«Хыпар» 140 (27723) № 08.12.2020

8 Раштав, 2020

Турпутевкăпа — завод цехне…

Турист тесен куç умне тÿрех е канма килекен çынсем, е

аваллăхпа, халăх йăли-йĕркипе, историпе интересленсе

музейсем тăрăх çÿрекенсем тухса тăраççĕ. Анчах туризм

тени чылай анлăрах ăнлав иккен. Унăн та тĕрлĕ çул-йĕрĕ

пур. Çав шутра — промышленноç туризмĕ.

Туризм аталанăвĕпе республика влаçĕсем чылай çул

мăнаçланаççĕ-ха. Чăн та, тепĕр чух ку çуккине пур пек

кăтартас тенĕн çаврăнса тухни те вăрттăнлăх мар. Юхан

шыв портĕнче ĕçлекенсем, Атăл тăрăх килекен пасса-

жирсене йышăнаканскерсем, каласа пани асра. Чăваш

Енĕн тĕп хулине карапсемпе нумай турист килет тетпĕр.

Суя мар — чăнах та çапла, анчах… Вĕсен пысăк пайĕ

Шупашкарта карапсенчен анать те автобуссене тиенсе

портранах Йошкар-Олана вĕçтерет-мĕн. Унта курмалли

пур – хула центрĕнчи авалхи Европа тата вырăс архи-

тектурине евĕрлесе çĕкленĕ илемлĕ çуртсем мĕнешкел!

Пирĕн Шупашкар та çуллен чиперленсе-капăрлансах

пырать-ха — кăçал реконструкци вĕçлесе уçнă Хĕрлĕ

площадь мĕне тăрать! Çапах туристсене интересленте-

рекенни тем тесен те çакă кăна мар. Унашкаллине ытти

çĕрте те курма пулать, пирĕн вара ниçта çукки пур. Ку

промышленноç туризмĕпе тÿррĕнех çыхăннă — çакна

çĕршыв шайĕнчи специалистсем çирĕплетеççĕ.

Стратеги пуçарăвĕсен агентствин туризма аталан-

таракан проектсен офисĕн промтуризм программисен

ертÿçи Ольга Шандуренко пирĕн предприятисенче пул-

са курнă та — çаплах калать: сирĕн тем те пур, анчах

вĕсем пирки ытти çĕрте пĕлекен сайра. Çав шутра чă-

ваш тĕррипе сăри кăна та мар. Трактор заводĕнче туса

кăларакан техникăпа усă курса йĕркеленĕ шоуна пăхса

тĕлĕннĕ — «ку техника халь тесен халь глянец журналсен-

че пулмалла – питĕ илемлĕ сăн ÿкерчĕксем пулĕччĕç»;

«Акконд» продукцийĕ питĕ илĕртÿллĕ — Ольга Ивановна

шучĕпе, «кондитер фабрикинчи экскурсисем ачасемшĕн

кăна мар, аслисемшĕн те интереслĕ пулмалла, ашшĕ-

амăшĕ çак производствăпа ачисемпе пĕрле паллашма

хирĕç пулмастех».

Анчах пирĕн завод-фабрикăра туристсене йышăн-

ма хатĕр-и-ха? Хăшĕсен ертÿçисем вĕсем патне пы-

ракан çынсем производствăпа çыхăннă пысăк ĕçсене

пурнăçлама чăрмантараççĕ тесе шутлани паллă. Ан-

чах ку пуриншĕн те кăтартуллă мар — çакă савăнтарать.

Стратеги пуçарăвĕсен агентствин специалисчĕ-

сем Данири пĕр предприяти тĕслĕхĕ çинчен каласа

тĕлĕнтерчĕç. Каяшсене тирпейлекен производство ик-

кен — çынсем курма укçа тÿлесех пыраççĕ. Аялта — хай-

хи производство, çÿлте вара – сăртçи йĕлтĕр курорчĕ,

кафесемпе хăна çурчĕсем — тупăшлă бизнес. Завод çак

майпа самай пысăк укçа ĕçлесе илет.

Мĕн тĕлĕнмелли — Европăри çĕршывсенче индустри

туризмĕн историйĕ ĕнер-паян кăна пуçланманни паллă.

Францири Peugeot компани, сăмахран, иккĕмĕш тĕнче

вăрçичченех туристсене хăйĕн заводне йыхравлама пи-

кеннĕ. Kronenbourg сăра туса кăларакан завод та авал-

танпах хăнасене тарават пулнине пĕлетпĕр.

Пирĕн предприятисем туристсем пулăшнипе паян-

ыранах пуясса шанни вырăнсăр пуль, çапах вĕсемпе

çыхăннă усă тÿррĕнех кассăна кĕрекен укçа кăна мар

— çакна та ăнланмалла. Ольга Шандуренко таçтан та

килекен хăнасем вăл е ку завод продукцийĕпе, произ-

водствипе паллашни çак предприяти имиджĕшĕн пы-

сăк пĕлтерĕшлине палăртать. Çын вăл е ку продукцие

мĕнле туса кăларнине курать, пĕлет тĕк — ăна ытларах

шанать, туянма хатĕр.

Производствăри экскурсисен тÿррĕнех тенкĕпе виçме

май çук кăтартăвĕ — профориентаципе çыхăннăскер.

Шкул ачисем, студентсем валли алăксене уçни çамрăк-

сене çак производствăсене илĕртме май парать. Эконо-

мика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов çак ĕç ре-

спубликăри кадрсемпе çыхăннă çивĕчлĕхе чакармашкăн

пулăшма пултарассине палăртать: «Эпир çамрăксене

вĕрентетпĕр, анчах ютра вĕсене пысăкрах шалу сĕнеççĕ

те — вĕсем унта пăрахса каяççĕ». Çамрăк çын заводра

пулса курсан, унăн ĕçĕпе паллашсан вара диплом илнĕ

хыççăн унта ĕçлеме вырнаçас шанăç пысăкрах.

Чăннипе, çак майпа республикăри чылай предприяти

усă курать. Электроаппарат завочĕ студентсене кăна мар,

шкул ачисене те хăнана йышăннине пĕлетĕп. ЧПУра вĕре-

некен пулас энергетиксем валли завод территорийĕнче

интереслĕ квест та ирттернĕччĕ — яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа

питĕ килĕшнĕччĕ. Шупашкарти тата Çĕнĕ Шупашкар-

ти ăшă электростанцийĕсенче те çамрăксем час-часах

пулаççĕ. Çĕр-çĕр градуслă пăспа «пашкакан» турбинăсен,

çÿллĕшĕпе-пысăкăшĕпе нумай хутлă çурт пек кăмака-

хуран çумĕнче çын кăткă пек кăна — курса тĕлĕнмелĕх

чăннипех пур. Электричествăпа тивĕçтерекен сеть ком-

панийĕн филиалĕнче те студентсемпе шкул ачисем вал-

ли уçă алăксен кунĕсене йĕркелеççĕ. Чăн та, пандемипе

çыхăннă ĕç-пуç ку енĕпе чăрмавсем кÿчĕ, анчах вĕсем вă-

хăтлăх пулни иккĕлентермест.

Список çакăнпа кăна вĕçленмест.

Николай КОНОВАЛОВ.


 

Ентешсен çитĕнĕвĕсем пирки пĕлмесĕр юлар мар

Пирĕн республикăра пурăнакансем тата регионти предприяти-организаци, пултарулăх коллективĕсем Раççей, тĕнче шайĕнче пысăк çитĕнÿсем тăваççĕ. Çапла майпа Чăваш Ен чысне çĕклеççĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев çавăн пек çынсемпе тата вĕсен ăнăçăвĕсемпе мухтанма чĕнсе калать, кашни çыннăн çитĕнĕвĕ республика мăнаçĕ пулнине палăртать. «Хыпар» хаçатра та «Мăнаçланар-и пĕрле?» рубрика уçатпăр.

Олег Николаев юпа уйăхĕн 12-мĕшĕнче социаллă сеть-

сенче #ВместеГордимся #ПĕрлеМухтанатпăр хэштегсемпе пичет-

лекен ĕçсен çĕнĕ ярăмне пуçарма сĕннĕ. Ун чухне вăл Инстаграмри

хăйĕн официаллă аккаунтĕнче Алина Прокопьева спортсменка пирки кала-

са кăтартнă. Вăл ун чухне Тутарстанра иртнĕ Хусан марафонĕнче «ылтăн»

çĕнсе илнĕччĕ. Ăмăртăва Раççейри 8

пин ытла çăмăл атлет хутшăннăччĕ.

Пирĕн ентеш, Раççейĕн тĕнче клас-

лă спорт мастерĕ, 42,2 километр

тăршшĕ дистанцие 2 сехет те 34 ми-

нут та 14 çеккунтра чупса тухнăччĕ.

Çав кунах ЧР Пуçлăхĕ Чăваш Енри

экологи хастарĕсем Атăл леш енче

черетлĕ хут çĕршер тĕп чăрăш лар-

тнине пĕлтернĕ. «Чăваш Енре пурăна-

кансем çынсем, пулăмсем, республи-

кăри вырăнсем пирки çакăн пек исто-

рисем, эпир пурте пĕрле мăнаçланма

пултараканнисем, çинчен каласа кă-

тартасса шанатăп», — тенĕ вăл хăйĕн

страницинче.

Чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче ĕç тăвакан

влаç органĕсен тата муниципалитет-

сен ертÿçисемпе иртнĕ канашлура

Олег Николаев Чăваш Енри культу-

ра ĕçченĕсен çитĕнĕвĕсемпе савăн-

нине пĕлтернĕ. Вăл Чăваш патша-

лăх оперăпа балет театрĕн «Царская

невеста» спектаклĕ «Онегин» наци

опера премине тивĕçни пирки аса ил-

тернĕ. «Пирĕн хамăрăн ентешсене

çакăн пек пуçарусенче пулăшмалла

тата вĕсемшĕн савăнмалла», — тенĕ

Олег Алексеевич. Ун чухне вăл ре-

спубликăра пурăнакансене тивĕçлĕ

ĕçсем пирки каласа кăтартма тепĕр

хут чĕнсе каланă, тĕслĕхрен, со-

циаллă сетьсенче пĕрлехи хэш-

тегпа. Ырă тĕслĕхсен вырăнĕнче

тĕрлĕ сферăри çитĕнÿсем пулма

пултараççĕ: культура, спорт тытăмĕ-

сенче е пурнăçри ахаль пулăм та.

«Эпир хамăрăн ентешсен çитĕнĕвĕ-

сене çапла майпа пĕтĕмлетни питĕ

лайăх пулассăн туйăнать. Вĕсемпе

савăнни, кама-тăр саламлани тата

ырă енне туртăннин пĕлтерĕшне па-

лăртни питех те вырăнлă», — тенĕ

Пуçлăх.

Вăл хăй тата кампа мăнаçланать-

ха? «Эпĕ ĕнер пирĕн 7 шкулăн ачисем

«Артек» лагерьте Пĕтĕм Раççейри

«Пысăк тăхтав» конкурсăн финал-

не тухнине пĕлтернĕччĕ. Халĕ çеç

хыпар çитрĕ: вĕсенчен виççĕшĕ

çĕнтерÿçĕсен йышĕнче! Александра

Салмина /Комсомольскинчи 2-мĕш

шкул/, Игорь Александров /56-мĕш

шкул, Шупашкар/ тата Иван Иванов

/Сăнав шкулĕ, Çĕрпÿ районĕ/. Ачасем

«Ырă ту!», «Тĕп самант пирки каласа

кăтарт!» тата «Малашлăха йĕркеле!»

енсемпе хутшăннă.

«Паян Вера Кузьмина хăйĕн

97-мĕш çуралнă кунне паллă тă-

вать. СССР халăх артистки, Чăваш

АССРĕн К.В.Иванов ячĕллĕ Патша-

лăх премийĕн лауреачĕ, «Ылтăн ма-

ска» Раççей наци премийĕн лауре-

ачĕ, Чăваш Республикин хисеплĕ

гражданинĕ — çакă йăлтах ун çинчен.

Чи кирли — куракансем юратакан пул-

таруллă актриса. Унăн сăнарĕсемпе

Чăваш Енре çеç мар, ун тулашĕнче

пурăнакансем те, театр искусствине

пахалакансем, хавхаланаççĕ», — тенĕ

Олег Николаев Вера Кузьминичнăна

çуралнă кун ячĕпе саламланă май.

Çак постсене пурне те #ВместеГордимся #ПĕрлеМухтанатпăр хэштегсемпе пичетленĕ.

 Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.


«Сусăра качча тухма хирĕç пулмарăм»

Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕкре пурăнакан Анна Моховăн ашшĕпе амăшĕ сакăр ача çуратса çитĕнтернĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи тухсан килте амăшĕ тата пиччĕшĕн арăмĕ кăна тăрса юлнă. Ашшĕне, пиччĕшне Ваньккана фронта ăсатнă. Аппăшне Ульхана Тюмень облаçне ĕçлеме янă, йăмăкне Маняна — Канашри ФЗОна. Ыттисем те тĕнче тăрăх саланнă. Анна вара ялти темиçе хĕрпе тата çывăх тантăшĕпе Иваново облаçĕнче торф кăларакансем валли çул сарнă.

 Надежда СМИРНОВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.