«Хыпар» 135-136 (27718-27719) № 27.11.2020

27 Чÿк, 2020

«Тăрăшсан ĕмĕт пурнăçланатех»

Людмила Сачкова 1957 çулта Патăрьел районĕнчи Çĕнĕ Ахпÿрт ялĕнче çуралнă. Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухсан Елчĕк районĕнчи Кушкă ялĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ, унтан «Коммунизм ялавĕ» хаçата ĕçлеме куçнă, ревизи корректорĕнче вăй хунă /1982-1990/, каярахпа «Пике» журналта, Чăвашрадиора литературăпа драма передачисен редакторĕнче вун виçĕ çул ĕçленĕ, ун хыççăн «Хыпар» хаçатра, Шупашкар районĕнчи «Тăван Ен» хаçатра тăрăшнă.

Хальхи вăхăтра — Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн техника редакторĕ. Вăл – «Чĕкеçĕм чĕкеç» /1996/, «Ытарайми куçсем» /2000/, «Шăпăрлан» /2003/, «Çеçен хирти ир» /2012/, «Ăс-хакăл хăвачĕ» /2015/ кĕнекесен авторĕ. Унăн хайлавĕсене чăваш чĕлхипе литература учебникĕсене кĕртнĕ. Чăваш Республикинчи профессионал театрсем унăн 5 пьесине сцена çине кăларнă, Чăваш Енри, Тутарстанри, Самар тăрăхĕнчи халăх театрĕсем унăн пьесисене халăх патне çитернĕ.

Людмила Сачкова – «Чĕнтĕрлĕ чаршав» конкурсăн «Çулталăкри чи лайăх драматург» номинаци лауреачĕ /2003, 2012/. «Шăпăрлан» кĕнеки Чăваш наци библиотеки ирттернĕ «Çулталăкри чи вуланакан кĕнеке» конкурсра диплома /2005/ тивĕçнĕ. «Çухалнă хур кайăк çулĕ» пьеси республикăри наци драматургĕсен конкурсĕнче 2-мĕш вырăна тухнă /2004/. Вăл — ЧР Профессионал писательсен, РФ Журналистсен, РФ Театр деятелĕсен союзĕсен членĕ, ЧР этнокультурăн тава тивĕçлĕ деятелĕ.

— ЧПУра вĕреннĕ чухне Иван Тенюшев ертсе пыракан журналистика факультативĕнче ăс пухнăччĕ. Диплом ĕçне те журналистикăпах çырасшăнччĕ, анчах Владимир Канюков мана çине тăрсах Николай Дедушкин патне ячĕ. «Мустай Карим тата унăн пултарулăхĕ» темăпа диплом çыртăм. «Курсри чи лайăх диплом ĕçĕ» тесе ăна Наукăпа тĕпчев институтĕнчи архива пачĕ, кĕскен «Тăван Атăл» журналта пичетлесе кăларчĕ. Мустафа Сафич патне темиçе çыру ятăм, хăй те хуравларĕ: кĕнекине, сăн ÿкерчĕкне ярса пачĕ. Унăн çырăвĕ Шупашкарти Литература музейĕнче упранать. 1980 çулта Кушкăра ĕçленĕ чухне Николай Дедушкин мана Шупашкара Мустай Каримпа йĕркеленĕ тĕлпулăва чĕнчĕ. Пичет çуртĕнче тĕл пулса калаçрăмăр. Ĕмĕр асра юлмалли самант! Çав вăхăтра ăшăмра тĕв турăм: «Пичет çуртне ĕçлеме килетĕпех, пĕрех журналист пулатăп, пĕрех писатель пулатăп!»

Андрей МИХАЙЛОВ.

  


Чĕр тавара тирпейлекен цех та уçасшăн

Пурнăç урапи кăлтăртатса ăçта çитессине, шăпа еплерех килсе тухассине никам та пĕлмест. Хулара çуралса ÿснĕ Николай Васильев та хăй яла ĕçлеме каясси, ял хуçалăхĕнче вăй хурасси пирки шухăшламан. Ара, паянхи кун пурнăçра пачах урăх ÿкерчĕк хуçаланать-çке. Ялти çамрăксем ĕç вырăнĕ шыраса хуланалла талпăнаççĕ…

Ашшĕ-амăшне кура

Николай Васильев Çĕнĕ Шупашкарта çуралса ÿснĕ. Химиксен хулинчи 9-мĕш вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн пĕлĕве Шупашкарти аслă шкулта, МАДИре, ÿстернĕ. Йĕкĕт тăрăшса вĕреннĕ, институтра пуçарулăхĕпе, хастарлăхĕпе палăрнă. Кĕçех унăн ĕмĕчĕ пурнăçланнă. Вăл инженер пулса тăнă.

— Тунмастăп: ял хуçалăхĕнче ĕçлетĕп тесе нихăçан та шухăшламан. «Апла пулсан чун мĕншĕн ăнсăртран унталла туртма пуçларĕ тетĕр-и?» — ыйтăва ыйтупа хуравласа калаçу пуçарчĕ Куславкка районĕнчи Елчĕк ялĕнчи Николай Васильев фермер.

— 2000 çулсен пуçламăшĕнче аттепе анне ял хуçалăх ĕçне пикенчĕç. Малтанах çуллахи вăхăтра вĕсене пулăшма çÿреттĕм. Унтан пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн хам та çак ĕçе кĕрсе кайрăм. Сисмерĕм те — килĕшме пуçларĕ. 2013 çулта çемье çавăрнă хыççăн фермер ĕçне пуçĕпех путрăм. Чи интересли акă мĕн: ку фермăра манăн кукамайпа кукаçи — Елизаветăпа Григорий Степановсем — ĕçленĕ. Кукамай пăрусене пăхнă, кукаçи скотник пулнă. Кукамай Елчĕкре пурăнать. Кукаçи, шел те, пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайнă. Аттепе анне — Еленăпа Владимир Васильевсем — 2008 çулта хресчен-фермер хуçалăхне йĕркелерĕç. Эпĕ институт пĕтернĕ хыççăн электромонтажникре вăй хутăм. Пытарма кирлĕ мар-тăр: начар мар ĕçлесе илеттĕм. Каярахпа Мускава ĕçлеме тухса кайрăм. Унта пулас мăшăрăма Ольга Юрьевнăна тĕл пултăм. Вара эпир Чăваш Ене куçса килтĕмĕр. Çанă тавăрса ĕçлеме пуçларăмăр.

Вăкăрсене сутса пăрусем туяннă Çамрăк фермер ертсе пыракан хуçалăх аш-какай, сĕт туса илес енĕпе ытларах ĕçлет. Кăçал Николай Владимировичăн амăшĕ Елена Григорьевна ятарлă программăна хутшăнса çемье фермисене аталантаракансене паракан 10 миллион тенкĕлĕх гранта илнĕ. Пĕлтĕр вара Николай Васильев сумлă грантлă пулнă.

Роза ВЛАСОВА.

 


«Пĕччен нимĕн те тăваймăн – команда кирлĕ»

Тухăçлă ĕçлес тесен кашни вак-тĕвеке шута илмелле

Куславкка районĕнчи «Энеж» хресчен-фермер хуçалăхĕ паха, экологи енчен таса пахча çимĕç тухăçлă ÿстерсе республикăра кăна мар, ун тулашĕнче те палăрчĕ. Ăна ура çине çирĕп тăратассишĕн Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Василий Семенов чылай вăй хунă. Çичĕ çул каялла вăл фермер хуçалăхне аслă ывăлне Ивана шанса панă. Çамрăк, çивĕч ăслă фермер хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕпе тата малашнехи тĕллевсемпе паллаштарма кăмăл турĕ.

«Лаша пуласси тихаран паллă», — тесе ахальтен каламаççĕ. Çĕр çинче ĕçлес тесен ăна юратмалла, йывăрлăхран хăрамасăр малаллах талпăнмалла. Çак туйăм ачаранпах аталанса пынă теме пултаратăр-и?

— Атте ĕçне мĕн пĕчĕкрен курса ÿсрĕм. Хам та унран юлмастăм, 5-6 çулсенче чухнех суту-илÿ базине, уй-хире пĕрлех çÿреттĕм. Ирхи 3 сехетре тăрса аттепе Хусана пахча çимĕç сутма каяттăм. Никам та вăратман, хамăн юлас килмен. Пахча çимĕç тиенĕскерсем иртен-çÿрен машинăсемпе малтан — Тĕрлемесе, кайран электричкăпа Хусана каяттăмăр. Атте суту-илÿ вырăнĕсем йĕркелетчĕ, пĕрине мана тăрататчĕ. Пахча çимĕçе каялла илсе килни пулман, пĕтĕмпех сутаттăмăр. Астăватăп-ха: пĕррехинче шăллăмпа Лазарьпе иксĕмĕртен атте: «Укçа ĕçлесе илес килет-и?» — тесе ыйтрĕ. Калчаран купăста ÿстерме, ăна пирĕнтен сутăн илме шантарчĕ. Паллах, килĕшрĕмĕр. Эпĕ пахчара 100 калча лартрăм, шăвартăм, çумларăм. Атте сăмахне тытрĕ. Хавхаланнăскер тепĕр çулхине тата ытларах ÿстертĕм. Шкул ачи чухне те, студент вăхăтĕнче те уйра вăй хутăм. Тракторпа культивацилеме, сухалама пултаратăп. Çитĕнÿсене те, йывăрлăхсене те курса ÿсрĕм. Ун чухнех ял хуçалăхĕн малашлăх пысăккине, ку отрасльте укçа ĕçлесе илме май пуррине туйрăм. Мускаври аслă шкултан вĕренсе тухсан тăван тăрăха таврăнтăм.

— Патшалăх ял хуçалăхне пулăшу кÿме уйăрнă укçа-тенкĕ çулран-çул ÿссе пырать. Çĕнĕ программăсем пурнăçа кĕреççĕ. Вĕсемпе усă куратăр-и?

— Çунтармалли-сĕрмелли материалсем, удобрени, ÿсен-тăрана чир-чĕртен сыхламалли препаратсем туянма çăмăллăхлă кредитсемпе усă кураттăмăр. Кăçал Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ял хуçалăх предприятийĕсен пуçлăхĕсемпе йĕркеленĕ тĕлпулура техника туяннă хакăн 40 процентне саплаштарассине пĕлтерчĕ. Малтанах çапла пуласса ĕненсех каймарăм. Çуркунне сеялка туянтăмăр, уншăн субсиди килчĕ. Эппин, программа ĕçлет. Ку — ял хуçалăх ĕçченĕшĕн пысăк парне. Ăна мĕнле шута хумăн? Программăпа усă курса техника паркне çĕнетес тĕллев лартрăмăр: çĕнĕ 10 МТЗ-82 трактор туянтăмăр. Тепĕр 2 комбайн, пĕрĕхтеркĕчсем /опрыскиватель/ илсе килмелле. Саппасра пултăр, ĕç чарăнса ан лартăр. Патшалăх пулăшăвĕ курăмлă. Паянхи куна хуçалăхра прицеплă 150 техника, 20 ытла трактор. Тырă токĕ, управсем пур.

— Çĕр лаптăкне те пысăклатса пыратăр. Паян миçе гектар çинче ĕçлетĕр?

— Тырă тата пăрçа йышши культурăсем — 1250 га, çĕр улми — 190 га, купăста — 60 га яхăн, хăяр 14 га йышăнчĕç. Юлашки çулсенче тырпул ÿстерессине тимлĕх ытларах уйăратпăр. Кăçал тухăçĕ начар мар, ăна сутма та çăмăлрах. Выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп ĕрчетекенсем туянаççĕ, экспорта ăсататпăр. Купăста та ăнса пулчĕ. 20 яхăн сорт ÿстеретпĕр. Ир тата вăтам çитĕнекен купăстана — 40 тонна, кая юлса пулаканнине 90-100 тонна пуçтарса кĕртрĕмĕр. — Эсир çĕр çырли те ÿстеретĕр… — Унпа атте ĕçлеме пуçланă, 2-3 çул каялла кăна мана шанса пачĕ. Çĕр çырлине ÿстерме йывăртарах — ал вĕççĕн нумай ĕçлемелле.

Аçăр ĕçне тăсатăр, аталантаратăр. Ял хуçалăх кунĕнче пĕр çул та сирĕн ĕçĕре палăртмасăр хăвармаççĕ.

— Республикăра ÿсен-тăранпа ĕçлекен фермер хуçалăхĕсен хушшинче экономика кăтартăвĕсемпе темиçе çул ĕнтĕ пĕрремĕш вырăн йышăнатпăр. Республикăра кăна мар, кÿршĕ регионсенче те уçă вырăнта пирĕн чухлĕ хăяр ÿстерекен çук.

— Предприятие ертсе пырасси, вăл кирек мĕнле отрасльпе çыхăннă пулсан та, çăмăл мар. Пуçра ялан ĕçпе çыхăннă шухăшсем явăнаççĕ-тĕр. Çамрăксен канас та килет…

— Мĕн вăл кану? Пĕлместĕп /йăл кулать/. Бассейна шыва кĕме çÿрекелеттĕм. Ялта пурăннă чухне пуçра ĕç шухăшĕ кăначчĕ, халĕ, çемьеленсе Куславккара тĕпленнĕ май, килте ĕç пирки манса каятăп. Нумаях пулмасть атте пулса тăтăм, çĕнĕ пурнăçа хăнăхатăп. Мана атте мĕнле вĕрентнĕ, ывăла та çапла пĕрле илсе çÿресе мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарасшăн. Мăшăрпа иксĕмĕре те ялта пурăнма килĕшет. Кунта пур услови те пур, лăпкă. Манăн шухăшпа, хулара канма йывăртарах.

Вера ШУМИЛОВА.

 


Геннадий ДРАНДРОВ: Чирлĕ хĕрарăм выртакан палатăран 29 талăк тухмарăм

Геннадий Драндров 1953 çулта Комсомольски салинче çуралнă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнче вĕреннĕ. Шупашкарта васкавлă медицина пулăшăвĕн больницинче акушер-гинекологра, Шупашкарти ача çуратмалли 1-мĕш çуртра тĕп врачра, 5-мĕш хула больницинче тĕп врач çумĕнче ĕçленĕ. Халĕ хулан 1-мĕш клиника больницинче акушер-гинекологра тăрăшать. Медицина наукисен кандидачĕ, 100 ытла наука ĕçĕн авторĕ. Раççей Федерацийĕн сывлăх сыхлавĕн отличникĕ, ЧР тата РФ тава тивĕçлĕ врачĕ. 2012 çулта Шупашкар хулин кунĕ тĕлне ирттернĕ «Çулталăк çынни» номинацире çĕнтернĕ. РФ Сывлăх сыхлавĕн министерствин Хисеп хутне /2000/, ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп хутне /2009/, Чăваш Республикин Хисеп хутне /2013/ тивĕçнĕ.

Каялла çаврăнса пăхсан

u Пĕррехинче больницăна кăмăл-туйăм енчен хавшакрах, ача кĕтекен çамрăк хĕрарăма илсе килнĕ. Вăл хăйне ача çураттарма чараççĕ тесе сиплев учрежденине каймасăр тăнă-мĕн, йывăрланса çитсен вара урăх çул пулман… Унăн ÿпкинче, пуç миминче шыçă çитĕннĕ… Варти пепки вăтăр эрнере кăна пулнă. Мĕн тетĕр? Шурă халатлисем çăлса хăварнă ăна. Геннадий Драндров çав хĕрарăм выртнă палатăран тухмасăр 29 талăк ирттернĕ. Ача амăшне операци туса çăлса хăварнă. Сывă, таса, хитре хĕр çуралнă.

u Тепĕр самант та асра юлнă Геннадий Драндровăн. Больницăна ача кĕтекен хĕрарăма илсе пырсан унăн варти пепки вăтăр эрнере пулнине тĕпчесе пĕлнĕ, анчах пулас амăшĕ хăйне питĕ начар туйнă. Унăн тĕпренчĕкĕ çуралсан 439 грамм çеç тайнă. Апла пулин те ачасен реанимацийĕнче пепкене çăлса хăварнă. Вăл халĕ сывă та таса арçын ача-мĕн. Кăçал вунă çул тултарнă. Ачан амăшĕ те хăйне йĕркеллех туять.

 u Пĕрремĕш хут ача çураттарни те ĕмĕрлĕхех асра юлнă Геннадий Драндровăн пурнăçĕнче. 4-мĕш курс хыççăн вăл ача çураттаракан çуртра дежурствăра пулнă. Пепке çут тĕнчене епле килнине пирвайхи хут курнă. Çак самант ăна тĕлĕнтернĕ те, çунатлантарнă та… Паллах, акушерка пĕтĕм ĕçе 4-мĕш курс студентне шанма пултарайман, пĕрех Геннадий хăйне савăнăçлă туйнă. Вара вăл, хăпартланнăскер, нумаях пулмасть çуралнă пепкесене кипкепе типтерлĕн чĕркесе тухнă. Вĕсем маларах пурте кăшкăрашнă, макăрнă. Кĕçех пурте шăпланнă. «Мĕн пулнă? Мĕн пулнă?» — пуçне кăларса ыйтнă палатăсенчен хĕрарăмсем. Çакăн пек иртнĕ ача çуратмалли çуртри пĕрремĕш каç.

 «Ĕлĕк ача ытларах çуратнă. Халĕ пĕррепе е иккĕпе çырлахаççĕ. Ача çуратакан çурта виççĕмĕшĕшĕн сайра хутра кăна килеççĕ», – тет Шупашкар хулин 1-мĕш клиника больницинче акушер-гинекологра ĕçлекен Геннадий Драндров. Геннадий Леонидовичпа акушер-гинекологăн çăмăл мар ĕçĕ пирки калаçрăмăр.

— Геннадий Леонидович, калăр-ха: мĕнпе интереслĕ сирĕн професси?

— Пĕрремĕшĕнчен, ĕçĕн усси курăннипе, вăл чăнах пуррипе. Акă, сăмахран, кесарево операцине питĕ хăвăрт тумалла, çапла майпа ачан, амăшĕн пурнăçне çăлса хăваратпăр. Çынсене йыш хушма пулăшни питĕ хăпартлантарать.

 — Кесарево операцине, 30 çул каярахрипе танлаштарсан, ытларах тăваççĕ-и халĕ? Е…

 — Виçĕ теçетке çул каялла эпир кун пек операцие пĕтĕмпе 3 процент кăна тунă. Паянхи кун çак кăтарту 30 процентпа танлашать. Кашни виççĕмĕш хĕрарăма операци тума тивет. Пирĕншĕн кашни пепке хаклă. Ачасем сывă çуралччăр. Халĕ кесарево мелĕпе операцие мĕншĕн ытларах тума тивет-ха? Хĕрарăмсем, шел те, йывăртараххăн çуратма пуçларĕç, варти пепкисем пысăкрах пулма тытăнчĕç. Пирĕнтен те юлашки вăхăтра çирĕпрех ыйтаççĕ. Тĕнчипех çапла халĕ. Çĕнĕ ĕмĕрте чирлекен хĕрарăмсем те ача çуратма пултарни савăнтарать паллах. Паянхи вăйлă аталаннă медицина тĕрлĕ амакпа аптăракан хĕрарăмсене те ачаллă пулма май парать. Чĕрепе ÿпке, пÿре чирĕсемпе нушаланакансене операци туса ача çураттаратпăр. — Халĕ тата 40 çултан каçнисем те ача çуратаççĕ. — Çапла, хăюллăнах çуратаççĕ. 50-ран иртнисем ача çуратнă тĕслĕхсем те пулчĕç. — Çапах пĕлес килет: эсир хăвăр ĕмĕрте миçе ачана çут тĕнчене килме пулăшнă?

— Тĕрĕссипе, ятарласа шутламан. Юлашки çулсенче кунсерен икшер пепке çут тĕнчене килет, хушăран ытларах та пулать. Пĕтĕмпе 15 пине яхăн пепке пулать ĕнтĕ.

Ача çуратакан хĕрарăмсен сывлăхĕ, темиçе çул каялла çак ÿсĕмре пулнисемпе танлаштарсан, лайăхланнă-и е начарланнă-и?

— «Этемлĕхĕн черчен çурри ытларах чирлеме пуçларĕ», — теççĕ. Çук, ун пек мар. Халĕ, каларăм ĕнтĕ, маларах çуратайманнисем те ача амăшĕ пулаяççĕ. Юн пусăмĕ пысăккипе нушаланакансем те, ÿпке чирĕпе канăçсăрланакансем те алла пепке тытаççĕ. Манăн шухăшпа, халăх малтанхинчен сывăрах халĕ.

— Эпĕ илтнĕ тăрăх, акушер-гинекологсем кесарево мелĕпе операци тума кăмăлламаççĕ

— Çут çанталăк хĕрарăма хăй тĕллĕн çуратмалла тунă. Анчах, шел те, вĕсен сывлăхĕ пур чухне те кирлĕ шайра мар. Кирек епле пулсан та операци тăвасси йывăртарах. Хĕрарăма наркоз памалла. Тепĕр чухне вăл варти пепки патне те çитет. Çавăнпа ача çуралнă чухне сывласа илеймесен те пултарать. Каярахпа антибиотиксемпе укол тума тивет. Çавăнпа акушер-гинекологсем хĕрарăмсене харпăр хăй тĕллĕн çураттарассишĕн тăрăшаççĕ.

 — «Ача çуралакан çулпа тухмаллах», — тесе ахальтен каламаççĕ апла халăхра.

— Шăп та лăп çапла. Тĕп-тĕрĕс!

Роза ВЛАСОВА.

 


Анатолий ДАНИЛОВ: Журналистикăра çĕнĕ шухăш сĕнекенсем хисепре

М.В.Ломоносов ячĕллĕ Мускав патшалăх университечĕн дипломне илнĕ Анатолий Даниловăн «Коммунизм ялавĕн» халĕ — «Хыпар» редакцине ĕçлеме килмешкĕн те май пулнă — чăвашсен тĕп хаçачĕн вăл вăхăтри редакторĕ Демьян Семенов ун ячĕпе Раççейĕн тĕп аслă шкулне «чĕнÿ» ярса панă. Анчах чăваш каччи умри виçĕ çултан пĕрне суйланă — Ленинградри халĕ Санкт-Петербург патшалăх университетĕнче стажер-преподавательте ĕçлеме тытăннă, аспирантурăна вĕренме кĕнĕ. Апла пулин те каярахпа, кунтисем ÿкĕтленипех, тăван тăрăха таврăнса И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче журналистсен ăсталăх лаççине аталантарнă, пин-пин специалиста хатĕрлесе кăларнă. Çав шутра — «Хыпар» Издательство çурчĕ валли те. Наци медиа-холдингĕн ĕçченĕсенчен чылайăшĕ шăпах Анатолий Данилов ертсе пыракан журналистика уйрăмĕнче унччен — факультетчĕ професси пĕлĕвне илнĕ. «Хыпарăн» паянхи хăни — Анатолий Порфирьевич хăй.

— Аслă шкултан вĕренсе тухсан сирĕн умра виçĕ çул пулнă. Иккĕшĕ халĕ паллă ĕнтĕ, виççĕмĕшĕ мĕнличчĕ?

— Мускавра пĕлÿ илнĕ вăхăтрах Пĕтĕм союзри çут çанталăка сыхлакан обществăра ĕçлеттĕм, республикаоблаçра тухса тăракан хаçатсенчи экологи темипе çырнă статьясене тишкереттĕм. Ку тивĕç кăмăла каятчĕ, командировкăсене те яратчĕç. Эпĕ мĕнле ĕçлени ертÿçĕсене килĕшнĕ ахăртнех — юлма ыйтрĕç.

— Ясен Засурский ертсе пынă журналистика факультетĕнче вĕреннĕ çулсене, иккĕленместĕп, сирĕн пурнăçăн уйрăм тапхăрĕ пек хакламалла.

— Кама кăна курман-ши, кампа кăна калаçман-ши Мускав патшалăх университетĕнче вĕреннĕ тапхăрта? Пире, студентсене, Хĕрлĕ тÿремри демонстрацисене, палăксем уçма илсе тухатчĕç. Мана яланах сăн ÿкерме шанатчĕç. Леонид Брежнева, çĕршыв министрĕсене сăнланисем паянхи кун та килти архивра упранаççĕ. Студентсене кинофильмсенчи массăллă сценăсенче ÿкерĕнме йыхравлатчĕç, кашнинчех 3-шер тенкĕ паратчĕç. Операторсем: «Камера еннелле ан пăхăр», — тесе кăшкăратчĕç. Вăл кăна та мар, пирĕн вăхăтра студентсене колхоз ĕçне явăçтаратчĕç — эпир те пĕр кĕркунне Мускав облаçĕнчи Серпухов районне кишĕр кăларма кайрăмăр. Вăр-вар ĕçленĕрен-ши — тантăшсем «Комбайн» хушма ят пачĕç.

— Ара, ял ачи-çке эсир. Тата — чăваш.

— Вăрçă хыççăн 10 çултан çуралнă пулин те хĕрарăмсем утçире çăпата сырнине, каçсерен ачасем краççын çутипе вĕреннине, аслисем ал ĕçĕ тунине курма ĕлкĕрнĕ эпĕ. Яла электричество, радио кĕртнине те, ентешсем пĕрремĕш телевизорсене туяннине те манман. Эпир, сăмахран, ялта телевизор илнĕ виççĕмĕш çемье пултăмăр. Паянхи пек астăватăп: ĕне те, телевизор та 210 тенкĕччĕ. Атте ăна туянса килсен: «Курăр, ĕнене сĕтел çине хăпартса тăратрăмăр», — тенĕччĕ. Çапла, аттепе анне мĕн пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарнă пире, икĕ ывăлĕпе пĕр хĕрне. Колхоза та пĕрмай çÿреттĕмĕр.

— Аякка кайиччен: аçăр пирки калаçар-ха. Порфирий Данилович Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин вут-çулăмĕ витĕр тухнă вĕт.

 — Мĕн пуçланса вĕçне çитичченех тăшманпа çапăçнă вăл. Темиçе хут та аманнă. Паттăрлăх кăтартнăшăн орденсемпе медальсене тивĕçнĕччĕ пулин те вăрçă нуши çинчен каласа кăтартма юратмастчĕ. Хушăран кăна, курнитÿснине аса илме çине тăрса ÿкĕтлесен, ÿчĕ çинчи суранĕсене кăтартатчĕ. Связист пулнă вăл. Совет салтакĕсене вилĕмрен çăлни, пĕрле çапăçнисем Порфирий ятран тĕлĕнни, хăй украинла калаçма хăнăхни пирки каласа пани те ав асра тĕлĕк пек çеç çырăнса юлнă. Вăрçăран пĕчĕк хуран, чĕн пиçиххи, кашăк, юрă кĕнеки илсе килнĕччĕ. Вăл юрланине итлеме кăмăллатчĕ, балалайка калатчĕ. 87 çулччен пурăнчĕ.

— Çемье çавăрсан, аспирантурăна куçăн майпа вĕренме кĕрсен салтака кайнă эсир — хăтăлса юлма ирĕк пулнă-çке.

— Вăрçă ветеранĕн çемйинче воспитани илнĕрен çартан пăрăнас шухăш нихăçан та пулман. Минскри наука конференцине вĕçнĕччĕ. Тухса калаçнă хыççăн университета шăнкăравларăм, кафедрăра ман ятпа килнĕ повестка выртнине пĕлтерчĕç. Çар комиссариатне аспирантурăра пĕлÿ илни пирки справка кăна кайса памаллаччĕ. Апла пулин те салтак аттине тăхăнмах шухăшларăм. Медтĕрĕслев тухнă чухне тата комисси председателĕ чăваш пулчĕ, юлма май пуррине систерчĕ — килĕшмерĕм. Çар арçынна хăйне шанма хăнăхтарать. Çар кафедри пулман та — мана рядовой званийĕпе илнĕччĕ. Çулталăк çурăра лейтенанта çитме пултарни, çар ертÿлĕхĕнчен 46 хутчен тава тивĕçни, икĕ хутчен отпуска кайма ирĕк илни хама та хавхалантарнăччĕ. Унсăр пуçне отделени командирĕн тивĕçĕсене пурнăçланă май эпĕ вĕрентнисем пурте, 12 салтак, службăна Афганистанра тăсма хирĕç маррине пĕлтерчĕç — вĕсене никам та ÿкĕтлемен, хăйсен кăмăлĕ çапла пулчĕ. Телее, пĕри те унти вăрçа лекмерĕ. Вăл вăхăтра та патриот йышлăччĕ, халĕ те студентсемпе ĕçленĕ май Тăван çĕршыва юратакан нумаййине курса тăратăп.

— Ленинградра сирĕн иккĕмĕш ывăл çуралнă, ĕç пулнă. Тăван ене килме йыхравласан пĕрех килĕшнĕ эсир.

— Тĕллевлĕ вĕрентĕм эпĕ, апла пулин те мана Питĕртех хăварасшăнччĕ. Анчах Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ Петр Сидоров хамăрăн аслă шкулта журналистика специализацине аталантарма чĕнчĕ, çулталăк çурăран хваттер илмешкĕн пулăшма шантарчĕ. Çапла вара 1987 çулта чăматансене пуçтарса çемйипех Шупашкара вĕçсе килтĕмĕр. Тĕрĕссипе, аттепе анне те эпир тăван ене таврăннăшăн савăнчĕç — вĕсем мана аякри хулара хăварасшăн марччĕ.

Елена ЛУКИНА.

 


Вĕрентекене йытă ертсе çрет

Шупашкарти Пакко ятлă нимĕç овчарки пĕрре пăхсан ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть: хуçи хушнине итлет, уçăлса çÿреме юратать. Тепĕр енчен вара вăл питĕ яваплă ĕç пурнăçлать: куçĕ пачах курман сусăра ертсе çÿрет. Истори вĕрентекен Игорь Андреевпа пĕрле унăн ĕç вырăнне, лавккана, больницăна, ытти çĕре çитет.

Хуçине чăрмавсем пирки систерет

«Пакко — манăн пиллĕкмĕш йытă. Тăватă ураллă туссен пулăшăвĕпе 1983 çултанпа усă куратăп», — терĕ Игорь Андреев. Чĕр чунсене ăна Купавнăри ертсе çÿрекен йытăсен шкулĕнчен панă. Çак шкул — Суккăрсен Пĕтĕм Раççейри Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕллĕ обществин вĕренÿ учрежденийĕ, ăна 1960 çулта йĕркеленĕ. Унта йытăсене куçĕ курман сусăрсене ертсе çÿреме вĕрентеççĕ, ытларах — лабрадорсене, овчаркăсене. Тĕрлĕ хушăва пурнăçлама, чăрмавсем патне çитсен чарăнса тăма хăнăхтараççĕ вĕсене. Йытта илме черет çитсен куçĕ курман сусăр асăннă шкула каять. «Йытăпа унăн пулас хуçине пĕрпĕрне хăнăхма икĕ эрне параççĕ. Çак хушăра çынна чĕр чунпа мĕнле ĕçлемеллине, ăна епле пăхмаллине, ветеринари вăрттăнлăхĕсене вĕрентеççĕ. Йытăсене яланхи хушусем пама хăнăхтараççĕ, вĕсемпе ятарлă маршрутсемпе çÿреççĕ. Икĕ эрнерен хуçи те, ăна ертсе çÿрекен тăватă ураллă тус та экзамен параççĕ. Шупашкара килсен эпĕ йытăсене хамăн яланхи маршрутсене хăнăхтаратăп. Паллах, малтанхи кунсенче пирĕнпе юнашар куçĕ куракан çын утать, вăл йытта йăлтах кăтартать. Тĕпрен илсен, 2-3 маршрутпа çÿретĕп: ĕçе, унтан киле, хам пурăнакан çурт çумĕнчи лавккасене, больницăна, Кăнтăр поселокĕнчи Лев Толстой ячĕллĕ ятарлă библиотекăна. Урăх çĕре кайсан мĕн те пулин уçăмлатмалла тăк иртен-çÿренрен ыйтатăп. Çапах хулана эпĕ хам та япăх мар пĕлетĕп, мĕншĕн тесен 1991 çулччен куç курнă манăн», — калаçăва тăсрĕ Игорь Викторович.

Хăй каланă тăрăх, унăн куç чирĕ /глаукома/ çуралнă чухнех пулнă, анчах ăна тухтăрсем вăхăтра асăрхаман. Куç нервĕн тата шăрçин атрофийĕ аталаннă, юлашкинчен куç шăрçи татăлса кайнă, сетчатка сиенленнĕ. Тепĕр куçне операци тусан та çăлса хăварма май килмен. Çапла арçын 29-та суккăрланнă. Халĕ вăл пачах курмасть, çавăнпа ăна йытă питĕ кирлĕ.

«Манăн йытăсем пурте аçа. Хам çапла ыйтатăп. Вĕсем çÿллĕрех, çавăнпа меллĕрех. Сусăра ертсе çÿрекен йытă яланах хуçин сулахай ури çумĕнче пырать. Вăл чĕркуççирен лутрарах пулсан кансĕр, куçĕ курманскер çаврăнса ÿкме пултарать. Çул çинче чăрмав пулсан, тĕслĕхрен, пĕр-пĕр шăтăк е картлашка, йытă ун умĕнче чарăнса тăрать, хуçине малалла иртме памасть. Суккăр çын аллинчи туйипе тĕккелесе çак чăрмав мĕн пулнине пĕлме тăрăшать. Тен, çĕре чавнă та хупламан /ун пекки çулла тăтăшах тĕл пулать/, тен, картлашка? Çÿлте йывăç турачĕсем кансĕрлеме пултараççĕ е пĕр-пĕр вĕрен карса хунă вырăнсем тĕл пулаççĕ. Çул урлă каçнă чухне чăрмав асăрхасан та йытă чарăнса тăрать. Анчах вăл та, эпĕ те светофор тĕсĕсене курмастпăр. Çавăнпа хам пĕлекен вырăнсенче çеç çул урлă каçма тăрăшатпăр. Çывăхри пĕчĕк лавккасене Паккопа пĕр чăрмавсăр кĕрсе тухатăп. Супермаркетсене вара пĕчченех кĕретĕп: вĕсенче нумай чухне куçĕ куракан çынсене те утса çÿреме кансĕр. Ун пек çĕрте эпĕ хама мĕн кирлине кассиртан ыйтатăп», — лару-тăрупа паллаштарчĕ Игорь Викторович.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

 


Йĕппе чикнине те туймасть

Ăнăçсăр самант пурнăçа мĕн тери улăштарма пултарать. Çавăнпах чăвашсем ÿкессе пĕлнĕ пулсан тÿшек сарăттăм теççĕ… Кам пĕлет, тен, шăпа хăшне-пĕрне юриех йывăр тĕрĕслевсем ярса парать?

Пуç усман

Çĕрпÿ каччи Женя Александров та япăххи пирки шухăшламан паллах. Спортпа туслă яш ăмăртусенче диплом хыççăн диплом, чылай медаль çĕнсе илнĕ, ташă искусствинче те çитĕнĕвĕсем самай пысăк пулнă. "ТНТ" телеканалти "Танцы" кăларăмăн Хусанта иртнĕ кастингĕсене икĕ хутчен хутшăннă. Шăпах çав ташша пула инкеке çакланнă вăл. Пĕррехинче, пиччĕшĕпе батут центрĕнче кăткăс хăнăхтарусем пурнăçланă вăхăтра, мелсĕр ÿксе суранланнă, çурăм шăммине амантнă. Çав самантрах кĕлеткине туйми пулнă, алли-ури вуçех ĕçлеме пăрахнă.

Тăватă сехете яхăн пынă ун чухне операци, анчах нуша кунпа та вĕçленмен. Хирург çĕççи айĕнче тата темиçе хут выртма тивнĕ каччăн. Тухтăрсем ырра питех шанма кирлĕ маррине те уççăнах каланă, çакнашкал суранпа чĕрĕ юлакан питĕ сахал имĕш. Анчах Женьăн амăшĕ Эльвира Анатольевна пĕрех алă усман. «Мĕне ĕненетĕн, çавă пурнăçланать», — теççĕ мар-и-ха? Хăш чухне инкеке лекнисене шăпах çакăн пек ĕненÿ çăлать те. Йĕркеллĕ пурнăçа таврăнас тесен Женьăн та нумай хăнăхтару пурнăçлама тивет. Реабилитацие килте хăй тĕллĕн тухма çук, ятарлă тренажерсем кирлĕ.

Реабилитаци центрĕнче

— Халĕ ывăлăм Мускав облаçĕнче, «Три сестры» реабилитаци центрĕнче сипленет, — каласа кăтартрĕ Эльвира Анатольевна. — Сиплев курсĕ 21 куна тăсăлать. Уншăн тÿлеме пире «Живой» ыр кăмăллăх фончĕ пулăшрĕ.

Ку таранччен амăшĕ Женьăран ниçта та пăрăнман, хальхинче вара ывăлĕ реабилитаци центрĕнче пĕчченех юлнă, çумра çывăх çын пулмасан та пурăнма пултарнине ĕнентерес тенĕ. Тепĕр тесен, унта ĕçлекенсем ывăлĕшĕн чунтанах тăрăшнине Эльвира Анатольевна центрта 4 кунра хăй курса ĕненнĕ. Унта психологсем те ĕçлеççĕ.

Хăнăхтарусем тутарма пуçличчен сиплекен тухтăр, физиотерапевт тата ытти специалист пĕрле пуçтарăнса канашланă, каччăн амăшĕн шухăшне шута илсе мĕнле тĕллев патне çитсе тухма палăртнине тÿрех ăнлантарнă. Чи малтанхи ыйту — Женьăна пĕр вырăнтан теприне куçса ларма хăнăхтарасси. Ку тĕллеве пурнăçлама вĕсем çак хусканăва тунă çĕрте кирлĕ мышцăсене ĕçлеттересшĕн. Урăхла каласан, кÿмерен вырăн çине хăй тĕллĕн куçса ларма хăнăхтарасшăн. Тепĕр ыйту — алă пусасси. Ку çеç те мар — пĕчĕккĕн çырма та пуçлаттарасшăн. Виççĕмĕш самант — хăй тĕллĕн тумланма хăнăхтарасси. Çапла, пĕтĕмпех çĕнĕрен вĕренмелле халĕ унăн.

Телее, 10-15 кунран хăнăхтарусен витĕмĕ палăрма тытăннă. Женя савăнăçне амăшĕпе пайлама ăна хăй мĕнле куçса ларнине, тăхăннине сăнлакан видеосем ярса панă.

— Вăл унччен те хăех тăхăнма хăтланатчĕ, анчах ăна çав вăхăтра тытса тăмаллаччĕ. Халĕ вара: «Эпĕ хамах», — тет те хăй тĕллĕн тумланма тăрăшать, — савăнăçне палăртрĕ Эльвира Анатольевна.

Унсăр пуçне Женя халĕ столовăйра та мĕн çиессине хăех суйласа калать, ятарлă кашăкпа çиет. Пĕр вăхăт вăл апат анманнипе аптăранă, сăлтавĕ эмелсемпе çыхăннине пĕлсен вĕсене ĕçме чарăннă та лайăх çиме пуçланă.

Специалистсем тăрăшнин усси пуррине кура реабилитацин иккĕмĕш курсне те çÿресшĕн каччă. Нихăçан та пуç усманскер, спортсмен чăтăмлăхне çухатманскер сывлăхне лайăхлатассишĕн мĕн пур вăйран тăрăшать.

Ывăлĕшĕн хваттер улăштарнă

— Тепĕр фонда та пулăшу ыйтса çыртăмăр, — пĕлтерчĕ Эльвира Анатольевна. — Анчах пирĕн заявка хальлĕхе черетре кăна-ха, ăна хăçан пăхса тухасси паллă мар. Ырă хыпар пулсанах систерме шантарчĕç. Хальлĕхе хурав кĕтетпĕр, тÿрех 2-мĕш курса юлсан аванччĕ. Унта чирлисене лайăх сиплеççĕ. Килте эпĕ хам енчен май пур таран тăрăшатăп. Пурăнмалли условисене те лайăхлатрăмăр. Иккĕмĕш хутран пĕрремĕшне куçрăмăр — хваттер улăштартăмăр. Пÿлĕмрен пÿлĕме иртмелли вырăнсене сарлакалатрăмăр. Çакна пĕтĕмпех Женьăна хваттерте куçса çÿреме çăмăлрах пултăр тесе турăмăр.

Хăнăхтарусем тунă чухне Женя амăшне асăрхануллăрах пулма ыйтать, вăл мĕн те пулин амантасран хăрать. Реабилитаци центрĕнчи физиотерапевта вара шанать, нимĕн те каламасть — вăл тухтăр-çке, йăнăшма пултараймастех. Константин хăнăхтарусем мĕнле майпа пулăшассине тĕплĕн ăнлантарать, çакна ăнланни те сывалас енĕпе çитĕнÿ тума пулăшать иккен.

Халĕ Женьăн вырăн çинче хăй тĕллĕн çаврăнма хăнăхмалла. Ывăлне пĕр каçра виçĕ хутчен çавăрни пирки каларĕ амăшĕ. Çакна хăй тĕллĕн пурнăçлама хăнăхсан вара каччă лăпкăнрах çывăрма пултарĕ. Унччен физиотерапевтпа тăрăшса ĕçлемелле.

Лариса ПЕТРОВА.

www.hypar.ru

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.