Хыпар 22-23 (28050-28051) № 03.03.2023

3 Пуш, 2023

Учителĕн тăхтава чĕнекен шăнкăрава кĕтмелле мар,

вăл халь-халь янăраса каясран хăрамалла

«Турă пире йывăрлăх ярса тĕрĕслет», — теççĕ. Район шайĕнче иртнĕ «Çулталăк вĕрентекенĕ» конкурса хутшăннăччĕ. Эпĕ сцена çине тухсан залра малти ретре ларакан çын: «Хăйĕн ачи чирлĕ, тата конкурссем тăрăх çӳрет», — тенине витĕрех илтрĕм. Чĕре çурăлсах каясран хăрарăм çавăн чухне. Киле çитсен йĕтĕм-йĕтĕм те — хама алла илтĕм. Усал ĕç турăм-им эпĕ? Кун пек мĕскĕнленсе ларасси пулмасть терĕм, республика шайĕнчи «Акăлчан чĕлхи вĕрентекен чи лайăх учитель» конкурса хутшăнма шухăшларăм. Пĕрремĕш çулхине хутшăнни çакă мĕн иккенне ăнланма май пачĕ. Иккĕмĕш çулхине лауреат пулса тăтăм, виççĕмĕшĕнче тĕллеве пурнăçларăм — çĕнтерсех таврăнтăм», — çитĕнĕвĕсен пуçламăш утăмĕсемпе паллаштарчĕ Вăрмар округĕнчи Мăнçырма шкулĕнче акăлчан чĕлхи вĕрентекен Светлана Николаева.

Хĕрлĕ кăшманран тунă кофе — Çăмăл мар предмета суйлама мĕн хистерĕ? — Учитель пулма шкула кайсанах ĕмĕтленме пуçларăм. Ку веçех вĕрентекенсене юратнине пула çуралнă. Пĕррехинче чăваш чĕлхи учителĕ пулма тĕллев тытни çинчен сочинени çырнăччĕ. Атте-анне чĕлхи çепĕçлĕхĕпе тыткăнлатчĕ. 5-мĕш класра нимĕç чĕлхи вĕрентме тытăнчĕç. Ку тата çунатлантарчĕ. Ют çĕршыв чĕлхине питĕ пĕлес килетчĕ. Учитель интонаципе вулама хăнăхтаратчĕ, кассетăна çыртарнисене итлеттеретчĕ. Чăнах та, юратрăм — ют чĕлхесен вĕрентекенĕ пулатăп тесех шухăшларăм. Анчах çулталăкран учитель шкултан кайрĕ. Çавăн хыççăн йĕркеллĕ вĕренесси пулмарĕ. Предметник ялан улшăнчĕ: е декрета каяççĕ, е чирлеççĕ. Нимĕç чĕлхи вырăнне урăххисене вĕренме тиврĕ. 10-мĕш класра тин, аттестат валли паллă кирлĕ тесе, ятарласа вĕрентрĕç. Манăн ĕмĕт тепĕр хут хыпса илчĕ: «Пурпĕрех ют чĕлхесен учительне вĕренме кайăп!» Шкул директорĕ ултă направлени илсе килсе пачĕ, иккĕн пединститута вĕренме кĕтĕмĕр. — Шкулта нимĕç чĕлхи вĕренсе аслă шкулта акăлчан чĕлхине ăса хыврăр-и? — Унта акăлчанпа нимĕç е французпа нимĕç чĕлхисене суйламаллаччĕ. Эпĕ пĕрремĕшне вĕренме кăмăл турăм. — Апла эсир нимĕç чĕлхине те вĕрентме пултаратăр? — Вĕрентме ирĕк пур, анчах юлашки вăхăтра ачасем акăлчан чĕлхине ытларах суйлаççĕ. Пĕррехинче пирĕн тăрăха Германирен килнĕ хăна валли тăлмачă та пулма тӳр килнĕччĕ. — Ют чĕлхе мĕнпе илĕртет? — Ют чĕлхене пĕлни хамăрăн чĕлхене ытларах хисеплеме, юратма май парать. Нумай сăмах ют чĕлхерен кĕнĕ. Эпир çамрăк чухне ют çĕршыв юррисем модăна кĕрсе пыратчĕç. Вĕсене ăнланса, киленсе итлеттĕмĕр. Хăшнепĕрне килĕштерменни те пулнă. Сăмахĕсене ăнланни юрра сивлеме май паратчĕ. Мĕншĕн тесен пирĕн çĕршыва хирĕçлекеннисем те пурччĕ. Çав вăхăтра кофе сутма тытăннăччĕ. Асрах-ха: чăн-чăн кофе тесе тыттарса яраççĕ, анчах савăчĕ çине ăна хĕрлĕ кăшманран тунă тесе çырнăччĕ. Чĕлхе пĕлни епле аван. Çаплах тумтир этикеткинче палăртнине ăнланаттăм. Ют çĕршывра пулса курма та ĕмĕтленнĕ. Англиех çитсе кураймарăм, анчах Германире, Австрире пулса куртăм. Студент чухне кайма май пулмарĕ. Çемьере виçĕ ача ӳсрĕмĕр. Укçа-тенкĕрен лару-тăру йывăртарахчĕ. Тĕнче курас кăмăл халĕ те питĕ пысăк. <...>

Елена ЛУКИНА.

♦   ♦   


Ура çинче тăрса çиес йăла халĕ те юлнă

Упăшки пурнăçран уйрăлнă чухне Людмила Анатольевна 36-ра пулнă. Унăн сакăр тĕпренчĕкне пĕччен ура çине тăратма тивнĕ.

Тумхахлă юрату Кĕçĕнни — 4 уйăхра, асли — 15 çулта… Мĕнле пурăнмалла? Çак ыйту, ахăртнех, çывăрма выртсан та, ирхине тăрсан та амăшĕн пуçĕнчен тухман. Хĕрарăм вăйлă, пĕтĕмпех чăтать. Çапла пулнă та. Людмилăпа Николай пĕр ялта, Вăрмар районĕнчи Мăн Çырмара, тĕрлĕ урамра çуралса ӳснĕ. Пĕр шкула çӳренĕ, пĕр клубра савăннă. Салтака кайиччен икĕ эрне юлсан вĕсем хĕрпе каччă пек çӳреме пуçланă. Людмила ун чухне 9-мĕш класра вĕреннĕ. Йĕкĕте çартан кĕтсе илмешкĕн шантарса çырусем çӳретнĕ. Анчах юрату тумхахсăр пулмасть. Кольăн малтанхи савнийĕн аппăшĕ почтальона ĕçлеме кĕнĕ те — салтакăн çырăвĕсене Людăна паман. Вара урăхла меслет шухăшласа кăларнă: Коля конверт çине тăванĕн адресне çырнă. Çырусене хĕр ун урлă илсе тăнă. Анчах почтальонка çакна та сиснĕ... Николай салтакран таврăннă чухне Людмила Канашри педучилищĕре 1-мĕш курсра вĕреннĕ. Вĕсем тӳрех пĕрлешмен, тепĕр икĕ çултан çеç. Иккĕмĕш курсра чухне Людăна студотрядпа Молдавие илсе кайнă. Хальхинче ăна савнийĕ çырупа ялти хыпарсене пĕлтерсе тăнă. Хăйĕн юлташĕ авланнă, унăн хĕр тусĕ качча кайнă-мĕн. Вĕсен те кĕçех пĕрлешме вăхăт çитнине çапла систернĕ. «Эпир пĕрле вĕреннĕ, пурăннă хĕрсемпе пĕрмай юмахлаттăмăр: «Пирĕнтен кам чи малтан качча каять-ши?» Пĕрремĕшне шифоньер илсе пама шантартăмăр. Вăл ун чухне хаклăччĕ, 136 тенкĕ тăратчĕ. «Эпĕ каятăп!» — терĕм. Чăнах, çапла пулчĕ. Эпир ушкăнра 32-ĕн вĕрентĕмĕр. Питĕ туслă пурăнтăмăр. Халĕ те кашни пилĕк çулта тĕл пулатпăр, 20 ытла çын пуçтарăнать. Вĕренсе пĕтернĕренпе кăçал 40 çул çитет. Ватăлса пыратпăр та — 5 çул иртессе кĕтес темерĕмĕр, пĕлтĕр те пухăнтăмăр. «Вотсапра» та ушкăн йĕркелерĕмĕр, пĕр-пĕрин çинчен пĕлтерсе тăратпăр», — каласа кăтартрĕ Людмила Павлова. Молдавирен килсен авăн уйăхĕнче ăна Коля хăйĕн ашшĕ-амăшĕпе паллаштарма илсе кĕнĕ. Туйне чӳк уйăхĕнче тунă. «Ĕлĕк туйсем питĕ вăйлă иртетчĕç. Пирĕн те туй-çуй ĕçки вăраха тăсăлчĕ. Аннесен енчен кăна 19 киле кĕртрĕç. Пĕр эрне — пирĕн енчисем, тепĕр эрне упăшка енчи тăванĕсем патне кайса çӳренĕ. Чăвашла тумланса, хушпу тăхăнсах кайнă. Эпĕ 3-мĕш курс студенткиччĕ, тата икĕ çул вĕренмеллеччĕ. Упăшка патне канмалли кунсенче килеттĕм. Эпĕ хĕрсемпе Канашра хваттер тара илсе пурăнаттăм. Общежити пурне те лекмен ун чухне», — аса илчĕ нумай ачаллă амăшĕ. <...>

Алина ИЛЬИНА.

♦   ♦   ♦


Хунавран çитĕнтернĕ çĕр улми

«Слава картофелю» агрофирмăра паха вăрлăх «пурнăçĕ» хиртен мар, пробиркăра çитĕнтернинчен пуçланать. Кунта чир-чĕртен, вирусран сыватнă çĕр улми вăрлăхĕ хатĕрлеççĕ. Республикăра регионсен хушшинчи «Çĕр улми – 2023» курав уçăлнă май хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕпе «Хыпар» вулаканĕсене паллаштарасшăн.

Чир-чĕртен сыватнă вăрлăх «Слава картофелю» агрофирма çĕр улми вăрлăхне туса илес енĕпе регионта малтисенчен пĕри. Предприяти ĕçĕ-хĕлне 22 çул каялла 35 гектар çĕр çинче пуçарнă. Çултан- çул вăл аталаннă, пысăкланнă. Хуçалăхра çĕр улми, пахча çимĕç, тырă çитĕнтернĕ. Кĕске хушăра ĕçченсем «Чăваш Республикинче çĕр улми туса илес енĕпе чи лайăх компани» ята тивĕçнĕ. Хальхи вăхăтра усă куракан çĕр 6 пин гектартан иртнĕ, çав шутра çĕр улми — 690, пахча çимĕç 53 гектар лартаççĕ. 2008 çултанпа агрофирмăн «Комсомольские овощи», «Слава картофелю — Яльчики», «Слава картофелю — Канаш» уйрăмĕсем хушăннă. Вĕсенче çĕр улми туса илме çĕнĕ йышши комплекс, техника, оборудовани, управ çителĕклех. Управсене 29 пин тонна чĕр тавар вырнаçать. Çакă саккас паракансене хĕлĕпех паха продукципе тивĕçтерме май парать. Унччен агрофирмăра элита илсе 1-2-мĕш репродукциллĕ вăрлăх хатĕрленĕ. Вăхăт иртнĕ май туянакансем «Невский», «Удача», «Жуковский» сортсемпе кăна çырлахман, çĕннисене ыйтнă. Чикĕ леш енчен пахине кӳрсе килесси хакланнă. Ĕçченсем вырăнта лаборатори уçма, ют çĕршывра патент илмен тата Раççей селекцийĕн ăнăçлă сорчĕсене микроклонласа хунаттарма йышăннă. 2017 çулта агрофирмăра лаборатори уçăлнă, 2020 çулта теплица хута янă. Çĕр улми хунавне туянса лартса пăхнă. Сăнав ăнăçлă иртни çĕнĕ производство уçма хавхалантарнă. «Мускав облаçĕнчи А.Г.Лорх ячĕллĕ федераци тĕпчев центрĕнчен тĕрлĕ сорт хунавĕсене туянаççĕ, термосавăтра агрофирмăн лабораторине çитереççĕ. Вырăнта ӳсен-тăрана 4-5 пая касаççĕ. Кашнине тутлăхлă шĕвек тултарнă пробиркăна вырнаçтараççĕ. Калча çитĕннĕ май каллех пайлаççĕ, хыççăн татах. Çапла майпа пĕринчен 250 хунав илме пулать. Çулталăкра лабораторире ӳсен-тăрана микроклонласа 100 пин хунав çитĕнтерме май пур. Тымар янисене торф тултарнă савăтсене куçараççĕ, теплицăна вырнаçтараççĕ. Çу каçа специалистсем çĕр улмине им-çамлаççĕ, шăвараççĕ. Теплицăри сывлăш температурине, хĕвел çутине, нӳрĕклĕхе автомат йĕркелет. Виçĕ уйăхран ӳсен-тăранран вăрлăх çитĕнет. Ăна кăларса ятарлă управа хываççĕ. Чир-чĕртен, вирусран тасатнăскере çуркунне сăнав лаптăкне лартаççĕ, малалла сараççĕ. Ку пĕрремĕш ăру шутланать. Хыççăн супер-суперэлита, суперэлита, элита, 1-мĕш тата 2-мĕш репродукциллĕ вăрлăхсем туса хатĕрлеççĕ. Çулсерен сăнав лаптăкĕсенче çĕр улмин 30 сорчĕ çитĕнет. Вĕсен тухăçлăхне, чир-чĕре чăтăмлине, тавар пахалăхне тĕрĕслеççĕ. Чи лайăххисене, темиçе сезонра тухăçĕпе, пахалăхĕпе савăнтарнисене производствăна кĕртеççĕ», — ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ «Слава картофелю» агрофирмăн генеральнăй директорĕн маркетинг енĕпе ĕçлекен çумĕ Алексей Щепетов. Агрофирма Раççейре селекци, вăрлăх туса илессине аталантарас енĕпе ăслăлăхпа практика программине хутшăнать. Лабораторире «Ривьера», «Ред Скарлет», «Гулливер», «Метеор», «Самбо», «Краса Мещеры», «Пламя» сортсене хунаттараççĕ. Лицензи килĕшĕвĕпе «Гала», «Коломбо» элита туянса репродукциллĕ вăрлăх хатĕрлеççĕ. «Паха вăрлăх çитĕнтерме çĕр ĕçĕн технологине, пусă çаврăнăшне çирĕп пăхăнмалла. Лартнă чухне тăпра 8 градусран сивĕ пулмалла мар. Ăна минерал удобренийĕпе апатлантармалла, чир-чĕртен, сăтăрçăсенчен сыхлама им-çам сапмалла. Ӳсен-тăран çитĕннĕ май анана вăйсăр, чирлĕ тĕмсенчен тасатмалла. Типĕ çанталăкра шăварни тухăçлăха палăрмаллах ӳстерет. Вăрлăхлăх çитĕнсен авринчен тасатнă хыççăн икĕ эрнерен кăларма юрать. Управри сывлăш температури 3 градус ăшăран иртмелле мар. Çитĕнӳ ĕçченсенчен, яваплăха туйса вăй хунинчен килет. Агрофирмăри специалистсенчен нумайăшĕ А.Г.Лорх ячĕллĕ федераци тĕпчев центрĕнче вĕренсе опыта ӳстернĕ. Эпир отрасльпе кăсăкланакансене, тăрăшуллисене йышăнма тăрăшатпăр. Чун туртман ĕçре аслă пĕлӳ илни те çитĕнӳ тума пулăшаймĕ», — палăртрĕ Алексей Юрьевич. <...>

Лариса НИКИТИНА.

♦   ♦   ♦


Кашни экспонат халăхăн культурипе, йăли-йĕркипе çыхăннă

«Кашни халăхăн культурине, йăли-йĕркине хисеплемелле. Вăл туслăха çирĕплетет. Раççейре тĕрлĕ наци çынни пурăнать. Çавăнпа вĕсен культурине хисеплесен çеç пĕр-пĕрне ăнланма, çĕр çинче тăнăçлăха сыхласа хăварма пулать. Тăван халăхăн историне вĕренмен, йăлийĕркине хисеплемен этем чухăн чунлă. Хамăрăн чăваш чĕлхине, культурине, халăхăн ăруран ăрăва куçса пыракан йăли-йĕркине пĕлни пире кирек ăçта та пуç усма памасть», — çапла ăнлантаратчĕ мана асатте Герман Ларшников хăй йĕркеленĕ музейри экспонатсем çинчен каласа кăтартнă чухне.

Ялсем тăрăх пуçтарнă Манăн асатте Шăмăршă районĕнче шкул директорĕнче ĕçленĕ, ачасене истори, географи, тăван ен культури вĕрентнĕ. Вĕсене кăсăклантарас, предмета юратма хăнăхтарас тĕллевпе тавра пĕлӳ кружокĕ те йĕркеленĕ. Шкул ачисене авалхи япаласем çинчен каласа кăтартнă. Интересленме пуçланă ачасем килĕсенчи кивĕ япаласене илсе килме тытăннă. Асатте вĕренекенĕсемшĕн савăннă май музей уçма шухăшланă. 1990 çулта Васан ялĕнче вăл музей уçнă. Экспонатсене пуçтарма ялта пурăнакансем те пулăшнă. Çынсем килĕнчи авалхи япаласене музее пырса панă. Манăн атте Владислав Ларшников шкулта вĕреннĕ чухне юлташĕсемпе пĕрле ял çывăхĕнчи çырмара мамонт шăлне тупнă та ăна ашшĕне кăтартнă. Асатте ачасене çав çырмана тепĕр хут илсе кайнă. Вĕсем пушă алăпа таврăнман: çак чĕр чунăн асав шăлне шыраса тупнă. Асатте музее пуянлатассишĕн ырми-канми ĕçленĕ. Ачасене лаша урапи çине лартса ялсем тăрăх авалхи япаласем пуçтарса çӳренĕ. Кун пирки мана атте те пĕрмай каласа кăтартать. Асатте пĕлтĕр пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайнăшăн питĕ хурланатăп. Эпĕ унран час-часах музейри экспонатсен историйĕ çинчен ыйтса пĕлеттĕм. Пĕр-пĕр япали мĕнпе çыхăннине тĕпчеттĕм. Вăл çĕре кĕрсен çак ĕç мĕн тери хаклă пулнине тата ытларах туйма пуçларăм. 1895 çулхи çăра Шупашкарта пурăннă май тăван Шăмăршă тăрăхне часчасах кайса çӳрейместпĕр. Анчах инçе çул та мана чăвашсен йăли-йĕрки çинчен пĕлес килнинчен сиреймерĕ. Аттепе аннерен авалхи пурнăç çинчен каласа кăтартма тăтăшах ыйтатăп. Тăван халăха юратнăран ача садне çӳренĕ вăхăтрах сцена çинче чăвашла сăвăсем калаттăм. Конкурссене хутшăнса пĕрре мар çĕнтертĕм. Анне ман валли чăваш кĕпи çĕлеттернĕччĕ. Пуринчен ытла сцена çине ăна тăхăнса тухас килетчĕ. Çак туйăм ӳснĕçемĕн ытларах вăй илчĕ. Атте асаттен ĕçне малалла тăсса дачăра ятарласа çемье музейĕ турĕ. Çакăншăн эпĕ питĕ савăнтăм. Эпир унта пĕр класра вĕренекен юлташăмпа Аньăпа пĕрмаях пулатпăр. Унта маншăн темĕн тĕрлĕ тĕлĕнтермĕш те пур. Тĕслĕхрен, чукун çул çинче светофор пулман чухне унта ĕçлекен çын пуйăс килес умĕн хунарпа тухнă. Хунара тĕрлĕ тĕслĕ кантăк чиксе улăштарнă. Донбасри шахтерсен хунарĕ те вырăн тупнă музейре. Унсăр пуçне пӳртре çунтармаллисем, урама илсе тухмаллисем… 1895 çулхи çăрана аттене Муркаш округĕнче пурăнакан юлташĕ панă. Унпа халĕ те питĕрме пулать. Мăн асаннесемпе кукамайсем çăм арланă йывăç станок уйрăмах кăсăклă: çăмне ăçта хумалла, çиппи мĕнле майпа пулса пырать? Атте ăна музее илсе кайиччен аннене çăм арласа кăтартма ыйтса тарăхтарсах çитертĕм пулĕ. Чăнах та, ĕçлесе пăхрăмăр. Музейри чылай япалана манăн мăн асаттепе мăн асаннен килĕнчен илсе килнĕ. Вучахра хуран çакса апат пĕçерни çинчен кукамай та каласа кăтартнăччĕ. Хуранти апат вĕреме кĕрсен çулăма тăрук мĕнле чакармалла? Ĕлĕкхи çынсем хуран çакмалли тимĕре ятарласа темиçе картлă тунă: пĕчĕклетме-пысăклатма май пулнă. Çавă та пур музейре. Кĕтӳçĕн курăсран тунă сумки, кăварпа чей вĕретмелли сăмаварсем, вĕсенчен пĕри 1904 çулхиех, 1900 çулхи фотоаппарат, кăвар çинче хĕртсе е ăшне кăвар тултарса тумтире якатмалли утюгсем. Ĕлĕкхи сăмаварта хыр йĕкелĕ çунтарса чей вĕретнине атте каласа кăтартрĕ. Куккуклă сехете хальччен курманччĕ эпĕ. Сехет ăшĕнче чăнах та кайăк пур. Аннепе унăн аппăшне пĕчĕк чухне кукамай диафильм курмалли фильмоскоп туянса панă. Вăл, иртнĕ ĕмĕртискер, халĕ музейре упранать. Салтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусем, патефонсем пур. Манăн аттепе анне пионер пулнă. Çав вăхăтри шкул тумĕ, хĕрлĕ галстук, параппан, горн иртнĕ ĕмĕрти ачасем çинчен пĕлме пулăшаççĕ. <...>

Анастасия ЛАРШНИКОВА, Шупашкарти 37-мĕш шкул, 7-мĕш класс.

♦   ♦   ♦


Шăла пăхакансем сахалрах чирлеççĕ

Çăвартан ырă мар шăршă кĕменни, шăлсем, вĕсен тунисем хитре пулни çын сывлăхлине кăтартаççĕ. Организм хăйне епле туясси çăвар гигиенине тĕрĕс-тĕкел пăхăннинчен те килет. Шăла мĕнле пăхмалли, упрамалли пирки Шупашкар хулин стоматологийĕн пай пуçлăхĕпе, ЧР тава тивĕçлĕ тухтăрĕпе Елена ФЕДОТОВĂПА калаçрăмăр.

— Елена Ильинична, калаçăва кариес мĕнле чир пулнине ăнлантарнинчен пуçлар-ха.

— Кариес /шăл хăрни/ — чи анлă сарăлнă чирсенчен пĕри. Тĕнчери тĕрлĕ халăхăн 98% çак амак пур. Чылай чухне çынсем хăйсемех тĕкĕртен пăхса шăл тĕксĕмленсе хăвăлланнине асăрхама пултараççĕ. Пĕрисем ыратнине туяççĕ, теприсем сисмеççĕ те, шăл ыратмасăрах арканса тĕпренме пуçлать. Мĕнрен пуçланать-ха кариес? Чи малтанах шăл çинче шуралса пыракан пăнчăсене курма пулать. Тĕрлĕ сăлтава пула çапла майпа шăлран минералсем тухаççĕ. Вăл çемçелет, çак вырăнта шăл хăвăлланать. Кариес шывра фтор çитменнипе, тĕрĕс апатланманнипе, чир ăруран куçнипе, урăх амаксен витĕмĕпе /ытларах эндокрин тытăмĕннисене пула/ аталанать. Шăла вăхăтра тата тĕрĕс тасатманни, час-часах пылак /канфет, шăккалат…/, шăл çумне çыпăçакан апат /печени, чипс…/ çини кариеса аталантараççĕ. Газлă пылак шыв та пысăк сиен кӳрет.

— Шăла вăхăтра тата тĕрĕс тасатни мĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ?

— Апат çинĕ хыççăн çăварта, шăл хушшинче унăн юлашкисем юлаççĕ. Вĕсене нумай вăхăт тăратсан, тӳрех чӳхемесен микробсем нумайланаççĕ, органика йӳçекĕн виçи ӳсет. Вĕсем шăлран минералсене, кальцие туртса илеççĕ. Çапла кариес аталанать те. Шăл хăвăлланма пуçлать. Пĕчĕк хура пăнчă та пысăкланма тытăнать. Вăхăтра сиплемесен хăвăл тарăнланать, тымарсем патне çитет. Чир пульпита, периодонтита куçма пултарать.

— Шăл мĕнле ыратнинчен тухтăр диагноз лартаять-и?

— Тӳрех диагноз лартма май пулмасан та çапах кирлĕ информацие пуçтарма пулăшать. Пылак çинĕ чухне шăл сурма тытăнсан ку кариес пуçланнине систерет. Каярахпа сивĕ е вĕри апата туйма пуçлать. Кариес тарăнлансан, нерв çулĕ патне çитсен, шăл çĕрле те канăç пама пăрахать. — Ку чиртен сыхланас тесен мĕн тумалла-ха? — Çулталăкра икĕ хутран кая мар тухтăр патне кайса шăла тĕрĕслеттермелле. Çакă малтанлăха куçа курăнман, тин çеç пуçланакан кариеса вăхăтра асăрхама тата сиплеме май парать. Шăла вăхăтра тата гигиенăна пăхăнса тĕрĕс тасатмалла. Усăллă çимĕç ăша ямалла. Рационта сĕт, тăпăрчă, сыр пулсан аван. Вĕсенче шăла кирлĕ кальци нумай. <...>

Алина ИЛЬИНА.

♦   ♦   ♦


Антонина ВАСИЛЬЕВА, агроном:

Чи малтан калча тымарне аталантармалла

Кирек мĕнле пахча çимĕçе тухăçлă ӳстересси те тар тăкмасăр пулмасть. Унсăр пуçне ĕçĕн йĕрки-шывне пĕлмелле. Тĕрлĕ вăрттăнлăха пĕлсе тăни те ĕçе самай ансатлатать, тухăçпа савăнтарать. Хусанти ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухнă, Раççей наукăсен академийĕн Н.В.Цицин ячĕллĕ Ботаника сачĕн Шупашкарти филиалĕнче 34 çул ĕçленĕ, халĕ Шупашкар округĕнчи пысăк питомникре вăй хуракан Антонина Васильева агроном «Хыпар» хаçат вулаканĕсене тĕрлĕ сĕнӳ-канашпа паллаштарма килĕшрĕ. Ĕç опычĕ пуян специалистăн каласа кăтартмалли пурах.

ХĂÇАН АКМАЛЛА? Пирĕн тăрăхра ир тата вăтам пулса çитекен сортсене лартсан лайăх. Мĕншĕн тесен кая юлса пулакан сортсем пирĕн республикăра çимĕçĕпе пур чухне те савăнтарма ĕлкĕреймеççĕ. Вĕсене лартма шухăшласан кун таврăннă хыççăн пĕр уйăхранах калча валли акмалла. Анчах ир акнин те тӳнтерле витĕмĕ пур. Кун тăршшĕ кĕскине пула калчана çутă çитмест. Çавăнпа ятарлă лампочка çутипе ӳстерме тивет. Ир акнă калча çӳллĕ ӳссе каясран тĕрлĕ препарат сапмалла. Тĕслĕхрен, «Атлет» е «Крепень» калчана çӳле кармашма памаççĕ, çав вăхăтрах тымарĕ, туни çирĕпленеççĕ. «Атлета» калчан чăн çулçисем тухсан сапмалла. Пылак пăрăçа нарăс уйăхĕнче акмалла, анчах ĕлкĕрейменнисен паянырантан кая юлмалла мар. Вăтам пулаканнисенчен пĕри — «Калифорнийское чудо». Вăл хĕрлĕ. Хамăр темиçе çул лартса тĕрĕсленĕ сорт ку. Саррисенчен «Бугай», «Янтарный куб F1» аван. Асăннă сортсем ир пулаканнисем шутланаççĕ, тухăçлă, хулăн, анчах пирĕн тăрăхра вăтам вăхăтра çитĕнеççĕ. Çĕннисене, пĕлмен сортсене, тӳрех нумай лартмалла мар, вĕсем тӳрре кăлармасан та пултараççĕ. Малтан темиçе тĕп çеç лартса тĕрĕслесе пăхмалла: сире килĕшет-и вăл? Пылак пăрăç, ытти пахча çимĕçпе танлаштарсан, черченрех. Ăна «Малышок», «Крепыш» препаратсемпе апатлантарсан лайăх. Тымарне аталантарма кали монофосфачĕпе усă курмалла. Биологи препарачĕсем те аван пулăшаççĕ: тĕслĕхрен, «Фитоспорин М».

ВĂРРА ЕПЛЕ ХАТĔРЛЕМЕЛЛЕ? Килте хатĕрленĕ вăрра пушшех те тĕплĕн тĕрĕслемелле. Туяннисем те питĕ типĕ пулаççĕ. Çавăнпа 2% аммиак шывĕнче 5-6 минут тытмалла. Вăл вăрлăхăн çиелти сийне кăшт çемçетет. Ун хыççăн пĕр литр шыва 40 грамм тăвар ярса ирĕлтермелле, вăрлăха унта ямалла. Çиеле хăпарнисене тӳрех илсе пăрахмалла, вĕсем пушă. Ятарласа тăварлă шывра тĕрĕслемелле, ахальлинче пур вăрă та хăпарма пултарать. Суйласа илнĕ вăрра сивĕ-ăшă аптăратасран çирĕплетмелле. 30 градус шыва ярса /термосра/ икĕ талăк тытмалла. Унтан 50 градус ăшă шывра тепĕр талăк лартмалла. Çакă пылак пăрăçшăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Вăрра кăларсан марльăпа çыхмалла та юр айне чавса чикмелле. Унăн виçĕ градусран сивĕ мар условире икĕ эрне выртмалла. Юр айне хумасăр холодильникре те пĕр эрне çирĕплетме юрать. Сивĕ вăррах чир-чĕртен им-çамламалла. Хальччен çак ĕçе марганцовкăран хатĕрленĕ шĕвекпе тунă пулсан, самана улшăннă май тĕпчевçĕсем марганцовка хыççăн вăррăн вăйĕ чакнине палăртаççĕ. Унпа усă курнă чухне 100 миллилитр шыва 1 миллиграмм марганцовка çеç яма юрать. 20 минут тытнă хыççăн вăрра питĕ лайăх çума тивет. Вăрра им-çамлама бор йӳçекĕ лайăх. Çур чей кашăкĕ йӳçеке пĕр стакан шывра ирĕлтермелле те вăрра унта икĕ-виçĕ сехет тытмалла. Наука ĕçченĕсем 3% водород перекиçĕпе те усă курма сĕнеççĕ. <...>

Елена ЛУКИНА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.