«Хыпар» 149-150 (27732-27733) № 30.12.2020

30 Раштав, 2020

Каях, усал йĕкехÿре çулĕ. Килех, ырă вăкăр çулталăкĕ!

2020 çулта агропромышленноç умне кăткăс ыйту чылай тухса тăчĕ. Çулталăка мĕнле кăтартусемпе вĕçлетĕр? «Авангард» тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директорĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăваш тата Тутар Республикисен ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Курчаткин хуравлать.

Тырă — кĕлет тулли

— Обществăн Чăваш Енри тата Тутарстанри предприятийĕсенче кăçал продукци 4 миллиарда яхăн тенкĕлĕх е 2019 çулхинчен чылай нумайрах туса илтĕмĕр тата кăлартăмăр, унăн калăпăшне 700 млн тенкĕлĕх пысăклатрăмăр. Таса тупăш 500 млн ытла тенкĕлĕх. Çак цифрăсенчен 2021 çула лайăх кăтартупа кĕтсе илни курăнать.

— «Авангард» холдингăн ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрĕ мĕн чухлĕ?

— 30 пин гектар. Ĕç кунĕсенче производствăра — 700 яхăн, ĕççире 900 çын. Кăçал тырă — 85000, сахăр кăшманĕ 69000 ытла тонна пухса кĕртрĕмĕр. Тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсен тухăçĕ вăтамран — 50, сахăр кăшманĕн 500 яхăн центнер.

— Николай Григорьевич, ăна мĕнле ÿстертĕр?

— Ял хуçалăх культурисене, çав шутра тыр- пула, агротехнологие çирĕп пăхăнса çитĕнтеретпĕр тата пухса кĕртетпĕр. Тырра çуллен çу уйăхĕн 9-мĕшĕччен, тăпрара нÿрĕк çителĕклĕ чухне, акса хăваратпăр. Унăн саппасĕ пулсан калча хăвăрт тата парка шăтса тухнине агрономсем лайăх пĕлеççĕ. Кĕрхи культурăсене 7000 яхăн га çинчен пуçтарса илтĕмĕр. Кĕрхи тулă кашни гектартан вăтамран — 60 ытла, чылай лаптăкра 80 центнер таран пачĕ.

— Кун пек тĕслĕх республикăри хуçалăхсенче пур-и — пĕлместĕп. Кăтарту Чăваш Еншĕн чăннипех те пысăк. Унăн сăлтавне мĕнле ăнлантаратăр?

— Тепĕр хут палăртатăп: пĕтĕм вăрлăха тăпрана çу уйăхĕн пĕрремĕш декадинче варăнтаратпăр. Çĕртме уйăхĕнче аксан тухăçа кĕтсе илеймĕн. Акнă чухне — хутăш удобрени, пуш уйăхĕн иккĕмĕш çурринче кĕрхисене аммиак селитрине Туман агрегатпа, хыççăн сеялкăпа, каярахпа çурхипе кĕрхи культурăсен калчисене опрыскивательпе мочевина, микро- тата макроудобренисем виçĕ хутчен паратпăр.

— Эсир çитĕнтернĕ тырра тăккаламасăр пухса кĕртнине пĕлетĕп. Комбайнсем пирки мĕн калатăр?

— 2020 çул вĕçĕ тĕлне паркра вăтăр ытла: Клаас, Нью Холланд, Акросс тата ыттисем. Пĕлтĕр Торумсемпе те пухса кĕртме пуçларăмăр. Жаткин сарлакăшĕ тăхăр метр. Вырмана кашни çул тенĕ пекех авăнăн 1-мĕшĕччен вĕçлетпĕр. Унтан тытăнса республикăра çумăр ытларах çунăран кăна мар. Паллă ĕнтĕ: пиçсе çитнĕ культура тĕшши тăкăнма тытăнать. Ир, вăтам тата каярах вăхăтра пулса çитекен кĕрхисене утă уйăхĕн варринче вырма пуçлатпăр. Вырмана Тутарстанра та, Чăваш Енре те чи малтисен шутĕнче тухатпăр. Каярахпа комбайнсем пăрçапа урпа, юлашкинчен çурхи тулă лаптăкĕсене куçаççĕ, лайăх ĕçленĕ чухне талăкра 5000 яхăн тонна çапса тĕшĕлеççĕ. Урпа пиçсен çумăрпа йĕпенмесĕрех куллен пĕр центнертан сахал мар тăкăнса пĕтет.

— «Авангард» рекорчĕсене те пĕлес килет.

— Кĕрхи тĕш тырă культурисене кăçалхи пек нумай пуçтарса илмен, кашни гектартан 60-80 центнер пачĕç. Çурхисене çавăн чухлĕ иртнĕ çулсенче пухса кĕртни пулнă.

Производство çуллен ÿсет

— Тырăпа мĕнле усă куратăр?

— Пĕр пайне мăйракаллă шултра выльăха тата сыснана çитерме яратпăр. Вăл пире нумай кирлĕ. Обществăра сысна — 75000, ĕне выльăх 6000 яхăн пуç. Тыр-пулăн пысăк пайĕ комбикорм хатĕрлеме каять. «Авангард» тĕш тырăпа пăрçа йышши

культурăсен паха вăрлăхне туса илет. Çулталăкра элита тата супер элита 6000 тонна таран сутатпăр, общество валли 5000 яхăн тонна янтăлатпăр. Кăçал тырă лайăх пулнă пирки апатлăх туллăн 3-мĕш класне — 7000, 4 тата 5-мĕш классене кайăк-кĕшĕк фабрикисене 13000 тонна сутатпăр.

— Ахăртнех, «Хыпар» вулаканĕсем обществăн Тутарстанри производство объекчĕсем çинчен те пĕлесшĕн. Вĕсемпе паллаштараймăр-и?

— Пăва районĕнче сăвакан ĕне 1000 яхăн пуç. 2020 çулта кашни ĕнерен вăтамран 9900 литр сĕт суса илтĕмĕр.

— Пирĕн республикăра çавăн чухлĕ сăвакан хуçалăх çук. Пĕри çеç танлашма пултарать.

— Çапла. Кăçал сысна ашне — 18500, ĕне выльăх какайне 1500 тонна туса илтĕмĕр. Обществăра 300 яхăн чăваш, 400 тутар тата вырăс вăй хураççĕ. Унăн укçа çаврăнăшĕ Чăваш Енре — 1,7 млрд, Тутарстанра 2,3 млрд тенкĕпе танлашать. Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр Пăва тăрăхĕнче — 20000 яхăн, Чăваш Енре 10000 ытла гектар.

Юрий Михайлов калаçнă.

 


 

Çĕнĕ Шупашкар биопластик хулине çаврăнма пултарать

Çĕнĕ Шупашкарта чăннипех пысăк инвестици проекчĕ пурнăçланас шанăç пур – 950 миллион долларлăх. Çакăн пирки эрнекун Аслă экономика канашĕн ларăвĕнче калаçу пулчĕ.

Химиксен хулин социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне вăй памалли майсене тишкерчĕç, анчах ларура малтанах ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев республика экономикинчи лару-тăрупа паллаштарса çулталăка пĕтĕмлетрĕ. Регионăн шалти пĕтĕмĕшле продукчĕн калăпăшĕ пĕлтĕрхи шайăн 98,5% танлашать – 308,7 миллиард тенкĕлĕх. Промышленноç производствин кăтартăвĕ те пĕчĕкрех — 99,5%. Ял хуçалăх производстви вара палăрмаллах пысăкланнă – 105%.

Çĕнĕ Шупашкар пирки каланă май вăл хулара хăвăрт аталану территорине йĕркелесси çинчен каларĕ. Чăн та, йывăрлăхсăр мар. Ку ыйтăва регион ертÿçи Раççей премьер-министрĕ Михаил Мишустин Шупашкара килсен те çĕкленĕ. Вăл ырланă – ыйту пире кирлĕ пек татăласси пирки Олег Алексеевич иккĕленмест: «Хула пысăк магистраль çинче вырнаçни, наука, çынсем — унта пĕтĕмпех пур». Инвестицисен калăпăшĕ 10 миллиард тенкĕпе танлашмалла. Регион влаçĕ çав территорие резидентсемпе тивĕçтерес яваплăха хăйĕн çине илет. Хальлĕхе унта тĕпленес кăмăллă 18 резидент паллă ĕнтĕ.

Çивĕч ыйтусем пирки калас тăк — Çĕнĕ Шупашкарта пурăнмалли çурт-йĕр строительстви «уксахлани» пирки сăмах пулчĕ. Вăл иртнĕ çулхи 55,8% шайне анса ларнă. Пысăк укçа хываççĕ пулин те çулсем япăх — çурри кăна норма требованийĕсене тивĕçтерет. Коммуналлă сетьсем кивелсе çитнĕ. Вĕсене хăй вăхăтĕнче «Химпром» «ăшшипе» усă курса тунă, анчах туллин туса пĕтереймен, халь вĕçлеме пысăк укçа кирлĕ. Çак тата нумай ыйтăва татса парасси, паллах, чи малтанах хула администрацийĕн тилхепине тытнă çĕнĕ çыннăн, Павел Семеновăн, яваплăхĕ пулмалла. Хăй те çакна ăнланать. Вăл химиксен хулишĕн экологи теми çивĕччине палăртрĕ. Шăпах Çĕнĕ Шупашкарта республикăри коммуналлă хытă каяшсене пухакан предприяти вырнаçнине кура, ун шучĕпе, каяшсене тирпейлесе вĕсемпе иккĕмĕш хут усă курмалли производствăсем уçни вырăнлă пулмалла. Атăл çыранне хăтлăлатса туризмпа кану майĕсене çул парасси те илĕртÿллĕ.

Унтан вара Чăваш Енĕн çĕнĕ историйĕнче пулман калăпăшлă хайхи инвестпроект патне те черет çитрĕ. Çавнашкал мерăсенчен пĕри — «Химпромра» çĕнĕ материал, биопластик, туса кăларма пуçласси. «Оргсинтез» ушкăн гендиректорĕ Ярослав Кузнецов пĕлтернĕ тăрăх, Раççейре çуллен 65 млн тонна хытă каяш капланать. Çак виçен çурри — пластик. Вăл çĕрмест. Çавна май ăна биоматериалпа улăштарасси пысăк пĕлтерĕшлĕ. «Химпром» шăпах çак ĕçе кÿлĕнет.

Биопластика тырăран — куккурусран, пăрçаран, тулăран — хатĕрлĕç. Çавна май пысăк производство валли çуллен 350 пин тонна тырă кирлĕ пулĕ, ăна упрама кăна тĕрлĕ çĕрте 20 элеватор тумалла. Ку, паллах, Чăваш Енĕн ял хуçалăхĕшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ: пластик валли пахалăхĕпе япăх тырă юрăхлине кура кунта çитĕнтерекен тырра вырнаçтарас тĕлĕшпе йывăрлăх сирĕлĕ. Çĕнĕ йышши материал пахалăхĕпе эпир хăнăхнă пластикран нимпе те кая мар, анчах вăл çур çултанах çĕрсе ахаль компоста çаврăнать. Пĕр хут усă куракан савăт-сапа, ытти издели хатĕрлеме кайĕ — унпа усă курмалли сферăсем питĕ анлă.

«Эпир хăй вăхăтĕнче çитес вунă çулта кивĕ «Химпрома» тĕп туса çĕнĕ предприяти çĕклесси пирки каланăччĕ. Халь çак тĕллеве тÿрре кăлармалли проекта тинех тупрăмăр», — химкомбината мĕнлерех шăпа кĕтнине уçăмлатрĕ Ярослав Кузнецов. Паллах, сăмах пĕтĕмпех, тĕпĕ-йĕрĕпе пăсса çĕнĕрен тăвасси пирки пымасть-тĕр, ку ĕç-хĕл тĕпрен çĕнелессине пырса тивет пуль. Хальчченхи производствăсем те пĕлтерĕшлĕскерсем вĕт. Çав шутра — водород перекиçĕ туса кăларакан çĕнĕ производство. Сăмах май, пандеми «Химпром» производствине вăй панă тени те вырăнлă: санитайзерсене, сăмахран, кунта кăна туса кăлараççĕ, кальци гипо- хлоричĕ те тĕрлĕ объекта, калăпăр, бассейнсене дезинфекцилеме меллĕ. Çапах строительство енĕпе те пысăк ĕçсем пулмалла, проекта пурнăçлама пуçлассине çитес çулах пикенесшĕн.

Çĕнĕ производство валли саккунсен никĕсне хатĕрлеме те тивĕ. Раççей Правительствин пуçлăхĕ Михаил Мишустин патĕнче пулнă ĕнтĕ, вăл Çут çанталăк ресурсĕсен министерствине çак ыйтусемпе ĕçлеме хушнă.

«60 миллиард тенкĕ патнелле – лайăх инвестици. Вăл пурнăçлансан Ял хуçалăх министерствине ĕçрен хăтарăпăр», – кăмăллăн шÿтлерĕ Аслă экономика канашĕн ертÿçи, Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков аграри ведомствин ертÿçи Сергей Артамонов çине пăхса. Унтан хăшĕсем шÿте урăх пĕлтерĕшпе те ăнланма пултарассине сисрĕ те — кулсах «тÿрлетрĕ»: сăмах министерствăшăн ял хуçалăх продукцине сутассипе çыхăннă нумай ыйту татăласси пирки…

Николай КОНОВАЛОВ.

 


 

60 çулти Максимовăн асĕнче юлнă 6 самант

Геннадий Максимов… Ку ят республика çыннисемшĕн ют мар. «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕн-тĕп редакторĕн заместителĕнче 26 çул ĕçлекенскере, пилĕк кĕнеке авторне Чăваш Енре лайăх пĕлеççĕ, унпа кăсăкланаççĕ. Паян хаçат тусĕсене мухтавлă ĕçтешĕмĕрĕн кун-çулĕнчи чи çутă вăхăтсемпе паллашма сĕнетпĕр.

Шартлама сивĕ те хăратман

1979 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнче 18 çул тултартăм.

Тепĕр кун манăн Комсомольски районĕн «Октябрь ялавĕ»

хаçата ĕçе вырнаçма каймалла. Уткин редактор çырупа

чĕнсе янăччĕ. Нĕркеçрен район центрне ун чухне автобус-

сем çÿремеççĕ. Ирхине тул çутăличченех килтен тухрăм.

Çанталăк питĕ сивĕ. Елчĕк çулĕ патне çичĕ çухрăм çуран

утса çитрĕм. Юрать, атте тĕпленĕ кăçатта анне вăйпах

тăхăнтартса ячĕ. Турра шĕкĕр те, çул çинче пĕр машина

чарăнчĕ, лартса кайрĕ. Презент витнĕскер, шала утă тул-

тарнă: йăпăр-япăр хăпарса лартăм. Ырă çак çын пулман тăк

шăнсах хытаттăмччĕ пулĕ. Редакци çуртĕнче тирпейлÿçĕ

пĕчченех кăштăртатать, кăмака хутса янă вăл. Ăшă. Пăрлан-

ма пуçланă алă-ура ăшша туйса ыррăн сăрăлтатма пуçларĕ.

Журналистсем ĕçе килессе диван çинче кĕтсе лартăм. «Ай-

уй, ачам! Çак сивĕре çапла ир килмесен те юратчĕ ĕнтĕ»,

— терĕ мана курнипе тĕлĕннĕ Уткин редактор. Ара,

мĕнле-ха урăхла? Кăрлачăн 2-мĕшĕнче килме каланă вĕт. Çапла вара «Октябрь ялавĕ» хаçатра корреспондент-йĕркелÿçĕре,

вырăнти радиохыпарлавра ĕçлеме тытăнтăм. Çав каç Геннадий Алексеевич мана киле ямарĕ, редакцирех çĕр каçма хăварчĕ. Кайран пĕр хушă Юрий Скворцовăн кивĕ çуртĕнче пурăнтăм. Унтан Сельхозтех-

ника общежитине вырнаçтарчĕç.

Чи вăрттăн çарта тăнă

1982-1984 çулсенче секретлă çарта пултăм. Малтан —

Мускав çывăхĕнчи Томилино поселокĕнче, унтан, çулталăк

çурă — Украинăри Ивано-Франковск хулинче. Эпир, теле-

фонистсемпе телеграфистсем, «Варшава килĕшĕвĕнчи»

патшалăхсене вăрттăн çыхăнупа тивĕçтерсе тăнă. Ятарлă

шифрпа усă курнăран НАТ О çарĕсенчи специалистсем

пирĕн калаçăва илтеймен, командованин хыпарĕсемпе ху-

шăвĕсене нихăçан та уйăрса илеймен. Питĕ çирĕп тимĕртен

ăсталанă çыхăну пункчĕ çĕр айĕнчеччĕ. Вăл тăватă хутлă

çурт евĕрччĕ. Ăна вăкăр хÿринчен те хулăнрах çĕршер

троспа çакса хунă. Çĕр чĕтренсен те, бомба пăрахсан та

вăл чĕтренсе кăна илнĕ. Космосри спутниксем те курма

пултарайман çак объектăн хăйне евĕрлĕ тепĕр палли —

çарсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пункта тăшман асăрхаса

ярса илме хăтлансан вăл хăйне хăй сирпĕтсе яни. Çакăн

валли тăватă хутлă çурт айĕнче 60 тонна взрыв-

чатка яланах хатĕр выртнă. Службăна элита

çар чаçĕсенче ирттерме шăпа тухнăшăн

питĕ мăнаçланатăп. Ара, кашни салтак

пуçне виçĕ офицерпа прапорщикчĕ, сал-

таксенчен 80 проценчĕ аслă шкулсенче

вĕренекенсемпе техникум пĕтерни-

семччĕ. Эпĕ çара кайиччен Вăрнарти

ял хуçалăх техникумĕнче вĕреннĕ.

Салтака кайма ят тухасса пĕличченех

кирза атă тăхăнса, çурăм çине хăйăр

тултарнă кутамкка çакса 6 километртан

кая мар ирпе каç чупаттăмăр, турникран

нумай туртăнма, «Варшава килĕшĕвне»

мĕнле çĕршывсем кĕнине, вĕсем ăçта вырнаçнине вĕренеттĕмĕр.

Мĕн тетĕр? Çаксене пĕлни çар службине лайăх вĕçлеме питĕ

пулăшрĕ.

Ĕçĕсем «ылтăн фонда» кĕнĕ

1987 çул. ВЛКСМ Комсомольски райкомĕнчен

Чăваш патшалăх телевиденине çамрăксен тата спорт

кăларăмĕсен редакцине ĕçлеме куçрăм. Татьяна

Ильина журналисткăпа «ИПК» /информаци-

пе публицистика каналĕ/ ертсе пытăмăр.

Пуçласа кăларăмсене тÿрĕ эфирта йĕркелеме тытăнтăмăр.

«Çапла пултăр» кăларăм та — пирĕн пĕрлехи ĕç. Çав

кăларăма тăван халăх культурине, йăли-йĕркине аталан-

тарассипе çыхăннă çивĕч ыйтусене сÿтсе явма вун-вун

çын хутшăнатчĕ. Çамрăксем валли «Тантăшлăх» передача

хатĕрлеттĕм. Вăл халăхра пысăк хисепе тивĕçнĕччĕ. Инте-

реслĕ пулнăран кăларăма Пушкăртстанра та кăтартатчĕç.

Афганистанра пуç хунă чăваш каччи Серов пирки хатĕ-

рленĕ кăларăма, «Комиссар», «Кулак ачи» ятлă фильмсене

«ылтăн фонда» кĕртрĕç. Вĕсенче хускатнă темăсем паян

кун та пĕлтерĕшлĕччĕ ĕнтĕ, хальхи вăхăтри çынсене кă-

тартсан та аванччĕ. Анчах та шел, тĕрлĕ сăлтава пула упра-

са хăварайман вĕсене телекуравăн пуçлăхĕсенчен пĕри.

30 çул — Чăваш хаçатĕнче

Кун-çулăма «Хыпар» хаçатпа çыхăнтарнăранпа 30 çул

ытла ĕнтĕ. Çак тапхăрта мĕн кăна пулса иртмерĕ-ши? Аса

илÿсем тачка мемуар çырмалăх та пухăнаççĕ. Уйрăмах асра

юлни — Мускавра «Хыпар» хаçатăн 100 çулхи юбилейне

паллă тума йĕркеленĕ савăнăçлă уява хутшăнни. Ун чухне

чăваш хаçатне професси ăсталăхĕшĕн тата яваплăхшăн

«Пресса — 2007» куравăн чи пысăк наградине «Ылтăн бэдж»

парнелерĕç. Тепĕр самант нихăçан та асăмран тухмĕ. 1996

çулхи кăрлач уйăхĕ. Чăваш Енре кăна мар, чăвашсем пурă-

накан ытти тăрăхра та «Хыпар» хаçатăн 90 çулхи юбилейне

паллă тăваççĕ. Çав кунсенче «Хыпар» хаçат никĕслевçин

Николай Никольскин Хусанти Ар масарĕнчи вилтăприйĕ

çине лартнă палăка уçма коллективпа кайса килтĕмĕр. Çак

пулăм Издательство çурчĕшĕн çеç мар, пĕтĕм чăвашшăн

пысăк пĕлтерĕшлĕ пулчĕ. Тăван халăх кун-çулĕ мана яланах

кăсăклантарнă, унăн малашлăхĕ пăшăрхантарнă. Чăваш-

лăха упраса хăварма ятарлă концепци тумалли пирки те

пĕрре мар каланă. Ку ыйтусемпе «Хыпар» хаçатра вун-вун

статья пичетленĕ.

Уççăн çырнă

Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче «Хыпар» хаçат ăшĕнче

«Çамрăксен хаçачĕ» — 30 çул тухман хыççăн çĕнĕрен — кун

çути курма пуçларĕ. Вунă номер пичетленсен вăл уйрăм

хаçат пулса тăчĕ. Мана çĕнелнĕ кăларăмăн редакторĕ пулма

çирĕплетрĕç. Пĕрремĕш номер 10500 экземплярпа пичет-

ленсе тухрĕ. Унăн хуплашкине, сăмах май, халĕ те упратăп.

Çав çулсенче çĕршывра уççăнлăх тапхăрĕ пуçланчĕ. Эпир

унпа анлăн усă курнă: ирĕклĕн çырма пултарнă. Журна-

листсем хăйсен шухăшне ирĕклĕн палăртнă. Хаçатра интим

темине те уççăн хускатнă, криминалпа çыхăннă материал та

нумай пичетленĕ. Хам та кашни номертех çырнă. Статья-

сене касса илсе пуçтарса пыраттăм. Халĕ хушăран вĕсене

алла илетĕп. Иртнĕ кунсем сăрăллă ÿкерчĕк пулса куç умне

тухаççĕ вара… Редакцие питĕ нумай çыру килетчĕ. Вула-

канпа хаçат хушшинчи çыхăну питĕ çирĕпчĕ.

Пĕрремĕшĕ хыççăн «пăр тапранчĕ»

Çиччĕмĕш класра вĕреннĕ чухнех журналист пулатăп

тесе каланă эпĕ. Анне шофер тăвасшăнччĕ. Вĕсене, паллах,

килте, хуçалăхра ĕçлекен çын кирлĕ пулнă ĕнтĕ. Ывăлне аяк-

ка ярас килмен. Кĕнеке çырас ĕмĕт те тахçанах тĕвĕленнĕ.

Чи малтанах 60 çула çитиччен пĕр кĕнеке — калавсен

пуххи — кăларатăп тесе шухăшланă. Пĕрремĕшĕ «Сталин

грамоти» тухнă хыççăн çурхи хĕвел ăшшипе пăр хускалчĕ

тейĕн: тата тăваттăшне кун çути кăтартма хевте çитертĕм.

2010, 2011 çулсенче «Çĕрĕллĕ хура кушак» тата «Танец в

ночи» кĕнекесем Чăваш Енри чи нумай вуланисен шутне

кĕчĕç. Тĕрĕссипе, хальччен çырнă калавсене, повеçсене

пухсан 15 кĕнеке кăлармалăх та çитет. «Кулак ачи» кун

çути курчĕ-ха. Анчах та ăна вĕçлемен, унăн тăсăмĕ пур.

Йăлтах хатĕрлесе хунă ĕнтĕ. Лаврентий Таллеров виçĕ

томлă роман тума сĕннĕччĕ. Унăн сăмахĕпе килĕшсе

ĕçе пуçăнма та хатĕрленсе çитнĕччĕ ĕнтĕ. Анчах та çав

вăхăтсенче ГЭС пирки калаçма пуçларĕç те çак тема çине

куçса кайрăм. Писательсем çырнисене шырама, тĕпчеме,

шĕкĕлчеме пуçларăм. Анчах та нимĕн те тупаймарăм. Кун

пирки никам та çырман иккен. Ахăртнех, ирĕк те паман.

Атăл леш енче пурăннă çынсем, шыв айне пулнă терри-

торисем пирки материал пухма пуçларăм. Юлашкинчен

вырăсла «Загубленный рай» кĕнеке пиçсе тухрĕ.

Валентина БАГАДЕРОВА çырса илнĕ.

 


 

Нанодефлектор: мĕн вăл?

Тата ăна мĕншĕн пластикран тăваççĕ?

Пÿртре те, офисра та, производство цехĕнче те вентиляци системи кирлĕ. Пÿлĕмсем нÿрелесрен, кăвакарасран, сиенлĕ микроорганизмсем ĕрчесрен пÿлĕмри сывлăшăн улшăнса тăмалла. Анчах, шел те, хуçалăхсенче вентиляци çитменлĕхĕ час-часах тĕл пулать.

Шупашкарти «Нанотурбодеф лектор» компани çивĕч çак ыйтăва татса памалли çул тупнă: вăл пластикран çил вăйĕпе çаврăнакан ротаци дефлекторĕсене туса кăларать.

Раççейре турбодефлектор-

сене тимĕртен тăваççĕ, анчах

çавнашкал хатĕрсен çитменлĕхĕ

чылай. Сăмахран, тимĕр турбо-

дефлекторсен подшипникĕсем

нÿрĕк пысăкран хăвăрт тутăхаççĕ.

Детальсене алăпа тăваççĕ, çавна

май вĕсем юрăхсăра тухни те пул-

калать. Издели алăран ăнсăртран

тухса ÿксен авăнать, ăна тÿрлетме

йывăр. Çавăн пекех хатĕр тикĕс

çаврăнмасть, вăхăт иртнĕ май

ытларах шавлама пуçлать. Çÿхе

тимĕр алла та кастарать. Изделие

курупкăран кăларнă чухнех суран-

ланни çинчен пĕлтерекенсем пур.

«Нанотурбодефлектор» компа-

ни инженерĕсем тимĕр изделин

çитменлĕхĕсене шута илсе хăйсен

продуктне туса хатĕрленĕ. «Эпир

паха материал — АБС-пластик —

суйласа илтĕмĕр. Вăл сивĕрен те,

нÿрĕкрен те, шăрăхран та, хĕвел-

тен те хăрамасть, питĕ çăмăл тата

çирĕп, ультрафиолета чăтăмлă.

Пирĕн нанодефлектора тутăх та

илеймест, ăна ÿкерсен те, çапсан

та нимĕн те пулмасть, çанталăк

та уншăн хăрушă мар. Кунашкал

изделипе футболла та выляма

пулать», — тет компанин тĕп инже-

нерĕ Евгений Семенов.

Инноваци изделийĕсемпе икĕ

çул каялла ĕçлеме пуçланă,

хатĕрсене Хусанти А.М.Туполев

ячĕллĕ авиаци институтĕнче

тĕрĕсленĕ. Пысăк калăпăшпа

кăçал кăларма пуçланă. Детальсе-

не Шупашкарти икĕ производствă-

ра хатĕрлеççĕ, нанодефлектора

Кÿкеçре пуçтараççĕ. Пресс-форма

уйăхра 10 пин издели кăларма май

парать.

Валентина БАГАДЕРОВА.

 


 

Трак енсен çăкăрĕ – чи тутли

Раççейри чи тутлă та лайăх çăкăра Чăваш Енре, Трак тăрăхĕнче, пĕçереççĕ. Çакна çĕршыв шайĕнче ирттерекен конкурссем çирĕплетеççĕ. Красноармейски райповĕн çăкăр комбиначĕ пĕçерекен «Витязь» çăкăр Пĕтĕм Раççейри «Раççейĕн чи лайăх 100 таварĕ» конкурсра «Апат-çимĕç таварĕсем» номинацире лауреат пулса тăнă. Пĕлтĕр вăл «Раççейри чи лайăх çăкăр» X конкурсра çĕнтернĕччĕ.

Чăрăш мармеладран та пулать

Унсăр пуçне «Витязь» кăçал «Чăваш Республикин пахалăх марки» конкурсăн лауреачĕ пулса тăнă. Çак предприяти технологне Елена Борисовăна «Пахалăх отличникĕ» хисеплĕ паллăпа чысланă. Красноармейскинчи çăкăр комбиначĕн директорĕ Елена Сидорова пĕлтернĕ тăрăх, «Витязь» çăкăр жюри членĕсене хăйне евĕрлĕхĕпе, тутипе, техĕмлĕхĕпе тата, паллах, сывлăхшăн усăллă пулнипе килĕшнĕ тата тĕлĕнтернĕ.

Ахальтен мар ĕнтĕ вăл тăтăшах тĕрлĕ конкурсра çĕнтерет. Çăкăр комбиначĕ туса кăларакан ытти продукци те тĕрлĕ шайри тупăшура палăрать. Кăçал, тĕслĕхрен, предприяти пĕçерекен «Цивильный» çăкăр Чăвашпотребсоюз ирттерекен «Чи лайăх продукци» конкурсра «Чи лайăх çăкăр-булка изделийĕ» номинацире, «Северные» пĕремĕк «Чи лайăх кондитер изделийĕ» ятлинче çĕнтернĕ.

«Халăх çак çăкăр-булкăна, кондитер изделийĕсене кăмăлласах туянать. «Северные», «Вечер» пĕремĕксене, сĕлĕ печенине, пĕчĕк круассана кашни кунах пĕçеретпĕр, мĕншĕн тесен вĕсем лайăх сутăнаççĕ», — ăнлантарчĕ Елена Сидорова. Вăл «Вечер» пĕремĕке нимĕнле консервант та, сăрă та, ароматизатор та яманнине пĕлтерчĕ. Çăкăр комбиначĕ хальхи вăхăтра 90 тĕрлĕ çăкăр-булка, 60 ытла тĕрлĕ кондитер изделийĕ кăларать.

Вĕсенчен пысăк пайĕ — ГОСТ ыйтнипе килĕшÿллĕн хатĕрлекеннисем. Нумайăшĕ Чăвашпотребсоюзăн «Vкусная Линия» бренчĕпе сутăнать. Комбинат сывă апатлану йĕркине тытса пыракансем ыйтакан продукци те туса кăларать: «Витязь», «Бородинский», «Фитнес» /пучахлă культурăсем, типĕтнĕ кишĕр хушнă/, «Пучах», «Селяночка» /хывăх /отруби/, салат хушнă/ çăкăрсем. Предприяти ассортимента пуянлатсах пырать. Халăха кашни çулах çĕнĕ продукципе савăнтарать.

Акă кăçал «Хура уйăх» печени /ăшне пĕçернĕ сгущенка хунă, пĕр енне шăккалат сийĕпе витнĕ/, зефир, икĕ тĕрлĕ пĕремĕкпе тепĕр икĕ тĕрлĕ пе чени, кекс, улма-çырлаллă сухари, «Пан улмиллĕ» булочка, ăшне хунă рожок, полешки /типĕ тытакансем валли/ кăларма тытăннă. Зефир хальлĕхе пĕр тĕрли çеç-ха, çапах вăхăт иртнĕçемĕн темиçе тĕслине тума пуçласшăн.

Красноармейскинчи çăкăр комбиначĕ пĕçерекен çăкăр-булка тата кондитер изделийĕсене Трак тăрăхĕнчи çеç мар, Куславкка районĕнчи лавккасенче те

— райпо тытăмне кĕрекеннисенче — сутаççĕ. Пĕлтĕр çулла Красноармейски райповĕн тытăмне Куславкка райповне те кĕртнĕрен кăларакан продукци калăпăшне ÿстерсех пыма тивет.

Унсăр пуçне ку изделисене Кÿкеçре, Çĕрпÿре тата Шупашкар хулинче вырнаçнă лавккасене те ăсатаççĕ.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

 


 

Тамара ВАСИЛЬЕВА: Уяв сĕтелĕ çине ананас лартатăпах

 Çĕнĕ çула эпир шавлăн, хаваслăн кĕтсе илме хăнăхнă. Этемлĕхĕн черчен çурри чылай чухне çулталăкăн юлашки уйăхĕнче Раштав «типпине» тытать, диетăна пăхăнать. Çакна чиперуксем йăлтах Çĕнĕ çулта илĕртÿллĕрех курăнас, кĕлеткене çăт тытакан кĕпе тăхăнас тĕллевпе тăваççĕ. Уяв каçĕнчи пуян сĕтел хушшинче вара кăмăла ирĕке яраççĕ. Каçхине тата уйрăмах çĕрле нумай çини сывлăха сиен кÿрет. Çĕнĕ çул каçĕнчи йăла-йĕркене лайăх енне улăштарма май пур-ши? Кун пирки Шупашкар хулин тĕп больницин гастроэнтерологĕнчен Тамара Васильевăран ыйтса пĕлтĕмĕр.

 — Тамара Валерьевна, çулталăкăн пĕрремĕш кунĕнче сывлăх тĕлĕшĕнчен йывăр ан килтĕр тесен раштавăн 31-мĕшĕнче мĕнле йĕркене пăхăнмалла?

— Уяв сĕтелĕ хушшине лармашкăн малтанах хатĕрленме пуçламалла. Çак кун шыв ытларах ĕçме тăрăшмалла. Шыва кăштах лимон сĕткенне хушма юрать. Ытларах хускалмалла, сĕтел хушшинче пĕрмай лармалла мар. Çулталăкăн юлашки кунĕнче чылай чухне сĕтел тутлă, техĕмлĕ апат-çимĕçрен йăтăнать — йăлтах тутанса пăхас килет. Апла пулин те пĕрремĕш блюдăна, иккĕмĕшне тата виççĕмĕшне пĕр харăс çимелле мар. Йăлтах пĕчĕккĕн астивмелле. Пĕр тĕрлине ăша янă хыççăн хускалмалла. Сăмахран, ташлама пулать. Унтан иккĕмĕш апат патне куçма та юрать. Пĕр-пĕр салат ту-танни лайăх. Пахча çимĕç çимеллех. «Хăватлипе» иртĕнмелле мар çак каç. Çуллă апата алкогольпе хутăштарни питĕ тĕрĕс мар. Кун пек чухне хырăмай парĕ /поджелудочная железа/ фермент нумай кăларать, Одди сфинктерне хускатать. Вăл хырăмай шĕвекне тата вата пыршăлăха кăларать. Фермент питĕ нумай пулнăран хырăмай парĕ сиенленме пуçлать. Çавна пула панкреатит пуçланать. Кун пекки ытларах чухне шавлă ĕçкĕ-çике юратакан арçынсен пулать. Вĕсем шурă эрех ĕçнĕ май шашлăка майонезпа кетчупран тунă соуса пусса çиме кăмăллаççĕ. Çÿлерех асăннисем патне пирус туртнине хушсан тата, хăвăрах ăнланатăр, çакă ырăпа вĕçленмест. Хăвăрт углеводсене çупа хутăштарни самăрлатать. Тĕслĕхрен, çăкăрпа какай — начар хутшăну. Çавăнпа какай кукăльне рационран кăларма сĕнетĕп. Какая пахча çимĕçпе, ешĕл çимĕçпе çиме тăрăшмалла. Эрех тенĕрен, хĕрлине пĕр черкке ĕçни те çителĕклĕ. Шампань эрехĕ — Çĕнĕ çулăн тĕп паллисенчен пĕри. Анчах вăл организмшăн усăллах мар. Çавăнпа ăна сехет вун икĕ хут çапнă чухне кăшт кăна тутанмалла.

— Чылай чухне кил хуçи хĕрарăмĕсем кунĕпех кухньăран тухмасăр апат хатĕрлеççĕ. Сĕтел хушшине ларма вăхăт çук вĕсен. Каçхине вара ытти чухнехинчен нумайрах çиме тивет.

— Чылайăшĕ пĕрмай апат хатĕрленĕрен ирхине тата кăнтăрла çимест. Каçхине тата çĕрле вара ытларах апатланаççĕ. Вар-хырăма кун пек чухне йывăр килет. Çĕрле пирĕн организм канма хăнăхнă, эпир ăна «ĕçлеттеретпĕр»… Ĕçлеме вăл пуринчен ытла ирхине хатĕр. Вăхăта пĕлсе уйăрăр, апат ытлашши хатĕрлесе нушаланмалла мар. Виçерен ытла янтăланин усси çук. Ыран та, тепĕр кун та тин пĕçернĕ апата çиес килĕ. Салатсем йăлăхтараççĕ. Раштавăн 31-мĕшĕнче апат хуранне кун каçа пĕчĕккĕн ĕçлеттермелле, тепĕр майлă каласан, тренировка тутармалла — хатĕрленмесĕр марафон чупаймастпăр вĕт. Кăнтăрла çăмăл апат — сĕлĕ е хура тул пăтти — çимелле. Апат хуранĕ, хырăмай парĕ майĕпен ĕçлеччĕр, ват тухтăр. Салатсене майонез мар, 15 процентлă хăйма, 9 процентлă йогурт, ÿсен-тăран çăвĕ хушмалла. Пач çусăр та юрамасть, унсăр апат начар ирĕлĕ. Енчен те кĕлетке илемĕшĕн тăрăшатăр тăк пĕчĕк калориллĕ апатсене астивме тăрăшăр. Раштавăн 31-мĕшĕнче кăнтăрлахи порцие пĕчĕклетмелле. Йăлана кĕнĕ каçхи апат вăхăтĕнче уяв кĕрекине лармалла. Мĕн кăмăлланине çĕрлене хăвармасăр, çак вăхăтра çини вырăнлăрах. Сехет 12 хут шакканă вăхăтра сĕтел хушшинче ларнă чухне çăмăл апат хыпкалани те çителĕклĕ. Енчен те çак кун хăнана е банкета чĕннĕ тĕк — мероприяти умĕн каçхи апат туни /паллах, сахалрах çиме тăрăшмалла/ пăсмĕ. Капла кĕрекере чухне хăвăра выçă пек туймăр, çуллă, техĕмлĕ апат çине тапăнмăр.

— Тата мĕнле вăрттăнлăхсем пур?

— Чашăк-тирĕкпе пĕлсе усă курмалла. Хăвăр валли пĕчĕкрех турилкке илĕр. Пысăкки çинче кирек епле порци те сахал пек курăнĕ. Вара сирĕн алă апат патне тата туртăнĕ. Турилккене малтан ешĕл çимĕç сарăр, унтан тин мĕн кирлине хурăр. Сĕтел çине хĕрлĕ тĕслĕ савăт лартни те вырăнлă. Хĕрлĕ тĕс «тăхтаса тăмалла, чарăнмалла» тенипе çыхăннă пирĕн пуçра. Çакна та калам: «Алкоголь апата ирĕлтерме пулăшать», — теççĕ халăхра. Ку тĕрĕс мар. Пачах хирĕçле, вăл пыршăлăха кирлĕ ферментсене пыма чарать. Çак каç пылак шĕвексене айккинелле сирмелле. Симĕс чей, газсăр шыв ĕçни вырăнлă пулĕ. Уяв сĕтелĕ пулсан та çăмăлрах апатсем хатĕрлеме тăрăшăр. Тĕп апатсăр пуçне 2-3 саккускă янтăлăр. Вĕри апат вырăнне пăшăхланă пулă е какай пултăр. Вĕсене пĕçернĕ пахча çимĕç çумне хумалла. Пахча çимĕçĕн какайран е пулăран икĕ хут ытларах пулмалла. Пулла духовкăра фольгапа чĕркесе хатĕрлесен аван.

Роза ВЛАСОВА хатĕрленĕ.

 


 

Çĕнĕ çулхи каникул – ĕçлесе канмалли вăхăт

Çĕнĕ çула тĕрлĕ кăмăл-туйăмпа кĕтсе илекен пур. Пĕрисем ăна ачалла хавасланса та савăнса, çĕнĕ çитĕнÿсене, ыррине шанса кĕтсе пурăнаççĕ, теприсем: «Çĕнĕ çул кашни çулах килет», – тесе кичеммĕн пуç усаççĕ. Эпир калаçнă çынсем 2021 çула салху кăмăлпа кĕрес шухăшлă мар. Уяв хыççăнхи вăрăма тăсăлакан канмалли кунсемпе те вĕсем май килнĕ таран туллин усă курасшăн. Хальхи самана хăвăртлăха юратать — хăшĕсен уяв кунĕсенче те ĕçлеме тивĕ.

Путин сăмахне итлĕç

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕшĕн Альбина Егоровăшăн Çĕнĕ çул — çемье уявĕ. «Кăçал та килте, Шупашкар районĕнчи Апашра, ачасемпе тата мăнуксемпе пуçтарăнăпăр», – пĕлтерчĕ Альбина Егоровна. Уяв каçĕнче тăванĕсемпе пĕр кĕрекене пухăнасси-не тахçанах йăлана кĕртнĕ вăл. «Çĕнĕ çул асамлăхне ачалла ĕненес, Çĕнĕ çулта çĕнни пуласса шанас килет», – пытармарĕ республика парламенчĕн спикерĕ. Егоровсем Кремль куранчĕ вун икĕ хут шаккиччен çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин калаçнине итлеççĕ, унтан пĕр-пĕрне ырă сун-са шампань эрехĕ астивеççĕ. Ачасем пылак шыв ĕçеççĕ, тутлă апат-çимĕçпе сăйланаççĕ. Хĕл Мучи «елка айне» хурса хăварнă Çĕнĕ çул парнине ачасем хĕпĕртесе уçаççĕ.

Альбина Егоровна, республикăри ытти тÿре- шара евĕрех «Ĕмĕтсен чăрăшĕ» акцие хутшăнса ача ĕмĕтне пурнăçлама ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ — Шупашкар райо- нĕнчи Тутаркассинчи вăтам шкулта 4-мĕш класра вĕренекен Дарья Яковлевăна планшет парнеленĕ. Тăватă ачаллă, сахал тупăшлă çемьере ÿсекен, шкулта тăрăшса вĕренекен, вулама тата ÿкерме юратакан, аслисене тĕрлĕ ĕçпе пулăшакан хастар хĕрача шăпах çавăн çинчен ĕмĕтленнĕ, кун пирки Хĕл Мучи патне шăрçаланă. Тахçантанпах кĕтнĕ планшета курсан Даша хытах хĕпĕртенĕ. Альбина Егоровна çемьери ытти ача-на та уйăрса хăварман: вĕсене пылак çимĕç парнеленĕ.

Çĕнĕ çул тĕлĕнчи канмалли кунсенче мероприятисем ытти çулхи пек пысăк йышпа иртмĕç, апла пулин те Альбина Егоровна Шупашкар районĕн администрацийĕнче ĕçлекенсемпе пĕрле вырăнти уявсене çитсе район çыннисене саламласшăн.

Мăнуксем тăванĕсене пĕлччĕр

«Çĕнĕ çул маншăн та – çемье уявĕ, – пĕлтерчĕ Патăрьел райадминистрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов. — Ăна эпир 30-40 çул та ĕнтĕ çывăх тăвансемпе кĕтсе илетпĕр. Атте-аннемĕр пуçарнă ырă йăлана тăсатпăр. Çĕнĕ çул каçхине 7-8 çемье пухăнатпăр. Пĕр çул – пĕрисен килĕнче, тепринче – теприсем патĕнче. Çапла çултан-çул черетлентерсе паллă тăватпăр. Çĕнĕ çула пысăк йышлă тăван-пĕтенпе кĕтсе илме ватти те, яшши те пухăнать».

Çывăх тăванĕсемпе мĕншĕн пухăннин сăлтавне те уçăмлатрĕ Рудольф Васильевич. «Çак йăла пирĕн ачасем, мăнуксем хăйсен тăванĕсене пĕлччĕр, вĕсенчен ан ютшăнччăр, тăванлăх туйăмне çирĕплетчĕр тенипе çыхăннă. Хальхи вăхăтра çынсем тăванĕсемпе сайра тĕл пулаççĕ. Çамрăк ăру йăх- несĕле, темиçе сыпăкри тăвансене пĕлсе, сума суса, пĕр-пĕрне пулăшса пынине нимĕн те çитмест», – çирĕплетрĕ вăл.

Çĕнĕ çула кĕтсе илнĕ хыççăн Рудольф Селиванов районти тĕп елка патне, ăна райадминистраци çурчĕ умĕнче вырнаçтарнă, тухассине пĕлтерчĕ. Çĕнĕ çул вăхăтĕнчи канмалли кунсенче Патăрьелте тата районти ялсенче тĕрлĕ мероприяти иртет. Спорт ăмăртăвĕсем те, культурăпа массăллă мероприятисем те пулĕç. Коронавирус пандемине кура вĕсене, паллах, сыхлăх мерисене пăхăнса йĕркелеме тивĕ. Рудольф Васильевич кашнинех çитме, район çыннисене саламлама тăрăшĕ.

Çÿлĕк çинчи кĕнекесене вуласшăн

Общество деятелĕ, республикăн медицина профилактикин, сиплев физкультурин тата спорт медицинин центрĕн тĕп тухтăрĕн общественноçпа çыхăну тытакан çумĕ Наталья Володина Çĕнĕ çула кашнинчех çемьепе кĕтсе илет. Кăçал та çаплах пулĕ. Вăл кĕçĕн ывăлĕ патне хăнана кайĕ.

Шел те, Володинсем кăçал пысăк çухату тÿссе ирттернĕ. Нумаях пулмасть Наталья Ивановнăн хунямăшĕ куçне ĕмĕрлĕхех хупнă. Усал вируса Наталья Ивановна та тÿссе ирттернĕ. «Тăванăрсене упрăр. Уйрăмах – аслă çултисене. Ку саманара çирĕп сывлăх сунасси кăна юлать», – чир-чĕр шÿт маррине пусăм тусах палăртрĕ Чăваш Ен Президенчĕн пресс-службин тата Администрацийĕн, Чăваш Ен патшалăх телерадиокомпанийĕн ертÿçинче, информполитика тата культура министрĕнче ĕçленĕскер. Наталья Володина массăллă мероприятисене тухса çÿреме палăртман. Ĕçĕ интернетпа çыхăннă та — Çĕнĕ çул хыççăнхи кунсенче Наталья Ивановнăн, хăй калашле, талăкра 24 сехет ĕçлеме тивĕ. Ĕçне кура – хисепĕ. Раштав уйăхĕн вĕçĕнче вăл «Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята тивĕçрĕ.

Чăваш наци музейĕн директорĕ Ирина Меньшикова Çĕнĕ çул уявне килтех кĕтсе илме шухăшлать. «Лăпкăн, шăппăн. Çемьепе. Кăçал музейра çĕнĕ проект нумай пулчĕ, çавăнпа ытлашши хĕвĕшес те килмест», – терĕ Ирина Петровна.

Вăраха тăсăлакан канмалли кунсенче кăçал тунă ĕçсене пĕтĕмлетме вăхăт тупăнасса шанать вăл. Кунсăр пуçне Ирина Петровна вăхăт çуккине пула çÿлĕк çине хунă кĕнекесене алла тытса вулама ĕмĕтленет.

Шăппăн кăна, телевизор пăхса

 К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн режиссерĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Наталия Сергеева кăçал Çĕнĕ çула çемьепе ашшĕ-амăшĕ патне яла кайма палăртнă. «Уява ун пек ирттерменни 20 çул та пулĕ», – пĕлтерчĕ Шупашкар районĕнчи Шинер Тăрăн ялĕнче çуралса ÿснĕ Наталия Алексеевна.

Çĕнĕ çул хыççăнхи кунсем уншăн ĕçлесе канмалли кунсем пулĕç. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн гранчĕпе театрта килес çул Иакинф Бичурина халалласа спектакль лартмалла. Ĕçĕн авторĕ – Михаил Сунтал ªЖелтовº. «Хура тум» хайлава театр сцени çине «Эп сÿннĕ чух эс çун» ятпа кăларĕç. Спектакле шăпах Наталия Сергеева лартĕ. Çавна май питĕ нумай хатĕрленмелле: «Архив-сенче лармалла, библиотекăсенчен тухмалла мар». Иакинф Бичурин манах пулнă-çке, ĕмĕрне чиркÿ ĕçĕпе ирттернĕ, унсăр пуçне вăл Китай тĕнчипе киленнĕ. Наталия Алексеевна чиркÿ çыннисемпе те канашласшăн. «Ку ĕç — питĕ сăваплă. Хăвна аталантарма та, çынсене çĕннине кăтартма та пулăшĕ, чăваш халăхĕшĕн питĕ кирлĕ тема тесе шухăшлатăп. Çут тĕнчене 200 ытла çул каялла килнĕ ентешĕмĕр мĕн тери хăватлă ĕç туса хăварма пултарнине тепĕр хут курса ĕненĕпĕр», – хавхаланса калаçрĕ режиссер.

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн искусствăсен факультечĕн доценчĕ, Чăваш халăх артистки, Çĕмĕрлесен ентешлĕхĕн председателĕ Августа Уляндина кăçал Çĕнĕ çул çывхарнине ăнлансах та илеймен. Сумлă артистсен ытти чухне уявсенче килте ларма вăхăт çук, вĕсем ялан сцена çинче. Кăçал пандемие пула унчченхи пекех саркаланма май килмĕ. Апла пулин те Августа Васильевна кама та пулин савăнтарас тесе «Ĕмĕтсен чăрăшĕ» акцие хутшăннă. Çĕмĕрле районĕнчи Петропавловск ялĕнче пурăнакан Настя Ижетниковăн кăмăлне тивĕçтернĕ. Хĕрача пысăк пукане пирки ĕмĕтленнĕ.

Республикăри паллă çынсем уява епле кĕтсе илессипе Вера ЭВЕРККИ кăсăкланнă.

Матераислен тулли версийĕпе паллашас тесен...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.