союзĕн членĕн, ЧР Патшалăх премийĕн лауреачĕн, 16 кĕнеке тата 300 яхăн ăслăлăхпа литература критикин статйин авторĕн Юрий Артемьев профессорăн сăн ӳкерчĕкĕсемпе паллашрăмăр.

ÇЕМЬЕ. Анне Екатерина Васильевна аттене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине ăсатсан асаннепе тăрса юлнă. Хăй каласа кăтартнă тăрăх, асанне кăра çилĕллĕ пулнă, çавăнпа анне мана йăтса тăван килне таврăннă. Çапла эпĕ кукаçипе ӳснĕ. Анне тепĕр хутчен качча тухсан манăн виçĕ йăмăк çуралнă. Вĕсем кӳршĕрех пурăнатчĕç, пĕрле выляса, пĕрпĕрин патне чупса ӳсрĕмĕр. Кукаçи мана питĕ юрататчĕ. Вăл Тĕнчен пĕрремĕш вăрçинче пулнă, тыткăна лекнĕ. Унпа эпĕ телейлĕ ӳсрĕм. Кукаçин хуçалăхĕ питĕ вăйлăччĕ, шыв арманĕ те пурччĕ. Ĕмĕр тăршшĕпе утарçăра ĕçлерĕ.

ЫВĂЛПА. Хĕрлĕ Чутай хĕрĕпе Ангелина Георгиевнăпа Хусантан вĕренсе таврăнсан тĕпчев институтĕнче пĕрле ĕçленĕ чухне паллашрăмăр. Туя килте кĕрлеттертĕмĕр. Атте те пынăччĕ, купăс каланăччĕ. Пĕр ывăла пурнăç парнелесе ӳстертĕмĕр. Атнере ЗАГСа çыртарма кайсан яхăнне те ямарĕç, кун пек ят чăвашсен çук терĕç. Аран ӳкĕте кĕртсе пурпĕрех çыртартăм. Писательсен союзĕнче ĕçленĕ чухне çулсерен çемьепе тинĕс хĕррине канма каяттăмăр. Атнер çемье çавăрса мăнук парнелерĕ. Анчах, шел те, пĕлтĕр кин йывăр чирлесе пурнăçран уйрăлчĕ. Вунна кайнă мăнукăм Юра пурнăç тĕллевĕ пулса тăчĕ.

АТТЕ. Вăл 1945 çулта вăрçăран таврăннă та аннепе мана илме кукаçисем патне пынă. Эпĕ унăн чĕрçи çинче ларнине, кăкăрĕ çинчи орден-медальне тытса пăхнине астăватăп. Атте вăрçăра аманнă, уксахлатчĕ. Анчах анне хунямăшĕ патне таврăнма килĕшмен. Атте купăс калатчĕ. Эпĕ те шкула кайма пуçласан купăс калама вĕрентĕм. <...>

Елена ЛУКИНА.

♦   ♦   ♦


Ача чухнех… Урок тунă хыççăн хире тухса чупнă

Халĕ вăл юр ирĕлсе пĕтессе, çур аки çитессе чăтăмсăррăн кĕтет. «Хурçă ута» çӳретекенскер ĕç вĕресе тăракан тапхăра ытларах кăмăллать. Лартнă-акнă çимĕç шăтса тухсан чунтан хĕпĕртет. Каярахпа вĕсем ӳснине курса хăпартланать. Пахча çимĕç ăнса пулни — тепĕр савăнăç. Пахча çимĕçе вăхăтра тата тирпейлĕ пухса кĕртни лăпкăлăх парнелет. «Хăвна ĕçре тупни — чи пысăк телейсенчен пĕри», — тет Патăрьел округĕнчи Анат Туçари «ЛУК-АГРО» кооперативра ĕçлекен Юрий Батманов. Вăл ЧР тава тивĕçлĕ механизаторĕн ятне те тивĕçнĕ.

Нумай канмалла мар, ĕçе тухмалла Юрий Николаевич 1969 çулта Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Анат Туçа ялĕнче çуралнă. Туслă, ĕçчен çемьере çитĕннĕ. Ялти шкулта 8 класс вĕреннĕ. Тăван тăрăха, çут çанталăка, уй-хире юратса ӳснĕ каччă экзаменсем тытнă хыççăн «Гвардеец» колхозра ĕçлеме пуçланă. Вăл прицепщик, тракторист пулăшуçи пулнă. Петр Кузнецовпа кĕркуннечченех çав ĕçре тăрăшнă. «Хĕллесерен пирĕн колхоза Шупашкарти «Нива» вĕрентӳ центрĕнчен тракториста вĕрентме килетчĕç. Унта виçĕ уйăх пĕлӳ илмеллеччĕ. Тракториста вĕренме кайрăм. Унтан колхозра ĕçлерĕм. Утă-улăм турттартăм. Вăрман кăларма та кайрăм. Çурхи ĕçсем пуçлансан МТЗ-50 трактор шанса пачĕç. Ĕçе çавăн пек пĕчĕккĕн хăнăхса пытăм. МТЗ-50-па тата ДТ-75-пе ĕçлерĕм. 1988 çулта салтака кайрăм. Çартан килсен нумай кантармарĕç», — аса илчĕ хисеплĕ механизатор. Хĕсметрен таврăнсан, килте темиçе кун пурăнсан вăл колхоз паркне хăпарнă. Яшсемпе курса калаçасшăн пулнă. «Канса ывăнмарăн-и-ха?» — интересленнĕ хирĕç пулнă Владимир Торговцев механик. «Ывăнман, салтакран килнĕренпе пĕр уйăх та çитмен-ха», — сăмахран кивçене юлман Юрий Николаевич. «Так, нумай канса выртмалла мар, ĕçе тухмалла», — тенĕ çирĕппĕн асли. «Юрать, ыран ирхине килĕп», — шантарнă çамрăк. Çĕнĕ вăй-халпа ĕçе тухнă Юрий Батманова МТЗ-80 трактор шанса панă. Çав «хурçă утпа» тĕрлĕрен ĕç тунă вăл. Малтан куккурус речĕсен хушшине кăпкалатнă, унтан ытти ĕç тупăнсах тăнă. Кĕркунне улăм купалама — ура тĕпĕсем тума — кайнă. 1994 çулта ДТ-175 «Волгарь» трактор рулĕ умне ларнă. Пĕр вăхăт ĕçленĕ хыççăн МТЗ-82 «Беларус» çине куçарнă. Унпа 2004 çулччен ĕçленĕ. «Ун чухне «Звезда» колхоз председателĕ Валерий Кузнецовччĕ. Мана вăл хăйĕн патне чĕнсе илчĕ те: «Юрий Николаевич, мĕнле плансем?» — тесе ыйтрĕ. «Ĕçлетпĕр-ха», — хуравларăм эпĕ. «Кĕçех çĕнĕ йышши трактор — «Беларус» — кӳрсе килĕпĕр. Ăна шанса пама кăмăл пур», — хавхаланса калаçрĕ Валерий Леонидович. «Унпа ĕçлесе курман, темле ĕнтĕ», — иккĕленнине пытармарăм эпĕ. «Аллу ылтăн, аптăрамастăн, ĕçлетĕн», — хавхалантарчĕ вăл. Çав трактортан 2014 çулччен уйрăлмарăм. Вăл «хурçă утпа» хиртен анма та пĕлмен темелле. Çур аки тытăнсан сӳреленĕ, кĕркунне сухаланă… Хирти трактор пулнă вăл. 2014 çулта Валерий Леонидович манран: «Юрий Николаевич, çĕнĕ Т-150 трактор килет. Кама парăпăр ăна?» — тесе ыйтрĕ. Шухăшларăм-шухăшларăм та хамăн трактор кивелме пуçланине кура: «Хамах ларас мар-и?» — терĕм. Вăл манпа килĕшрĕ. Çĕнĕ тракторпа ĕçлеме тытăнтăм. Пилĕк çул иртни сисĕнмерĕ те. Кĕçех «ЛУК-АГРО» кооператив йĕркелерĕç. 2019 çулта колхозра ĕçлеме пăрахрăм, асăннă кооператива куçрăм», — калаçăва сыпăнтарчĕ Юрий Николаевич. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


«Эпир мар пулсан – кам?»

Ятарлă çар операцийĕ пыракан вырăнти госпитале тухса кайиччен чăваш медикĕсем чиркĕве кĕрсе кĕлĕре тăнă, пачăшкăран пил илнĕ. Чипер йĕркеллĕ таврăнсан Линăна ашшĕ Валерий Егорович ыталаса илнĕ те: «Санпа мăнаçланатăп», — тесе куççульленнĕ. Хĕрĕ тата кайма шухăшлани çинчен пĕлтерсен çапла каланă: «Шухăшна ырлатăп: каймалла. Пурте хăрасан тăшман парăнмĕ».

Тӳрех килĕшнĕ

С.Н.Федоров академик ячĕллĕ Куç микрохирургийĕн Шупашкарти филиалĕнче ĕçлекен Лина Кушмановăпа Валентина Порядкова медсестрасем çулталăк пуçламăшĕнче Луганск халăх республикинче командировкăра пулнă. Госпитальти аманнă салтаксене пулăшма чун ыйтнипе тухса кайнă вĕсем. «Анне çамрăк чухне медицина енĕпе вĕренме шухăшланă, анчах темĕнле сăлтава пула бухгалтер профессие алла илнĕ. Хăйĕн ĕмĕтне вăл мана пилленĕ. Çавăнпа эпĕ аннен кăмăлне тивĕçтерес тесе те, шурă халатлă ĕçченсем хама килĕшнипе те шкул хыççăн Шупашкарти медицина училищине вĕренме кĕтĕм. Çак профессие вĕренме çăмăл мар паллах», — хăйĕнпе паллаштарчĕ Лина Валерьевна. Етĕрне районĕнчи Пушкăрт ялĕнче çуралса ӳснĕскер малтан урăх больницăра хирурги уйрăмĕнче чылай çул ĕçленĕ. Валентина Порядкова — Елчĕк хĕрĕ. Хăвăлçырма ялĕнче çуралса ӳснĕскер тăххăрмĕш класран вĕренсе тухсан Канашри медучилищĕре пĕлӳ илнĕ. «Çурла уйăхĕнче пирĕн больницăра Украинăри çар операцинче аманнă салтаксене пулăшма каймашкăн кăмăл тăвакансем пуррипе интересленчĕç. Медиксен пулăшăвĕ кирлĕ чухне айккинче юлас темерĕмĕр. Унта пирĕн юлташсем, тăвансем, пĕр класра вĕреннисем пур-çке. Çавăнпа пирĕн каяс марри пирки иккĕленӳ пĕртте пулман. Тӳрех килĕшрĕмĕр», — хуравларĕç медсестрасем. Чарăнури ӳкерчĕксем… Паллах, шикленмесĕр пулман. Ăçта каймалла, мĕн курмалла?.. «Малтанах нимĕн пирки те шухăшлама пĕлмерĕмĕр. Ĕçлеме каятпăр терĕмĕр. Кăрлачăн 10-мĕшĕнче инçе çула тухнă май тĕрлĕ шухăш сисчĕвлентерчĕ. Уйрăмах пуйăс Воронеж хулине çывхарнă чухне чун шикленчĕ. Чӳречерен салтаксем, аманнисем, çар техники нумай курсан пуçа урăх шухăшсем килчĕç. Кашни чарăнура çак ӳкерчĕк, вăл халĕ те куç умĕнчен каймасть. Ăçта çитĕпĕр? Епле ĕçлĕпĕр? Мĕнле условисенче?» — аса илчĕ Валентина Порядкова. «Чăваш Енрен эпир пĕрремĕш медсестрасем пултăмăр. Дон çинчи Ростова çитсен перрон çине тухрăмăр та çар тумĕллĕ арçынсене, костыльпе çӳрекенсене, бинт çыхнисене курсан чунра патриотлăх туйăмĕ тата вăйланчĕ. Çынсене пултарнă таран пулăшас килчĕ», — каласа кăтартрĕ Лина Кушманова. Пурте хăрасан мĕн курмалла? Медицина енĕпе вĕренекенсем дипломпа пĕрле çар билечĕллĕ те пулаççĕ. Лина Валерьевнăпа Валентина Витальевна вĕреннĕ вăхăтра хăçан та пулсан çарти госпитальте ĕçлеме тивесси çинчен шухăшланă-ши? «Диплом илсенех çар билечĕ пачĕç. Ăна алла тытиччен çар çинчен урăхла шухăшлаттăм. Çавăн чухне кăмăл улшăнчĕ. Патриотлăх чуна тыткăнларĕ. Самар хулинчи çар госпитальне ĕçлеме каймашкăн ĕмĕтлентĕм, анчах атте мана, вун тăххăрти хĕрне, ямарĕ. «Унта кайсан таврăнмастăн, çавăнтах качча тухатăн. Хамăр патрах юнашар пулмалла», — терĕ», — каласа кăтартрĕ Валентина Витальевна. «Çар билетне илсен яваплăх тата пысăкраххине туйрăм. Апла пулсан манăн ытти хĕрарăмран çирĕпрех пулмалла. Хĕç-пăшал сассиллĕ лару-тăрура салтаксене пулăшма тивесси пирки çамрăк чухне шухăшламан паллах», — терĕ Лина Валерьевна. Хĕрарăмăн çапăçу пыракан вырăна тухса кайма мĕнле чун-чĕреллĕ пулмалла? Этемлĕхĕн черчен пайĕ çепĕç туйăмлă-çке. «Пурте хăрасан мĕн пулать? Камăн та пулсан пулăшмалла. Эпир мар тăк — кам?» — терĕç ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăнă медсестрасем. Вĕсен иккĕшĕн те икшер ывăл ӳсет. Лина Кушмановăн асли — Хусанти çар институчĕн курсанчĕ. <...>

Елена ЛУКИНА.

♦   ♦   ♦


«Хамăрăн ĕç-хĕле интернетра кăтартатпăр»

Вăрнар районĕнчи Пуканкассинче — 127 кил хуçалăхĕ. Пĕчĕк ялта общество тата хĕрарăмсен канашĕсем пур. Альбина Фомина староста вĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлет, тăван тăрăхне илемлĕрех, çынсен пурнăçне туллирех те пуянрах тăвассишĕн тăрăшать.

Шăнкăртамра пулнă хыççăн Юлашки вăхăтра Пуканкасси куç умĕнчех илемленсе пырать, çĕнĕ çуртсем çĕкленеççĕ. Икĕ çул каялла Упа çырми юхан шывĕ урлă çĕнĕ кĕпер хывнă. «Унчченхи каçăпа çӳреме кансĕрччĕ. Çурхи шыв-шур çулсерен кĕпере аркатнăран вĕçĕм юсанă. Округ ертӳçисем Пуканкассине çитсен çивĕч ыйтăва хускатрăмăр. Лару-тăрупа вырăнта паллашнă хыççăн пулăшма йышăнчĕç. «Пуçаруллă бюджет» программăпа пурнăçланăран халăх та укçа хыврĕ. Проектпа смета докуменчĕсене хатĕрлерĕмĕр. Строительсем кĕпере кĕске хушăрах туса пĕтерчĕç. Халĕ çурхи ейӳ те аркатаймĕ. Кăçал эпир çивĕч тепĕр ыйтăва татса парасшăн. Ялти виçĕ урамра та йĕпе-сапара пылчăк çăрăлать. Çу кунĕсенче Заречнăй урамне çитиччен тата ун тăрăх çула вак чул сарса хытарасшăн. Кĕпер патне çитичченех тăсăлмалла вăл», — ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ Альбина Дмитриевна. Хастарсем лава пĕрле, пĕр-пĕрне ăнланса туртни курăмлă ĕçсем тума май парать. Пĕррехинче вăл Патăрьел районĕнчи Шăнкăртамра пулса курнă. Мечĕт çумĕнче общество канашĕ пурри тĕлĕнтернĕ. Вĕсен ырă пуçарăвне тĕпе хурса 2014 çулта Пуканкассинчи пуçаруллă çынсенчен общество канашне йĕркеленĕ. Мероприятисем ирттерме, ыйтусене татса пама палăрмаллах çăмăлланнă. «Эпир пурнăçран икĕ-виçĕ утăм маларах пыратпăр темелле. Халĕ çĕршывра округсенче хăй тытăмлăх обществине /ТОС/ йĕркелесси, вĕсем çине таянса ĕçлесси çивĕч тăрать. Пирĕн тăрăхра вара темиçе çул каяллах пур вăл», — палăртрĕ ял старости. Тăван тăрăха хăтлăлатма вĕсем тĕрлĕ программăна хутшăнаççĕ, спонсорсене явăçтараççĕ, хăйсем те укçа тăкаклаççĕ. Иртнĕ çул «Пуçаруллă бюджет» программăна кĕрсе икĕ ялăн масар картине çĕнетнĕ, пĕвене тасатнă. Халĕ шыв-шур вырăнне илемлетме проект хатĕрлес тата ятне парас енĕпе конкурс пырать. Çамрăксем ял хапхине, çырса çакнине çĕнетме сĕннĕ. Аслă ăру вĕсене хаваспах пулăшма килĕшнĕ. «Ял пурнăçне, ĕç-хĕлне социаллă сетьсенче çутататпăр. Ыттисемпе танлаштарса хаклатпăр. Пирĕн ĕç ăнса пыни савăнтарать. Округăн Ярмушка уйрăмĕнче сакăр староста ĕçлет. Пухăнса калаçнă хыççăн вĕсен канашне йĕркелерĕмĕр. Председательне Кушар Юнтапари Александр Иванова суйларăмăр. Кашни ялтах староста пур, анчах нумайăшĕ мĕн тумаллине пĕлмест. Халĕ ыйтусене пĕрле сӳтсе яватпăр, умри ĕçсене палăртатпăр», — каласа кăтартрĕ пуçаруллă хĕрарăм. Ял хастарĕсем тăрăшнипех клуб та ĕçлет. 2015 çулта Вăрнар округĕн ертӳçисем çын тытса тăрасси тăкаклă пулнăран культура вучахне сӳнтерме йышăннă. Çынсене Ярмушкăри культура çуртне çӳреме сĕннĕ. Пуканкассисен «Чашма» фольклор ансамбльне те унта куçарма хăтланнă. Анчах пуçлăхсен йышăнăвне çынсем хирĕçленĕ, ют яла çӳреме килĕшмен. Репетици ирттерме, пуçтарăнма вырăн çуккипе халăх ансамблĕ саланнă. «Чашма» фольклор ансамбльне клуб ертӳçи Алексей Кондратьев темиçе çул каяллах йĕркеленĕ. Ялти ватăсенчен 200 ытла сăвă-юрă çырса юлнă вăл. Ăста купăсçă тăрăшнипе пултарулăх ушкăнĕ Пуканкассисен авалхи юрри-кĕввипе сцена çине тухнă. Клуба хупсан вĕсен çулĕ хупăнчĕ. Культура çуртне упраса хăварассишĕн ăçта кăна çитмен-ши? «Сирĕн çын сахал», — сăлтавлаççĕ пире. Сахал тесе пирĕн килтен тухмасăр лармалла-им? Ярмушкăна çитме çулĕ çывăх мар. Клуба арендăна тӳлевсĕр пама килĕшрĕç. Çурта йĕркене кĕртрĕмĕр: хутса ăшăтма кăмака турăмăр, тасатса тирпейлерĕмĕр. Халăх культура вучахне çĕнĕрен туртăнма пуçларĕ. Спонсорсем пулăшнипе бильярдла, теннисла, шашкашахматла выляма сĕтелсем вырнаçтартăмăр. Пĕлтĕр эпир ыйтнипе Алексей Кондратьев фольклор ансамбльне тепĕр хутчен пуçтарчĕ. Ушкăнра — 10 хĕрарăм. Малтанах вĕсем вырăнти мероприятисене кăна хутшăнчĕç, халĕ кӳршĕри ялсенче пурăнакансене те илемлĕ юррисемпе савăнтараççĕ. Сцена çине тухма тумĕсене хăйсемех çĕлеççĕ. Республика бюджетĕнчен яла хăтлăлатма уйăрнă 100 пин тенкĕпе эпир клуб валли чаршав, пукансем, музыка центрĕ, микрофонсем туянтăмăр, мероприятие ертсе пыракансен сцена тумĕсене çĕнетрĕмĕр. Тăрăшни, йывăрлăх умĕнче пуç усманни харама каймарĕ. Нумаях пулмасть округ ертӳçисем Пуканкасси клубне официаллă майпа уçма, штат кĕртме шантарчĕç», — савăнăçне пытармарĕ Альбина Дмитриевна. <...>

Лариса НИКИТИНА.

♦   ♦   ♦


«Пире вăрçă ветеранĕсем вĕрентнĕ»

«Таврана мĕн яратăн — çавă каялла килет. Лайăххине яратăн — сан пата тата лайăхраххи таврăнать», — тет Красноармейски округĕнчи Упи ялĕнче пурăнакан педагогика ĕçĕн ветеранĕ Галина Васильева. Вăл 40 çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă пулин те шкул ачисемпе курнăçма пăрахмасть. Хĕрачасем ун патне ал ĕçĕ, хитре япаласем ăсталамашкăн вĕренме килнех пыраççĕ.

Ачалăх, çамрăклăх — телейлĕ Чим-ха, йăлтах йĕркипе каласа кăтартар. Красноармейски салинчи тĕп вулавăшра Галина Васильевăн кинусайга мелĕпе тунă картинисенчен йĕркеленĕ курав питĕ килĕшнĕччĕ. Шăпах çавăнпа Галина Аркадьевнăпа çывăхрах паллашас кăмăл çуралчĕ… Чăнах та, алă ăстин килне кĕрсен кирек кам та хăйне музее лекнĕ пекех туйĕ! Мĕн кăна çук кунта! Чăваш тĕрриллĕ тутăрсем, хутаçсем, çӳçе капăрлатмаллисем, сулăсем, пĕчĕк арчасем, сувенирсем, алмаз тĕрриллĕ картинăсем, ӳкерчĕксем… Галина Васильева Красноармейски районĕнчи Анат Кушар ялĕнче çуралса ӳснĕ. Туслă çемьере виçĕ ача пулнă. Галина — асли. Амăшĕ Елизавета Павловна Красноармейскинчи больницăн ача-пăча уйрăмĕнче аслă медсестрара ĕçленĕ. Вăл сывлăх сыхлавĕнче 48 çул тăрăшнă. Пуçарулăхĕпе, хастарлăхĕпе палăрнăшăн «Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята та тивĕçнĕ. Ашшĕ Аркадий Гаврилович Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнче зоотехника вĕреннĕ. Тĕрлĕ ĕçре тăрăшнă: зоотехник, Ленин ячĕллĕ колхоз председателĕ, çăкăр пĕçерекен комбинат директорĕ пулнă. 1957 çулта вăл Пĕтĕм тĕнчери çамрăксемпе студентсен Мускавра иртнĕ фестивальне кайма тивĕç пулнă. «Унтан вăл анне валли значок илсе килнĕ. Атте çырнă, ӳкернĕ открыткăсем халĕ те упранаççĕ. Çывăх çынсен пĕр-пĕрин патне çӳретнĕ юратуллă, ăшă çырăвĕсем те пур. Çав тери ырă кăмăллă çынсемччĕ вĕсем. Манăн ачалăх, çамрăклăх çав тери телейлĕ иртрĕ. Ун пеккисем ялта питĕ сахаллăн пулнă. Вĕсем иккĕшĕ те ĕçлеме юратнă. Атте эрех ĕçмен. Пире куçран вĕçертмен. Астăватăп: атте урок тума пулăшатчĕ. Вăл çамрăк чухне учитель пулма ĕмĕтленнĕ. Хитре, таса çыртарассишĕн тăрăшатчĕ. Хăй шăрçа пек çыратчĕ. Йăнăш тусан е чернилпа вараласан тепĕр хут çыртаратчĕ. Тĕрлĕ юмах каласа паратчĕ. Эпĕ атте-аннене çĕр хут, пин хут тав тăватăп. Вĕсем пире лайăх пăхса ӳстернĕ. Пире питĕ юратнă», — çывăх çыннисене ăшшăн аса илчĕ хĕрарăм. Шкулта вĕреннĕ чухне Галина бортпроводница пулма ĕмĕтленнĕ. Каярахпа кăна вĕрентекен пулма тĕв тунă. Вăл шкул пĕтернĕ çул /1976/ И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче кĕçĕн классене вĕрентекенсен факультечĕ уçăлнă. Хĕр шăпах унта вĕренме кĕнĕ. Çапла майпа вăл ашшĕн çамрăк чухнехи ĕмĕтне пурнăçа кĕртнĕ. «Шкулта /вăл тăван ялĕнчи тата Упири шкулсенче пĕлӳ илнĕ. — Авт./ мана вĕрентнĕ учительсем питĕ килĕшетчĕç. Институтра чухне те преподавательсем кăмăла килетчĕç. Студентсен ушкăнĕ те питĕ вăйлăччĕ. Пĕр-пĕринпе ăмăртса вĕренеттĕмĕр. Пулас педагогсен йышĕнче ялсенчен килнĕ, тĕлĕнмелле ырă кăмăллă, сăпайлă хĕрсем пурччĕ. Телейĕм çавăн пек лекнĕшĕн шутсăр савăнатăп. Диплом илсен Упи шкулĕнче ĕçлеме пуçларăм. «Эпĕ сана 4-мĕш класа паратăп, хам «продленкăпа» ĕçлеме куçăп», – сĕнчĕ киле пырса хăй вăхăтĕнче мана чăваш чĕлхипе литератури вĕрентнĕ Галина Зерняева. Çапла, хама ăс панă учительсемпе ĕçлеме тӳр килчĕ. Малтанах кăштах шикленнĕччĕ. Телее, вĕсем мана çав тери лайăх кĕтсе илчĕç. Мĕн кирлине йăлт туса пама тăрăшатчĕç, кирек мĕн ыйтсан та — вĕрентетчĕç, кăтартатчĕç. 2020 çулта ĕçлеме пăрахрăм. Вĕренекенĕмсенчен чылайăшĕ манăн çула суйларĕ. Вĕсем манмаççĕ, тĕлпулусем йĕркелесен килсе машинăпа лартса каяççĕ, леçсе хăвараççĕ. Тунмастăп: эпĕ вĕрентекен пулнăшăн хăй вăхăтĕнче аттепе анне калама çук хĕпĕртенĕччĕ. «Анне, эсĕ мана мĕншĕн медицина ĕçченĕ пулма сĕнмен?» — ыйтнăччĕ пĕррехинче çывăх çыннăмран. «Медицина ĕçченĕн ĕçĕ шутсăр йывăр, хĕрĕм. Хам унта ĕçлесе курнă та аван пĕлетĕп», — тарăннăн хуравланăччĕ вăл. Аннене учитель ĕçĕ çăмăл пек курăннă пулĕ», — калаçăва тăсрĕ Галина Аркадьевна. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


«Крымри лавр тăвансене килĕшрĕ»

— Çынна яланах мĕнле те пулин кăсăклану кирлĕ. Унăн тунсăха путма, мĕншĕн те пулин кулянса ларма вăхăт ан пултăр, — тет Шупашкарти 20-мĕш шкулта социаллă гуманитари класĕнче вĕренекен София Пушкова.

Хăй те çак сăмахсене тĕпе хурсах пурăнать. Вĕренӳре ĕлкĕрсе пынисĕр пуçне хăшпĕр предметпа пĕлĕве çирĕплетме репетитор патне çӳрет, шкулти тата хулари мероприятисене хастар хутшăнать. 2018 çултанпа София шкулти волонтерсен «Апельсин» отрядĕнче тăрать, çав вăхăтрах вăл хула волонтерĕ те. Унсăр пуçне хĕр сывлăш акробатикипе хатĕрленет, ташă ăсталăхне туптать. — Спорт манăн пурнăçра яланах пулнă, малашне те пуласса шанатăп, — терĕ хĕр. Нумаях пулмасть София «Университетри профильлĕ сменăсем» федераци проекчĕн çуркуннехи тапхăрĕнче çĕнтернĕ. Вăл — республикăри 1100 ачаран суйласа илнĕ 10 хастар йышĕнче. Конкурса хутшăнакансем хăйсен çитĕнĕвĕсене пухса портфолио хатĕрленĕ, «Манăн çитĕнӳ вырăнĕ» темăпа эссе çырнă, «Пĕрремĕшсен юхăмĕн» ĕçне сăнлакан видеоролик ӳкернĕ. Конкурсра мала тухнă ачасем хăйсене студент пек тĕрĕслесе пăхĕç, çĕршыври педагогика университечĕсемпе институчĕсенче ятарлă программăпа вĕренĕç. Унсăр пуçне вĕсем валли спорт мероприятийĕсем, экскурсисем йĕркелеме палăртнă. Кăçал Софийăна шкулти «Кристалл» ача-пăча пĕрлешĕвĕн лидерне çирĕплетнĕ. Çавăн пекех вăл Шупашкарти ачасен прависене хӳтĕлекен уполномоченнăй çумĕнчи ачасен общество канашĕн пулăшуçи те. — Чăннипех те, маншăн ку çĕнĕлĕх. Унта лекес туртăм малтанах пурччĕ, эпĕ заявка та парасшăнччĕ. Кĕтмен çĕртен ĕмĕт пурнăçланчĕ. Çакă пысăк яваплăх пулнине ăнланса илтĕм. Эпир, ачасен общество канашĕн пулăшуçисем, пĕлтерĕшлĕ хыпарсене салататпăр, тĕрлĕ мероприяти ирттерес енĕпе ĕçлетпĕр. Е ачасемпе пĕр-пĕр темăпа пĕчĕк калаçу йĕркелетпĕр. Сăмахран, класс сехечĕ. Унтан канаш председателĕ хăш пулăшуçă мĕнле ĕçленине палăртать. Çак канаш паракан майсемпе пире Пулăшуçăсен слетĕнче паллаштарчĕç. Манăн шухăшпа, кашни шкулăн хăйĕн пулăшуçи пулмалла, — терĕ хастар хĕр. Пĕлтĕр «Артек» ача-пăча центрĕнче каннине София хăйĕн пурнăçĕнчи чи телейлĕ пулăмсен шутне кĕртет. Ун чухне Раççей шкул ачисен юхăмĕнче тăраканскер конкурса хутшăнса шкулти хăй тытăмлăх çинчен ĕç хатĕрленĕ. Жюрие унăн ĕçĕ килĕшнĕ. Çапла республикăри ытти ачапа пĕрле авăн уйăхĕнче вăл «Артека» кайнă. <...>

Лариса ПЕТРОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.