Хыпар 132-133 (28160-28161) № 24.11.2023
«Ача – Турă панă хаклă парне»
Çут тĕнчене килекен кашни пепкине çапла йышăнаççĕ Çĕмĕрле хулинче пурăнакан Марийăпа Иван Кудрявцевсем. Мăшăр 11 ача — 7 ывăл та 4 хĕр — çитĕнтерет.
— Малтанласа, паллах, йывăртарахчĕ. Ачасене кашни самантра тимлĕх кирлĕ, — аса илчĕ Мария Николаевна. — Ӳснĕ май хăйсем тĕллĕн çӳреме пуçларĕç. Аслисем кĕçĕннисене пăхаççĕ, мана та хуçалăхра пулăшаççĕ.
Ачисем çитĕннĕ май çемье те йышланса пынă. Пĕрин хыççăн тепри Андрей, Вика, Настя, Данил… çут тĕнчене килнĕ. Хальхи вăхăтра Кудрявцевсен чи кĕçĕнни Тимофей — вунă уйăхра. Марийăпа Иван 2003 çулта çемье çавăрнă. Вĕсем Пăрачкаври шкул интернатра вĕреннĕ чухне паллашса туслашнă. Пĕрле пурăнма пуçланă вăхăтра çамрăк çемьене çăмăлах килмен. Укçа-тенкĕ ыйтăвне те хăйсен татса пама, кулленхи ĕçсене тума тивнĕ. Ачасене пăхма та хăйсене кăна шанмалла пулнă.
Кудрявцевсем пысăк çемье тăвасси пирки малтанах шухăшланă.
— Ачасем — Турă паракан парне. Çемьеленсе пурăнма пуçласан мăшăрпа Турă пиллекен кашни чуна хапăл туса йышăнма калаçса татăлтăмăр, — терĕ Мария Николаевна. — Анне пуласси, чăннипех те, телей, савăнăç. Анчах çав вăхăтрах явааплăх та. Чăтăмлăх, тӳсĕмлĕх самай кирлĕ.
Мария ачисене юратупа тата чун ăшшипе çупăрланисĕр пуçне вĕсемшĕн пур енĕпе те тĕслĕх пулма тăрăшать.
— Пирĕн анне ырă кăмăллă, ĕçчен, сăпайлă. Нихăçан та сасă хăпартса калаçмасть. Анчах ачасем вăл каланине яланах илтеççĕ тата итлеççĕ, — калаçăва хутшăнчĕ кил хуçи Иван Анатольевич.
Мария Николаевна тĕпренчĕкĕсен чун-чĕринче ырă туйăмсем вăратма ăнтăлать, çумри çынсене хисеплеме вĕрентет, обществăшăн усăллă пулма хăнăхтарать. Çавна май йышлă кил-çуртра ӳсекен ачасемшĕн пĕр-пĕрне хисеплесси, ырă тăвасси пĕчĕкрен çирĕп йăла пулса пырать.
— Эпир вĕсене пĕр-пĕринпе туслă пурăнмалли пирки час-часах асăрхаттаратпăр, — терĕç Марийăпа Иван. — Пирĕн шухăшпа, ашшĕамăшĕн ачисемшĕн тус-юлташ та пулмалла. Ачасен çемье тĕрек пулнине туймалла, килтисем кирек хăçан та пулăшма пултарнине пĕлсе тăмалла.
Кудрявцевсем Çĕмĕрле хулинче уйрăм çуртра пурăнаççĕ, хуçалăх тытаççĕ, пахчара тĕрлĕ çимĕç çитĕнтереççĕ. Иван Анатольевич строительство сферинче ĕçлет. Мăшăрне хуçалăхра пулăшать, ачисене те ĕç патне туртăнма хăнăхтарать.
Мария Николаевна кил ăшшине упрассишĕн, кил-çурта хăтлăх кĕртессишĕн яваплă. Кĕçĕннисене воспитани парасси те, тĕпрен илсен, ун çинче. Аслисем шкулта пулнă вăхăтра пĕчĕккисен пултарулăхне тупса палăртма, ăсталăхне çирĕплетме, кăсăкланăвĕсене аталантарса пыма тăрăшать. Пĕчĕккисем, Мария Николаевна каланă тăрăх, конструктор пуçтарма, ӳкерме, вулама юратаççĕ. Шкул ӳсĕмĕнчисем пĕлӳ çуртĕнче тата хулара иртекен мероприятисене, ăмăртусене, олимпиадăсене хастар хутшăнаççĕ, тĕрлĕ наградăна тивĕçеççĕ. Çемье общество пурнăçĕнче те хастар. Кудрявцевсем виçĕ çул каялла «Çулталăк çемйи» конкурсăн муниципалитет тапхăрĕнчи тупăшăвĕн «Социаллă яваплăхлă çемье» номинаци çĕнтерӳçи те пулнă. Çĕмĕрле хулинче иртекен ытти мероприятире те вĕсене час-часах курма пулать. Пушă вăхăта çапла ирттерни ачисемшĕн те, хăйсемшĕн те усăллине çирĕплетеççĕ вĕсем. «Иванпа Мария — питĕ маттур çынсем», — теççĕ Çĕмĕрле хулинче Кудрявцевсене пĕлекенсем. «Иванпа пĕрле ĕçлетпĕр, — терĕ тепĕр пĕлĕшĕ. — Питĕ яваплă, тӳрĕ кăмăллă, ĕçчен. Çемье туслă. Ывăлĕсемпе хĕрĕсем те лайăх, тăрăшуллă. Пĕр ачана ӳстерме мĕн чухлĕ чăтăмлăх кирлĕ те… Вĕсем вун пĕр ачана ура çине тăратма вăй тупни, чăннипех те, тĕлĕнтерет». Кудрявцевсем пирки çакăн пек каланă сăмахсем пушă мар. Акă вĕсен аслă ывăлĕ Андрей — питĕ хастар çамрăк. Вăл хальхи вăхăтра Тăван çĕршыва хӳтĕлет. Çара кайиччен вара Çамрăк гвардин Çĕмĕрле хулинчи уйрăмне ертсе пынă. Ятарлă çар операцийĕ пыракан территорие вăл хăйĕн ирĕкĕпе кайнă. Донбасра темиçе хутчен волонтер пек пулнă, Запорожье тата Харьков облаçĕсенче пурăнакансене гуманитари пулăшăвĕпе тивĕçтерекен центрта ĕçленĕ. — Ывăл ятарлă çар операцине каясси çинчен пĕлтерсен чун пăлханчĕ паллах. Амăшĕн чĕри кун пек чухне епле лăпкă пулайтăр-ха? Анчах ăна хирĕçлемерĕмĕр. Вăл çапах та çитĕннĕ çын. Хăйĕн ĕçĕсемшĕн хăй явап тытма пултарать, — терĕ Мария Николаевна. — Пăшăрханмасăр пĕр кун та иртмен ĕнтĕ. Телефонпа калаçнă хыççăн вăхăтлăха лăпланаттăмăр. Купянск хулинче Андрей Чăваш Енрен кайнă ытти волонтерпа пĕрле çурла уйăхĕнче ĕçленĕ. Вĕсем ку тăрăхра пурăнакансене апат-çимĕçпе, куллен кирлĕ ытти япалапа, эмелсемпе тивĕçтернĕ. Çавăн пекех çамрăк гвардеецсем малти линие çывăх вырнаçнă ялта пурăнакан çыннисене те пулăшма кайнă. Унти 500 ытла çын патне апат-çимĕç илсе çитернĕ. <...>
Валентина БАГАДЕРОВА.
♦ ♦ ♦
Туристсене кĕтсе «урхамахсем тăраç тăпăртатса»
«Пирĕн тăрăхра туристсем валли çĕнĕ тата тепĕр база пулĕ. Ăна Марат Валеевăн фермер хуçалăхĕ тăвĕ», — пĕлтерет Патăрьел округĕн администрацийĕ хăйĕн официаллă сайтĕнче. «Агротуризм» грантпа усă курса ял туризмне аталантарас тĕллевлĕ проект çинчен тĕплĕнрех Марат Миннереисовичран хăйĕнчен ыйтса пĕлтĕмĕр. Паллах, фермерăн кулленхи ĕçĕпе те паллашрăмăр.
32 çулти Марат Валеев фермер ĕçне тăватă çул каялла пуçăннă. Юридици енĕпе аслă пĕлӳллĕ, экономика енĕпе те вĕреннĕ — хресченĕн çăмăл мар ĕçне явăçмасса та пултарнă пек... «Право хуралĕн органĕсенче те — полицире — ĕçлесе пăхрăм. Çук, чун ялах туртрĕ», — тет вăл. Аслă пĕлӳ пуррине пăхмасăр кăçал «Фермер шкулĕнче» те вĕреннĕ — «Ял туризмĕ» çул-йĕрпе пĕлӳ илнĕ. Ашшĕ хăй вăхăтĕнче хуçалăхра тĕп агроном пулнă та — ывăлĕ çĕр ĕçне хисеплени çакăнпа та çыхăннă ĕнтĕ. Лашасене юратасси те — ачаран. Ялта çитĕннĕ арçынсенчен ача чухне лаша утланманни сайра-тăр. Ушкăнпа лаша шыва кĕртме кайни, сиккипе чуптарса пĕр-пĕринпе ăмăртни халĕ те куç умĕнчех. Ӳкнĕ те пуль, ыраттарнă та — аптраман... Шел, çакнашкал ӳкерчĕке паян Чăваш Енри ялсенче кураймăн. Тĕрĕссипе, çĕр-çĕр çул хресченĕн тĕп пулăшуçи шутланнă çак выльăх паян пирĕн ялсенче юлманпа пĕрех. Лаша вăйĕ халĕ йăлтах техникăна куçнă — трактор-машина капочĕ айĕнче... Ял хуçалăх предприятийĕсем, фермер хуçалăхĕсем кăна мар, уйрăм çынсем те пĕтĕм ĕçе техникăпа усă курса пурнăçлаççĕ. Çĕр улми лартма, йăран хушшине çырма та пулин лаша кирлĕччĕ — суха пуç турти хушшине ăна тăрататтăмăр. Халĕ çакă та манăçрĕ — çĕр улмин анинче те лашана мотоблок улăштарчĕ. Сĕлĕ-утă ыйтмасть, айне куллен тасатмалла мар... Патăрьел округĕнчи Шăнкăртамра лаша, телее, манăçман-ха — пур. Çав шутра Марат Валеев урхамахĕсем — вăл шăпах лаша ĕрчетет. Паян витере — 17 чун. Ашлăх çитĕнтернисĕр пуçне лашасене çынсене ярăнма, фотосессисем валли парать — шăпах çак çул-йĕре хайхи грант проектне тӳрре кăларса вăйлатасшăн. Гранта 2023 çулта Раççей Ял хуçалăх министерстви уйăрнă хушма укçа шучĕпе параççĕ. Проектăн пĕтĕмĕшле хакĕ 10,8 миллион тенкĕпе танлашать. Патшалăх грант шучĕпе 8,1 миллион тенкĕ уйăрать, ыттине конкурс суйлавĕн условийĕсемпе килĕшӳллĕн фермер хăй хывать. — Плансем пысăк, — хавхаланса калаçрĕ Марат Миннереисович. — Хăна çурчĕсем, мунчасем, беседкăсем пулмалла. Ачасем валли вăйă площадкисем йĕркелемелле. Экологи сукмакĕсем хывасшăн. Туристсене лаша утланса çӳреме вĕрентесшĕн, юлан утçăсем валли уçăлса çӳремелли маршрутсем йĕркелесшĕн тата ытти те. Раççей Ял хуçалăх министерстви грант укçине çулталăк вĕçленичченех куçарчĕ тĕк фермер туризм базин строительствине кăçалах пуçарма хатĕр. Ĕçе вăраха ямасăр пуçарсан вăл çитес çулхи авăн-юпа уйăхĕсенче пирвайхи туристсене йышăнма май пуласса шанать. Проекта пурнăçламашкăн никĕс лайăх. Лашасем пур, çĕр лаптăкĕ анлă — 20 гектар. Унта кăçал çуркунне пĕве те тунă — пулă ĕрчетесшĕн. Паллах, çакă та туристсене илĕртме кирлĕ: вăлтапа ларасси нумайнумай çыншăн чун киленĕçĕ вĕт — пулă тытма килччĕр, пулă шӳрпипе сăйланччăр. Лаша тенĕрен, унпа кăсăкланакан йышлă пулĕ-ши? Шупашкар округĕнче паллă «Заимка» база пур-ха. Пĕрре мар сăнанă: халăх, уйрăмах ача-пăча, черет тăрса лашапа ярăнать. Анчах унта тĕп хула çывăх. Патăрьел тăрăхĕнче ун чухлĕ çын çук — бизнес тупăш кӳрĕ-и? Манăн иккĕленĕве Марат Миннереисович татăклăн сирчĕ: — Çынсем паян инçе тесе пăхса тăмаççĕ: транспорт чупать — кирлĕ çĕре наччасрах илсе çитерет. Çавăнпа эпĕ пирĕн Шăнкăртамри базăна Патăрьел тăрăхĕнче пурăнакансем кăна мар, çывăхри округсемпе хуласенчен те халăх йышлăн килессе шанатăп. Канаш та — пирĕнтен 50 километрта кăна. Тепĕр енчен, Шăнкăртамрах 6 пин çын пурăнать. Райцентрта — тата çавăн чухлĕ. Ачасемпе ĕçлени, фермер шучĕпе, паян уйрăмах пĕлтерĕшлĕ: «Вĕсем валли ялсенче, тĕрĕссипе, нимĕнех те çук вĕт. Ирхине машинăпа шкула леçетпĕр, уроксем хыççăн илсе килетпĕр — урăх нимĕн те курмаççĕ. Телефонĕсене алăран ямаççĕ, компьютер умĕнчен каймаççĕ. Ялта пурăнса лаша утланса курман ача та пайтах!» Ачасем валлиех турбазăра зоопарк йĕркелес ĕмĕт те пур. Этнопарк та пултăр — халăх йăли-йĕркипе паллашмалли майсем те туристсене килĕшмелле. Лашасемпе иппотерапи тĕллевĕпе усă курассине те шута илнĕ. Иппотерапи сиплевĕн майĕсем анлă: лаша утланса çӳрени шăмăпа мышцăсен, неврологи чирĕсенчен, ытти енĕпе пулăшать — психикăна ырă витĕм кӳни таранах. Шел те, унашкал пулăшу кирлĕ çын нумай, анчах лашапа çывăх пулмалли майсем пурин те çук. Марат Валеев проекчĕ иппотерапипе усă курмалли майсене анлăлатма хатĕр — Шăнкăртамра çакнашкал пулăшу та йĕркелĕç. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
«Агроклассем йĕркелени – çав тери пĕлтерĕшлĕ пулăм»
Ăçта çуралнă, çавăнта кирлĕ пулнă. Çак сăмахсене Комсомольски округĕнчи Çĕнĕ Сĕнтĕр ялĕнче çуралса ӳснĕ, «Родина» хресчен-фермер хуçалăхне ертсе пыракан Анатолий Потемкин çинчен те калама пулать. Анатолий Егорович Каçал тăрăхĕнчи чи пултаруллă та чи хисеплĕ ертӳçĕсен шутĕнче. Ял хуçалăхĕнче вăл тăватă теçетке çул ытла вăй хурать. Тыр-пул, пахча çимĕç ӳстернипе, выльăх-чĕрлĕх усранипе кăна çырлахмасть, ял аталантăр, илемлентĕр тесе çине тăрса ĕçлет.
Технологие пăхăнса ĕçлеме техника кирлĕ
Тăван тăрăхне мĕн пĕчĕкрен юратакан Анатолий Потемкин шкул хыççăн Вăрнарти совхоз-техникумра вĕреннĕ. Диплом илнĕ çамрăка Вăрмар районĕнчи Кавалти «Ленинский» совхоза ĕçлеме янă. Унта вăл агрономра вăй хунă. Кĕçех салтак аттине тăхăнма вăхăт çитнĕ. Çар хыççăн чунĕ çуралнă тăрăхне туртнă. Çавăнпах вăл Çĕнĕ Сĕнтĕрти «Россия» колхоза вырнаçнă. Малтанах, агроном вырăнĕ пушă пулманран, ăна аслă инженера илнĕ. Мал ĕмĕтлĕ, пултаруллă çамрăка икĕ çултан аслă агронома куçарнă. 1986 çулта Анатолий Егоровича «Россия» колхоз тытăмĕнче йĕркеленĕ кооперативăн председательне суйланă. «Çапла, 1986 çултанпа ертӳçĕ должноçĕнче ĕçлетĕп. Колхозне ылмаштарман, çав хуçалăхрах вăй хунă. «Россия» хыççăн «Мир» ЯХПК пулчĕ. «Мир» пайлансан «Красное Сормово» ЯХПК йĕркеленчĕ. 2006 çулта хресчен-фермер хуçалăхĕ уçрăм. «Родина» ятлă вăл. Мĕншĕн «Родина» тетĕр-и? Мĕншĕн тесен эпĕ кунта çуралса ӳснĕ. Хуçалăх 964 гектар çĕрпе усă курать. Пирĕн патра 9 çын вăй хурать. Халĕ пирĕн — 176 пуç мăйракаллă шултра выльăх. Сăвакан ĕне шучĕ — 67 пуç. Пĕлтĕр кашни ĕнерен 7500 литр сĕт суса илтĕмĕр. Кăçал 7 пин урлă каçатпăр-ха ĕнтĕ, анчах 7 пин çурах çитейместпĕр пулĕ. Юлашки çулсенчи тухăçпа кăмăллă эпир. 2020 çулта пĕрчĕллĕ культурăсем кашни гектартан 52 центнер тухнăччĕ. 2022 çулта çак кăтарту 42 центнерпа танлашрĕ. Кăçалхи кăтарту — 35 центнер. Ал-ура çавăрса ятăмăр теме пулать. Пĕтĕм ĕçе тумашкăн, технологие пăхăнса вăй хумашкăн техника кирлĕ. Çавăнпа техникăна хамăр ĕçлесе илнĕ укçапа та, кредитпа та илетпĕр. «Август» фирмăпа тачă çыхăну тытатпăр. Вĕсен препарачĕсем лайăх. Минерал удобренийĕпе нумай усă куратпăр, мĕншĕн тесен пирĕн çĕр пахалăхĕ, округри ытти ял-сала хирĕнчипе танлаштарсан, пĕчĕкрех. Кунта — вăрман çĕрĕ. Эпĕ, тĕрĕссипе, çĕре хурласшăн мар. Çав çĕр çинчех савăнса ĕçлетпĕр. Вăхăтра акатпăр, кая юлмасăр пухса кĕртетпĕр. Пахалăхлă çĕнĕ вăрлăх туянатпăр, хальхи йышши им-çам илетпĕр. Ӳсен-тăрана вăхăтра апатлантаратпăр. Хурт-кăпшанкăран, чир-чĕртен сапатпăр. Çавăнпах пирĕн уйсем таса. 2021 çулта çĕнĕ комбайн илтĕмĕр. Тăкакланă нухратăн 40 процентне патшалăх саплаштарчĕ. 2022 çулта «Кировец» трактор туянтăмăр. Субсидие вăхăтра куçарса параççĕ. ЧР Пуçлăхне Олег Николаев килнĕренпе, чăнах та, ял хуçалăх отраслĕнчи лару-тăру нумай ылмашăнчĕ. Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ĕçе лайăх йĕркелесе ертсе пырать. Комсомольски округĕн пуçлăхне Николай Раськина та ырлас килет. Малтанхи кунранпах пуçарулăхĕпе палăрать. 231 гектар çĕре пире 49 çуллăха тара пачĕç. Эпир ентешсен çĕр пайĕсемпе те усă куратпăр. Хамăр ялсем кăна мар, Луцки тата Александровка салисенче пурăнакансем те çĕрĕсене пире пачĕç. Пĕтĕмпе — 170 гектар. Уншăн вĕсене çулсеренех 300 килограмм çурхи тулă, пĕрер тюк урпа улăмĕ паратпăр», — каласа кăтартрĕ Анатолий Егорович. <...>
Роза ВЛАСОВА.
♦ ♦ ♦
Çитĕнÿ вăрттăнлăхĕ мĕнпе çыхăннă?
Комсомольски тăрăхĕнчи «Асаново» ял хуçалăх производство кооперативне кăçалхи тăхăр уйăхра ĕне выльăхран продукци илес тĕлĕшпе округра пысăк кăтартусенчен пĕринпе савăнтарнăшăн — пĕрремĕш, ял хуçалăх культурисем çитĕнтерес енĕпе лайăх кăтартусемпе палăрнăшăн — виççĕмĕш, хуçалăх производствине тухăçлă йĕркеленĕшĕн иккĕмĕш вырăнсене панă.
«Çулла чун ыратрĕ»
Малта пыракансен ретне тухнине çирĕплетекен Дипломсемпе кооператива Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунне Комсомольскинче паллă тунă уявра чысланă. Вĕсем республикăра «Асаново» производствăна тухăçлă йĕркелекен хуçалăхсенчен пĕри пулнине çирĕплетеççĕ. Кооператив çулталăка мĕнле вĕçлет-ха? 2023 çулта 2439 тонна тырă пухса кĕртнĕ, тухăç кашни гектартан вăтамран 38,7 центнер. Айлăм-тайлăмлă, хысаклă çĕрлĕ «Асановăшăн» ку — лайăх кăтарту. Унăн сăлтавĕ ăçта? Тырра тăпрари нӳрĕк хисепĕ пысăк чухне, çу уйăхĕн пĕрремĕш çурринче, акса хăварнă. Çапах механизаторсен умне чăрмав тухса тăнине палăртас килет. Кооператив çĕрĕ пĕчĕк лаптăксенчен тăрать. Калăпăр, 2022 çулта кĕрхи культура çичĕ лаптăкра 120 гектар, çав шутра чи пĕчĕккинче — 7 гектар, акма тивнĕ. Механизаторсем унта-кунта куçса çӳресен дизтопливо-бензин нумайрах пĕтет, вăрлăх ытларах варăнать, ĕç тухăçĕ пĕчĕкрех, акма вăхăт ытларах кирлĕ. «Çурхи кун çулталăк тăрантарать», — тесе ахальтен каламаççĕ, трактористсем ваттисен çав сăмахне шута илсе васкавлăрах ĕçлеççĕ. Хуçалăхăн чи пысăк лаптăкĕ 144 гектар çеç, ыттисем унран пĕчĕкрех. Çуркунне акма вăрах пулса çитекен лаптăк нумай. Путлăхсене техника тăпра кушăрхасан кĕртеççĕ. Кашни лаптăка вăрлăх варăнтарма тĕрлĕ майпа — пĕрремĕшĕнче сӳреллĕ дискаторпа, иккĕмĕшĕнче сӳреллĕ культиваторпа, виççĕмĕшĕнче икĕ хут сӳрелесе — кăпкалатаççĕ. — Çуркунне тымар таврашĕнче нӳрĕк çителĕклĕ пухăннăран калча парка шăтрĕ, — аса илчĕ Çĕрпӳри совхозтехникумра инженер-механика вĕреннĕ Александр Бахтеров. — Малтан лаптăксене опрыскивательпе кĕрсе хими им-çамĕпе çум курăка, вăрлăха сиенлекен хурт-кăпшанка пĕтертĕмĕр, калчана минерал удобренийĕпе иккĕмĕш хут апатлантартăмăр. Çак ĕçре пире специалистсем пулăшаççĕ. Вăл е ку хирте мĕнле препаратпа усă курас ыйтупа кӳршĕ хуçалăхсен ертӳçисемпе те канашлатпăр. Лайăх тухăç илме виçĕ агрегатпа лаптăксенче нӳрĕк вăхăтра тытса хăварни те пулăшрĕ. Çу тата çĕртме уйăхĕсенче сывлăш температури иртнĕ нумай çул каяллахи вăтам кăтартуран самай пĕчĕкрех пулчĕ, çавна пула нӳрĕк шăрăх пуçланиччен ӳсен-тăран тымарĕ патĕнче ытларах упранса тăчĕ, вăл культурăсене çитĕнме тата пулса çитме çитрĕ. Тата тымар шайĕнчи нӳрĕк çав уйăхĕсенчи сывлăшпа тăпрари пĕчĕк температурăна пула вăраххăнрах пăсланчĕ. Ку культурăсене каярахри шăрăха чăтса ирттерме пулăшрĕ. Çулла Асанкасси таврашĕнче çумăр пач çумарĕ пулин те çавна пула ӳсен-тăран пире лайăх тухăç пачĕ. Пытармастăп: утă уйăхĕн пуçламăшĕнче тырă хушшинче çĕр ал лаппи сарлакăш çурăлса тăсăлнине курсан чун ыратрĕ. Çӳлти патшалăхран тархасласа çумăр темиçе хут ыйтсан та çумарĕ. Йывăрлăха та пытармарĕ Чăн та, председатель кашни гектар куккурусран ешĕл курăк 212 центнер çеç тухнăшăн кăмăлсăрланни сисĕнчĕ. Уншăн ăшă çителĕклехчĕ-ха, анчах тымарне нӳрĕк сахалрах лекрĕ. Вăл пулăхлă хура тăпрана юратать. Асанкассисен вара вăрмантан темиçе ĕмĕр каялла тасатнă çĕр, гумус кунтинчен чылай ытларах тытса тăракан хура çĕрпе нумай енĕпе танлашаймасть. Çавăнпа куккурус 1,5 метр таран çеç çитĕннĕ. Александр Бахтеров, тухăçа пысăклатассишĕн вăл е ку культурăна çуркунне иртерех акса, вăрлăха маларах варăнтарассишĕн лаптăка икĕ хут сӳрелесе, выльăха çитерме тулăпа урпана хутăш акса, ытти енĕпе сăнав нумай ирттернĕскер, çырма хĕрринчи айлăма куккурус варăнтарнă, вăл 3 метр ытла çӳллĕш çитĕнсе аван тухăç панă. Асанкассисем кăçал тырăран пысăк тухăç илни кашни гектара минерал удобренийĕ вăтамран 72 килограмм ªӳсентăрана çитĕнме кирлĕ пулăхлă япалисене шутласанº парса апатлантарнипе те çыхăннă. Мĕн пур вăрлăхăн 33% — элита, 5% — иккĕмĕш категори, ытти пĕрремĕш пулнă, патшалăх çирĕплетнĕ кондицие тивĕçтернĕ. Уйрăммăн илсен, «Вакула» урпа — 52-шер, «Надежный» урпа — 44-шар, сĕлĕ — 45-шер центнер, кĕрхисем сахалрах панă, мĕншĕн тесен япăхрах хĕл каçнă. Валемсене çил-тăвăл вĕçтерсе кайнăран пăрçа тăкăнса юлнă, кашни гектартан кĕтнĕ 35 центнера илеймен, 23-шер центнер çеç пухайнă. Председатель хуçалăх умне тухса тăнă йывăрлăха та пытармарĕ. 2024 çулхи тухăç пирки шухăшласа кĕрхин вăрлăхне тата минерал удобренийĕ 1 миллион тенкĕлĕх туяннă. Ăна вăхăтра варăнтарнă, техника валли дизтопливо туянса, тракториста ĕç укçи тӳлесе самаях тăкакланнă. Çурла-авăн уйăхĕсенче çумăр çумарĕ, çавна пула кĕрхисем шăтмасăр нумай хушă выртрĕç. Кунта та кĕркунне çумăр тăпрана витерсе çусан çеç шăткаланă. — Пире кĕрхине акма план параççĕ, — терĕ Александр Николаевич. — Анчах культура ăнăçлă хĕл каçасси, çуркунне шăтса вăй илесси иккĕлентерет. Каллех тăкак курăпăр-ши? Калăпăр, элеватор кашни килограмм тырра 12 тенкĕлле йышăнсан ăна та, ыттине те саплаштарăпăр-ха. Анчах паян тырра 5 тенкĕлле çеç йышăнаççĕ. Пирĕн вара кĕлетре 1800 тонна выртать. Çав хакпах парса ярсан хуçалăх тăкак курасси паллă. Унăн хăй хаклăхĕ вара 7 тенкĕпе танлашать. Тăкак кӳрет тĕк мĕншĕн сутас? Юрать, хуçалăха патшалăх субсиди парать. 2023 çулхи тăхăр уйăхра — 10 миллион та 593 пин, çав шутра вăл-ку продукцие туса илессипе тӳррĕн çыхăнманнипе — 352695, тырă сутнăшăн — 143920, «Медведь» элита сĕлĕ, «Памяти Родиной» элита урпа туяннăшăн — 453586, вăкăр вăрлăхĕ илнĕшĕн — 156800, производствăна çĕнĕ технологи кĕртнĕшĕн тата модернизациленĕшĕн — 5 миллион та 402 пин, сĕт туса илнĕшĕн 4 миллион та 106 пин тенкĕлĕх пулăшрĕç. Патшалăх умĕнчи тивĕçе пĕр пăркаланмасăр пурнăçлатпăр: Налук инспекцине тата Социаллă фонда укçа кашни уйăхра тата вăхăтра куçаратпăр. Хуçалăх производствăн вăл е ку уйрăмĕнче пĕрмай тăкак курма тытăнсан палăртса хунă ĕç укçине те параймăпăр. Кооператива малашне те аталантарса çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме шухăшлатпăр. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
«Тĕллеврен пăрăнмалла мар: ăна пурнăçлама хăнăхмалла»
Украинăри ятарлă çар операцийĕнчен отпуска килнĕ Сергей Анисимова Вăрмар тăрăхĕнчи Чупай ялĕнчи хăй вĕреннĕ пĕлӳ çуртне шкул ачисемпе тĕлпулăва йыхравланă. «Ачасем тĕрлĕ ыйту парса кăсăкланчĕç: ăçта вĕренни, пĕлӳ илме йывăрри е çăмăлли, çар операцийĕнче хăрушши, ăçта пурăнни, взводра миçе салтак пулни, командир пулма мĕнлереххи… Темĕн те кăсăклантарать Тăван çĕршывăн пулас хӳтĕлевçисене», — сăмах çăмхи сӳтĕлчĕ пирĕн çамрăк офицерпа.
Хĕрлĕ дипломпа, ылтăн медальпе
Каччă асăннă тăрăхра çуралса ӳснĕ. Чупайра тăхăр класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ шкула куçнă. Тăрăшса вĕреннĕ, ырă енĕсемпе палăрса ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăнă. — Хамăр ялти шкултан та, Вăрмартан та «4» тата «5» паллăсемпе вĕренсе тухрăм. Спорта çамрăклах юратрăм. Шкулти секцисене çӳреттĕм. Волейболла та, футболла та выляттăм. Асрах-ха: класри тăватă арçын ача ир те каç çуран чупаттăмăр, хĕлле йĕлтĕрпе ярăнаттăмăр. Уроксем пуçланиччен уçă сывлăшран савăк кăмăлпа таврăнаттăмăр. Ăмăртусене хутшăнса шкул чысне хӳтĕлеттĕмĕр. Физкультура учителĕ Александр Михайлович спорта юратма хăнăхтарчĕ. Унăн дисциплини çирĕпчĕ. Çиччĕмĕш класра вĕренеттĕм ун чухне. Хусанти Суворов ячĕллĕ çар училищине кайма шухăш çуралчĕ. Анчах сывлăха пула кĕреймерĕм. Ĕмĕт пурпĕрех сӳнмерĕ. Юнашар Патти ялĕнчи Владимир Сергеев Хусанта вĕренни те мана хавхалантарчĕ, ун пек пулас килчĕ. Шел, ентешĕм паттăрла пуç хучĕ. 11-мĕш класс хыççăн эпĕ те Хусанти танк училищине вĕренме кĕтĕм. Мана никам та унта кайма сĕнмен, хистемен. Хамăн кăмăлпа çавăнта çул тытрăм, — чунне уçрĕ Сергей. Чупайран Вăрмара çав вăхăтра шкул автобусĕ те çӳремен. Ирхине вăл общество транспорчĕпе кайнă. Уроксем хыççăн вара каçхи автобуса та, Хусантан Канаш еннелле каякан пуйăса та кĕтес килмен Сергейăн, вăл вунă çухрăма çуранах парăнтарнă. Хусантан каччă хĕрлĕ дипломпа, ылтăн медальпе вĕренсе тухнă. Çав вăхăтра хăйне ырă енчен кăтартса яланах малтисен ретĕнче пулнă. Вĕренсе çеç мар, спортра та, уйрăмах йĕлтĕрпе чупса, аталаннă. Олимпиадăсене хатĕрленме хушма программăна ăса хывнă. Пĕтĕм тĕнчери тупăшура выççĕмĕш вырăн йышăннă. 3-мĕш курсра танк биатлонĕн ăмăртăвне хутшăнма пултарнă. Çулсерен Çĕнтерӳ кунĕнче Хусанти парада хутшăннă. Парад уçнă чухне Çĕнтерӳ ялавĕпе утакан ушкăнра пулнă вăл. Училищĕрен хисеплĕ караулăн ротине вунă çынна суйлаççĕ. Çав йыша Сергей Анисимов та кĕнĕ. — Иккĕмĕш курсра вĕреннĕ чухне Хусантан хисеплĕ караулăн ротипе Шупашкара та килме тӳр килнĕччĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн инаугурацийĕнче пулнăччĕ. Пурнăçра ку маншăн пысăк чыс паллах, — аса илчĕ вăл. <...>
Елена ЛУКИНА.
♦ ♦ ♦
Тепре тĕл пуличчен, Шупашкар!
Юнкун К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче В.Кузьмина ячĕллĕ I Пĕтĕм тĕнчери «Чĕкеç» наци театрĕсен фестивалĕ вĕçленчĕ. Çĕнтерӳçĕсене чыслама Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев, культура министрĕ Светлана Каликова хутшăнчĕç.
Фестиваль кунĕсенче Раççей регионĕсенчи тата ют çĕршыври çичĕ наци театрĕ Чăваш драма тата Пукане театрĕсен сцени çинче хăйсен ĕçĕсене кăтартрĕç. Виçĕ пин ытла куракан тĕрлĕ жанрлă чи лайăх спектакльсенчи 100 ытла артист пултарулăхне курса савăнчĕ. Олег Николаев палăртнă тăрăх, тĕнчери тĕрлĕ чĕлхеллĕ театрсене СССР халăх артисткин Вера Кузьминан сумлă ячĕ пĕрлештерчĕ. «Искусство Раççей халăхĕсене яланах çывăхлатнă тата хавхалантарнă. Азербайджанран, Крымран, Калмăк тăрăхĕнчен, Пушкăртстанран, Тутарстанран, Мари Элтан килнĕ хаклă хăнасене «Чĕкеç» фестивале хутшăннăшăн тав тăватăп. Фестиваль ăнăçлă иртрĕ тесе шутлатăп. Малашне ăна икĕ çулта пĕрре ирттерме йышăнтăмăр. Вăл чăваш кураканĕшĕн кăна мар, ытти регионта пурăнакансемшĕн те пĕлтерĕшлĕ пулăм пулса тăрасса, вĕсене пирĕн республика çинчен ытларах пĕлме хавхалантарасса шанатăп. Сцена çине кăларнă халăх йăлийĕркипе паллашса эпир ăс-тăна пуянлататпăр, чун-чĕрене вăйлататпăр, кăмăл-туйăма çирĕплететпĕр. Шанчăклăн малалла утатпăр», — терĕ Олег Николаев. Светлана Каликова фестиваль вăхăтĕнче Чăваш драма театрĕнче тĕрлĕ халăхсен калаçăвне илтме, наци республикисен искусствине курма тĕлĕнмелле майсем пулнине палăртрĕ, театр коллективĕсене, жюри членĕсене, мероприятие йĕркелекенсене — театр директорне Елена Николаевăна, илемлĕх ертӳçине Валерий Яковлева — тав турĕ. «Раççей регионĕсене пĕрлештерме тата халăхсене пĕр-пĕрин культурипе пуянланма пулăшакан йăла-йĕрке чăваш çĕрĕнче çирĕпленсе пынă ятпа сире саламлатăп», — терĕ Светлана Каликова. В.Кузьмина ячĕллĕ I Пĕтĕм тĕнчери «Чĕкеç» наци театрĕсен фестивальне кăçал Тутар, Мари, Пушкăрт, Чăваш, Крым, Калмăк республикисенчи, Азербайджанри наци театрĕсем хутшăнчĕç. Конкурса хутшăннă ĕçсене искусствоведени кандидачĕ, «Ылтăн маска» наци театрĕсен премийĕн эксперчĕ, Раççей театр искусствисен институчĕн /ГИТИС/ доценчĕ Екатерина Морозова театровед, театр критикĕ /жюри председателĕ/, Ĕпхӳри Загир Исмагилов ячĕллĕ патшалăх искусствăсен институчĕн доценчĕ, искусствоведени кандидачĕ Айсылу Сагитова театровед тата театр критикĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, РФ Писательсен тата Журналистсен союзĕсен членĕ, Çемен Элкер ячĕллĕ преми лауреачĕ Ольга Туркай хакларĕç. Çĕнтерӳçĕсене çичĕ номинацире палăртрĕç. «Чи лайăх спектакль» — Ĕпхӳри «Нур» патшалăх тутар театрĕн «Фатима» драми. Çак спектакльте тĕп роле вылянă Чулпан Раянова «Хĕрарăм рольне чи лайăх калăплакан» номинацире çĕнтерчĕ. «Арçын рольне чи лайăх калăплакан» номинацире Калмăк Республикинчи Б.Басангов ячĕллĕ Наци театр артисчĕ Очир Такаев /«Чудесная планета» спектакльти Он ролĕпе/ мала тухрĕ. Чи лайăх сценографи Айдар Заббаровăн /Г.Камал ячĕллĕ Тутар патшалăх академи театрĕ/ пулнине палăртрĕç. Вăл çавăн пекех «Пепел» спектакльшĕн «Чи лайăх режиссер» ята та тивĕçрĕ. Антонина Антонова /М.Шкетан ячĕллĕ Мари наци драма театрĕ/ «Китайская бабушка» спектакльти Катерина Денисовна сăнарне ăста калăпласа «Иккĕмĕш планри хĕрарăм рольне чи ăста вылякан» номинацире палăрчĕ. Эмиль Талипов тата Алмаз Бурганов /Г.Камал ячĕллĕ Тутар патшалăх академи театрĕ/ «Пепель» спектакльшĕн «Актерсен чи лайăх ансамблĕ» номинаци çĕнтерӳçисем пулса тăчĕç. <...>
Валентина БАГАДЕРОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас