Хыпар 130 (28306) № 19.11.2024
Уголовлă ĕç айăплисене тупĕ
Иртнĕ эрнере Çĕнĕ Шупашкарти 4-мĕш шкулта пулнă пăтăрмах самай калаçу çуратрĕ те — Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăва шăпах çак ыйтуран пуçлани кĕтменлĕх мар.
Санитарипе эпидемиологи тĕпчевĕн кăтартăвĕсем тăрăх, ачасем тата çитĕннисем вар-хырăм инфекцийĕпе аптăрассине РНК норовирус сăлтавланă — гастроэнтерита ытларах чухне шăпах вăл пуçарать. Вице-премьер — сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов шкулпа çыхăннă лару-тăрупа паллаштарчĕ. Кану кунĕсенче пĕр çын чирленине кăна палăртнă, çавна май чи пысăк хăрушлăх сирĕлнĕ теме пулать. Пĕтĕмпе вара иртнĕ кунсенче медиксенчен 209 çын пулăшу ыйтнă. Çав шутра 200-шĕ — шкул ачисем. Çак йышăн 31% вар-хырăм инфекцийĕ пулни çирĕпленнĕ. 6 çынна госпитализацилеме тивнĕ. Министр вĕсенчен иккĕшне ытларикун больницăран кăларассине çирĕплетрĕ, ыттисем те унта вăрах пулмĕç — çывăх кунсенче тухĕç. Асăннă шкула ĕçме-çимепе Шупашкарти 2-мĕш çăкăр завочĕ тивĕçтерет. Çакăн пек аутсорсинг мелĕпе ĕçлекен вĕрентÿ учрежденийĕсем татах пур. Вĕрентÿ министрĕ Дмитрий Захаров пуринче те тĕрĕслев ирттерессине çирĕплетрĕ. Çĕнĕ Шупашкарти асăннă шкул ачисене вара вăхăтлăха дистанци мелĕпе вĕренме куçарнă. Олег Николаев çак тĕслĕхре влаçсем кунашкал ларутăрура усă курмалли регламентпа килĕшÿллĕн ĕçленине çирĕплетрĕ. Олег Алексеевич каланă тăрăх, республикăри шкулсене паян апат-çимĕçпе пурне те централизациленĕ йĕркепе тивĕçтереççĕ, аутсорсинг мелĕ Шупашкарта тата Çĕнĕ Шупашкарта кăна юлнă. Çавăнпа тĕп тата спутник хуласем тĕлĕшпе тимлĕх пĕчĕкрех пулнине вăл та йышăнчĕ. Регион ертÿçи çак ĕçре уççăнлăх пулмаллине палăртрĕ, икĕ хулари шкулсене тивĕçтернĕ чухне вырăнти производительсен продукцийĕпе май пур таран туллинрех усă курма ыйтнине аса илтерчĕ. Çавна май хайхи тĕрĕслев çак самантсене те уçăмлатма тивĕç. Иртнĕ эрнери пăтăрмахшăн айăплисене палăртассипе çыхăннă пĕтĕмлетÿ вара тивĕçлĕ органсен тĕрĕслевĕн кăтартăвĕсем палăрсан пулĕ. Олег Алексеевич çак тĕслĕхпе уголовлă ĕç те пуçарнине пĕлтерчĕ — яваплăх пулатех. Республикăн кăçалхи 10 уйăхри социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов пĕтĕмлетрĕ. Вăл сăмахне промышленноç кал-кал ĕçленине палăртнинчен пуçларĕ. Промпроизводство индексĕ 16% танлашнă. Тирпейлекен отрасль кăтартăвĕ унтан та пысăкрах — 18% шайĕнче. Электрон тата оптика хатĕрĕсем туса кăларакан отрасль лидер шутланать — вăл производствăна пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен икĕ хут пысăклатма пултарнă. Хатĕр металл изделисен, металлурги отраслĕсем те лайăх ĕçлеççĕ. Республикăри система йĕркелекеннисен шутне кĕрекен 37 предприятире производство пĕлтĕрхи кăрлачюпа уйăхĕсенчи кăтарту шайĕнче е унтан пысăкрах. Промпредприятисем пĕтĕмпе 451 миллиард тенкĕлĕх продукци тиесе ăсатнă — 2023 çулхи 10 уйăхринчен самай нумайрах. Муниципалитетсене пăхса хаклас тăк — промышленноç производствине чакарнисем те пур: Çĕнĕ Шупашкар, Çĕрпÿ, Куславкка, Пăрачкав... Хĕрлĕ Чутайсен кăтартăвĕ пушшех нумай пĕчĕкленнĕ — 47% чухлех. Ял хуçалăх производстви пĕлтĕрхи шайран кăшт пĕчĕкрех — 97,7%. Çапах министр Муркаш, Шупашкар, Тăвай округĕсем ÿсĕмлĕ ĕçленине палăртрĕ. Регионăн çăмарта, сĕт туса илессипе çыхăннă кăтартăвĕсем хушăннă, аш-какай вара чакнă. 29 организаци кăтартăвĕсем иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен пысăкрах. Строительсем кăçал 49,4 миллиард тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă, пурăнмалли 646,4 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута янă. Ку кăтартусем пĕлтĕрхи шая, шел те, çитеймеççĕ. Предпринимательлĕх вара вăй илсех пырать — хăйсем тĕллĕн ĕçлекенсемпе пĕрле шута илсен вĕсен йышĕ 118,3 пине çитнĕ. Ку сферăра ĕçлекенсен пĕтĕмĕшле йышĕ вара паян 230 пин çынран та иртнĕ. Ĕçсĕрлĕх 3,1% шайĕнче. Çав вăхăтрах Дмитрий Иванович ĕç паракансем ĕçлекенсене ыйтасси чакнине палăртрĕ. Инфляци — 7,1% шайĕнче. Ку кăтартăва пулăшу ĕçĕсен хакĕсем самай пысăкланни ÿстерет. Юпа уйăхĕнчи вăтам ĕç укçи 58 пин тенкĕ урлă каçнă. Пĕрремĕш вице-премьер — финанс министрĕ Михаил Ноздряков бюджетăн кăрлач-юпа уйăхĕсенчи тупăшĕтăкакĕ çинчен каларĕ. Чăваш Енĕн пĕрлехи бюджечĕн тупăшĕ планпа пăхнипе килĕшÿллĕн 116 миллиард тенкĕрен иртмелле. Хальлĕхе ку виçе 98 миллиарда яхăн тенкĕ шайĕнче — иртнĕ çулхинчен 9,9 миллиард тенкĕ нумайрах. Çав шутра хамăрăн тупăш хушăмĕ сумлă: унăн пĕтĕмĕшле виçи 66,5 миллиард тенке çитнĕ. Министр палăртса хунă объектсенчи ĕçсене укçапа туллин тивĕçтернине çирĕплетрĕ. Вĕсем нумай — Шупашкарти йĕлтĕр-роллер трассинчен тытăнса Патăрьелти судмедэкспертиза бюровĕн çĕнĕ çурчĕ таран. Вĕсене укçапа тивĕçтересси чăрмавсăр. Çапах вăл бюджет укçине ĕçе хывассине васкатмаллине те палăртрĕ. Хальлĕхе касса енĕпе пурнăçланă виçе 73,8 миллиард тенкĕ шайĕнче, çулталăк вĕçлениччен вара тата 35,7 миллиард тенкĕпе усă курмалла. «Ку лару-тăру чан çапма хистет теместĕп, анчах — тимлĕ пулмаллах», — терĕ Михаил Геннадьевич. Çĕнĕ çулччен уйăх çурă кăна юлнине шута илсен, паллах, ĕçе васкатмалли куçкĕрет. Строительство, Вĕрентÿ, Сывлăх сыхлавĕн, Транспорт, Ял хуçалăх министерствисен усă курса пĕтермелли укçа калăпăшĕ пысăк — финанс министрĕ ку ĕçе раштав вĕçне хăварма юраманни çинчен асăрхаттарчĕ. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
«Пулăшу пире тăван килпе çыхăнтарать»
Чÿк уйăхĕн 14-мĕшĕнче республикăна СВОран кĕске отпуска килнисене предпринимательсемпе общество организацийĕсен представителĕсем унта ăсатма хатĕрленĕ васкавлă пулăшу машинин уççине пачĕç. Шучĕпе вăл çиччĕмĕш пулчĕ.
Ентешĕмĕрсене республикăн Общество палатин членĕсем Альберт Комахидзе, Чăваш Енри мăсăльмансен тĕн управленийĕн председателĕ Мансур Хайбуллов çывăх тăвансене кĕтсе илнĕ пек ăшшăн саламларĕç, боецсемпе пĕрле аманнисене çапăçу хирĕнчен илсе тухмалли, вĕсене васкавлă пулăшу памалли оборудованипе тивĕçтернĕ транспорта пăхрĕç. Автомобиль пушă каймасть — унта апат- çимĕç, медикамент, фронтра куллен кирлине тиерĕç. — Маларах васкавлă медицина службинче усă курнă машинăсене пире республикăн Сывлăх сыхлавĕн министерстви парать, — терĕ журналистсене Альберт Комахидзе. — Вĕсене СВОри ентешсемшĕн пăшăрханакан предпринимательсем пулăшнипе юсатпăр — кивелнĕ пайсене çĕннисемпе улăштаратпăр, салонне çĕнететпĕр. Тĕслĕхрен, юлашкинчен СВОна ăсатнă 3 машинăна тÿрлетме Игорь Ефимов предприниматель тата тĕн управленийĕ пулăшрĕç. Çав шутран пĕрремĕшне пирĕн ачасем хĕсметре тăракан «Ахмат» батальона, иккĕмĕшне Белгород облаçĕнчи чăваш каччисем патне ăсатрăмăр, виççĕмĕшне Луганск тата Донецк халăх республикисен чиккин зонинче тăракан медицина отрядне паратпăр. — Республикăри мăсăльмансен тĕн управленийĕ СВОна хутшăнакансем валли гуманитари пулăшăвĕ, стройматериал, эмел, техника пухма хастар хутшăнать, — терĕ Мансур Хайбуллов. — Боецсене, вĕсен çемйисене пайăррăн та пулăшатпăр. Хăшĕ-пĕри пирĕн пата телефонпа шăнкăравласа «мĕнпе пулăшма пултаратпăр?» тесе ыйтать. Сăмахран, Александр Дельман çемйи хăйĕн утарĕнче юхтарнă пыла 30 литр кĕрекен 6 контейнера тултарса СВОна хутшăнакансем патне ăсатма пачĕ. — СВОна васкавлă пулăшу машинисем парса пулăшнăшăн Чăваш Ен Пуçлăхне Олег Николаева, Сывлăх сыхлавĕн министерствине, Общество палатине, тĕн управленине тав тума манăн сăмах çитмест, — терĕ СВОран килнĕ «Горец» офицер. — Çак машинăна эпир медротăна çитерсе парăпăр, унпа усă курса нумай боец пурнăçне çăлĕç. Пире тепĕр транспортпа тивĕçтернĕшĕн тав тăватăп. Шел, вăрçă пынă чухне фронта пулăшмаллине пурте ăнланмасть. «Вăл пире пырса тивмест вĕт, пирĕнтен инçетре, — тесе калакан та пур. — Манăн юлташсенчен пĕри Майкопран, ун çийĕпе тăшман дронĕсем вĕçме тытăнсан питĕ пăшăрханчĕ, путвала анса пытанакан тăванĕсемпе телефонпа вĕçĕмсĕр калаçрĕ. Ним те каламастăп — чăннипех те хăрушă. Анчах ку пурин чĕрине те сиктерет. Тыл фронт ăçтине пĕлсе тăрсан вăл малаллах кайĕ, манăçа кăларсан кирек хăш енчен те инкек çитме пултарĕ. «Горец» шухăшĕпе, алла хĕç-пăшал тытса çапăçăва кĕрейменнине, тăшмана пĕтерме хутшăнайманнине, юлашки юн тумламĕччен çапăçайманнине туятăн тăк контракт çирĕплетмелле мар, çапах та СВОри пирĕн боецсене урăх енĕпе пулăшмалла — унта леçме хатĕрлекен машинăна юсамалла, маскировка сетки çыхмалла, окоп çурти тумалла, чуна шанăç кÿрекен çыру çырмалла. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Халăх асĕнчен ĕмĕр-ĕмĕр çухалмĕ
Чăваш халăхĕшĕн, чăваш культуришĕн пысăк ĕçсем тунă вĕри чĕреллĕ поэтăмăр Михаил Кузьмич Кузьмин Çеçпĕл — чăваша тĕттĕмлĕхрен вăранса вут кайăклăн вĕçме йыхăраканĕ, Тăван çĕршыва, тăван халăха чунтан юратнă, сăввисемпе чăваш поэзийĕн никĕсне хывнă тĕнче литературин классикĕ, драматург, прозаик, ют пурлăха хапсăнакансемпе кĕрешекен ревтрибунал председателĕ, выçлăх çулĕсенче республикăна Остертан тырă ярса пулăшнă патриот. Ĕмĕрсем иртсен те унăн ячĕ халăхăмăр асĕнчен çухалмĕ!
Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 125 çул çитнине Чăваш Енре те, республика тулашĕнче те анлăн паллă турăмăр. Чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче анлă программăпа чаплă мероприяти иртрĕ. Фойере Чăваш наци библиотеки йĕркеленĕ ятарлă курав ĕçлерĕ — вăл поэтăмăрăн кун-çулĕпе пурнăçне çутатакан экспонатсемпе пуян пулчĕ. Пысăк зал туллиех халăх пуçтарăнчĕ — культура ĕçченĕсем, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем, писательсемпе театр ĕçченĕсем, ÿнерçĕсем. Çеçпĕл Мишши пултарулăхне хакласа тата унăн шăпине тишкерсе Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн аслă наука сотрудникĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Вера Никифорова доклад турĕ. «Кашни истори тапхăрĕ хăйнеевĕрлĕхне палăртма уйрăм çынсене мала кăларать, — терĕ вăл. — Кашни чăваш çынни Çеçпĕл сăввисене пăхмасăр кăштах та пулин пĕлет. «Çĕн Кун аки», «Тинĕсе», «Хурçă шанчăк», «Чăваш ачине», «Паянтан» тата ытти сăввисене эпир чĕрере упратпăр. Халăх историйĕн шăпи пирки шухăшлать поэтăмăр. Пурнăçĕ питĕ кĕске пулнă — 22 çул çеç. Пултарулăх çулĕ — 6 çул. Çав хушăра 60 сăвă, 1 драма, калавсем çырнă. «Сăвă çырассипе ударени правилисем» статья пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çеçпĕлĕн публицистикипе прози те уйрăм вырăн йышăнать, вăл ÿнер ĕçне те вĕренме пикенет». Экран çине Çеçпĕл кун-çулне уçса паракан кадрсем тухрĕç, унăн асран кайми сăвă йĕркисем шăрçаланса ĕретленчĕç. Çеçпĕл чĕрĕлсе тăнăнах туйăнчĕ: вăл нейроинтеллектпа усă курса ăсталанă портретĕнчен пухăннисене тимлесе сăнать, тути сăвă вуланăнах хускалать — хăй халь-халь зала утса тухассăн туйăнать… Залри çынсенчен пĕри те тепри тăратăра Çеçпĕл сăввисене вулама пикенчĕç. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев трибуна умне тухрĕ: — Паян эпĕ хамăн виçĕ тĕп шухăша палăртасшăн. Пĕрремĕшĕ вăл, мана яланах тĕлĕнтерекен япала — Çеçпĕл Мишши питĕ кĕске пурнăç çулне утса тухни, анчах çав хушăрах чăваш историне, чăваш литературине тĕрлĕ енлĕ аталантарма, литературăра тарăн йĕр хăварма пултарни. Унăн шухăшĕсем çинче никĕсленсе эпир чăваш поэзийĕн ăсталăхне паянхи кун та малалла аталантарса пыратпăр. Иккĕмĕшĕ — унăн пурнăç тытăмне йĕркелес шухăшĕсем паянхи кун та вырăнлă. Вăл пурăннă вăхăтра та пурнăçа çĕнĕлле йĕркелеме тивнĕ пулнă. Нумай çын çырма, вулама пĕлмен чухне чăваш чĕлхине малалла аталантарма самаях нумай çĕнĕлĕх кирлĕ пулнă. Виççĕмĕшĕ — паян эпир сирĕнпе чăваш чĕлхине аталантарас тĕлĕшпе çĕнĕ нумай ĕç тăватпăр. Çамрăксене çак ĕçе явăçтарас тесен çĕнĕ технологисемпе усă курмалла. Çеçпĕл Мишши сăмахĕсем халăхăн ĕмĕртен упранса пынă ăстăнĕнче пурăннă — çавăнпа та питĕ хăватлă. Пирĕн чăваш халăхĕн çакăн пек тарăн шухăшлă сăвăсем çырнă пултаруллă поэт пулнипе мăнаçланатпăр. Унăн еткерĕ — пысăк пуянлăх. Ăна çитес ăрусем валли упрамашкăн пĕтĕм вăя хурăпăр. Çамрăксен театрĕн артисчĕсем «Хурçă шанчăк» литература композицийĕ хатĕрленĕ — куракансем сывламасăр тенĕ пек пăхса ларчĕç. Юрий Збанацкий романĕ тăрăх ÿкернĕ «Çеçпĕл» фильм кадрĕсем экран çине тухрĕç… Çав кинокадрсене пăхса ларнă чухне яланах тĕлĕнетĕп — Иосиф Дмитриев артист Çеçпĕл рольне епле талантлă вылять! Хăй те Çеçпĕл сăнлах. Юлашкинчен Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ ЧР Пуçлăхĕн гранчĕ пулăшнипе Марина Карягина драматургăн пьеси тăрăх лартнă «Çĕн Кун Ачи» фантасмагориллĕ феерие сцена çине кăларчĕ. Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 125 çул çитнине халалланă уяв чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче малалла тăсăлчĕ — писательсемпе культура ĕçченĕсем Канаш округĕнче, поэтăмăрăн çуралнă çĕршывĕнче, пулчĕç, Çеçпĕлĕн Касаккасси Шĕкĕр ялĕнчи палăкне пуç тайрĕç. Библиотекăра тата вăл вĕреннĕ Шăхасанти шкулта ачасемпе, ял çыннисемпе тĕлпулу ирттерчĕç. Культура çуртĕнче пысăк уяв каçĕ пулчĕ. <...>
Людмила САЧКОВА.
♦ ♦ ♦
Сыпса пăхать те – пĕççине шарт! çапать
Эпĕ Йĕпреç районĕнчи Пучинкере 1941 çулта çуралнă, 1940-1950 çулсенче ялта пурăннă. Унтанпа ял-хула пурнăçĕ палăрмаллах лайăхланчĕ.
Халĕ çынсем пĕр-пĕринпе куçакуçăн сахал хутшăнни çеç пăшăрхантарать. Ялта ĕç вырăнĕ çителĕксĕр, пысăк хуласенче вара пайтах, шалу та ялтинчен пысăкрах. Унччен кашни килтех аслашшĕ-асламăшĕ, ывăлĕпе кинĕ, мăнукĕсем пурăннă, паян апла мар — ашшĕ-амăшĕпе пĕрле пĕр е икĕ ача çеç. Шкул пĕтерсенех вĕренме е ĕçлеме хулана тухса каяççĕ те кайран ытларахăшĕ унта тымар ярать. Халĕ пĕр ратнери çемьесен хушшинчи çыхăну та йăмшакрах, пĕр-пĕрне сахалрах пулăшаççĕ. Вăрçă хыççăн эртелсĕр, тăвансемсĕр пурăнма йывăрччĕ, çавăнпа çамрăксене ялтан кăларса яман. Хĕрсемпе каччăсем çуллен çимĕк эрнинче вăййа тухнă, каччăсем маларах пуçтарăнса çĕнĕ хыпарсене сÿтсе явнă. Килте радио, телевизор, телефон пулман. Пучинкере пулни-иртни çинчен Кирук Михалипе Симаке Элекçейĕ пуринчен те нумайрах пĕлетчĕç. Михаля калавĕсенчи ĕçсем чăн пулнă пекех туйăнатчĕç, ытларах тухатмăш, куç пăвни, вутлă çĕлен çинчен каласа паратчĕ. Пĕр каçа вара вилесем чĕрĕлсе тăнине халалларĕ. Çур çĕрте вăйă вĕçленчĕ те — хĕрсем юрласа ял еннелле утрĕç. Михаляпа Элекçей вăйă пĕтиччен вилнĕ хур чĕппине кĕпер çине пырса хунă та ун айне кĕрсе ларнă. Çамрăксем кĕпер патне çывхарсан икĕ еннелле туртăнакан кантрапа çыхнă чĕп пуçне пĕр енчен тепĕр еннелле куçарма тытăннă. Ушкăн тăп! чарăнса тăчĕ. Виле пуçне унталлакунталла мĕнле пăраять?! «Ку ахальтен мар, кĕпер урлă каçма юрамасть, яла тепĕр кĕпер урлă каçса кĕмелле!» — терĕç ашшĕ-амăшĕнчен усал çинчен илтнĕ хĕрсем. Михаляпа Элекçей çамрăксем каялла çаврăннине, тепĕр кĕпер патне çул тытнине ăнланса илнĕ те вилене илсе унталла вĕçтернĕ, лешсенчен маларах çитсе чĕпе кĕпер çине майлаштарса хунă. Ушкăн ун патне çитсен чĕп каллех пуçне унталла-кунталла кумтарма тытăннă — хĕрсен сехри хăпнă, шари! кăшкăрнă. Ушкăн — пĕрремĕш кĕпер патне, Михаляпа Элекçей — ун айне. Юрать-ха, ку хутĕнче вĕсем чĕтрене ернĕ хĕрсене хăратас темен, кĕпер айĕнчен тухнă. Тинех лешсем кам ашкăннине ăнланса илнĕ. Иккĕшĕ юмах яма çеç мар, лайăх ĕçлеме те пĕлетчĕç. Ашшĕсем вăрçăран таврăнаймарĕç, ĕçме-çиме пулманран хулара вĕренсе вăл е ку специальноçа алла илеймерĕç. Пĕрмай йывăр ĕçреччĕ, ял çинче хисепреччĕ. Михаля çемйи 1950 çулсенче выльăх усрама, вутă хатĕрлеме çăмăлрах пулнăран Йĕпреç вăрманĕнчи Çĕнĕ пурнăç поселокне пурăнма куçрĕ, çапах ашшĕ-амăшĕ, Михаля виличчен Пучинке масарне пытарма хушса хăварнă та — унта выртаççĕ. Элекçей Пучинкере 80 çула çитиччен пурăнчĕ. Канашра вĕреннĕ хыççăн МТСра, каярахпа хамăр колхозра трактористра, платникре ĕçлесе чылай çынна пÿрт, вите-сарай, мунча, хапха туса пачĕ. 1950 çулсенче ĕçлесе ывăннă хыççăн платниксене çеç мар, нимелле пулăшакансене те шăм-шака çемçетме сăмакун ярса паратчĕç. Пучинкесем вăрçăччен питех ĕçмен. Вăл Чăваш Енре XX ĕмĕрте çеç сарăлнă, ăна çĕр улминчен, кăшманран, тырă салатĕнчен тунă. Эрехĕ хăватлă марччĕ, 10-15 градус çеçчĕ, çавăнпа стаканпах ĕçнĕ. Вăрçă хыççăн тăван е кÿршĕ патне кайсан, апат çинĕ вăхăта лексен сĕтел хушшине ларма чĕннĕ. Пучинкесен йăлипе ларма килĕшмелле пулман. Мана атте-анне асăрхаттарсах тăратчĕ: «Асту, апата чĕнсен те сĕтел хушшине ан лар!» Ăнланмалла ĕнтĕ: хуçа е арăмĕ хăналама тăрăшса килен-каяна хисеп тунă. Хуçан апат ытлашши çуккине пурте ăнланнă, çавăнпа юнашар пырса ларман. Эпĕ çитĕннĕ чухне сăмакунпа ĕç тусан е уявра çеç хăналатчĕç. Хуçа тулли стакана кашнине виçшер хут çеç тыттарать. Сăпайлă çын пĕрремĕшне тĕпне хăварми ĕçет е кăштах çеç хăварать. Хуçа ун валли иккĕмĕш хут тултарать, хăна çуррине çеç ĕçсе стакана хуçана тыттарма хăтланать, анчах лешĕ илмест, «виççĕ ĕçтеретĕпех» тесе пусахланçи тăвать. Хăна «ĕçрĕм, çитĕ ĕнтĕ, тыт» тесе каялла парать, хуçа илмест, хăнан иккĕмĕшне те ÿпĕнтерме тивет. Калаçсан-калаçсан хуçа ун валли виççĕмĕшне тултарать. Йăлана пăхăнса хăнан ăна кăшт çеç сыпса памалла. Хуçи каллех пусахлать, хăна ĕçесшĕн мар, хуçана ăшă сăмахсем кала-кала стаканне алăран тыттарать. Халĕ хăнана çапла хисеп туса ĕçтернине аса илетĕп те тĕлĕнетĕп — чăн-чăн спектакль! Виçĕ стаканах ĕçтермелле пулнă вĕт. Çакă та Пучинкерех пулса иртнĕ. Сысна çăмартине кастарсан ветфельдшера хăналамалли сăмакуна Симаке карчăк улăм ăшне чиксе пытарнă. Лешĕ урампа иртсе пынă чухне карчăк чÿречерен курнă та килне чĕнсе кĕртнĕ. Çăмарта каснă хыççăн фельдшера ялти йăлапа хăналамалла-çке. Карчăк сăмакуна пÿрте илсе кĕрет те стакана тултарса ветеринара хисеплесе тыттарать. Вăл пĕрремĕшне тĕппипех ĕçет. Симаке иккĕмĕш хут тултарать, лешĕ ĕçмест, стакана каялла парать. «Мĕншĕн ĕçместĕн?» — ыйтать карчăк ÿкĕнĕçлĕн. «Ху ĕçсе пăх-ха», — тет лешĕ. Симаке сыпса пăхать те пĕççине шарт! çапать. «Ку ĕçе мăнук тунă!» — тет. Четвĕртре сăмакун мар, шыв иккен. Мăнукĕ сăмакуна ĕçсе янă та ун вырăнне шыв тултарнă. Пучинкере кĕрленĕ туйсенчен сăмакун вăрлани те пулнă. Çавăнпа вĕсенче халăх пуçтарăничченех четвĕртсене кăмака тăррине лартнă. Халĕ сăмакуна хăватлă тăваççĕ, çавăнпа черккепе ĕçтереççĕ. 1917 çулхи Октябрь революцийĕччен Пучинкене вăрман виçĕ енчен хупăрланă. Кайран ăна касса улăх-çаран тунă, çырма-çатра çурасран кăна катасене хăварнă. Вăрçă çулĕсенче хĕрарăмсем вĕсенчен турат йăтнă. Пучинкесем вăрманта пыл хурчĕ ĕрчетнĕ. Пирĕн Ваня пиччене утара хураллама шаннă. Унăн ĕне пулман, качакасем пурччĕ. Ваня пичче пĕрремĕш кунах утарта качака путеккине çитĕнтерме шут тытнă. Сĕтеклĕ курăк çинче унăн лайăх ÿсмелле. Ăна тĕмрен кăкарнă та хăй канма пÿрте кĕнĕ. Çав хушăра путек темрен хăраса сикнĕ те туратран çакăнса вилнĕ. Ваня пичче ăна килне çĕклесе таврăннă, инке вăл тем çĕклесе таврăннине асăрханă, анчах çурăм хыçĕнчине курайман. Инке савăннипе кăшкăрсах янă: «Пирĕн Ваня пĕрре кайсах мулкач тытса килчĕ!» Пичче, путек вилнĕшĕн тарăхнăскер: «Аннÿ кукши мар-и? Путек вилсе выртнă вĕт». <...>
Геннадий СЕХНЕР, ĕç ветеранĕ.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас