Хыпар 133 (28309) № 29.11.2024

29 Чÿк, 2024

Пурăн, чăваш тĕрри!

Василий Давыдов-Анатри чăваш тĕрринче пин-пин çулсен йĕрри упранни çинчен çырнă. Чăваш тĕрри-çĕввинче вăл тăван халăхăн иксĕлми пуянлăхне курнă. Тĕрĕ ӳнерне мухтаса, мăнаçланса шăрçаланă. Чăн та, çапла. Тĕрĕре аннен ачаш юрри, тăван ял-йыш, ака-суха сасси, илемлĕ çутă çăлтăрсем.

Тĕрĕ уявне кăçалхипе пиллĕкмĕш хут ирттертĕмĕр. Ăна Чăваш патшалăх ӳнер музейĕнче йĕркелерĕç. Маларах, чӳк уйăхĕн 7-мĕшĕнче, Екатерина Ефремова тĕрĕçĕ çуралнăранпа 110 çул çитнине халалланă курав уçăлнă. Сăмах май, вăл раштавăн 31-мĕшĕччен ĕçлĕ. Музейра Екатерина Иосифовнăн тĕрĕ эскизĕсене, чăваш тĕррипе эрешленĕ япаласене — сĕтел çитти, чӳрече карри, минтер пичĕ, салфетка — курма пулать. 2021 çултанпа Пĕтĕм Раççейри тĕрĕçĕсен «Пурăн, чăваш тĕрри» конкурсĕ иртет. Кăçал та йĕркеленĕ ăна. Çĕнтерӳçĕсене республика Пуçлăхĕ Олег Николаев саламларĕ. «Чăваш тĕррин кунне палăртмашкăн ятарлă хушу кăларнăранпа пилĕк çул çитрĕ. Çак кĕске вăхăтрах чылай ĕç тума пултартăмăр, — терĕ вăл. — Чи кирли вара — тĕрĕçĕсен йышĕ çулсерен ӳссе пыни. Ачасем те, аслă ăру та, арçынсем те, хĕрарăмсем те чăваш тĕррипе кăсăкланаççĕ. Çакă пире савăнтарать. «Раççейĕн тĕрленĕ картти» проекта пула Чăваш Ен халăх искусствине упракансем, çĕршыври тĕрĕçĕсем валли йăлана кĕнĕ курав центрĕ пулса тăчĕ. Чăваш тĕрри республика бренчĕ шутланать. Кашни çулах пирĕн çĕнĕ проектсем çуралаççĕ», — терĕ Олег Алексеевич. Асăннă конкурсра Галина Григорьева /Çĕрпӳ хули/ пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Иккĕмĕш вырăна Ирина Ефимовăпа /Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕ/ Марина Федулова /Йĕпреç тăрăхĕ/ пайларĕç. Виççĕмĕш вырăн çĕнтерӳçисем: Нина Михеева, Татьяна Дмитриева тата Елизавета Григорьева /Шупашкар хули/. Гран-прие вара Оксана Федорова /Шупашкар хули/ тивĕçрĕ. Финалистсене Чăваш наци музейне аталантармалли «Прокопий» фонд укçа парса хавхалантарчĕ: гран-пришĕн — 50 пин, пĕрремĕш вырăншăн — 30 пин, иккĕмĕшшĕн — 20 пин, виççĕмĕшшĕн 10 пин тенкĕ пачĕ. Конкурса хутшăннă, анчах тивĕçлĕ вырăн йышăнайманнисене те кӳрентермерĕç — пурне те 5-шер пин парса чысларĕç. «Тепĕр çул та конкурса хутшăнма кăмăллă пултăр», — терĕ «Прокопий» фондăн попечитель канашĕн членĕ Алексей Ефимов. Сăмах май, призерсен çичĕ ĕçĕ малашне Чăваш наци музейĕн коллекцине пуянлатĕ. Кăçалхи конкурса Çемье çулталăкне халалланă. Унăн теми — «Манăн тупра». Олег Николаев çавăн пекех пултарулăх ĕçĕнче тăрăшса вăй хунăшăн искусство çыннисене тĕрлĕ наградăпа чысларĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов чăваш тĕррине хăть хăш куравра та палласа илме май пуррине пĕлтерчĕ. Кăçал ВДНХри «Раççей» форумĕнче 10 млн çын пулса курнă. Вĕсене вара пурне те «Раççейĕн тĕрленĕ картти» кĕтсе илнĕ. Çакă пире мăнаçлантарать. Чăваш ялĕсенче кашни килте тĕрленĕ япаласем пулнине, вĕсене çемьере типтерлĕн упранине палăртрĕ. Халĕ те çак йăла çĕнĕрен аталанма пуçланишĕн савăнчĕ. Чăваш наци культурине упранăшăн, ăна аталантарнăшăн пултаруллă ентешсене вăл Патшалăх Канашĕн Председателĕн Тав хучĕпе чысларĕ. «Эпир çулсерен чăваш тĕрĕçисен ĕçĕсемпе паллаштаратпăр. Вĕсен ячĕсене упраса хăварма тăрăшатпăр, ятарлă кĕнекесем кăларатпăр. Малашне те чылай çĕнĕ проект пуласса, эпир вĕсемпе мăнаçланасса шанатăп. <...>

Валентина ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


«Пĕчĕк ялсенче халăх питĕ туслă»

Çĕмĕрле округĕн администрацийĕнчи канашлу хыççăн кăна тĕл пулма май килчĕ унпа. Саланчăка пĕрлех ларса кайрăмăр. Сăмахăм Тури Макарин территори уйрăмĕн пуçлăхĕ Людмила Егорова çинчен. Çавăн пек халĕ чăваш хĕрарăмĕсем. Машинăпа çӳреççĕ, пуçлăхра ĕçлеççĕ, пур çĕре те ĕлкĕреççĕ…

Арçын ĕçĕсене тума юратнă

— Çĕмĕрле тăрăхĕнче пĕтĕмпе территори уйрăмĕн пуçлăхĕнче ĕçлекенсем 11-ĕн. Вĕсенчен 7-шĕ — хĕрарăмсем. Унччен вара арçын ытларахчĕ. Кун-çулăма аса илес тĕк эпĕ Вăрнар округĕнчи Хурапыр ялĕнче çуралса ӳснĕ. Çемьере 6 ачаччĕ. 5 хĕр те пĕр ывăл. Эпĕ - тăваттăмĕш. Атте мана медучилищĕне вĕренме ярасшăнччĕ. Анчах эпĕ юнран хăраттăм — медицина училищине кайсан экзамен пуçланиччен тухса тартăм. Энергетика техникумне вĕренме кĕтĕм. «Вызов» килсен атте тĕлĕнчĕ: «Мĕншĕн унта кайрăн?» Эпĕ арçын ĕçĕсене тума юрататтăм. Атте бригадирта ĕçлетчĕ. Ăна ялта питĕ хисеплетчĕç. Вăл эрех ĕçместчĕ, пирус туртмастчĕ. Астăватăп-ха, Мускава ВДНХна курава та янăччĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн Вăрнара çуран çӳресе зоотехника вĕреннĕ вăл. Анне унран 13 çул кĕçĕн пулнă. Вĕсем ашшĕ-амăшĕпе пĕчĕк пӳртре пурăннă. Аннен икĕ çул çие юлман. Çав вăхăтрах вĕсен пĕр сурăхĕ пăруламан. «Пӳртре пĕр хĕсĕр, картара тепĕр хĕсĕр», – мăкăртатса çӳренĕ-мĕн хуняшшĕ. Анне ялан макăрнă. Кукамай ăна ялти сиплевçĕ патне хырăмне шăлтарма илсе кайнă. Ун хыççăн тĕпренчĕкĕсем пĕрин хыççăн тепри çут тĕнчене килнĕ. Килте лаша усраттăмăр. 6-мĕш класс хыççăн çур çĕр иртни виççĕре виçĕ çухрăмри улăха лаша тытма çӳреттĕм. Йĕвен тăхăнтартаттăм та киле илсе килеттĕм. Ачасемпе пухăнса каяттăмăрччĕ. Пĕрре çур çĕр иртни иккĕре пĕчченех кайма тиврĕ. Аттепе анне çывăратчĕç. Çул хĕррипе кантăр ӳсетчĕ — питĕ çӳллĕ. «Унта таркăн салтаксем пур», – тесе хăрататчĕç пире ял çыннисем. Мĕнле çитнине те астумастăп. Тĕттĕм — çутăлма кăна пуçланăччĕ. Ун чухне телефон пулман. Ялта 80 килччĕ. Колхоза ĕçлеме каймалла чухне кашнин патне çитмеллеччĕ. Атте пĕр урампа утатчĕ, эпĕ — тепринпе. «Паян утă тавăрма каймалла. Ĕçлеме тухăр», – тесе хăвараттăмччĕ. Халăх кашнинчех йышлă пухăнатчĕ. «Ача чĕннĕ тĕк тухмаллах теттĕмĕр», – каярах çапла аса илетчĕç ял çыннисем, – иртнине куçĕ умне кăларчĕ Людмила Даниловна. Вĕренсе пĕтерсен ăна направленипе Смоленска ĕçлеме янă. Анчах хĕр чунĕ тăван тăрăхаллах туртăннă. Чăваш Ене килсен вăл Çĕнĕ Шупашкарти пир-авăр фабрикине вырнаçать. Унта 16 çул вăй хурать. Çĕнĕ Шупашкартах пулас мăшăрĕпе, Çĕмĕрле тăрăхĕнчи Тури Макарин ялĕнче çуралса ӳснĕ Николай Егоровпа, паллашнă. «Хăçан планеркăна çӳреме пуçлатăн?» Николай Григорьевич водительте ĕçленĕ, Çурçĕре çӳренĕ. Ашшĕпе амăшĕ пурнăçран уйрăлсан тĕтĕме сӳнтересшĕн пулман вăл. Мăшăрне Тури Макарина чĕннĕ. «Ялта пурăнма юрататчĕ. Хулара хама начар туятăп», – тетчĕ. Яла маларах та килсе çӳренĕ эпир. 2002 çулта яла пурăнма куçрăмăр. Мана Тури Макарин ял администраци пуçлăхĕ пулма шанчĕç. Администраци çурчĕ Тури Макаринта вырнаçнăччĕ. Укçа тӳлеменшĕн телефонне татнăччĕ. Нимĕнле çыхăну та çукчĕ. Специалисчĕ Валентина та ĕçе тинтерех кăна кĕнĕччĕ. «Колхоз председателĕ мĕн ĕçленине пĕлетĕп-ха. Ял администрацийĕн пуçлăхĕ мĕн тăвать-ши?» – теттĕм. Лараттăм çапла. Апата киле каяттăм. Пĕрре ПАИ ĕçченĕсем килчĕç. «Сире штраф паратпăр. Сирĕн çул хĕрринчех стройматериалсем выртаççĕ, техника ларать», – теççĕ. «Эпĕ правилăсене пĕлместĕп, протоколне çырмаллах тăк çырăр ĕнтĕ», – терĕм. Вĕсем кайсанах хĕрĕм, виççĕри Даша, пырса кĕчĕ. Пуçа чиксе ларатăп хайхи. «Ай, мĕнле ĕç ку!» – тесе шухăшлатăп. «Анне, санăн пуç ыратать-и? Çав арçынсене пула ыратма пуçларĕ-и?» – чĕвĕлтетрĕ тĕпренчĕкĕм. Кăмăлăм лайăхланчĕ вара. Çĕмĕрле районĕн администрацийĕнче тунтикунсерен планерка пулатчĕ. Эпĕ пĕлменнипе пĕрне сиктернĕ. Ара, мана никам та пĕлтермен-çке. «Людмила Даниловна, эсĕ хăçан планеркăна килме пуçлатăн?» – терĕ вĕрентӳ пайĕн пуçлăхĕ Леонид Белов тĕл пулсан. «Мĕнле планерка тата?» – тĕлĕннĕччĕ эпĕ. «Пирĕн тунтикун планерка пулать. Санăн унта çитмеллех», – терĕ. Ял администрацийĕччĕ ун чухне. Кайран ял тăрăхĕсем пулчĕç. Администраци Тури Макаринта вырнаçнăран Саланчăксен пирĕн яла справка илме 6 çухрăм утмаллаччĕ. Эрнере пĕрре кунта килсе йышăнаттăмăрччĕ. 2007 çулта Саланчăка куçрăмăр. Библиотекăра лараттăмăр. Пĕлтĕр çурта юсаса çĕнетрĕç. Кунта маларах шкул пулнă. Халĕ культура çурчĕ, музыка шкулĕ, почта, вулавăш тата эпир, территори уйрăмĕ, вырăн тупрăмăр», – калаçăва тăсрĕ Людмила Даниловна. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


«Пирĕн кăмăл çирĕп»

«Хыпар» Издательство çурчĕн коллективĕ СВОна 2023 çулхи утă уйăхĕнчен хутшăнакан, кĕске отпуска килнĕ Максим салтака тата Амăшĕн кунĕ умĕн унăн амăшне Светлана Вячеславовнăна хисеплесе йышăнчĕ — вĕсемпе тĕлпулу ирттертĕмĕр.

Ашшĕне хывнă

Максим — пирĕн штурмовиксене, артиллерипе танк чаçĕсене тăшман ăçта вырнаçни, унăн йышĕ, ытти çинчен информаци пĕлтерсе тăракан корректировщик. 23 çулта, СВОна хăйĕн ирĕкĕпе кайнă. Каччă унта каяссине ашшĕ-амăшĕ малтан хирĕç пулнă. «Ывăлăм СВОна кайичченех ĕçлерĕ, хăйне ĕçрен икĕ сехетлĕхе таçта янине илтрĕм, — калаçăва хутшăнчĕ Светлана Вячеславовна. — Ун чухне вăл СВОна каяс шухăшпа çӳренине эпĕ ăнланман. Тĕллевне малтан мана пĕлтерчĕ те — çине тăрсах хирĕçлемерĕм. Ывăл СВОна хутшăнас ыйту ун чухне паян ăнланнă пек кăткăс тухса тăни пирки шухăшламан. Темиçе кун иртсен, каçхи апат çинĕ чухне, пире çапла пĕлтерчĕ: «Эпĕ 9-мĕшĕнче СВОна тухса каятăп». Ашшĕ-амăшĕ республикăра çуралса ӳснĕ. Ашшĕ саппаса кайичченех Раççей çарĕнче хĕсметре тăнă, Çурçĕрти пĕр гарнизонтан тепĕрне куçнă. Çемйи унран юлман, Максим Ненец автономи округĕнче çуралнă, çар чаçĕсенче салтаксемпе хутшăнса çитĕннĕ, Тăван çĕршыва хӳтĕлеме ача чухнех хатĕрленнĕ. Çак шухăш-кăмăл ăна ашшĕнчен, чылайранпа вăл саппасри подполковник ĕнтĕ, куçнă. — СВОра мĕн курассине малтан хам та пĕлме пултарайман, — терĕ Максим. — Пĕрремĕш кунсенче хăрушăччĕ. Аманнисене БТРтан кăларса медпункта илсе çитертĕмĕр. Пĕрин сылтăм ури çук, татăлнинчен юн шыв пек пĕрĕхрĕ. Унашкаллине каярахпа кăна хăнăхса çитрĕм. Чăн та, темшĕн хама Шупашкарта халь хăнари пек тытатăп, кил СВОра пек туйăнать, мана унтах килĕшет. СВОна мĕншĕн кайнине пĕлетĕп, анчах хăшĕ-пĕри ăнланманнине Шупашкарти юлташсен хушшинчех асăрхарăм. «Эсĕ унта камшăн çапăçатăн? Сана кирек хăш самантра вĕлерме пултараççĕ. Кама кирлĕ — çапăçчăрах», — теççĕ. Мана çар училищине вĕренме ярасшăнччĕ, юлташсене çапăçу хирĕнче хăварас мар терĕм. Отпускра çамрăксем пĕр-пĕринпе ниме тăман япалашăн хирĕçнине, çулланнă арçынсем вак-тĕвекшĕнех вăрçăннине куртăм. СВОра вара пĕлтерĕшлĕ мар ыйтусемпе пĕр-пĕринпе урлă пулмастпăр, пурте тăшмана Раççей территорийĕнчен хăваласа кăларас шухăш-ĕмĕтпе пурăнатпăр. Усал сунакан та пайтах «Вăрçă пыракан çĕрте ахаль çынсене, уйрăмах ачасене, çăмăл мар, вĕсем хурлăхлă сăн-питлĕ. Пĕррехинче арçын ачапа паллашрăм, — аса илчĕ Максим. — «Малашне мĕн тума шухăшлатăн?» — ыйтрăм унран. «Шăллăма Мускава вĕренме яратăп», — терĕ вăл. «Аçу-аннӳ мĕн тăвать?» «Иккĕшне те ракета пĕтерчĕ», — кулянман çын пекех хуравларĕ вăл. Ăна нимех те калаймарăм. Çĕнĕ регионсене ирĕке кăларнăçемĕн чылай ял-хулари çынсемпе калаçма тӳр килчĕ. Раççей боецĕсене ырă сунса кĕтсе илекенсем çурри ытла, пире хирĕç калаçакансем те йышлă. Акă пĕр тĕслĕх. Пирĕннисем яла ирĕке кăларнă хыççăн Раççей боецĕ пӳрте çăкăр ыйтма кĕнĕ, кил хуçи хăйне те, юлташĕсене те сĕтел хушшине лартнă, ĕçтернĕ-çитернĕ. Тепĕр кунне пĕри госпитале лекнĕ, диагноз — сиенлĕ препаратпа организмне наркăмăшлантарни. Шăккалатран лезви тухни çинчен те пĕлтерчĕç, çавăн хыççăн вырăнти çынсенчен пире апат-çимĕç илме чарчĕç. Ирĕке кăларнă ял-хулара террористсем сăтăр тăваççĕ. Луганск хулинче взрывчатка хурса пысăк должноçри çар çыннин служба машинине сывлăша сирпĕтнĕ. Водителĕ самантлăха пăрăннă та — çав вăхăтра взрыв хатĕрĕ хунă. ВСУ чаçĕсене хăваласа янă нумай хулапа ялта пирĕн боецсен пĕчченшер çӳремелле мар. Пире ырă сунман çын пайтах. Вĕсене çĕнĕ территорисенче пурнăç лайăхланма тытăнни — çав шутра мобильлĕ интернетпа, терминалпа, ытти çăмăллăхпа усă курни — килĕшмест». Отпускри салтак хăйĕн чаçне РФ Оборона министерстви тумтирпе, апат- çимĕçпе тивĕçтернине, çапах та боецсем тыл гуманитари пулăшăвĕ ярсах тăнăшăн савăннине пĕлтерчĕ. Ăна фронтра республикăри «Пĕрле» фонд волонтерĕсен аллинчен илнине, республикăри ачасем янă çырусемпе кăсăклансах паллашнине, килте çыхнă нуски, аялти кĕпе-йĕм, санитарипе гигиена таварĕ илнине, кашни чăлха кунчинчен канфет кăларнине хыпарларĕ. Кирлĕ ĕçшĕн Чăваш Ен Правительствине, волонтерсене тав турĕ. Максим хăйĕн çемйипе тăванĕсенчен те пулăшу илсех тăрать. Маскировка сетки блиндаж-дзота, окопа, техникăна хуплама яланах кирлине, ăна Алтай крайĕпе Чăваш Енрен илсе тăнине пĕлтерчĕ. Пуç çийĕпе явăнакан тăшман дронĕсене «анкă-минкĕлетме» радиоэлектрон çапăçăвĕнче усă курмалли «Зонт» системăсем çитменнине систерчĕ. Вĕсене туянма укçа кирлĕ. РФ Оборона министерстви туллин тивĕçтереймест, апла тăк пирĕн ентешĕмĕрсене пулăшмалла. Ăнлантăмăр ĕнтĕ, корректировщикăн тăшман патне куллен çывхармалла. Вăл кирек хăçан та снайпер, дрон е ВСУ позицийĕнче бинокльтен пăхса сăнакан çын куçĕ тĕлне лекме пултарать. Максим машинăпа уçă вырăнпа вĕçтерсе пынине тăшман пĕрре çеç мар асăрханă, ăна дронсемпе е минометартиллери хатĕрĕсемпе атакăланă. Пĕринче машинине сывлăша сирпĕтнĕ. Халĕ разведкăна тыл туянса панă иккĕмĕш машинипе тухса каять, задание икĕ дронпа пурнăçлать. Çутăра ӳкерекеннине тыл туянса панă, тепловизорлине корректировщиксем хăйсен укçипе туяннă. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Культура: тĕрлĕ ыйту пĕр тĕвĕре

Республикăра паллă тунă Чăваш тĕррин кунĕ умĕн Чăваш Енĕн культура министрĕ Светлана Каликова «Хыпар» Издательство çуртĕнче пулчĕ, журналистсен ыйтăвĕсене хуравларĕ.

Тĕрĕ — халăх мăнаçлăхĕ

Сумлă уяв умĕн килнĕ хăнана «Хресчен сасси» редакторĕ Ирина Паргеева Чăваш тĕррине упраса хăварас тĕллевпе Чăваш Енре мĕнле ĕçсем туса ирттерни пирки ыйтрĕ. — 2020 çулта республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш тĕррин кунне палăртас тĕллевпе ятарлă хушу кăларчĕ. Çавăнтанпа чӳк уйăхĕн 26-мĕшĕнче çак уява паллă тума пуçларăмăр. Ăна халалласа республикăра, ытти регионта çулсерен тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ. Чăваш Енри Наци музейĕнче, Наци тата Ача-пăча вулавăшĕсенче, Чăваш патшалăх ӳнер музейĕнче пысăк мероприятисем иртрĕç. Унсăр пуçне Чăваш тĕррин кунĕнче флешмоб йĕркелесси те йăлана кĕрсе пырать. Çак кун ĕçе е вĕренӳ заведенийĕсене пурне те — чăваш-и вăл е ытти наци çынни — чăваш çи-пуçĕпе кайма чĕнсе каларăмăр. Флешмоба иккĕмĕш çул ирттеретпĕр. Республикăра çеç мар, ытти регионта та. Чăваш тĕрри — халăхăмăрăн мăнаçлăхĕ. Çавăнпа та ăна манăçа кăларас марччĕ, аталантарса пырасчĕ. Çак пуянлăха ламран лама тăсса пырасчĕ. Ача-пăча кăларăмĕн редакторĕ Елена Атаманова чăваш тĕррине шкул программине кĕртме май пулмĕ-ши тесе кăсăкланчĕ. Тĕрĕссипе, хăш-пĕр ăста шкулсенче, вулавăшсенче ачасемпе кружоксем тӳлевсĕрех ирттерет. Сăмахран, Йĕпреç районĕнчи Пучинкери Дина Трякова, Шупашкарти 60-мĕш вăтам шкулти Надежда Кузнецова. Шкул программине ятарлă сехетсем кĕртесси культура министерствинчен питех килменнине палăртрĕ Светлана Анатольевна. Республика Пуçлăхĕ уйăрса панă грантпа Чăваш наци тĕррин шкулне уçнине пĕлтерчĕ. Вăл пĕр çул çеç ĕçлемест. Унтан çак тапхăрта 80 ытла çын вĕренсе тухнă. Асăннă шкулта округсенчи вĕрентекенсем те ăсталăха туптаççĕ. Каярахпа вара çак ĕçе ачасене вĕрентеççĕ. Çапла, халĕ çамрăк ăру та чăваш тĕррипе кăсăкланать. Чăваш çи-пуçне маларах «Паха тĕрĕ» лавккинче çеç сутатчĕç. Халĕ вара дизайнерсен лавккисем тĕрлĕ суту-илӳ центрĕсенче уçăлчĕç. Эппин, чăваш эрешĕллĕ тумтир модăна кĕрсе пырать. Унсăр пуçне тĕрĕллĕ капăрлăх та, сувенир та. Вĕсем дизайнерсене илĕртеççĕ. Театр, музей яла васкать Паянхи кун ялта пурăнакансем инçе çула тухмасăрах тĕрлĕ спектакль курма, куравпа паллашма пултараççĕ. «Культурăллă юнкун» проект пулăшнипе вырăнтах спектакль-концерт курса савăнаççĕ. «Хыпар» хаçат тишкерӳçи Роза Власова çак проект пирки тĕплĕнрех пĕлесшĕн. — Ку проекта пурнăçа кĕртес тесе эпир темиçе çул тăрăшрăмăр, — терĕ министр. — Малтан республика Пуçлăхĕ театр-концерт организацийĕсене грант проекчĕсене ытларах пурнăçа кĕртмелли пирки сĕнчĕ. Эпир 2021 çултан пуçласа вĕсемпе виçĕ çеç мар, ултă проект пурнăçа кĕртетпĕр. Раççей Президенчĕн хушăвĕпе каярах «Пушкин картти» проект хута кайрĕ. 14-22 çулсенчи кашни çамрăкăн карттăра 5 пин тенкĕ пур. Унпа вĕсем спектакль, кино курма пултараççĕ. 2022- 2023 çулсенче «Пушкин карттипе» тухăçлă ĕçлерĕмĕр. Анчах ялта пурăнакан çамрăксем унпа усă курма майсем сахалрах пулнине каларĕç. Çавăнпа та эпир кăçал «Культурăллă юнкун» проекта йĕркелерĕмĕр. Юпа уйăхĕн 2-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарти сăнавлă театр Çĕмĕрле округĕнче пĕрремĕш хут пулчĕ. Паянхи кун çак проекта кашни театр-концерт организацийĕ хутшăнать. Тата — виçĕ музей. Кĕске вăхăтрах тĕрлĕ округра 83 мероприяти ирттертĕмĕр: 62 спектакль, 21 курав. Вĕсене 16 пин ытла çын пырса курчĕ. Билетсен 90 проценчĕ «Пушкин карттипе» сутăннă. Мероприятисене çамрăксем çеç мар, аслă ăру çыннисем те çӳреççĕ. Вĕсем артистсене кĕтнине пĕлтереççĕ. Ку проекта пурнăçа кĕртнишĕн тав тăваççĕ. Раштав уйăхĕнчен çак йыша Çĕнĕ Шупашкар тата Шупашкар шкулĕсем те хутшăнаççĕ. Проект валли мĕншĕн шăпах юнкуна суйласа илтĕмĕр-ха? Çак кун округсенчи культура çурчĕсем пушăрах, ытти чухне вырăнта мероприяти чылай иртет. Малашлăхри проектсем пирки те асăнса хăварас килет: республикăри 650 яхăн клубран 330-шĕнче СВОри салтаксем валли маскировка сетки çыхаççĕ. Юпа уйăхĕн вĕçĕнче çак ĕçре вăй хуракан хĕрарăмсене Шупашкарти Трактор тăвакансен керменне чĕнсе пысăк мероприяти йĕркелерĕмĕр. Ку проекта ытти клуб та хутшăнасса шанас килет. Камăн чунĕ мĕншĕн ыратать — вăл çавăн пирки калаçать. Пирĕн, журналистсен, чăваш хаçат-журналне халăхра ытларах сарас килет. «Çавна май кăларăмсене «Пушкин карттипе» çырăнма май çук-ши?» — кăсăкланчĕ Елена Атаманова. «Пушкин карттине» çамрăксене кино, спектакль курма тĕллевлĕн панине, çак йĕркене Раççей шайĕнче палăртнине каларĕ Светлана Анатольевна. 3 пинĕпе — театра, 2 пинĕпе кинона кайма юрать. Хальлĕхе хаçат-журнал, кĕнеке туянма е çырăнма май пуррине палăртман. Сĕнтĕрвăрри округĕн «Пирĕн сăмах» хаçачĕн редакторне Ольга Калитовăна ялсем ватăлса пыни пăшăрхантарчĕ. Çавна май вăл çамрăксене культурăна илĕртмешкĕн республикăра мĕнле ĕçсем пурнăçланни пирки ыйтрĕ. — Çамрăксем яла юлччăр, культура вучахĕ ан сӳнтĕр тесе эпир çĕнĕ клубсем тума е вĕсене юсама тăрăшатпăр. Кăçал республикăра 6 культура çурчĕ çĕкленĕ. Тата 8-шне пуçаруллă бюджет программипе тунă. Унсăр пуçне 20 клубра тĕплĕ юсав ирттерме палăртнă, вĕсенчен 16-шне — муниципалитетсенче. Юсаса çĕнетнисĕр пуçне культура çурчĕсене тĕрлĕ хатĕрпе те пуянлататпăр. Кăçал 10 клуб çĕнелсе уçăлĕ, вĕсенчен 4-шĕ хута кайнă. Тепĕр 6-шне раштавăн 4-мĕшĕнче уçма палăртатпăр. Инфратытăма аталантарас ĕç ытларах округ центрĕсенче, ялсенче иртет. Çынсене ĕçлемешкĕн ăшă, çутă, таса пултăр тесе тăрăшатпăр. Апла пулсан та çамрăксем хулана вĕренме каяççĕ те тăван тăрăха таврăнма шухăшламаççĕ. Каччăсемпе хĕрсем ялта ĕçлесшĕн мар. Шалу та япăх мар темелле. Республикăра культура отраслĕнче вăй хуракансен вăтам ĕç укçи паян — 36 пин тенке яхăн. Театрсенче, филармонире пысăкрах. Паллах, шалу мĕнле ĕçленинчен килет. 2025 çулта РФ Культура министерстви «Земство культура ĕçченĕ» программа ĕçе кĕртет. Ялти культура çурчĕсене ĕçлеме каякан çамрăксене, аслă ăру çыннисене /ӳсĕме палăртман/ 1 миллион тенкĕ параççĕ. Программăна хутшăнаканăн çав клубра 5 çул ĕçлемелле. Паллах, ятарлă пĕлӳ пулмалла: культура училищине е институтне, музыка училищине пĕтерни çинчен калакан документ кирлĕ. Паянхи куна пирĕн республикăна РФ Культура министерстви 8 çын валли квота уйăрнă. Культура ĕçченĕсем каякан округсене палăртман-ха», — хуравларĕ министр. Акă Красноармейски тăрăхĕнче пурăнакансем аккомпаниатор кĕтеççĕ. Купăс калама пĕлекен çын çуккишĕн пăшăрханаççĕ. Ку тĕлĕшпе округ пуçлăхĕсен культура институтĕнче вĕренекен студентсемпе кăсăкланмаллине, çавăн пекех вĕсем çамрăксене тĕллевлĕ майпа вĕрентме пултарассине каларĕ Светлана Каликова. Ун шучĕпе, направлени çирĕплетмесĕр çамрăксене яла тавăрма май çук. <...>

Валентина ПЕТРОВА.

♦   ♦   


Алексей МЕТЕЛКИН: «Çынсен шанăçне çухатас марччĕ»

Раштавăн 1-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патшалăх ĕçлев инспекцийĕ йĕркеленнĕренпе 30 çул çитет. Вулакансене çак тытăм ĕçĕхĕлĕпе çывăхрах паллаштарас тĕллевпе унăн ертӳçине Алексей Метелкина «Хыпар» Издательство çуртне йыхравларăмăр.

— Алексей Игоревич, Ĕçлев инспекцийĕн тĕп тĕллевĕ тата унăн историйĕ еплерех?

— Ĕçлев инспекцийĕ пирки пĕрремĕш хут 1882 çулта асăннă — çул çитмен ачасене хӳтĕлекен указ вăя кĕнĕ хыççăн заводра ĕçлекен çамрăксене патшалăх хăй хӳттине илнĕ. 1918 çулта РСФСР Халăх комиссариачĕн канашĕн декречĕпе килĕшӳллĕн Ĕçлев инспекцине йĕркеленĕ, 1933 çулта унăн тивĕçне пурнăçлама профсоюзсене шаннă, 1994 çулта патшалăх влаç органне Раççей Ĕçлев министерстви çумне çирĕплетнĕ. 2004 çулта Федерацин Ĕçлев тата ĕçпе тивĕçтерекен уйрăм служби ĕçлеме тытăннă. Чăваш Енре Патшалăх ĕçлев инспекцийĕ 30 çул каялла йĕркеленнĕ. Унăн пĕрремĕш ертӳçи — Николай Зайцев. Хыççăн ку должноçра Игорь Баскаков, Валентин Воронов, Раиса Павлова ĕçленĕ. Эпĕ инспекцие 6 çул ертсе пыратăп. Çак çулсенче вун-вун çын правине хӳтĕлеме пултарни савăнтарать. Паянхи кун штатра 21 çын. Инспекторсем республикăри предприятисем Ĕçлев кодексне мĕнле пăхăннине, пурнăçланине сăнаса тăраççĕ. Ĕçпе тивĕçтерекен хăрушсăрлăх йĕркине мĕнле пăхăнни те тимлĕхсĕр юлмасть. Ку енĕпе çирĕп 40 йĕрке палăртнă. Социаллă учрежденири çынсен ыйтăвĕсене те уçăмлататпăр. Икĕ çул каялла ĕç агентствисене лицензилессине хамăр çине илтĕмĕр. Çын правине тавăрасси – пирĕн тĕп тĕллев.

— Предприятисенче тĕрĕслев йĕркелессине мĕнле палăртатăр-ха?

— Тĕрĕслев списокне пысăк хăрушлăх кăларса тăратма пултаракан предприятисем кĕреççĕ. Вĕсем унта мĕнле майпа лекеççĕ-ха? Предприятире пулнă инкексен шутне, миçе çын вилнине е суранланнине, ĕç укçине вăхăтра тӳлеменнине, ĕçлев саккунĕсене пăснине шута илетпĕр. Çак кăтартусене пĕтĕçтернĕ хыççăн учреждени хăрушлăх кӳме пултаракан хăш категорие лекессине пĕлме пулать. Вĕсене федераци службин ертӳçи тата службăн территорири органĕ палăртаççĕ. Предприятире чылай вăхăт лару-тăру лăпкă тăнине кура ĕçпе тивĕçтерекен хăрушлăх категорийĕнчен тухма заявлени çырать. Çулсерен çак тĕллевпе реестр йĕркелетпĕр. Ăна çулталăк пуçламăшĕнче çирĕплететпĕр.

— Ыйтусем хăш отрасльте ытларах тата вĕсене чакарас тĕллевпе мĕнле ĕçсем туса ирттеретĕр?

— Производствăра çын вилни е суранланни,шел те, часчасах пулать. Калăпăр, кăçалхи 10 уйăхра кăна инкексен шучĕ 13% ӳснĕ. Сăмахран, пĕлтĕр, çак тапхăрта 30 инкек пулнă, кăçал — 34. Çав хушăрах вилекенсен шучĕ чакнă. Пĕлтĕр 8 çын пурнăçран уйрăлнă, кăçал — 4, йывăр суранланнисем вара 29 çын. Ытларах строительствăра ĕçлекенсем шар кураççĕ. Унта ку кăтарту икĕ хут ӳснĕ. Кăçал çак отрасльте 11 инкеке регистрациленĕ: пĕр çын вилнĕ, 10 çын йывăр суранланнă. Çак шутра ĕçпе тивĕçтерекенпе ĕçлекен хушшинче килĕшӳ туман тĕслĕхсем те пур. Кăçалхи утă уйăхĕнче, сăмахран, Богдан Хмельницкий урамĕнчи нумай хутлă çурт строительствине пурнăçланă чухне рабочи ӳкнĕ. Тепĕр тĕслĕх Çĕнĕ Шупашкарта пулнă. Мунча юсанă чухне хĕрарăм çӳлтен ӳксе суранланнă. Икĕ тĕслĕхре те ĕçпе тивĕçтерекенпе килĕшӳ çырман. Паянхи кун патшалăх ĕçре пурнăçран уйрăлнисен тăванĕсене 2 миллион тенкĕ таран компенсаци тӳлет. Унччен тӳлеве илме çывăх тăванĕсен суда çитме тивнĕ, халĕ ку ыйтупа хамăр тĕллĕнех ĕçлеме пултаратпăр. Компенсацие темиçе çул иртсен те илме пулать. Суранланнисене те пулăшу килет: сиплев, реабилитаци, кирлĕ хатĕрсем...

— Сăлтавсем еплерех?

— Инкексен тĕп сăлтавĕ — ĕçе пурнăçланă чухне харпăр хăй хӳтĕлев хатĕрĕсемпе усă курманни, ĕç вырăнне хăрушлăхран сыхланмалла йĕркелеменни тата ытти те. Сăмахран, 2021 çулта çурт тăррине улăштарнă чухне республикăра 4 çын ӳкнĕччĕ. Нихăшĕ те страхлав тросĕпе çыхăнман. Çавăн пекех шалти йĕркене пăхăнманни куçкĕрет. Тепĕр чухне ĕçпе тивĕçтерекен укçа перекетлес тесе ĕçлекенсене хӳтĕлев хатĕрĕсемпе тивĕçтересси пирки шухăшламасть. Ку енĕпе пысăк предприятисенче çивĕчлĕх çук, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх вара ку енĕпе хăрушсăрлăх çине алă сулать. Каламалла, хальхи вăхăтра предприятисен хӳтĕлев хатĕрĕсемпе тивĕçтерме янă тăкакĕсене Социаллă фонд саплаштарать. Тепĕр сăлтав — ĕçе ӳсĕрле пуçăнни. Кун пек чухне çынна тӳрех ĕçрен хăтармалла, объекта кĕртмелле мар. Ятарлă комисси тĕпчев ирттерет. Тепĕр чухне ĕçпе тивĕçтерекен инкек пулни пирки пĕлтермест, суранланнă çынпа калаçса татăлать. Анчах вăхăт иртнĕçемĕн шар тӳснĕскер Патшалăх инспекцине пулăшу ыйтма килет. Паллах, вăхăт енчен чару çук. Практикăра 1970 çулта колхозра суранланнипе çыхăннă лару-тăрăва тишкерни те пулнă. Медицина организацийĕсем те информаципе тивĕçтереççĕ. Кунта Социаллă фонд тата профсоюз ĕçченĕсене явăçтаратпăр, кăтартусемпе паллаштаратпăр. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.