Хыпар 130-131 (28009-28010) №№ 18.11.2022

18 Чÿк, 2022

IT-компанисем шкул ачисемпе карьера килĕшĕвĕ çирĕплетеççĕ

«Ачасем Вăрнартан хавхаланса таврăнаççĕ. Компьютерпа ĕçлеме вĕсене питĕ килĕшет. Кашни урокра ăсталăха ÿстерсех пыраççĕ», — терĕ Элĕк районĕнчи Тавăтри Б.С.Марков ячĕллĕ шкул вĕрентекенĕ Валентина Нестерова.

Тавăт шкулĕ «УПК-21» проектпа килĕшÿллĕн Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕпе ĕçтешлĕх килĕшĕвĕ çирĕплетнĕ. Çавна май 10-мĕш класри 11 вĕренекен унти IT-класа уйăхра икĕ хутчен çÿрет. Ытти кун занятисене дистанци мелĕпе йĕркелеççĕ. Ирина Васильева преподаватель ирттерекен занятисене ачасем кăмăллаççĕ, вăл сĕнекен тĕрлĕ хăнăхтарăва хавхаланса пурнăçлаççĕ. «Кашни ача валли уйрăм компьютер пур. Çавăнпа ăсталăха алла илме меллĕ те ансат. Çулталăк вĕреннĕ хыççăн вĕсем свидетельство илĕç», — каласа кăтартрĕ Валентина Васильевна.

Сăмах май, ачасем хальхи вăхăтри информаци технологийĕсемпе анлăн усă курма шкулти «Ÿсĕм вырăнĕ» центрта та хăнăхаççĕ. Тавăтри шкулта вăл темиçе çул каяллах уçăлнă. Класа кирлĕ оборудованипе туллин тивĕçтернĕ. Çапла майпа физикăна, математикăна, информатикăна, ытти предмета тарăннăн вĕренме май çителĕклех.

Пĕрлехи вĕрентÿ уçлăхĕ йĕркеленĕ

ИТ-технологисемпе çыхăннă профессисен ят-сумĕ юлашки вăхăтра ÿссех пырать. Ачасем маларахри çулсенче тухтăр, учитель, юрист пулма ĕмĕтленетчĕç пулсан, халĕ вĕсене программист ĕçĕ ытларах илĕртет.

Ĕç рынокĕ те юлашки çулсенче компьютер технологийĕсемпе çыхăннă профессисене нумайрах ыйтать. «Цифра экономики валли — кадрсем» федераци проекчĕн «Раççей Федерацийĕн цифра экономики» наци программипе килĕшÿллĕн ИТ-кадрсене шкултах хатĕрлеме пуçларĕç.

Чăваш Енре программировани чĕлхине вĕрентме 11 шкулта ятарлă классем уçнă. Вĕсене проекта хутшăнма заявка панă 32 вĕрентÿ учрежденийĕнчен суйласа илнĕ. Хальхи вăхăтра Патăрьелти 1-мĕш, Канашри 3-мĕш, Çĕнĕ Шупашкарти 13-мĕш, Муркашри, Çĕрпÿри 1-мĕш, Етĕрнери 3-мĕш, Елчĕк районĕнчи Курнавăшри, Тăвайри Совет Союзĕн Геройĕ Петр Бухтулов ячĕллĕ шкулсенче, Шупашкарти 1-мĕш, Сĕнтĕрвăрринчи 1-мĕш, Етĕрнери 1-мĕш гимназисенче цифра технологийĕн специалисчĕсене юпа уйăхĕнче хатĕрлеме пуçланă. Çитес вăхăтра вĕрентÿ учрежденийĕсем республикăри вăтам тата аслă професси пĕлĕвĕ паракан организацисемпе, ИТ-компанисемпе ĕçтешлĕх килĕшĕвне çирĕплетĕç. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   


Хула çыннисене çул арканни те, лифт кивелни те пăшăрхантарать

Ĕнер Шупашкар хулин администрацийĕн пуçлăхĕ черетлĕ хут «тÿрĕ лини» йĕркелерĕ. Икĕ сехете яхăн тăсăлнă калаçу вăхăтĕнче Денис Спирин тĕп хулара пурăнакансен чунчĕрине ыраттаракан, пăшăрхантаракан чылай ыйтăвне тулли хурав пачĕ.

Студие чи малтан «Сад» микрорайонти «Тест» пĕрлĕх председателĕ Анна Николаева шăнкăравласа тухрĕ. Вăл Дементьев урамĕнчи 3-мĕш çурт под±ездне çумăрлă çанталăкра шыв илнине пĕлтерчĕ. Ку ыйтупа хастар хĕрарăм ăçта кăна çитмен. Анчах — усăсăр… «Лифт шахтинчен шыв уçласа кăларма насус та вырнаçтартăмăр ĕнтĕ», — пăшăрханса пĕлтерчĕ общество ĕçĕн хастарĕ. Микрорайонти шыв юхтармалли тытăма уйрăм çын тытса тăрать. Çавна май Денис Спирин ăна çивĕч çак ыйтăва татса памашкăн хистеме прокуратурăна явăçтарма тивессине пĕлтерчĕ. «Сирĕн пата пыратăп, тĕл пулăпăр, мĕн тумаллине палăртăпăр», — шантарчĕ вăл.

Кошевой урамĕнче пурăнакансем тротуарсем арканса пĕтнине, урамра каçхине çутă çуккине пĕлтерчĕç: «Кун пек чухне шăтăка кĕрсе ÿкесси те часах». Хула администрацийĕн пуçлăхĕ унта çак самантрах юпа лартса пăралук карма май килес çуккине палăртрĕ. Çапах çитес вăхăтра çутă тытăмне йĕркелемелли, тротуарсене реконструкцилемелли проекта хатĕрлеме хушассине пĕлтерчĕ.

Энтузиастсен урамĕнчи 24-мĕш çуртра пурăнакансене лифт час-часах çĕмĕрĕлни канăçсăрлантарать. «Вăтăр çулта ăна пĕрре те юсаман. Капиталлă юсав программинче 2043 çулта улăштарассине палăртнă. Çак ĕçе маларах пурнăçлама çук-ши?» — ыйтрĕ Сергей Александров. Денис Спирин çапла хуравласса вăл, тем тесен те, кĕтмен. Лифта 2024 çултах улăштарма май килессине пĕлтерсен арçын мэра чылайччен тав турĕ.

Лапсар тăкăрлăкĕнчи çул ыйтăвĕ тахçантанпах калаçтарать ĕнтĕ. Хальхинче унăн шăпипе Наталья Иванова кăсăкланчĕ: «Шăтăксем тем тарăнăш, çÿреме питĕ кансĕр. Ăна хăçан юсĕç-ши?» Денис Спирин тăкăрлăкри çула кăçал юсама май çуккине тÿрех каларĕ. «Паян çак çул çине экскаваторсене кĕртсе ярсан Граждан урамĕнчи евĕрлĕ лару-тăрăва кĕрсе ÿкетпĕр. Мĕншĕн тесен унта коммуникаци тытăмĕ тата кăткăсрах, — ăнлантарчĕ вăл çакăн сăлтавне. — Проектпа смета докуменчĕсене хĕлле хатĕрлесен çуркунне строительство ĕçĕсене пуçлама пултарăпăр. Асфальт сапса тухма пулать паллах. Анчах та пирĕншĕн ĕç пахалăхĕ пĕлтерĕшлĕрех». <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   


Светлана ГРАЧЕВА: Еткерлĕхе упрамалла тата аталанмалла

«Эпир пурте килте хамăрăн планпа пурăнатпăр. Хапха юсамалла-и, пÿрт тăррине ылмаштармалла-и е карта тытмалла-и — йăлтах планлатпăр. Райпо тытăмĕнче те çавăн пекех», — тет Комсомольски райповĕн канашĕн председателĕ Светлана Грачева.

Тутарсен апатне те лартрăмăр

— Светлана Николаевна, Комсомольски райповĕ Чăваш Енри ытти райпоран мĕнпе уйрăлса тăрать? Мĕнле хăйне евĕрлĕх пур сирĕн?

— Питĕ интереслĕ ыйту. Паллах, кашни район райповĕн хăйĕн уйрăмлăхĕсем пур. Пирĕн тăрăхра тĕрлĕ наци çынни пурăнать. Вĕсен 75 проценчĕ — чăвашсем, 20 ытла проценчĕ — мишерсем. Кунсăр пуçне вырăссем тата ытти халăх çыннисем тĕпленнĕ. Çавăнпа хамăрăн продукцие кăларнă чухне тĕрлĕ наци кухнин хăйне евĕрлĕхне, вĕсем мĕн çиме юратнине шута илетпĕр. Кăçал «Чăваш наци кухни. Чăваш Ен апат-çимĕçĕ» пысăк фестиваль-конкурс иртрĕ. Ун чухне те чăваш апатне кăна мар, тутарсенне те сĕтел çине лартрăмăр. Ĕлĕкрен пыракан йăла-йĕркене манмалла мар пирĕн. Чăвашсен пур çимĕçне те кăтартрăмăр. Мĕн туса кăларатпăр-ха эпир? Мĕн пур пирĕн? Автозаправка станцине тытса тăраттăмăр. Виçĕ çул каялла ăна арендăна патăмăр. Çавăн пекех пирĕн тытăмра 2 аптека пункчĕ тата 1 ветаптека пур. Комсомольски салинчи çăкăр завочĕ лайăх ĕçлет. 116 тĕрлĕ продукци кăларать. Çав шута çăкăр-булка, кондитер çимĕçĕсем кĕреççĕ. Сăмах май, унта чак-чак та, баурсак та пур. Çăкăр завочĕ пĕçерекен шерпет питĕ тутлă. Чăвашпотребсоюз яланах интереслĕ конкурссем ирттерет. Чи лайăх çăкăр-булкăна тата чи лайăх кондитер çимĕçĕсене палăртать. Çавăн пекех хура çăкăр, кулач, батон пĕçерес енĕпе конкурссем йĕркелеççĕ. Кашнин апачĕ хăйне евĕр. Кăмака умĕнчи кил хуçи арăмĕн те çавах. Пĕр рецептпа вунă çынна хатĕрлеттерсен вунă тĕрлĕ апат пулать. Рецепчĕ кашни çăкăр завочĕн урăхларах. Çулсерен иртекен конкурсра пирĕн çăкăр завочĕн продукцийĕ яланах малти вырăнсене йышăнать. Конкурссене тăтăшах хутшăнатпăр. Нимĕнле вырăн та йышăнман çул пулман. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   


Хушма хуçалăха аталантарма – çăмăллăхсем

Пирĕн республикăра ял хуçалăх продукцийĕн 41 процентне килти хушма хуçалăхсенче туса илеççĕ. Хушма хуçалăх тытакан ял хуçалăх продукцине çур гектартан пысăк мар /Чăваш Республикин 2003 çулхи утă уйăхĕн 23-мĕшĕнче тухнă саккунĕпе пирĕн регионта çак виçене 1 гектара çитернĕ/ лаптăк çинче туса илет, çынна тара илмесĕр ĕçлет тата унăн тавара хăйĕн хуçалăхĕнче туса илнине çирĕплетекен документсем пулсан «Килти хушма хуçалăх çинчен» саккунпа килĕшÿллĕн ăна усламçă шутне кĕртмеççĕ. Асăннă условисенчен пĕрне те пулин пăхăнмасан унăн ĕç-хĕлне предпринимательлĕх пек хаклаççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа килти хушма хуçалăх тытакансен хăй тĕллĕн ĕçлекенсем евĕр регистрациленме тата «Професси тупăшĕ çине хуракан налук» ятарлă налук йĕрки çине куçма, çавна май патшалăх пулăшăвне тивĕçме май пур.

Чутайсем малта пыраççĕ

Ун пеккисенчен пĕри — Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Упукушкăнь ялĕнчи Инга Осипова.

— Хăй вăхăтĕнче клубра вăй хутăм. Каçхине ĕçлеме тивнĕрен пăрахрăм, мăшăрпа хушма хуçалăха аталантарма тытăнтăмăр. Малтанах 3-4 ĕне усраттăмăр, çулсерен мăйракаллă шултра выльăх пуçне ÿстерсе пырса вунна çитертĕмĕр. Çулталăк пуçламăшĕнче хăй тĕллĕн ĕçлекен пек регистрацилентĕм, тепĕр 2 ĕне туянтăмăр. Паян картишре мăйракаллă шултра выльăх 15 пуç. Ирхи 3 сехет иртсенех ура çинче эпир, пĕтĕм ĕçе туса ĕлкĕретпĕр. Ĕнесене аппаратпа сăватпăр. Кĕтÿ çÿремешкĕн çĕр лаптăкне тара илтĕмĕр. Пай çĕрĕсем çинче курăк ÿстеретпĕр. Вăл çитсех каймасть те — утта сутăн илетпĕр. Кăçал туяннă икĕ ĕнешĕн патшалăх пулăшăвне тивĕçрĕмĕр, кашниншĕн 70 пин тенкĕ куçрĕ, — каласа кăтартрĕ картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усракан Инга Петровна. — Районта хăй тĕллĕн ĕçлекен ятне тивĕçнĕ чи пирвайхи çынсен ретĕнче пултăм. Патшалăх программисемпе кăсăклансах тăратăп та çак çĕнĕлĕх çинчен илтсенех райадминистрацин ял хуçалăх пайне çул тытрăм. Унти специалистсем питĕ вашават, пĕтĕмпех тĕплĕн ăнлантарчĕç, пулăшрĕç. «Манăн налук» приложенире хăвăртах регистрацилентĕм. Асăннă программăна хутшăнса хам тĕллĕн ĕçлеме тытăннăшăн савăнатăп кăна. Манăн шухăшпа, вăл пирĕншĕн, хушма хуçалăх аталантаракансемшĕн, лайăх. Паллакансене те унта хутшăнма, патшалăх пулăшăвĕпе усă курса хуçалăха аталантарма сĕнетĕп. Ĕне сумалли çĕнĕ аппарат туянасшăн-ха. <...>

Вера ШУМИЛОВА.

♦   ♦   


Вăрманлă тăрăха килнĕшĕн ÿкĕнмест

«Хулара юлма шухăшламан. Коопераци техникумĕнче вĕреннĕ чухне хĕр тусăмпа иксĕмĕре буфетра ĕçлеттерсе пăхрĕç. Мастерсем килĕштерчĕç, юлма сĕнчĕç, пÿлĕм пама шантарчĕç. «Анне, мана хулара хăварасшăн. Унта пурăнас килмест», — терĕм çывăх çыннăма киле таврăнсан, Калинино райповне кайса ман валли вызов илсе килме ыйтрăм. Çав хута кайса патăм та хуларан тухса тартăм. Шăпама çапла шырарăм. Хам урапа утсах Çĕмĕрле тăрăхне килтĕм», — тет Турхан уйрăмĕн пуçлăхĕ Алина Сергеева.

Психолог та, артист та пулмалла

Пурнăçра вăл хăйĕн вырăнне тупнă. Яла питĕ кăмăллать. Вăрман çывăхра пулнишĕн хĕпĕртет. Вăл пысăк пуянлăх пулнине палăртать. Уй-хирлĕ вырăнтан вăрман тăрăхне килнĕшĕн пач ÿкĕнмест. Пушшех тепĕр май: савăнать кăна.

Чим-ха, йĕркипе каласа кăтартар. Алина Владимировна Вăрнар районĕнчи Кăмпалта çуралса ÿснĕ. Туслă та ĕçчен çемьере тăваттăн çитĕннĕ. Виçĕ хĕр те пĕр ывăл пулнă.

«Асли — ывăл. Паян вăл тăван киле пăхса тăрать. Аттепе анне, шел те, пирĕнтен ир уйрăлса кайрĕç. Тăван киле уявсенче çитме тăрăшатпăр. Пĕртăвансем тачă хутшăнатпăр. Пĕтĕм ĕçе пĕрле тăватпăр, — каласа кăтартрĕ вырăнти пуçлăх. — Тĕрĕссипе, ача чухне ĕмĕт нумай пулнă. Чăваш чĕлхи учительне вĕренес килетчĕ. Балл çитеймен пирки унта кĕреймерĕм, вара коопераци техникумне кайрăм. Вăл ĕç те килĕшрĕ. Халăхпа хутшăнса ĕçлес килнĕ ĕнтĕ. Çынпа калаçма ача чухнех юрататтăм. Коопераци техникумĕ хыççăн Нурăс салинчи çăкăр лавккин заведующийĕнче ĕçлерĕм. Çав вăхăтра пĕрле вĕреннĕ хĕрпе хутшăнаттăм. Вăл Çĕмĕрле районĕнчи Мулкачкассинчен. Мана хăйсем патне хăнана илсе кайрĕ те — çавăнта пулас мăшăрпа паллашма тÿр килчĕ. Вăл унăн виççĕмĕш сыпăкри пиччĕшĕ. Пулас упăшка Михаил Яковлевич çав вăхăтра водительте ĕçлетчĕ. Унсăр пуçне вăл Турхан ял тăрăхĕн депутатĕнче нумай çул тăрăшрĕ. Мулкачкасси ялĕн старости. Маншăн вара сылтăм алă вырăнĕнче». <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   


«Пуриншĕн те кĕлтăватăп, никама та ан вĕлерччĕр»

«Çынна мар, тăшмана пенĕ эпĕ», — тет Украинăри çар операцийĕнче пулма тивнĕ 25-ри каччă. Арçыннăн шăпи ĕмĕртен çавнашкал: атте-аннене, аппа-йăмăка, кукамай-асаннене, Тăван çĕршыва тăшманран сыхламалла. Усалпа кĕрешме ирĕксĕрех алла пăшал тытма тивет…

ВĂХĂТ 7 СЕХЕТ УЙРĂЛСА ТĂНĂ. Константин Яковлев Вăрмар районĕнчи Кивĕ Вĕренерте çуралнă. Ашшĕпе амăшĕ Николай Семеновичпа Ирина Геннадиевна виçĕ ачине тĕрĕс воспитани парса ÿстернĕ. Ашшĕ, полици ĕçченĕ пулнă май, ывăлне уйрăмах çирĕп кăмăллă, тÿрĕ чунлă пулма хăнăхтарнă. Костьăн аппăшĕ Анастасия Мускавра тухтăра вĕренсе тухнă, унтах педиатрта ĕçлет. Йăмăкĕ Алевтина культура енне туртăннă, Шупашкарта режиссер ăсталăхне алла илет.

Яковлевсем район центрне пурăнма куçсан Костя Вăрмарти шкула çÿренĕ. Лайăх паллăсемпе вĕренсе тухса Шупашкарти ял хуçалăх академине /халĕ — аграри университечĕ/ кĕнĕ. Инженер профессине алла илсен çар ретне тăнă.

«Салтак пурнăçĕ маншăн ялан кăсăклă пулнă. Тĕрĕссипе, унта питĕ кайса курас килетчĕ. Çавăнпа академирен вĕренсе тухнă-тухман çара кайма шухăшларăм. 2020 çулта килтен чăваш йăли-йĕркипе тăвансене кĕрекене пуçтарса ăсатрĕç. Владивостокра çур çул вĕреннĕ хыççăн контракт çыртăм. Ку шухăш салтака кайичченех тĕвĕленнĕччĕ. Манăн çарти тивĕç пăрахутсен двигателĕсене пăхса тăрассипе çыхăннăччĕ. Вĕренÿ хыççăн мана çавăнтах тинĕс çарне куçарчĕç. Юлташсем пурте çамрăкчĕ. Килтисемпе телефонпа калаçма пĕр е икĕ эрнере пĕр хут ирĕк паратчĕç. Кайран хваттер тара тытса пурăнтăмăр, телефон ялан çумраччĕ. Çывăх çынсемпе калаçаттăмăр. Чăваш Енрен çиччĕн пултăмăр. Вĕсем пурте пăрахут çине кайрĕç, мана водитель ĕçне шанчĕç. Ротăри ачасем пурте лайăхчĕ, мана ăнчĕ», — çарти пурнăçĕпе паллаштарчĕ Константин. Вăл килтисемшĕн тунсăхламан мар паллах. Владивостокри вăхăт пирĕннинчен çичĕ сехет уйрăлса тăрать. Çавна май кирек хăш вăхăтра та калаçма май килмен. <...>

Елена ЛУКИНА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.