«Хыпар» 27-28 (27760-27761) № 19.03.2021
Пархатарлине ырласа, çитменлĕхсене пытармасăр
ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕнер Патшалăх Канашĕн 48-мĕш сессийĕнче Министрсен Кабинечĕн иртнĕ çулхи ĕçĕ çинчен отчет турĕ.
Тĕрĕссипе, докладра палăртнă ĕçсенчен нумайăшĕ пирки «Хыпар» çырнă, вулакан вĕсем çинчен пĕлет, çавăнпа тĕплĕн каласа пани кирлех те мар пуль. Çапах уйрăм самантсем çинче чарăнса тăмаллах. Олег Николаев çитменлĕхсем çинчен те калаçасси пирки асăрхаттарнине шута илсен — пушшех…
Хăйĕн сăмахне вăл депутатсене ĕç тăвакан влаçпа алла-аллăн ĕçленĕшĕн тав тунинчен пуçларĕ. Ĕçтешлĕх пандеми йывăрлăхне сирес тĕлĕшпе те, социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн пилĕк çуллăх программине, ăна тĕпе хурса аталану стратегине хатĕрленĕ чухне те чăн тĕрев пулса тăнă.
Республикăн пĕрлештернĕ бюджечĕн тупăшĕ пĕлтĕр 76,6 миллиард тенкĕпе танлашнă — виçĕм çулхинчен 14,9% пысăкрах. Ĕçе яраймасăр юлнă укçа пысăк мар, унпа кăçал усă курасси пирки Мускавпа калаçса татăлнă — чăрмавсем пулмĕç. Республикăн хăйĕн пĕлтĕр ĕçе хывайман укçи те çухалман — кăçал усă курĕç.
Наци проекчĕсемпе килĕшӳллĕн тӳрре кăларайман ĕçсен шутĕнче — филармони çурчĕн реконструкцийĕ. Олег Алексеевич пытармарĕ: ĕçсене пĕлтĕр вĕçлемелле пулнă — мехел çитереймен. Кăçал вĕçлемеллех. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Николай ДМИТРИЕВ: Ывăлăн вилтăпри çинче хама сăмах патăм
«Çĕнĕрен пӳрт лартас тăк ăна чĕнĕттĕм, шӳтлеме юратнине кура вăрăм çула кĕскетме те ăнах йыхравлăп, сцена çинче телей самантне туйма та унпа ĕçлĕп», — ĕçтешĕсем Николай Алексеевича хакласа çапла калаççĕ. Килĕшмесĕр тăраймăн. Николай Дмитриев драмăра сăнар калăплать-и е камитре-и — яланах хастар, кашни роле ювелир пек илемлетсе пуянлатма пĕлет. Апла пулсан вăл — чăн-чăн профессионал! Çак уйăхра 60 çул тултарнă артиста «Хыпар» тĕпелне чĕнтĕмĕр.
— Мускаври театр институтĕнче вĕреннĕ вăхăт хальччен асран тухнă ĕнтĕ.
— Чăваш Енрен ултă Коля пĕрле вĕрентĕмĕр.
Вĕсене мĕнле манăн-ха? Николай Булаткин, Николай Гордеев... Çывăх юлташсем, хаклă ĕçтешсем, шел те, пурнăçран ир уйрăлчĕç.
— Эсир купăс ăста каланине пĕлетĕп. Ăна хăçан алла тытрăр?
— Атте, икĕ кукка купăса алăран яман. Вĕсен çумĕнче пурăнса эпĕ те шкула çӳреме тытăничченех кĕвве юратрăм, купăс калама вĕрентĕм. Баяна, гитарăна, балалайкăна хам тĕллĕнех парăнтартăм.
— Артистăн такампа та вылямалла, сцена çинче темĕн те тумалла. Мăшăрăр ĕçтешӳсен çумне кĕвĕçмест-и?
— Çак таранччен çемьере ун пек сăмах-юмах пулман. Халь, çулсем иртсен, аса илет. Çамрăкрах чухне «санăн мăшăру çавăн пек, ун пек...» тесе илĕртнисем пулкаланă иккен. Мăшăрăм калаçма пĕлет. Ахăртнех, çак таранччен килĕштерсе пурăнни шăпах çавăнпа çыхăннă. «Юрать ĕнтĕ, юрать, ман патах, килех таврăнать», — шӳтлесе хуравланă вăл элеклекенсене. Тен, кĕвĕçнĕ те пулĕ, анчах мана систермен, кăтартман...
— Миçе ачана пурнăç парнелерĕр?
— Димăпа Павлик çуралсан çемьере телей хуçаланчĕ. Дима культура институтĕнчен вĕренсе тухрĕ, пукане театрĕнче ĕçлеме пуçларĕ. Питĕрте режиссера вĕренес тĕллевлĕччĕ. Яла юлташне пытарма кайсан таврăнаймарĕ... Çамрăклах пурнăçран уйрăлчĕ. Пукане театрĕн режиссерĕ Юрий Филиппов ертсе пыракан студире артист ăсталăхне туптаса ушкăнпа пĕрле çĕршыв тулашĕнчи фестивальсене хутшăнатчĕ. Малти вырăнсене йышăнса таврăнатчĕç. Ывăлăм çĕре кĕрсен студи те саланчĕ.
— Юратнă тĕпренчĕке сивĕ тăпрапа хуплама мĕн тери йывăр. Нихăçан тӳрленейми суран...
— Çемьере виçĕ арçынччĕ, мăшăрăм пирĕншĕн хĕр вырăнĕнчехчĕ. Хăш-пĕр чухне тирпейсĕр арçынсем тесе ӳпкелетчĕ те асли Дима: «Анне, хăвăн çуратас килмесен, атя, хĕрача усрама илетпĕр», — тетчĕ. «Ак, кайса илетĕп-ха хĕрача. Сирĕнтен, арçынсенчен, тирпейлесси пулмасть. Кахал арçынсем», — те юри калатчĕ мăшăрăм. 15 çул каялла, çемьере пысăк хуйхă пулнă хыççăн, вăл Çĕнĕ Шупашкарти реабилитации центрĕнче Ферида ятлă тутар хĕрачине асăрханă. Таврăнсан ун пирки хавхаланса каласа кăтартрĕ. Павлик çавăн чухнех хĕрачана кайса илесшĕнччĕ. Аслă ывăла çухатнăшăн хама айăпларăм, «Яла мĕншĕн ятăм-ши? Инкек пулмастчĕ», — тесе нумайччен куççуль çăтрăм. Çав вăхăтра амăшĕ Мускава кайнăччĕ. Вăл та хăйне вăрçатчĕ, «Мĕншĕн кайрăм-ши? Дима вилместчĕ», — тетчĕ. Çемьере çавăн чухне хутшăну улшăнчĕ, калаçмасăр пурăнтăмăр. Чĕре ырататчĕ, мăшăрăн куççульне курма йывăрччĕ. Хуйха лăплантарма-ши — эрех-сăра сыпкалама тытăнтăм, руль умне ларма пăрахрăм. Павлик — çитĕннĕ ывăл, эпир асапланнине куратчĕ ĕнтĕ. Пире машинăна лартрĕ те Ферида патне илсе кайрĕ. Хĕрача чупса тухрĕ те «папа, мама!» тесе кăшкăрчĕ, пырса пире ыталарĕ. Павлике тӳрех пиччĕшĕ вырăнне хучĕ. Хуп-хура çӳçлĕ, çĕмĕрт куçлă хĕрачана курсан манăн чунра темĕн йăшăл! турĕ. Мăшăр лăплантăр тесе пĕчĕкскере курма кăна кайнăччĕ. Пуçăмра илес шухăш пулман, çав тĕллевпе çула тухманччĕ. Ачасем пурте ман çине хӳтлĕх кĕтнĕн тинкерчĕç. Пĕчĕкскерсем тилмĕрсе пăхни çав самантрах мана тĕпрен улăштарчĕ. «Халĕ мана илме килтĕр-и?» — татти-сыпписĕр калаçрĕ Ферида. Дима вилнĕренпе шăпах хĕрĕх кун çитнĕччĕ. Ывăлăмăн вилтăпри çинче хама сăмах патăм: «Паян сана асăнса эрех-сăрана юлашки сыпкăм тăвăп та урăх нихăçан та алла черкке тытмăп». Документсене хатĕрлесе виçĕ уйăх иртрĕ. Çав вăхăтра хĕр пĕрчине питĕ шеллерĕм — ара, вăл илсе каясса кĕтет-çке. Пĕррехинче арăм ĕçе шăнкăравларĕ: «Коля, тархасшăн, васкаса таврăн. Пирĕн пата пысăк хăна килчĕ». Такси тытрăм. Хваттер алăкне уçсанах Ферида чупса пычĕ те «папа» тесе ыталарĕ. <...>
Елена ЛУКИНА.
♦ ♦ ♦
Çухалнă сехет
Вăхăт ыйтăвĕ — Чăваш Енри вăхăта Мускавăннинчен пĕр сехет маларах тăвасси — республикăра пурăнакансене чылайранпа калаçтарать. Манăçнă пек пулать — каллех çĕкленет. Вăхăт-вăхăтпа — регион ертӳлĕхĕн шайĕнчех. Черетлĕ хут ăна ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев иртнĕ эрнекун социаллă сетьсем урлă йĕркеленĕ «тӳрĕ лини» вăхăтĕнче аса илчĕç. Çавна май эпир те темăна тĕплĕнрех тĕпчес терĕмĕр.
«Хĕллехипе» пурăнатпăр
2014 çулхи юпа уйăхĕн 26-мĕшĕнче 2 сехетре федерацин «Вăхăта палăртасси çинчен» саккунĕ вăя кĕнĕ. Çĕршыври сехет зонисен шучĕ 9-тан 11 таран пысăкланнă, Раççей «яланхи çуллахи» вăхăтран «яланхи хĕллехи» вăхăта куçнă.
Çĕршывăн ытларах регионĕнче сехет йĕпписене пĕр сехет каялла куçарнă. Удмуртире, Самар, Кемĕр облаçĕсенче, Камчатка крайĕнче, Чукотка автономи округĕнче сехете куçарман, «Самар вăхăчĕ» текен зонăра юлнă. Байкал леш енчи крайра тата Магадан облаçĕнче икĕ сехет каялла куçарнă. 2016 çулта Алтай Республикипе крайĕ, Аçтăрхан, Сахалин, Чĕмпĕр, Магадан, Томск, Новосибирск, Саратов облаçĕсем те вăхăта пĕр сехет малалла куçарнă.
Чăваш Ен Мускав вăхăтĕнче юлнă. Ку республикăра пурăнакансен пĕр пайне килĕшет, тепĕр пайне тивĕçтермест — шăпах вĕсем вăхăта пĕр сехет малалла куçарма хистеççĕ. Раççейĕн çуллахи-хĕллехи вăхăт çине куçас йĕркене пăрахăçлассине пуçаракана та ӳпкелекен пайтах.
Чăваш Ене виççĕмĕш сехет пиçиххине /Мускав вăхăчĕ OE1 сехет/ куçарассипе çыхăннă темăпа кăçалхи кăрлачра регион ертӳçи Патшалăх Канашĕн ертӳлĕхĕпе, парламентри фракцисен представителĕсемпе тĕл пулсан та пуçарнăччĕ. Депутатсем тӳррĕн каларĕç: ял çыннисем çак ыйтăва час-часах çĕклеççĕ, хайхи пĕр сехет вĕсене уй-хирти ĕç вăхăтне тăсма май парать.
«Тӳрĕ линире» ыйту черетлĕ хут янăрарĕ. Олег Алексеевич хĕллехи-çуллахи вăхăта тавăрни вырăнсăррине татăклăн палăртрĕ, Чăваш Енрен, урăхла каласан, Мускав вăхăтĕнчен пĕр сехет маларах пыракан Чĕмпĕр облаçĕн тĕслĕхне вара, ун шучĕпе, тишкерме пулать. Кирек мĕнле пулсан та халăх йышăнăвĕ пулмалла — влаç ку енĕпе ирĕксĕрлени вырăнсăр. Çавăнпах республикăн Патшалăх Канашĕ парламент итлевĕ ирттерме хатĕрленет. Республикăра пурăнакансем вăхăта пĕр сехет малалла куçарассишĕн пулсан шăпах Патшалăх Канашĕн Патшалăх Думине федераци саккунне улшăну кĕртмелли пуçарупа тухмалла, унтан çак йышăнăва Федераци Канашĕн çирĕплетмелле — алгоритм çавнашкал.
Пурне те юраймăн
Влаç асăрханулăхне, хăйĕн çине яваплăх илме васкаманнине, ăнланмалла. Кирек мĕнле йышăну тусан та майлисем те, хирĕççисем те пулĕç. Пĕр енчен, хальхи вăхăт астрономи вăхăчĕпе шайлашуллă теççĕ: кăнтăрлапа çур çĕр 12 сехетре килеççĕ. Ку сывлăхшăн лайăх имĕш. Чăн та, çак позици кунпа çĕр варрисем тĕрлĕ регионта тĕрлĕ вăхăтра пулнине шута илмест. Хăш-пĕр çĕрте хĕвел 12 сехетчен маларах чи çӳллĕ вырăнта пулать, хăшĕ-пĕринче — 12 иртсен тин. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Вертолет курма… Янкăлча çÿреççĕ
Пĕчĕк шкул Раççей шайĕнче мĕнле майпа палăрма пултарнă?
«Пĕчĕк мăйăрăн тĕшши тутлă», — тенешкел ку çурт ачасене те, аслисене те илĕртет. Вĕренӳ çулĕ тăршшĕпех унта хăна нумай. Сăмахăм Канаш районĕнчи Янкăлчри 11 çул вĕренмелли шкул çинчен. Унăн ĕçĕ-хĕлĕпе пире пĕлӳ çурчĕн директорĕ Светлана Васильева паллаштарчĕ.
Чăх кулмалли проект
«2000 çулсенче шкулсенче тĕрлĕ юхăм вăй илме тытăнчĕ. Пĕрисем — лицей, теприсем гимнази пулса тăчĕç. Виççĕмĕшĕсем уйрăм предметсене тĕплĕн вĕрентес енĕпе ĕçлеме пикенчĕç. Пирĕн мĕн тумалла? Шкула ун чухне ОБЖ вĕрентекенĕ Николай Егоров ертсе пыратчĕ. Вăл тăрăшнипех пирĕн шкултан вĕренсе тухакансен йышĕнче çулленех çар вузĕсене кĕрекенсем пулатчĕç. Тăван шкула манмастчĕç вĕсем, тĕлпулусене килсех çӳретчĕç. Çав йышра 20 ытла офицерччĕ. Шалти ĕçсен пайĕнче ĕçлекен те чылайччĕ. Питĕ нумай-çке çакă ялти пĕчĕк шкулшăн. Çавăнпах çар воспитанийĕ парас енĕпе тата ытларах ĕçлеме шухăшларăмăр. Эпĕ ун чухне директорăн вĕрентӳпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕнче тăрăшаттăм. Ди-ректорпа иксĕмĕр лартăмăр та проект хатĕрлерĕмĕр. Проектăн пĕрремĕш вариантĕнчен чăх та кулса вилетчĕ пулĕ. Хайхискерсем пӳлĕм тăвасси пирки калаçрăмăр, Калашников автоматне, винтовкăсем туянма палăртрăмăр. Тем те пĕр шухăшласа хутăмăр. Анчах мĕнле укçапа илетпĕр-ха вĕсене? Чăн та, выпускнисем пулăшнипе вунă винтовка, виçĕ автомат туянтăмăр. Ачасене «Зарница» тата «Орленок» вăйăсене хатĕрлеме пуçларăмăр. Пĕрремĕш çулхинех республикăра пĕрремĕш вырăн йышăнтăмăр, тепĕр çулхине иккĕмĕш пултăмăр. Пирĕн шкултан вĕренсе тухнă Николай Гаврилова 2005 çулта Раççей Геройĕн ятне пачĕç. Ун хыççăн пирĕн пата офицерсем тăтăш килсе çӳреме тытăнчĕç», — иртнине аса илсе каласа кăтартрĕ Светлана Станиславовна.
Çапла майпа Янкăлчсен ĕçĕ малаллах кайнă. 2006 çулта, шкулăн 130 çулхи юбилейне паллă тунă чухне, Николай Федорович пĕлӳ çурчĕн картишне вертолет илсе килсе лартнă. Кĕçех шкулта çарпа çĕнтерӳ клубĕ йĕркеленнĕ. «Çĕнтерӳ» ят панă ăна. Республикăра кадет юхăмĕ 2006 çулта вăй илнĕ. Асăннă шкулта 2007 çулта кадет класне уçнă. Вăл республикăра кашни çул малти вырăнсене йышăнать. Янкăлчсем халĕ яланах пĕрремĕш пулма хăнăхса та çитнĕ ĕнтĕ. <...>
Роза ВЛАСОВА.
♦ ♦ ♦
Кăмака ăсти Геракла аса илтерет
Мунча валли пахалăхлă кăмака тăвас тĕллевпе Çĕнĕ Шупашкарти «Печкин» мастерской пуçлăхĕ Андрей Матвеев хăйне евĕрлĕ лаборатори уçнă. Урăхла каласан, сварщиксем ĕç вырăнĕнчех мунча хăпартнă. Опыт вĕçленсен тин сӳтнĕ ăна.
Пĕр çĕклем вутă çителĕклĕ
«2007 çулта, хĕсметрен таврăнсан, килти мунча кăмакине улăштарма вăхăт çитнĕччĕ. Ăна хамах ăсталама шухăш тытрăм. Атте шăратса çыпăçтармалли ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене кăтартрĕ. Çĕнĕ япала усă курма юрăхлă пулса тухрĕ», — аса илчĕ Шупашкар районĕнчи Шăнкас каччи.
Çакăн хыççăн вăл çăмăл машина туянмалăх укçа ĕçлесе илес тĕллевпе Çĕпĕре тухса кайнă. Унта электрикре, сварщикре вăй хунă. Андрей Матвеев вахта мелĕпе ĕçленине палăртса хăвармалла. 5 çулта миçе çухрăм хыçа хăварнă-ши вăл? Çакна, ахăртнех, никам та шутламан. Çапах çамрăк ĕмĕтне пурнăçланă — хăйне ятăн транспорт туяннă. Хăй калашле, пуймалăхах укçа ĕçлесе илеймен.
Пултаруллă та пуçаруллă çамрăк çын тимĕр шăратса çыпăçтарас ĕçре ăсталăх пухсан хăйĕн бизнесне йĕркелеме шухăш тытнă. Пĕрремĕш çул уйрăмах йывăр килнĕ. Малтанах ăна кăмака проектне çирĕплетесси шухăшлаттарнă. Пĕр, икĕ çаврăмлине ăсталаса пăхнă. Хăшĕ мунчана пĕр сехетре ăшăтма пултарать? Çав вăхăтрах вутă та перекетлентĕр. Мунчапа пĕрлех шыв вĕрилентĕр. Кăмакаçă çакна йăлтах шута илнĕ. Çавăнпах çиччĕ виçсе пĕрре касиччен тĕпчев ирттерме те тивнĕ. Шăпах мастерской таврашĕнчи мунча мĕн пур ыйтăвăн хуравне тупма пулăшнă. «Эпир ăсталанă кăмакапа усă курсан мунча çуллахи вăхăтра 40 минутрах вĕриленет. Пĕр çĕклем вутă çителĕклĕ», — палăртрĕ Андрей Матвеев. Кăмака туяниччен, паллах, мунча тăршшĕне, сарлакăшне, çӳллĕшне шута илмелле. Мастерской хуçи хăех чи юрăхлине суйлама пулăшĕ.
Шыв бакĕсене те çакăнтах ăсталаççĕ. Мунча хутаканшăн, паллах, вăл та пĕлтерĕшлĕ. «Пĕр арçын 100 литрлă бак саккас пачĕ. «Шыв вĕриленсе çитеймест. Кăмакине кура пĕчĕкреххи кирлĕ», — сĕнтĕм ăна. Çук, итлемерĕ. Вăл çине тăнипе 100 литр шыв кĕрекен бак тума тиврĕ. Кайран хăех ӳкĕнчĕ. Мунча кĕме вăхăт çитсен те пысăк бакри шыв вĕриленеймест иккен», — мунча хуçине мĕн пур саманта шута илмеллине ав мĕнле тĕслĕхпе ăнлантарчĕ Андрей Станиславович. Паллах, шайлашулăха шута илмелле. Кăмăла кура магнитпа çыпăçакан бак туянма май пур. Вăл йӳнĕрех те. Çав вăхăтрах магнитсăррипе, хаклăраххипе, ытларах вăхăт усă курма пулать. Халĕ «Печкин» мастерскойра виççĕн ĕçлеççĕ. Вĕсем куллен виçшер кăмака тăваççĕ. Ака-раштав уйăхĕсенче ĕçлекенсен йышĕ 10 çынна çитет. Специалистсем уйăхра вăтамран 80-шар пин тенкĕ шалу илеççĕ.
«Мунча кăмакине курттăммăн туянакансем пур. Сăмахран, продукцие Самар облаçне леçетпĕр. Унта пурăнакансемпе социаллă сеть урлă паллашрăмăр. Республика тулашĕнче тĕпленнисене Чăваш Енре туса кăларнă мунча кăмаки килĕшрĕ. Çавăнпах саккас паракансен йышĕ пысăкланса пырать», — палăртрĕ мастерской хуçи.
Республикăн тĕрлĕ районĕнче пурăнакансем те «Печкин» мастерскойăн мунча кăмакине суйлаççĕ. Çакă туянакан пахалăха мала хунине çирĕплетет. «Нумаях пулмасть пенсионерсем валли акци йĕркелерĕмĕр: мунча кăмакине 3 пин тенкĕ йӳнĕрех сутрăмăр. Çак вăхăтра саккас нумай йышăнтăмăр. Тивĕçлĕ канурисене ырă тума май килни савăнтарчĕ. Тавар туянакансем укçа перекетлеме май пулнишĕн хавхаланчĕç», — çĕнĕлĕхсем тавра сăмах пуçарчĕ Андрей Матвеев. Сăмах май, кун йышши акцисем малашне те пулĕç. Çакна «Печкин» мастерской хуçи çирĕплетсех каларĕ. <...>
Марина ТУМАЛАНОВА.
♦ ♦ ♦
Кĕреçине лайăхрах пытарма юлсан…
Окоп чавнă 26 çулти хĕр шăнса вилнĕ Тăвай районĕнчи Çĕнĕ Пуянкассинче пурăнакан Матрена Степанова Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă чухне 12-ре пулнă. Йывăр çав вăхăта паянхи кун та лайăх астăвать вăл. 1941 çулта хăйсем патĕнче хваттерте тăватă çын, окоп чавма килнĕскерсем, пурăннине аса илет. Тарăн варсем ăçтарах вырнаçнине ял çыннисене çеç мар, асăннă темăпа кăсăкланса ытти çĕртен пынисене те кăтартать.
«Красноармейски районĕнчен килнĕ тăватă çын пурăнчĕ пирĕн патра: Марье, Праски, Варук, Никанур. Вĕсенчен пĕри те 30 çула çитменччĕ. Никанура хăлхи япăх илтнĕрен вăрçа илменччĕ. Пирĕн пӳрт пĕчĕкчĕ, хамăра выртма та вырăн çукчĕ. Эпĕ вĕсем кайиччен кăмака çинче çеç выртса тăтăм. Хĕрĕсем — пĕр сак çине хăма хурса, Никанур теприн çинче çывăратчĕç. Эпĕ ун чухне 5-мĕш класра вĕренеттĕм. Манăн пиччепе инке /эпĕ вĕсемпе пурăннă/ Тенеяль патĕнче окоп чавнă, унтах çĕр выртнă. Красноармейски районĕнчи çынсем Элпуç ялĕ патĕнчен пуçласа /унта сăртлă/ пирĕн ял патнелле чавса килнĕ, Тăвай чикки патне çитичченех. Çав çынсем пирĕн патра пĕр-икĕ уйăх пурăнчĕç. Праски каялла каяймарĕ, вилчĕ. 26 çулта кăначчĕ. Вăл окоп чавнă хыççăн кĕреçине лайăхрах пытарас тесе ыттисенчен тăрса юлнă. Вĕсене хăваласа çитеймен. Çĕрĕпе кĕтрĕмĕр ăна, вăл çаплипех килмерĕ. Пĕрле окоп чавнисем ирхине Праски çухалнă тесе штаба кайса пĕлтернĕ. Штабĕ ял канашĕн çуртĕнче вырнаçнăччĕ. Çухалнă хĕре шырама ушкăн йĕркеленĕ. Кĕлеткине Элпуç енчи хиртен тупса килчĕç. Ун чухне шăпах юр çунă, хĕрĕн куçĕ начартарах курнă пулас, çавăнпа вăл ял патнелле мар, вăрман еннелле утнă. Аташса кайнă та шăнса вилнĕ. Ăна тупнă тенине шкулта илтрĕм те киле чупса кайрăм. Кĕлетки хытнă, лав çинче выртать. Ăна мунча хутса ăшăтрĕç, тупăк туса пирĕн ял масарнех пытарчĕç. Ун хыççăн икĕ эрнерен икĕ хĕрарăмĕ килне кайрĕ. Никанур тата тепĕр эрне ĕçлерĕ. Вăл хӳтĕлев чиккисене тунă çĕре вăрман турттаратчĕ», — аса илчĕ Матрена Васильевна. <...>
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...
Комментари хушас