«Хыпар» 143-144 (27876-27877) № 24.12.2021

24 Раштав, 2021

Çĕршыва пандеми такăнтарайман

Владимир Путин 17-мĕш хут пресс-конференци ирттерчĕ. Çĕршыври массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсемпе, вĕсем 507-ĕн, Раççей Президенчĕ ĕнер Мускаври Манежра тĕл пулчĕ.

Коронавирус тата экономика

Владимир Путин тӳрех ыйтусене хуравлама пуçларĕ. Чи малтан «Интерфакс» ертӳçи Вячеслав Терехов сăмах илчĕ. Вăл коронавирус «вăрçи» çĕршыв экономикине мĕнле витĕм кӳнипе кăсăкланчĕ. Президент палăртнă тăрăх, Раççей экономики, аталаннă ытти çĕршывпа танлаштарсан, коронавируспа кĕрешме чылай енчен хатĕр пулнă. Экономика хăвачĕ çак тапхăрта 3 процент çеç чакнă, ку тĕнчери ытти экономикăпа танлаштарсан чылай пĕчĕкрех. Çавна май та Раççей хăвăртах вăй илнĕ. ВВП ӳсĕмĕ, сăмахран, 4,5 процент пуласси паллă, промышленноç производствин кăтартăвĕсем 5 процент, тирпейлекен промышленноçăн 5,2 процент хăпараççĕ. Тыр-пул пухса илесси, паллах, иртнĕ çулхинчен чакнă. Çакă чи малтан çут çанталăк условийĕсемпе çыхăннă.

Çапах 123 миллион тонна — сахал мар. Кун чухлĕ тупăш хамăра тăрантарма çеç мар, экспорт валли те çителĕклĕ. Стройкăра вара рекорд лартнă: çулталăкра 90 миллион тăваткал метр çурт-йĕр хута янă. Кунашкалли, Путин палăртнă тăрăх, çĕнĕ Раççей историйĕнче те пулман-ха.

Влаç ĕçсĕрлĕх шайне пандемичченхи кăтартусем патне çитерме тĕллев лартнă. Анчах ĕçсĕррисен шутне пĕчĕклетеймен. Пандеми çын пурнăçĕн тăршшĕне те япăх витĕм кӳнĕ. Унччен çак кăтарту 71,5 çулпа танлашнă пулсан, халĕ 71 çул. Демографи сферинче те çивĕчлĕхсем пур. Ĕç алли çителĕксĕр. Унран экономика ӳсĕмĕ нумай килет. «146 миллион çын — çакăн пек пысăк территоришĕн питĕ сахал. Ĕçлекенсем çитмеççĕ», — терĕ Президент.

Социаллă тăкаксем

ТАСС представителĕ патшалăхăн социаллă тăкакĕсемпе кăсăкланчĕ. Малашне вĕсене ӳстерсе пырассине тĕпе хунă-и? Владимир Путин çирĕплетнĕ тăрăх, Раççей бюджечĕ социаллă пĕлтерĕшлĕ. Килес çул социаллă сфера тăкакĕсем валли тĕрлĕ шайри бюджетран 4 триллион тенкĕ уйăрма палăртнă. «Анчах кунран та ытларах пулĕ», — терĕ Президент.

Социаллă расхутсен калăпăшне ӳстересси — макроэкономика тăнăçлăхне упраса хăварассипе çыхăннă тĕп ыйтусенчен пĕри. Бюджет дефицичĕ АПШра та, Еврозонăра та ӳссех пырать. Укçа-тенкĕпе кредит политикине çемçетни макроэкономикăна тӳррĕн витĕм кӳрет, ырă мĕн пур пуçарăва пĕтерсе хума пултарать. Çавна май Путин Раççейре инфляцие 4 процентран ирттермелле маррине каларĕ. Тĕп Банк политикăна хытармасан пирĕн çĕршывра та Турцири пек лару-тăру сиксе тухма пултарасси çинчен асăрхаттарчĕ.

Украина тата Китай

Юлашки вăхăтра тĕнчери МИХсенче Раççей Украинăна тапăнма хатĕрленни пирки шавлаççĕ. «Пирĕн мĕн кĕтмелле? Вăрçă тухас хăрушлăх çук-и?» — кăсăкланчĕ Ирада Зейналова. «Лару-тăру 2014 çулта çивĕчленме пуçларĕ, — терĕ Владимир Путин. — Влаçа сирпĕтрĕç. Юнлă пулчĕ вăл. Çынсене вĕлерчĕç, çунтарчĕç. Эпир çакнашкал вăхăтра Севастопольпе Крыма хамăр хӳтте, хамăрăн çунат айне илмесĕр пултараймарăмăр. Порошенкăна ыйтăва вăрçăсăр татса пама хам темиçе те ӳкĕтлерĕм».

Украинăри йывăрлăхсем, Президент шухăшĕпе, чи малтанах Минск килĕшĕвĕсене пурнăçламаннипе çыхăннă. Çак документ Донбасри кăткăс лару-тăрăва йĕркене кĕртмелли пĕртен-пĕр меслет пулса тăрать. Юлашкинчен Владимир Путин Украинăра мĕн пулса иртнине пăхмасăр хамăр пирки ытларах шухăшласа пурăнмалли çинчен аса лтерчĕ, Раççей Украинăна тапăнма шухăшламанни çинчен пĕлтерчĕ.

Нумаях пулмасть Владимир Путин Китай председателĕпе Си Цзиньпинпа калаçнă. Ун чухне Раççей ертӳçи «пирĕн икĕ енлĕ хутшăнусем — 21-мĕш ĕмĕрти патшалăхсен ĕçтешлĕхĕн тĕслĕхĕ» тесе палăртнă. «Çак хаклава мĕнле ăнланмалла?» — пĕлесшĕн пулчĕ «Синьхуа» агентство представителĕ.

«Кунта вăрттăн шухăш шырамалла мар, — терĕ Путин. — Икĕ çĕршыв лидерĕсем пĕр-пĕрне шанаççĕ, лайăх хутшăнаççĕ. Экономика сферине илес тĕк — Ази хăвăрт аталанать, Китай — тĕнчере чи малти. Çавăнпа эпир Пекинпа хутшăнусене çирĕплететпĕр. Атом энергетики, космос, пысăк технологисем — пур енлĕн ĕçлетпĕр. Гуманитари проекчĕсем çынсене çывăхлатаççĕ. Çавăн пекех хăрушсăрлăх сферинче ĕçтешлĕхе вăйлататпăр. Китай çарне чи çĕнĕ йышши хĕç-пăшалпа тивĕçтеретпĕр, пĕрлехи вĕренӳсем йĕркелетпĕр, пĕрле патруле тухатпăр, тĕнче уçлăхĕнче ĕçлетпĕр. Историре хальччен Раççейпе Китай çакăн пек тачă çыхăну тытни пулман-ха». <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   


Укçа шута юратать.

Асфальт тĕпренчĕкĕ те…

Бюджет укçипе тухăçлă усă курмалла. Çавăнпа укçана вăрланă тĕслĕхсем енĕпе кăна мар, бюджет шучĕпе пурнăçлакан ĕçсене ăнăçлă вĕçлени тĕлĕшпе те тимлĕх пысăк пулмалла. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев коррупципе кĕрешекен комиссин черетлĕ ларăвне çапла каласа пуçларĕ те — кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусене тишкернĕ май сăмах илнисем çакна шута илни куçкĕрет палăрчĕ. Чылай самант уçăмланчĕ. Çав шутра — патшалăх укçине кĕсьене чикме усă куракан хăш-пĕр схема та.

Çур сехетшĕн 20 пин-и?

Экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх тĕлĕшпе кăçал усă курма тытăннă икĕ пулăшу мелĕпе уйăракан укçана мĕнле валеçнипе паллаштарчĕ. Сăмах бизнесăн оборудовани туянма хывнă тăкакĕсен пĕр пайне саплаштарни тата социаллă предпринимательсем валли грантсем уйăрни пирки. Дмитрий Иванович ку енĕпе коррупцие вăй илме пултаракан самантсене туллин сирнине палăртрĕ. Çирĕп условисем пур: предприниматель вĕсене тивĕçтерет тĕк – пулăшу илет, çук тăк — пулăшу кĕтни те вырăнсăр.

Республика прокурорĕ Андрей Фомин республикăн бизнес-инкубаторĕнче ирттернĕ тĕрĕслев кăтартăвĕсем тĕлĕшпе комментари ыйтрĕ. Инкубаторăн унчченхи ертӳлĕхĕ вăхăтĕнче унта пĕр предпринимателе темшĕн питĕ килĕштернĕ. Çав хĕрарăм шкул ачисемпе занятисем ирттермелли контрактсемсĕр пуçне, тĕрĕссипе, урăх нимĕн те туман. Вунă хут çуршар сехет тухса калаçнăшăн инкубатор ăна кашнинчех 20-шер пин тенкĕ тӳленĕ. Прокурор çак тĕслĕхре ултав сĕмне те курать.

Дмитрий Краснов ку çитменлĕхсем инкубаторăн 2019 çулхи ĕçĕшĕн кăтартуллă пулнине палăртрĕ. Халĕ подрядчиксене суйласа илмелли йĕркене улăштарнă. Унччен вăл е ку ĕçе пурнăçламалла чухне предпринимательсенчен коммерци сĕнĕвĕсем йышăнасси те йăлара пулман. Андрей Фомин министерствăна пăхăнакан мĕн пур учрежденире прокуратура представителĕсене явăçтарса тĕрĕслев ирттерме сĕнчĕ — ăна ырларĕç. Олег Николаев та çак сфера ĕçĕн уçăмлăхне тивĕçтерни чи малтанах влаçа хăйне кирлине çирĕплетрĕ.

Хĕлле курăк акмаççĕ

Патшалăхăн картишсене хăтлăлатма, çулсем тума, вĕсене юсама уйăракан укçипе тирпейлĕ усă курасси пирки тĕплĕ калаçу пулчĕ. Финанс министрĕ Михаил Ноздряков ку сферăра контрактсене тăкаксен сметине тĕплĕ тĕрĕслемесĕр тунă, вĕсен хакĕсене ӳстерсе янă, пурнăçламан ĕçсемшĕн тӳленĕ, сметăра пăхнинчен йӳнĕрех материалсемпе усă курнă тĕслĕхсем пулни çинчен каларĕ.

Шутлав палатин ертӳçи Светлана Аристова вара уйрăм тĕслĕхсем çинче чарăнса тăчĕ. Тирпейлĕхпе, перекетлĕхпе пачах килĕшсе тăман самант пайтах иккен. Калăпăр, кĕр вĕçленнĕ е хĕле кĕнĕ тапхăрта тавралăха симĕслетес енĕпе ĕçлени. Паллах, кунашкалли тивĕçлĕ кăтарту пултăр тенипе мар, укçапа усă курса юлас тĕллевпе кăна çыхăннă.

Ку темăна строительство министрĕ Павел Данилов тăсрĕ, тĕрлĕ объектри ĕçе Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕн представителĕсемпе пĕрле тĕрĕслесе-сăнаса тăнине пĕлтерчĕ. Вăл та йышăнать: вырăнсенче тепĕр чухне «çĕртен уйрăлса кайнă» проектсем пулаççĕ. Хăçан тата мĕнле йывăç-тĕм лартассине, курăк акассине вара малашне ятарлă стандарт йĕркелĕ. Ăна çирĕплетнĕ, районсемпе хуласене çак документа тĕпе хурса ĕçлеме сĕннĕ. Министр стандарт çавăн пекех тĕрлĕ проект хатĕрлекенсене «творчество фантазийĕн ытлашши вĕçевĕнчен» сыхланма пулăшасса шаннине те палăртрĕ. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   


Людмила ПЕТУХОВА: Авалхи юрăсем туйăмсене тарăннăн хускатаççĕ

Хальхи вăхăтра сцена çинче, радиопа тата телекуравпа чăваш халăх юррисене сахал илтме пулать, ун вырăнне пур çĕртен те попса янăрать. Паян халăх юррисене вăхăтран-вăхăт ватăсем кăна — е тăванĕсем пуçтарăнсан, е пĕр-пĕр ялти фольклор ушкăнĕн концертĕнче — шăрантараççĕ. Телее, тăван фольклора сыхласа хăварас тĕлĕшпе ĕçлекенсем пур-ха. Сăмахăм Шупашкарти музыка училищин фольклор уйрăмĕ çинчен. Паянхи хăна — унăн ертӳçи, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, аслă категориллĕ преподаватель Людмила Петухова.

«Парăнмарăн, хăвăн сассунах хăвартăн»

— Людмила Валерьевна, эсир фольклор уйрăмне 20 çул ытла ертсе пыратăр. Халăх юррисем мĕнпе тыткăнларĕç?

— Шкул пĕтерсен чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ пулас ĕмĕтпе Чăваш патшалăх педагогика университетне кайнăччĕ, экзаменсене лайăхах тытрăм. Анчах ун чухне стаж пуррисене, направленипе пынисене суйласа илетчĕç, çавăнпа студент пулаймарăм. Стаж пухас тесе хулари 71-мĕш садике вырнаçрăм. Унта ĕçлекенсен хор та пурччĕ, ăна ертсе пыракансем сассăма асăрхарĕç, музыка училищине вĕренме каймашкăн сĕнчĕç. Ĕçтешсене итлесе сасса тĕрĕслеттерме училищĕне çитрĕм.

— Унта кĕвĕ-çемĕ тĕнчине çул уçма кам пулăшрĕ?

— Станислав Кондратьев профессор итлерĕ. Галина Пуклакова патĕнче çулталăк вĕрентĕм. Вăл мана академиллĕ юрăсем юрлаттарасшăнччĕ, анчах сассăма улăштараймарĕ. Кайран Станислав Алексеевич: «Людмила, эсĕ юрланине стена урлă çулталăк итлесе лартăм. Парăнмарăн, хăвăн сассунах хăвартăн. Çут çанталăк пани вăйлă санăн, халăх юррисенех юрламалла. Пĕлтĕр фольклор уйрăмĕ уçăлчĕ, çавăнта вĕренме кĕр», — терĕ. Çапла майпа музыка училищин вĕренекенĕ пулса тăтăм. Çав çул 1-мĕш курса вун виççĕн пынăччĕ, виççĕн вĕренсе пĕтертĕмĕр. Диплом илсен хулари 6-мĕш шкулта ĕçлеме пуçларăм. Практикăна та унтах ирттернĕччĕ.

— Ун чухне 6-мĕш шкулта чăвашла лайăх вĕрентнĕ.

— Çапла. Чăваш учителĕсемпе ансамбль йĕркелерĕмĕр, Çăварни, Сурхури, ытти уяв ирттереттĕмĕр. Унтах чăваш тĕррине тĕрлеме вĕрентĕм. Шкул ачисемпе хатĕрленĕ ачапча вăййисемпе хула конкурсне хутшăнса 2-мĕш вырăн йышăнтăмăр. Çакă шкул ертӳлĕхĕшĕн кĕтмен савăнăç пулчĕ.
Пултарулăх енĕпе ĕçлеме уйрăм пӳлĕм те уйăрса пачĕç. Çапах унта çулталăкран ытла тытăнса тăраймарăм.

— Мĕншĕн?

— Пĕрле ĕçлекен çамрăк педагогсем манран самай пысăк ĕç укçи илетчĕç. «Санăн аслă пĕлӳ çук, çавăнпа сахал тӳлеççĕ», — терĕç вĕсем. Хам ăшра: «Эпĕ вĕренейместĕп-и?» — терĕм те çав çулах Саратоври Л.В.Собинов ячĕллĕ консерваторие вĕренме тухса кайрăм. Нина Богданова класне лекрĕм. Çав вăхăтрах куç курманнисен обществинче ансамбль ертсе пытăм. Тăван училищĕне ĕçлеме таврăнсан «Янтал» ансамбль йĕркелерĕм, хор ертсе пыма пуçларăм.
Кĕнеке кăлармалăх та пур

— Паянхи çамрăксене халăх юррипе кăсăклантарма пулать-и?

— Çулленех çичшер çамрăка вĕренме илетпĕр. Вĕсемпе питĕ тимлĕ ĕçлеме тăрăшатпăр. Телее, фольклорпа кăсăкланакансем пур-ха. Училищĕн «Пулас профессие утăм тăватпăр» конкурсĕ витĕр ăнăçлă тухнисене йышăнатпăр. Кăçалхи лауреатсем — Тăвай районĕнчи Елена Михайлова, Шупашкарти Анастасия Ильина, Комсомольски районĕнчи Никита Ильин — пирĕн студентсем пулса тăчĕç. Унсăр пуçне фольклор уйрăмĕн конкурсне те йĕркелерĕмĕр. «Сенттие» хутшăнакансене те хамăр пата явăçтаратпăр.

— Ку енĕпе тата мĕнле майсемпе усă куратăр?

— 4-мĕш курсра вĕренекенсен тăван ялĕсене концерт лартма çитсе килетпĕр. Районсенчи музыка шкулĕсене çӳресси те йăлана кĕчĕ. Унти концертсене ăсталăх класĕсем теме те пулать. Хамăра кăтартнипе пĕрлех вырăнти юрăçсене те итлетпĕр, уйрăмах пултаруллисене куçран вĕçертместпĕр. Вĕренекенсем 2-мĕш курс хыççăн тăван тăрăхне кайса авалхи юрăсене çырса илеççĕ, ун хыççăн вĕсене нота çине куçарса диплом ĕçĕ хатĕрлеççĕ. Кайран çавсене пĕрле пухса кĕнеке кăларатпăр.

— Пĕтĕмĕшле илсен, юрăçсен йышĕнче хĕр ытларах, каччă çукпа пĕрех.

— Пирĕн уйрăмра — 12 йĕкĕт. Кăçал виççĕн диплом илĕç. Пĕлтĕрхисенчен паянхи кун иккĕшĕ салтакра, виççĕмĕшĕ Лева Плотников Шупашкар районĕнчи Çĕньял культура çуртĕнче илемлĕх ертӳçинче ĕçлет.

— Эсир 2007 çулта «Елчĕк районĕн хальхи вăхăтри музыка фольклорĕ» ăслăлăх тĕпчевĕ çырнă. Ăна пĕтĕмлетсе мĕн каланă пулăттăр?

— Елчĕк тăрăхĕнче çырса илнĕ 100 ытла юррăн ал çырăвĕ кун çути курасса кĕтет. Патреккел, Кавал, Исемпел, Çĕнĕ Эйпеç, Кивĕ Эйпеç, Лаш Таяпа, Яманчӳрел, Вăрăмхăва ялĕсенче пуçтарнисем вĕсем. Ун хыççăн Георгий Карчиков студентпа Шуршу ялне те экспедицие çитнĕччĕ, 20 ытла юрă çырса килнĕччĕ. Хальлĕхе ялта халăх юррисене пĕлекенсем пур-ха. <...>

Надежда СМИРНОВА.

♦   ♦   ♦


«Сахăр катăкĕ тыттарса фронта тухса кайрĕ»

— Атте тесе кураймарăм, ĕмĕр иртрĕ, — хурланса калаçрĕ Екатерина Ивановна. Мăшăрĕпе Валентин Прокопьевичпа Шупашкарта пурăнаççĕ вĕсем. Иккĕшĕн те ашшĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан пĕрремĕш кунсенчех тăшманпа çапăçма тухса кайнă. Шел, пĕри те юнлă вăрçă хирĕнчен таврăнайман…

Пĕр стакан пыл

— Çĕмĕрле районĕнчи Турханта пурăнаттăмăр. Вăрçă чарăннă çул эпĕ пĕрремĕш класа кайнă. Пĕр самант ĕмĕрлĕхех асра çырăнса юлчĕ. Ял вăрманлă тăрăхра вырнаçнăран колхозăн темиçе утар та пурччĕ. Çĕнтерӳ кунĕ ячĕпе халăха утарта пуçтарса салтак арăмĕсене пĕрер стакан пыл панă. Анне киле таврăнсан пире, пилĕк ачине сĕтел хушшине йыхравларĕ те çав пыла лартрĕ. «Аçуна асăнса çийĕр, урăх кураяс çук ăна», — терĕ, — каласа кăтартрĕ Валентин Исаков.

Унăн ашшĕне Прокопий Исакова вăрçă пуçлансанах Çĕмĕрлери çар комиссариатне чĕннĕ, фронта кайма повестка тыттарнă, паек та тӳрех панă. Вĕсене, кӳршĕри тепĕр арçынпа иккĕшне, ăсатма ялĕпех тухнă. Çĕмĕрлене лашапа кайнă. Пĕчĕк Валентин та вĕсем хыççăн чупнă.

— Атте паекри сахăр татăкне кăларса тыттарчĕ: «Киле кайса ыттисемпе пĕрле пайласа çи», — терĕ. Çапла аттене юлашки хут курса юлтăм. Аттен малтанхи арăмĕ çĕре кĕрсен икĕ ача юлнă. Вăл çавсемпе киле кĕнĕ, анне виçĕ ача çуратнă. Пиллĕкĕн ӳсрĕмĕр, эпĕ чи кĕçĕнниччĕ. Атте Ленинград çывăхĕнчи çапăçăва кĕрсенех хыпарсăр çухалнă. Çыру çыркалама ĕлкĕрнĕ-ха вăл, манран аслисем вуланине курнă эпĕ. Вĕсене, вăрçа чи малтан тухса кайнисене, нимĕн вĕрентмесĕрех çапăçăва кĕртсе янă. Атте мĕнле вилнине те ăнланса ĕлкĕреймерĕ пулĕ, — ассăн сывларĕ кил хуçи.

Шыраттарсан та тупайман

Прокопий Тихоновичăн хыпарсăр вилни çинчен пĕлтернĕ хучĕ килсен мăшăрĕ Марфа Васильевна татăлса макăрнă. Пилĕк ачапа тăрса юлнă-çке вăл. Çулсерен Çĕнтерӳ кунĕнче ветерансем палăк умне пуçтарăнсан Валентин Прокопьевичăн чунĕ ыратнă. Вĕсен хушшинче ашшĕне курас килнĕ унăн. Ашшĕпе пĕр кунра вăрçа тухса кайнă ялти юлташĕ таврăнайнă. Пĕрле ларса тухса кайни, унтан пĕр хулара çулсем уйрăлни пирки кӳршин ачине Валентина час-часах каласа кăтартнă вăл.

— Аттен шăллĕ вăрçă хыççăн Ленинградра çарта тăнă, капитан пулнă. Вăл хыпарсăр çухалнă аттен вил тăприне чылай вăхăт шыраттарнă, анчах тупайман. Нина аппа та шыраттарчĕ. Тен, медальонсăрах çапăçăва кĕнĕ, вăрçă пуçланнă-пуçланман хăрушă çапăçусем пулнă вĕт… — час-часах шухăшлать кун çинчен вăрçă ачи. Çапла шухăшлама сăлтавĕ те пур. Мăшăрĕпе Екатерина Ивановнăпа телевизор пăхаççĕ вĕсем. Çамрăк шыравçăсен отрячĕсем çулсерен нумай салтакăн шăмми-шаккине тупаççĕ. Çавăнпа шанăçа çухатмасть 83-ри арçын та…

Ашшĕне вăрçăра çухатнă ывăлĕн çитĕнсен салтак аттине тăхăнма кăмăл пулнă-ши?

— 1957 çулта эпĕ те салтак пулса тăтăм. Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе виçĕ çул Туркестан çар округĕнче пурнăçларăм. Салтак аттине тăхăнма ĕмĕтленсе ӳснĕ эпĕ. Ĕлĕк хĕсметре пулнă çынна хисепленĕ. Çар тивĕçĕ кăмăла çирĕплетет, пурнăçа урăхла хаклама хистет. Таврăнсан Шупашкарти 1-мĕш училищĕре вĕрентĕм. Мăшăрпа Катьăпа çавăнта паллашрăмăр, — каласа кăтартрĕ Валентин Исаков. <...>

Елена ЛУКИНА.

♦   ♦   ♦


«Алиса» та ыйтусене кирлĕ çĕре çитерет

Çулсене юртан тасатманни, QR-код илейменни, хваттерте ăшă çукки... — çынсене темĕн те пăшăрхантарать. Хăшĕ-пĕри чуна ыраттарни пирки тарăхнипе социаллă сете çырать. Халăха хумхантаракан ыйтусене асăрхавсăр хăвармаççĕ. Чăваш Республикинчи региона ертсе пыракан центрăн [вырăсла кĕскен: ЦУРº ĕçченĕсем вĕсене тишкерсе-сăнасах тăраççĕ. Раççей Президенчĕ Владимир Путин хушнипе пур регионта та ĕçлеççĕ халĕ вĕсем. Çулталăк каялла йĕркеленнĕ тытăм халăх ыйтăвне влаç органĕсем патне хăвăрт çитерме пулăшать. Эпир Чăваш Енри ЦУР ĕçĕ-хĕлĕ пирки унăн ертӳçипе Татьяна Немцевăпа калаçрăмăр.

Специалистсен ăсталăхĕ пысăк

— Татьяна Вячеславовна, хăвăр командăна епле йĕркелерĕр?

— Чăваш Енре региона ертсе пыракан центр пĕлтĕрхи чӳк уйăхĕн 23-мĕшĕнче ĕçлеме тытăнчĕ. Паянхи кун кунта 21 специалист вăй хурать. Вĕсем пурте профессионалсем. Чылайăшĕ патшалăх службинче ĕçлесе пысăк опыт пухнă, виççĕшĕ — ăслăлăх кандидачĕ. Пирĕн ĕçченсем регион, федераци шайĕнчи конкурссенче çĕнтерни те вĕсен ăсталăхĕ пысăккине çирĕплетет. Акă нумаях пулмасть Александра Макарова аслă аналитик журналистсемпе блогерсен «Цифрăллă Чăваш Ен» республика конкурсĕнче ятарлă номинацире 1-мĕш вырăн йышăнчĕ. Галина Титарчук редакторпа информаци ресурсĕсен специалисчĕ Анжелика Иванова «Prофи-21» регионти конкурсра мала тухрĕç. Адреслă коммуникаци специалисчĕ Денис Федоров çĕршыври таргетологсен /соцсетьре рекламăпа ĕçлекен çын/ конкурсĕнче чи лайăххи пулса тăчĕ.

— Ĕç-хĕлĕн пĕрремĕш çулне епле хаклатăр? Палăртнине пĕтĕмпех пурнăçлама май килчĕ-и?

— Кăçал пирĕн икĕ тĕп тĕллев пулнăччĕ — регион, муниципалитетсен ертӳлĕхне пулăшакан специалистсен командине йĕркелесси тата халăх ыйтăвĕсене тупса палăртса хăвăрт татса парасси. Ку ансат пулчĕ тееймĕп, çапах палăртнин 90 процентне пурнăçларăмăр. Йывăрлăхсем ытларах ĕçе йĕркелессипе çыхăнчĕç: çынсем пирĕн çинчен, эпир вĕсене мĕнле усă тума пултарнине пĕлччĕр тесе тăрăшрăмăр. Сăмах май, çулталăк пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, соцсетьсемпе куллен усă куракансен 22% ЦУР пирки пĕлет е илтнĕ. Пĕрремĕш çулшăн ку кăтарту япăх мар.

Ыйтăва 3 сехет те 59 минутра хуравлаççĕ

— Интернет — питĕ анлă тĕнче. Çăхавсене унта епле тупатăр?

— Шырамасăрах тупăнаççĕ вĕсем. Шӳтлетĕп. Тĕрĕссипе, социаллă сетьсенче çырнисене «Инцидент Менеджмент» тишкерӳ программи пĕр тытăма пухать. Искусствăллă интеллект теме пулать ăна. Вăл регионта анлă сарăлнă пабликсенчи информацисен пысăк калăпăшне тишкерет, татса памалли ыйтусене, халăх çырăвĕсене тупса палăртать. Малалла вĕсемпе эпир ĕçлетпĕр, яваплă ведомствăсене çитеретпĕр. Палăртмалла: пирĕн республикăра ЦУР ярса панă ыйтăва вăтамран 3 сехет те 59 минутра хуравлаççĕ. Çулталăкра эпир 60 пин ытла ыйтăвăн хуравне тупнă.

— Социаллă сетьсенчи ыйтусене влаç органĕсем, район-хула влаçĕ мĕнле йышăнаççĕ?

— Халĕ кашни министерствăра, район администрацийĕнче социаллă сетьсенче, «Госуслуги. Решаем вместе» платформăра çыракансен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çын пур. Ку ĕç-хĕл официаллă йĕркепе, норма акчĕсемпе, саккунпа килĕшӳллĕн пурнăçланать. Кунсăр пуçне кварталта пĕрре влаç органĕ-сен рейтингне социаллă сетьсенчи халăхăн ыйтăвĕсене епле татса пани тăрăх хатĕрлетпĕр. Вĕсене 15 критерипе хаклатпăр. Кăтартăва регион ертӳçи Олег Николаев патне çитеретпĕр. Тĕрĕссипе, эпир «клиент — пулăшу» схемăна тĕпе хуратпăр: пысăк шайри сервис кӳрекенни — патшалăх, усă кура-канни — гражданин. Ку ĕçре чи кирли — клиента илтни. Пурте ăнланатпăр: паян соцсетьсем — чи анлă сарăлнă хутшăну мелĕ. Вĕсем çынсемшĕн пĕлтерĕшлĕ пулнине шута илмеллех. Çавăнпах ку тытăмра ĕçлес ăсталăха та ӳстермелле. Рейтинг пĕтĕмлетĕвне кура вĕрентӳ мероприятийĕсем йĕркелетпĕр, унта влаç органĕсенче социаллă сетьсемпе ĕçлекенсене чĕнетпĕр. Лайăх енне улшăнусем пурри сисĕнет. <...>

Алина ИЛЬИНА.

♦   ♦   


Мăнукĕсем каникулсене кукашшĕпе кукамăшĕ патĕнче ирттереççĕ

Ылтăн туя паллă тăвакан мăшăр вĕсене илĕртме пĕлет

«Пĕр-пĕрне ăнланма, каçарма пĕлмелле. Пурнăç йывăрлăхсемсĕр пулмасть, вĕсене пĕрле çĕнтерсе пымалла», — теççĕ Муркаш районĕнчи Çеменкассинчи çур ĕмĕр пĕрле пурăнакан Бориспа Эстолия Воробьевсем. Çывăх вăхăтра ылтăн туйне паллă тума хатĕрленекенскерсем каланă тăрăх, вĕсем хальччен пĕрре те вăрçса-çапăçса курман. «Пирĕн аттепе анне – ылтăн çынсем», — шăпах çапла хаклать виçĕ хĕрĕ хăйсене çуратса ӳстернĕ çынсене. Вĕсем ялта та ырă ята, хисепе тивĕçнĕ.

Таврăнасса шаннă

Хура-шурне самаях курма тивсен те чунĕпе хытман çак мăшăр. Малтанхи пекех пурнăçа юратаççĕ. Ĕçченлĕхпе, ыр кăмăллăхпа, вашаватлăхпа, çемье пахалăхĕсене упрама пĕлнипе ыттисемшĕн те, уйрăмах çамрăксемшĕн, ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ.

Борис Михайлович 1941 çулхи авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнче Çеменкассинче хресчен çемйинче çуралнă. Ашшĕне Михаил Сергеевича унăн сăн ӳкерчĕкне пăхса çеç пĕлет вăл: çывăх çыннине Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине илсе кайнă чухне çулталăкри ача çеç пулнă-çке. Амăшĕ Анастасия Даниловна 4 ачапа пĕччен тăрса юлнă, шел, вĕсенчен иккĕшĕ чирлесе вилнĕ. Арçын фронтран çырусем янă, анчах пĕри те сыхланса юлман. 1943 çулта Михаил Сергеевич Смоленск облаçĕнчи хаяр пĕр çапăçура пуç хуни пирки хура хыпар çитнĕ. Амăшĕ икĕ ывăлне пĕчченех пăхса çитĕнтернĕ. Хĕрарăм мăшăрне хăй мĕн виличченех кĕтнĕ, çывăрма выртас умĕн тăтăшах: «Михаил халь-халь кантăкран килсе шаккать», — тесе шаннă. Паллах, амăшне кура ачисем те кĕтнĕ. Ашшĕне вăрçăра çухатнăскерсен мĕн пĕчĕкренех йывăр ĕçе хăнăхма тивнĕ.

«Аннене Çĕмĕрлене вăрман касакансене çитермешкĕн апат леçме яратчĕç. Лаша кӳлсе çула тухатчĕ вăл. Эпир килте пиччепе иксĕмĕрех ларса юлаттăмăр. Хырăм çав тери выçса çитсен çĕр улми пĕçереттĕмĕр. Анне хăех çăпата хуçатчĕ. Кайран ку ĕçе пичче те, хам та хăнăхрăмăр. Шкула та çăпатапах кайнă. Пĕчĕккĕллех тырă вырма хăнăхнă. Астăватăп-ха: анана виçсе пурне те валеçсе паратчĕç. Эпир, ачасем, çурлапа алла кастарса пĕтереттĕмĕр. Шкула çӳреме пуçличченех аслисене пулăшма фермăна каяттăмăр, тислĕк кăлараттăмăр. Кайран, çитĕнерехпе, шкулти уроксем хыççăн вутă турттараттăмăр», — иртнине куçĕ умне кăларчĕ «вăрçă ачи». Шкула каймашкăн ăшă тумтир пулман. Çавăнпа 7 класс пĕтерсен Борис Воробьев кĕтӳçре çӳреме килĕшнĕ. Владимир облаçĕнче çу каçах кĕтӳ пăхнă. Колхозсем вăй илме пуçласан, фермăсем хăпартма тытăнсан тăван тăрăха таврăннă. Колхоз йĕкĕте водителе вĕренме янă.

Кĕçех салтака кайма ят тухнă. Борис Михайлович Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçне Грузире виçĕ çул пурнăçланă. Çартан таврăнсан районти «Сельхозтехникăна» водителе вырнаçнă. Унта икĕ çул ĕçлесен ăна колхозра çын кирлĕ тесе чĕнсе илнĕ.

«Çапла мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех водительте ĕçлерĕм. Малтан — ГАЗ-51, каярахпа ГАЗ-52 шанса пачĕç. Вĕсем çумне прицепсем кăкарса мĕн кăна турттарман-ши: йывăç та, вутă та, ыттине те… Ĕçĕ калама çук нумайччĕ. Канмалли кунсем те, отпуск та пулман», — каласа кăтартрĕ тăрăшуллă арçын. Ӳркенменнине кура ăна харăсах икĕ тĕрлĕ машинăпа та ĕçлеме шаннă. Тивĕçлĕ канăва тухсан та специалистсем çитмеççĕ тесе газ операторне вĕренме янă. Çак должноçра тепĕр тăватă çул вăй хунă. Унăн ĕç стажĕ — 45 çул ытла. <...>

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

♦   ♦   ♦


Хитри кама килĕшмĕ?

Шупашкар районĕнчи Тутаркасси ял тăрăхĕнче ялсене хăтлăх кĕртес енĕпе куллен ĕçленине унта пурăнакансем кăна мар, хăнана пыракансем те асăрханă. Тĕрлĕ проекта хутшăнса укçа- тенкĕллĕ пулнипе Тутаркасси сăн-сăпачĕ сисĕнмеллех улшăннă. Брусчатка сарнă тротуарсем, Пушкин вăхăтĕнчи евĕр хунарсем, парк, урамри саксем... — пĕтĕмпех халăх валли. Юлашки çулсенче пурнăçланă ĕçсем пирки ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Анатолий Фоминпа калаçрăмăр.

Çамрăксем те тухса лараççĕ

— Анатолий Викентьевич, ял тăрăхне ертсе пыма тытăнсан ĕçе мĕнрен пуçăнтăр?

— Эпĕ 2015 çулхи чӳк уйăхĕнче ĕçлеме тытăнтăм. Çынсемшĕн усăллă ĕçсем тăвас килни çак должноçа йышăнма хистерĕ. Çынна пурăнма кирлĕ чи пĕлтерĕшлĕ япаласем — çутă, шыв, çул-йĕр… — çине пусăм тăвас килчĕ. Урамсенче çутă кĕртес ĕçрен пуçăнтăм. Пирĕн тăрăха кĕрекен 11 ялта та çутта перекетлеме май паракан диодлă лампăсем, пур çĕре те счетчиксем вырнаçтартăмăр. Çав вăхăтрах çулсем турăмăр. «Пуçаруллă бюджет» программипе кăçал Толиккассинче, Юртукассинче урамсене çул сартăмăр. Эпĕ хам ĕçлеме тытăннăран пур ялта та, пĕчĕкшер те пулин, çул тăватпăр.

— Тата мĕнле программăсене хутшăнма май килчĕ?

— Тутаркассинчи Кудряшов урамĕнчи 3-мĕш, 4-мĕш çуртсен умĕнчи картишре пушă выртакан лаптăк пурччĕ. Регионти «Хăтлă хутлăх» проектпа килĕшӳллĕн уйăрнă укçапа кăçал тротуар сартăмăр, çĕнĕ бордюрсем вырнаçтартăмăр. Ача-пăча валли вылямалли лапам, скейтбордпа ярăнмалли вырăн, парковка та пур халĕ. Пĕтĕмпех карта тытса çавăртăмăр. Çак ĕç валли тăкакланă укçан 1 процентне халăхран пуçтармаллаччĕ. Эпир спонсор тупрăмăр, çынсенчен ыйтмарăмăр. Подрядчик шанăçа тӳрре кăларчĕ. Ĕçсене пахалăхлă, вăхăтра пурнăçларĕ. Çитес çул хăтлăх кĕртес ĕçе малалла тăсăпăр, газон курăкĕ акăпăр. Тăприне кăштах илсе килтĕмĕр ĕнтĕ. Виçĕм çул Октябре 70 çул урамĕнче 18, 18 а тата Çыранхĕрри урамĕнчи 27 а, 29 çуртсен çывăхĕнче кану паркĕ турăмăр. Чуччусемпе саксем вырнаçтартăмăр. Çынсене килĕшет. Кинемейсем те, çамрăксем те тухса лараççĕ. Каçхине хунарсем çутсан уйрăмах хитре. 2018 çулта Тутаркасси поселокĕ 50 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çавăн тĕлне лавккасен умĕнчи тĕп лапамра сквер хута ятăмăр. Варринче чăрăш ӳсет. Унта пысăк мероприятисем — Çăварни, Çĕнĕ çул... — иртеççĕ. Сквера тата хăтлăлатас шухăшсем пур-ха. Сцена проектне турăмăр ĕнтĕ. Çу çитсен администраци специалисчĕсем, культура ĕçченĕсем скверта чечек лартаççĕ. Çулсеренех пин-пин калча туянатпăр. Тĕрлĕ тĕслĕ çеçкесем хĕл ларичченех илемĕпе савăнтараççĕ.

Район центрĕнче те унашкалли çук

— Район центрĕнче те сирĕн патри пек брусчатка сарнă тротуар çук. Ытла тăкаклă мар-и ку?

— Хамăршăн вĕт! Хитрине кам килĕштермĕ? Унчченхи тротуарсем ансăрччĕ, çумăр çусан шыв айне пулатчĕç, шăтăк-путăклăччĕ. Поселокăн тĕп урамне /Октябре 70 çул/ икĕ тапхăрпа хăтлăх кĕртрĕмĕр. Пĕлтĕр Кудряшов урамĕнчен пуçласа общество транспорчĕн чарăнăвĕ таран брусчатка сартăмăр. Кăçал ăна больница таран хутăмăр. Пире ăнчĕ: район çул та сарса пачĕ. Çĕнĕ йышши светильниклĕ декоративлă çутă юписем лартрăмăр. Каçхине поселок тĕрлĕ тĕспе йăмăхать. Светильник кăна мар, юписем те çутатаççĕ. Унăн тĕсĕсемпе выляма пулать. Çĕнĕ çул умĕн кăна мар, ытти чухне те çапла. Çулла тĕп урама симĕслетес енĕпе ĕçлĕпĕр. <...>

Алина ИЛЬИНА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.