«Хыпар» 2-3 (27881-27882) № 14.01.2022
Çĕршывран кăларса ярсан та тăван халăхне юратма пăрахман
Чăваш Енре 2022 çул — Мухтавлă ентешсен çулталăкĕ. Республика пурнăçĕнче, чăмăртанăвĕпе аталанăвĕнче унăн çыннисен тӳпи вышкайсăр пысăк. Чăваш Ен тетпĕр тĕк куç умне уй-хирте, фабрикăпа заводра тар тăкса вăй хуракансен сăнарĕ тухса тăрать. Пичет ĕçĕнче те пулнă, пур унашкал çынсем. Раççей пичечĕн кунĕ хыççăн, Чăваш пичечĕн кунĕ умĕн пĕрремĕшсем çинчен шăпах аса илесшĕн. «Çерем уçма» яланах йывăр пулнă. Вĕсем хăйсене шанса, пысăк инкексене тӳссе, утăм хыççăн утăм туса, ăсталăха ӳстерсе çитес ăрурисем валли çул хывса хăварма пултарнă.
Ырă курса пурăнас тесен…
Чăваш пичечĕ тесенех куç умне «Хыпар» хаçат никĕслевçи, Атăлçи тăрăхĕнчи халăхсен историне, этнографине тĕпченĕ, ăслăлăх ĕçĕсем çырнă, вĕрентӳ хатĕрĕсене тăван чĕлхене куçарнă, халăх медицинипе, музыкипе кăсăкланнă Николай Никольский /1878-1961/ тухса тăрать. Вăл 1906 çулхи кăрлачăн 21-мĕшĕнче паян та чăвашсен тĕп хаçачĕн статусне тытса пыракан «Хыпар» хаçата кăларма пуçланă. Унăн пĕрремĕш номерĕ 1500 экземплярпа кун çути курнă. Тăван чĕлхепе тухнă кăларăм чăваш ялĕсене кăна мар, Мускавпа Питĕр университечĕсене, çаплах чикĕ урлă каçса Лондон, Париж, Рим, Будапешт, София, Константинополь, Филадельфи хулисенчи ăслăлăх çурчĕсене çитнĕ.
«Хыпара» пурнăç парнелекен çын çинчен мĕн пĕлетпĕр-ха? Николай Никольский — чăвашсен чи ăслă çыннисен йышĕнче тăракан ят. Вăл никĕсленĕ «Хыпар» хаçат та, тăван халăха çутта кăларнă Иван Яковлевăн алфавичĕ, Константин Ивановăн «Нарспи» поэми, Çеçпĕл Мишшин хĕрӳллĕ сăввисем, Николай Ашмаринăн словарĕсем пекех, чăваш культурин ылтăн фончĕ пулса тăнă.
Камсем хутшăннă-ха чăвашсен пĕрремĕш хаçатне кăларма? Тайăр Тимккин /1889-1916/ ячĕ вулакансене ытларах поэт-революционер пек паллă. Пичет ĕçченĕсемшĕн Тимофей Семенов сăвăç çеç мар, пĕрремĕш журналист та, полиграфист та. Унăн кун-çулĕ ыттисеннинчен уйрăларах тăрать. Тутар Республикинчи Пăва районне кĕрекен Шемекре çуралнă ача, пĕчĕк чухнех тăлăха юлнăскер, хура-шур курса ӳснĕ. Ялти шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Чĕмпĕр чăваш шкулне пырса çитнĕ. Унта вăл Константин Ивановпа çывăх паллашнă. 1905 çулхи революциллĕ демонстрацие хутшăннă, çавăншăнах ăна шкултан кăларса янă. Тимофей Семенов вара Хусана тухса кайнă, 1905 çулхи юпа уйăхĕнчен типографире наборщикра ĕçлеме пуçăннă, Николай Никольский патĕнче пурăннă. «Хыпар» хаçат редакцийĕ йĕркеленсен Тайăр Тимкки унпа çыхăну тытма пуçланă, хăйĕн пĕрремĕш «Савăнăç» сăввине те 1906 çулта «Хыпартах» пичетленĕ. Унăн ытти сăвви те çак хаçатрах кун çути курнă. Тайăр Тимкки çавăн пекех вулакансен çырăвĕсене те пичете хатĕрленĕ, корреспонденцисемпе статьясем çырнă. «Хыпарăн» историне тарăн тĕпченĕ журналист, писатель Константин Петров палăртнă тăрăх, чăвашсен пĕрремĕш хаçатĕнчи ĕçсене, тĕпрен илсен, икĕ çын — Николай Никольский тата Тайăр Тимкки — пурнăçласа пынă. 1907 çулхи çулла Тимккана революци ĕçне хутшăннăшăн тĕрмене хупнă, унта çулталăк пулнă хыççăн Якутск облаçне ссылкăна янă. Çĕпĕртен таврăнсан Тайăр Кавказа тухса кайнă, чукун çул çинче ĕçленĕ. Унта та, рабочисен хушшинче революцилле агитаци тунăшăн, ăна каллех тĕрмене хупнă. Тайăр Тимкки 1916 çулта куçне яланлăхах хупнă.
Тепĕр Хыпарçă — Михаил Акимов /1884-1914/. Михаил Федоровичăн та пурнăçĕ кĕске пулнă, унăн пурнăç шăпи те Тайăр Тимккиннипе пĕрешкел килсе тухнă: вăл та Пăва уесĕнче çуралнă, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче пĕлӳ илнĕ. Унтан та пĕрлех, пĕр вăхăтрах кăларса янă. Михаил Акимовăн «Кĕтӳ пухăвĕ» тĕрленчĕкĕ «Хыпарăн» 15-мĕш номерĕнче /1906/ пичетленнĕ. Ун хыççăнах «Шӳт туни» новелли, «Хальхи кунсем» статйи тухнă. Вĕсенче автор пуянсене питленĕ. «Тĕлĕнмелле» памфлечĕн витĕмĕ вара паянхи кун та чакман.
Акимовăн пултарулăхĕ тарăн та тĕрлĕ енлĕ пулнă, вăл «Хыпарта» заметкăсемпе статьясем çырнипе танах куçару ĕçĕпе те палăрма мехел çитернĕ. 1906 çулта унăн куçарăвĕсем уйрăм кĕнекен пичетленсе тухнă. Хаçатăн иккĕмĕш редакторĕ Сергей Кириллов аса илнĕ тăрăх, пĕлтерĕшлĕ материалсене — ум статьясене, манифестсене, саккунсене, хушусене, вырăнтан килнĕ хыпарсене — хăй хатĕрленĕ, Патшалăх Думин ларăвĕсене, депутатсен сăмахĕсене тата ыттине пĕтĕмпех — Акимов. 1907 çулта çамрăк журналист çурма вăрттăн ĕçлесе «Пурне те кирлĕ сăмахсем» брошюра кăларнă. 1907 çулхи çу уйăхĕн вĕçĕнче «Хыпар» тухма чарăнсан Михаил Акимов Чĕмпĕре куçса кайнă. <...>
Надежда СМИРНОВА.
♦ ♦ ♦
Ял ачисене уйрăммăн хавхалантарнă
«Тĕрĕслĕхпе йĕркелĕхшĕн тăрăшакан, çын нуши-тертне ăнланакан, пурне те пулăшма тăрăшакан çынччĕ вăл», — шăпах çапла аса илеççĕ республикăри прокуратура тытăмĕнче нумай çул ĕçленĕ Петр Богданов пирки пĕлĕшĕсемпе тăванĕсем. Юстицин аслă канашçи республикăн саккунлăхпа право йĕркин хуралĕнче 40 çул ытла ĕçленĕ.
Миçе пин çынна пулăшман-ши?
Петр Богданов 1927 çулта Елчĕк районĕнчи Кивĕ Арланкассинчи нумай ачаллă çемьере çуралнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан ашшĕне Василий Семеновича фронта илсе кайнă. Шел, арçын 1942 çулхи хура кĕркунне Сталинград çывăхĕнчи хаяр çапăçура пуç хунă. Унăн мăшăрĕ Агреппина Архиповна 6 ачине — 4 ывăлĕпе 2 хĕрне — пĕчченех пăхса ӳстернĕ. Вĕсене пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарнă, пĕр-пĕрне пулăшма, кӳршĕсемпе ял-йыша хисеплеме вĕрентнĕ. Ачисем Тăван çĕршывшăн юрăхлă çынсем пулччăр тесе тăрăшнă. Анлă тавра курăмлă хĕрарăм пулнă вăл, çавна май самана йывăррине пăхмасăрах ывăлĕсене Аркадие, Геннадие тата Петра çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн Патăрьелти учительсем хатĕрлекен училищĕне кайма хистенĕ. Ывăлĕсем те, хĕрĕсем Лидийăпа Ксения та амăшне кил-тĕрĕшре пулăшнă.
Петр Васильевич 1945 çулта Патăрьелти педучилищĕне пĕтерсен Хусанти юридици институтĕнче аслă пĕлӳ илнĕ. 1949 çулта Шăмăршă районĕн прокуратурин следователĕнче ĕçлеме пуçланă. Виçĕ çултан ăна — Первомайски, тата тепĕр виçĕ çултан Çĕрпӳ районĕсен прокурорĕ пулма шаннă. 1960 çулта Петр Богданов Чăваш АССРĕн прокурорĕн çумĕнче ĕçлеме пуçланă. Çав çулах вăл Хусан юридици институчĕн аспирантурине пĕтернĕ. 1963- 1968 çулсенче Шупашкар хулин прокурорĕнче тăрăшнă. Çакăн хыççăн вунă çул Чăваш АССРĕн Аслă сучĕн председателĕн çумĕ пулнă. 1978 çулта Петр Богданова республикăн юстици министрне уйăрса лартнă. Шăпах Петр Васильевич çине тăнипе Шупашкарти Байдуков урамĕнче Юстици çуртне хăпартнă, ăна 1984 çулта туса пĕтернĕ. 1986-1997 çулсенче республикăн Аслă сучĕн членĕ пулнă. Вăл республикăра саккунлăхпа право йĕркине тивĕçтерес, суд органĕсен пурлăх никĕсне çирĕплетес ĕçе пысăк тӳпе хывнă. Уншăн пĕрле вăй ху-ракансен ĕç тата пурнăç условийĕсене лайăхлатасси яланах малти вырăнта пулнă.
Кирек ăçта вăй хурсан та Петр Васильевич яланах хăйĕн ĕçне чунран парăннипе, хăйĕн тивĕçĕсене таса кăмăлпа пурнăçланипе, мĕн пуçланине яланах вĕçне çитернипе, ыттисене пулăшма тăрăшнипе палăрса тăнă. Петр Богданова ĕçтешĕсем хисепленĕ, вăл халăхра ырă ят-сум çĕнсе илнĕ. Ĕçри çитĕнӳсемшĕн ăна патшалăх наградисемпе те чысланă, вăл — юстицин аслă канашçи.
Çапла вара пĕчĕк чăваш ялĕнче Кивĕ Арланкассинче çитĕннĕ арçын яваплă должноçсенче çанă тавăрса ĕçленĕ. Пысăк вырăнсенче вăй хунă пулсан та мăн кăмăлланман. Хăйĕн пурнăçĕнче миçе пин çынна пулăшман-ши вăл? «Этем шăпипе çыхăннă ыйтусене татса пама нихăçан та çăмăл пулман. Кашнин кăмăлне тивĕçтерме, паллах, май çук, çапах Петр Васильевич пурне те тимлĕн итленĕ, вĕсен йывăрлăхĕсемпе кĕрешес ĕçре саккуна пăхăнни яланах пĕрремĕш вырăнта пулмаллине тĕпе хунă. Вăл çын нушине чĕрипе туятчĕ, пулăшма тăрăшатчĕ. Ун патне республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пулăшу ыйтма килетчĕç. Çынсем хăйсене Богданов хӳтĕлеме пултарнине пĕлсе пынă ĕнтĕ. Петр Васильевичăн иксĕлми вăй-хăвачĕ ăçтан тухать-ши тесе тĕлĕнеттĕмĕр. Чунĕ ырă, сăмахĕ витĕмлĕ те хăватлăччĕ унăн», — аса илеççĕ Петр Богданов пирки пĕлĕшĕсемпе ял çыннисем. <...>
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.
♦ ♦ ♦
«Йывăр самантсене аса илес килмест, кăмăллă мар…»
Çакăн евĕрлĕ сăмахсене Афган вăрçи витĕр тухнисенчен пĕрре çеç илтмен. Владилен Степанова та иртнĕ кунсене куç умне кăларма ансат мар... Афганистанра икĕ çул çурă интернационалла тивĕçе пурнăçланă вăхăтра унăн та ыттисем пекех темĕн те курма тивнĕ.
Пограничник пулас килнĕ
Владилен Геннадьевич Çĕрпӳ районĕнчи Çĕньялта çуралса ӳснĕ. Степановсен йышлă çемйинчен икĕ ывăлне Афганистан вăрçинче пулма шăпа тухнă.
«Пичче 1982-1984 çулсенче службăра тăчĕ. Анне уншăн питĕ пăшăрханатчĕ. Çыру илмессерен куççульленетчĕ», — аса илчĕ Владилен Геннадьевич. Çамрăк пулсан та вăрçă тăван анне пулманнине лайăх ăнланнă вăл. Çапах хăйĕн те чи хĕрӳ вырăнсенче служба тивĕçĕсене пурнăçлас килнĕ. «Çав çулсенче комсомол идеологийĕ вăйлă аталаннăччĕ-çке. Патриотизм воспитанийĕ çӳллĕ шайра тăнă. Пуринчен маттур, малта пулас килнĕ. Пире пысăк стройкăсем, хĕрӳ вырăнсем илĕртнĕ. Çавăнпа эпир шкулта вĕреннĕ чухнех йывăрлăхсене чăтма, парăнтарма хăнăхса пынă. Эрех ĕçмен, пирус туртман, спортпа туслашнă», — терĕ Владилен Степанов.
Салтак ячĕ тухсан каччă пĕр иккĕленмесĕр çар комиссариатне кайнă. Малтанласа палăртнă тăрăх унăн десант çарĕсене каймалла пулнă. Анчах чи юлашки самантра лару-тăру улшăннă: чикĕ хуралне тăмалла. Çапла майпа Владилен Степанов Афганистан чиккине, Термез хулинчи погранотряда, лекнĕ.
«1986 çул. Виçĕ уйăх вĕренӳре пултăмăр. Питĕ йывăрччĕ. Кĕске вăхăтра хăвăрт-хăвăрт вĕренме тиврĕ. Çанталăк начар, пурăнмалли условисем япăх. Çапах хуçăлса ӳкмерĕмĕр, çакăн евĕрлĕ йывăрлăхсене парăнтарма пултартăмăр. Çар ĕçне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Ташкурган хулине ячĕç, мотоманевр ушкăнĕн йышĕнче служба тивĕçĕсене пурнăçлама тытăнтăмăр. Пирĕн тĕллев — чикке Совет Союзĕ енчен кăна мар, Афганистан енчен те сыхлассиччĕ. Акă разведка душмансем пĕр-пĕр çĕртен «шăтарса» тухма хатĕрленнине пĕлтеретчĕç те эпир е вертолета, е çар машинисене ларса тухса каяттăмăр, лару-тăрăва кура тивĕçлĕ позици йышăнса хамăрăн тĕллевсене пурнăçлаттăмăр. Сахал мар юлташ выртса юлчĕ... Мана, паллах, пограничник пулма килĕшетчĕ. Çав вăхăтрах служба тивĕçĕсене йытăпа пĕрле пурнăçласси те питĕ илĕртетчĕ. Пĕр юлташ сапер йыттипе çӳретчĕ. Эпĕ вара БМП çинчи десант йышĕнчеччĕ, — каласа кăтартрĕ çĕнĕ пĕлĕшĕм. — Офицерсем тӳрех асăрхаттарчĕç: «Киле çыру çыратăр тăк — Афганистанра службăра тăнине ан пĕлтерĕр».
Салтаксен ашшĕ-амăшне, çывăх çыннисене кулянтарас темен ĕнтĕ. «Анне, служба чиперех пырать. Похода каятпăр, часах таврăнаймастпăр. Çавăнпа нумай вăхăт çыру çыраймастăп. Ан кулянăр», — çакăн пек çырнă çырусем «Узбекистан, Термез хули» тесе палăртнă адресран Совет Союзĕ тăрăх саланнă. Юлашки кунччен те амăшĕсем ывăлĕсем Афганистанра пулнине пĕлмен. Салтаксене вара, Владилен Геннадьевич çирĕплетнĕ тăрăх, ашшĕ-амăшĕнчен, пиччĕшĕсемпе аппăшĕсенчен килекен çырусем хăват парса тăнă. «Тата ентешсем çумра пулни çăмăллăх кӳретчĕ. Чăвашла калаçнине илтетĕн те... чун-чĕре уçăлса каять. Пирĕн отрядра çĕр ытла чăвашчĕ. Кама та пулсан тăван тăрăхран хаçат ярса парсан мĕн тери савăнаттăмăр. Пĕр сас палли юлмиччен вуласа тухаттăмăр. Тăван яла çитсе килнĕ пекех туйăнатчĕ. Çуралса ӳснĕ вырăнтан аякра чухне тăван кил, атте-анне пĕлтерĕшне тарăнрах ăнланма пуçлатăн», — сăмахне тăсрĕ Владилен Геннадьевич. <...>
Валентина БАГАДЕРОВА.
♦ ♦ ♦
Сергей КИРИЛЛОВ: Яваплă пулнине кура председателе суйларĕç
Хальхинче Куславккара çуралса ӳснĕ, çемйипе Питĕр хулинче тĕпленнĕ Сергей Кирилловăн сăн ӳкерчĕкĕсен альбомĕсене уçрăмăр. Шкул саккинченех пултаруллă ӳснĕ чăваш ачи паян — Пĕтĕм Раççейри кире спорчĕн федерацийĕн президенчĕ. Пилĕк теçетке çула та çитмен-ха вăл, анчах тĕнче шайĕнче пысăк çитĕнӳсем туса чăваш ятне çĕкленĕ. Раççейĕн кире пуканĕ йăтакансен пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ, РФ тава тивĕçлĕ тренерĕ, РФ тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ — чăннипех мухтавлă ентеш!
АМĂШĔПЕ. «Çемье пысăкчĕ, пире, тăватă ывăла, анне пĕччен пăхса ӳстерчĕ. Эпĕ çемьере иккĕмĕш ача. Аннене, паллах, çăмăл килмен. Вăл автофургон комбинатĕнче тирпейлӳçĕре вăй хуратчĕ. Унăн шалăвĕ пире тумлантарма, çитерме çитсе пыман. Çавăнпа патшалăх та пулăшрĕ. Анне халĕ 87 çулта, пиччен çемйипе пурăнать. Ятарласа кашни çул çурла уйăхĕнче отпускра юратнă çыннăм патĕнче пулатпăр», — ăшшăн калаçрĕ вăл амăшĕ çинчен.
СЕУЛ. Сергей Александровичăн вĕренекенĕсем хăйĕн пекех çĕнтерме хăнăхнă. Ахальтен-им сăн ӳкерчĕкри кашни спортсменах мăйĕнчен награда çакнă. Ку хутĕнче вĕсем Кăнтăр Корейăри Сеулта ăмăртнă, çĕршыв чысне тивĕçлĕн хӳтĕленĕ. Çĕнтерӳçĕсем — тĕнче класлă спорт мастерĕсем — пурте 1-мĕш вырăн йышăннă. Çапла, Сергей Александрович тĕнчен хăш кĕтесне кăна çитмен-ши? АПШра, Австралире, Венгрире… пулнă. Пĕр çулталăк каялла федераци президенчĕн должноçне йышăнсан Сергей Александрович çапла палăртнă: «Кире спорчĕ — манăн пурнăç. Çавăнпа çĕршывра çак спорт мĕнле аталанасси маншăн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ». <...>
Сергей КИРИЛЛОВĂН сăн ӳкерчĕкĕсен альбомĕсене Елена ЛУКИНА пăхнă.
♦ ♦ ♦
Пилĕк килте кăна ĕне усраççĕ
Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар тавра вун-вун ял вырнаçнă. Хула çумĕнче хӳтлĕх тупнăскерсен пурнăçĕ мĕнпе палăрса тăрать-ха? Çак ыйтăвăн хуравне шыраса Чăваш Ен тĕп хулинчен 12 çухрăмра вырнаçнă Шăмăш ялне çитрĕм.
Çынсене самолетпа ярăнтарнă
Шăмăш — çырмаллă ял. 1605 çулта /ял çак çулта никĕсленнĕ тесе шухăшлаççĕ/ Чемурш ятлă çын тăватă çырма хушшинче хăйĕн валли пысăк çурт лартнă. Вăл Булыш Килдяшев купсан приказчикĕ пулнă. Майĕпен ку вырăнта тĕрлĕ тăрăхран куçса килнĕ хресченсем кил-çурт çавăрма тытăннă. Ял çултан-çул пысăкланнă. Хальхи вăхăтра Лапракасси, Шулĕккукри, Пустынькасси, Хыçалкас, Малтикас урамĕсене пĕрлештерсе тăрать. Ял варрипе Кăкшăм шывĕ юхса выртать. Унта мĕн авалтан ял-йыш пулă тытнă, çăл шывĕ таса та сиплĕ пулнă. 1746 çулта ялта чиркӳ хăпартнă. Анчах совет саманинче ăна хупнă. Чиркӳрен клуб тунă, кайран унта тырă упранă. 2000 çулсенче Евгения Беликова пуçарнипе ялта çĕнĕ чиркӳ хăпартнă. Священник çуртне те халăха панă. Унта почта, ял канашĕ пулнă, кайран ветерансен çурчĕ уçнă, вăл хупăнсан вырсарни шкулĕ йĕркеленĕ. Сăмах май, халĕ те çурт çинче социаллă учреждени пулнине ĕнентерекен хăма çакăнса тăрать.
1927 çулта Шăмăш ял канашĕ йĕркеленнĕ. Совет саманинче ял кĕрлесе тăнă. Пысăк ферма пулнă. Унта ĕне, лаша, сысна çитĕнтернĕ. Уйра тырă ӳстернĕ. «Ăна çурлапа выраттăмăр. Кашнине ана валеçсе паратчĕç. Колхоз уйĕсем Шупашкар çывăхĕнче те пулнă. Куккурус, кăшман, çĕр улми çитĕнтернĕ. Кантăр акатчĕç», — аса илчĕç ял çыннисем. Анчах СССР арканнă хыççăн ферма та саланнă, ун вырăнне пурăнмалли çуртсем туса лартнă.
1934 çул ял çыннисемшĕн паллă пулăмпа асра юлнă: Совет Союзĕн Геройĕ Михаил Водопьянов /вăл иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче «Челюскин» пăрахут экипажне çăлма хутшăннă тата Çурçĕр полюсĕнче экспедицире пулнă/ самолетпа вĕçсе килнĕ. Ял халăхĕ аса илнĕ тăрăх, самолет ял вĕçне анса ларнă. Хăнасене вырăнти оркестрпа хор кĕтсе илнĕ. Михаил Водопьянов ялти колхоз ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Хуçалăх шăпах паллă летчик ячĕпе хисепленнĕ. Вăл ĕç ударникĕсене самолетпа ярăнтарнă. Мускав хăни Шăмăшсем патне каярахпа тепĕр хут та килсе кайнă, ун чухне вăл вырăнти хуçалăха груз турттаракан машина парнеленĕ. Сăмах май, ялти шкула Никита Орлов летчик та килсе курнă. 1950 çулта темиçе хуçалăха пĕрлештерсе «Россия» колхоз чăмăртаннă, 1964 çулта Кадыков ячĕллĕ совхоз йĕркеленĕ.
Анастасия Титова вĕрентекен «В память о хороших людях» кĕнекере ял кун-çулĕ, ял çыннисем çинчен çырса кăтартнă. Ку кĕнекене вăл пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă ывăлне Леонид Титова халалланă. Çамрăк çын ШĔМ тытăмĕнче ĕçленĕ, следователь пулнă. Вăл 30-та служба тивĕçĕсене пурнăçланă чухне вилнĕ. Анастасия Николаевна аса илнĕ тăрăх, çурла уйăхĕн 12-мĕшĕнче ку тăрăхра Иоанн кунне паллă тунă. Ирхи кĕлĕ хыççăн ялта уяв пуçланнă. Çынсем ташланă-юрланă, купăс сасси кĕрлесе тăнă, ярмăрккăра суту-илӳ тунă. Шăмăша тĕрлĕ ял халăхĕ пуçтарăннă. Çак уяврах каччăсемпе хĕрсем паллашнă, хăйсем валли мăшăр шыранă. Уяв икĕ куна тăсăлнă. Тепĕр кунхине тăвансем пĕр-пĕрин патне хăнана кайнă, тутлă апат-çимĕçпе тата техĕмлĕ сăрапа сăйланă. <...>
Андрей МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Петюка арăмсăр хăварнăшăн кăмăлсăрланнă
Самар чăвашĕ ТикТокра çунтарать
Çулталăк каялла кăна-ха вăл ТикТок мĕнне пĕлмен. Паян унăн — 19 пин те 800 подписчик. Самар облаçĕнчи Шунтал районĕнчи Чатăрлă ялĕнче пурăнакан Анатолий Мрясова ТикТокра Сăльма Тули пек те пĕлеççĕ. Купăс калакан хаваслă арçын куракансене савăк кăмăл парнелет, пултарулăхĕпе тĕлĕнтерет.
Купăса юратнипе
Вăл ялти клубра ĕçлет, «Çăлкуç» ача-пăча халăх фольклор ушкăнне тата аслăраххисен коллективне ертсе пырать. Пĕр кунхине ун патне ансамбльте юрлакан хĕр шăнкăравланă: «Анатолий Васильевич, сире ТикТокра кĕтеççĕ». Пĕтĕмпех Чатăрлă ялне Шупашкартан Александр Сорокин, Михаил Ăраскал юрăçсем, Чăваш халăх артистки Людмила Семенова килсе кайнă хыççăн пуçланнă. Хайхискерсем Мрясовсем патĕнче çĕр каçма юлнă. Ыттисем çывăрма выртсан икĕ купăсçă, Александр Сорокинпа Анатолий пичче, чылайччен калаçса ларнă. Кил хуçи артиста ял пурнăçĕ çинчен хăй çырнă шӳтлĕ юрăпа паллаштарнă. Сорокин ăна видео ӳкернĕ те Инстаграма вырнаçтарнă. Юрă килĕшнине çынсем комментарисем çырса пĕлтернĕ, лайксем лартнă. «Хаваслă купăсçа епле шыраса тупмалла-ши?» — кăсăкланнă теприсем. Сăльма Тулин телефонĕ çине çырусем килме тытăннă, епле уçса вуламаллине ăнкарсах кайманскер вĕсене пăхман та. Унччен вăл «Одноклассникипе» кăна туслă пулнă. Ĕçпе çыхăннă сăн ӳкерчĕксемпе видеоматериалсене Контакта, Инстаграма вырнаçтарма тивнĕрен ку соцсетьсене те алла илнĕ. Вĕсенче те ăна тиктокер пулма хавхалантаракансем тупăннă. Хĕрĕ Катя пулăшнипе Анатолий Васильевич çулталăк каялла унта аккаунт уçнă. «Епле ĕçлемеллине пĕлместĕм. Мĕнле форматпа, мĕн чухлĕ вăхăт ӳкермеллине те ăнкарман. Унта мĕн те пулин вырнаçтармашкăн ансат мар, условисенче хăйне май кăткăслăх пур. Чи малтан эпĕ хăнтăр пирки видео лартасшăнччĕ. Хĕлле пула кайсан ӳкернĕччĕ ăна. Вакран хăнтăр тухрĕ те манăн пулла çиме пуçларĕ. Анчах эпĕ ăна ТикТока вырнаçтарма пĕлмерĕм, «Одноклассникине» кăларса хутăм», — малтанхи утăмĕсемпе паллаштарчĕ блогер. Вăл фотоаппаратпа видеосемпе сăн ӳкерчĕксем тума кăмăллать. Çавăн пек хобби пуррине кура ăна тăванĕсем 50 çулхи юбилейĕ ячĕпе фотоаппарат парнеленĕ.
Пандемие пула культура ĕçченĕсем çĕнĕ меслетсемпе вăй хума тытăнчĕç — вĕсем те интернета куçрĕç. Ĕçре вĕсене Хĕл Мучи районти тĕп чăрăш патне килнине ӳкерме хушнă. Анатолий Мрясов ку ĕçе «5»-лĕх пурнăçланă тесен те юрать. Унăн Хĕл Мучийĕ машинăра чăвашла хаваслă юрласа пырать. ТикТокра «ĕçлемешкĕн» хăйне евĕр ăсталăха алла илмелле. Видеосене монтаж тума телефонри, компьютерти программăсемпе ĕçлеме вĕренмелле. Анатолие ку тĕлĕшпе шăллĕ пулăшнă. Музыкант пулнă май Анатолий Мрясов ТикТокра онлайн концертсем ирттерет. «Репетици тумалла вĕт манăн. Кунта çынсем пăхаççĕ, ăшă сăмахпа хавхалантараççĕ. Купăса юратнипех ялта юлтăм, çурçĕре те, Мускава та тухса каймарăм», — палăртрĕ вăл.
Калăм туса — Шупашкара
Пилĕк çул каялла Çĕнĕ çул умĕн килсене, организацисене хитрелетессипе районта конкурс пуçарсан Анатолий Васильевич та хавхалансах юр кӳлепесем тума, çурта, хапхана гирляндăпа илемлетме тытăннă. Çавăнтанпа вăл кашни çулах юр кĕлеткесем ăсталать. Кил умĕнчи юмахри сăнарсене социаллă сетьсенчи Анатолий Мрясовăн страницисенче курма пулать. Пĕр çулхине сыснасем тунă вăл. Ачасем вĕсемпе юнашар тăрса сăн ӳкерĕннĕшĕн, çынсен кăмăлне çĕклеме пултарнăшăн унăн чунĕ савăннă. Кӳлепесене мĕнле тумаллине ТикТокра та каласа кăтартать. «Витре, лейка, перчетке, кĕреçе тата юр кирлĕ», — ăнлантарать арçын. Икĕ пингвин ăсталанă хыççăн ӳкернĕ ролик те пур. Каç пулнă ĕнтĕ. «Хам виççĕмĕш пингвин пулса тăтăм», — тет шăнса кӳтнĕскер. 26 градус сивĕре шывпа ĕçленĕ вăл ун чухне. <...>
Алина ИЛЬИНА.
♦ ♦ ♦
Йĕпе пула качча кайма тивнĕ
Шупашкарти Александра Акрамовская упăшки вилнĕ хыççăн 30 çул ытла Çĕнĕ çула пĕччен кĕтсе илет. 90-а çитнĕскер кăçал та хваттерне илемлетме ӳркенмен.
Пурнăç пурăннисем пĕлеççĕ
Шура Иркутск облаçĕнче çуралнă. Вăл — Константин Львовичпа Анастасия Михайловнăн тăваттăмĕш ачи. Ашшĕпе амăшĕ Çĕпĕре пĕртăванĕсемпе, икĕ ывăлĕпе чăваш ялĕнчен, Етĕрне районĕнчи Советски салинчен, тухса кайнă. Кулак тесе айăпланнисен шăпи кĕтесрен хăранипе кил-çуртне пăрахса хăварнă. Кайран вĕсен пӳртĕнчен почта уйрăмĕ туса хунă. Настя тăван çĕршывшăн тунсăхласа вĕçĕм макăрнă, пурнăçĕ те ют çĕрте çăмăлах пулман. 1932 çулта Акрамовскисем каялла таврăннă. Шура ун чухне çулталăк та сакăр уйăхри ача пулнă. Ашшĕне сыхлама-йĕрлеме пуçласан çемье Муркаш районĕнче вăрманта хӳтлĕх тупнă, лесник пӳртĕнче кун кунланă. 47-ри Константин Львович шăнса пăсăлнипе 3 уйăх тăраймасăр выртнă, ӳпке шыççинчен вилнĕ. Упăшкинчен 17 çул кĕçĕн Настя виçĕ ачипе тăлăха юлнă. /Вĕсен пĕр ывăлĕ пĕчĕклех вĕри шывпа пиçсе кайса çут тĕнчерен уйрăлнă/. Константин Настьăна, Элĕк хĕрне, 15-ре чухне качча илнĕ. Вĕсем улахра паллашнă, пĕрре курсах килĕштернĕ. Константинăн куç хывса хунă тепĕр икĕ хĕр те пулнă: пĕри тухтăрта ĕçленĕ, тепри те ахаль-махаль чухăн пике пулман. Настьăна курнă хыççăн йĕкĕт вĕсем патне çӳреме пăрахнă. Константин авланнă хыççăн хĕр врач Настя патне киле те пынă, уйрăлма ыйтнă. Унăн упăшкине питĕ хытă юратнине каланă. Умлăн-хыçлăн ача çуратнă Настя хăйĕн телейне çынна паман.
Мăшăрне пытарнă хыççăн Настя йăмăкĕ патне Элĕке кайнă. Тоня шкулта завучра ĕçленĕ, вăл аппăшне тирпейлӳçе вырнаçтарнă. Вĕренӳ мастерскойĕнче пĕчĕк çеç пӳлĕм уйăрса панă. Пĕр краватьпе шкап ларакан çĕрте виçĕ ачипе епле вырнаçнине калама хĕн. Настя шкулсăр пуçне ШĔМ уйрăмĕнче те урай çунă. Унтан ăна хваттерпе тивĕçтернĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан Элĕке те эвакуаципе чылаййăн килнĕ. Анастасия Михайловнăна вĕсене вырнаçтармашкăн шаннă. Шкул хыççăн Шура Шупашкарти пединститутăн литература факультетне вĕренме кĕнĕ. Ача чухне йывăр условисенче пурăнни витĕм кӳнĕ-тĕр — хĕрĕн астма пуçланнă. 2-мĕш курсра вĕренме пуçласанах Шурăна васкавлă медпулăшу машинипе илсе кайнă. Больницăра икĕ эрне выртса тухсан та вăл йĕркеллĕ сывлайман, утайман. Портфеле те ăна тусĕсем йăтса панă. Йывăр пулнăран Шура пуçне парта çине хурса ларнă. «Ан нушалан, аслă пĕлӳсĕр те пурăнаççĕ», — тесе амăшĕ хĕрне яла илсе килнĕ. Вĕреннĕшĕн тӳлемешкĕн амăшĕн укçа çитсе пыман. Çийĕнчи пӳс кĕпесĕр пуçне хĕрĕн тăхăнмалли те пулман. Шкулта чухнех Шура хастарлăхĕпе палăрнă, концертсенче юрланă, мероприятисене хутшăннă. Районта ăна пĕлнĕ, палланă. Хуларан таврăнсан ăна райком секретарĕ чĕнсе илнĕ те икĕ ĕç сĕннĕ: статист тата библиотекарь. Вăл вулавăша суйланă.
Александра райком секретарĕн ывăлне Реджинальда качча тухнă. Хусанти авиации институтĕнче вĕренекенскерпе ташă каçĕнче паллашнă. Вăл каникула Элĕке килсен клуба тухнă, хĕре ташлама кăларнă. Яш вальс ташшинче лайăх çаврăнни Шурăна килĕшнĕ. Каччăн ашшĕ — чăваш, амăшĕ пушкăрт хĕрарăмĕ пулнă. Вĕсем ывăлне Альдик тесе чĕннĕ. Çамрăксемшĕн те, Шурăшăн та вăл — Алик. Хĕрпе каччă виçĕ çул çырусем çӳретнĕ, анчах туйăмĕсене уçман. Вĕренсе пĕтернĕ хыççăн е Днепропетровска, е Уральска ярассине пĕлтернĕ. Кирек ăçта пулсан та вăл пĕччен мар, арăмпа каясшăн-мĕн. Алик Шурăна качча тухма ыйтнă. Илемлĕ те хаваслă пикене мăшăр тăвас текен тепĕр икĕ каччă та пулнă. Амăшĕ ăна Алика качча пама килĕшмен. Пулас хунямăшĕ ытла чăнкă имĕш, яш хăй те кăмăлĕ тĕлĕшĕнчен ăмсанмаллискерех маррине вăл сиснĕ. Каникула килсен Алик ӳсĕр пуличчен ĕçнине те куркаланă. Шурăна Алик пурпĕр килĕшнĕ. Вĕсем вăрттăн кайса çырăннă та кайран киле иккĕн пырса амăшне пĕлтернĕ. «Ларса макăрăн-ха. Качча кайрăн пулсан — пурăн, мана ан евитле», — тенĕ амăшĕ. Пурнăç пурăнса курнисем пĕлеççĕ çав, анчах çамрăксем итлеççĕ-и? <...>
Алина ИЛЬИНА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас