Хыпар 132 (28011) № 22.11.2022
Хăмла пахчи каш кашлать
Етĕрне районĕнчи «Выльский» ял хуçалăх производство кооперативĕ республикăри ял хуçалăх организацийĕсен хушшинче чи нумай хăмла пухса кĕртсе тата кашни гектартан вăтамран чи пысăк тухăç илсе кăçалхи экономика ăмăртăвĕнче çĕнтернĕ. Çак çитĕнÿ патне мĕнле çитни çинчен ЯХПК председателĕ Владимир Бобров каласа кăтартрĕ.
— 16 гектартан 39,261 тонна типĕ хăмла туса илтĕмĕр, кашнинчен вăтамран 24,5 центнер тухрĕ. Иртнĕ виçĕ çулта лаптăка 2-шер гектар хушрăмăр, çуллен 20-шер центнер ытла пухса кĕртрĕмĕр. Халĕ мĕн пур лаптăк пучах кăларать. Республикипе кăçал кашни гектартан 16,7 центнер пуçтарса илнĕ. 2020 çулта пирĕн тухăç 37 центнерпа танлашнăччĕ. 2021 тата 2022 çулсенчи вегетаци тапхăрĕнче çĕре нÿрĕк çителĕклĕ ÿкменрен ун чухлех параймарĕ.
— 37-шер центнер пухса кĕртме мĕн кирлĕ?
— Тухăçа çав шая çитерес тесен агротехнологие çирĕп пăхăнмалла. Пучаха татмалли çĕнĕ комбайн çитмест. 40 çул усă курнипе кăçал та ĕçлеме тиврĕ. Хăвачĕ пĕчĕкрен пултранки-çулçипе пĕрле пучахне те каяша кăларать — çухату тÿсетпĕр. Лаптăка пысăклатма палăртрăмăр. Мĕншĕн тесен хăмла аван тупăш парать. Ăна шăваракан агрегат туянма ĕмĕтленетпĕр. Ку меслетпе чикĕ леш енче усă кураççĕ. Агрегат туянса курнă тăкакăн пĕр пайне саплаштарма республика программипе субсиди параççĕ, çавăнпа туянас тетпĕр.
— Европăри çĕршывсем Раççее сутма пăрахнăранпа хăмла хакланчĕ-и?
— Хак инфляцин çулталăкри ÿсĕмĕ чухлĕ кăна ÿсрĕ. Заводсене вĕсенчен туянма чарман, Казахстан, ытти патшалăх урлă илеççĕ. Çĕршывра хак тĕнчеринчен нумай уйрăлса тăмасть. Хăмла туса илекен патшалăхсенче хак хăпарсан Раççейре те ÿсет, вĕсенче ÿксен çĕршывра та чакать. Ют патшалăхсенчен илсе килме чарсан сăра тăвакан заводсем продукци кăларма чарăнаççĕ. Хальлĕхе Раççей хăмлаçисем вĕсене кирлĕ чĕр таварăн пĕр пайĕпе кăна тивĕçтерееççĕ.
— Заводсене «симĕс ылтăн» мĕнле йĕркепе сутатăр?
— Вĕсемпе çĕнĕ тухăçчен çулталăк маларах килĕшÿ çирĕплететпĕр, типĕ те техĕмлĕ продукцие ыйтнă чухлĕ парса яратпăр. Кăçал кашни килограмĕ 600 тенкĕ ытла ларчĕ. Ку йĕркепе ĕçлеме вунă çул каялла пуçларăмăр. Вăл производствăна тупăшлă йĕркелеме май парать. Рынок экономикинче унсăр малалла каяймăн. Эпĕ хуçалăхра 1992 çулта ĕçлеме пуçласан пухса кĕртнине те сутаймастăмăр, складра выртса пахалăхĕ чакатчĕ, кайран заводсем туянмастчĕç. Хăмларан гранула тумастпăр, çавăнпа хуçалăхра нумай упраймастпăр. 2012 çултанпа кооперативра типĕ хăмла килĕшÿре пăхса хăварнă вăхăтра çеç выртать. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
«Кашни инкек – халь те куç умĕнче»
ПНОн Генассамблейи чÿк уйăхĕн виççĕмĕш вырсарникунĕ ДТПсенче вилнисене асăнмалли кун тесе йышăннă. Кăçал вăл чÿк уйăхĕн 20-мĕшне лекрĕ. Çак кун умĕн Çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕ «21-ДТПсăр» акци йĕркеленĕ.
Вырăнтан пăрахса тараççĕ
Тунтикун пуçланнă акци программи анлă пулнă. Çулсем çинчи хăрушсăрлăх кашни çынна пырса тивнине кура ПАИ ку ĕçе обществăн пысăк йышне явăçтарас тĕллев тытнă. ÇÇХПИ управленийĕнче эстрада артисчĕсене, блогерсене, шоуменсене, журналистсене пухни те — çак ĕçĕн пĕр пайĕ. Хăнасемпе управлени пуçлăхĕ Владимир Романов курнăçрĕ — усăллă та интереслĕ калаçу пулчĕ.
Паллах, статистикăсăр май çук. Владимир Геннадьевич каланă тăрăх, юлашки çулсенче республикăра çулсем çинче вилекенсен шучĕ чакса пынă. Калăпăр, 2010 çулта 300 çын пурнăçĕ татăлнă пулсан 2021 çулта хурлăхлă кăтарту 124-па танлашнă. Шел те, кăçал ĕç-пуç çивĕч. Ку, паллах, çулсем хăрушсăрлăха тивĕçтерменнинчен те килет. Халĕ регион урлă иртекен М-12 автомагистраль строительстви пырать — вăл 2024 çулта вĕçленмелле. Анчах ăна хута яни тÿрех республика пĕлтерĕшлĕ çулсене йĕркене кĕртме хистет: Мускава, ытти хулана каякансем М-12 çине туртăнма пуçласан магистраль çине тухакан çулсем çинче транспорт нумайланĕ — эппин, вĕсене йĕркене кĕртмелле.
Кăçал çуран çынсене таптанă тĕслĕх чылай — кăрлач-юпа уйăхĕсенче 27 çын вилнĕ, 234 çын суранланнă. Хуласенче унашкалли çынсем çул урлă каçмалли вырăнсенче час-часах пулать, ял-хула тулашĕнче — çул хĕрринче. Çуран çынсем фара çутине каялла яракан элементсемпе усă курмаççĕ — тĕттĕмре курăнмаççĕ. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Чĕр чуна ветеринартан пытармалла мар
Чĕр чунсен хăш чирĕсем регионшăн хăрушă, хăшĕсем çынна ерме пултараççĕ? Хăйсен çăмăлах мар тивĕçĕсемпе ветеринарсем мĕнле пурнăçласа пыраççĕ? Çак ыйтусем тавра республикăри патшалăх ветеринари службин ертÿçипе Константин Викторовпа калаçрăмăр.
— Константин Вячеславович, выльăх чирчĕрĕ тĕлĕшпе республикăри паянхи лару-тăрăва епле хаклатăр?
— Лайăх теме пулать. Çапах эпир кунпа лăпланса пурăнмастпăр, вĕçĕмех сыхă тăратпăр. Лару-тăру тĕрлĕ сăлтава кура пĕрмаях улшăнса тăрать. Сăмахран, тулашран продукци кÿрсе килекен поставщиксене пула та. Вĕсен хушшинче тÿрĕ кăмăллах маррисем те пур. Ун пеккисен пĕрремĕш вырăнта — тупăш илесси, кÿрсе килекен тавар пахалăхне пăхмаççĕ. Кĕркунне те, кайăксем кăнтăра вĕçнĕ тапхăрта, асăрхануллă пултăмăр. Çулталăк пуçланнăранпа 4 çĕрте /1 тискер, 3-шĕ килти чĕр чунсем/ урнă чир тупса палăртнă. Хальхи вăхăтра ун пекки — 2 тĕслĕх: Канаш тата Шупашкар районĕсенче. Ку чире саракансем ытларах чухне — тилĕсем. Вĕсем ялсене килеççĕ те килти йытăсемпе хутшăнаççĕ. Эпир тупса палăртнă Канаш районĕнчи тĕслĕхре те çавнашкалах пулнă. Кил хуçисем ветеринара кун пирки вăхăтра пĕлтермен, прививка тутарман. Пĕр уйăхран тин «хĕрÿ лини» номерĕпе йытă чирлени пирки шăнкăравласа каланă. Вырăна çитсен специалист йытă урнă чир ертнине палăртнă. Чĕр чуна çăлма май килмен, темиçе кунран вăл вилнĕ. Хуçисене вара медучреждение кайса тĕрĕсленме сĕннĕ. Хаçат вулаканĕсене çакна калас килет: картише тилĕ килнине курсанах ветеринара пĕлтермелле. Килти чĕр чунсене кашни çулах урнă чиртен прививка тутармалла. Ветеринар килсен вĕсене пытармалла мар, миçе пуç пурăннине тĕрĕс пĕлтермелле. Урнă чир йытă-кушака та, ĕне-сурăха та ерме пултарать. Кунсăр пуçне ветеринар выльăха ытти чир ернипе ерменнине тĕрĕслемешкĕн юн илет, вакцинацилет. <...>
Алина ИЛЬИНА.
♦ ♦ ♦
«Амăшĕн сăмаха та суйласа каламалла»
Ачасене воспитани панă май мĕн шута илмелле?
«Ача нихăçан та ытлашши пулмасть», — терĕ тăватă хĕрпе икĕ ывăл ÿстерекен Марина. Шупашкарта пурăнакан Андреевсен асли — 11 çулта, кĕçĕнни — 10 уйăхра.
«Пĕчĕк чухне никамах та нумай ача çуратасси пирки шухăшламасть пулĕ. Чылайăшĕн, ахăртнех, хăвăртрах ÿсес, тĕнче курса çÿрес килет. Вăхăт иртнĕ май çапах та шухăшсем улшăнаççĕ. Çул çÿревсем вĕçленеççĕ... Çемье ăшши тата ачасен юратăвĕ вара ĕмĕрлĕх», — терĕ Марина. Вăл хăй те йышлă çемьере çитĕннĕ. Ашшĕпе амăшĕн вĕсем — тăватă хĕр. Çавна май хăй те виçĕ ачаран кая çуратас çуккине малтанах пĕлсе тăнă. «Ыттисем вара — Турă панисем. Çакăн пек парнене мĕнле хирĕçлĕн? Йышăнмаллах», — терĕ çамрăк амăшĕ.
Пулас мăшăрĕпе Марина тăван ялĕнче — Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шĕнерпуçĕнче — паллашнă. Дмитрий унта кукашшĕпе кукамăшĕ патне пырса çÿренĕ. Виçĕ çул туслă çÿренĕ хыççăн çемье çавăрнă. Çулталăкран çут тĕнчене Полина килнĕ. Унтан Вика, Глеб, Катя, Агнесса, Сережа çуралнă...
«Иккĕшне студент çулĕсенче çуратрăм. Пĕр вăхăтрах вĕренме тата ача пăхма çăмăл мар паллах. Хуняма нумай пулăшрĕ. Вăл кашни кун килетчĕ. «Хăвăн ушкăнрах вĕрен, тăрса ан юл», — тетчĕ. Хамăн анне те, аппапа йăмăксем те яланах юнашар пулнă. Халĕ те канмалли кунсенче пирĕн патра час-часах пулаççĕ. Ачасем кĕçĕн йăмăка Юльăна уйрăмах чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Хĕрĕмсемпе ывăлăмсем ÿссех пыраççĕ. Иккĕшĕ — шкула, виççĕшĕ садике каяççĕ. Кĕçĕнни — хампа юнашар», — каласа кăтартрĕ Марина.
Шел те, ашшĕпе вăхăт сахал ирттерни пирки пăшăрханса калаçрĕ Марина. Ачасем те тунсăхлаççĕ. Дмитрий яланах ĕçре. Çулла унăн пушă вăхăт пушшех çук. «Çемьере йыш хушăннă май арçыннăн яваплăхĕ те ÿсет. Вăл пурин те пурнăçĕ хăтлă, çителĕклĕ пултăр тесе тăрăшать. Дмитрий — лайăх ашшĕ, лайăх мăшăр. <...>
Валентина БАГАДЕРОВА.
♦ ♦ ♦
«Турă парсан пиллĕкмĕшне те çуратăпăр»
«Эпĕ ĕçлеме питĕ юрататăп. Пĕр ĕçе те тиркеместĕп. Ялта тĕпленсе пурăнас тесен арçыннăн темĕн тума та пĕлмелле», — тет Патăрьел районĕнчи Ишлĕри Родион Родионов. Родион Геннадьевичпа тата унăн çемйипе ăнсăртран паллашма тÿр килчĕ.
Пĕлтĕр Люля тăрăхне хура çырла татма кайсан машина путса ларнăччĕ. Çумăр тин кăна çуса иртнĕ хыççăн кÿлленчĕксенче шыв типменччĕ. Чипер пынă çĕртех машинăна пĕчĕк çырма еннелле туртса кĕрсе кайрĕ… «Тимĕр урхамах» пĕр вырăна ларчĕ, малалла та, каялла та каяймасть. Эпир аппаланнă вăхăтра темиçе машина та иртсе кайрĕ. Пĕри те чарăнмарĕ. «Мĕн тумалла? Трактор тавраш çук ĕнтĕ кунта», — тесе шухăшланă вăхăтра пирĕн тĕле çăмăл машина çитсе чарăнчĕ. «Пулăшу кирлĕ-и?» — ыйтрĕ çамрăк арçын. Хурав кĕтсе иличченех пирĕн «тимĕр урхамаха» пăхса çаврăнчĕ, хăйĕн машинине ларчĕ те каялла вĕçтерчĕ. Çамрăк арăмĕпе виçĕ ачи те пĕрлехчĕ. Çемье вăрманти кÿлле шыва кĕме каймашкăн тухнă иккен… Темиçе минутран пăхатпăр та — палланă машина каялла вĕçтерсе çитрĕ. Çамрăк арçын багажникрен хăма татăкĕсем кăларса кустăрма айне хучĕ. Ÿркенменскер вĕсене илме килнех çитсе килнĕ. «Хам та «Газельпе» çÿренĕ чухне çул çинче нуша пайтах курнă. Çул çÿрекене пулăшмалла», — терĕ Родион. Хăмасем хунă хыççăн вăл пирĕн машинăна хăйĕн транспортĕнчен çаклатса туртса кăларчĕ…
Унтанпа çулталăк иртрĕ. Родионовсен çемйине тепĕр «çĕнĕ кайăк» вĕçсе килнĕ. Телейлĕ ашшĕпе амăшĕ ăна Александр ят хунă. «Эпĕ 1991 çулта Ишлĕре çуралнă. Пилĕк ачаллă çемьере çитĕннĕ. Эпĕ — кĕçĕнни. Анне Матрена Петровна Ишлĕ Шетмĕ ферминче чылай çул дояркăра ĕçленĕ. Халĕ — тивĕçлĕ канура. Атте Геннадий Петрович скотникре тăрăшнă. Вăл та пенсире ĕнтĕ. Аттепе анне иккĕшех пурăнаççĕ. Аппапа Татьянăпа тете Петр хăйсен телейне Нефтеюганскра тупрĕç. Эпир, вĕсен хыççăнхисем, ав тăван ялтах», — каласа кăтартрĕ Родион Геннадьевич хăйĕнпе тĕплĕнрех паллаштарма ыйтсан. <...>
Роза ВЛАСОВА.
♦ ♦ ♦
Ÿкернĕ чухне йывăрлăхсене манать
Ача кĕтнĕ чухне Татьянăн куç вăйĕ чакса пынă, кăштахран вăл курми пулнине сиснĕ. Кăкăрĕ айĕнче иккĕмĕш пепки аталаннă ун чухне. Çав тапхăрччен аван курнă, ку тĕлĕшпе сывлăха нихăçан та шалăп паман, куçлăх тăхăнса курман.
Ача пăхас вырăнне — операцие
Тухтăрсем палăртнă тăрăх, 1-мĕш типлă сахăр чирĕ те куçа начар витĕм кÿме пултарнă. 20 çул инсулинпа пурăнать вăл. Кайран, çăмăлланнă хыççăн, ача пăхса савăнса пурăнас вырăнне çине-çине, пурĕ 14 хутчен, операци чăтса ирттерме тивнĕ унăн. Куç вăйне упраса хăварас тесе тухтăрсем йăлтах тунă. Хăраххине сиплеме май килмен — вăл курма пăрахнă, тепри çывăхран кăна кăштах курать. «Ача пĕчĕк чухне пурте пулăшрĕç: упăшка, анне, хуняма… Операци хыççăн 3 килограмран ытлашши йăтма юрамастчĕ. Пепке ÿснĕ май йывăрланса пычĕ. Тухтăрсем кăкăр та çитерме чарчĕç», — аса илчĕ 1-мĕш ушкăн инваличĕ.
Малтанхи вăхăтра çамрăк хĕрарăм нумай куççуль тăкнă. Анчах икĕ ача амăшĕ, упăшкаллă хĕрарăм хăйне хĕрхенсе алă усса ларайĕ-и? Чирне йышăнса пурăнма хăнăхмашкăн тивнĕ унăн. Килти ĕçсене хăйĕнчен сирмен. Хваттерте ăçта мĕн выртнине пĕлет те — ку уншăн йывăрах мар.
«Эсĕ пĕртте суккăр пек курăнмастăн», — пурте çапла калаççĕ ăна. Таня — кăвак куçлă хитре хĕрарăм. Куç кăлтăкĕ палăрмасть те — хăй каламасан унăн нуши пирки никам та пĕлеймĕ. Çавна пулах тĕрлĕ лару-тăрăва лекет вăл. Пĕррехинче тĕттĕмлениччен киле çитсе ĕлкĕреймен те чутах çухалса кайман. Троллейбус номерне курманнипе ăçта лармаллине пĕлмен. Çывăхарах пырса пăхнă çĕре транспорт тапранса кайнă. Çавăн пек самантсенче çынсенчен пулăшу ыйтать. Анчах вĕсем те — тĕрлĕрен. Уйрăмах лавккасенче кăнттаммисене тĕл пулать. Тавар хакне курманран сутуçăран ыйтсан пĕрре мар сиввĕн хуравланине илтнĕ. Пасарта та кун пекки пулнă. Хак çырнă хута çывăхран пырса пăхнăскере сутуçă: «Мĕн шăршласа çÿретĕн?» — тесе кÿрентернĕ. Кун хыççăн унăн кăмăлĕ хуçăлать, йĕрес патнех çитет. Паллах, ырă çын та унăн тĕлне нумай лекет. Вĕсем пулăшма, ăнлантарма тăрăшаççĕ. <...>
Алина ИЛЬИНА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас