Хыпар 136-137 (28015-28016) №№ 02.12.2022

2 Раштав, 2022

Олег НИКОЛАЕВ: Пĕчĕк ăнăçусем пысăк çитĕнÿсене никĕслеççĕ

ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев «Хыпар» хаçата интервью пачĕ. Чÿк уйăхне пĕтĕмлетессипе сăлтавланнă калаçу, тĕрĕссипе, чылай анлăрах пулса тухрĕ. Çавна май — интереслĕрех те. Сÿтсе явнă темăсен шутĕнче — Донбасс экономикине çĕклеме пулăшнинчен тытăнса политикăри «кахал çынсем» хăйсене кăтартма ăнтăлнине сивлени таран.

Халь ыйту çукпа пĕрех

— Олег Алексеевич, чÿк уйăхĕ чылай пулăмпа палăрса юлчĕ. Çав шутра — влаçшăн кăмăллах маррипе те. Ятарлă çар операцине хутшăнма мобилизациленĕ ентешсем укçа ыйтăвне çĕклени самай калаçтарчĕ. Эсир вĕсем патне кайса та килтĕр. Ыйту туллин сирĕлчĕ-и?

— Мобилизациленисене пĕтĕм пулăшупа тивĕçтернĕ теме пулать. Уйăх пуçламăшĕнче, чăнах та, пĕр харăс паракан укçапа тивĕçтерменни пирки калаçусем пулчĕç. Ку мĕнрен килчĕ? Чи малтанах — хамăр çине илнĕ явапа туллин пурнăçламаллинчен. Мобилизаци пуçланнă вăхăтра бюджет тупăшĕ пĕчĕкрех пулать тесе шутланăччĕ. Анчах лару-тăру куллен улшăнать. Ĕç-пуçа сÿтсе явнă хыççăн, мобилизациленĕ йышра çурри ытла е çемьесĕр, е ачисем çитĕнме ĕлкĕрнĕ çынсем пулнине курса вĕсене те пулăшупа тивĕçтерме йышăнтăмăр.

Çак укçана пĕр эрнере тÿлеме пултартăмăр. Ытти чухнехипе танлаштарсан — питĕ хăвăрт. Хамăр çапла хăвăрт ĕçлеме пултарни савăнтарать. Пирĕн пулăшу халăх патне мĕнле çитнине курса тăрас тесе тÿрĕ лини ирттертĕмĕр — кунашкал мелпе çулталăкра темиçе хут усă куратпăр. Пĕтĕмпе 60 ыйту килчĕ. Унчченхи тÿрĕ линисенче ыйтусен шучĕ 2,5-3 пин таран пулнăччĕ. Чи сахалли те — 1,5 пин. Хальхинче ыйту нумай марри вара эпир тунă ĕç халăх патне çитнине çирĕплетет тесе шутлатăп. Кашни муниципалитетрах координаци канашĕ йĕркелерĕмĕр. Вĕсем куллен тĕрлĕ ыйтупа çынсене пулăшаççĕ.

— Мобилизациленисен çемйисене...

— Салтаксен ачисене, амăшĕсене, мăшăрĕсене... Çавна май паянхи кун ыйтусем çук теме те юрать. Пур, анчах малтанхи пек нумай мар. Вĕсене татса парасси пирĕншĕн йывăрлăх кăларса тăратмасть — кулленхи ĕç шайĕнче. Çавăнпа та патшалăх, хамăр енчен тĕрлĕ енлĕ пулăшу инструменчĕсене ĕçе кĕртсе вĕсемпе халăха тивĕçтерни вырăнлă пулни пирки иккĕленместĕп. <...>

Николай КОНОВАЛОВ калаçнă.

♦   ♦   ♦


Бюджет: газификаци тата регистрацисĕр çуртсем çинчен

Театр тумтир çакмалли вырăнтан пуçланать теççĕ те — сесси пирки те çаплах калама пулать. Патшалăх Канашĕн 13-мĕш сессине килнĕ Сергей Семенов депутат ларусен залне кĕме хатĕрленнĕ май гардеробра финанс министрне Михаил Ноздрякова асăрхарĕ те — тÿрех парламент пăхса тухмалли ыйтупа «çулăхрĕ»: «Михаил Геннадьевич, паян бюджета йышăнатпăр — сĕтел хатĕрлетĕр-и?» Министр шÿте ăнланчĕ: «Ку тăкака бюджетра пăхса хăварман».

Хальччен пулман тупăшпа тăкак

Республикăн çитес çулхи бюджечĕн проектне сессин чÿк уйăхĕн 17-мĕшĕнче иртнĕ пĕрремĕш тапхăрĕнче пĕрремĕш вулавпа йышăннăччĕ, ытларикун сесси малалла ĕçленĕ май иккĕмĕш вулав пулчĕ — Михаил Ноздряков каллех трибуна умне тухрĕ. Çитес çулхи бюджетра хамăрăн тупăш 42 миллиард тенкĕрен иртмелле, Мускав уйăракан каялла тавăрса памалла мар укçа виçи 38 миллиард тенкĕпе танлашĕ. Çапла вара тăкаксене 83 миллиард тенкĕ шайĕнче палăртнă. Ку виçе халех кăçалхинчен самай пысăкрах. Михаил Геннадьевич малтан палăртнинчен пысăкланакан тăкак статйисене уçăмлатрĕ. Вĕсем нумай — йĕлтĕр роллер трассине туса пĕтерессинчен тытăнса уйрăм çынсен технопаркĕсене аталантарасси таран.

Пĕрремĕш вулав вăхăтĕнче депутатсенчен чылай ыйту пулнине кура ку хутĕнче хĕрÿ калаçу пулать тесе шутламанччĕ, анчах парламентарисем ыйтусем памалли, сăмах илмелли правăпа туллин усă курчĕç. Андрей Марушина ГКЧС ĕçченĕсен шалăвĕ пĕчĕкки пăшăрхантарать, Олег Мешков çитес çул валли икĕ культура çурчĕ тума кăна укçа пăхса хăварнăшăн кулянать, Ксения Семенова каллех çамрăксен политики валли уйăракан укçа пĕчĕкленнишĕн ÿпкелерĕ, Григорий Данилов Правительство бизнеса пулăшас енĕпе ăнăçлă ĕçленине палăртнипе пĕрлех оборудовани туяннине субсидилемелли укçа виçине пысăклатма сĕнчĕ.

Игорь Моляков вара сесси умĕн Шупашкарти 7-мĕш шкула юсакан строительсем патĕнче канашлура пулнă иккен — унти ыйту çивĕччи пирки каларĕ. Проект 144 миллион тенкĕлĕх пулнă, анчах шкул никĕсĕ хавшаса çитнине шута илмен — ăна çирĕплетме халь, ун шучĕпе, сахалтан та тата 50 миллион тенкĕ кирлĕ. Игорь Юрьевич çавăн пекех тăлăх ачасене хваттерсемпе тивĕçтересси йывăррăн пыни çинчен каларĕ. Черетре тата 2070 ача, кăçал вара 253 хваттер туяннă. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


Спектакль ăнăçлă пуласси пьесăран нумай килет

Шупашкара Мускаври театр критикĕсем килсе кайрĕç. Вĕсем чăваш театрĕсен спектаклĕсемпе паллашрĕç. Çак ĕçе ЧР Театр ĕçченĕсен союзĕн пуçарăвĕпе йĕркеленĕ. Ăна Çамрăксен театрĕ чăмăртаннăранпа 90 çул çитнине, вырăс драма театрĕ — 100, чăваш академи драма театрĕ 105 çул тултарнине халалланă.

Пĕтĕм тĕнчене хумхантаракан ыйтăва хускатнă

Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче хăнасем виçĕ спектакль курчĕç. Вĕсене РФ искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Борис Манджиев режиссер лартнă «Куккук куççулĕ» драма уйрăмах кăмăла кайрĕ. Аса илтеретпĕр: ку пьесăна Чăваш халăх писателĕн Юхма Мишшин романĕ тăрăх вырăс драматургĕ Михаил Башкиров çырнă.

— Питĕ лайăх ĕç. Наци театрĕсенче пысăк пахалăхлă кунашкал спектакль курман ку таранччен. Режиссер ăста пулни тÿрех курăнать. Паллах, Манджиевăн ĕçĕсемпе темиçе хутчен те паллашма тÿр килнĕ. Вĕсем те лайăх хака тивĕçнĕ. «Куккук куççулĕ» спектакльте уйрăм çыннăн шăпи урлă пĕтĕм тĕнчене хумхантаракан ыйтăва хускатнă. Унта вирлĕ хирĕç тăрусем, хивре танлаштарусем, психологи мелĕсем, халăх сăмахлăхĕн жанрĕсем çыхăнса пыраççĕ. Рольсене вылякан артистсем çинче уйрăмах чарăнса тăрас килет. Тĕп сăнара /Алипай/ калăпланă Дмитрий Михайлова куç илми пăхса лартăм. Кашни сăмаха чĕре витĕр кăларнăн туйăнчĕ, тĕп герой пăшăрханăвне куракан патне çитерчĕ. Унăн ĕçĕнче нимĕнле çитменлĕх те курмарăм. Венера Пайгильдинăн Эльзи те мана килĕшрĕ. Вăл пире хĕрÿллĕ кăмăл-туйăмĕпе, хăватлă вăйĕпе тыткăнлать. Спектакль пуçламăшĕнче пĕр тĕрлĕ /упăшкине вĕлерекен/ çын тăк вĕçĕнче унăн тепĕр енĕ палăрать: çывăх çыннисене çухатнă хĕрарăмра чунлăх хĕлĕхĕсем çуралаççĕ. Леонид Яргейкин никама хĕрхенме пĕлмен нимĕçрен мĕскĕн этеме çаврăннă Бюргер сăнарне лайăх уçса пачĕ. Эпир унăн чун ыратăвне те туйрăмăр. Сарине те куракан чунне пырса тивет. Надежда Полячихина сăпайлă чăваш хĕрĕн сăнарне туллин кăтартрĕ. Ыттисем те лайăх вылярĕç. Ку спектакльте ытлашши сăнар çук. Пурте кирлĕ, пурте хăйĕн вырăнĕнче, — терĕ Мускаври хальхи искусство институчĕн доценчĕ, культурологи докторĕ Полина Богданова. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


«Чап вăхăтлăх кăна, чун ăшши – чи пахи»

Патăрьел районĕнчи Пăлакассинче çуралса ÿснĕ драматургăн Арсений Тарасовăн сăн ÿкерчĕкĕсен альбомне пăхнă май ыйту хыççăн ыйту çуралчĕ. Мĕншĕн тесен кашниех тарăн шухăшлă, пуян содержаниллĕ. Вăл чăваш радиора, телевиденире редакторта тата аслă редакторта, Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕнче, «Хыпар» Издательство çурчĕн тĕп редакторĕн çумĕнче вăй хунă. Халĕ — «Тăван Атăл» журнал редакторĕ. Арсений Алексеевич — ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, Çеçпĕл Мишши, Петр Осипов, Çемен Элкер, Иван Яковлев ячĕллĕ премисен лауреачĕ, РФ Писательсен союзĕн членĕ.

АННЕ. Ялта ăна Çарахви /Серафима Алексеевна/ тесе чĕнетчĕç. 1923 çулта çуралнăскер хутла вĕренеймен. Тăватă çулта амăшĕсĕр тăрса юлнă. Вăл 10-ра чухне ашшĕ тепре авланнă. Вăл чирлесе çĕре кĕрсен амаçури амăшĕ качча тухнă. Хăр тăлăха юлнă анне пиччĕшĕпе пурăннă. Колхозра ĕçленĕ. Вĕренеймесен те чĕлхи пăсăлманччĕ, илемлĕ калаçатччĕ. Пĕррехинче Шупашкар урамĕпе пыратпăр. Анне çынсене, çуртсене сăнанă май: «Ах, çак хула майрисем, ятуллă тумланнă та чÿхенсе кăна çÿреççĕ», — терĕ. Унăн калаçăвĕ сăнарлăччĕ. Ташлама юрататчĕ. Хăть картишре, хăть урамра ташлама вăтанмастчĕ. Эпĕ, ачапча, намăсланаттăм та: «Лупас айне кĕрсе ташла-ха», — тесе кĕпи аркинчен туртаттăм. Атте вара: «Ташла, Çарахви, ташла! Пурнăçунта эсĕ те телейлĕ пулса кур», — тесе алă çупсах хавхалантаратчĕ. Атте Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, нимĕçсен тыткăнне лексе тертленнĕ. Асатте ялта «Правда» хаçат çырăнса илекен пĕртен-пĕр çын пулнă. Суккăрланичченех вуланă. Аттене питĕ вĕрентесшĕн çуннă, шкула хĕлле лашапа леçнĕ, кайса илнĕ. Атте те мана вĕрентесшĕн тăрăшрĕ. «Пуçна ан шăнт», – çыратчĕ çырура.  <...>

Елена ЛУКИНА.

♦   ♦   ♦


«Хамăн йăха таврăнтăм»

Мускавра пурăнакан Александр Таймаскин 33 çула çитсен этем çĕр çинче мĕншĕн пурăнни пирки пуç ватма тытăннă. Çак ыйтăвăн хуравне халĕ, 46-а çитсен, тинех тупнă вăл: çут çанталăкшăн, Турăшăн, çынсемшĕн ырă ĕçсем туса пурăнасси.

Офис ĕçĕ кăмăлне килмен

Александр Шупашкарта çуралса ÿснĕ. Шкул хыççăн коопераци институтĕнче вĕреннĕ. Ял хуçалăх енĕпе информаци службинче икĕ çул специалистра ĕçленĕ. 1999 çулта предприяти ăна квалификацие ÿстерме Мускава янă та каялла кĕтсе илеймен. Каччă çĕршывăн тĕп хулинчех пурăнма юлнă. Унти агрохолдингра ĕçе вырнаçнă. Тутар хĕрĕпе çемье çавăрнă, хĕр пĕрчи ÿстернĕ. Çиелтен пăхсан, пĕтĕмпех лайăх пек. Ăмсанмалăх та пур: лайăх çĕрте ĕçлет, мегаполисра пурăнать. Анчах Александрăн чунĕнчи лăпкăлăх çухалнă. Офис ĕçĕ ăна тăвăнтарнă. «Ку ман валли мар. Эпĕ — çут çанталăкăн пĕр пайĕ, технологисен тарçи мар», — кÿлешнĕ чунĕ. Ача чухне çут çанталăкра пулнă ырă самантсем — ашшĕ-амăшĕпе пĕрле похода кайни, Шупашкар районĕнчи Çĕньялти асламăшĕ патĕнче савăнни — куçĕ умне тухса тăнă.

Вăл чунĕ мĕн ыйтнине шыраса тупса çав енĕпе вăй хума тĕв тытнă. Йăха тĕпчессинчен тытăннă. Тăванĕсемпе нумай калаçнă та çакна пĕлнĕ: мăн кукашшĕ те, мăн аслашшĕ те хурт-хăмăрçă пулнă. Акă мĕншĕн унра та çак туртăм çуралнă. Вара вăл та утарçăсен виçĕ уйăхлăх курсне кайнă. Килпе юнашарах ветеринар академийĕнче вĕренни уншăн питĕ меллĕ пулнă. Александр Шупашкарта ашшĕ-амăшĕн дачинче пыл хурчĕсем тытнă ĕнтĕ. Анчах унта вĕсене усрама меллех пулман. Ылтăн хурт кÿршĕсене чăрмантарнăран Çĕньяла илсе кайнă. Хăй аякра пурăннăран вĕсене лайăх пăхайман. Преподаватель занятире çапла калани унăн пуçĕнче тăрса юлнă: тахçан колхозсен пулнă утар вырăнĕсене илме тăрăшăр. «Мускавра ларсах интернет урлă кадастр карттине кĕтĕм. Асаттен тăван ялне — Муркаш районĕнчи Шашкара — шыраса тупас килчĕ. Çавăнтах 62 сотка лаптăк çинче «утар» тесе çырнине асăрхарăм», — каласа кăтартрĕ вăл. Унăн çав çĕре кайсах курас килнĕ. Кайран та пĕтĕмпех ăннă. Тĕрĕс çул-йĕр тытнине пĕлтернĕ ку. <...>

Алина ИЛЬИНА.

♦   ♦   


Гурий ДУБРОВ: Туя тытман-ха хальлĕхе

Вăл 88 çулта тесе никам та калаймĕ. Йăрă та çаврăнăçуллăскер сцена çине тухать: юрлать, ташлать. Кÿршĕ регионсене концерт лартма çÿрет. Кĕнеке хыççăн кĕнеке кăларать. Кăмакал Курккин вăй-халĕ тапса тăрать. Сăмахăм Красноармейски салинче пурăнакан тавра пĕлÿçĕ Гурий Дубров çинчен.

Сцена çинче — 55 çул

«Мĕншĕн çавăн пек хушма ят илнĕ тетĕр-и? Мĕншĕн тесен эпĕ Кăмакалта çуралнă. Вăл маншăн çав тери хаклă. Тăван ялтан пахи çук. Гурие чăвашла Куркка теççĕ пирĕн тăрăхра. Чи малтанхи кĕнеке «Кĕçĕн Шетмĕ сăпкинче» ятлă. Ăна тăван тăрăх историйĕпе çыхăнтартăм. Эпĕ ултă ачаллă çемьере çуралнă. Пĕр хĕр те пилĕк ывăл пулнă. Пиччесем Лăньккапа Вечча ача чухнех вилнĕ. Анне пире тăлăххăн ÿстернĕ. Пирĕн асатте Яков Васильевич юрлама юратнă. Анне те, асанне те, атте те хăйне май юрăçсем пулнă. Анне яланах юрă ĕнĕрлесе çÿретчĕ. Чăпта çапнă чухне те юрлатчĕ. Юррисене те астăватăп. Манăн та вĕсене вĕренес килетчĕ. Кĕввине пĕлеттĕм, анчах сăмахĕсем асра çукчĕ. Сăмахĕсене шухăшласа кăларса юрă тăваттăм. Сăвă çырасси çавăнтан пуçланчĕ пулмалла. Ача чухнехи çăмăл мар пурнăç та хистерĕ пулĕ. Пулас ăрусем валли çырса хăварма кăмăл пулчĕ», — каласа кăтартрĕ Гурий Егорович.

Вăл «Ял пурнăçĕ» хаçатпа ĕмĕр тăршшĕпех çыхăну тытнă. Унăн сăввисем унта куллен пичетленеççĕ. Райпо тытăмĕнче ĕçленĕ май суту-илÿри ăста çынсем çинчен нумай çырнă вăл. Вĕсене халалласа «Районти сутуилÿ» кĕнеке те кăларнă. Каярахпа «Çăкăр тути» кĕнекене кун çути кăтартнă. Ăна çăкăр завочĕпе, унăн кун-çулĕпе çыхăнтарнă. Райпо тытăмĕнче вăй хунă ветерансем çинчен çырни унта уйрăм пай йышăнать. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦

«Çĕпĕре кайсан икĕ çул макăртăм»

Валентина Семенова «Кăмпа — вăрман çĕрĕкĕ» тенипе килĕшмест. Вăрманлă тăрăхра пурăннăран кăмпана питĕ хисеплет.

«Темĕн тĕрли те ÿсет Çĕмĕрле енче. Сарă кăрăç çеç пирĕн патра сайра пулать. Вăл йĕри-тавралла «çăмламас», çÿç ÿсет тейĕн. Çĕпĕрте нумай вăл. Сарă кăрăç хуртланмасть. Сар кăмпана та хурт ермест. Çавăн пекех карçинккана темĕн тĕрлĕ кăрăç та лекет. Хура кăрăçсăр епле-ха? Тата тепĕр тĕрли пур. Питĕ илĕртÿллĕскер хăй. Çап-çаврака, пысăклансан та нăкă, хитре, варинкке евĕрлĕ. Хыр тата чăрăш кăмписене /рыжики/ кăмăллатăп. Така кăмпи /гриб-баран/ сайра тупăнкалать. «Така кăмпине тупакан телейлĕ», – теççĕ халăхра. Ара, пĕр кăмпа тупсанах пĕр карçинкка тулать те! Анчах ăна татма юрамасть, Хĕрлĕ кĕнекене кĕртнĕ. Тепĕр майлă ăна «кăтра грифола» теççĕ. Лапша евĕрлĕ кăмпа та /рогатики желтые/ пур. Сĕлĕ кăмпи /гриб-коралл, ежовик коралловидный/ — Хĕрлĕ кĕнекере. Уплюнкка евĕр кăтрашка кăмпана /золотистка чешуйчатая/ та тататпăр. Вăл тунката тата хурăн çинче ÿсет. Сарă тĕслĕ, çаврака. Çав тери техĕмлĕскер. Мăнтăр кăмпа /боровик/ — чи чаплисен йышĕнче. «Сервелат» тетпĕр эпир ăна. Ăвăс, хурăн, юман кăмпи темиçе тĕрлĕ. Масла кăмпи те темиçе йышши ÿсет. Хурама кăмпинчен шÿрпе пĕçеретпĕр. Питĕ техĕмлĕ, тутлă шăршăллă вăл. Майра кăмпине /сыроежки/ татмастпăр. Питĕ ванать вăл. Çерем кăмпине те пуçтармастпăр. Вăрманта унсăр та кăмпа пайтах.

Пĕр талăк пурăнакан шăршлă кăмпа /веселка/ сайра хутра курăнкалать... Шлепки хăмăр, «çăмарта» та пур унăн. «Çăмартине» пуçтарса арçынсем валли простатитран сипленмелли эмел тăваççĕ. Çуркунне ака кăмпи чылай. Хĕрлĕ тĕслĕ шăна кăмпине те тататăп, «аншарлине» ярса лартатăп. Ал-ура сурнине ирттермелли лайăх эмел пулать. Шупка хĕрлĕ шăна кăмпи те пур теççĕ. <...>

Роза ВЛАСОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.