Хыпар 134 (28310) № 03.12.2024
Çулталăк вĕçĕнче те пысăк ĕç нумай
«Çулталăкăн юлашки уйăхне кĕтĕмĕр — ăна умри пысăк ĕçсемпе пуçлатпăр», — çапла каласа уçрĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăва.
Ĕçсен пысăк пĕлтерĕшне сăлтавлакан самантсене уçăмлатнă май Олег Николаев чи малтанах республика бюджетне йышăннине палăртрĕ — «çитес çулхи тĕллевсемпе ĕçлеме пуçлама та май пур». Тепĕр самант — наци проекчĕсем вĕçленесси, çитес çултан çĕннисемпе ĕçлеме пуçласси. Çав вăхăтрах вăл çитес çул ансат пулмасси çинчен те чарăнса тăчĕ. Анчах, иккĕленмест Олег Алексеевич, «пĕтĕмпех тӳрре кăларăпăр» — кăçалхи ĕç кăтартăвĕсем çапла калама май параççĕ. Республика Пуçлăхĕн пресс-служба тата протокол управленийĕн пуçлăхĕ Юлия Стройкова ку эрне валли палăртнă мероприятисемпе паллаштарчĕ. Календарьти паллă кунсемсĕр пуçне çак эрне тĕслĕх библиотекăсем, ФАПсем, юсав хыççăн Лобачевский музейĕ уçăлнипе те асра юлĕ. ФАПсем тенĕрен, Олег Николаев аса илтернĕ тăрăх, вĕсенчен иккĕшĕ, Çĕрпӳ районĕнчисем, кăçал Владимир Путин Президент Чăваш Енре пулнă хыççăн панă хушупа килĕшӳллĕн çĕкленисем — «Çĕрпӳсем куншăн питĕ савăнĕç». Патшалăх тата муниципалитетсен нушисем валли таварсем тата пулăшу ĕçĕсем сутăн илес ĕçĕн кăçалхи кăтартăвĕсене Конкурентлă политика тата тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертӳçи Сергей Егоров пĕтĕмлетрĕ. Кăçал асăннă тĕллевсемпе таварсемпе пулăшу ĕçĕсем туянма 54 миллиард тенкĕ уйăрнă — ку иртнĕ çулхинчен 28% пысăкрах. Патшалăх тата муниципалитетсем валли кирлин 87% конкурентлă процедурăсем йĕркелесе туяннă. Анчах уйăрнă укçапа усă курмалли контрактсене тăвасси 77,5% шайĕнче кăна-ха. Ку енĕпе Промышленноç, Спорт, Сывлăх сыхлавĕн, Строительство министерствисене сăмах тиврĕ. Муниципалитетсене илес тĕк — Вăрмар, Вăрнар, Çĕрпӳ округĕсем тĕлĕшпе ӳпкев пулчĕ, вĕсенче хайхи процентсем ыттисенчен пĕчĕкрех. Ку ĕçе укçа виçипе хаклас тăк — Шупашкар хулипе округĕнче, Çĕнĕ Шупашкарта контрактламалли виçесем пысăк. Конкурентлă процедурăсен тухăçлăхĕ 2,7 миллиард тенкĕпе танлашнă — çак укçа, Сергей Федорович палăртнă тăрăх, резерв фондне, бюджет шучĕпе тӳрре кăлармалли ытти ĕç валли кайĕ. Муниципалитетсене таварсемпе, пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтермелли конкурссене кăçал 40 пин организаци хутшăннă — конкуренцие тивĕçтернĕ темелле. Вĕсен 75% хамăр патри организацисем пулни пушшех кăмăллă. Çӳлерех асăннă укçа виçин пысăк пайĕ — 23,5 миллиард тенкĕ — предпринимательсен тӳпи, эппин, патшалăх тата муниципалитетсем валли кирлине сутăн илессипе çыхăннă ĕç пĕчĕк тата вăтам бизнесшăн та аталану никĕсĕсенчен пĕри пулса тăрать. Калаçăва пĕрремĕш вице-премьер — финанс министрĕ Михаил Ноздряков та хутшăнчĕ. Вăл çитес çул пуçламăшĕнче пĕчĕк хаклăх таварсемпе пулăшу ĕçĕсене сутăн илмелли çĕнĕ ресурс ĕçлесе каясси çинчен пĕлтерчĕ — ку нумай ĕçе васкатма май парĕ. Федераци бюджетĕнчен уйăракан укçана контрактацилессине хăвăртлатмалли çинчен асăрхаттарнă май Мускавран укçа килесси вĕçленменнине палăртрĕ. Эппин, çулталăкăн юлашки уйăхне кĕнĕ май укçапа усă курас тĕлĕшпе халь уйрăмах тимлĕ пулмалла. Çав шутра — перекетленекен укçа тĕлĕшпе. Усă курмастпăр пулсан ăна тавăрса парас ыйтусемпе ĕçлемелле — миллионсем çакăнса ан тăччăр. Федерацин çитес çулхи бюджетне йышăннă май Чăваш Ен илмелли укçапа çыхăннă самантсене уçăмлатассине те вăраха ямалла мар. Ку тема çинче Олег Николаев та уйрăммăн чарăнса тăчĕ — республика бюджечĕн укçи перекетленекен тĕслĕхсенче унпа урăх тĕллевсемпе усă курассине çулталăк вĕçлениччен кĕтмесĕрех татса памалли пирки каларĕ. Çийĕнчен вăл патшалăх тата муниципалитетсен нушисем валли таварсемпе пулăшу ĕçĕсем туянмалли конкурентлă процедурăсем тĕлĕшпе тĕрĕслев йĕркелеме сĕнчĕ. Тариф политикин ку ĕçе çĕнĕ çултан пуçăнмалла. Олег Алексеевич аукционсем кăтарту кӳмен тĕслĕх нумаййине аса илтерчĕ — хăш-пĕр чухне «виçĕ хут та ирттертĕмĕр — ăнăçу пулмарĕ» текенсем те пур. Аукцион мĕншĕн иртмен, ăна йĕркеленĕ чухне пурнăçлайми условисене палăртман-и? Çак тата ытти саманта конкурентлă процедурăсене йĕркеленĕ чухнех тĕрĕслемелле. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
«Пĕрле нумай йывăрлăха парăнтарма пултарăпăр»
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев чӳк уйăхĕн 28-мĕшĕнче черетлĕ хут «тӳрĕ лини» ирттерчĕ.
— Çынсем çĕклекен ыйтусем — нумай çул пухăнса пынăскерсем. Электросетьсене пăхса тăрассишĕн яваплă организацисен ĕçхĕлне модернизацилес тĕлĕшпе ĕçлеме пуçланă. Çавна май лару-тăру лайăх енне улшăнас шанăç пур. Паян регионта энергипе тивĕçтерес тытăмра сиксе тухакан çивĕч лару-тăрăва хăвăрт сирме тăрăшаççĕ. Çуртйĕр хуçалăхĕнчи пулăшу ĕçĕсене лайăхлатас тата территорисене хăтлăх кĕртес енĕпе те пысăк ĕçсем пурнăçланаççĕ. Çĕршывра коммуналлă тытăма çĕнетмелли программа хута янă. Тĕллевсене палăртнă чухне кашни муниципалитет пĕрлешĕвĕн йывăрлăхĕсене шута илнĕ. Çапла майпа çĕршыв Президенчĕ халăх пурнăçĕн пахалăхне лайăхлатма лартнă тĕллевсене пурнăçа кĕртсе пыратпăр, — терĕ Олег Николаев ЦУР ертӳçи Татьяна Немцева урамсене çутăпа тивĕçтерес енĕпе малашне мĕнле ĕçсем тума палăртни пирки ыйтнине уçăмлатса. Шупашкарти Магницкий урамĕнче пурăнакан хĕрарăм, хăйĕнпе Фаина тесе паллаштарнăскер, урамри çулсемпе çӳреме хăрани пирки шăнкăравласа пĕлтерчĕ. Олег Николаев ыйтăва çитес вăхăтра хурав парассине каларĕ: «Вырăна тухса пăхатпăр. Унта тротуар тумалла е урăхла мелпе çула йĕркене кĕртмелле — татса парăпăр». Улатăрта ача çуратмалли çурт мĕншĕн çук? Шупашкарта метрополитен пулĕ-и? Чăваш Ене Чулхулапа çыхăнтаракан кĕпер тума май çук-ши? Олег Николаев ку ыйтусене те тĕплĕ хуравларĕ: «Хальхи вăхăтра Улатăрти ача çуратмалли çуртра юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Мĕншĕн кашни район центрĕнче ача çуратмалли çурт çук-ха? Мĕншĕн тесен пациент сахал. Кăткăс технологисемпе тата лайăх специалистсемпе тивĕçтерес пулсан кашни районта пĕрер çурт уçма май килмест. Хальхи вăхăтра телемедицинăпа усă курса паха медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерме пулать. Метрополитена пĕр миллион çынлă хуласенче çеç тăваççĕ. Шупашкарта пурăнакансен шучĕ ку хисепе халех çитмĕ-ха. Çывăх вăхатра кĕпер хывма та майсем çук. Ку об±ект строительстви питĕ хаклă. Тата ун урлă çӳрекен машина та нумай мар». Куславкка округĕнчи Курăчкин ялĕнче пурăнакансене тăваттăмĕш уйăх ĕнтĕ шывпа тивĕçтереймеççĕ. Олег Николаев унти ларутăру пирки пĕлнине палăртрĕ. Строительство ĕçĕсем раштав уйăхĕн 22-мĕшĕнче вĕçленмелле. «Ял çыннисене шыв башнисенчен шывпа тивĕçтересси — чи кăткăс ыйтусенчен пĕри. Çак çулсенче 600 ытла башньăна çĕнетрĕмĕр», — пĕлтерчĕ республика ертӳçи. «Тӳрĕ лини» вăхăтĕнче колл-центр ĕçлерĕ. Унта килекен ыйтусене Снежана Тимофеева йышăнчĕ. «Пирĕн тăрăхри кĕтӳ çӳрекен çĕрсене сутма тытăннă. Плотинăна туянаççĕ текен сăмах та сарăлчĕ. Прокуратурăна кун пирки пĕлтернĕ ĕнтĕ. Тен, эсир пулăшаятăр?» — Муркаш округĕнчи Катькас çыннисем колл-центра çакăн пек ыйтупа шăнкăравларĕç. Ку ыйту Олег Николаева тĕлĕнтерчĕ. «Плотинăна тата ун çывăхĕнчи çĕрсене мĕнле майпа сутма пулать? Ку ыйтăва тĕпчĕпĕр, сире пĕлтерĕпĕр», — шантарчĕ Олег Алексеевич. Юлашки çулсенче республикăра шкулсен строительстви вăйлă аталанчĕ. Хальхи вăхăтра пĕлӳ çурчĕсене тăвас ĕç мĕнле шайра? «Шупашкарти «Университет» микрорайонти шкула туса пĕтернĕ. Çулталăк вĕçлениччен вăл ачасене йышăнĕ. «Сад» микрорайонта пуçламăш класс ачисем çитес вăхăтра вĕренме пуçлĕç. Çĕнĕ Шупашкарти, Шупашкарти «Хĕвеллĕ» микрорайонти, Кӳкеçри шкулсем 90 процент хатĕр. Çĕрпӳ округĕнчи Чурачăкри тата Канаш округĕнчи Янкăлч ялĕсенчи шкулсене кăçал уçнă. Вăрнарти тата Улатăр округĕнчи Чуварлейри шкулсем — контрактаци тапхăрĕнче. Комсомольскинчи шкул строительствине пуçланă. Çитес çулсенче Çĕнĕ хулара тата «Акварель» микрорайонта та шкулсем пулĕç», — пĕлтерчĕ Олег Николаев. Черетлĕ ыйту республикăри нумай çынна пăшăрхантарать ахăртнех. Çемьесене çурт е хваттер туянма пулăшакан программăсем пур-и? Олег Николаев Чăваш Ен пек 5 тата ытларах ачаллă çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтерекен регион сахаллине пĕлтерчĕ. «Эпир 8, 6 ачаллă çемьесене хваттер парса пĕтертĕмĕр. 414 тăлăха пурăнмалли лаптăкпа тивĕçтернĕ. Ку ушкăнрисен черечĕ кĕскелсе пырать. Çавăн пекех «Çемье ипотеки», «Ял ипотеки» программăсем ĕçлеççĕ. Вĕсем — çемьесемшĕн пысăк пулăшу. Пирĕн тĕллев — çак мерăсене малашне те упраса хăварасси», — терĕ вăл. «Тӳрĕ лини» вăхăтĕнче Çĕнĕ Шупашкарти шкулти инкек пирки те аса илчĕç. Çакăн хыççăн ачасен апатланăвне йĕркеленине тĕрĕслес тĕлĕшпе мĕнле йышăнусем тунă? Олег Николаев юлашки çулсенче кун евĕрлĕ пăтăрмахсенчен асăрханас тĕллевпе нумай ĕç пурнăçланине палăртрĕ. Анчах хăшпĕр çынсем хăйсен сывлăхне тимлĕх уйăрманран инкексем сиксе тухаççĕ. «Икĕ ĕçчен чирленĕрен ачасене норовирус ернĕ. Ларутăрăва икĕ кун вĕри шыв пулманни те кăткăслатнă. Пĕтĕмлетӳсем тунă. Анчах тĕпчевсем вĕçленмен-ха. Право хуралĕн органĕсен пĕтĕмлетĕвне кĕтетпĕр», — терĕ республика ертӳçи. Республикăра чрезвычайлă лару-тăрура хӳтлĕх тупмалли вырăнсем пур-и? «Пур», — çирĕплетрĕ Олег Николаев. Пĕтĕмпе 140 яхăн об±ект шутланать. Вĕсене пурне те шута илнĕ. Хăшне-пĕрне юсамалла. Ку ĕçе çитес вăхăтра тумалла. Ялсенчен çӳп-çапа вăхăтра тиесе кайман тĕслĕх сахал мар. Коммуналлă службăсен ĕçне лайăхлатас тĕлĕшпе мĕн тăваççĕ? Олег Николаев республикăра çӳп-çапа уйăрса тирпейлекен виçĕ станци тума палăртнине пĕлтерчĕ. Тĕллев – çӳп-çапа тĕппипе тирпейлесси. Хальлĕхе ку ĕç 80 процент кăна пурнăçланать. Галина Васильевнăна Шупашкарти Çĕнĕ сала автостанцийĕ Ращана куçни пăшăрхантарать. «Унта транспорт кĕтсе тăракансем валли условисем çук», — терĕ вăл тӳрĕ эфира шăнкăравласа çитсен. «Тĕрĕсех калатăр, — терĕ Олег Николаев. — «Чăвашавтотранс» предприяти панкрута тухсан пĕтĕм инфратытăм арканчĕ. Халĕ пĕтĕмпех çĕнĕрен хатĕрлеме тивет. Пирĕн тĕллев — чи малтанах Шупашкарти тата Çĕнĕ Шупашкарти ыйтусене татса парасси, транспорт инфратытăмĕн паспортне хатĕрлерĕмĕр. Патшалăх пулăшăвĕпе усă кураятпăр. Малтан ун пек майсем пулман. Çĕнĕ нумай автобус туянтăмăр. Çитес çултан пуçласа муниципалитетсен ыйтăвĕсемпе те ĕçлĕпĕр. Планра — пĕрлехи транспорт инфратытăмне йĕркелесси. Унта эсир каланисем те кĕреççĕ. Пĕтĕм хăтлăхпа тивĕçтерме майсем пулĕç». <...>
Валентина БАГАДЕРОВА.
♦ ♦ ♦
Çерçи-кăвакарчăншăн тунсăхлани
Темиçе çул ĕнтĕ хулара çерçисем курăнми пулчĕç — хĕлле те, çулла та çук. Кăвакарчăнĕсем те таçта кайса кĕчĕç. Кураксем карлатни çуркуннесенче илтĕнкелетчĕ, кайран вĕсем те куçран çĕтрĕç...
Асанне калани аса килчĕ: «Шăна пĕтсен сывлăш йӳçет». Юнĕçен ӳприсем курăнми пулни лайăх-ха, анчах шăнисем юлнă-ши? А-а-а, чӳрече çинче сĕрлени илтĕнкелет тепĕр чухне. Пыл хурчĕсем те вĕçкелесе пырса лараççĕ чӳрече ани çине. Нумай хутлă çурт çумĕнче çăка йывăççисем ӳсеççĕ те — çавăнта пуçтарăнаççĕ пулинех. Анчах ку çу кунĕсенче сăвăссем асса кайрĕç. Çакă питех хăратать вара. Чӳрече кантăкĕ çумне лартнă вĕтĕ-вĕтĕ сетка витĕр те кĕме пуçларĕç! Вĕттисем чакаланса кĕреççĕ те чӳрече ани çине ӳкеççĕ. Çын шыраççĕ, юн ĕçесшĕн. Сăвăссем çӳлтен аялалла çеç патлатса ӳкме пултараççĕ теççĕ интернетра, анчах чи пĕчĕккисем улттăмĕш хута çитиех вĕçсе хăпарма пултараççĕ авă! Тĕлĕнмелле… Малашне мĕн пулĕ? Эпĕ вара çаплах çерçисемшĕн тунсăхлатăп. Ăçта та пулин пĕр çерçи курасчĕ… Пĕр виçĕ çул çапла хулара çерçи курмасăр пурăнтăм. Çынсемпе калаçатăп та, «вĕсем яла кайнă, кунта çимелли те, çулла курăк ăшне пытанса йăва тума та çук» теççĕ. Курăксене хайхи сăвăссем ан алхасчăр тесе шакла касса яраççĕ иккен. Лешсем вара пĕрмай касса тăнăран çу варринчех типсе-хăрса лараççĕ. Кайăксене ни пытанмалăх, ни йăва тумалăх, ни вăрă тупса çимелĕх юлмасть. Сăвăсĕсем вара пĕрех ĕрчеççĕ — асса кайсах. Кăçал сасартăк çуркунне çерçисене куртăм. Шăпах хамăр пурăнакан çурт патне çитеспе — лутрарах пĕр тĕме сырса илнĕ те чĕвĕлтетеççĕ çеç! Ахаль чухне пит сумлă кайăках мар тесе çерçи çине çаврăнса та пăхмастпăр темелле. Еплерех савăнса кайрăм хайхисене курсан! Вĕсем чимлетнине темччен савăнса пăхса тăтăм… Унтан сасартăк тăна кĕтĕм темелле. «Чим! Ан тарăр-ха, эпĕ сирĕн валли çиччас çăкăр илсе тухатăп», — терĕм те, пӳрте чупрăм. Пысăк хура çăкăр чĕлли илсе тухса тĕпретсе патăм хайхисене: «Çийĕр! Çийĕр! Пăрахса ан кайăр пире…» Темиçе кунран мăшăр кăвакарчăн кăвиклетсе кăлтăр-кăлтăр çаврăннине куртăм. Ах, чăн пурнăçпа пурăннă пекех туйăнса кайрĕ… Мĕн каласан та кайăксемсĕр пурнăç илемсĕр. Унтан вара манăн чӳрече айĕнче ӳсекен çăкасем çине курак ушкăнĕ йăва çавăрчĕ. Ну, тӳс кăна халь! Çулла тул çутăлсанах кантăк кисренмелле сасăпа пĕтĕм таврана вăратса хура кураксем ка-а-ар! ка-а-аррр! кăшкăрса яраççĕ те чалтах сиксе тăрса ларатăн. Унтан вĕсем чĕпписене кăларчĕç, юрата-юрата хурт-кăпшанкă çитерчĕç. Чĕпписем ӳсрĕç те кăштах — вĕçмешкĕн вĕрентме пуçларĕç: вăрçаççĕ, чакăлтатаççĕ, вĕçе-вĕçе кăтартаççĕ. Пирĕн кантăк умĕнчи ачапăча вылямалли лаптăк — аэродром пек. Кураксем унта чĕпписене пĕр вĕçĕм вĕçме вĕрентеççĕ. Ясли те турĕç, пĕрикĕ ватă куракĕ пĕчĕккисене пăхать, хӳтĕлет, ыттисем апат шырама /ĕçлеме ĕнтĕ/ вĕçсе каяççĕ. <...>
Людмила САЧКОВА.
♦ ♦ ♦
Бюджет çĕнĕ нацпроектсемпе никĕсленет
Эрнекун Патшалăх Канашĕн черетлĕ 30-мĕш сессийĕ малалла ĕçлерĕ. Депутатсем вунă саккун проектне тишкерчĕç. Сессин пĕрремĕш тапхăрĕнчи пекех — ку хутĕнче те кун йĕркинче республикăн çитес виçĕ çуллăх бюджечĕ çинчен калакан саккунĕн проекчĕ тĕп вырăнта пулчĕ. Эрне каялла ăна пĕрремĕш вулавпа сӳтсе явнăччĕ, халь иккĕмĕш вулавпа ырларĕç.
Социаллă тăкаксем тĕп вырăнта Ларăва уçнă май парламент спикерĕ Леонид Черкесов регионăн тĕп финас докуменчĕпе тимлĕ ĕçленĕшĕн пурне те тав турĕ. «Бюджет шайлашуллă, экономикăна аталантарассине, социаллă гарантисене пурнăçлассине тивĕçтерет», — терĕ вăл. Пĕрремĕш вице-премьер — финанс министрĕ Михаил Ноздряков çитес çул социаллă пурнăçпа культура сфери валли 62,4 миллиард тенкĕ ярассине пĕлтерчĕ. Çакă 2024 çул валли малтан çирĕплетнинчен 9,1% нумайрах. Çав шутра вĕрентӳ, социаллă пурнăç, сывлăх сыхлавĕн тăкакĕсем чи пысăккисем пулĕç. Михаил Геннадьевич республика экономики кал-кал ĕçленине палăртнă май наци тĕллевĕсене тӳрре кăлармалли никĕс çирĕппи çинчен каларĕ. Çав никĕс иртнĕ тапхăрти пысăк ĕçпе хăватлă: республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн уйрăм программине ăнăçлă пурнăçлани, СПИК 2.0 проекчĕсене тӳрре кăларни, Канашри хăвăрт аталану территорине ĕçе кĕртни, ытти… Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе, ял хуçалăхне патшалăх енчен пулăшнин тухăçлăхĕ пысăк. АПК тенĕрен, нумаях пулмасть аграрисене ял хуçалăх техники туянма пулăшмашкăн тата çур миллиард тенке яхăн уйăрмалли йышăну тунă. Çак пулăшу çитес çул та сыхланса юлĕ. Асăннă программăпа ял хуçалăхĕ темиçе çулта 4 пин ытла единица техника туяннă. Çавна май республика паян кашни 100 гектар пуçне тивекен лаша вăйĕсен шучĕпе Раççейри, Атăлçи оругĕнчи вăтам кăтартусенчен те ирттерет. Наци проекчĕсене пурнăçлама Чăваш Ен çитес виçĕ çулта 50 миллиард тенке яхăн илĕ. Саккунра регионăн 10 нацпроект тытăмне кĕрекен 34 проектне пурнăçлассине шута илнĕ. Вĕсем валли 2025 çулта 13,6 миллиард тенкĕ уйăрĕç. «Çемье» наци проекчĕн шучĕпе республика виçĕ çулта 6,3 миллиард тенкĕ илĕ, çынсен пурнăçĕн вăтам тăршшĕне 2030 çул тĕлне 78 çула çитерме палăртакан «Вăрăм тата хастар пурнăç» нацпроект валли — 2,1 миллиард. Çапах чи пысăк тăкаксем «Пурнăç инфратытăмĕ» нацпроектпа пулĕç — 23,1 миллиард тенкĕ. Депутатсем министра сессин пĕрремĕш тапхăрĕнче те нумай ыйту панăччĕ, çавна май ку хутĕнче апла пулмасть-тĕр тенĕччĕ, анчах парламентарисем ăна трибуна умĕнчен тӳрех ямарĕç. Михаил Геннадьевич «паян эпĕ тĕп докладçă мар» теме те пăхрĕ, çапах ыйтусене хуравсăр хăвармарĕ. 110 миллион мар Игорь Молякова бюджета Шупашкар аэропорчĕн аталанăвĕ валли укçа хывни интереслентерчĕ. Михаил Ноздряков палăртнă тăрăх, ку — федераци шайĕнчи проект, çавна май ун валли регион бюджетĕнчен укçа уйăрма пăхман. Роман Алексеев республикăра нумай ачаллă çемьесен шучĕ пысăклансах пынине аса илтерчĕ — вĕсене пулăшма укçа çитĕ-и? Пĕрремĕш вице-премьер ку категорие пулăшас енĕпе республика нумай тунине палăртрĕ — çурт-йĕрпе тивĕçтернинчен тытăнса ачасем валли шкул тата спорт форми туянма укçа уйăрни таранах. Сăмах май, тумтир валли ача пуçне 12,8 пин тенкĕ параççĕ те — çак виçе кӳршĕ регионтисенчен пысăкрахмĕн. Унсăр пуçне Çĕнĕ çултан республикăн амăшĕн капиталĕ те пысăкланĕ — тӳлеве тивĕçтерме бюджетра çителĕклĕ укçа пăхса хăварнă. Палăртни вырăнлă: 2012 çултанпа Чăваш Енре республикăн амăшĕн капиталĕпе нумай ачаллă 16,4 пине яхăн çын усă курнă — пĕтĕмпе 1,4 миллиард тенкĕ ытла илнĕ. Александр Андреев влаçа хăйне юратнăшăн айăплама пăхрĕ. Коммунист пĕлнĕ тăрăх, 2023 çулта чиновниксене премисем тӳлеме пысăк укçа — 110 миллион тенкĕ — тăкакланă-мĕн. Кăçал тата çитес çул та çаплах пулĕ-и? Михаил Ноздряков патшалăх ĕçĕнчи çынсене регионшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ кăтартусене ăнăçлă пурнăçланăшăн укçан хавхалантарасси пирĕн патра кăна мар, ытти çĕрте те вăйра пулнине палăртрĕ. Анчах 110 миллион тенкĕ шайĕнчи цифрăна ăçтан тупнă? Вăл тĕрĕс мар. Пĕлтĕр çак виçе 29,9 миллион тенкĕпе танлашнă. Кăçал пысăкрах, 43 миллион ытларах, пулмалла. Çитес çул валли премисене 50 миллион тенкĕ шайĕнче пăхнă. Çак укçапа чиновниксене кварталсерен хавхалантараççĕ. Çийĕнчен вăл иртнĕ çул республика Президент указĕпе килĕшӳллĕн ĕç кăтартăвĕсемшĕн 157 миллион тенкĕ илнине аса илтерчĕ. Константин Степанов депутата иккĕмĕш вулав валли бюджета кĕртмешкĕн пĕр тӳрлетӳ те сĕнменни тĕлĕнтерчĕ — мĕнле апла? Михаил Ноздряков шучĕпе, çак ыйтăва парламентарисен чи малтан хăйсене памалла: «Ку — сирĕн кухня, мĕншĕн сĕнмерĕр?» Сергей Семенов Шупашкарта Президент хушăвĕпе килĕшӳллĕн республикăн клиника больницин çĕнĕ комплексне тума пуçлассипе кăсăкланчĕ. Михаил Геннадьевич строительство тăкакĕсене федераци бюджетне кĕртнине çирĕплетрĕ: паянхи кун федераци бюджечĕн йĕркине йышăнасси — питĕ кăткăс ĕç, çакна вăл пысăк çитĕнӳ тесе хакларĕ. Больница валли укçа уйăрассине 2026-2027 çулсен бюджетĕнче пăхнă — 500-шер миллион тенкĕ. 2028 çулта та укçа пулмалла, сăмах пĕтĕмпе 2 миллиард тенкĕ пирки пырать. Строительствăна темиçе тапхăрпа пурнăçласшăн. Укçа çăл куçĕсем пуррине кура министр ĕçсене çитес çулах пуçлама май пуррине çирĕплетрĕ. Президентăн Чăваш Енри визичĕн кăтартăвĕсем вара çывăх вăхăтра ытти об±ектра та палăрмалла. Шупашкарти Çĕнĕ хулара шкул тума пуçласси паллă — ĕçсем виçĕ çула тăсăлĕç. «Акварель» микрорайонта та çĕнĕ шкул пулмалла — ун валли кирлĕ укçана 2028-2029 çулсен бюджетĕнчен уйăрасса кĕтмелле. Тата — Шуршăлти космонавтика музейĕ. М-7 автотрассăна реконструкцилемелле, Етĕрне патĕнчи тавра çула тумалла — «ку енĕпе çине тăрса ĕçлетпĕр, лав вырăнтан çывăх вăхăтра тапранмалла». <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
«Çакă камне пĕлетĕн-и?»
Социализм Ĕçĕн Геройĕ М.Г.Долгов çуралнăранпа 120 çул çитнине Патăрьел округĕнче паллă тума пухăнсан Туçа шкулĕн директорĕ Петр Шашкин «Звезда» эртел ударницин Агафья Плешковăн сăнĕ 1937 çул хыççăн çĕршывĕпех сарăлнине палăртрĕ. Малтан ĕненес те килмерĕ.
Çавна çирĕплетме ытти çăл куçран хушма информаци шырарăм. «Фотограф тунă сăн ӳкерчĕк Совет Союзĕпех çаврăннă тăк Геннадий Мулюков хăйĕн «Ордена Ленина колхоз «Гвардеец» кĕнекинче А.Плешкова çинчен пĕр предложенире те пулин асăнса хăвармалла пулнă», — терĕм хама, унта çак йĕркесене тупрăм: «Пĕтĕм Союзри ял хуçалăх çитĕнĕвĕсен выставкин комитечĕ «Тырă» павильонра «Звезда», «Красные Тойси», «Красный Октябрь», «РОКК», С.Киров ячĕллĕ колхозсен (Патăрьел районĕ. — Авт.) çитĕнĕвĕсене пропагандăланă. Вĕсене выставкăн Хисеп кĕнекине кĕртнĕ. Павильонра çамрăк колхозницăсен Феодосия Картузовăн («Красные Тойси») тата Агафья Плешковăн («Звезда») портречĕсем çакăнса тăнă. Агафья Васильевна фотопортретне нумай тиражпа этем çӳллĕшех пичетленĕ». ЧР Наци библиотекинче 1986 çулта кун çути курнă «Совет фотографийĕн антологийĕ» кĕнекен I томĕнче (1917-1940) А.Плешковăн сăнне, çак материалпа пĕрле пичетленĕскере, тупрăм. Вăл глянец хут çинче, пысăк страницăна йышăнать, авторĕ — «Известия» хаçат фотокорреспонденчĕ Анатолий Скурихин (1900- 1990). Унпа пĕрле Патăрьел районĕнчи Анат Туçана тепĕр çын килнĕ — унăн ятшывне пĕлме май килмерĕ. Çакна çеç палăртас килет: Укахви урлă улача кĕпепе. Тĕрлĕ тĕспе пĕветнĕ çипрен тĕртнĕ пире анатри чăвашсем XIX ĕмĕрте хатĕрлеме тытăннă. Сăн ӳкерчĕк малтан пĕтĕм Союз хаçатĕнче пичетленнĕ, ун айне «Агафья Плешкова» тесех çырнă. Каярахпа сăн ӳкерчĕк айне «Тухăç. 1937» тесе палăртнă. Совет фотографийĕн çӳлте асăннă антологийĕнче те çав ятпа кăларнă. Сăн ӳкерчĕкрен тĕрлĕ калăпăшлă плакатсем çапса кăларнă, вĕсене çĕршывăн çĕр-çĕр кĕтесне çитернĕ, ял клубĕсенче, хула кантурĕсенче, çын йышлă çӳрекен урамсенче çакнă. Çапла майпа пропаганда ĕçĕнче А.Плешкова пысăк тухăçлă тырă туса илекен çамрăк хĕрарăм сăнарĕ пулса тăнă. 1950-1960 çулсенче Мускавра пулнисем Хусан чукун çул вокзалĕнче çакăнса тăнă пысăк фотоплакатра унăн сăнне курнă-тăр. Ăна М.Долгов 1943 çулта Елец хулине нимĕç фашисчĕсенчен ирĕке кăларсан парти комитечĕн пĕр пӳлĕмĕнче асăрханă, çакăн çинчен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен Анат Туçана Çĕнтерӳпе таврăнсан пĕрре çеç мар каласа кăтартнă. Хайхи пӳлĕмре çĕршыв тата Хĕрлĕ çар деятелĕсен портречĕсем те пулнă, вĕсене нимĕç оккупанчĕсем автоматран персе çĕмĕрнĕ. Укахви портретне çеç тивмен. Унăн тепĕр кӳрши И.Астраханцев та, Кемĕр хулинчи ФЗО шкулĕнче шахтера вĕреннĕскер, вырăнти музейри плакатра А.Плешкова сăнне курнă. Çулсем иртнĕçемĕн Агафья Астраханцева сăн ӳкерчĕке манăçа кăларнă. 1994 çулта Патăрьел районĕн музейĕн сотрудникĕ ăна Анат Туçара шыраса тупнă, сăнне Совет фотографийĕн антологийĕнче кăтартнă. «Çакă камне пĕлетĕн-и?» — ыйтнă унран. «Пĕлмесĕр! — хуравланă Укахви. — Эпĕ ĕнтĕ». «Апла тăк ӳкерчĕке мĕнле тунине каласа пар», — кăсăкланнă музей сотрудникĕ. «Эпир Анат Туçа хирĕнче тырă выраттăмăр, — аса илнĕ 1994 çулта фото сăнарĕ. — Унта Эрхип Баранов бригадир Мускавран килнĕ икĕ корреспондента илсе пычĕ. «Сăн тăватпăр, кама ӳкерер?» — ыйтрĕç вĕсем. Хĕрарăмсем пӳрнепе ман çине тĕллесе кăтартрĕç. «Ăна ӳкерĕр. Çамрăк, ĕçре питĕ вăр-вар», — терĕç. Çапла фотограф аллине лекрĕм. Юриех сапаласа çыхнă кĕлтене икĕ алăпа пуç çине çĕклесен мана хĕрарăмсем вĕрентме тытăнчĕç: «Укахви, кăльт та пулин кулса кăтарт ĕнтĕ. Мĕншĕн питне ун пекех тĕксĕмлететĕн?» Чăн та, çав самантра манăн пĕрре те шăл йĕрес килмерĕ». Мускав фотографĕсем Анат Туçана çити сăлтавсăрах пыман. 1937 çулта «Звезда» тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем кашни гектартан вăтамран — 25,2 ц, çав шутра кĕрхи тулă — 33,3, пухса кĕртнĕ. Çак кăтарту республикăра рекорд шутланнă. Ку çитĕнӳре Укахви тӳпи те пулнă. 57 çул иртсен, 1994 çулхи чӳк уйăхĕнче, Анат Туçари аслă хĕрĕн Валентинăн килĕнче пурăннă Агафья Астраханцевăпа тĕл пулма маларах «Коммунизм ялавĕ» («Хыпар») хаçатра ĕçленĕ, çав вăхăтра «Советская Чувашия» хаçатăн ятарлă корреспонденчĕ тата фотокорреспонденчĕ Василий Петровпа Вячеслав Романов килнĕ. Унăн пурнăçĕпе, сăн ӳкерчĕк историйĕпе кăсăкланнă, 77 çулти Агафья Васильевнăна сăн ӳкернĕ, командировкăран таврăнсан сăнĕ çĕршывĕпех сарăлнă чăваш хĕрарăмĕ çинчен çырса кăларса пархатарлă ĕç тунă. Вăл пурнăçĕнче савăнăçран ытла терт-нуша курнă. 8 çулта чухне хăр тăлăха юлнă, йăмăкĕпе иккĕшĕ тăванĕсен çемйинче çитĕннĕ. 1939 çулта эртел счетоводне Александр Астраханцева качча тухнă. Анчах çамрăк мăшăр пĕрле нумай савăнса пурăнайман, упăшкине çар училищине вĕренме янă. Санькка 1941 çулхи çĕртме уйăхĕнче, вăрçă умĕн, ăна пĕтерсе тăван ялне таврăннă. Укахви ăна çулталăк çурăри хĕрĕпе Вальăпа кĕтсе илнĕ, çав савăнăçа кайран час-часах аса илнĕ. Санькка çемйинче икĕ эрне çеç пурăнайнă, вăрçă пуçланнă та — телейĕ саланнă. Çамрăк офицерăн çĕртмен 22-мĕшĕнче хăйĕн чаçне тухса кайма тивнĕ. Пĕрремĕш çырăвĕнче мăшăрĕ патне кĕскен çапла çырса янă: «Хаклă арăм тата хĕрĕм! 60 салтакпа пĕрле Хĕвел тухăçнелле утатпăр. Çывăх вăхăтрах эпĕ таврăнасса ан кĕтĕр. Çапăçăва кĕретпĕр…» <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
«Урал сасси» янрать мăнаçлăн
Пушкăртстанри чăвашсем «Урал сасси» республика хаçачĕ тухма пуçланăранпа 35 çул çитнине уявларĕç. Хаçат ĕçченĕсене саламлама сумлă хăнасем тĕрлĕ тăрăхран пуçтарăннă, çав шутра — Чăваш Енрен те. Чи малтанах Пелепей хулинчи чăваш гимназийĕнче «Наци кăларăмĕсен малашлăхĕ» темăпа çавра сĕтел иртрĕ.
Чĕлхе пулсан чăваш пурăнать Асăннă мероприятие хаçатăн штатра тăман корреспонденчĕсем, «Урал сассине» халăхра сарассишĕн тăрăшакан пĕр шухăшлă йăхташсем, çавăн пекех чăвашсен вырăнти канашĕн ĕçтăвкомĕсен ертӳçисем хутшăнчĕç, чăвашлăх темине сӳтсе яврĕç. Вĕсем тĕрлĕ ыйту хускатрĕç: çамрăксем хаçат-журнал вуламанни, тираж чакни, интернет саманинче тăван чĕлхепе культурăна, чăваш кăларăмĕсене упраса хăварасси, çыхăну уйрăмĕсем кӳрекен чăрмавсенчен хăтăласси тата ыт. те. Кашнийĕ хăйĕн шухăшĕпе паллаштарчĕ. Паллах, «Урал сассине» юбилей ячĕпе саламласси вара тĕп тĕллев пулса тăчĕ. «Халĕ кирек хăш информацие те интернетран, телефонпа шăнкăравласа илме пулать, — терĕ «Урал сассине» 35 çул ертсе пыракан Юрий Михайлов редактор. — Анчах та çынпа курса калаçни пĕлтерĕшлĕрех. Вăл чунне уçса калаçать. Çавăнпа та вулаканпа тачă çыхăну тытнинчен ырри çук. Ахальтен мар эпир, хаçат ĕçченĕсем, çырăнтару вăхăтĕнче килтен киле çӳретпĕр. Чăваш чунлă çынсемпе курса калаçатпăр. Çавăн пекех пире çырăнтару вăхăтĕнче штатра тăман корреспондентсем те чылай пулăшаççĕ. Вĕсене тав тăватпăр». Çак шухăша штатра тăман корреспондентсем хăйсем те çирĕплетрĕç. Акă Давлекан районĕнчи Чуйăнчă-Николаевка ялĕнче пурăнакан Ирина Ильина хаçата хăй вуланисĕр пуçне юлташĕсене те пĕр-пĕр уявпа çырăнса парнеленине пĕлтерчĕ. Ирина Сергеевна чылай çул шкулта директорта ĕçленĕ. Вăл — Пушкăрт Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ. «Хам ĕçленĕ вăхăтра стендсене виçĕ чĕлхепе çырса хатĕрлеттĕмĕр. Халĕ патшалăх тытăмĕнчи ĕçченсем хушнипе çакăн пек тума юрамасть имĕш. Ман шухăшпа, чăваш шкулĕнче тăван чĕлхепе çырни кирлех», — терĕ вăл чунне ыраттарса. Зоя Колесникова, Ермекей районĕнчи Кăратмас ялĕнче пурăнаканскер, «Урал сассипе» нумай çул çыхăну тытать. Вăл ялти шкулта ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Халĕ тивĕçлĕ канура пулсан та «Хĕр туссем» ушкăна çӳрет. «Ăна ертсе пыраканĕ — пушкăрт хĕрĕ Альфия. Вăл — медицина ĕçченĕ. Пирĕн яла качча килнĕ те чăвашла питĕ лайăх калаçать. Çак ушкăнрах тутар хĕрĕ Лена та пур. Белорус хĕрĕ вара вулавăшра ĕçлет. Пурте «Урал сасси» вулатпăр эпир. Килти ачасемпе, мăнуксемпе чăвашла калаçсан чăваш сасси пĕтмест», — терĕ Зоя Николаевна. Çуралсанах ачапа анне чĕлхипе калаçмаллине асăрхаттарчĕ РФ Писательсен союзĕн членĕ Лидия Шурçăл. Çавăнпа та пĕчĕккисем валли хаçатра ятарлă рубрика уçма сĕнчĕ. Ача-пăча сăввисем хăйĕн те чылай унăн. Виçĕ уйăхри мăнукĕпе вăл чăвашла калаçнине пĕлтерчĕ. «Чĕлхе пулсан чăваш пурăнать», — пĕтĕмлетрĕ шухăшне Лидия Александровна. Ку шухăшпа Авăркас районĕнчи Меселпуç ялĕнче пурăнакан Людмила Ефимова та килĕшрĕ: «Эпир килте пурте чăвашла сăмахлатпăр. Халĕ вырăсла калаçнипе мухтанмалла мар. Мĕнле пулсан та калаçнă чухне йăнăш пурпĕрех тухать. Мĕншĕн тесен вырăс чĕлхи пирĕншĕн чунра çуралнă чĕлхе мар. Чăвашла лайăх, тĕрĕс калаçасчĕ тесе тăрăшмалла. Çавăнпа та чăвашах пулса юласчĕ, мăнуксене те чăвашах хăварасчĕ». Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен «Канаш» хаçатăн тĕп редакторĕ Елена Мустаева хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. «Паян журналистсене çăмăл мар, — терĕ вăл. – Уйрăмах хутпа тухакан кăларăмсене. Çĕнĕ технологисем хăвăрт аталанса пынă май питĕ пысăк йывăрлăхсем тухса тăраççĕ. Анчах та пирĕн малашлăха шанчăклă пăхмалла. Çĕнĕ майсем шырама, вулакансемпе калаçу йĕркелеме пире никам та кансĕрлемест». Çав вăхăтрах вăл районсенче почта уйрăмĕсене хупса пĕтернĕрен чăрмавсем тухса тăнине палăртрĕ. «Хаçата лавккана илсе пырса хураççĕ те кам ĕлкĕрет — çав илет. Çырăннисем илеймеççĕ. Çавна май тепĕр кампанире вĕсем çырăнмаççĕ», — терĕ вăл. «Çырăнман пулсан та алла лексен хаçата вулаççĕ хăйсем, кăларса пăрахмаççĕ. Çакă савăнтарать мана, — шӳтлерех пĕлтерчĕ Юрий Михайлов редактор. — Почтальонсем çителĕксĕр пулни çеç мар, почта уйрăмĕсене хупса пĕтерчĕç. Çавăнпа та пирĕн Пелепейре хамăрăн редакцин почтальонĕсем пур, вĕсем хаçат салатаççĕ. Районсем тăрăх çак ĕçе йĕркелеме кансĕртерех. Çапах та шанчăк пур иккен. Кун пирки Ĕпхӳре иртнĕ канашлура Краснодар тăрăхĕнчи пĕр редактор тухса калаçрĕ. Вĕсем район тăрăх та салатаççĕ иккен. Ялсенче ятарлă почтальонсем пуррине, вĕсемпе килĕшӳ тунине каларĕ. Редакци машинисемпе вара вырăна илсе çитереççĕ. Тен, ку ыйтăва малашне хамăр патра та хускататпăр. Паллах, пĕр тăкаксăр пулмасть. Яланах лайăххине çеç шанатпăр. Анчах та эпир шанса ларнă вăхăтра хаçатсене пĕтерес çул çине илсе çитерме пултарĕç. Ку хăрушлăх та пур. Çивĕч тепĕр ыйту вăл — çамрăксене хаçатпа туслаштарасси. Мĕншĕн тесен вĕсем унран çултан-çул ютшăнса пыраççĕ. Аслисем вара çĕр çинчен çухалаççĕ. Çапла майпа тираж çулсерен чакать. 1995-1996 çулсенче «Урал сасси» 4300 экземплярпа тухнă пулсан, паян — 800-пе». Геннадий Челпир çыравçă çырăнтару вăхăтĕнче хаçат кунне йĕркелемеллине, çак мероприятие çыравçăсене те явăçтармаллине каларĕ. Çавра сĕтеле хутшăннисем пурте «Урал сассине» юратнине, вăл чăваша кирлине, ăна малашне халăх хушшинче ытларах сарма тăрăшмаллине палăртрĕç. <...>
Валентина ПЕТРОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас