Хыпар 16 (28044) № 14.03.2023

14 Нарăс, 2023

Чи пĕлтерĕшли – пахалăх

«Республикăри шкулсенче пĕлÿ илекен мĕн пур ачана вĕри апат çитермелле. Паха апат-çимĕç вĕсене лайăх вĕренме тата сывлăхлă ÿсме май парĕ», — терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев шкул апатланăвне йĕркелессипе çыхăннă ыйтусемпе Красноармейски округĕнчи Трак вăтам шкулĕнче ирттернĕ канашлура.

Вĕренÿ учрежденийĕсенчи апатлану пахалăхне, хăрушсăрлăхне, апат хатĕрлеме хамăр тăрăхра туса илекен продукципе анлăрах усă курассине Чăвашпотребсоюзăн общество апатланăвĕн предприятийĕсен аутсорсингĕн тĕслĕхĕ çинче пăхса тухрĕç. Элĕк тата Красноармейски округĕсенче шкулти апатланăва централизацилемелли сăнавлă проект пĕлтĕрхи авăн уйăхĕнче пуçланнă. Олег Николаев хушнипе унта Чăвашпотребсоюз организацийĕсем хутшăнаççĕ. Вĕсем муниципалитетсенчи 22 вĕрентÿ заведенине — Элĕк тăрăхĕнчи 12 учрежденири 1297 ачана, Трак енри 10 шкулти 1448 вĕренекене — ирхи тата кăнтăрлахи апатпа тивĕçтереççĕ.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пĕлтернĕ тăрăх, контракт çирĕплетмелли тĕп услови санитари нормисене тата ĕç-хĕл йĕркине çирĕп пăхăнни, Чăваш Енри ял хуçалăх предприятийĕсен, çак шутра хушма хуçалăх тытакансен, продукцийĕпе усă курасси пулса тăрать. «Маларахри çулсенче Роспотребнадзор та, Россельхознадзор та республикăри социаллă пĕлтерĕшлĕ организацисене вĕри апат хатĕрлеме пахалăхсăр тавар илсе пыни пирки пĕрре мар асăрхаттарнă. Тĕпрен илсен, асăрхаттарусем урăх регионсенчен килекен продукципе çыхăннă. Кунсăр пуçне тавар туянассине централизацилеменнипе хаксем те тĕрлĕ пулнă. Сăнавлă проекта ĕçе кĕртнĕ май чылай ыйтăва татса пама май килчĕ», — терĕ Сергей Артамонов.

Татса панă ыйтусен шутĕнче вĕренÿ учрежденийĕсенче хамăр тăрăхри продукципе усă курнине палăртмалла. Трак вăтам шкулĕнче, Красноармейски округĕн пуçлăхĕ Борис Клементьев пĕлтернĕ тăрăх, çăкăр-булка изделийĕсемпе Красноармейски райповĕн çăкăр завочĕ тивĕçтерет. Сĕт-çу — Вăрнарти СОМ заводран, çăнăх Шупашкар элеваторĕнчен килет. В.Шумилов фермер — çĕр улми, кишĕр, И.Семенов фермер купăста параççĕ. Çăмарта — Муркашри чăх-чĕп фабрикин. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА

♦   ♦   


Çÿлтен пăхсан… шута илмен çурт-йĕр курăнать

Чăваш Енре пĕлтĕр пурăнмалли 850 пин ытла тăваткал метр çуртйĕр хута янă. Эрнекун Правительство çуртĕнче строительство компанийĕсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура строительство комплексĕн иртнĕ çулхи ĕçне пĕтĕмлетнĕ, умри тĕллевсене палăртнă май ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев çак кăтартăва пысăка хурса хакларĕ, çав вăхăтрах пусăм тусах палăртрĕ: «Асăннă кăтарту кăçал та пирĕншĕн тĕллев пулмалла — çак чикĕрен чакма ирĕк çук».

Строительство калăпăшне пысăклатса пыни инвестицисене вăй парать, çĕнĕ технологисем валли çул уçать. Технологисем тенĕрен, ку енĕпе отрасль хăй те çине тăрса ĕçлет. Олег Николаев пĕр компани свайсене çапса мар, пусса çĕре кĕртме пуçлани çинчен каларĕ. Çакă вара стройплощадка таврашĕнчи ытти çурт-йĕр чĕтренсе сиенленесрен упранма пулăшать. Эппин, строительство ĕçĕсене кирек ăçта та пурнăçлама май пур — çак технологипе кăткăс об±ектсем тума пулать. Олег Алексеевич çĕнĕ технологисене çул паракан компанисене хавхалантарма та хирĕç мар — Строймина кун пирки шухăшласа пăхма сĕнчĕ. Тен, çуртсем çăра вырнаçнă вырăнсенче свайсене çапса кĕртмелли мелпе усă курма чарни те вырăнлă пулĕ.

Строительство министрĕ Павел Данилов пĕлтĕр çурт-йĕр тăвас енĕпе кăна мар, отраслĕн пĕтĕмĕшле кăтартăвĕсем те палăрмаллах пысăкланнине çирĕплетрĕ. Пĕтĕмпе 54,5 миллиард тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă — 2021 çулхинчен 5,7% нумайрах. Чăн та, çак ÿсĕмре федерацин республика урлă иртекен М-12 автомагистралĕн строительствин тÿпи курăмлă — 17 миллиард тенкĕлĕх. Тепĕр тесен, пурăнмалли çурт-йĕр строительстви тĕлĕшпе те пĕр вăрттăнлăх пур: кăтартусем тăруках лайăхланни, Олег Николаев палăртнă тăрăх, çурт-йĕре инвентаризациленипе çыхăннă. Тата — çуртсене газ кĕртсе пĕтермелли программăпа. Унта хутшăнса тÿлевсĕрех газ кĕртес тесен услови пур — çурта, харпăрлăх правине, регистрацилемелле. Çавна май пĕлтĕр граждансем маларах тунă çурчĕсене регистрациленĕ — хайхи иртнĕ çулхи тăваткал метрсен кăтартăвĕ палăрмаллах хушăннă. Асăннă 850 пин тăваткал метртан 571 пинĕ — шăпах уйрăм çынсем тунă çуртсем. Строительство компанийĕсем тунă нумай хваттерлĕ çуртсем 279 пин тăваткал метр кăна /2021 çулхин 85% чухлĕ/ – кунашкал шайлашу, тĕрĕссипе, нихăçан та пулман. <...>

Николай КОНОВАЛОВ

♦   ♦   


Ашшĕ-амăшĕпе пĕрле ĕçлеççĕ

Историе илес пулсан, Элĕк округĕнчи Чăваш Сурăм шкулне 1862 çулта пуçарнă. Чиркÿ-прихут шкулĕнче 25 çын вĕреннĕ. Пĕрремĕш учитель Хусанти тĕн семинарийĕнчен вĕренсе тухнă Алексей Яблонский пулнă. Шкулăн паянхи çуртне 1991 çулта хута янă. Асăннă вĕренÿ заведенийĕнче халĕ 113 ача вĕренет, тепĕр 25-шĕ çул çитменнисем шкул çумĕнчи «Шăнкăрав» ушкăна çÿреççĕ.

Пур ĕçе те...

Паянхи кун пĕлÿ çуртне тĕрлĕ ялтан кăна мар, тĕрлĕ округран ăс пухма килеççĕ. Муркаш округĕнчи Тивĕшсем те Чăваш Сурăм шкулне суйласа илнĕ. Ку ялтан пĕр автобус туллиех вĕренме килеççĕ. Çавăн пекех Красноармейски тăрăхĕнчи Шетмĕпуç, Шупашкар округĕнчи Янăш ачисем Чăваш Сурăм шкулĕнче ăс пухаççĕ. Асăннă пĕлÿ çуртне 2014 çултанпа Зоя Васильева директор ертсе пынă. Нумаях пулмасть ăна Элĕк округĕн вĕрентÿ пайĕн пуçлăхне çирĕплетнĕ. Паянхи шкул епле пурăнни, унăн ыйтăвĕсем, ĕçĕ-хĕлĕ тавра Зоя Федоровнăпа кăшт маларах тĕл пулса калаçнăччĕ.

«Чи малтан эпĕ райцентрта, Элĕкри ача-пăча пултарулăх çуртĕнче, кайран Элĕкри ача-пăча ÿнер шкулĕнче ĕçлерĕм. 2014 çулта Чăваш Сурăм шкулне директора çирĕплетрĕç. Малтанхи вĕренÿ çулĕнче çĕнĕ ĕçе, коллектива хăнăхрăм. 2016 çулта, авăнăн 1-мĕшĕнче, кадет класне уçма вăй çитертĕмĕр. Пĕлетĕр-и: ачасем мар, вĕсенчен ытларах ашшĕ-амăшĕ хĕпĕртенĕччĕ. Пулас кадетсем валли хаваспах тум çĕлеттерчĕç. Шкулта ашшĕ-амăшĕн комитечĕ хастар ĕçлет. Вĕсем пулăшса пынăран кадетсене те çăмăл. Пур ĕçе те пĕрле тума хăнăхнă. Конкурссем, уявсем, пĕр-пĕр мероприяти ирттермелле-и — пур енĕпе те пулăшса пыраççĕ. Шкула килсе хăйсем ырă сĕнÿ-канаш параççĕ. Ашшĕсен канашĕ те вăйлă тăрăшать. Унăн ертÿçи — Александр Орлов, виçĕ ача ашшĕ. Кадет балĕ те шкулта ахаль кун мар, чÿк уйăхĕнче, Амăшĕн кунĕнче, иртет. Ашшĕсем хĕрĕсемпе ташлани мĕне тăрать! Вĕсемшĕн хĕпĕртенипе савăнăç куççулĕ тухать. Хĕрарăма сума сума, вăл чăннипех те этемлĕхĕн черчен çурри пулнине пĕлеççĕ пирĕн енчи арçынсем. Ачасен ашшĕ-амăшĕ пулăшса пыни, çур сăмахран ăнланни шкула аталантарма май парать», — ăшшăн паллаштарнăччĕ Зоя Васильева. Чăваш Сурăм шкулĕ яла килсе кĕрекен урамра вырнаçнă. Ун умĕнче, сулахай енĕпе пуян улмуççи сачĕ юлать. Тепĕр енче — чечек клумбисем. Пĕлÿ çурчĕпе сыв пуллашакансем асăнмалăх çулсерен туйăсем лартса хăвараççĕ. Илемлĕ тĕмсен аллейи те куçа аякранах илĕртет. «Картишре мĕнле — шалта та çапла» теççĕ.

Чăваш Сурăм шкулне ура ярса пуссанах пĕр-пĕр кермене лекнĕн туйăнчĕ. Çутă та хăтлă кунта, тата ăшă. «Пĕрремĕш, иккĕмĕш хутсене малтан тĕксĕм хăмăрпа сăрланăччĕ, коридорсенче тĕттĕмччĕ. 2015 çулта шкулти туслă ушкăнпа тата ашшĕ-амăшĕ тăрăшнипе йăлтах юсаса çĕнетрĕмĕр. Пĕлÿ çуртне илем кĕртме пире ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Угаслов та нумай пулăшрĕ. Ăна питĕ пысăк тав! Унтанпа çичĕ çул та иртрĕ, шкул картишне хăтлăх кĕртме тата çурта тĕпрен юсама вăхăт çитрĕ. Ун валли проектпа смета докуменчĕсем хатĕр», — малашнехи тĕллевсем пирки сăмах хускатрĕ директорăн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ Алина Петрова. <...>

Елена АТАМАНОВА

♦   ♦   ♦


Освенцим тыткăнĕнчен чăвашсем те хăтарнă

Хĕрлĕ çар чаçĕсем 78 çул каялла нимĕç фашисчĕсем асаплантарнă тĕрлĕ наци çыннисене Польшăри Освенцим концлагерĕнчен ирĕке кăларнă. Ку операцие 379 чăваш офицерĕпе салтакĕ хутшăннă.

Тамăк хуранĕнче

Германи фашисчĕсен Освенцимри ªнимĕçле — Аушвицº преступленийĕсене Хĕвел анăç Европăри, пирĕн çĕршыври судсем, патшалăх комиссийĕсем, историксем тĕпчесе тăрă шыв çине кăларнă. Çак статьяра вĕсене «Холокост» центр сотрудникĕсен — архив пайĕн заведующийĕн Леонид Терушкинăн, вĕрентÿ программисен ертÿçин, философи ăслăлăхĕсен кандидачĕн Светлана Тиханкинăн, Холокост историйĕн пĕтĕм тĕнчери ăслăлăхпа вĕрентÿ центрĕн директорĕн Илья Альтман профессорăн — «Освенцима ирĕке кăларни — нацисен хушшинчи тĕлĕнмелле килĕшÿлĕх тĕслĕхĕ» тĕпчевĕпе усă курса тишкерĕпĕр.

1945 çулхи кăрлачăн 27-мĕшĕ тĕлне Освенцимра вăйран кайнă 7,5 пин ытла çын çеç юлнă. Лагере хураллакансем тата крематорисен ĕçне йĕркеленĕ зондеркоманда хĕвел анăçнелле тарнă, лагерь таврашне, кашни метра тенĕ пекех, мина лартса тухнă. Освенцима нацистсенчен тасатнă чухне Хĕрлĕ çарăн 234-350 офицерĕпе салтакĕ ªытларахăшĕ мина çурăлнăранº пуç хунă. Фашистсем лагерьте хăрушă преступлени тунине пирĕн командирсем тÿрех ăнланса илнĕ, халран кайнăран бараксенче выртакан çынсене, çĕр-çĕр вилене, купари этем шăмми-шаккине курсанах I Украина фрончĕн политуправленине пĕлтернĕ, курни-илтни пирки пĕрремĕш акт çырнă. Пирĕннисем йĕркеленипе нарăсăн 1-5-мĕшĕсенче чĕррисене медпулăшу панă тата апатлантарнă. Вĕсем совет офицерĕ-салтакне савăнса кĕтсе илнĕ, хăтăлнăшăн тав туса пĕтереймен.

Утаканнисем çуралнă çĕршыва таврăнас тĕллевпе тÿрех Краков хулине çул тытнă. Кăрлачăн 30-мĕшĕ тĕлне лагерьте ура çине тăрайманнисем кăна 3776-ăн, çав шутра инфекци чирĕпе аптăракансем 200-ĕн, юлнă. 2015 çулхи кăрлачăн 27-мĕшĕнче, Холокостра асаплантарса вĕлернисене асăнмалли пĕтĕм тĕнчери кун, РФ Оборона министерстви паллаштарнă документсенчен чĕрĕ юлнисене ирĕке кăларма Хĕрлĕ çарăн 25 пин ытла командирĕпе салтакĕ хутшăннине, чи малтан вĕсене пирĕн медиксем сиплеме тытăннине пĕлтĕмĕр. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.