«Хыпар» 137-138 (27870-71) № 10.12.2021

10 Раштав, 2021

Найт-клаба кĕме фейс-контроль тухайăпăр-и?

Барбершоп, вебинар, фейк, лайк, каршеринг, коворкинг, груминг, подкаст, санитайзер, биткоин, хэштег, коуч, лоукостер, айтишник… Çук, ют чĕлхери сăмахсен транскрипцийĕсем мар кусем. Вĕсем — чăваш чĕлхине юлашки çулсенче кĕнĕ сăмахсем. Аслă ăрурисем хăшĕ-пĕрин пĕлтерĕшне тӳрех тавçăрса та илеймĕç, ачасемпе çамрăксем вара çавăн йышши сăмахсемпе калаçура тăтăш усă кураççĕ. Чĕлхе питĕ пысăк хăвăртлăхпа улшăнса пынине ăсчахсем, вĕрентекенсем, çамрăксем мĕнле йышăнаççĕ? Çак ыйтăвăн хуравне паян пĕрле шырăпăр.

Апатланасшăн-и? Хот-дог пур

Хаçат-журнал вуланă, телевизор курнă, радио итленĕ май мĕнле кăна çĕнĕ сăмах асăрхамастпăр. Чĕлхене нумаях пулмасть кĕнĕ сăмахсемпе экономика, информаци технологийĕсен ыйтăвĕсене хускатма йĕркеленĕ семинарсемпе «çавра сĕтелсенче» уйрăмах тăтăш усă кураççĕ. «Гаджет», «инноваци», «уик-энд», «сэйл», «майл» йышши сăмахсем пĕрисен хăлхине çураççĕ пулсан, теприсем вĕсене питĕ çăмăллăн йышăнаççĕ, хăйсен калаçăвне те кĕрте-кĕрте яраççĕ. Васкавлăн апатланас тетĕр тĕк сире хот-дог сĕнĕç. Анчах ăшне сосиска хунă çăкăр евĕрлĕ апатăн ятне чăвашла куçарас тăк «вĕри йытă» тени пулать. Çĕнĕ тум тăхăнас килсен стилист эсир мĕнле стайлпа имиджа кăмăлланине ыйтса пĕлĕ. Енчен те паянхи çамрăк мĕнле каннине курас тесен сире секьюрити найт-клаба кĕме фейс-контроль витĕр кăларĕ-ши? Çакăн пек чĕлхепе паян ытларах çамрăксем калаçаççĕ. Вырăс-и вĕсем, чăваш-и — пĕрех.

— Эпĕ — чăваш хĕрĕ, аттепе анне Патăрьел районĕнче пурăнаççĕ. Хулана вĕренме киличчен эпĕ те ялта пĕрмай чăвашла калаçаттăм. Манран аслăраххисем тăван тăрăха пырсан вĕсен калаçăвне итлеттĕм те тĕлĕнеттĕм: ытла та илĕртӳллĕччĕ вăл, сăмах урлă тенĕ пекех вырăсларан е акăлчанларан кĕнисем илтĕнетчĕç. Мĕн тетĕр? Хулара эпĕ те вырăслантăм, акăлчанланма та пуçларăм. Мĕншĕн тесен вĕрентӳпе, компьютер технологийĕсемпе çыхăннисем пурте — ют чĕлхесенчен кĕнĕ сăмахсем. Пурнăçĕ çавăн пек, ку пулăмран халĕ тĕлĕнме кирлĕ мар, — терĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн экономика факультетĕнче вĕренекен Вера Иванова.

И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш тата вырăс филологийĕн факультетĕнче ăс пухакан Ангелина Ятманова та тантăшĕ пекех шухăшлать. Вăл каланă тăрăх, паянхи çамрăксен калаçăвĕ вĕсен ашшĕ-амăшĕ яш пулнă чухнехипе ниепле те танлашаймасть — самани йăлт улшăннă: 50-55 çул каялла тĕнче лайфхак, хипстер мĕнне кăна мар, интернетпа флешка çинчен те илтмен. Паянхи çамрăксен лексики вара «треш», «краш», «лол», «аутфит», «хейтер», «крипота», «хайп», «рофл» йышши çурма жаргонлă сăмахсемпе те пуянланнă.

«Карас телефонĕ» тетпĕр

Паллă ĕнтĕ: халăхсем хутшăнса пурăннă май вĕсен чĕлхисем те пĕр-пĕрин сăмахĕсемпе, каларăшĕсемпе пуянланаççĕ. Чăвашсемпе вырăссем, тутарсем, çармăссем, ирçесем кӳршĕллĕ кун кунласа çĕр çĕрлеççĕ. Сĕм авалтанах пирĕн чĕлхене вĕсен сăмахĕсем кĕнĕ, пирĕн мăн-мăн асаттесем усă курнисене юнашар тĕпленнĕ халăхсем килĕштерсе пуплеве йышăннă. Тепĕр чухне хăшĕ камăн сăмахне «йăкăртнине» те тӳрех татса калама пĕлмелле мар. Çапах юлашки вăхăтра тăван чĕлхемĕре кӳршĕри халăхсен мар, пирĕнтен чылай аякра пурăнакан акăлчансен, французсен, итальянсен тата ыттисен сăмахĕсемпе сăмах çаврăнăшĕсем кĕреççĕ.

Тĕслĕхрен, çăвартан «компетентлă» сăмах тухсан çав çын ĕçе юратакан, яваплă пулнине тĕшмĕртетĕн. Е тата «гуманнăй» вырăнне «ырă», «тимлĕ», «кăмăллă» теме пулнине тавçăратăн. «Харпăр хăй» теес вырăнне паянхи ăру «конфиденциаллă», «приватлă», «персоналлă» сăмахсемпе усă курма кăмăллать мар-и? Хăй вăхăтĕнче Виталий Станьял ăсчах вырăс сăмахĕсене чăвашлатса хăйне майлă словарь те хатĕрленĕччĕ, холодильнике — «сивĕтмĕш», библиотекăна — «вулавăш», больницăна «сыватмăш» теме сĕннĕччĕ. Вĕсемпе «Хыпарта» та усă курма пуçланăччĕ, ку сăмахсем хаçатра халĕ те тĕл пулаççĕ. Анчах вулакансен пысăк пайĕ çĕнĕ сăмахсене йышăнасшăнах пулмарĕ. Виталий Петрович сĕннĕ сăмахсен пĕр пайĕпе çынсем паян хăйсен калаçăвĕнче те усă кураççĕ. Апла пулин те: «Эпĕ хĕрĕх çул ытла больницăра вăй хутăм, анчах хаçат вуламасăр та хам сыватмăшра ĕçленине ăнланман, — тенĕччĕ Шупашкарти сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕнче мĕн ĕмĕр тăршшĕпех тăрăшса тивĕçлĕ канăва тухнă Татьяна Самойлова. — Чĕлхепе арпаштармалла мар. Статьяра ăнланман сăмах тăтăш тĕл пулсан малалла вулас килмест». Паллах, ăсчахсем: «Пĕр çын шухăшĕ хыççăн каймалла мар, чĕлхен аталанмалла», — тейĕç. Кунпа та килĕшмесĕр тăраймăн. Çапах хăйне май словарь хатĕрленĕренпе те вăхăт чылай иртнĕ — паян Виталий Петрович кун пирки мĕн шухăшлать-ши?

— Кирек мĕнле чĕлхене те пуç пулса тăракан патшалăх чĕлхин сăмахĕ йышлă кĕрет. Эпир, чăвашсем, сăмахран, тĕрĕксемпе пурăнса вĕсенчен нумай илнĕ. Кӳршĕсем — тутарсем, вĕсенчен те йышăннă, хамăр та вĕсене панă. Вырăссемпе юнашар пурăнатпăр та — кусеннисем те кĕреççĕ, — историе аса илтернĕ май па-лăртрĕ сумлă ăсчах. — Юлашки вăхăтра акăлчан чĕлхинчен кĕнисем мĕн чухлĕ пулса кайрĕç тата. Ĕлĕк вĕсене чăвашлатнă, хамăра майлă каланă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче савăт, хапрăк тенĕ, халĕ вырăслах çыратпăр. Çакă — йĕркеллĕ пулăмах. Вăйлă халăхсен чĕлхи яланах пуç пулса тăрать, чĕлхе çапла пуйса пырать. Чăваш хăй те тĕнчере мĕн лайăххи пур, çавна сăптăрса илет: лайăх кĕпе тăхăнаççĕ — вăл та çапла тума тăрăшать, хитре сăмах янăрать — ярса илет, хăйĕн тăвать. Ку — лайăх пулăм. Çапах хаçатăн ку енĕпе ятарласа ĕçлемелле. <...>

Надежда СМИРНОВА.

♦   ♦   


Владимир ПОНИХИДКИН: Аттен вил тăприне çирĕм çул шырарăм

Канаш хулинче пурăнакан Владимир Понихидкинăн пурнăçĕ тимĕрçĕ ĕçĕпе çыхăннă. Ăна шăратса-авса тĕрлĕ япала хатĕрлес енĕпе тăрăшнă вăл. Промышленноç завочĕсенче чылай çул вăй хунă, пушă вăхăтра «тимĕр вăййипе» туслашса спортра пысăк çитĕнӳсем тунă. Чăваш Енри кире спорчĕн сумлă пăхаттирĕпе Канаш хулинче курса калаçрăмăр.

— Владимир Александрович, эсир Липецк облаçĕнче çуралнă, Брянскра пурăннă. Чăваш Ене епле килсе лекрĕр?

— Аттепе анне — Брянск облаçĕнчен. Атте çар комиссариатĕнче ĕçлетчĕ. Вăрçă вăхăтĕнче вĕсем Липецк облаçĕнчи Камышевка ялне пурăнма куçнă. Арăмĕпе пĕчĕк хĕрне унта хăварса фронта тухса кайнă. Вăл малтан пулеметчик, взвод командирĕ пулнă, каярахпа лейтенанта ротăна шанса панă. 1943 çулта Курск патĕнчи пĕр çапăçура ăна амантнă, анчах тепĕр темиçе кунран вăл госпитальте вилнĕ. Аттен вил тăприне 20 çул шырарăм. Шыравçăсем тупса пачĕç. 2019 çулта Курска кайсан унăн вил тăпри çине кĕрсе тухрăм. Пĕр вырăнта 270 салтака пытарнă, вĕсен хушшинче ман атте те пулнă. Палăк çине ун ятне те çырса хунă. 1943 çулта анне икĕ ачипе /эпĕ 1942 çулта çуралнă/ тăван тăрăха — Брянска — таврăннă, анчах пирĕн килтен нимĕн те юлман — хулара çапăçу пынă-çке. Вара ачисене çавăтса ашшĕ-амăшĕ патне /вĕсем Брянск облаçĕнче пурăннă/ тухса кайнă. Кукаçипе кукамай пире ӳстерме пулăшнă. Унтах вăтам шкултан вĕренсе тухрăм. Института вĕренме кĕресшĕнччĕ, анчах ăнмарĕ. Колхозра шалу тӳлеместчĕç. Председательтен справка /ун чухне паспорт памастчĕç/ илтĕм те Брянскри комсомол обкомне кайрăм. Мана ремесла училищине вĕренме кĕмешкĕн сĕнчĕç, унта тимĕрçĕ профессине алла илтĕм. Çамрăк специалистсене Алтайри трактор заводне кайма направлени пачĕç. Салтак аттине хывсан Брянскри машина тăвакан завода вырнаçрăм, унта тимĕрçĕре, мастерта ĕçлерĕм. 1973 çулта çемьепе Чăваш Ене куçса килтĕмĕр.

— Сирĕн кун-çулăр Канаш хулипе çыхăннă...

— Малтан вакун юсакан заводра инженер-механикра, тĕп металлургра тăрăшрăм. 1982 çулта унтан кайма тиврĕ. Строительство комбинатĕнче икĕ çул ĕçленĕ хыççăн Канашри 17-мĕш профтехучилище директорне çирĕплетрĕç. Виççĕмĕш кунах Шупашкарта канашлу иртрĕ. Унта училище директорĕсене пуçтарнăччĕ. Çав тапхăрта вĕрентӳ учрежденийĕн кăтартăвĕсем начарччĕ, 31 ПТУ хушшинче чи юлашки вырăнтаччĕ. Чăваш обкомĕнчен сăмах та тивнĕччĕ. Тепĕр тăватă çултан вĕренӳ заведенийĕ тăваттăмĕш вырăна çĕкленчĕ. Училищĕне пурнăçăмăн 12 çулне халалларăм, ăна аталантарассишĕн нумай вăй хутăм. 1996 çулта вакун юсакан завода каялла куçрăм, тĕп металлург тивĕçĕсене пурнăçларăм. 2008 çулта хурçă шăратакан цеха хупрĕç. Арăм та çак заводрах ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухрĕ. Завод РСФСР Çул-йĕр министерствине пăхăнса тăнипе чукун çулпа çӳреме çăмăллăхсем паратчĕç.

Тĕрлĕ хулара пулса курма тӳр килчĕ, Беларуç Республикине темиçе хут та кайса килнĕччĕ. Чăннипе калас тăк эпĕ çул çӳреме питех юратмастăп. Анне пурăннă чухне Брянскра та час-час пулаттăм. Ватăлсан ăна хамăр пата илсе килтĕмĕр, юлашки кунĕсене кунта пурăнса ирттерчĕ, хула масарне пытартăмăр. Тăван аппа Канашрах пурăнать. Унăн упăшки чăвашчĕ, çамрăк чухне вĕсем Барнаулта ĕçлерĕç, кайран кунта куçса килчĕç.

— Кире спорчĕпе хăçан туслашрăр?

— Алтайри трактор заводĕнче ĕçленĕ чухне штанга йăтма пуçланăччĕ. Пĕррехинче çапла урамра юлташпа утаттăмăр, аякранах тимĕр сасси янăрани илтĕнме тытăнчĕ. Ял хуçалăх техникумĕн спортзалĕ патне çитсе тăтăмăр, унта штанга йăтаççĕ-мĕн. Ун чухне ăна дисксенчен тăватчĕç, помост çине пăрахнипе сасă инçете саланатчĕ. Эпир вĕсем мĕн хăтланнине нумайччен пăхса тăтăмăр, пирĕн те йăтма кăмăл çуралчĕ. Василий Дубаткин тренер пире хаваспах йышăнчĕ. Спортăн 2-мĕш разрядне тултартăм. Çарта кире пуканне пĕрремĕш хут алла илтĕм. Канашри училищĕре ĕçлеме пуçласан каллех спортпа туслашрăм. Ун чухне студентсен ГТО нормативĕсене пурнăçламаллаччĕ. Анчах чылайăшĕн кăтартăвĕ ку енĕпе япăхрахчĕ: турникрен уртăнаймастчĕç, отжимани тăваймастчĕç… Физкультура учителĕ сыпкалама юратнипе занятисем тивĕçлĕ шайра иртместчĕç: е мечĕк кăна хăваласа çӳретчĕç, е шашкăлла вылятчĕç.

Вара уроксене хам ирттерме тытăнтăм. Студентсене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарма тытăнсан хам та ирсерен чупма пуçларăм. Пĕр кунра 8 çухрăм чупаттăм. Мастерскойра хамăр алăпа тренажерсем ăсталарăмăр, помост хутăмăр, спорт хатĕрĕсем туянтăмăр. Çамрăксене кире пуканĕ йăтмашкăн вĕрентме тытăнтăм. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


«Планета» ĕçченĕсем тăван культурăпа мăнаçланаççĕ

Чăваш тĕрри — Шупашкарти «Планета» кондитерскин визит карточки. Кондитерсен Пĕтĕм тĕнчери професси чемпионачĕсене тăратакан ĕçĕсенче мастерсем чăваш тĕрри-эрешĕпе усă кураççĕ, пысăк наградăсене çĕнсе илеççĕ. «Планетăра» ĕçлекенсем Чăваш тĕррин кунĕ тĕлне ятарласах чăваш наци костюмне, çиме юрăхлине, ăсталанă.

Ятарласа уяв тĕлне

Куçа илĕртекен эрешсемлĕ кĕпене пĕрре пăхсан чăн- чăннинчен уйăрса та илеймĕн: уяв валли çĕленĕ костюм çакăнса тăрать тейĕн. Ун çывăхнерех пырсан вара сăмсана тутлă шăршă кăтăклама пуçлать. Ăна пусмаран мар, йăлтах çимелли япаласенчен ăсталанă: никĕсне пыл хушнă чустаран пĕçернĕ, çиелтен мастика витнĕ.

Чăваш тĕрри-эрешĕллĕ кĕпе тăвас шухăш «Планета» кондитерскин генеральнăй директорĕн Луиза Дроздовăн тахçанах çуралнă. Кулинари искусствин шедеврĕпе танлашма пултаракан изделие хатĕрлес ĕçе Луиза Андреевна хăех ертсе пынă. Раççей Федерацийĕн мастер-кондитерĕсем Юрий Сиволобпа Ирина Щетинина, Татьяна Лотова тата Павел Казаков кондитерсем 40 килограмм ытла таякан кĕпе- торта 8 уйăх ăсталанă. Чăваш тĕрринчи кашни çĕвĕ-эрешĕн хăйĕн пĕлтерĕшĕ пуррине шута илсе çак ал ăсталăхĕпе паллаштаракан кĕнекесене тишкернĕ, Чăваш наци тата Чăваш тĕррин музейĕсене темиçе хутчен çитнĕ. Пĕр-пĕринпе канашласа, тĕплĕ сӳтсе явса хатĕрленĕ вĕсем çак ĕçе. Кĕпен хăш-пĕр пайне пăсса çĕнĕрен те тума тивнĕ.

«Чăваш наци костюмне хатĕрлес тесен питĕ нумай пĕлмелле. Тĕссен шайлашăвне тата вĕсен килĕшӳлĕхне шута илмелле. Çиппе тĕрлени вăл пĕрре, пирĕн вара кремпа, çимелли сăрăсемпе усă курса ĕçлемелле пулчĕ. Пусма çинче тĕссем питĕ хитре курăнаççĕ, эпир хатĕрлекен издели çинче те çавăн пекех пултăр тесе тăрăшрăмăр», — ăнлантарчĕ Луиза Дроздова.

Ирина Щетинина пĕлтернĕ тăрăх, чăваш тумĕн çимелли вариантĕнчи кашни тĕрре-çĕвве алăпа ăсталанă. Тĕрре, тĕпрен илсен, Татьяна Лотова хатĕрленĕ. Сăмах май, вăл хăй те тĕрлеме пĕлет, унăн килĕнче асламăшĕн тĕрĕллĕ чăваш кĕписем те упранаççĕ. Çимелли чăваш кĕпи çийĕн саппун «çакнă». Ун вĕçĕнчи чĕнтĕре питĕ çӳхе, темиçе миллиметрлă чустаран тунă. Чăн-чăн ювелир ĕçĕ! «Кондитерăн дизайнер та, скульптор та, ювелир та пулмалла. Унăн бисквит касма та, ăна пĕрлештерме те, ăна илемлетме те пĕлмелле», — палăртрĕ Луиза Дроздова. «Планетăра» ĕçлекен кондитерсем пурте тенĕ пекех çак ĕçсене тума пултараççĕ.

Чăваш наци костюмĕпе Чăваш тĕррин кунĕнче ЧР Хĕрарăмсен союзĕн председателĕ Наталья Николаева тата çак пĕрлĕх хастарĕсем, культура министрĕ Светлана Каликова, ĕçлев министрĕ Алена Елизарова, цифра министрĕн заместителĕ Юлия Стройкова, сумлă ытти хăна паллашрĕç. Ĕçе пысăка хурса хакларĕç. Ăна Чăваш тĕррин музейне илсе кайса унта килекен çынсене кăтартсан та аван пулассине пĕлтерчĕç.

Луиза Андреевна пĕлтернĕ тăрăх, чăваш наци костюмне малашне тата пуянлатасшăн вĕсем. Чăвашсен авалхи тумне, авалхи тĕрĕсемпе илемлетнине, хатĕрлес ĕмĕчĕ пуррине те пытармарĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн арçын кĕпин çимелли пысăк вариантне те ăсталама хирĕç мар. Чăвашсен кĕпе яланах чи сумлă парне шутланнă. Çавна май «Планета» кондитерскинче тăрăшакансем арçын кĕпи-тортне, чăваш тĕррипе илемлетнине, темиçе хутчен те ăсталанă. Сумлă хăнасене парнелĕх пултăр тесе тухья-торт та хатĕрленĕ. Çак тухьяна, арçын кĕпине çиме те юранине пĕлсен çынсем питĕ тĕлĕнеççĕ. Сăмах май, машина, пукане, футбол уйĕ, кĕнеке, хĕрарăм сумки тата ытти япала евĕрлĕ тортсене Чăваш Енре чи малтан шăпах «Планета» кондитерски пĕçерме пуçланă. Ахальтен мар ĕнтĕ «Планета» пирки кондитер искусствинче мода кăларакан тесе палăртаççĕ. <...>

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

♦   ♦   ♦


«Вăтăр çулччен çурт лартăп, автомашина туянăп»

Ача чухнех хăйне çавăн пек программăланă Андрей Агусев

5-мĕш класра вĕренекен ывăлĕ пируспа айкашнине сиссен шкул директорĕнче вăй хуракан ашшĕ ăна вĕрентсе илме шухăшланă: линейкăра пĕтĕм шкул умне кăларса тăратса намăслантарнă. Çакă ыттисемшĕн те тĕслĕх пултăр тенĕ. Кун хыççăн Андрей Агусев пируса çăвара тек хыпман.

Гаражра пурăннă

Ашшĕ Николай Петрович Канаш районĕнчи Сиккасси шкулĕнче — физкультура, амăшĕ Нина Алексеевна кĕçĕн классене вĕрентнĕ. Андрей шкултан вĕренсе тухмасăр та клубри ташă каçĕсене çӳремен. Учительсен çемйинче ӳсни ăна тĕслĕх шайĕнче пулма хистенĕ. Йĕкĕте спортзал илĕртнĕ, каçсерен вăл унта васканă. Кире пуканĕ йăтассипе, волейбол енĕпе ăмăртусене яланах хутшăннă. Сăмах май, унăн «Хыпар» хаçат ирттернĕ турнирта çĕнсе илнĕ грамотăсем те пур.

Андрейăн тăван ялĕ иккĕ: вăл Яманкассинче çуралнă, Сиккассинче ӳснĕ. Çак ялсене пĕр-пĕринчен 3 çухрăм кăна уйăрать. Шкул хыççăн яш Яманкассинчи клуба ĕçлеме вырнаçнă. «Клуба кăмрăкпа хутса ăшăтатчĕç. Эпĕ килнĕ чухне батарейăсем шăнса çурăлнăччĕ. Юлташсем пулăшнипе юсама пуçларăмăр, ăшă кĕртрĕмĕр. Çав ачасемпе чылай çул иртсен те туслăх татăлманнишĕн савăнатăп, халĕ те пулăшаççĕ мана. Шалу ĕçрех юлатчĕ, юсав ирттерсех тухса каятчĕ. Клуба хитрелетрĕмĕр, шашка-шахмат кружокĕ уçрăмăр», — аса илчĕ Андрей Николаевич.

Кайран вăл салтака кайнă, сывлăшран хӳтĕлекен çарта тăнă. Оренбург облаçĕнчи вĕрентӳ центрĕнче 2 çул ирттернĕ. «Хамăр та вĕçмен, ыттисене те вĕçтермен. Çавăн пек çар вăл», — халĕ шӳтлет кун пирки Андрей.

Хĕсметрен таврăнсан, 2000 çулта, Канашри агрегат заводне хуралçа ĕçе кĕнĕ, караул пуçлăхĕн пулăшуçи те пулнă. Штата кĕскетсен каччă стройкăна тухса кайнă. Андрей ачаранах машинăсене юратнă. Салтака кайичченех водитель правине илнĕ. Çарта чухне те ку енĕпе ăсне пуянлатнă, Е категори валли экзамен тытнă. Кайран Шупашкарта хăрушă тиев турттарма тата водитель-инструктора вĕреннĕ.

Хуралçăра вăй хунă вăхăтра вăл хăйĕн пĕрремĕш çăмăл машинине туяннă. 2003 çулта йĕкĕт Шупашкарти завода водителе вырнаçнă. Ял ачине хула пурнăçне хăнăхма çăмăлах мар. Пурăнмалли вырăн çуккипе — пушшех те. Тăванĕсенчен кĕтес ыйтас килменнипе малтанхи вăхăтра Андрей пĕлĕшĕн гаражĕнче пурăннă. «Унта çывăрма кăна каяттăм. Кунĕпе ĕçлеттĕм, командировкăсене яратчĕç. Завод директорĕ манăн нушана пĕлчĕ те тӳрех общежитире пӳлĕм пачĕ. Çулталăк ĕçлесен шалу чакрĕ те каллех стройкăна çул тытрăм. Ăçта укçа аван тӳленĕ, çавăнта кайма тăрăшнă эпĕ», — сӳтĕлчĕ калаçу çăмхи.

Никĕс янă та... ача çуратма кайнă

Кайран укçа пуçтарса, кивçене кĕрсе «Газель» туяннă. Хулара маршрута тухнă. Андрей авланиччен хваттер тара тытса пурăннă. Шупашкар районĕнчи Якутарта çĕр лаптăкĕ сутни пирки пĕлтерӳ курсан ăна алăран вĕçертес темен: ку ял хула çывăхĕнче, çумĕнче 20 сотка çĕр те пур. Кивçен илсех туяннă вăл ăна. Майĕпен стройматериал туянса çурт тума тытăннă. Пĕр çу каçа çĕклесе те лартнă. Юлташĕсемпе тăванĕсем пулăшнă.

«Пӳрт никĕсне янă хыççăн пĕрремĕш ача, хĕр, çуралчĕ. Унччен пĕр кун маларах арăмпа Таньăпа раствор çăртăмăр, гравмасса йăтрăмăр. Вăл ялан ĕçпе те, сăмахпа та хавхалантарать. Унпа, Комсомольски районĕн хĕрĕпе, эпĕ Шупашкара килсен паллашнăччĕ», — йывăрлăхсене иккĕн парăнтарма çăмăлрах пулнине палăртрĕ Андрей Николаевич.

Ашшĕ-амăшĕ кил хуçалăхĕнче стройка тунă чухне вăл ача кăна пулнă, çапах ĕçрен пăрăнман, пулăшма тăрăшнă. Ун чухнех ĕмĕтленнĕ: 30 çулччен çурт лартмалла, машина илмелле. Халĕ Андрейăн ывăлĕ те çавăн пек шухăшлать: 30-ччен йăлтах ĕлкĕрмелле. «Сан пек 2 хутлă çурт мар, пĕр хутлине тăватăп», — тет 5-мĕш класа каякан арçын ача. Канашра ĕçленĕ чухнех Андрей Агусевăн автомастерской уçма кăмăл çуралнă, анчах майĕ пулман. Шкулта вĕреннĕ чухне вара çитĕнсен лаша усрас шухăшпа пурăннă. Халĕ вăл хăйĕн ĕмĕчĕсене йăлтах пурнăçа кĕртсе пырать те. Вĕсем хăй тĕллĕн пулмаççĕ паллах. Харăсах 3-4 çĕрте ĕçлеме тивет. <...>

Алина ИЛЬИНА.

♦   ♦   ♦


Курăксене юратса мар, сиплĕхне пĕлнĕрен вĕретсе ĕçет

«Кашнин кун-çулĕ — калама çук пысăк пуянлăх. Çавăнпа ял çыннисене нумай пурăнтарас килет», — тет Патăрьел районĕнчи Сителти пĕр ĕмĕре çывхаракан Василий Ляков. Василий Федорович çитес çулхи нарăс уйăхĕн 28-мĕшĕнче 100 çул тултарĕ. Аслă Арапуç ял тăрăхĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсенчен вăл кăна юлнă. Ку хутлăхри чи ватă çын та вăлах.

Беларуç фронтне лекнĕ. Василий Ляков сакăр ачаллă çемьере çитĕннĕ. Малтан Сителти, унтан Пашьелти шкулсенче пĕлӳ илнĕ. «Çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн çывăхри вăрманти лесник патне кĕтӳ кĕтме кĕрешрĕм. Унăн 20 ĕнеччĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан çапăçу хирне хамăн ирĕкпе тухса кайрăм. Малтанах пире Канашра пĕр уйăх вĕрентрĕç. Унтан Тула облаçне илсе кайрĕç. Пĕрремĕш Беларуç фронтĕнче пултăм. Хамăр ялтан эпир виççĕнччĕ. Пĕри — разведкăна, тепри пехотăна лекрĕç, мана артиллерие ячĕç. Тепĕр кунхинех çапăçăва кĕтĕмĕр. Каярахпа Орел патĕнчи, Курск пĕккинчи çапăçусене хутшăнтăм. Тăшман тапăнман вăхăтра майрасем патне утă çулма та, тырă вырма та илсе каятчĕç. Унтан Украина еннелле çул тытрăмăр. Днепр урлă питĕ тертлĕ каçни те асăмра юлнă. Нимĕçсен 30 самолечĕ пирĕн çине бомба тăкнăччĕ. Совет салтакĕсенчен ытларахăшĕ вăрмантаччĕ, вĕсене ытла та вăйлă тылларĕç. Эпĕ çырма хĕрринерехчĕ. Пирĕн ума пĕр бомба кăна ӳкрĕ. Чаçри 11 лаша вилчĕ, нумайăшĕ аманчĕ. Манăн ут, телее, чĕрĕ юлчĕ. Беларуçра та хаяр çапăçусем пулчĕç. Каярахпа пире 7000 çын вилнине пĕлтерчĕç. Унтан аран-аран тухрăм эпĕ. Пуля лекнĕрен урхамахăм ӳкрĕ. Ирĕксĕрех ăна пăрахса хăварма тиврĕ. Германире те хĕрӳ çапăçу чылай пулчĕ. Мана унта тупă наводчикне куçарчĕç», — аса илчĕ Василий Федорович. Паттăр салтак Берлинах çитнĕ. Çапăçура хăюлăхпа палăрнăшăн ăна I степень Тăван çĕршыв вăрçин орденĕпе, «Беларуçа ирĕке кăларнăшăн», «Паттăрлăхшăн» медальпе виçĕ хутчен наградăланă.

Платник ĕçĕ Çĕпĕре илсе çитернĕ. Василий Ляков вăрçăран 1946 çулхи чӳк уйăхĕнче таврăннă. Колхозра, платниксен бригадинче ĕçленĕ. Ялти нумай çынна çурт лартнă е лупас-вите çĕкленĕ чухне пулăшнă. Ылтăн алăллă пулни ăна кӳршĕ ялсемпе районсене те илсе çитернĕ. Çĕпĕрте те унăн платник ĕçне тума тӳр килнĕ. Тăхлачи Надежда Ивановна каласа кăтартнă тăрăх, Василий Федорович хăй вăхăтĕнче урапа, çуна, сухапуç, çава аври, уйран çӳпçи, калак, йĕлтĕр тата ыттине ăсталанă. Сителсем мĕн ыйтнине йăлтах туса панă. Халĕ те ĕç тесен ватă турткалашмасть. «Çуллахи вăхăтра пахчана тухсан çĕр улми ани çинчи мăянсене, люцерна çинчи хыт хурана тата-тата пăрахать. Чечексене çумлать. «Çум курăка хăрушла юратмастăп», — тет. Маларах мунчара хăйĕн çи-пуçне те йăлт çуса çакатчĕ», — калаçăва тăсрĕ кинĕ Ирина Анатольевна.

1948 çулта Василий Ляков Анат Чакă хĕрĕпе Аннăпа çемье çавăрнă. Ляковсем икĕ хĕрпе виçĕ ывăл пăхса ӳстернĕ. Хĕрĕсен ячĕсем ашшĕнни пекех «в» сас паллирен пуçланаççĕ: Валентина, Вера. Ывăлĕсен вара амăшĕнни евĕр «а»-ран: Анатолий, Алексей тата Александр. Шел, йывăр чире пула Анна Герасимовна 1996 çултах пурнăçран уйрăлнă. «Питĕ тирпейлĕ, ырă кăмăллă çынччĕ вăл. Никама та сивĕ сăмах каламан», — паянхи кун та çапла ăшшăн аса илеççĕ ун пирки Сителсем. Василий тетепе Анна аппа ачисене те тирпейлĕ пулма тата хăйсем пек ĕçе юратма хăнăхтарнă. Анчах Верăпа Алексей, виçĕ çул каялла Анатолий чирлесе вилни ватă çынна хуçса хăварнă. Василий Федорович паян кĕçĕн ывăлĕпе Александрпа пурăнать. Александр çемьеллĕ. Мăшăрĕпе Иринăпа икĕ хĕр ӳстереççĕ. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


Амăшĕн пилĕ тăван тăрăха çавăрса килнĕ

«Автомашина прави те, трактор прави те кирлĕ тесе шкул хыççăн Çĕрпӳри техникума кайрăм. Унтан вĕренсе тухсанах салтак ретне тăма повестка пачĕç», — калаçăва пуçларĕ Красноармейски районĕнчи Ванюшкассинче пурăнакан Александр Терентьев.

Служба вырăнĕ — Афганистан

Ку вăл 1986 çулхи юпа уйăхĕнче пулнă. Ăна шăп хăйĕн çуралнă кунĕнче килĕнчен ăсатнă.

Салтак шăпи ăçта илсе çитерĕ? Çав çулсенче Афганистанра вăрçă пынăран çакă яшсене кăна мар, ашшĕ-амăшне те, çывăх çыннисене те хытах шухăшлаттарнă. «Чăваш ачисем нумаййăн кайрăмăр. Салтаксене илме килнĕ командирсем пире кăнтăра, Афганистан чиккине, каяссине малтанах систерчĕç: «Пограничниксем пулатăр». Канашран тухсанах чун чăваш çĕрĕнчен уйрăлнăшăн питĕ хытă хурланчĕ. Ăçта лекетĕп-ши? Çакăн пирки пăшăрханнăран çĕрле ыйхă та килместчĕ», — терĕ Александр Ильич.

Ушкăна Термез отрядне илсе çитернĕ. Унтан тĕрлĕ вырăна «учебкăна» салатнă. Александр Терентьева, техникум пĕтернĕскере, сержантсен шкулне янă. «Алма-Атари миномет взводне лекрĕм. Унта вĕренсе пĕтерсен кĕçĕн сержант званине пачĕç. Каялла Термез отрядне ăсатрĕç. Термез хулинче вертолетсене лартса Мазари-Шариф хулине илсе кайрĕç. Унта пире расчет командирĕсене пачĕç, хĕç-пăшалтан пеме хăнăхтарчĕç, çапăçура хамăра мĕнле тытмаллине ăнлантарчĕç. Çапла Афганистанра служба кунĕсем пуçланчĕç. Çĕр пӳртсенче пурăнтăмăр, хамăрăн столовăй пулнă. Душмансем пырса кĕресрен йĕри-тавра йĕплĕ пралук карнă. Пирĕн тĕллев — Мазари-Шариф хулине сыхламалла. Душмансем тапăнсан БМПна, БТР а ларса тухса каяттăмăр», — каласа кăтартрĕ афган халăхне хӳтĕленĕ салтак. Вĕсем Афганистан çĕрĕнче Совет Союзĕн чиккинчен 60 çухрăм шаларах тăнă. Отрядра тăватă мотоманевр ушкăнĕ — «Мармоль», «Ташкурган», «Мазари-Шариф», «Бариабаф» — пулнă. «Вĕсене чикĕ тăршшĕпе тăратса тухнă. Пĕри сăрт çинче тăнă. Душмансем ытларах тусем çинче çапăçнă-çке. Унта вĕсене пытанма лайăх пулнă, хăйсене аванрах туйнă. Тепри Амурдарья шывĕ хĕрринче бархансем çинчеччĕ. Виççĕмĕшĕ — Мазари-Шариф хулинче. Узбексем хирте ĕçленине час-часах сăнаттăмăр. Рис акса тăватчĕç вĕсем. Ĕçлекенсене ку енчен персе хăрататчĕç. Душмансем каравансемпе чикĕ çывăхнелле минăсем, наркотиксем, провакаци тумалли ытти хатĕр-хĕтĕр нумай турттаратчĕç. Эпир çавăн пеккисене сахал мар тытса чарнă. Хĕç-пăшалне Афганистан çарĕн салтакĕсене тавăрса параттăмăр. Вĕсем пирĕнсĕр нимĕн те тăваймастчĕç. Çапăçаймастчĕç те. Пирĕн салтаксем пулăшнипе кăна тытăнса тăнă», — пĕлтерчĕ Александр Ильич.

Александр Терентьев Мазари-Шариф хулинче ГР АД установкăсене çĕр ăшне чавса лартма та хутшăннă. Çак ĕçе питĕ хăвăрт пурнăçлама тивнĕ, мĕншĕн тесен çар хатĕрĕсене вăрттăнлăхра тытнă, ют çын куриччен вĕсене куç умĕнчен часрах çухатмалла пулнă.

Юлташĕсене нумай çухатнă

Александр Терентьев Афганистанра икĕ çул интернационалла тивĕçе пурнăçланă. Çак хушăра миçе хутчен душманпа çапăçăва кĕме тивнĕ-ши? Шутламан паллах. Анчах хирĕç тăрусенче юлташĕсене нумай çухатнă. Пĕр операцирех акă ултă салтак выртса юлнă…

Сăмах çак тĕле çитсен калаçу вăхăтлăха чарăнчĕ. Иртнĕ кунсен асапĕ чун-чĕрене пусăрăнтарнăран Александр Ильичăн куçĕ те шывланчĕ. Кăшт вăхăт чĕмсĕр ларнă хыççăн вăл хумхануллăн малалла калаçма пуçларĕ: «Иван Кириллов Çĕрпӳ районĕнченччĕ. Вăл пĕр операцире душмансене вăхăтра асăрхаса хамăрăн ачасене сыхласа хăварчĕ. Вĕсем хăйсен çĕрĕ çинче кашни сукмака пĕлеççĕ. Пирĕн çине вăрттăн тапăнса килнĕ. Иван тăшман çывхарнине сиссе пулеметран шатăртаттарнă. Вара эпир те минометран пеме пуçларăмăр. Малтан çутатакан мина ятăмăр. Çакна кĕтменрен хăраса ӳкнĕ душмансем тарма пикенчĕç. Хăшĕ-пĕрин калушĕ те хывăнса ӳксе юлчĕ. Анчах аманнисене пĕрне те пăрахса хăвармарĕç. Пĕрлех сĕтĕрсе кайрĕç. Эпир хамăра йывăр килсен пулăшу чĕнсе илме те пултарнă. Вертолетсемпе аманнисене килсе илетчĕç, çар хатĕрĕсем пĕтсе çитсен илсе пырса паратчĕç». <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.