«Хыпар» 2-3 (27735-27736) № 15.01.2021

15 Кăрлач, 2021

Ĕç условийĕсене лайăхлатать

Канаш районĕнчи Алексей Макаров фермер ял хуçалăх ĕçĕн вăрттăнлăхĕсемпе мĕн пĕчĕкрен паллашса ÿснĕ, çавăнпа пурнăçне те çак тытăмпах çыхăнтарнă. Мускаври совхоз-техникумран вĕренсе тухнăскер тăван тăрăха таврăннă, хресчен-фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Çапла майпа ял çыннисем валли çĕнĕ ĕç вырăнĕсем тунă. Вĕсен ĕç условийĕсене çулсеренех çăмăллатса пыма тăрăшать ХФХ ертÿçи.

Алексей Макаров фермер хуçалăхне йĕркелесенех выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси пирки шухăшлама пуçланă. Тĕллевне пурнăçа кĕртес тесе бизнес-план хатĕрленĕ, 2017 çулта «Выльăх ĕрчетекен çемье ферми» программăна хутшăнса грант çĕнсе илнĕ. Çак укçапа ял хуçалăх техникипе оборудованийĕ туяннă. Киров облаçĕнчен ăратлă ĕнесем илсе килнĕ. Хальхи вăхăтра хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăх 200 яхăн пуç, çав шутран çурри — сăвăнаканнисем. «Бизнес-планпа килĕшÿллĕн пирĕн ĕнесен шутне 200 пуçа çитермелле», — тет Алексей Николаевич, çавна май вĕсем выльăх шутне планланă пекех ÿстерсе пыраççĕ. Грант укçипех Ăвăспÿрт Кипеч ялĕнче 200 пуç вырнаçакан ферма хăпартнă, ăна икĕ çул каялла ĕçе кĕртнĕ. Унта хальхи йышши сĕт-çу оборудова-нийĕ, тислĕк кăларакан транспортер вырнаçтарнă. Сĕте алăпа йăтса çÿремелле мар, вăл пăрăх тÿрех холодильнике каять. Выльăх апатне ятарлă техника /кормораздатчик/ валеçет. Алăпа пурнăçламалли ĕç чаксах пытăр тесе тăрăшать фермер.

Кану условийĕсене те лайăхлатсах пыма ăнтăлать. Фермăран инçех мар выльăх-чĕрлĕх пăхакансен çуртне хăпартнă. Унта душра çăвăнма, ĕç тумне улăштарма, апат ăшăтса çиме майсем пур. Алексей Макаров хуçалăхра вăй хуракан 10 çынна ĕç укçине вăхăтра парса çеç мар, ытти енĕпе те хавхалантарма тăрăшать. Акă 2020 çулта Канаш районĕнчи ял хуçалăх ĕçченĕсен уявĕнче икĕ дояра — Александр Митрофанова тата Елена Тимофеевăна — Хисеп хучĕпе, Тав çырăвĕпе чысланă. Вĕсем иккĕшĕ те фермăна хута янăранпах ĕçлеççĕ, хăйсен тивĕçĕсене таса кăмăлпа пурнăçлаççĕ.

Ĕнесенчен пăру илесси аван пырать. Тынасене хăйсем валли ÿстереççĕ. Вăкăрсене пĕчĕккĕлле те, хăйсем патĕнче çитĕнтерсе те сутаççĕ. Пăрусем валли фермăпа юнашар тепĕр вите хăпартаççĕ. Çапла вара ĕç вырăнĕ тата хушăнас шанăç пур. Ял çыннисем хăйсем пурăнакан вырăнтах укçа ĕçлесе илме май пурришĕн питĕ савăнаççĕ. Урăх яла е хулана кайса çÿрени мар-çке. Çĕнĕ фермăра ĕçлеме те кăмăллăрах. Çакна Алексей Макаровăн хресчен- фермер хуçалăхне çур çул каялла ĕçе вырнаçнă Наталия Филиппова ветеринари тухтăрĕ те палăртать.

Фермер чылай çул акăнмасăр выртнă çĕрсене те çаврăнăша кĕртет. 123 гектар çĕре тасатса, сухаласа тĕрлĕ культура акса ÿстерме тытăннă вăл. Çакăншăн патшалăх субсиди парса пулăшать. Алексей Макаров хальхи вăхăтра Канаш тата Тăвай районĕсенчи 1100 ытла гектар çĕрпе усă курать. Элита вăрлăхран тухăç лайăх пулнине палăртать. Акă пĕлтĕр элита вăрлăхпа усă курса 250 гектар урпа, 100 гектар люцерна, 48 гектар козлятник акса туса илнĕ. Çавăн пекех 142 гектар кĕрхи тулă, нумай çул ÿсекен курăк çитĕнтернĕ. Выльăх апатне хăйсемех хатĕрлеççĕ. Утă, сенаж кашни çулах çителĕклĕ. Грантпа тата хăйсен укçипе туяннă çĕнĕ техника уй-хир ĕçĕсене хăвăртлатать те, çăмăллатать те. «Ял хуçалăх тытăмĕнче вăй хуракансене грант тата субсиди парса пулăшни питĕ пĕлтерĕшлĕ: çакă ĕçлеме хавхалантарать, кăсăкланăва ÿстерет», — палăртрĕ Алексей Макаров.

Унăн хресчен-фермер хуçалăхĕ тепĕр енĕпе те ĕçлет: çулсене пăхса-тасатса-юсаса тăрать. Малтан ял тăрăхĕсен шайĕнче çеç вăй хунă, халĕ — республика шайĕпех. Вĕсем Канаш, Тăвай, Йĕпреç районĕсенчи çулсене пăхса тăраççĕ. Пĕлтĕр çак районсемсĕр пуçне çавăн пекех Красноармейски, Вăрнар, Çĕрпÿ тăрăхĕсенчисене юсанă. Халĕ вара, хĕллехи вăхăтра, çулсене юртан тасатаççĕ. Тăварпа хутăштарнă хăйăр сапаççĕ.

Алексей Макаров йывăрлăхсенчен хăрамасть. «Эпир çăмăл ĕç шырамастпăр. Ĕçе малтанах тĕплĕн планлани те умри тĕллевсене пурнăçлама май парать», — ăнăçу вăрттăнлăхĕ пирки сăмах пуçарсан хуравларĕ фермер.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕ.

 


ВĔРЕНТЕКЕНЕ - ПĔР ЫЙТУ

Чĕлхене упраса хăварас тесен мĕн тумалла?

Иртнĕ çул ЧР Пуçлăхĕн Олег Николаевăн пуçарăвĕпе «Чăваш Республикин культурăпа туризмне аталантарасси» программăна «Чăваш чĕлхине сыхласа хăварасси, тĕпчесси тата аталантарасси» çумпрограмма кĕртнĕ. Çумпрограммăн тĕллевĕ — чĕлхе политикине, тăван чĕлхене сыхласа хăварма, тĕпчеме тата аталантарма пулăшаканскере, пурнăçа кĕртме майсем туса парасси. Çак ĕçсене пурнăçласси шкулта ачасене тăван чĕлхепе литературăна вĕрентекенсенчен те килет. Шăпах çакна шута илсе йĕркелес терĕмĕр те асăннă рубрикăна. Вĕрентекене хальхинче паракан ыйту çапларах пулчĕ: тăван чĕлхене упраса хăварас тесен мĕн тумалла?

Паянхи хăна — Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕн ертÿçи, ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Геронтий Никифоров:

— Чăваш чĕлхине упраса хăварассинче ача сачĕ пысăк вырăн йышăнать. Ку енĕпе пирĕн ятарлă программа пур. Çапах хальлĕхе садиксенче вĕренĕве чăвашла йĕркелесси çирĕп пурнăçланса пымасть. Ял çыннин калаçăвĕ те, шел, чухăнланчĕ. Кулленхи хутшăнура чылайăшĕ чăвашла пуплеменни, тăван литература хайлавĕсене, хаçат-журнал вуламанни çавăн патне илсе çитерчĕ.

Шкул пурнăçне илер. Республикăра чăваш чĕлхи вырăс чĕлхипе танах патшалăх чĕлхи тетпĕр пулсан та вĕренÿ çурчĕ умне «Ырă сунса кĕтетпĕр!» тесе çырнине çеç куратпăр. Чылай шкулта ачасен вĕренÿ ĕçĕпе паллаштаракан стендсенчи текстсене чăвашла шăрçаламан. Уявсене, класс тулашĕнчи ĕçсене чăвашла ирттерме май пур чухнех йĕркелемеççĕ. Унсăр пуçне ял шкулĕсем пилĕк кунлă вĕренÿ эрнине куçса чăваш чĕлхипе литературине пĕрер сехет кăна вĕрентме пуçларĕç. Шкул программинче чăваш чĕлхипе литератури валли уйăрнă сехетсен шучĕ чакни, паллах, ырри патне илсе çитермĕ. Йăлана кĕнĕ йĕркепех ĕçлесен асăннă сехетсене упраса хăварма пулать. Хамăра хисеплемелле, чăвашла калаçма вăтанмалла мар. Шкул пурнăçĕнче пуплев культурине чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ йĕркелесе пырать. Унăн таса та илемлĕ калаçмалла. Вăл чăваш грамматикин нормисене пăхăнни пуриншĕн те ырă тĕслĕх пултăр.

2023 çулта Шупашкарта чăваш наци шкулне тума пуçласси çинчен пĕлтерчĕç. Çак хыпар пире савăнтарать. Кунашкал шкулта чăваш наци кадрĕсене хатĕрлеме май пулĕ. Унта тĕп предметсемпе танах чăваш чĕлхипе литературине, тăван ен историйĕпе культурине, этнографине, куçару ĕçне, сăвă-калав çырас ăсталăха, юрра-ташша, кĕвĕ-çемме вĕрентни тĕпре пулассăн туйăнать. Вĕренекенсен сывлăхне çирĕплетме шкулăн кун йĕркине чăваш кĕрешĕвне кĕртни те усăллă пулĕ. Чăвашлăха, тăван чĕлхене аталантарма «Тăван ен культури» предмет питĕ пулăшатчĕ. Ăна программăна кĕртни 20 çул ытла иртрĕ. Малтанхи çулсенче 5-9-мĕш классенче эрнере 1 сехет вĕрентеттĕмĕр. Каярахпа кĕçĕн классенче те вĕрентме пуçланăччĕ. Елена Енькка тăрăшнипе 1-9-мĕш классем валли «Тăван ен историйĕпе культури» кĕнеке чăвашла та, вырăсла та тухрĕ. Хальхи ачасем кил-çуртра усă куракан ĕç хатĕрĕсемпе чăваш çи-пуçне, ял хуçалăх япалисене курмаççĕ. Вĕсен пĕлтерĕшĕсене пĕлмеççĕ кăна мар, япалине те палламаççĕ. Çак çитменлĕхе пĕтерме кĕнекери ÿкерчĕксем пулăшаççĕ. Эппин, çав ÿкерчĕксен усси çав тери пысăк. Паян «Тăван ен культури» предмета шкулсенче вĕрентме пăрахнă тесен те йăнăш мар. Ун валли сехет çук иккен. Çакăнпа ниепле те килĕшме çук. Манăн шухăшпа, тăван ен историйĕпе культурине 1-9-мĕш клас-сенче вĕрентме шкул валли уйăрнă сехет шутĕнчен, компонентĕнчен илме май пур.

Надежда СМИРНОВА.

 


 

Çĕнтерÿччен 8 кун пурăнса çитеймен

«Атте Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнаймарĕ. Çывăх çыннăмăр тĕрекĕсĕр ÿснĕрен ачалăхăмăр йывăр иртрĕ. Эпир çуркунне ыттисемпе пĕрле выляма та тухаймастăмăр, мĕншĕн тесен çемьери 4 ача валли пĕр мăшăр çăпата çеçчĕ. «Ытла хытă ан чупăр-ха, сирĕн хыççăн çăпата туса çитерейместĕп», — тетчĕ Йăван пичче. 1931 çулта çуралнăскер хăй те ача çеç пулнă-ха ĕнтĕ», — вăрçă çулĕсене тата ун хыççăнхи тапхăра аса илме ыйтсан пĕлтерчĕ Красноармейски районĕнчи Çырмапуç ялĕнче пурăнакан Нина Максимова.

Çырмапуç ялĕнчи Крылов урамĕ

Ашшĕне Максим Крылова вăрçа мĕнле ăсатнине Нина Максимовна астумасть. Ун чухне вăл 4 çул çурăра çеç пулнă. Çапах çывăх çынни 1942 çулхи çĕртме уйăхĕнче килне темиçе кунлăха килнине — йывăр аманнăран Хусанти госпитальте сипленнĕ хыççăн — манман. «Мана вăл йăтса илсе çÿлелле темиçе хут ывăтрĕ, унтан кăкăрĕ çумне хыттăн пăчăртарĕ, хăйĕн куççулĕ юхма пуçларĕ, — çак саманта аса илнĕçемĕн хĕрарăмăн хăйĕн те куçĕ шывланать. — Атте ырă кăмăллă çын пулнă. Ачасене питĕ юратнă. Тăван çĕршывăн чăн-чăн патриочĕ пулнă вăл, çавăнпа тылра юлмашкăн май пулнине пăхмасăр вăрçа тепĕр хут хăй ирĕкĕпе кайнă. Ăна фронта иккĕмĕш хут ăсатнă чухне пире, ачисене, 3 ывăлĕпе 1 хĕрне, улталарĕç, яла туй килет терĕç те эпир ял хапхи патнелле чупрăмăр. Атте пире кулянтарас теменрен çапла тунă. Ăна анне ăсатнă. Туй кĕтме кайнăскерсем киле таврăнтăмăр та — атте çук. Эх, пуçларăмăр макăрма».

Максим Гаврилович Çырмапуç ялĕнче 1907 çулта çуралнă. Нина Максимовна пĕлтернĕ тăрăх, аслашшĕпе асламăшĕ 12 ачана пурнăç парнеленĕ, анчах вĕсенчен пĕри çеç юлнă, ыттисем пурте пĕчĕклех чирлесе вилнĕ. Пĕртен-пĕр ывăлне вĕрентме тăрăшнă. 1931 çулта Максим Крылов Шупашкар хулинчи парти шкулне вĕренме кĕнĕ. Пĕрле ăс пухакансемпе асăнмалăх сăн ÿкерĕннĕ, вăл халĕ те упранать. 1932 çулта вĕренсе тухнă. Патшалăх банкĕнче пай управляющийĕнче ĕçленĕ. «Кукаçи унта вăй хунă чухне тăван ялне тата унта йĕркеленнĕ колхоза май килнĕ таран пулăшнă, фермăсем, лаша вити тумашкăн укçа уйăрнă. Çакна эпир Шупашкар хулинчи архивра упранакан документран — ĕç çыннисен депутачĕсен Красноармейски райканашĕн ĕçтăвкомĕн 1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 11-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕн протоколĕнчен — пĕлтĕмĕр. Унта хутшăннисен списокĕнче кукаçин ячĕ-хушамачĕ те пур. Ял çыннисем ăна хисеплесе Çырмапуç ялĕнчи пĕр урама, Максим Гаврилович çуралса ÿснине, иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче Крылов ятне панă. Паянхи кун та Крылов урамĕ вăл», — каласа кăтартрĕ Нина Максимовнăн хĕрĕ Ольга Константиновна.

О л ь г а С е м е н о в а К р а с н о а р м е й с к и районĕнчи Карайри тĕп шкулта вырăс чĕлхипе литератури вĕрентет. «Кукаçи 1941 çулхи кĕркунне вăрçа кĕнĕ. 1942 çулта аманнă, сипленнĕ хыççăн тепĕр хут вăрçа кайнă. Пирĕн çемьере кукаçин сăн ÿкерчĕкĕсемпе пĕрле çакăн пек хут та упранать: «Стрелоксен 329-мĕш дивизийĕн 186-мĕш полкĕн взвод командирĕ Крылов Максим Гаврилович лейтенант 1945 çулхи нарăс уйăхĕн 13-мĕшĕнче суранĕсене пула вилнĕ. Ăна Трлау текен вырăнта, Глогау районĕ, 1-мĕш вил тăпри, Германи, пытарнă. Çапăçури паттăрлăхшăн М.Г.Крылова стрелоксен 22- мĕш корпусĕн командирĕн 1944 çулхи авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнчи хушăвĕпе Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă». Кукаçие мĕншĕн орден панă? Вăл мĕнле тата ăçта аманнă? Çак тата ытти саманта уçăмлатас, унăн шăпи пирки ытларах пĕлес тесе эпир иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче Подольскри архива çыру ятăмăр. Шел, уçăмлă нимĕнле информаци те параймарĕç. Ытти çĕре те ыйтса çыртăмăр. Каллех тĕплĕ хурав пулмарĕ. Ун чухне архив ĕçĕ хальхи пекех вăйлă аталанман пуль çав», — калаçăва тăсрĕ Ольга Константиновна.

Сайтсене вырнаçтарнă материалсем тăрăх

Пĕлтĕр тинех çывăх çыннин, Çĕнтерĕве çывхартас тесе кĕрешсе пуç хунăскерĕн, шăпи пирки пĕлме май килнĕ вĕсен. Хăйсене кăсăклантаракан информацие «Халăх астăвăмĕ», «Халăх паттăрлăхĕ», «Мемориал» сайтсене вырнаçтарнă архив материалĕсенче шыраса тупнă. 1942 çулхи нарăс уйăхĕнче Максим Крылова «лейтенант» çар звани-не панă. Госпитальте сипленнĕ хыççăн ăна вĕреннĕ çын тесе стрелоксен 120- мĕш дивизийĕн 289-мĕш ротин политрукне лартнă. Максим Гаврилович фронта каяс, хаяр çапăçусене хутшăнас тенĕ, çакăн пирки ыйтса темиçе хутчен те рапорт çырнă. Анчах сывлăхне кура ăна 1942 çулхи раштав уйăхĕнче 43-мĕш пулемет полкĕн 40-мĕш вĕренÿ батальонĕн рота командирĕн политпай енĕпе ĕçлекен заместителĕ пулма шаннă. Тин çеç ят тухнă салтаксене хĕç-пăшалпа усă курма, тăшманпа çапăçма психологи тĕлĕшĕнчен хатĕрленмешкĕн камăн та пулин хăнăхтармалла-çке. Чăваш арçынни хăйĕн тивĕçĕсене таса чунпа пурнăçланă. 1943 çулхи авăн уйăхĕнчен пуçласа 1944 çулхи пуш уйăхĕччен вăл Мускав çар округĕн «Выстрел» курсĕсенче вĕреннĕ. Пехота офицерĕсен пĕлĕвне ÿстермелли курссене хăюллă, çапăçусенче хăйсене лайăх енчен кăтартнă тата çар службине юрăхлă çынсене суйласа илнĕ. 1944 çулхи ака уйăхĕнчен пуçласа Максим Гаврилович — стрелоксен 329-мĕш дивизийĕн 186-мĕш полкĕн взвод командирĕ. 1-мĕш Украина фрончĕн йышĕнче Хĕвел анăç Украинăпа Польшăна ирĕке кăларма хутшăннă.

«Кукаçие 1944 çулхи авăн уйăхĕнче Висла юхан шывĕ урлă каçассине йĕркеленĕ чухне паттăрлăх кăтартнăшăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăлама йышăннă. Интернетра çак награда хутне шыраса тупрăмăр. «5.8.44 ç. Висла юхан шывĕ урлă тăшман артиллери миномечĕпе татти-сыпписĕр персе тăнă вăхăтрах каçнă чухне Крылов Максим Гаврилович хăйĕн взводне сахал çухатусемпе илсе çитернĕ, иккĕн çеç аманнă. Шыв урлă каçсан хĕвел анăç еннелле питĕ хăвăрт кайнă, взвода вут-çулăмран хăтарнă. Хăйсем пеме пуçласа тăшмана дамба хыçне кайма хистенĕ.

 Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

 


 

Татьяна МАРКЕЛОВА: Пациентсене йышăнсан ĕçленине туятăп

«Чи юратни — пациентсемпе ĕçлесси. Консилиумсене хутшăнма питĕ кă-мăллатăп. Унта кашнинчех мĕн те пулин çĕннине илетĕн. «Ĕçе яланах вĕçне çитермелле. Пациентăн пирĕн патран тулли кăмăлпа каймалла», — тетĕп хамăн çумсене. Реанимацире час-часах пулатăп, пĕтĕмĕшле обход вăхăтĕнче йывăр чирлисене пăхатăп. Вĕсене пулăшмалли майсене шыратăп. «Консультаци илме ан вăтанăр. Нумай чухлакан çын кăна иккĕленет. Иккĕленмен тухтăр — начар врач. Йăлтах пĕлекен çын çук. Тухтăрăн кашни кун вуламалла, вĕренмелле, аталанмалла», — сĕнет вăл ĕçтешĕсене. Сăмахăм Шупашкар хулин тĕп больницин тĕп тухтăрĕ Татьяна Маркелова çинчен.

Татьяна Николаевна, сирĕншĕн 2020 çул мĕнлерех пулчĕ?

— Йывăртарах килчĕ. Çулталăк пуçламăшĕнче çĕнĕ поликлиникăна хута янăшăн савăнтăмăр кăна — коронавирус инфекцийĕпе кĕрешме тытăнтăмăр. Больницăна уçнăранпа çурла уйăхĕнче 60 çул çитрĕ. Лару-тăрăва шута илсе юбилее сăпайлăн паллă турăмăр. Акт за-лĕнче кăна пуçтарăнтăмăр. Мероприятие дистанцие пăхăнса, маска тăхăнса ирттертĕмĕр. Ветерансем питĕ кăмăллă пулчĕç. Хăйсене манманни хисеплĕ ватăсене питĕ килĕшрĕ. Аслă ăрурисем валли парне хатĕрлерĕмĕр. Çак пулăмсемпе асра юлчĕ маншăн йĕкĕр çул.

— Çулталăк вĕçĕнче сире Раççей Президенчĕн Тавĕпе чысларĕç.

— Пытармастăп, ырă кĕтменлĕх пулчĕ вăл маншăн. Çак награда — пирĕн коллективăн тăрăшулăхне хаклани. Пирĕн командăн ĕçне курни малалла ĕçлеме хавхалантарать.

— Кам вăл, сирĕн шухăшпа, — тĕп тухтăр?

— Пĕтĕм персоналшăн ориентир, ырă тĕслĕх, çавăнпа яланах аталанма, вĕренме тăрăшатăп.

Эсир — илемлĕ, питĕ черчен хĕрарăм, çав тери пысăк коллектива ертсе пыратăр. Ертÿçĕ пулма йывăр-и?

— Коллективра — 800 ытла çын. Çăмăл тесен, паллах, тĕрĕс пулмĕ. Хальхи тĕркешÿл-лĕ, хыпкалануллă вăхăтра пушшех те. Мана çумсем /вĕсем виççĕн\ нумай пулăшаççĕ. Коллективри специалистсен пысăк пайĕ вăтăр çул ытла вăй хурать. Çавăнпа çамрăксене ĕçе хăнăхма çăмăл. Уйрăм заведующийĕсем — 30-40-шер çул ĕçлекен врачсем. Çакă та маншăн — хăйне май пулăшу. Нумай çул вăй хуракан çынна мĕн шанма юранине, мĕн шанма юраманнине пĕлетĕн. Коллективра пĕр çын никам та мар. Манăн маларах ĕçленĕ тĕп тухтăрсене те тав сăмахĕ калас килет. Валентина Теллина çак коллектива 26 çул ертсе пынă, ырă йăла-йĕрке пуçарнă, çавна пирĕн тăсмалла.

— Кадр ыйтăвĕсене епле татса паратăр? Паян пур çĕрте те тухтăрсем çитмеççĕ.

— Пире акушер-гинекологсем кирлĕ. Ытти специалист çителĕклĕ. Кашни çулах 4-5 тухтăр направле-нипе килет. Пĕлтĕр 8 çамрăка ĕçе илтĕмĕр. Вĕсем — акушер-гинеколог, реаниматолог, терапевтсем. Медицинăна хĕрсем кăна мар, каччăсем те килни савăнтарать. Ĕçе пуçăннисенчен терапевтпа рентгенолог — яшсем.

— Медицина пĕр вырăнта тăмасть, аталанать. Юлашки çулсенче мĕнле çĕнĕлĕхсем пулчĕç больницăра? Мĕнле оборудовани туянтăр?

— Техника нумай илнĕ. Юлашки вăхăтра патшалăх чылай нухрат уйăрать. Маларахри çулсенче оборудовани илме питĕ йывăрччĕ. Эпир çĕнĕ аппаратсем илтĕмĕр. Пирĕн УЗИ пăхмалли 5 аппарат, пурте хальхи йышшисем, пысăк класлисем. Çавăн пекех компьютер томографĕ туянтăмăр. Вăл нумай çынна çăлса хăварма пулăшрĕ. Çавăн пекех цифра маммографĕ, флюорограф, эндоскопи оборудованийĕ, тĕрлĕ массажер, магнит, физиосиплев аппарачĕ нумай килчĕ. Хĕрарăмсен консультацийĕнче операци тумалли оборудование çĕнетрĕмĕр. Çĕнĕ поликлиникăна Гагарин урамĕнчи службăсене куçартăмăр. Амбулатори çумĕнче онкологи пулăшăвĕ паракан центра уçрăмăр. Мускавран икĕ хутчен килсе тĕрĕслерĕç, ĕçе лайăх йĕркеленĕшĕн мухтаса хăварчĕç. Асăннă центр валли препаратсем туянатпăр, пациентсене онкодиспансерти консультаци хыççăн хими терапийĕ витĕр кăларатпăр. Центрта икĕ онколог ĕçлет. Халĕ тепĕр тухтăр килессе кĕтетпĕр.

— Пациентсем кăмăллă-и çĕнĕ поликлиникăпа?

— Ленин проспектĕнчи 12-мĕш çуртра вырнаçнă çĕнĕ поликлиника халăха килĕшет. Унта питĕ хăтлă, çутă, коридорсем сарлака. Терапевтсем — пĕр вырăнта. Иккĕмĕш тата виççĕмĕш хутсен çуррине ача-пăча поликлиникине парăпăр. Хĕрарăмсен консультацийĕ валли пысăк вырăн уйăрнă.

— 2021 çулта мĕнле ĕçсем тума палăртрăр?

— Кăçал Короленко урамĕнчи офиса юсаса çĕнетесшĕн. Лапсарти поликлиникăра та юсав ирттермеллех. Унта пирĕн паллиативлă терапи уйрăмĕ вырнаçнă. Çавăн пекех стационарта юсав ĕçĕсем ирттерес тĕлĕшпе документсем хатĕрлетпĕр. Кислород парса тăракан тытăма улăштарма вăхăт çитнĕ. Укçине уйăрнă, ăна кĕçех тăвăпăр. Юлашки вăхăтра республика та медицинăна çĕклеме нумай нухрат уйăрать. Пулăшусăр май çук, оборудовани хаклă. Тепĕр МРТ оборудова-нине илес килет. Пациентсем патне килĕрен çÿреме машина пачĕç. «Поликлиникăн çĕнĕ модельне» кĕме тĕв тăватпăр. Пĕрремĕш кварталта навигаци тытăмне йĕркелесшĕн. Больницăра пуçласа килекене пÿлĕмсене тупма йывăр. Пĕлтĕр сиплев учрежденийĕн картишĕнче асфальт сартăмăр. Çакна та калам: пандеми пуçланнăранпа ытти больница ковидпа чирлисене вырттарнине пула Çĕнĕ Шупашкарти тата Шупашкарти тĕрлĕ чир-чĕрпе нушаланакансене пĕтĕмпех эпир йышăнатпăр. Наркăмăшланнисене республикăри пур районтан та пирĕн пата илсе килеççĕ, çавăнпа праçник кунĕсенче те, ытти чухне те талăкĕпе ĕçлеме тивет. Йывăр пациентсем килеççĕ. Кунне васкавлă пулăшу машини 35-40 хут кĕрет. Кашнинчех — йывăр чирлисем.

— Пациентсене йышăнма вăхăт юлать-и?

— Вăхăт тупма тăрăшатăп. Чирлисене йышăнса, вĕсем сывалса пынине курса хам ĕçленине туятăп.

— Пĕр интервьюра эсир çамрăк чухне журналист пулма ĕмĕтленни çинчен каланăччĕ. Медицинăна кайнăшăн ÿкĕнместĕр-и?

— Çук. Пачах хирĕçле, аннене тав сăмахĕ калатăп. Эпĕ ку ĕçре халăха ытларах та пулăшма пултаратăп. Çынна пулăшни киленÿ парать. Анне Юлия Васильевна 40 çул ачасене чăваш чĕлхипе литератури вĕрентнĕ. Вăл — ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ.

Сирĕн ăнăçу рецепчĕ мĕнре?

— Ĕçе юратмалла. Ун чухне вăл ĕç пек те туйăнмасть, чун киленĕçĕ евĕр кăна. Кайран ĕç те сана савать. Ăнăçу хăех килет. Тата… Пуçланă ĕçе вĕçне çитерме хăнăхни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Канмалли кун ĕçпе интересленмесен чунра тем çитмен пек туйăнать.

Çĕршыври сывлăх сыхлавĕн малашлăхне епле куратăр?

— Эпĕ хамăрăн медицинăна шанатăп. Пĕтĕм тĕнчипех сарăлнă пандеми пирĕн сывлăх сыхлавĕн тытăмĕ чи лайăххине кăтартрĕ. Йывăрлăха парăнтарма пултартăмăр. Сывлăх сыхлавĕн тытăмĕшĕн намăс мар мана. Пĕр çитменлĕх кăна. Пуçламăш звенона тата ытларах тимлĕх уйăрмалла, мĕншĕн тесен чи пĕлтерĕшли — терапевт. Çын хăйне начар туйсан тÿрех хирург патне каймасть, малтан терапевт патне килет, çавăнпа пуçламăш звено ĕçне çĕнетмелле пек туйăнать. Кăçал ăна тимлĕх уйăрма палăртнă. Пĕтĕм Раççей шайĕпех пулĕ вăл. Çакна питĕ кĕтетпĕр.

— Енчен те сире РФ Президенчĕпе тĕл пулма 15 минут уйăрнă пулсан унпа мĕн çинчен калаçăттăр?

— Шăпах пуçламăш звено пирки сăмах пуçарăттăм. Тата амбулатори реабилитацине вăйлатсан лайăх, мĕншĕн тесен операцие ăнăçлă ирттернĕ хыççăн пациентăн шăпи реабилитацирен питĕ нумай килет. Реабилитологсем, гериатрсем пулмалла. Халăх ватăлса пырать. 60-тан иртнисем валли эмел виçине те пĕлсе уйăрмалла. Самана ылмашăннине кура психолог, психотерапевт консультацийĕсем кирлĕ, çак службăсене те вăйлатмалла.

Сывă пурнăç йĕрки сирĕншĕн мĕн вăл? Эсир ăна пăхăнатăр-и?

— Сывă пурнăç йĕркине пăхăнасси çемьерен килет. Çакă чи малтан — эрех ĕçменни, пирус туртманни, яланах ырă кăмăл-туйăмлă пулни. Чир-чĕр кÿренÿсене пула та йăл илет — тарăхăва, çилле пуçтарса пымалла мар, пĕр-пĕрне каçарма пĕлмелле. Çĕр çинче пурте хăнара эпир. Икĕ ĕмĕр çук. Тĕрĕс апатланни те пĕлтерĕшлĕ, пахча çимĕç, ешĕл çимĕç ытларах çимелле. Çуран утма тăрăшмалла.

Ачăрсем сирĕн çулах суйланă-и?

— Хĕрĕм Людмила ЧПУ медфакĕнче 6-мĕш курсра вĕренет. Медсестрара ĕçлет, анализсем илет, мобильлĕ бригадăпа çÿрет. Ку ĕçе килĕштерет. Халĕ ăна пăхса кĕçĕнни Юля та медицинăна каяс кăмăллă. Вăл 10-мĕш класра вĕренет. Ĕç яваплă пулни кăна ăна шухăшлаттарать. «Анне, эпĕ медик пулсан сан пек каçхи тăххăрта кăна ĕçрен килĕп-и? Вара мĕнле пурăнмалла ун пек?» — ыйтать манран. «Хăнăхатăн, йывăрлăх ялан пулмасть», — тетĕп.

Эсир ĕçрен çĕрлене юлса килнине мăшăр епле йышăнать?

— Турра тав тумалла упăшка çавăн пек ăнланакан çын пулнăшăн. Эпĕ ăна каласа тăман, вăл хăех йăлтах курать, çур сăмахранах ăнланать. Çемьере ĕçе уйăрмастпăр, йăлтах пĕрле тăватпăр.

— Эсир ĕçлеме пуçланă тапхăртипе танлаштарсан халăх халĕ ытларах чирлет-и?

— Ытларах. Çакă экологипе те çыхăннă. Сахал утатпăр, ытларах транспортпа çÿретпĕр. Нерв чирĕсем анлă сарăлчĕç. Эпир кирлĕ марришĕнех хыпса çунса сывлăха хавшататпăр, çавăнпа питĕ лайăх психотерапи служби кирлĕ.

Хăвăра яланах алăра тытатăр. Вăрттăнлăхĕ мĕнпе çыхăннă?

— Илемлĕ литература вулатăп. Ĕç хыççăн пĕр-икĕ чарăну та пулин утма тăрăшатăп. Çакă шухăш-кăмăла йĕркене кĕртме пулăшать. Çынсене кÿренмелле мар — хаклă вăхăта сая яни ку. Турă панă кашни пулăма тав туса йышăнмалла. Ятарлă рецепт çук. Кирек епле çивĕч ыйтăва та татса пама пулать, яланлăхах кайнă çынна кăна чĕртсе тăратаймăн.

Роа ВЛАСОВА. Татьяна МАРКЕЛОВА архивĕнчи сăн ÿкерчĕк

 

 


ИК ЧĔРЕРЕ ПĔР ТУЙĂМ

Çирĕм çула яхăн пĕрле

Абдульхалимăн Тăван çĕршывĕ — Сири, Светлана Кемĕр хулинче çуралса ÿснĕ. Вĕсем чăваш çĕрĕнче тĕл пулнă, кунта кун-çул сукмакĕсене пĕрлештерсе пурнăçăн анлă çулĕ çине пĕрле тухнă.

 Икĕ халăх — икĕ тĕрлĕ культура. Кашнин хăйĕн йăли-йĕрки. Расна уçлăхра çуралса ÿснĕ çынсене пĕрле пурăнма май та çук пек туйăнать. Анчах та икĕ чĕрене пĕр туйăм çыхăнтарсан, икĕ çын чун-чĕри пĕрре пулса тăрсан йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма пулать иккен. «Пирĕн çемье çирĕп», — тет Абдульхалим. Унăн сăмахĕсемпе килĕшсе мăшăрĕ те калаçăва хутшăнать: «Эпир 2004 çултанпа пĕрле». Фармансем Çĕнĕ Шупашкарта пурăнаççĕ. Пĕр хĕрача çитĕнет вĕсен. Эвелина — 7 çулта.

…Шăпа этем çут тĕнчене киличченех çырăнать теççĕ. Тĕрĕсех ахăртнех. Çынпа çыннăн çак пурнăçра тĕл пулмалла тăк — вĕсен çулĕсем хĕресленеççех. Сири каччипе чăваш хĕрĕ çемье çавăрасси пинрен пĕрре пулать пуль. Анчах та шăпа çырнă тăк унран иртеймĕн. Фармансемпе калаçнă май çак шухăш тата та ытларах çирĕпленчĕ.

Абдульхалим Фарман Раççее 90- мĕш çулсен пуçламăшĕнче килнĕ. «1991 çулта Алма-Ата хулинчи медицина институтне кĕтĕм. Унта малтан хатĕрленÿ курсĕнче вĕрентĕм. Пĕрремĕш курс хыççăн Казахстанра манăн пĕлÿ кирлĕ пулассăн туйăнмарĕ. Çавăнпа Раççее куçма шут тытрăм. Эпĕ çак çĕршыври тĕрлĕ хулара — Мускавра, Оренбургра, Пермьре — пулса курнă. Анчах манăн пĕр-пĕр пысăках мар хулара тĕпленес килчĕ», — аса илчĕ çав тапхăра Абдульхалим.

Раççей — пысăк патшалăх, унта хула та нумай. Анчах Сири студенчĕ мĕншĕн Шупашкара суйласа илнĕ- ха? «Алма-Атаран юлташпа иккĕн Мускава çитрĕмĕр. Раççейĕн тĕп хулинче Непалтан килнĕ студента тĕл пултăмăр. Хамăр мĕн сăлтавпа кунта çÿренине пĕлтерсен вăл пире икĕ хула сĕнчĕ: Чĕмпĕр тата Шупашкар, — терĕ Абдульхалим. — Эпĕ Сирире çуралса ÿснĕ. Унта коммунизм идео-логийĕ вăйлă аталаннă. Коммунистсем Ленин çуралнă кунне паллă тунине те лайăх астăватăп. Чĕмпĕр пирки сăмах пуçарсанах çирĕп шут тытрăм: «О, ку Ленин пурăннă хула. Унăн Тăван çĕршывне каятăп!» Çав вăхăтрах Чăваш Енрен тепĕр юлташ шăнкăравлать: «Шупашкар — лайăх хула. Кил».

Çапла шăпа Абдульхалима Чăваш Ене, Шупашкара, илсе çитернĕ. Вăл кунта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнче вĕренме пуçланă. «Эпир — ют çĕршыв çыннисенчен Чăваш Республикинчи аслă шкулăн студенчĕсем пулса тăнисенчен пĕрремĕшсем. 1998 çулта диплом илнĕ хыççăн Тăван çĕршыва кайрăм. Çулталăк Сирире пурăнтăм. Анчах та Чăваш Ене каялла таврăнмалла пулса тухрĕ. Лаборатори диагностики енĕпе ординатурăна кĕтĕм. Çав вăхăтрах Евгения Гурьянова патĕнче йĕппе сиплемелли ăсталăха алла илме тытăнтăм…» — çак тĕле çитсен Светлана мăшăрне пÿлчĕ.

Малалла хăй каласа кăтартма пикенчĕ: «Евгения Аркадьевна ку енĕпе питĕ паллă специалист. Эпĕ ун патне И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ çумĕнчи нумай функциллĕ центра сипленме кайрăм. Çав вăхăтра вĕсем унта практикăраччĕ. Йĕппе сипленмелли процедура вăраха тăсăлаканскер. Вăл вĕçлениччен тухтăрпа темĕн пирки те калаçма ĕлкĕретĕн. Абдульхалимпа та çаплах сăмах пуçланса кайрĕ». Светлана центра кун сиктерсе вунă кун çÿренĕ. Çак тапхăрта çамрăк тухтăрпа пациент хутшăнăвĕсем туслăха та куçма ĕлкĕрнĕ. Ун чухне вĕсенчен пĕри те пулсан туслăхран юрату çураласси пирки шухăшланă-ши? Ахăртнех, çук. Мĕншĕн тесен больница хыççăн вĕсем пĕр-пĕрне урăх курман. Республика кунĕнче заливра ăнсăртран тĕл пуличчен… «Уява пĕрле ирттертĕмĕр. Çакăн хыççăн вара эпир тек уйрăлман. Кĕçех çемье çавăртăмăр. Унтан хĕр çуралчĕ», — терĕ мăшăр.

Шăпаран иртеймĕн çав. Светлана Чăваш Енре çуралса ÿснĕскер мар вĕт. Унăн амăшĕ Куславкка районĕнчен. Анчах та ăна алла професси илнĕ хыççăн направленипе Кемĕр тăрăхне ĕçлеме янă. Кунтах çемье çавăрнă, кĕçех Светлана çуралнă. Чылай çул иртсен вĕсем Чăваш Республикине куçса килнĕ.

Абдульхалимпа Светлана мăшăрланма шут тытнине çывăх çыннисем мĕнле йышăннă-ха? Хĕрĕ ют çĕршыв арçыннине качча тухни е тата ывăлĕ урăх тĕн йĕркипе пурăнакан хĕре арăм тунине пĕлни ашшĕ-амăшне, тен, пăшăрхантарнă та, канăçсăрлантарнă та? «Çук, хирĕç пулнă тесе калассăм кил-мест. Çывăх çынсем пире ÿпкелемен те, чарман та», — тет Светлана. «Мана атте: «Сирĕн хăвăрăн йышăну тумалла», — терĕ», — калаçăва хутшăнчĕ Абдульхалим.

Абдульхалим малалла вĕреннĕ. Диссертаци çырнă, ăна Хусанта хÿтĕленĕ. Вăл сахăр диабечĕн, са-мăрланнин ыйтăвĕсемпе ĕçленĕ. Хăйне вĕрентнĕ профессорсене халĕ те ырăпа аса илет: «Тутарстанри медицина академийĕ çумĕнчи клиника лабораторийĕнче питĕ паллă профессор Анатолий Цибулькин патĕнче пĕлĕве тарăнлатрăм. Шел, пĕлтĕр вăл пурнăçран уйрăлчĕ. Медицина наукисен докторĕ Лариса Меркулова, вăл Чăваш Енри сумлă профессорсенчен пĕри, патĕнче ор-динатура тухрăм. Тата ыттисем те мана професси ăсталăхне ÿстерме чылай пулăшрĕç».

Çирĕм çула яхăн пĕрле пурăнакан мăшăр тахçанах пĕр пекленнĕ ĕнтĕ. Вĕсен халĕ уявĕсем те, апат-çимĕçĕ те пĕрешкел. Малтанах вара Абдульхалимшăн кĕтменлĕх, тĕлĕнтермĕш сахал мар пулнă. Тĕслĕхрен, хĕрлĕ кăшман салачĕ. «Мĕн ку? Çакă салат-и? Кăшманран-и? Кайран хăнăхрăм, — тет вăл. — Хăмăр патри апат-çимĕçе те хатĕрлетпĕр. Пирĕннисенчен пĕри мăшăра уйрăмах килĕшет. Хура тула кăшт аса илтерекенскер вăл. Тулла симĕсле пуçтараççĕ, çулăм çинче ăшалаççĕ, типĕтеççĕ. Унтан ăна чăх какайĕпе, урăх нимĕнлипе те мар, пĕçереççĕ».

Абдульхалим национальноçпа — курд. Çак халăх, тĕпрен илсен, Сирире, Турцире, Иранпа Иракра пу-рăнать. Тĕнчери мĕн пур мăсăльман пекех Абдульхалимшăн икĕ уяв — Навруз тата Курбан-байрам — пысăк пĕлтерĕшлĕ. «Вĕсемшĕн Навруз пирĕн Мăнкун пек уяв, — калаçăва хутшăнчĕ Светлана. — Ăна пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнче паллă тăваççĕ. Çулсерен çак кун Мускавра пухăнаççĕ вĕсем. Пысăк концертсем, фестивальсем йĕркелеççĕ, тĕрлĕ çĕршывран артистсем килеççĕ. Çамрăклах Раççее килнĕскершĕн — кунта вăл Тăван çĕршывĕнчен те ытларах пурăнать те — уншăн халĕ пирĕн уявсем те çывăх ĕнтĕ».

Мăшăршăн чĕлхе чăрмавĕ те çук. Абдульхалим, Светланăпа паллашиччен Раççейре чылай хушă пурăннăскер, вырăсла ирĕклĕн калаçма хăнăхса çитнĕ. Кунсăр пуçне вăл курд, акăлчан, араб, сири чĕлхисене лайăх пĕлет. «1991 çулта хатĕрленÿ курсĕнче вĕренме пуçланă чухне эпĕ вырăсла пĕтĕмпе те икĕ сăмах — студент тата студень — пĕлнĕ, — аса илчĕ Абдульхалим. — Акăлчанла калаçнă. Сирире вĕрентÿ шайĕ яланах пысăк пулнă. Унта 7-мĕш класран акăлчанла вĕрентеççĕ. Шкула çÿреме пуçличчен арабла темиçе сăмах кăна перкелешнĕ. Класра икĕ-виçĕ араб ачи кăначчĕ пулин те вĕсен чĕлхине хăвăртах хăнăхрăм». Мăшăрне кура Светланăн та ют чĕлхесене вĕренес шухăш çирĕпленнĕ. Ятарлă литература та туяннă вăл.

Тĕн расна пулни те Фармансемшĕн чăрмав мар. Вĕсем ку енĕпе пĕр шухăш патне пырса тухнă: кашни хăйĕн йăли-йĕркине тытса пырать. «Ачана тĕне кĕртесси пирки çеç ыйту сиксе тухнăччĕ, — терĕ Светлана. — Юлашкинчен вара ку ыйтăва хăй татса патăр тесе килĕшрĕмĕр». «Мăсăльман тĕнĕ тăрăх пăхса хаклас тăк — ачан мăсăльман пулмалла, мĕншĕн тесен ашшĕ мăсăльман. Анчах та эпир ăна ирĕксĕрлеместпĕр. Ÿссе çитĕнсен хăех палăртĕ», — тет Абдульхалим мăшăрĕн шухăшне ма-лалла тăсса.

Абдульхалим «Чăваш Ен маншăн иккĕмĕш кил, кунта манăн çемье, пурнăç» тет пулин те Тăван çĕршывĕшĕн питĕ тунсăхлать, уншăн пăшăрханать. Унта тăван килĕ, çывăх çыннисем, шкулта пĕрле вĕреннĕ юлташĕсем юлнă-çке… Çавăн пекех ăна Сирире юлашки вăхăтра лару-тăру çивĕчленни те хумхантарать.

«Вăрçă тата экономикăри йывăрлăхсем сириецсене тăван çĕрне пăрахса тухса кайма хистеççĕ. Унта пурăнма питĕ йывăр. Аккумулятортан е генератортан электричество илеççĕ. Телефон çыхăнăвĕ начар», — тăван çĕрĕ йывăрлăха кĕрсе ÿкни пирки каласа кăтартнăран унăн кăмăлĕ те пусăрăнать. «Виçĕм çул вăл унта хĕвел батарейисем те илсе кайма хатĕрленнĕччĕ-ха. Тăванĕсене электричествăпа усă курма лайăхрах майсем туса парасшăнчĕ», — тет Светлана. «Сири Президенчĕ — ăслă, вĕреннĕ çын, вăл çĕршывра нумай япалана улăштарасшăнччĕ, çынсен пурнăçне лайăхлатас-шăнччĕ. Анчах вăрçă сиксе тухрĕ те пĕтĕмпех пĕтерсе хучĕ. Сири халăхĕ кахал мар, яланах ĕçленĕ. Пирĕн патра тÿлевсĕр вĕреннĕ, больницăсенче сипленнĕшĕн укçа илмен. Çынсем япăхах пурăнман. Туризм кăна аталанманччĕ ĕнтĕ. Тата патшалăхăн ача сачĕсем çукки пысăк чăрмав. Ачана тарăн пĕлÿ парас тесен çакăн евĕрлĕ учрежденисем кирлех. Килте ăна вĕрентме пултаракан çук, мĕншĕн тесен чылайăшĕн ашшĕ-амăшĕ ĕçе çÿрет. Ача кун пек çемьесенче аслашшĕ-асламăшĕпе юлать. Вĕсем вара нумайăшĕ хутла пĕлмеççĕ».

Валентина БАГАДЕРОВА.

 


 

Татьяна ВАШУРКИНА: Черетлĕ юбилей – халăхпа пĕрле

«Хыпар» Издательство çурчĕ чăваш халăх хаçачĕн 115 çулхи юбилейне çĕнĕ çитĕнÿсемпе, çĕнĕ тĕллевсемпе кĕтсе илет. Купăрля чăвашĕ Николай Никольский профессор пуçарнă «Хыпар» тахçанах тăван халăхăмăрăн уйрăлми пайĕ пулса тăнă. Унăн 27 пин те 734 номерĕ вулакан патне çитнĕ. Çак тапхăрта тĕп хаçатăн ячĕ темиçе хут та улшăннă пулин те тĕллевĕ п

Пирвайхи «хыпарçăсем» палăртниех упранса юлнă, çавăнпа вăл паянхи кун та халăхпа пĕрле.

Анчах хальхи журналистăн ĕçĕ чылай анлăланчĕ. Çырма пĕлни кăна çителĕксĕр паян, тĕрлĕ енлĕ аталанмалла. Халĕ унăн, сăмахран, дизайн вăрттăнлăхĕсене те пĕлмелле, хаçат та çырăнтармалла, мероприятисене кайсан сăн тата видео ÿкерсе килмелле, социаллă сетьсенче тÿрĕ эфира тухмалла, аккаунтсем тытса пымалла, социаллă проектсем хатĕрлемелле... Çирĕплетсех калатăп: «хыпарçăсем» — ăста кадрсем, вĕсем хăйсен пултарулăхне куллен аталантараççĕ, çĕннине вĕренме ăнтăлаççĕ — вебинарсемпе семинарсене, ăсталăх класĕсене хутшăнаççĕ. Çакă хăйĕн çимĕçне кÿрет, «Хыпар» Издательство çурчĕн ĕçченĕсем юлашки çулсенче уйрăмах пысăк çитĕнÿсем турĕç. Раççей шайĕнчи конкурссенче Валентина Петрова, Лариса Никитина, Василий Кузьмин палăрчĕç, çĕршыв шайĕнчи конкурссен финалне Алина Изман, Марина Тумаланова тухрĕç. Республикăри журналистсен тĕрлĕ конкурсĕнче пĕлтĕр кăна Николай Коновалов, Ирина Клементьева, Валентина Багадерова, Лариса Никитина, Татьяна Наумова, Марина Тумаланова тата ыттисем мала тухрĕç. Юрий Михайлов — ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, унран маларах Николай Коновалов РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ пулса тăчĕç. Валентина Петрова ЧР Хисеп грамотине тивĕçрĕ. Юрий Михайлов — Çемен Элкер премине, Андрей Михайлов Николай Никольский премине илчĕç. Патшалăх Канашĕн, министерствăсен наградисене тивĕçнисен йышĕ вунă çынран та иртрĕ. Коллективăн пысăк пайне «Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул» медальпе чыслама пĕлтĕрхи раштав уйăхĕн вĕçĕнче указ тухрĕ.

«Хыпар» ăнăçлă аталанса пырать. Сочири форумра, наци МИХĕсен кунĕнче, хамăрăн ĕç-хĕлпе паллаштарнăччĕ, цифрăсем илсе кăтартнăччĕ. Мероприяти хыççăн ман пата темиçе редактор та пырса кăсăкланчĕ: «Мĕнле апла пултаратăр? Пире 100 проценчĕпе субсидилесен те ĕçлесе пыма йывăр», — терĕç. Ытти республикăри пичет кăларăмĕсемпе танлаштарсан, çырăнтару, укçа-тенкĕ тĕлĕшпе кăтартусем аван пирĕн. Аталанса пырас енĕпе те — лайăххисен йышĕнче. Шел те, пĕлтĕр коронавирус эпидемийĕн хумĕ пире те килсе çапрĕ. Пĕр тапхăр журналистсем килтен ĕçлесен те хаçатсемпе журналсем вулакансем патне вăхăтра çитсе тăчĕç. Анчах иртнĕ çул пуçламăшĕнче палăртса хунă Çамрăк корреспондентсен слетне, кире пуканĕ йăтакансен Пĕтĕм Раççейри турнирне Роспотребнадзор ирĕк паманнипе ирттерме май килмерĕ. Хăрушă чир çитес вăхăтрах пĕтессе, эпир пурсăмăр та пурнăçăн унчченхи йĕркине таврăнасса шанатпăр, ун чухне, вулаканăмăрсем, сирĕнпе тата ытларах тĕл пулăпăр.

Пирĕн журналистсем ЧР Информполитика министерстви йĕркеленĕ социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсен конкурсĕсене унчченхи çулсенчи пекех пĕлтĕр те хастар хутшăнса çĕнтерчĕç. Çавна май «Хыпар» хаçатра — «Мухтавлă 100 ентеш», «Тĕп тема: наци проекчĕсем», «Йывăр чух ал парар», «Асăрханăр: улталаççĕ!», «Çамрăксен хаçатĕнче» — «Вăрçă ачисем», «Чăваш хĕрарăмĕнче» — «Амăшĕн телейĕ», «Тантăш» хаçатра «Ровесник» хушма кăларăмсем кун çути курчĕç. Чăваш Енĕн Информполитика, Ял хуçалăх, Ĕçлев, Çут çанталăк ресурсĕсен министерствисемпе тачă çыхăнса пурнăçланă проектсем урлă та вулакансене информаципе туллин тивĕçтертĕмĕр, шухăшлаттартăмăр пек туйăнать.

Чи хакли тата чи пĕлтерĕшли пирĕншĕн — эсир, вулакансем. «Хыпар» Издательство çурчĕн кăларăмĕсене 2021 çулăн пĕрремĕш çурринче илсе тăракансен йышĕ упранса юлчĕ кăна мар, ÿсрĕ те. Медиа-холдингăн республика тулашĕнче те саланакан «Чăваш хĕрарăмĕпе», «Çамрăксен хаçачĕ», «Тăван Атăл» журналĕ çумне пĕлтĕр «Тетте» те хушăнчĕ. Ăна паянхи кун 20 регионта тĕпленнĕ йăхташăмăрсем çырăнса илеççĕ, литература журналне вара 36 субъектра илсе тăраççĕ. Контактра, Одноклассники, Инстаграм, Фейсбук социаллă сетьсенчи пирĕн кăларăмсен ушкăнĕсене куллен пăхса тăракансен шучĕ палăрмаллах хушăнса 25000 подписчикрен иртрĕ. Паллах, çакă пире, юбилей умĕн — пушшех те, савăнтарать, малашне те сирĕншĕн ĕçлеме хавхалантарать, вăй-хăват кÿрет. Тавах сире, хисеплĕ вулакансем.

«Хыпарăн» пĕрремĕш номерĕ кун çути курнăранпа 115 çул çитнĕ ятпа саламланă май çирĕп сывлăх, телей сунатпăр, черетлĕ юбилейсене те пĕрлех кĕтсе илессе шанатпăр. Тĕллевсем пысăк-ха пирĕн, шухăшласа хунă проектсене пурнăçа кĕртмелле. Вĕсенчен пĕринпе — «Аудиохаçатпа» — эсир паллашма ĕлкĕртĕр те ĕнтĕ. Ăна интернетпа туслисем уйрăмах кăмăлласа йышăннине туятпăр, çакна редакцие килекен çырусемпе шăнкăравсем те, республика тулашĕнчи информагентствăсем кун пирки çырни те, çынсем соцсетьсенче комментарисем хăварни те çирĕплетеççĕ. Малашне те пĕрлех пулар, хамăрăн çитĕнÿсемпе пĕрле мăнаçланар — пĕрле эпир вăйлă!

 


 

Кашни статйи ача пек

«Хыпар» редакцийĕнчи ĕçтешĕмсемпе калаçатăп та — кашнин сăмахĕнче вĕсем хăйсен ĕçне парăнни, юратни палăрать, хаçат пирки хисеплесе тата ăшшăн кăна калани савăнтарать. Вун-вун çул ĕçлет-и е Издательство çуртне нумаях пулмасть кăна килнĕ-и — аса илмелли кашнин пур: «Хыпар» — вĕсен пурнăçĕ, хаçат — пирĕн шăпа.

Журналист профессийĕ çавнашкал: пурнăç хурапа шурă

тĕссенчен тăрать теççĕ вĕт — савăнăçли те пайтах, хур-

лăхлине те, шел, нумай курма, çутатма тивет. Çапах хаçат

ĕçĕ чи малтан çул çÿревсемпе, интереслĕ, хăйне евĕрлĕ

çынсемпе курнăçмалли анлă майсемпе хаклă пек туйăнать.

Ĕçтешĕмсем те пĕри те тепри çакна çирĕплетеççĕ.

«Хыпар» редакцийĕнче вăй хуракан чи пысăк стажлă /40

çул — калама кăна!/ Надежда Смирнова, культура пайĕн

редакторĕ, ăçта кăна пулман, кампа кăна тĕл пулман, анчах

чи малтан 1999 çулта Беларуçра пулнине аса илчĕ. Унти

чăвашсем Чăваш Ен делегацийĕ килнĕ тĕле хăйне евĕрлĕ

парне хатĕрленĕ иккен – пурте пĕлекен-килĕштерекен «Бе-

ловежская пуща» юрра чăвашла куçарнă, хăнасене «Бело-

русские песняры» ансамбль çак юрăпа кĕтсе илнĕ. Концерт

хыççăн Надежда Георгиевна ансамбль солисчĕпе Валерий

Дайнекăпа калаçнă та — вăл çывăх вăхăтра Шупашкара га-

строле килесси çинчен каланă. Шел, килеймерĕç. Анчах унăн

ушкăнне телевизорпа курмассерен «Хыпар» журналисчĕ

паян кун та Минскри çав тĕлпулăва ăшшăн аса илет.

«Хыпарăн» тĕп редакторĕн заместителĕн Геннадий

Максимовăн килĕнче стена çинче Владимир Жириновскипе

пĕрле тунă сăн ÿкерчĕк çакăнса тăрать. Çук, ку Геннадий

Аркадьевич РЛДП идейисене парăннипе пач çыхăнман. Ли-

берал-демократсен лидерĕпе вăл 15 çул каялла Мускаври

ВДНХра курнăçнă. Ун чухне «Хыпар» 100 çул тултарнă та

— чăваш хаçатне професси ăсталăхĕшĕн тата яваплăхшăн

«Пресса» куравра чи пысăк наградине шăпах Жириновский

панă. Çĕршыври чи паллă политиксенчен пĕринпе çапла

курнăçни — чăннипех асра юлмалли самант.

Василий Кузьмин фотокорреспондент та ятлă-сумлă

çынсене час-часах курма тивнине палăртать: «Тĕнчипе

паллă спортсменсем, актерсем, Раççей эстрада юрăçисем,

çыравçăсем, телеертÿçĕсем… Мускав тата Пĕтĕм Руç Патри-

архĕ Кирилл Шупашкара килни маншăн пил пекех пулчĕ…»

Ирина Клементьева тишкерÿçĕн те — хăйĕн списокĕ: Станис-

лав Говорухин кинорежиссер, Леонид Якубович телеертÿçĕ,

ыттисем. Е тата — Владимир Путин премьер-министр пулнă

чухне 2010 çулта Чулхулара ирттернĕ конференцие хутшăн-

ни: унăн хушамачĕ темшĕн журналистсен списокне лекмен,

Ирина патшалăх служащийĕсен списокĕпе залах кĕнĕ.

Пирĕн профессие çитекенни урăх, тем тесен те, çук.

Хаçатра 29-мĕш çул ĕçлетĕп — çак тапхăрта миçе «пат-

шана» курнă! Владимир Путин патĕнче Кремльте пресс-

конференцире пулнă, Борис Ельцина сывлăх суннă, Дмитрий

Медведевăн Шупашкарти визитне, «единороссен» вăл

ирттернĕ съездне çутатнă. Пĕчĕкрех шайри хушаматсене

асăнас тăк страницăн самай пысăк лаптăкĕ кирлĕ пулĕччĕ

— çĕршывра приватизацие çул панă Анатолий Чубайсран

пуçласа паян Чăваш Ен кураторĕ шутланакан промышленноç

министрĕ Денис Мантуров таран. Республика ертÿçисене

илес тĕк — Николай Федорова пресс-конференцисенче ыйту-

сем панă, Михаил Игнатьевпа пĕрре кăна мар калаçнă, Олег

Николаевран интервью илнĕ.

Тепĕр тесен, пирĕн ĕçре асра юлаканни яланах паллă çын-

семпе мар, ахаль рабочипе е ял ĕçченĕпе те сăлтавланма

пултарать. Издательство çурчĕн тĕп редакторĕн тепĕр за-

местителĕ Дмитрий Моисеев хăйĕн ĕç биографийĕнче Елчĕк

районĕн çыннипе курнăçни тарăн йĕр хăварни çинчен калать.

Çав çыннăн ашшĕне хăй вăхăтĕнче кулак тесе аякка ăсатнă:

«Вăл киле таврăниччен нуши маларах çитсе çăпатине сырса

хунă…» «Çав сăмахсем мана ăнран янăччĕ, — тет Дмитрий

Андреевич. — Епле сăнарлă чĕлхе! Çынсен хура çÿçе шурата-

кан шăпи чуна пăлхатса асаплантарать пулсан, халăхăмăрăн

пуян чĕлхи ĕçĕмре киленĕç кÿрет». Валентина Багадерова

корреспондент та, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕ-

ренпе 75 çул çитнĕ май пĕлтĕр ветерансем çинчен статьясен

пысăк ярăмне хатĕрленĕскер, вăрçă паттăрĕсенчен кашнин

сăмахне ахах-мерченпе танлаштарать, вилĕмпе куçа-куçăн

тăнăскерсем чун ăшшине, ырăлăхне упраса хăварнинчен тĕлĕнет.

Журналист ĕçĕ курманнине курма, пĕлменнине пĕлме ăн-

тăлмашкăн хистет. Андрей Михайлов тишкерÿçĕ, авă, унччен

спорта килĕштерсех кайманни çинчен калать, «Хыпара»

килсен вара ăна çак темăна тытса пыма шаннă та — паян

республикăра физкультурăпа спорт темине унран лайăхрах

пĕлекен журналист та сайра.

Журналистсемшĕн хастарлăхпа сĕмсĕрлĕх кăтартуллă —

ĕç çапла пулма хистет. Ĕçре çакна тÿрре кăлараççĕ-ха, анчах

чунпа вĕсем — ачаш та сăпайлă. Сергей Журавлев фотокорре-

спондент 35 çул каялла пĕлĕшĕ хăйĕн сăн ÿкерчĕкĕсене хаçата

пама сĕнсен иккĕленнине аса илет: тивĕç мар пуль… Сĕнсе

пăхнă та — ÿкерчĕкĕсем хаçата тивĕçтернĕ, çавăнтан пуçланнă

та республика шайĕнчи фотожурналистикăри анлă çул.

Хаçатçăшăн хăйĕн кашни статйи-репортажĕ хаклă — ача пек.

Ахальтен мар ĕнтĕ, пĕлетĕп, нумайăшĕ хăйсен материалĕсене

хаçатран касса илсе пухса пырать. Роза Власова тишкерÿçĕ

чылай çул каялла куншăн хăйне амăшĕ ятлани пирки те калать:

«Ку хаçатсемпе сараппан çĕлетĕн-им?»

Шăпах пичетленĕ сăмах хакне ăнланни, çырнă сăмахшăн

яваплăха туйни журналистикăна ытти нумай профессирен

уйăрса тăрать. Çав шутра — литературăран та. Писательсем

ан кÿренччĕр те — сăвă-прозăра автор ăна-кăна шухăшласа

кăларма та пултарать, массăллă информаци хатĕрĕн пред-

ставителĕн вара унашкал ирĕк çук — чăннине, фактсене çутат-

малла, суйма-улталама юрамасть. Ахальтен мар ĕнтĕ Юрий

Михайлов тишкерÿçĕ хăйне ĕçе илнĕ чухне хаçатăн ун чухнехи

редакторĕ Демьян Семенов панă ыйтăва паянхи пек астăвать:

«Сăвă çыратăн-и?» Сăвă çырни уншăн çын журналистикăра

ăнтарас тĕлĕшпе иккĕленмелли самант пулнă иккен. Юрий

Сергеевич унччен сăвă çырса палăрман — хаçатра ĕçлеме пуçланă.

Хаçат – пысăк йышпа тăвакан ĕç. Журналистсем — унăн

вулакан куракан, хушамат тăрăх паллакан йышĕ кăна. Ява-

плă секретарьпе дизайнерсенчен тытăнса реклама менед-

жерĕсем, корректорсемпе водительсем таран – хаçат вĕсен пĕрлехи ĕçĕн çимĕçĕ.

Николай КОНОВАЛОВ

 


 

«Хыпарсăр» пурăнаймастпăр»

Шăпах 115 çул каялла, 1906 çулхи кăрлачăн 21-мĕшĕнче, çуралнă «Хыпар» хаçат. Самана ыйтнипе кун çути курнă вăл. Çав вăхăт тĕлне чăваш алфавичĕ пулнă, Чĕмпĕрти Иван Яковлевăн шкулĕнчен çĕр-çĕр чăваш ачи пĕлÿ илсе тăван ялĕсене таврăннă, кĕнекесем пичетленнĕ. Тăван чĕлхепе вулас текен йышланнă. Унтанпа пĕр ĕмĕр ытла иртрĕ. Самана тĕрлĕ майлă улшăнчĕ, хаçат та тĕрлĕ ятпа тухса курчĕ, 1991 çулхи çурла уйăхĕн вĕçĕнче малтанхи патне таврăнчĕ. «Хыпарăн» кун-çулĕ пуян, пĕлтерĕшĕ пысăк, кашни чăвашăн пурнăçĕнчех мĕнле те пулин вырăн йышăнать вăл. Хаçат юбилейĕ умĕн чăваш халăхĕ мĕн шухăшлани кăсăклантарчĕ.

Кун-çулăн çурри

Вăрмарта пурăнакан Василий Цыфаркиншăн «Хыпар»

хаçат — çур апат. «Хаçата унччен кулленех кĕтеттĕмĕр,

халĕ эрнере иккĕ килет. Сакăр вуннăри хуняма юнашар

ларать, вăл та: «Паян «Хыпар» килмерĕ-и?» — тесе ыйтать.

Хаçатсăр пурăнаймастпăр. Эпĕ хам та редакцие студент

чухнех çырма пуçланă, ун хыççăн та «Хыпар» валли ста-

тьясем шăрçаланă, çавăнпа вăл манăн пурнăçăн, ĕçĕн

çурри. Шел, эпĕ килĕштернĕ авторсем халĕ питĕ сайра

курăнаççĕ. Роза Власова журналистăн статйисене кăмăл-

ласа вулатăп. Шел те, ытларикун хаçата илсен тепĕр номер

килессе эрнекунччен кĕтес пулать. Маларахри çулсенче

хам кăна пĕр харăс 19 тĕрлĕ хаçат-журнал çырăнаттăм,

халĕ — чи килĕшекеннине кăна», — терĕ Василий Егорович.

Вăл хăй вăхăтĕнче районти тавра пĕлÿ музейне ертсе пынă,

халĕ — тивĕçлĕ канура. Сывлăхĕ хавшанине — утса çÿреме

йывăрланнине — пула килĕнчен тухаймасть, çавăнпа, хăй

пĕлтернĕ тăрăх, ăна тĕнчепе «Хыпар» хаçат çыхăнтарса тăрать.

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ, Елчĕк рай-

онĕнчи Аслă Елчĕк салинче пурăнакан Валерий Петрянкин

«Хыпар» хаçатпа унта хăй çинчен çырса кăтартнă хыççăн

туслашнă. Вăл ертсе пыракан строительсен бригади Аслă

Елчĕкри социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене — клуба, боль-

ницăна, шкула, спорт залне, ача садне, суту-илÿ çуртне,

çавăн пекех хуçалăхăн правлени çуртне, фермисене,

выльăх-чĕрлĕх валли апат хатĕрлекен цеха, ыттине —

хăпартнă. «Тахçанах çырăнмалла пулнă, вуламалли, кă-

сăкли питĕ нумай хаçатра. Халĕ пĕр номере те вуламасăр

хăвармастăп», — терĕ вăл кăмăллăн.

Елчĕкре пурăнакан тепĕр вулакан вара, 92 çула пус-

нă СССР халăх учителĕ Петр Чернов, «Хыпар» хаçатпа

ĕмĕр тăршшĕпех туслă: «Коммунизм ялавĕ» чухнех тытма

пуçланă çыхăну паян та çирĕп. «Эпĕ эрнекунсерен тухакан

«Хыпара» çырăнса илетĕп. Корреспондентсене мухтас

килет: питĕ çыпăçуллă та илемлĕ çыраççĕ. Фермерсен,

уйрăм хуçалăхсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен, шкул шăпипе çыхăн-

нисене, иртнĕ пурнăçа аса илнисене кăсăкланса вулатăп.

Усăллă канашсем ял хĕрарăмĕсене тутлă апат хатĕрлеме

пулăшаççĕ, вĕсем кулленхи пурнăçра питĕ кирлĕ. Маттур

журналистсем», — палăртрĕ паллă вĕрентекен.

Паянхи те, авалхи те сăнланнă

Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер нумаях пулмасть

80 çул тултарчĕ. Чăваш халăх хаçачĕн çывăх тусĕ вăл.

Паллă поэтăн сăвви-поэми «Хыпар» страницисенче са-

май пичетленнĕ. «Хыпар» хаçат — чăваш культуринче çав

тери пĕлтерĕшлĕ кăларăм, мĕншĕн тесен тăван халăхăн

историне, кун-çулне туллин çутатнă, çутатать те. Литера-

турăна аталантарас енĕпе те унăн тÿпи вышкайсăр пысăк:

хăйсен хайлавĕсене унта Çемен Элкертен пуçласа паянхи

çыравçăсем таранчченех пичетленĕ. «Хыпарăн» ĕмĕрĕ вă-

рăм пултăр», — çак сăмахсемпе хак пачĕ Юрий Семенович хаçат пĕлтерĕшне.

Патăрьел районĕнче — 29 вулавăш, ача-пăчан икĕ би-

блиотекисĕр пуçне ыттисем пурте «Хыпар» хаçата çырăнса

илеççĕ. Тĕп библиотекăн директорĕ Алевтина Овчинникова

палăртнă тăрăх, ялсенче аслă ăрури çынсем библиотекăна

хаçат вулама ятарласа çÿреççĕ, Патăрьел салинче те йыш-

лă вĕсем. «Кашни ял библиотекинчех хаçат вулама ятарлă

сĕтел, тенкел вырнаçтарнă. Паянхи кун та хаçатра мĕн

çырнине пĕлес текен нумай. Хама илес пулсан, хаçатра мĕн

пуррине пĕтĕмпех вулатăп. Маншăн йăлтах кăсăклă: хамăр

район çинчен çырнисем те, республикăри çĕнĕ хыпарсем

те», — чунне уçрĕ Алевтина Геннадьевна.

Наци библиотекин Чăваш кĕнекин центрĕн ертÿçи Галина

Соловьева палăртнă тăрăх, вулавăшра «Хыпар» хаçатăн

1906 çултанпа тухса тăнă номерĕсем упранаççĕ. Вĕсене

ăслăлăх ĕçченĕсем, студентсем тĕпчев ĕçĕсем çырнă чух-

не час-часах ыйтаççĕ. Библиотека вулакансене хаçатăн

электронлă версипе паллашма майсем туса панă. Хаçатăн

1937-1953 çулсенче тухнă номерĕсемпе электронлă би-

блиотекăра паллашма пулать. Галина Павловна систернĕ

тăрăх, кăçал «Хыпарăн» пĕрремĕш номерĕсене электронлă формата куçарĕç.

Чăваш Республикин патшалăх хальхи истори архивĕн

директорĕн çумĕ Александр Максимов та «Хыпарăн»

пĕлтерĕшĕ питĕ пысăккине палăртрĕ: «Ку кăларăм — тăван

чĕлхепе пичетленекен, анлă сарăлакан хаçат. Унта респу-

бликăра паян пулса иртекен ĕçсене, пулăмсене туллин

çутатаççĕ, кунтах историе юлнă самантсем пирки вуласа

пĕлме май пур. «Хыпар» хаçатăн номерĕсем архивра пухăн-

са пыраççĕ, упранма юлаççĕ. Хаçат историне уçса паракан

документсем те пирĕн архивра, паллах, пур. Сăмахран,

вĕсем КПСС обкомĕн докуменчĕсемпе ытти фондра сăн-

ланса юлнă. «Хыпарта» паянхи пурнăçа кăна мар, истори

саманчĕсене те çутатни питĕ савăнтарать. Ун пек материал

мĕн чухлĕ ытларах, çавăн чухлĕ лайăхрах».

«Ална пар, хĕрĕм»

Ефросинья Петрова «Коммунизм ялавне» 1970 çулхи утă

уйăхĕнче ĕçе вырнаçнă. Хаçатăн техника секретарĕнче 42

çул вăй хунă. Пичет ветеранĕ иртнĕ çулсене ăшă кăмăлпа аса

илчĕ. «Тăватă редакторпа ĕçлерĕм. Ытти журналист пирки те

ыррине çеç калама пултаратăп. Вĕсем пурте ман куç умĕнче:

Демьян Семенов, Валериан Степанов, Иван Михайлов, Ле-

онтий Алексеев, Мария Григорьева, Семен Данилов, Михаил

Юрьев, Иван Яковлев, Владимир Петров, Иван Матросов…

Валентина Минеевăпа уйрăмах туслăччĕ. Вăл мана алă

ĕçне пурнăçлама хăнăхтарчĕ. Хăй мĕн кăна тумастчĕ-ши:

тĕрлетчĕ, пир тĕртетчĕ, çыхатчĕ. Вăл ĕçрен кайсан та çыхăну

татăлмарĕ. Валентина Алексеевна мана парнеленĕ кĕнекере:

«Ална пар, хĕрĕм», — тесе çырнăччĕ. Техника ĕçченĕсем те

питĕ хастарччĕ. Пĕрне те манман. «Коммунизм ялавĕнче»,

«Хыпарта» ирттернĕ çулсем аса илÿпе пуянланса юлчĕç», —

каласа кăтартрĕ Ефросинья Семеновна.

«Пирĕн те, чăвашсен, хаçат тăрăх ырра вĕренесчĕ, ха-

мăрăн начар пурнăçа аванлатасчĕ». Акă мĕнле тĕллевпе

пархатарлă ĕçе пуçăннă Николай Никольский. Çак ĕçре паллă

ăсчаха, историке, этнографа, фольклориста Иван Яковлев

шкулĕнче пĕлÿ илнĕ çамрăксем пулăшса пынă. Хаçат кун-

çулĕ çăмăл килмен. Хăй вăхăтĕнче ăна кăларма та чарнă,

ятне те темиçе хутчен улăштарнă. Апла пулин те чăваш

«Хыпартан» писмен. Паян та вăл — Чăваш Енри чи сумлă

хаçатсенчен пĕри. «Хыпар» историйĕн 40 çулĕ куçăм умĕнче

иртрĕ. 80-мĕш çулсен пуçламăшĕнче илчĕ мана хăйĕн йышне

«Коммунизм ялавĕ». Редакцире ĕçлекенсем пĕри тепринчен

маттурччĕ, пултаруллăччĕ. М.Якимов, М.Иванова, П.Юткин,

И.Алтын-Баш, Д.Дубинин, М.Матвиенко, Г.Зиньков, В.Петров,

А.Семенов, С.Федотов, Н.Кадикин, ыттисем вăрçă витĕр

тухнăччĕ. Вĕсемпе курнăçма, калаçма, вĕсен сывлăшĕпе сывлама телей пÿрнĕ мана.

Çул кăтартакан сас

«Хыпар» пурнăçпа тан утнине унăн сайтне, соцсетьсенчи

ушкăнĕсене куллен пăхса-вуласа тăракансем палăртаççĕ.

Вĕсен йышĕнче чиновниксем те пур. Акă, сăмахран, Красно-

армейски районĕнчи Чатукасси ял тăрăхĕн пуçлăхне Генна-

дий Михайловах илер. Вăл — пирĕн хаçата вулакан кăна мар,

соцсетьре тачă çыхăну тытакан та. «Хыпар» пире халăхпа

хутшăнма, çыхăну йĕркелеме майсем туса парать. «Хыпар»

вăл — эпир, чăвашсем, тĕнчере хамăр вырăна тупса çут çан-

талăкпа килĕштерсе пурăнма, кун-çула йĕркелесе пыма çул

кăтартакан янăравлă сас», — хăйĕн шухăшне сăнарлă уçса

пачĕ Геннадий Валентинович.

Чăваш халăх хаçачĕн соцсетьри ушкăнĕсене куçран

вĕçертмен тепĕр вулакан — Валерий Никитин. Вăл палăртнă

тăрăх, «Хыпар» хаçат унăн кăмăлне туллин тивĕçтерет,

уйрăмах ял пурнăçĕ, культура çинчен çырнă статьясене кă-

сăкланса вулать. «Хыпар» ушкăнĕсенче çĕнĕ те интереслĕ хыпар нумаййине палăртрĕ вăл.

Сĕнÿ-канашпа та куллен пулăшать хаçат. Эрнекунсерен

тухса тăракан ятарлă страницăна хатĕрлекен Валентина

Багадерова журналист вулакансен шухăшне яланах тĕпе ху-

рать. Акă, сăмахран, пĕлтĕр ялта пурăнакан Валентина Тара-

сова: «Килти условисенче инкубатор мĕнле хатĕрлемелле-

ши?» — тесе ыйтса çырнă. Хурав тулли пулнăшăн Вален-

тина Григорьевна каярахпа редакцие шăнкăравласах тав

тунă. Кил хуçалăхне тытса тăракансем кăна мар, ЯХПК

ертÿçисемпе фермерсем те «Хыпарпа» туслă. Сăмахран,

Елчĕк районĕнчи «Яманчÿрел» хуçалăхăн директорĕ Вла-

димир Рахмуллин хăйĕн ĕçченĕсем валли «Хыпар» хаçат

çырăнса парать. «Ĕç кунне чăваш халăх хаçатне алла тыт-

нинчен пуçлатăп. Республикăри, çĕршыври хыпарсемпе, ял

хуçалăх кооперативĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашмаллах пирĕн.

Хамăр тĕллĕн кăна пурăнмалла мар, ыттисенне те пĕлмелле. Ку енĕпе пире «Хыпар» пулăшса пырать», — çирĕплетрĕ Владимир Сергеевич.

Хаçат вулакансен ыйтăвĕсене кăна мар, ĕçлĕ çынсен,

предпринимательсен, суту-илÿпе çыхăннисен ыйтăвĕсене

те тивĕçтерет. Акă Комсомольски районĕнчи Чурачăкра

пурăнакан Эдуард Павлов темиçе çул ĕнтĕ «Хыпарпа» унăн

кăларăмĕсенче пĕлтерÿсем парать. Вăл мотоблок, ĕне сăва-

кан аппарат сутать. Эдуард Николаевич хаçат пулăшăвĕпе

кăмăллă. Унпа çыхăнăва малашне те тытса пырас тĕллевлĕ вăл.

Самана, ăрусем улшăнаççĕ, «Хыпар» малаллах талпăнать. Унăн ватăлма юрамасть: вăл — чăваш халăхĕн пурнăçне, кун-çулне сăнлакан тĕкĕр.

Надежда СМИРНОВА.

 


 

Унăн статйисене хапăлласа йышăннă

Павел КРЫСИН, ЧАССР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, журналист, çыравçă:

— «Коммунизм ялавĕ» хаçата

мана Василий Яковлев ĕçе илчĕ.

Вăл, аслă пĕлÿллĕ, анлă тав-

ра курăмлă, опытлă журналист,

хаçат ĕçне лайăх пĕлетчĕ, хаçатра

мĕнле ыйтусем хускатмаллине пай

пуçлăхĕсене тĕплĕн ăнлантарса па-

ратчĕ. Эпĕ ĕçе пикенсен вăхăт ну-

маях иртмерĕ — Василий Яковле-

вича урăх ĕçе куçарчĕç: «Правда»

хаçатăн пирĕн тăрăхри корреспон-

дентне çирĕплетрĕç. В.Я.Яковлев

хыççăн редакцие чылай хушă Ми-

хаил Якимов ертсе пычĕ. Унăн

аслă пĕлÿ çукчĕ, çапах унччен ком-

сомол организацийĕсенче тата

вăрçă вăхăтĕнче фронтра тухса

тăнă хаçатсен редакцийĕсенче вăй

хурса пухнă опыт ăна коллектива

ăнăçлă ертсе пыма чылай пулăшрĕ.

Пĕлĕвне ÿстерес тĕлĕшпе вăл пар-

тин аслă шкулĕнче куçăн мар йĕр-

кепе вĕренме тытăнчĕ. Юлашки эк-

замена пĕрле хатĕрленнĕччĕ. Ми-

хаил Николаевич экзамена чипе-

рех тытрĕ, диплом илчĕ. Редакци

çав çулсенче республика умĕнче тă-

ракан задачăсене пурнăçа кĕртес-

сишĕн вăй хучĕ. Вăрçă хыççăн ура

çине тăратнă халăх хуçалăхне ата-

лантармаллаччĕ: ял хуçалăхĕнче

колхозсене çирĕплетмеллеччĕ,

çул-йĕр тăвассине вăйлатмаллаччĕ,

ялсене электричество кĕртсе çитер-

меллеччĕ… Çак ыйтусемпе çырнă

статьясемпе корреспонденцисене

кашни номертех вулама пулатчĕ.

Хаçат ĕçченĕсем, районсенчи ятар-

лă корреспондентсем халăха кăсă-

клантаракан материалсем тăтăшах

хатĕрлетчĕç. Ун чухне çĕршывра

демократи пулман, парти мĕн хуш-

нă, çавна тунă, халăх шухăшне шута

илмен, район е хула ертÿçисене

критиклемен тенине илтме пулать.

Çапла каланипе килĕшме çук. Пĕр

çулхине Етĕрне районĕнчи парти

организацийĕн конференци ĕçне

хутшăннăччĕ. Делегатсем райко-

мăн пĕрремĕш секретарьне ĕçри

пысăк çитменлĕхсемшĕн крити-

клерĕç. Коммунистсем ăна суйла-

марĕç, района ертсе пыма çĕнĕ

çынна шанчĕç. Кун çинчен хаçатра

тĕплĕн çыртăм. Кунашкал тĕслĕх

нумай илсе кăтартма пулать. Ка-

лăпăр, Çут ĕç министерствинче ĕç

çыннисен çырăвĕсене вăхăтра пăх-

са тухманшăн министра критиклесе

пысăк статья çыртăм. Республика

прокурорĕ хăйĕн çемйине прокура-

тура ĕçне явăçтарни çинчен çырнă

материал та пысăк пĕлтерĕшлĕ

пулчĕ. Çакнашкал çырусем вăл вă-

хăтра сахал мар пичетленнĕ, вĕсем

тăрăх вырăнти тата республикă-

ри влаç органĕсем яланах тивĕçлĕ

мерăсем йышăннă, вĕсем çинчен

вулакансене пĕлтерсех тăнă. Çав

çулсенче редакцин яваплă секре-

тарĕнче Иван Павлов-Пинер, Ми-

хаил Юрьев-Нямань, Семен Дани-

лов ĕçлетчĕç. Вĕсем корреспондентсем хатĕрленĕ материалсене

вăраха ямасăр номере лартатчĕç.

Çитмĕлмĕш çулсенче редакцие Де-

мьян Семенов ертсе пычĕ. Вăл, пединститут

хыççăн редакцире ĕçлесе опыт пухнăскер, Мускавра партин

аслă шкулĕн журналистика факуль-

тетĕнче ăс пухрĕ. Эпĕ урăх çĕре

ĕçлеме куçсан та вăл мана хаçат

валли материалсем çырма шанатчĕ.

Демьян Филиппович хыççăн хаçат

редакторĕ пулнă Аркадий Казанов-

па Алексей Леонтьев та ман мате-

риалсене хапăлласа йышăнатчĕç.

Вĕсем сĕннипех вăрçăпа тыл вете-

ранĕсем çинчен, спорт ыйтăвĕсемпе статья нумай çыртăм.

Андрей МИХАЙЛОВ хатĕрленĕ

 


 

«Чăваш Коммуни» çапла çырнă

1953 çулта хаçатăн пĕрремĕш номерĕ кăрлачăн 1-мĕшĕнче кун çути курнă. Унта Çĕнĕ çул саламĕсемпе уява халалланă сăвăсемсĕр пуçне иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетекен тата ĕçри тĕллевсене палăртакан материалсем пичетленнĕ.

Акă Куславккари çуртсем тăвакан заводăн стахановецĕ А.Павлов çапла

çырнă: «1952 çул пирĕн коллектившăн çĕнтерÿсен çулĕ пулчĕ. Завод иртнĕ

çулхи плана Сталинла Конституци кунĕ тĕлне тултарчĕ, 1947 çулхинчен 20

хут ытларах çурт турĕ. Пирĕн завод икĕ тĕрлĕ çурт тăвать: 50 çын пурăнмал-

ли общежити тата сакăр хваттерлĕ икĕ хутлă çурт. Кашни кун завод террито-

рийĕнчен вуншар çын пурăнмалли икшер çурт тухса каять. Завод çулталă-

кра ăсатнă çуртсене курас пулсан куç умне поселок тухса тăрать. Эпир тунă

çуртсем Донбаса, Мускав çывăхĕнчи çĕр кăмрăкĕн бассейнне, Пушкăрт тата

Тутар республикисене каяççĕ. Вĕсенче çĕр айĕнчен «хура ылтăн» кăлара-

кансем — шахтерсемпе нефтянниксем — пурăнаççĕ. Вĕсем пирĕн завод про-

дукцине ырлаççĕ», — тенĕ унта. «Производство культури ÿсет» статьяра Шу-

пашкарти макарон фабрикин ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа кăтартнă. «Пĕлтĕрхи

планран ирттерсе икĕ миллион тенкĕлĕх продукци туса кăларчĕ, 2000 кило-

грамм çăнăх перекетлерĕ. Апат-çимĕç продукчĕсем туса илекен предприя-

тисен хушшинче пирĕн фабрика малти вырăна тухрĕ, ЧАССР Министрсен

Совечĕпе Чăвашоблпрофсовечĕн куçса çÿрекен Хĕрлĕ ялавне илме тивĕç

пулчĕ. Иртнĕ çул производствăна механизацилес тĕлĕшпе нумай ĕç туса

ирттертĕмĕр: çурма автомат туянса ĕçлеттерсе ятăмăр, сушилкăна çĕнет-

се пысăклатрăмăр. 1953 çулта фабрикăна пысăк задани çирĕплетсе панă.

Çĕнĕ çул тĕлне типĕтмелли 3 шкап туса лартнă, продукцие типĕтмелли рам-

кăсем тума тытăннă», — пĕлтернĕ фабрикăн тĕп инженерĕ.

Хаçатăн пĕрремĕш номерĕнче ЧАССР тава тивĕçлĕ артистне Игнатий

Молодова та сăмах панă. Вăл Чăваш патшалăх академи драма театрĕ пир-

ки каласа панă. «Театр коллективĕ пĕлтĕр 7 çĕнĕ спектакль кăтартрĕ. Кура-

кансем вĕсене юратса йышăнчĕç. Пĕтĕмпе пĕлтĕр 450 спектакль лартрĕ.

Вĕсене Куйбышев, Чкалов, Ульяновск облаçĕсенчи, Пушкăрт, Тутар, Чă-

ваш республикисенчи 80 пине яхăн çын курчĕ. 1953 çулта чăваш театрĕ

А.Эсхелĕн «Виçĕ туй», Я.Ухсайăн «Çурхи шывсем», Л.Родионовăн «Юрат-

нă хĕр», М.Горькин «Варвары», «Завтра будет нашим» пьесисене кăтартма

хатĕрленет», — тенĕ театр çынни.

Андрей МИХАЙЛОВ хатĕрленĕ

 


 

«Пирĕнтен çирĕп ыйтатчĕç»

Валерий Комиссаров — РФ тата ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, РФ Журналистсен союзĕн членĕ, филологи наукисен кандидачĕ, РФ Журналистсен союзĕн, Çемен Элкер, Николай Никольский ячĕллĕ премисен лауреачĕ. Вăл Елчĕк районĕнчи Яманчÿрелте çуралса ÿснĕ. М.Ломоносов ячĕллĕ Мускав патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă. 1979-1988 çулсенче — «Коммунизм ялавĕ» хаçат корреспонденчĕ,1988-1992 çулсенче — ЧАССР Журналистсен союзĕн правленийĕн яваплă секретарĕ, 1992 çултанпа — Чăваш Енри Журналистсен союзĕн председателĕ. 1996 çултанпа И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче студентсене вĕрентет. 2005-2018 çулсенче Чăваш кĕнеке издательствин директорĕ пулнă. Валерий Петрович йĕркелесе пынипе Чăваш журналистикипе пичечĕн энциклопедийĕ, «Журналисты Чувашии», «Городские и районные газеты Чувашии» тата ытти кĕнеке кун çути курнă. Вăл РФ Çыхăну тата массăллă коммуникацисен, Пичет, телерадиохыпарлав, массăллă çыхăну хатĕрĕсем енĕпе ĕçлекен министерствăсен, РФ Журналистсен союзĕн, ЧР Патшалăх Канашĕн хисеп хучĕсене, «Професси пĕрлĕхĕ умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» палла тата ытти наградăна тивĕçнĕ.

— Университетра вĕреннĕ вăхăтрах редакцире

практикăра темиçе хут пултăм. Пĕрремĕш хутĕнче ре-

дакцие пĕр сехет маларах çитсе тăтăм, пÿлĕмсенче

никам та çукчĕ. Çак самант халĕ те тĕлĕкре курăнать.

Ун чухне хаçатра фронтовик журналистсем ĕçлетчĕç.

Вĕсем пирĕнтен çирĕп ыйтатчĕç, вут-çулăм витĕр тух-

нăскерсем пурнăçа та урăхларах хаклатчĕç. Пирĕн

репортажсемпе статьясем Владимир Петров ява-

плă секретарь аллине лекетчĕç. Çамрăксене Де-

мьян Семенов редакторпа унăн çумĕ Аркадий Ка-

занов та куçран вĕçертместчĕç. Информаци пайĕн-

че Иван Борискинпа Алина Миронова-Лукиянова

вăй хуратчĕç. Мускавран таврăнсан шăпах вĕсемпе

çума-çумăн ĕçлеме тÿр килчĕ. Стройкăсем, ялсенче

выльăх-чĕрлĕх комплексĕсем çĕклени çинчен нумай

çыраттăмăр. Трактор заводне тунă чухне унта çитсе

килмесĕр кун иртместчĕ, ятарлă страницăсем хатĕ-

рлеттĕмĕр. Пĕрремĕш полоса валли материалсем

çыраттăмăр. Командировкăсенче пулаттăмăр, респу-

бликăри чылай ял-хулана çитсе кăсăклă материал-

сем пуçтарса килеттĕмĕр. Пропаганда пайĕнче Иван

Матросовпа, промышленноç пайĕнче Валерий Нико-

лаевпа пĕрле ĕçлерĕмĕр. Валерий Николаевич анлă

тавра курăмлă, ăслă çынччĕ, тĕрлĕ ыйтупа кĕнекесем

çыратчĕ. Вăл мана ĕçре нумай пулăшса пычĕ. Алăра

хутпа ручка кăначчĕ, каярахпа диктофон пачĕç. Тĕрлĕ

регионта культура кунĕсем иртетчĕç. Пушкăртстан-

ра пулнă хыççăн пысăк статьясем çырнăччĕ. Ун чух-

нех Зуфар Тимербулатовпа туслашнăччĕ. Вăл Пуш-

кăртстанри кĕнеке издательствин директорĕнче ну-

май çул ĕçлерĕ. Унпа халĕ те çыхăну тытатпăр. Вăл

вăхăтра публицистикăн чылай жанрĕ аталанатчĕ.

Александр Аслут, Леонтий Алексеев, Герман Желту-

хин, Лаврентий Таллеров, Аркадий Казанов очерксем

çырма питĕ ăстаччĕ. Критика материалĕ çине-çинех

кун çути куратчĕ хаçатра. Вĕсем тăрăх мерăсем йы-

шăнатчĕç. Çитменлĕхсене пĕтернине хамăр та тух-

са тĕрĕслеттĕмĕр. Специалистсемпе пĕрле рейдсе-

не тухаттăмăр, предприятисенче пулаттăмăр. Энер-

гонадзор ĕçченĕсемпе Çĕмĕрлери химзавода кайни

асра. Радиопа тата телекуравпа çыхăнса ĕçлеттĕмĕр.

Вĕсемпе пĕрле тĕрлĕ передача хатĕрлеттĕмĕр. Е

вĕсем пирĕн валли статьясем çыратчĕç, е эпир вĕсем

валли материалсем туса параттăмăр. Конвергентлă

журналистика çав çулсенчех лайăх аталанатчĕ. Халĕ

те пĕр информацие тĕрлĕ майпа усă кураççĕ.

Андрей МИХАЙЛОВ хатĕрленĕ.

 


 

Вĕсем хаçатра вăй хунă

Валерий Николаев /1938-1998, Краснорамейски районĕ, Еншик Чуллă/ 1964-1986 çулсенче яваплă секретарьте ĕçленĕ. «Капкăн» журналăн тĕп редакторĕ пулнă.

Герман Желтухин /1945-2016, Куславкка районĕ, Туканаш/ 1971-1978 çулсенче корреспондентра ĕçленĕ. «Тăван Атăл» журналăн тĕп редакторĕ пулнă.

Иван Клементьев /1947-2009, Тутарстан, Çĕпрел районĕ, Алешкин Саплăк/ 1975-2007 çулсенче ĕçленĕ, корреспондент пулнă.

Валентина Минеева /1924-2010, Йĕпреç поселокĕ/ 1954-1980 çулсенче корреспондентра ĕçленĕ. Тĕрĕ ăсти, М.Спиридонов художникăн музейĕн пуçлăхĕ пулнă.

Геннадий Архипов /1956-2015, Етĕрне районĕ, Анат Явăш/ 1984-1992 çулсенче корреспондентра ĕçленĕ. Чăваш наци конгресĕн президенчĕ пулнă.

Аркадий Малов /1928-1995, Элĕк районĕ, Мăн Тукташ/ 1955-1962 çулсенче ĕçленĕ. «Тăван Атăл» журналăн тĕп редакторĕ пулнă.

Иван Борискин /1929-2005, Вăрмар районĕ, Хĕрлĕçыр/ 1958-1996 çулсенче ĕçленĕ. Корреспондент, яваплă секретарь çумĕ пулнă.

Ксения Алексеева /1929-2019, Шупашкар районĕ, Яранкасси/ 1943-1988 çулсенче ĕçленĕ, корректор, машинистка пулнă.

Михаил Юрьев-Нямань /1910-1980, Красноармейски районĕ, Çирĕклĕ/ тĕп редактор çумĕ, яваплă секретарь пулнă. Çыравçă, литература критикĕ, нумай кĕнеке авторĕ.

Георгий Ирхи (Порфирьев) /1949-2010, Шупашкар районĕ, Самуккасси/, 2008-2010 çулсенче корреспондентра ĕçленĕ. Сăвăç, чылай кĕнеке авторĕ.

Андрей МИХАЙЛОВ хатĕрленĕ.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

 

 

 

 

Комментари

Г.И.Ирхи хаҫатра 2000 -2010 ҫулсенче ӗҫленӗ...Шел, историе кӗмелли йӗркесенче те йӑнӑшсем яратӑр,тимлӗрех пулмалла,ҫамрӑк хыпарҫӑсем....

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.