«Хыпар» 143 (27726) № 15.12.2020

15 Раштав, 2020

Янăратăр тăван чĕлхе, илем кÿтĕр чăваш тĕрри

Пурнăç пĕр чарăнми малалла вирхĕнет. Талăкра 24 сехет мар, унăн çурри кăна тейĕн— ытла та хăвăрт иртет вăхăт. Саманапа тан пырас тесен пур енĕпе те васкама тивет, атту хыçа юлассите часах. Çулсем иртнĕ май культура отраслĕ ан хавшатăр тесен мĕн тумалла-ха тата?Пурте пĕлетпĕр: «культура» ăнлав илемлĕх хаклăхĕсене кăна палăртмасть, вăл мĕн пур сферăри çын-сен хутшăнăвне те пырса тивет. Производство культурисĕр ĕçĕн пысăктухăçлăхне тивĕçтересси пирки шухăшламалли те çук, дискусси культури çивĕч ыйтусене кирлĕ пек татса памалли тата тĕрĕс йышăнусем тумалли май пулса тăрать, пулăшу ĕçĕсенрынокĕнчи конкуренци сервиса татаçÿллĕрех шая хăпартма пулăшать.

Çапла вара культура пирки сăмах

пынă чухне искусствăн, литературăн,

кĕвĕ-çемĕн, живопиçĕн чи çÿллĕ енĕ-

сем пирки çеç мар, хутшăну, ĕç тата

производство культури çинчен те шу-

хăшламалла.

Урăхла пулма та пултараймасть.

Пĕтĕмĕшле культурăсăр этемлĕх

аталанаймасть. Хутшăну культури-

нех илер. Республикăра 128 халăх

представителĕ тата 10 яхăн этнос

ушкăнĕ пурăнать. Тав Турра, вĕсен

хушшинче килĕшÿлĕх, ăнлану, çураçу

хуçаланаççĕ. Экономика та, социал-

лă аталану та, ытти те культурăсăр

ниме те тăмаççĕ. Çакăн пирки хăй вă-

хăтĕнче Дмитрий Лихачев академик

«чан çапнă». Кая юлса пулин те ăсча-

хăн ĕмĕчĕ пурнăçланчĕ. Пире темиçе

çул каялла Культура çулталăкĕ туса

пачĕç. Тĕрĕссипе вара, пире Культура

çулталăкĕ çеç мар, унăн вунă, çирĕм,

вăтăр… çуллăхĕ кирлĕ.

Пирĕн, чăвашсен, культурăри ха-

мăрлăха упрамалла. Ку енĕпе пат-

шалăх влаçĕн, вырăнти хăй тытăм-

лăх органĕсен, культурăпа вĕрентÿ

ĕçченĕсен, халăх пĕрлешĕвĕсен мал-

та тăмалла. Пĕр ÿстермесĕр палăртă-

пăр: республика «тилхепи» Олег Ни-

колаевăн аллине куçнăранпа чăваш-

лăха сыхласа хăварас тĕлĕшпе чы-

лай ĕç пурнăçланчĕ. Ахăртнех, хамă-

рăн аваллăха, историе, кун-çула Чă-

ваш автономи облаçне йĕркеленĕрен-

пе 100 çул çитнĕ май та ытларах аса

илме пуçларăмăр.

Паян, пĕр вĕçĕмсĕр çĕнелсе, ата-

ланса пыракан саманара, чăваш

чĕлхине упраса хăварас тенине авал-

лăха таврăнма чĕннĕ пек йышăн-

ма кирлĕ мар. Çак ĕçре социаллă

пурнăçпа культура ыйтăвĕсене халь-

хи вăхăтри çĕнĕ технологисемпе усă

курса татса пама мехел çитермелле.

Ку енĕпе çул уçса пыраканĕ те пур: Чă-

ваш Ене 2025 çулччен аталантармал-

ли социаллă пурнăçпа экономика ата-

ланăвĕн программи.

Чĕлхесĕр халăх пулмасть. Тĕнче

историйĕнче вун-вун халăх пĕтнĕ, тă-

ван чĕлхипе калаçакансем ют халăха

куçнă. Пирĕнпе те, чăвашсемпе, çапла

килсе тухма пултармĕ-и? Юлашки вă-

хăтра пурнăçланакан ĕçсем ку шухă-

ша айккинелле сиреççĕ. Олег Никола-

евăн пуçарăвĕпе «Чăваш Республи-

кин культурăпа туризмне аталанта-

расси» программăна «Чăваш чĕлхи-

не сыхласа хăварасси, тĕпчесси тата

аталантарасси» çумпрограммăпа пу-

янлатрĕç. Унăн тĕллевĕ — чĕлхе по-

литикине, тăван чĕлхене сыхласа хă-

варма, тĕпчеме тата аталантарма пу-

лăшаканскере, пурнăçа кĕртме май-

сем туса парасси. Регион ертÿçин шу-

хăшĕпе, çумпрограмма тăван чĕлхе-

не сыхласа хăварас, тĕпчес тата ата-

лантарас ĕçре тĕп вырăнта пулмалла.

«Чăваш чĕлхине темшĕн вĕрентÿпе

кăна çыхăнтаратпăр. Вăл ытти тытăм-

ра та анлăн илтĕнтĕр, янăратăр. Пирĕн

сирĕнпе пĕрле çак енĕпе çине тăрса

ĕçлемелле», — тенĕччĕ вăл çак ый-

тăва ятарласа сÿтсе явма йĕркеленĕ

«çавра сĕтелте».

ЧР Министрсен Кабинечĕн иртнĕ

эрнери ларăвĕнче вара сăмах шă-

пах чăваш чĕлхине аталантарас-

сипе çыхăннă çумпрограмма тавра

та пынă. Вырăнти влаç çак ĕçсене

пурнăçламашкăн çитес пилĕк çулта

28 миллион та 255 пин тенкĕ уйăр-

ма палăртнă. Нухратăн пĕр пайĕ

ăслăлăх-методика кăларăмĕсем хатĕ-

рлеме кайĕ, тепри — шкулсене илемлĕ

литература произведенийĕсемпе

тивĕçтерме. Чи пĕлтерĕшли тата са-

вăнтараканни — ачасене мĕн пĕчĕкре-

нех тăван чĕлхепе çывăхлатма тĕв

тытни. Ку енĕпе тĕрлĕ майпа усă курĕç:

сăмахран, шăпăрлансем валли чăваш-

ла мультфильмсем ÿкерсе те.

Чăваш наци конгресĕн президи-

умĕн тата ваттисен канашĕн членĕ-

семпе ирттернĕ тĕлпулура та регион

ертÿçи çакăн пиркиех калаçнăччĕ. Кон-

гресс президенчĕ Николай Угаслов ун

чухне: «Чăваш наци конгресĕн девизĕ

– «Пирĕн вăй — пĕрлĕхре», Чăваш ав-

тономи облаçне йĕркеленĕренпе 100

çул çитнĕ май çуралнă лозунг-чĕнÿ —

«Вместе/Пĕрле». Икĕ девизăн шухăшĕ

пĕр пек. Апла пулсан эпир пĕр çулпах

утатпăр», — тенĕччĕ.

Республика кăçал Чăваш автоно-

мин 100 çулхи юбилейне паллă турĕ

терĕмĕр. Паллах, эпир пурте пĕле-

кен сăлтава пула чылай мероприяти

онлайн мелпе иртрĕ. Çавăн пек лару-

тăрура, регион ертÿçин шухăшĕпе, Чă-

ваш Енрен инçетре çуралнă, анчах чă-

ваш туйăмлă çамрăк ăрăва республи-

кăпа паллаштаракан хыпарсене сайт-

сенче /ун пек ырă тĕслĕхсем пур та

ĕнтĕ/ темиçе чĕлхепе вулама майсем

туса памалла. Çакă та ютра пурăнакан

йăхташсене çуралнă кĕтесĕпе çывăх-

ланма пулăшĕ.

Раиса ВАСИЛЬЕВА, Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институчĕн халăх ÿнер пултарулăхĕн кафедрин ертÿçи:

— Чăваш тĕррин эрешĕсем урлă пирĕн

несĕлсем епле пурăннине, мĕнле йăла-

йĕркене тытса пынине, еплерех тум тăхăнни-

не тата мĕн шухăшланине пĕлетпĕр. Тĕрĕ —

пурнăç опычĕн, ăс-хакăлĕн, илемĕн ĕмĕрхи

çăл куçĕ, çавна кура çамрăк ăрăва воспитани

паратпăр. Анчах хальхи рынок условийĕсен-

че эпир çак пуянлăха çухатма пултаратпăр.

Тавах республика ертÿçине Олег Николае-

ва Чăваш тĕррин кунне туса хунăшăн. Çакă

пире тĕрĕ искусствине аталантарма питĕ

кирлĕ. Малашне, авă, тĕрĕ шкулĕ уçăласса

та шантараççĕ. Питĕ кĕтетпĕр çав куна.

Валерий ЯКОВЛЕВ, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн илемлĕх ертÿçи:

— Чăваш чĕлхин ыйтăвĕ, тăван халăх пу-

ласлăхĕ кăсăклантарать кăна мар, шухăш-

латтарать те. Пуласлăх пуррине хальлĕхе

ĕненес килет. Культура аталанать, халăх

хăйĕн аваллăхне манман. Çакна пĕтĕмпех

çамрăк ăру патне çитермелле. Çапла пултăр

тесен çемьере кăшт урăхларах пурăнмалла,

шкулта тăван чĕлхене вĕрентессине урăх

шая çĕклемелле. Паллах, искусствăра, çав

шутра театр тытăмĕнче те, ку енĕпе малаш-

не те çанă тавăрса ĕçлемелле. Пирĕн, телее,

мăнаçланмалли те пур: пьеса çителĕксĕр

пулсан та хамăр чĕлхене манмастпăр, сце-

на çинче чăвашлах калаçатпăр. Ăна упрас-

си, çĕклесси — пирĕн чи пысăк тĕллев.

Надежда СМИРНОВА.


Куккăшĕ вăрçа та купăспа кайнă

Ăна хисеп тусах Сăкăт халăх хорĕн ертÿçине унăн ятне панă

Патăрьел районĕнчи Сăкăт халăх хорĕ — республикăри чи ватă тата ăнăçлă ĕçлесе пыракан коллектив. Вăл 1934 çулта вырăнти вулав çурчĕн ертÿçин Анастасия Катыковăн пуçарăвĕпе йĕркеленнĕ. Хора ертсе пыраканĕ хут купăс калама хăй тĕллĕн вĕреннĕ Федор Нрти пулнă.

Пĕрремĕш утăмсем

Тин çеç чăмăртаннă ушкăна вырăнти

хуçалăх председателĕ Никифор Тиню-

ков, Пелагея Тинюкова, Анна Алякина,

Степан Евграфов активистсем, вĕренте-

кенсем пулăшса, хавхалантарса пынă. 20

çынран тăракан йыш чăваш халăх тата

çĕнĕ самана варкăшĕпе çуралнă юрăсе-

не шăрантарнă.

Вăхăт шунă, хор йышĕ те, ертÿçисем

те улшăнса пынă. Тăван çĕршывăн Аслă

вăрçи тухиччен ăна Агафия Илюхина ерт-

се пынă. Унăн тăрăшулăхне кура коллекти-

ва çамрăксем туртăнма пуçланă. Вăрçăн

хаяр çулĕсенче те, хора пĕр тикĕс ертсе

пыракан çук чухне те, вăл хăйĕн ĕçне чар-

са лартман, йывăр ĕçпе асап-терт курнă

ватăсемпе хĕрарăмсене, ачасене илемлĕ,

тепĕр чухне хурлăхлă кĕвĕ-çемĕпе те,

чун-чĕрине хускатнă, лăплантарнă, тасат-

нă, Çĕнтерÿ çывхарнине шанма пулăшнă.

Тăватă çул кĕтнĕ Çĕнтерÿ 1945 çулхи

çу уйăхĕнче çитнĕ, ун хыççăн ял çынни-

сем те фронтран таврăнма пуçланă. Хор

репертуарĕ вара фронтовиксен юррисем-

пе, совет композиторĕсен хайлавĕсемпе

пуянланнă. Кĕçех хора республикăри пал-

лă аккордеонист-музыкант, юрăç, Тăван

çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă Вениа-

мин Телюков ĕçлеттерме пуçланă. Ун чух-

не вăл вырăнти çичĕ класлă шкулăн ди-

ректорĕнче ĕçленĕ. Вениамин Григорье-

вич тăрăшнипе районти чи паллă коллек-

тив 1954 çулта Шупашкарта иртнĕ респу-

бликăри ĕçпе юрă уявне пуçласа хутшăн-

нă. Телюкова тепĕр шкула ĕçлеме куçарсан

шкул тата хор тилхеписем Петр Ильин ал-

лине лекнĕ. Петр Николаевич, Патăрьел-

ти педучилищĕре пултаруллă Андрей Тай-

бинский музыкант, дирижер патĕнче ăста-

лăха туптанăскер, сĕрме купăс, каярахпа

мандолина каланă. Вăл харăсах тăватă

хора — шкулти кĕçĕн тата вăтам классенче

вĕренекенсенне, учительсенне тата кол-

хозăнне — ертсе пынă. Çак коллективсем

районта тата республикăра иртекен смот-

рсемпе ĕçпе юрă уявĕсенче хăйсен пулта-

рулăхне нумай хут кăтартнă. Петр Нико-

лаевич шкул ачисене 3-4 сасăпа юрлама

вĕрентнĕ, каярахпа вĕсем колхоз хорĕн шă-

нăрĕ пулса тăнă.

Çитĕнÿсем…

Сăкăт хорĕ 1959 çулта республикăри

7-мĕш Акатуя хутшăннă, çулталăкран —

Чăваш Республики 40 çул тултарнă ятпа

ирттернĕ çамрăксен иккĕмĕш фестиваль-

не. Унтан лауреат пулса таврăннă. Хор

юрланине Шупашкартан паракан радио-

передачăсенче те час-часах итлеме май

килнĕ. Çав çулсенче йышра колхозра

вăй хуракан В.Прохорова, И.Давыдова,

З.Артамонова, В.Паймина, П.Кушников,

Ф.Львов, П.Казачков, Е.Тинюкова,

И.Глухов, ыттисем палăрнă. Репертуар

Григорий Хирбю, Герман Лебедев, Тимо-

фей Фандеев, Анатолий Михайлов юрри-

семпе пуянланнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш

çулĕсен варринче асăннă коллектив куль-

тура пурнăçĕнче чăннипех тарăн йĕр хă-

варнă, район, республика, Раççей тата

Совет Союзĕ шайĕнчи смотрсемпе кон-

курссенче, фестивальсенче дипломсем-

пе Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ. Унăн ертÿçи

Петр Ильин 1964 çулта республикăра чи

пĕрремĕшĕсен йышĕнче «ЧАССР куль-

турăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят

илнĕ. Петр Николаевич хора 1984 çулч-

ченех ертсе пынă. Аккомпаниаторĕсем ЧР

культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем Авра-

ам Бурундуков, Борис Прохоров тата ЧР

Музыка обществин тава тивĕçлĕ деятелĕ

Юрий Тестов пулнă. 1995 çулта коллектив

«халăх» ята тивĕçнĕ.

1985-2007 çулсенче хора пĕртăван Ни-

колай тата Игорь Медевсем ĕçлеттернĕ.

Вĕсем хыççăн паянхи кунчченех ăна Ни-

колай Толстов ертсе пырать.

Вĕрентекенĕсем лайăх пулнă

Çĕнĕ ĕмĕрте çĕнĕ ертÿçĕпе Сăкăт хорĕ

çĕнĕ çитĕнÿсем тунă. Николай Толстовăн

шухăшĕпе, ăна кĕвĕ-çемĕ çулĕ çине тăра-

таканĕ Патăрьелти музыка шкулĕн Сăкă-

три филиалĕнче ĕçленĕ Борис Прохоров

пулнă. Паян унăн 15 ытла вĕренекенĕ му-

зыка енĕпе вăй хурать. Толстов, ачалăхри

туртăмран — кĕвĕ-çемĕпе кăсăкланассин-

чен — салтака кайса килсен те сивĕнмен-

скер, Çĕрпÿри культурăпа çут ĕç учили-

щине вĕренме кĕнĕ. Кунта ăна Геннадий

Чиркин педагог уйрăмах хавхалантарса

пынă. «Пурнăçра эпĕ яланах лайăх педа-

гогсем патне лекнĕ. Кайранхи, И.Я.Яковлев

ячĕллĕ педагогика институтĕнчи, вĕренте-

кенсем те питĕ пултаруллă та ырă кăмăл-

лăччĕ. Пĕрле вĕреннĕ шăллăм Станислав

та, Михаил Федоров та, ыттисем те çав

тери тăрăшуллăччĕ. Çавăнпа вĕсене пирĕ-

нпе ĕçлеме кăсăклă пулнă, — иртнĕ çулсе-

не аса илчĕ Николай Петрович. — Ун чухне

интернет пулман, пĕтĕмпех хамăра шанса

ĕçлеме, вĕренме тивнĕ, произведенисен

нотисене алăпа çырса илсе вĕреннĕ. Çапла

туни питĕ пулăшнă пире аталанма, кирлине

астуса юлма, йывăрлăха çĕнтерме».

Пĕлÿ илсе ĕçе пуçăнсан та лайăх на-

ставник патне — СССР халăх учителĕ Петр

Чернов ертсе пынă Елчĕкри вăтам шкула —

лекнĕ вăл. Николай Толстовăн вĕрентекенĕ

те, хăй те чăнласах маттур та пултаруллă

пулнах çав, ахальтен-и Николай Петрович

çулталăк хушшинче икĕ Хисеп грамотине

тивĕçнĕ? Шкулта чăмăртаннă агитбрига-

дăпа кĕске вăхăтрах ăçта кăна çитмен-ши?

Тăван çĕр туртăмĕ хăйĕннех тунă —

Толстов та Патăрьел тăрăхне таврăннă,

район центрĕнчи 2-мĕш вăтам шкулта

музыка вĕрентме пуçланă, ачасемпе учи-

тельсен тата «Батыревское» хуçалăхра

ĕçлекенсен хорне йĕркеленĕ. Тĕллевне

— хорпа ĕçлессине — яланах мала хунă.

Çавăнпах ĕнтĕ, вăхăчĕ питĕ хĕсĕк пул-

сан та, шăпине тăван ялĕнчи халăх хорĕ-

пе çыхăнтарнăшăн пĕрре те кулянмасть.

Малтанхи вăхăтра ăна шăллĕ Станислав

нумай пулăшнă. «Аннен тăванĕсем пурте

купăс каланă. Николай кукка вăрçа та ку-

пăспах кайнă. Шел, 1945 çулта çапăçура

пуç хунă. Тен, ăна асра тытса мана ун ятне

панă пулĕ. Анне хăй те юрлама ăстаччĕ.

Атте çăвар купăсне каласа пире савăнта-

ратчĕ, ташлаттаратчĕ. Эпир хут купăсне

туртаттăмăр», — каласа кăтартрĕ Толстов.

Мускав, Чĕмпĕр, Шупашкар…

Кашни ытларикунпа кĕçнерникун

каçхине çичĕ сехетре Сăкăтри культу-

ра çуртĕнче халăх хорĕн репетицийĕсем

иртеççĕ. Репертуарта вырăнти компози-

торсен Авраам Бурундуковăн, Петр Ильи-

нăн, Станислав Толстовăн, Анатолий Ни-

китинăн, çавăн пекех Юрий Кудаковăн,

Юрий Жуковăн, ыттисен произведенийĕ-

сем. Юрлаканĕсем камсем-ха? Вырăн-

ти учительсем, пенсионерсем, хуçалăхра

ĕçлекенсем — дояркăсемпе пăру пăхакан-

сем. Сăмахран, Вячеслав Алексеевпа Ни-

колай Тинюков вĕрентекенсем çур ĕмĕре

яхăн хорта юрлаççĕ. Галина Чиркина, Еле-

на Давыдова, Лидия Муратова, Надежда

Кузнецова, Елена Тестова, Мария Сула-

гаева, Вячеславпа Людмила Нртисем, ыт-

тисем çÿреççĕ. Пурин ятне асăнса тухай-

мăпăр та — вĕсем вăтăра яхăн.

Николай Петрович халăх хорĕпе 2008

çулта чăвашсен Мускавра иртнĕ Пĕтĕм

Раççейри Акатуйне çитсе килнĕ. Ун чух-

не ăна, тăван халăха çутта кăларнă Иван

Яковлев çуралнăранпа 160 çул çитнине

халалланăскере, хастар хутшăннăшăн

Раççейри чăвашсен наци культура ав-

тономийĕн Тав хучĕпе чысланă. Мускав

хыççăнхи çулсем Чĕмпĕре, Шупашкара,

ытти хутлăха илсе çитернĕ. Пур çĕртен

те наградăпа таврăннă. Районти Акатуй-

Сабантуй дипломĕсене шутласа та пĕте-

реес çук. Герман Лебедевпа Филипп Лу-

кин çуралнăранпа пĕр ĕмĕр çитнĕ ятпа

2013 çулта ирттернĕ «Тăван çĕршыв юр-

рисем» республика фестивалĕн лауреат

дипломĕ Сăкăтсене лекнĕ. Тăван çĕршы-

вăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул

çитнĕ май халăх пултарулăхĕн коллек-

тивĕсен «Çĕнтерÿ салючĕ» районти фе-

стивалĕн иккĕмĕш степень лауреачĕн ди-

пломне тивĕçнĕ /«Хорпа юрласси» номи-

наци/, ытти награда та чылай.

Надежда СМИРНОВА.


Кушак пек майĕпен çÿремелле

«Раштав уйăхĕ утарçăшăн, ытти чухнехипе танлаштарсан, лăпкăрах шутланать. Апла пулин те пыл хурчĕсем вĕллесенче ĕçлеме пăрахмаççĕ, çавăнпа вĕсене хĕл каçма кирлĕ условисем туса памалла», — тет Атăлçи тăрăхĕнчи паллă хурт-хăмăрçă, Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Пирожков.

Вăл сĕннĕ тăрăх, утар пÿртĕнче /ом-

шаникре/ хĕл каçакан вĕлле хурчĕсене

чи малтан йĕкехÿресемпе шăшисенчен

хÿтĕлемелле — çак чĕр чунсене вĕлере-

кен наркăмăшсем хурса тухмалла. Шă-

шисем вĕллене кĕрсе хуртсене сăтăр

тума пултараççĕ. Вĕсем рамăсене кăш-

ласа сас тăваççĕ, çавна май çунатли-

сене хускатаççĕ. Сисчĕвленнипе хурт-

сем апат /пыл/ нумай çиеççĕ, унтан вар-

виттие каяççĕ. Вĕсене вĕллери шăршă

килĕшмест… Çапла майпа çемье вил-

ме пултарать. Вĕллен çÿлти тата аял-

ти шăтăкĕсене /летоксене/ 3-шер санти-

метр чухлĕ уçмалла. Сывлăш аялти шă-

тăкран кĕрсе вĕллере çÿлелле хăпарать,

çÿлти летокран тухса каять. Çапла майпа

вĕлле уçăлать. Хуртсем 1 килограмм пыл

çисен 50 грамм нÿрĕк кăлараççĕ. Çавăн-

па нÿрĕке тухса кайма услови туса памал-

ла. Утар пÿртĕнче сывлăш температури

0 градусран пуçласа 3 градус ăшă таран

пулмалла. 4 е 5 градус ăшă пулсан та те-

мех мар, анчах 6 градус — вырăнсăр. Кун

пек чухне хуртсем тухма пăхаççĕ. Çак кун-

сенче çанталăк сивĕ тăчĕ. Çавăнпа вен-

тиляци пăрăхĕсене хупламалла. Çанта-

лăк ăшăтса, ирĕлтерсен вĕсене уçмалла.

Утар пÿртĕнче темиçе термометр пулсан

лайăхрах. Вĕсене тĕрлĕ вырăна, кĕтес-

сене те, вырнаçтармалла. Тепĕр чухне

кĕтесри вĕллесем патĕнче температура

урăхларах пулать.

Николай Пирожков вăйлăрах çемье-

сене аялти хута лартать. Çÿлтинче вă-

таммисем, кăшт хавшакраххисем вы-

рăн тупаççĕ. Паллă ĕнтĕ: çÿлте ăшăрах,

çавăнпа вĕллесене утар пÿртне кĕртнĕ

чухне пĕлсе вырнаçтармалла. Хĕлле-

хи вăхăтра утар пÿртне майĕпен, сас

тумасăр кĕмелле, мĕншĕн тесен питĕ

сисĕмлĕ, илтеççĕ. «Кушак пек майĕпен

çÿремелле!» — тесе вĕрентет вăл çамрăк

утарçăсене. Шăв-шав пулсан вĕсем пăл-

ханма пуçлаççĕ…

Утар пÿртĕнче хĕрлĕ тĕслĕ хунар-

па е лампăпа кăна усă курмалла — Нико-

лай Пирожковăн ку сĕнĕвне те шута ху-

малла çамрăк хурт-хăмăрçăсен. Анчах

çап-çутă лампа та пыл хурчĕсене пăлха-

тать, тĕссĕртереххи кирлĕ. Утарта ирĕ-

кре хĕл каçма юлнă вĕллесен умне хăма

е шифер татăкĕ тăратмалла. Ирĕке ытла-

рах чухне вăйлăрах çемьесене хĕл каçма

хăвараççĕ. Анчах вĕсене те вĕллесен-

че «сывлăш выляма» услови туса памал-

ла — летоксене аялтисене те, çÿлтисене

те виçшер сантиметр чухлĕ уçмалла. Юр

çусан вĕллесене юрпа хупламалла.

Раштав уйăхĕнче пыл хурчĕсем çулла-

хи вăхăтра хатĕрленĕ апата /пыла/ ытла-

рах çиеççĕ. Çак саппас кăрлач уйăхĕччен

çитмелле. Апат çителĕклĕ е çителĕксĕр

пулнине вĕллене итлесе пăхсан пĕлме

пулать. Пылĕ пур тăк — вĕллере лăпкă,

шăп. Апат çук тăк — хуртсем шавлаççĕ,

çуйханаççĕ. Ун пек çемьесене çанталăк

ăшăтсан апат памалла. Хăш-пĕр утарçă

вĕлле хурчĕсене хĕллехи вăхăтра хускат-

ма, апат пама сĕнмест. Çапах çемьере

вăл пĕтнĕ пулсан канди е пыл ярса çăрнă

чуста пама юрать. Вĕсем — тутлă шăршăл-

лă апатсем. Хĕллехи вăхăтра хуртсем ăна

хаваспах илеççĕ.

Роза ВЛАСОВА.


Прокурорсем Энĕше хÿтĕлеççĕ

Республика прокуратури Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕн Чăваш Енри уйрăмĕ Канаш хулинче Энĕш шывĕн çыранне тирпейлемелли мерăсем йышăнма ыйтнă тĕслĕхпе тĕрĕслев ирттернĕ.

Унта каяшсене тăкмалли санкцилемен вырăн пулни çирĕпленнĕ.

Завод урамĕ çывăхĕнче, çыранран инçе те мар, 90 тăваткал метрта

тем те пĕр сапаланса выртать. Вырăнти прокуратура суда тавăç тă-

ратнă, Канаш хулин администрацине каяшсене пуçтарса çав вырăн-

тан турттарса тухмашкăн хистемелли йышăну тума ыйтнă.

Сăмах май, Энĕш хÿтлĕхне тивĕçтерес тĕлĕшпе прокурорсен ма-

ларах та мерăсем йышăнма тивнĕ. Унччен çут çанталăка сыхла-

кан прокуратура ыйтнипе Ленин районĕн сучĕ ЧР Çут çанталăк ре-

сурсĕсен министерствин юхан шывăн сыхлав зонине палăртмалли-

не çирĕплетнĕччĕ.

Николай КОНОВАЛОВ.

www.hypar.ru

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.