Хыпар 13 (28041) № 07.02.2023

7 Нарăс, 2023

Пин-пин çын çĕнĕ хваттерсене куçать

«Юхăннă çуртсенче пурăнакансене çĕнĕ хваттерсене куçарас ыйтăва куçран вĕçертместпĕр», — çапла каласа пуçларĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев муниципалитетсен пуçлăхĕсемпе эрнекун çак ыйтупа ирттернĕ канашлăва. Çакă ку ĕçе Раççей Президенчĕ шайĕнчех тĕрĕслесе тăнипе кăна çыхăнман, чи кирли — граждансен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатасси.

2019-2021 çулсенче республикăра кивелсе çитнĕ, 5 пине яхăн тăваткал метрпа танлашакан 121 çурт-хваттертен 319 çынна куçарнă. Анчах ĕç калăпăшĕ тата пысăк-ха: юхăннă 34 çуртра пурăнакансене çĕнĕ хваттерсемпе тивĕçтермелле. Сăмах 10 пин ытла тăваткал метр пирки пырать. «Хатĕрленÿ ĕçĕсене туллин пурнăçланă, тивĕçлĕ контрактсене тунă — çак ĕçсем валли çур миллиард тенкĕ ытла уйăрма палăртнă. Урăхла каласан, финанс енĕпе чăрмав çук, çак ĕçе кирлĕ пек йĕркелемелле тата палăртнине вăхăтра пурнăçламалла», — терĕ Олег Алексеевич. Хальлĕхе республика юрăхсăррисен шутне 2017 çулччен кĕртнĕ çуртсенче пурăнакансемпе ĕçлет. Çак программăна, 2024 çул вĕçĕчченхи тапхăрлăха йышăннăскере, палăртнинчен маларах, кăçалах, пурнăçлани çакнашкал çĕнĕ программăна та, 2021 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕччен кивелсе çитнисен шутне кĕртнĕ çуртсенче пурăнакансене куçармаллискере, ырана хăвармасăр пуçăнма май парать. Вăл вара — кивĕ 80 пин тăваткал метрта пурăнакансене çĕнĕ хваттерсемпе тивĕçтермеллискер. Эппин, тата пин-пин çын ыйтăвне вĕсем кĕтнинчен маларах татса пама пулĕ. Çав программăна 242 çурт кĕмелле, вĕсенче 4,6 пин çын пурăнать. Шупашкарта кивĕ çурт-йĕр ыйтăвĕ сирĕлет ĕнтĕ, çĕнĕ программа чи малтан республикăри пĕчĕк хуласемшĕн лайăх. Çĕмĕрле, Улатăр, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри хулисенче кивĕ çурт чылай-ха, тен, программăна хăш-пĕр ытти муниципалитет та кĕрĕ.

Строительство министрĕ Павел Данилов кăçал хута ямалли çуртсенчи строительство ĕçĕсене çулталăк вĕçне хăварма юраманни çинчен асăрхаттарчĕ. Юпа уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлне тĕп ĕçсене вĕçлемелле, унтан ăшă памалла та — шалти ĕçсене пурнăçлама пулать. <...>

Николай КОНОВАЛОВ

♦   ♦   


   Тасатакан тепĕр объект хута кайрĕ

Нарăсăн 2-мĕшĕнче Пăрачкавра биологи тĕлĕшĕнчен тасатакан сооруженисен комплексне тата таса мар шыва насуспа уçласа пăрăх тăрăх хăваламалли канализацие уçрĕç. Вĕсене хута яма ял çыннисем, ĕç ветеранĕсем, хăнасем хутшăнчĕç.

Комплекс кашни талăкра 750 кубла метр таса мар шыва тасатма пултарать. «Кивĕ хатĕрсен 90% юрăхсăра тухнăччĕ, çавăнпа хура шыва тасатса çитереймесĕрех çырмана чăмтаратчĕç. Паллах, вĕсем Меня, Сăр тата Атăл юхан шывĕсене куллен вараланă, — терĕ ЧР строительство министрĕ Павел Данилов. — Вĕсене кĕске хушăрах улăштармаллаччĕ. Çĕннисем ялти çурт-йĕртен хура шыва канализацие юхтарса тăракансен шутне пысăклатма май пачĕç».

Кивĕ сооруженипе Пăрачкавра пурăнакансен 60% кăна усă курайнă. «Ку объект— регионти шыв инфратытăмне хывас тĕлĕшпе пыракан ĕç тапхăрĕсенчен пĕри, — пĕлтерчĕ Павел Данилов. — Хуласемпе ялсенче пурăнакансене ĕçмелли шыв парса тăрас, çурт-йĕртен таса мар шыва юхтарса тасатас енĕпе хăш-пĕр тивĕçе республика хăйĕн çине вырăнти влаç органĕсенчен илчĕ. Муниципалитет тата хула округĕсенче шыв пăрăхĕпе оборудованийĕ тахçанах кивелнĕ. Пурне те инвентаризацилесе юрăхсăра тухас патне çитнĕ объектсене палăртрăмăр, «Биологи тĕлĕшĕнчен тасатмалли сооруженисем» предприяти тата «Водоканал» балансне куçартăмăр. Вĕсене майĕпен çĕннипе улăштарса çĕнетĕпĕр». <...>

Юрий МИХАЙЛОВ

♦   ♦   


Пĕр-пĕрне пулăшса пурăнаççĕ

Альăпа Зина — аппăшĕпе йăмăкĕ пекех. Иккĕшĕ те пач курмаççĕ. Сăнпа та, çуллĕшĕпе те пĕрешкелрех. Вĕсем Кÿкеçри ватăсен çуртĕнче 20 ытла çул пĕр пÿлĕмре пурăнаççĕ.

Ача чухне ÿкнĕ те...

Çак икĕ тус коридорта епле утнине куртăм. «Пăравусла» вăййа аса илтерет ку: Алевтина Афанасьевна — малта, унăн пилĕкĕнчен çакланнă Зинаида Ильинична хыçран пырать. Малти витре йăтнă — çумалли япаласене ваннăя илсе каяççĕ.

Аля — асли, пĕлтĕр 80 çул тултарнă. Вăл Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Çĕньял Пукаш ялĕнче çуралнă. Виçĕ уйăхра чухнех курма пăрахнă. Ашшĕамăшĕ ачана Улатăр районĕнчи Чуварлейри ятарлă шкулта вĕрентнĕ. «Манăн йăмăк Римма ÿссе те кураймарĕ, сăпкара чухнех вилчĕ. Эпĕ ав капла… Арифметикăна парăнтарайманран 8-мĕш класа куçаймарăм та — мана киле ячĕç. Анчах пурнăç пылаках пулмарĕ. Аттеаннене чăрмантарнă эпĕ. Ара, ĕçлейместĕм-ха та, мана пăхмалла. Ÿсĕрскерсем: «Нимĕн те тăваймастăн», — тесе вăрçатчĕç. Хĕр пулса çитсен килтен тухса кайрăм. Куç курманнисен обществин председателĕ пулăшнипе вĕрентÿпе производство предприятине ĕçе вырнаçрăм. Шупашкарти Кăнтăр поселокĕнчи общежитире 10 тăваткал метрлă пÿлĕм пачĕç», — аса илчĕ Алевтина Ириткова. Хулара унăн пурнăçĕ чиперех йĕркеленсе кайнă. Хĕр хора та, хĕлĕхлĕ инструментсен оркестрне те çÿренĕ.

Зинаида Григорьева — Етĕрне районĕнчен, вăл 71-ре. Унăн пиччĕшĕсем Володя, Петя, шăллĕ Гена пулнă. Ача чухне куçĕ кăштах курнă. Кĕпе-йĕм çакма хăпарсан вăл пуç çине ÿксе хытах аманнă. Çавăн хыççăн курми пулнă. Вăл Октябрьски шкулĕнче куракан ачасемпе пĕрле вĕреннĕ. Кайран вĕсен килĕнче пушар тухнă. Хуçалăхĕ тĕпĕ-йĕрĕпе çунса кайнă. «Япаласене те илсе тухайман эпир. Атте Атăл леш енчи Çурçĕр поселокĕнче ĕçлетчĕ те — ун патне пурăнма куçрăмăр. Улатăр районĕнчи куç курман ачасен интернатне вырнаçтарасшăнччĕ мана. Эпĕ питĕ чирлекен ача пулнă, çавăншăнах килте юлтăм, ахаль шкулта вĕрентĕм», — терĕ Зина Григорьева.

Унăн ашшĕ, пĕртăванĕсем те баян каланă. Çемйипех юрра-кĕвве ăста пулнă. Зинăна та çак инструмента туянса панă. Çитĕнсе çитсен хĕре музыка шкулне ярасси пирки калаçнă. Анчах чир-чĕр унăн çулне хупласа пынă. Хĕр пĕрех баян калама хăй тĕллĕн вĕреннĕ. Шупашкарти куç курманнисене ĕçе хăнăхтаракан шкулта ăс пухнă. Çав вăхăтра сусăрсене тĕрлĕ специальноç вĕрентнĕ. Куç курманнисен хăйсен производство мастерскойĕсем пулнă. Картон цехĕнче Зина ĕç тупнă, вăл унта питĕ вырнаçасшăн пулнă. Анчах хулара пурăнмалли вырăн çуккипе яла таврăнма тивнĕ. Пĕр вăхăт столовăйра чашăк-тирĕк çунă. <...>

Алина ИЛЬИНА

♦   ♦   


Турă çырни хăех куç тĕлне пулать

«Курнă пуль çав. Хама кăтартсах çÿременччĕ те…» — мăшăрĕ çине ăшшăн пăхса калаçрĕ Алефтина Арсентьевна. Шăпа пÿрни кăтартмасăрах куç тĕлне лекет çав. Красноармейски районĕнчи Янмурçинта пурăнакан Александровсем пĕр-пĕрне 52 çул каялла тĕл пулнă.

Алефтина Арсентьевна Вăрнар районĕнчи Кушар Юнтапа ялĕнче çуралса ÿснĕ. «Пирĕн вунă ача пулнă. Тăххăрăшĕ пурăннă. Халĕ иккĕн кăна тăрса юлтăмăр. Кайса пĕтрĕç. Акай Тусайра пурăнать, — сăмаха сыпăнтарчĕ кил хуçи арăмĕ. — Шкул пĕтерсен малалла вĕренес темен-ши? Фермăна ĕçлеме кайнă».

Пĕррехинче фермăна кÿршĕ районти Янмурçин каччи пынă. Тăванне, Алефтинăпа пĕрле ĕне сăваканскере, пулăшма килнĕ вăл. «Ара, хăнăхнă ĕç. Пулăшас терĕм çав», — калаçăва хутшăнчĕ Иван Григорьевич та. 23 çулти çамрăк ун чухне хăй те тăван ялĕнчи колхозра доярта ĕçленĕ.

Иван Григорьевич пĕчĕкрен фермăна çÿренĕ. Ашшĕ унăн ферма заведующийĕнче тăрăшнă. Вăрçăран хăрах урасăр таврăннăскере лаша кÿлсе паракан кирлĕ пулнă. Çак ĕçе пурнăçлама вăл 6-мĕш класра вĕренекен ывăлне Ивана шаннă. Анчах лаша кÿлсе панипе кăна мар, кунĕпех фермăран яман, вăл е ку ĕçе тутарнă. «Атте ватăрах дояркăсене пулăшма та хушатчĕ. 8-мĕш класс пĕтерсен вара фермăна вырнаçрăм. Вăкăр самăртнă çĕрте ĕçлерĕм, — аса илчĕ Иван Григорьевич. — Пĕр çулхине шурă-хура тынасем илсе килчĕç. Вĕсене пире, икĕ витере вăкăр пăхакансене, пайласа пачĕç. Пĕрне — 16, теприне 17 лекрĕ. Кунсăр пуçне çав йышра тата пĕрер вăкăр пурччĕ».

Иван Григорьевич 1970 çулхи раштав уйăхĕнче Ленин ячĕллĕ хуçалăхра ĕне сума пуçланă. «Чылайччен доярка тупаймасăр хăшкăлнă. Ферма заведующийĕ Аполлинария Яковлевна эпĕ маларахри çулсенче ĕне сукаланине пĕлнĕрен ман пата килчĕ. Килĕшрĕм, — аса илчĕ кил хуçи. — Витере питĕ сивĕччĕ. Ĕне çилли çумалли шыв шăнса ларатчĕ. Алла сивĕ шывах чикеттĕмĕр».

…Кушар Юнтапари фермăри тĕлпулу Алефтинăпа Иванăн кун-çулне пачах тепĕр çулпа янă. Пĕрре курсах тенĕ пек пĕр-пĕрне килĕштернĕ хĕрпе каччă хушшинче часах юрату вут-çулăмĕ хыпса илнĕ. Иван икĕ ял хушши 7-8 çухрăм пулнине пăхмасăр Алевтина патне кашни кун çÿренĕ. «Каçхине ĕне суса пĕтеретĕп те каятăп. Ирхине ĕне сума каялла килетĕп, — аса илчĕ Иван Александрович. — Пĕррехинче çапла киле майлă вĕçтерсе пыратăп. Çавал урлă хунă каçă тĕлне çитсен тăпах чарăнтăм. Умра кăвайт çуннине асăрхарăм. Айуй! Çăва инçе мар. Чун-чĕрене шиклĕх туйăмĕ çавăрса илчĕ. Тăратăп çапла. Анчах манăн малаллах каймалла. Тул çутăлать. Хăра-хăрах каçса кайрăм. Каçхине Юнтапана кайнă чухне сăнаса пăхрăм та — нимĕнле кăвайт палли те çук. Куçа курăннă пулмалла». <...>

Валентина БАГАДЕРОВА

♦   ♦   


Пациент хăй пĕччен маррине туйтăр

Усал шыçă — вăхăтсăр вилĕм сăлтавĕсенчен пĕри. Раççейре кашни çул 600 пин ытла çыннăнне рак тупса палăртаççĕ. Нарăсăн 4-мĕшне онкологи чирĕсемпе кĕрешмелли кун тесе çирĕплетнĕ. Ку амакран мĕнле сыхланмалли тата епле сипленмелли çинчен республикăн тĕп онкологĕпе Сергей АЛЕКСЕЕВПА калаçрăмăр.

— Сергей Владимирович, çын хăй чирлине мĕнле пĕлеет?

— Чăваш Енре çулталăкра 4 пине яхăн çыннăнне хăрушă çак чире пуçласа тупаççĕ. Çавăнпа сывлăха, пурнăçа сыхлас тĕлĕшпе ку чире малтанхи тапхăрта тупса палăртни тата унран сыхланни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чи малтанах сывлăх тĕлĕшпе тимлĕрех пулма хăнăхмалла. Организм нумай чухне этеме чир пирки систерет. Анчах чылайăшĕ вĕсене асăрхасан та шута илмест. Чир шала кайсан çеç — çын хăйне япăх туйма, начарланма тытăнсан, вăйлă ыратсан, юн тухма пуçласан — тухтăр патне каять. Пĕр тĕслĕх илсе кăтартатăп. Пĕлтĕр пирĕн хирургсем хĕрарăма операци турĕç. Унăн амалăхĕнче, çăмарталăхĕнче 35 килограмм таякан 40 сантиметр сарлакăш шыçă пулнă. Пациент каланă тăрăх, кулленхи ĕçсене пула вăл тухтăр патне çитме малтанах вăхăт тупайман. Пĕрмай ыран кайăп тесе пурăннă. Кайран чире шала янăшăн тухтăр умĕнче намăс пуласран хăранă. Шыççа пула сывлама, çиме, утма йывăрланса çитсен çеç больницăна килнĕ. Онкологи чирне малтанхи тапхăрта тупса палăртсан пациентсен 90 проценчĕ унран сывалать. Çакна пурин те асра тытмалла. Çавăнпа диспансеризацие, ытти тĕрĕслеве вăхăтра тухмалла. Ку усал шыçă чирĕсем аталанасран сыхланма е вĕсене малтанхи тапхăрта тупса палăртма май парать.

— Диспансеризацие мĕнле майпа тухма пулать? Унăн программинче рак аталаннине палăртакан мĕнле тĕрĕслевсем пур?

— Çыннăн хăй пурăнакан вырăнти поликлиникăна каймалла. Пирĕн çĕршывра кашниех çак тĕрĕслевпе тÿлевсĕр усă курма пултарать. 18-39 çулсенчисен — 3 çулта пĕрре, 40-рен иртнисен кашни çулах диспансеризаци тухмалла. Программăна рак чирне тупса палăртма пулăшакан 7 тĕрлĕ скрининга кĕртнĕ. Пĕрремĕшĕ хĕрарăмсене пырса тивет: амалăх умĕнчен /шейка матки/ илнĕ лăймакана цитологи тĕпчевĕ туса унта шыçă клеткисем пуррине тĕрĕслеççĕ. Ăна 18 çултан иртнисене виçĕ çулта пĕрре тăваççĕ. Иккĕмĕшĕ те — хĕрарăмсем валли. Маммографи — кăкăра рентген мĕлĕпе тĕрĕслени — улшăнусене вăхăтра асăрхама, чире малтанхи тапхăрта тупса палăртма пулăшать. Ку тĕрĕслеве 40 çултан иртнисене икĕ çулта пĕрре тăваççĕ. Виççĕмĕшĕ — гастроскопи, пыршăсене ятарлă хатĕрпе — гастроскоппа — тĕрĕслени /ЭГДС/. Ăна 45-рен иртнĕ арçынсене, хырăмлăхри лăймака сийне тĕрĕслеме, язва, усал шыçăсем, юнăхни, шыçăсем пуррипе çуккине пĕлме тăваççĕ. Çавăн пекех диспансеризаци программине каяшра куçа курăнман юн пуррипе çуккине тĕрĕслемелли анализа та кĕртнĕ. Ăна 40 çултан иртнисене тĕрлĕ пыршă ракĕ аталанма пуçланине палăртас тĕллевпе тăваççĕ. Унăн пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, кирлĕ пулсан, колоноскопи тума яраççĕ. Ÿпке ракне палăртма флюорографи тăваççĕ. Шыçă пуррине сиссен, иккĕленÿ пулсан ÿпкене компьютер томографийĕпе тĕрĕслеççĕ. 45-рен иртнĕ арçынсен пилĕк çулта пĕр хутчен юнра ПСА пуррине палăртакан анализ памалла. Çакă ар парĕн ракне малтанхи тапхăрта палăртма май парать. 40 çултан иртнисенне щит евĕрлĕ пара, лимфа тĕввисене пăхаççĕ. Çакă пуç тата мăй органĕсен улшăнăвĕсене, патологине тупса палăртма пулăшать. Нумаях пулмасть диспансеризаци тухакан арçын пырта тем ыратни çинчен каланă. Çăварне лайăхрах тĕрĕслесен тухтăр унта пăнчăсем асăрханă. Пациента онкодиспансера янă. Диагноз çирĕпленнĕ — çăварта усал шыçă аталанма пуçланă. Çакăн йышши рака малтанхи тапхăрта тупса палăртни сайра. Шел те, чылай чухне çăварта, пырта аталаннă шыçă чирĕсемпе пирĕн пата питĕ кая юлса килеççĕ. Кун пек чух хирургсен пулăшăвĕ кирлĕ. <...>

Алина ИЛЬИНА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.