Хыпар 137 (28165) № 05.12.2023
«Чи пысăк ыйту – механизаторсем çитменни»‚
е Лаши пурри ял пĕтменнине кăтартать
Мĕнле ĕçлеççĕ Каçал тăрăхĕнчи ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресченфермер хуçалăхĕсем? Мĕн савăнтарать вĕсене? Епле йывăрлăхсене парăнтарма тивет? Çак тата ытти ыйтăвăн хуравне тупас тĕллевпе Комсомольски округĕнчи хуçалăх ертÿçисемпе фермерсен канашлăвне хутшăнтăмăр.
Комсомольски округĕн администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экономика пайĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Минзаит Зайнуллин пĕл¬тернĕ тăрăх, Каçал тăрăхĕнче паян ял хуçалăхĕн 12 предприятийĕ тата 18 фермер ĕçлеççĕ.
«Кăçал ял хуçалăх ĕçĕсене ăнăçлă вĕçлерĕмĕр. Çанталăк çĕр ĕçченне тар тăкма май пачĕ темелле. Тĕш тырă пĕр гектартан вăтамран 35 центнер тухрĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 41459 пин тонна пухса илтĕмĕр. «АСК», «Сюрбеево» тулли мар яваплă обществăсем, «Рассвет», «Асаново» ЯХПКсем, «Атласкин Г.В.», «Родина» КВХсем уйрăмах пысăк тухăç илчĕç: кашни гектартан — 30-40 центнер. Кăçал виçĕ хуçалăх – «Дружба», «Сюрбеево» тата «Хайртдинов Р.А.» — хĕвел çаврăнăшне çу тума акрĕ. Асăннă культурăн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 337 гектарпа танлашрĕ. Вĕсем 512 тонна хĕвел çаврăнăшĕ туса илчĕç. Пĕр гектартан вăтамран 15 центнер тухрĕ. Çичĕ хуçалăхра çĕр улми ÿстерчĕç. Тухăçĕ 283 центнерпа танлашрĕ. Пахча çимĕç те ăнса пулчĕ. Пĕр гектартан вăтамран 382 центнер илтĕмĕр. Çакна та калам: яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç ял хуçалăхне килет. Ильшат Пахалов — чи çамрăк фермер. Вăл — 32 çулта. Фермерсем патшалăх пулăшăвĕпе анлăн усă кураççĕ. Акă, сăмахран, 2023 çулта Каçал тăрăхĕнче 7 фермер грант илчĕ. Уйăрнă нухратпа вĕсем çемье ферми уçаççĕ, çĕнĕ об˜ектсем хута яраççĕ, мăйракаллă шултра выльăх туянаççĕ. Пĕлтĕр те айккинче юлмарĕç: виçĕ фермер гранта тивĕçрĕ», — кăмăллă самантсемпе паллаштарчĕ Минзаит Минсагирович. Вăл палăртнă тăрăх, кăçал çанталăк типĕ тăнă пулсан та хуçалăхсем ĕçсене вăхăтра туса пынă. «Пĕлтĕр кĕр çумăрлă килнĕччĕ. Çавă пулăшрĕ пире. Нÿрĕк упранса юлнипе начар мар тухăç илтĕмĕр. Малашне те лайăх тухăç илессишĕн тăрăшăпăр. Выльăх-чĕрлĕх отрасльне ытларах аталантарасчĕ. Инвестици программисемпе анлăн усă курма палăртатпăр. Паян фермерсемпе хуçалăхсем выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçарас енĕпе ĕçлеççĕ, çитес çур аки валли вăрлăх хатĕрлеççĕ, техникăна юсаççĕ», — калаçăва тăсрĕ Минзаит Минсагирович. Каçалсен пушă выртакан лаптăк çук. Хăш-пĕр хуçалăх кÿршĕллĕ округсенчи çĕрсене те сухаласа акать. «Иртсе пыракан çул йывăртарах пулчĕ. Çуркунне сивĕсем тыр-пула ÿсме памарĕç. Кайран çанталăк типĕ тата шăрăх тăчĕ. Çавна май клейковина виçи пĕчĕкрех пулчĕ. Пирĕн фермер хуçалăхĕнче тырă кашни гектартан 35 центнер тухрĕ. Начар мар ку. 2020 çултанпа патшалăх техника илме пулăшать. Маларахри вăхăтра тăкакăн 40 процентне тавăрса паратчĕç. Кăçал кормараздатчик илтĕмĕр, 45 процентне тавăрчĕç. Анчах кăмăла пăсакан самантсем те пур. Акă, сăмахран, икĕ çул ĕнтĕ чылай продукци хакĕ пĕчĕк. Пĕлтĕр сĕт 28,50 тенкĕ пулнă тăк, кăçал 20 тенке анса ларчĕ. Тырă та йÿнĕ. Пахча çимĕç, çĕр улми хакĕ савăнтармасть. Çавăнпа иккĕмĕш çул хăватлă техника илейместпĕр. Продукцие йÿнĕпе сутнăран хуçалăха тупăш кĕреймест. Паянхи куна эпир вăрлăх çĕр проценчĕпех хатĕрленĕ. Пурте кондициллĕ. Кăçал çĕнĕ сортсем туянма палăртатпăр. Кредитсемпе усă куратпăр. Пире 5 процентпа параççĕ. Çунтармаллисĕрмелли материалсен хакĕ кăштах та пулин чакасса кĕтетпĕр», — терĕ «Родина» хресчен-фермер хуçалăхĕн ертÿçи Анатолий Потемкин. <...>
Роза ВЛАСОВА
♦ ♦ ♦
Эльбрус тăррине те хăпарнă
Вăрмар округĕнчи Кивĕ Вăрмар ялĕнче пурăнакан Геннадий Эверсковăн пурнăçĕ ял хуçалăхĕпе çыхăннă. Вăл ахаль рабочирен пуçласа предприяти ертÿçи таран ÿснĕ, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ те пулнă.
Çак тапхăрта вăл чăн-чăн йĕркелÿçĕ, ял-йыш шанăçĕ, ял пуласлăхĕшĕн тăрăшакан çын пулнине çирĕплетсе панă. ЧР ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченне пурнăç сăпки ачашласа сиктермен, самана кустăрми сахал мар çавăрттарнă. Çичĕ теçетке çул урлă каçнă Геннадий Германович пурпĕр иртнĕ вăхăта йăл кулăпа аса илчĕ.
— Шкул çулĕсенчех ялти колхозра ĕçленĕ. Вĕренсе тухсан та вырăнти хуçалăх ĕçне кÿлĕнтĕм. Ун чухне ырă пурнăç шыраса çÿрекенсем те пурччĕ. Эпир те, ялти темиçе ача, Хусанта шофер-бурильщик специальноçне алла илтĕмĕр. Тĕрлĕ тăрăхра пусăсем, скважинăсем чавса çÿрерĕмĕр, икĕ çулта таçта та çитсе куртăм. Салтак аттине тăхăнсан ку ĕçе пăрахрăм, мĕншĕн тесен вăл чикансен пурнăçне аса илтеретчĕ. Радиомеханикре пĕр вăхăт ĕçленĕччĕ, тракториста та вĕреннĕ. 1970 çултанпа тăван колхозра кайăк-кĕшĕк пăхаканра, операторта, бригадирта вăй хутăм, пĕр вăхăт профсоюз ертÿçи пулнăччĕ, — каласа кăтартрĕ Геннадий Эверсков. 1988 çулта ăна кайăк-кĕшĕк фабрикин директорне суйланă. — Колхозниксем ун чухнехи ертÿçĕпе кăмăлсăр пулнă, унпа пĕр чĕлхе тупайман, çавăнпа фабрикăра уçă суйлав ирттерме шут тытнă. Клуба питĕ нумай çын пуçтарăннăччĕ, 700-ĕн те пурччĕ-тĕр. Эпĕ ун чухне Вăрмар райкомĕн ял хуçалăх пайĕнче инструкторта ĕçлеттĕм, пухăва мана та чĕнчĕç. Президиума лартрĕç, унта тăрса сăмах каларăм. Пухăннисем ăнсăртран ман ята сĕнчĕç, председателе суйларĕç. Эпĕ хирĕçчĕ, анчах халăх сăмахĕнчен епле иртейĕн? Килĕшрĕм. Райкомрисем те манăн кандидатурăна ырларĕç, — иртнине куç умне кăларчĕ Кивĕ Вăрмар ялĕн сумлă çынни. Паллах, çамрăк ертÿçе малтанхи тапхăрта çăмăл пулман: халăх шанăçне те тÿрре кăлармалла, хăвăн ятна та ямалла мар.
— Пĕрремĕш çулах ыйту сиксе тухрĕ. Çулталăк вĕçленсе пырать — план тулмасть. Ыйхă килми пулчĕ: мĕн тумалла? Чÿк уйăхĕнче апатне лайăхрах çитерме тытăнтăмăр. Телее, ĕçлени сая каймарĕ, хушнине пурнăçларăмăр: 14 миллион та 200 пин çăмарта. Тепĕр çул 13 миллион ытла туса илтĕмĕр, анчах çăмарта складрах выртать, туянакан сахал. Ăçта хурас? Ытти хуçалăхăн продукцийĕпе улăштарма тиврĕ, продукцие сая ярас килмест-çке. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче çĕршывра ахăр самана хуçаланатчĕ. Ун чухне çăмарта производстви вăйлă аталанчĕ. Пуçлăхсем çăмарта мар, какай ытларах кирлĕ теççĕ. Чăх-чĕпе ашлăх ÿстерме шут тытрăмăр. Какай производствине йĕркелес ыйтупа Мускавах çитрĕм. Специалистсем пулăшнипе аванах ĕçе кĕрсе кайрăмăр, — калаçăва тăсрĕ Геннадий Эверсков. <...>
Андрей МИХАЙЛОВ
♦ ♦ ♦
Калавĕсем ачан чунне ăнланма пулăшаççĕ
«Хамăн пĕр калава Шупашкартан Патăрьеле кайнă чухне автобусра çыртăм. Çулĕ вăрăм. Киле çитсен те телефонран хăпмарăм, малалла тăсрăм. Чи çăмăллăн çырăнни – «Эльбрус çывăхĕнчи тĕлпулу». Темиçе çул каялла Эльбрус тăвĕ çинче пулса курнă хыççăн вăл манăн чĕрене кĕрсе вырнаçрĕ те, çавăнтанпа ăна аса илсенех çунат хушăнать», — палăртрĕ Ирина Кошкина Чăваш наци библиотекинчи «Варкăш» литература клубĕн черетлĕ ларăвĕнче.
Çапла, çыравçăсем, журналист¬сем, литературăна кăмăллакансем уйăхсеренех чăваш поэчĕсемпе прозаикĕсен кĕнекисене сÿтсе яв¬ма пухăнаççĕ. Тĕлпулусем ирĕк¬лĕ калаçу мелĕпе çавра сĕтел хушшинче иртеççĕ. Чÿк уйăхĕн 28-мĕшĕнче Ирина Кошкинăн «Уй¬ăх юлташне çăлни» кĕнекине хак пачĕç. Вăл Чăваш кĕнеке издательствинче кăçал пичетленсе тухрĕ. Унта çичĕ калав кĕнĕ. Хайлав пуххине вăтам классенче вĕренекенсем валли çырнă пулин те вăл аслисемшĕн те интереслĕ, усăллă пулĕ. Произведенисем ачан чунне ăнланма пулăшаççĕ. Ирина Кош¬кина паянхи куншăн çивĕч темăсене хускатать, çĕнĕ ăрăвăн шухăшкăмăлне ĕненмелле çырса кăтартать, чун туртăмĕсене туять, ыйтусене тарăннăн тĕпчет. Прозаика чĕр чунсене юратни те, ăрусен çы¬хăнăвне, халăхсен туслăхне мала хуни те çывăх. Ирина Кошкина пухăннисене çырма мĕн хистени çинчен каласа кăтартрĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чă¬ваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ чухнех унăн хăйĕн йăхнесĕлне тĕпчес килнĕ. Илемлĕ литература кăларăмĕ пиçсе тухасси çинчен вăл ун чухне сĕмленмен те. «Ольга Леонидовна редактор вăтам классенче вĕренекенсем валли калавсем хайлама сĕнни маншăн пысăк кĕтменлĕх пулчĕ. Вăл ырă суннипе хавхаланса ĕçе пикентĕм. Пĕтĕмĕшле илсен, калавсенчи ĕçсене шухăшласа кăларнă, анчах сăнарсен прототипĕсем пур. Эпĕ чĕр чунсене юрататăп, уйрăмах йытăсемпе лашасене. Çакă кĕнекере те сисĕнет. «Уйăх юлташне çăлни» калав çамрăк ачапа лашан хутшăнăвне çутатса парать. «Çăлавçăпа» «Рыжикра» йытăпа кушак мала тухаççĕ», – терĕ автор. Кĕнеке редакторĕ Ольга Фе¬дорова ал çырупа ĕçленине аса илчĕ. «Ирина чăннипех те пултаруллă, çав хушăрах сăпайлă, пустуй каппайланса çÿремест. Çавăн пек маттур çамрăксене литература çулĕ çине тăма пулăшас килет. «Уйăх юлташне çăлни» – Иринăн пĕрремĕш кĕнеки. Малтанхи ха鬬¬лавĕсем «Пирĕшти патне янă çы¬ру», «Куçукпа Хураçка. Потеряш¬ка», «Çул кайăкĕ» сборниксенче пичетленчĕç. Кашнинчех вăл хăйне яваплă, тимлĕ автор пек кăтартрĕ. Унпа ĕçлеме питĕ кăмăллă. Асăрхаттарусене шута илет, ыйтнине вăхăтра пурнăçлать. Пĕринче, сăмахран, текст вырнаçманнипе вун икĕ йĕрке кĕскетмеллеччĕ. Кĕскетесси вара хушса çырассинчен кăткăсрах. Çапах Ирина çакна калав пахалăхне чакармасăр тума пултарчĕ, – вăрттăнлăхсене уçрĕ Ольга Леонидовна. – Çĕнĕ кăларăм хулăнах мар пулин те вулакан унта хăйне кирлине, кăсăклине тупасса шанас килет. Екатерина Васильева ÿнерçĕ те хуплашкана, шалти ÿкерчĕксене илемлĕ тăвас тесе тăрăшса вăй хучĕ». <...>
Ольга ИВАНОВА
♦ ♦ ♦
«Çил-тăманлă ĕмĕт» илĕртсен…
Этем яланах мĕн çинчен те пулин ĕмĕтленет. Ăс-хакăл аталанăвне, чун туртăмне кура кашнин тĕмсĕлĕвĕ хăйне май. Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç чун-чĕрине ĕмĕтсем уйрăмах çупăрлаççĕ. Çунатлă çамрăклăх урăхла пулма та пултараймасть. Вăл яланах малкай, хăватлă, хастар.
Чăваш кĕнеке издательствинче тин кăна çамрăк çыравçăн Нина Царыгинăн «Çил-тăманлă ĕмĕт» кĕнеки пичетленсе тухрĕ. Унта ултă калав кĕнĕ. Çĕнĕ кĕнеке патне куçиччен авторпа çывăхрах паллаштарас килет. Чăваш вулаканĕсем ун ятне илтнех. Нина Царыгина 1988 çулта Тутар Республикинчи Чистай районне кĕрекен Анат Кăтрата ялĕнче çуралнă. Вăтам шкулпа сыв пуллашсан И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн журналистика факультетĕнче вĕреннĕ. Аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн Улатăр районĕн «Алатырские вести» хаçатĕнче вăй хунă. 2013-2015 çулсенче «Хыпар» Издательство çур¬чĕн «Тантăш» хаçатĕнче корректорта, корреспондентра тăрăшнă, 2016-2023 çулсенче «Çамрăксен хаçачĕн» корреспонденчĕ пулнă, халĕ – «Хыпар» хаçатăн социаллă пурнăç, культура тата спорт пайĕн редакторĕ.
Шкул çулĕсенче унăн сăвви-калавĕ «Тантăш», «Школьники постарше» хаçатсенче пичетленнĕ. Университетра пĕлÿ илнĕ вăхăтра «Хресчен сасси», «Çамрăксен хаçачĕ» кăларăмсемпе çы¬хăну тытнă. Хайлавĕсем «Кĕтмен юрату», «Çĕр¬шывăмçăм, Чăваш çĕршывĕ. Чувашия родная», «Пирĕшти патне янă çыру», «Çул кайăкĕ» сборниксенче, «Тăван Атăл» журналта кун çути курнă. Нина Царыгина – Чăваш Республикинчи Профессионал писательсен союзĕн членĕ. Кĕнекери калавсенче, тĕпрен илсен, прозаик паянхи яш ăру пурнăçне, шухăш-кăмăлне çутатса парать. Чылай чухне хĕрсемпе каччăсем ытлă-çитлĕ пурăнма ĕмĕтленеççĕ, вăхăта хаваслă ирттерме тĕмсĕлеççĕ. Анчах хăйĕн тĕллевĕ патне кашниех расна сукмакпа утать. «Çил-тăманлă ĕмĕтри» Вита, сăмахран, алла професси илсе пысăк шалуллă ĕçре вăй хурасшăн. Шел те, пурнăç ялан эпир палăртнă пек йĕркеленсе пымасть çав… «Симĕс çÿçлĕ хĕр, е Уйрăлу кĕвви» калаври Саша Авруцкий вара пĕтĕм вăйне музыкăна çеç халалласшăн, килĕшмен ĕçре тимлени уншăн тамăк вутĕнче çуннипе танах. Çав хушăрах тарăнрах пĕлÿ илес тесе вĕренме те талпăнмасть вăл. «Вĕренÿ хавхалану кÿмест мана. Ăнланаятăн-и? Вăхăта сая янăн туйăнать. Ун вырăнне эпĕ концертсенче выляма пултаратăп вĕт», — тет каччă. Çакăн пиркиех савнийĕпе тăтăш хирĕçеççĕ. Тая, хăйне шанма хăнăхнăскер, Саша çÿл тÿпере çеç вĕçсе çÿренине йышăнаймасть. Пурнăç тăршшĕпех савнă çынна хăв хыççăн туртса пырасси, пĕр вĕçĕм унăн улшăнчăк кăмăлне чăтасси сехĕрлентерет ăна. «Ирĕклĕхрен лайăхраххи мĕн пултăр?» — шухăша путать тĕп героиня. <...>
Ольга АВСТРИЙСКАЯ
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас