Хыпар 127 (28303) № 12.11.2024

12 Чÿк, 2024

0,1% суя хыçĕнче – 91 çын нуши

Республикăри ял-хулара çурт-йĕре хутса ăшăтма тытăннăранпа уйăх ытла иртрĕ. Вырăнсенчи влаçсем хăйсен территорийĕсенче ку енĕпе йăлтах йĕркелли çинчен рапортланăччĕ. Çав вăхăтрах Канашри нумай хваттерлĕ пĕр çуртра паян кун та ăшă çук иккен. Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлура Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев çак тĕслĕх тавра хивре калаçу пуçарчĕ.

Тулта шатăртатать... ноябрь

Канашлăва пуçланă май Олег Николаев çулталăк вĕçленсе пынине кура халь «пĕлтерĕшсĕр ыйтусем юлманнине» палăртрĕ. Апла тăк çĕнĕ çулччен планланине туллин пурнăçлама тăрăшмалла. Çак кунсенче бюджет йĕркелĕвĕпе çыхăннă ыйтусене татса памалли ĕç нумай. Ку 2019 çултанпа пурнăçлакан нацпроектсем вĕçленессипе, вĕсен вырăнне çĕннисем пулассипе те çыхăннă. Республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă планне хатĕрлесе çитерсе çирĕплетмелле. Вăл 6 çуллăх пулĕ, ăна федерацин анлăш аталанăвĕн стратегийĕпе çураçтармалла.

Йăлана кĕнĕ йĕркепе ку эрнери мероприятисене çирĕплетрĕç. Списокра Призывник кунĕ те пур та — Олег Алексеевич çак куна мĕнле мероприятипе паллă тăвассипе кăсăкланчĕ. Нимĕн те палăртман иккен. Регион ертÿçи çар служби чăваш халăхĕшĕн яланах хисепре пулнине аса илтерсе çак куна курмăш туса хăварма юраманни çинчен асăрхаттарчĕ.

Çурт-йĕре хутса ăшăтмалли тапхăра хĕле хатĕрлени çинчен строительство министрĕ Михаил Коледа сăмах илчĕ. Республикăри пурăнмалли нумай хваттерлĕ 4015 çуртра паян ăшă. Ку мĕн пур çуртăн 99,9% пулать. Çителĕксĕр 0,1% шăпах Канашри çурт ĕнтĕ. Предприяти территорийĕнче вырнаçнăскере ăшăпа тивĕçтерес енĕпе ĕçлеççĕ. Çав шутра — газ кăмакипе. Анчах ăшă пурпĕр паян-ыранах пулмасть-мĕн — чÿк уйăхĕн 30-мĕшĕнче тин ăшă кранне уçма палăртнă.

Социаллă объектсене ăшăпа тивĕçтерес тĕлĕшпе чăрмавсем çук. Шупашкарта юхăннă ăшă сечĕсен çуррине яхăн пайне кăна улăштарнă-ха. Çапах «Т Плюс» компании ку ĕçе Çĕнĕ çулччен туллин вĕçлеме шантарать. Çивĕч ыйту — муниципалитетсем хĕле хатĕррине çирĕплетекен паспортсене илсе çитерейменни. Министр пытармарĕ: 13 хулапа муниципалитет округĕ хатĕрлĕх паспорчĕсĕр юлас хăрушлăх пур. Çав документа илмелли юлашки кун вара — чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕ... Сăлтавĕсен шутĕнче вăл тĕрлĕ объектăн промышленноç хăрушсăрлăхĕн экспертизи çуккине,  муниципалитетсем надзор органĕсем маларах панă предписанисене пурнăçламаннине, ыттине асăнчĕ. Унтан Олег Николаев хăй сăмах илчĕ — Канашри Красноармейски урамĕнчи хайхи ăшăсăр çурт патне таврăнчĕ:

— Ăшă панă чухне пурте ĕçе пурнăçлани çинчен туслăн доклад турĕç. Укçа çителĕклĕ уйăрнă — ĕçе йĕркелемешкĕн тата мĕн тумалла? Канаш тĕлĕшпе тивĕçлĕ тĕрĕслевсем палăртнă. Çав шутра — служба тĕрĕслевĕсем те. Прокуратура ĕç-пуçа хакламашкăн уголовлă ĕç пуçарас ыйтăва тишкерет. Суймалла мар. Ма суймалла? Сăмах çак çуртра пурăнакан 91 çын шăпи пирки пырать. Çав шутра — ачасем. Капла ĕçлеме юрамасть. Хистесех ыйтатăп: çивĕч ыйтусем пур тăк — вĕсем пирки вăхăтра каламалла. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   


«Ку программăпа объектсем тирпейлĕ кăна мар, пахалăхлă пулаççĕ»

Юлашки çулсенче Патăрьел округĕнчи Аслă Арапуç тăрăхĕ илемленсе, çĕнелсе пырать. 2023 çулта Аслă Арапуç 500 çул тултарнине анлăн уявларĕç. Çавна май ялта çĕнĕ объектсем çĕкленчĕç. Кунта туслă, ĕçчен, хастар халăх пурăнать. Вĕсем палăртнă тĕллевсене çийĕнчех пурнăçа кĕртеççĕ.

— Çак кунсенче республикăн «Пуçаруллă бюджет» программипе тепĕр тапхăр пуçланать. 2025 çул валли проектсем суйласа илĕç. Патăрьел округĕпе асăннă программăна пурĕ 44 проект хутшăнать. Вĕсенчен 5-шĕ — пирĕн тăрăхран. Эпир Аслă Арапуç шкулĕн чÿречисене улăштарас ĕçе хĕллех пуçланăччĕ. Ятарлă пуху ирттернĕччĕ. Укçи-тенкине те ун чухнех пуçтарнă. Меценатсем те пулăшрĕç. Конкурс условийĕсене илес тĕк — унта пулăшакансем кирлех. Çавăн пекех Каншел, Пăлаçи Атăк ялĕсенче масар çулĕсене тирпейлесшĕн. Сăмах май, кăçал Аслă Арапуç масар çулне вак чул сартăмăр. Халăх çак объектсене хапăл туса йышăнчĕ. Кашни проекта пуçличчен ял халăхĕпе пуху ирттеретпĕр, калаçса кирлĕ йышăнусем тăватпăр. Укçа-тенкĕ енчен илес тĕк — пуçтарăнать. Кунта «Куснар» агрофирма /ертÿçи Олег Мешков/ пулăшма шантарчĕ. Çавăн пекех Аслă Арапуç шкулне «Лента» акционерсен обществин генеральнăй директорĕ Роза Иванова укçапа пулăшрĕ. Вĕсем документсене йăлтах йĕркене кĕртнĕ ĕнтĕ. Унсăр пуçне халăхран та укçа пуçтарнă. Каншелпе Пăлаçи Атăкра та нухрат пухас ĕçе вĕçлесе пыраççĕ. Халăхран ĕлĕкхи пек 40 процент мар, 20 процент пухатпăр. 20 процентне округ бюджетĕнчен уйăраççĕ. 60 процентне республика субсиди парать, – каласа пачĕ Патăрьел округĕнчи Аслă Арапуç территори уйрăмĕн пуçлăхĕ Леонид Пыркин. Леонид Титович пысăк тата икĕ объекта хута ярас кăмăл пуррине пĕлтерчĕ. Çитес çул Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитет. Аслă Çĕнтерĕве халалласа Анат Чакă тата Сител ялĕсенче вăрçăра пуç хунисен палăкĕсене çĕнетесшĕн. Анат Чакăра çĕнĕ палăк лартасшăн. Унăн форми те ылмашăнмалла, хальхи йышши требованисене пăхăнмалла. «Сителти палăк хăйне евĕр. Пирĕн тăрăхра ун пекки сахал юлнă халĕ. Скульптура — амăшĕ ачипе тăрать. Ăна лартнăранпа та тĕплĕн юсаман. Çак ĕçе тума специалист кирлĕ. Халăх укçине пĕлтĕрех пуçтарма тытăнннă. Паянхи кун тĕлне Сителсем палăк таврашне йăлт тирпейленĕ. Скульптурине вара тытаймаççĕ. Çавăнпа вĕсем те программăна хутшăнас терĕç. Укçа пухас ĕçе вĕçленĕ. Халăх хăйĕнчен мĕн килнине йăлт тунă. Укçа пуçтарасси çăмăл мар пулсан та никам та «çук» темест. Çакă объектсене тĕрĕс суйласа илнинчен килет пулĕ тетĕп. Мул пули-пулми çĕре мар, кирлĕ ĕç валли каять. Йăлтах вырнаçса пырать. Интернетра ялсем хăйсен ушкăнĕсене йĕркелени укçа пухас ĕçе çăмăллатать. Ушкăнсенче хыпара хăвăрт сараççĕ. Аслă Арапуçсен, сăмахран, «Аслă Арапуç территори уйрăмĕ», «Аслă Арапуç 500 çул тата 500 çын!» Анат Чакăсен «Анат Чакă ялĕн тата хушаматсен историйĕн ушкăнĕ» тата ытти те. Кăçалхи çĕнĕлĕх — проектсемшĕн онлайн сасăлав ирттерни. Малтан 5 проекта та регистрацилеме пултартăмăр. Регистраци витĕр тухман тăк çынсем сасăлаймастчĕç. Паянхи куна Аслă Арапуç шкулĕшĕн, тĕслĕхрен, 400 яхăн сасă пуçтарнă. Ялта 855 çын пурăнать. Кăтартăва процентпа шутлаççĕ. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


Хаçатсăр антăхакан çын сассине илтесчĕ

Раççей Промышленноç тата суту-илÿ министерстви ял-хулара пичет пресси сутмалли вырăнсем миçе пулмаллине уçăмлатрĕ: кашни 10 пин çын пуçне 4,5-рен кая мар суту-илÿ объекчĕ. Министерствăн тивĕçлĕ хушăвĕ чÿк уйăхĕн 9-мĕшĕнче вăя кĕнĕ.

Федераци шайĕнчи çак йышăну нумай массăллă информаци хатĕрĕн, чи малтанах регионсенчи çăмăл мар шăпаллă пичет кăларăмĕсен ертÿçисене хавхалантармалла пек. Маларах федераци Правительстви кашни суту-илÿ вырăнĕнче периодика кăларăмĕсен шучĕн лимитне палăртнăччĕ. Суту-илÿре çак требование мĕнле пăхăннине хаçат-журнал сарас енĕпе ĕçлекен компанисем сăнаса тăрĕç. Хут çинче, паллах, пĕтĕмпех лайăх: «çÿлтен» хушрĕç те — халăх хаçат-журнал вулама пултарас тĕлĕшпе юлашки çулсенче пулнă, вăй илсех пынă чăрмавсем самантрах сирĕлчĕç. Çакă тÿрре тухсан тем пекехчĕ, анчах массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсен, унашкал асамлăха шанма пăрахнăскерсен, иккĕленÿ пуррине те палăртмаллах. Пичет индустрийĕн предприятийĕсен союзĕн статистикипе килĕшÿллĕн 2024 çул пуçламăшĕнче Раççейре пичет продукцийĕ сутакан, стационар мар суту-илÿ объекчĕсен шучĕ 11,6 пинпе танлашнă. Çулталăкра çак кăтарту 14%, 1,8 пин чухлĕ, пĕчĕкленнĕ. Çакнашкал кашни объект пуçне вăтамран 12,6 пин çын тивет. Чи лайăх кăтартусем федерацин Вăтам тата Инçет хĕвел тухăç округĕсенче — 10,6 пин тата 12,6 пин çын пуçне хаçат-журнал сутакан пĕр вырăн тивет. Чи япăххи Атăлçи округĕнче — 15,5 пин çын пуçне пĕр киоск. Раççей кĕнеке палатинче периодика калăпăшне тишкернĕ. Шел те, кăларăмсен шучĕ, вĕсен тиражĕ çуллен пĕчĕкленсе пыраççĕ. 2023 çулта Раççейре официаллă майпа 6565 хаçат тухса тăнă. Вĕсен çулталăкри тиражĕ 3,4 миллион экземпляр пулнă. Виçĕ çул каялла кăна кăларăмсен шучĕ те, вĕсен тиражĕ те палăрмаллах пысăкрах пулнă – çак тапхăрта 1 пин ытла хаçат тухма пăрахнă. Пĕр хаçатăн вăтам тиражĕ халь 12,9 пин экземпляр шайĕнче, виçĕ çул каялла кăна 17,6 пин пулнă. Ăмсанма çук çак ÿкерчĕк Чăваш Еншĕн те кăтартуллă. Регистрациленĕ тăхăр теçетке ытларах пичет кăларăмĕ, паллах, сахал мар пек, анчах вунă çул каялла вĕсен шучĕ чылай пысăкрах пулнă — 130! Çав шутра 95 хаçат, 29 журнал, виçĕ сборник, пĕрер бюллетень, альманах тата каталог. Кунашкал хăвăртлăхпах чакса пырсан тата 20 çултанах хаçат мĕнне манăпăр. Чăвашла кăларăмсен ĕмĕрĕ унтан та кĕскерех пулма пултарасси хăратать. Çук, çак йĕркесен авторĕ хăй ĕçсĕр юласран шикленет тесе йĕплеме ан васкăр. Манăн ĕмĕре, пенсие кайиччен, «Хыпар» пĕтмест-тĕрха — тата икĕ уйăхран 119 çул тултаракан хаçатăмăр тата нумай çул пурăнасса шанас килет. Сăмах урăххи пирки: чĕлхе халăх управçи тетпĕр, чăвашла хаçат-журнал вара чăваш чĕлхин управçи пулсан – чăвашла кăларăмсем пĕтсен чăваш халăхĕн пуласлăхĕ те тĕтреллĕ пулмĕ-и? Паллах, çынсем пулĕç, анчах халăх пулĕ-и? Çак условисенче çĕршыв Правительствин шайĕнче хаçат-журнал тĕлĕшпе пăшăрхану çурални шанăç пайăрки пек туйăнать. Çулла Минстрсен Кабинечĕ халăха периодика кăларăмĕсем сутмалли вырăнсемпе тивĕçтермелли чи пĕчĕк виçене шутласа палăртмалли формулăна сĕнчĕ. Норматива регионта е муниципалитет территорийĕнче пурăнакансен йышне кура палăртĕç. Федераци кăтартăвне тĕпе хурса тата регион хăйне евĕрлĕхне шута илсе РФ субъекчĕсен хăйсен нормативĕсене çирĕплетмелле. Çакă, Правительствăри чиновниксен шучĕпе, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакансене пичет продукцийĕпе усă курма пултармалли майсемпе тивĕçтермелле. Йышăнмалла: кашни автобус-троллейбус чарăнăвĕнче хаçат-журнал киоскĕ пулнă вăхăт таврăнмĕ ĕнтĕ. Çапах РФ Промышленноç тата суту-илÿ министерствин çĕнĕ хушăвĕ уçăмлă: кашни 10 пин çын пуçне 4,5-рен кая мар тăк — вăтамран кашни 2,2 пин çын пуçне пĕрер киоск е стойка пулмалла. Çак требование мĕнле пурнăçланине вырăнсенчи влаçсен сăнаса тăмалла. Эппин, çур миллиона яхăн çын пурăнакан Шупашкарта — 220 ытларах. Халь миçе-ши — калама хĕн. Унашкал статистика пурри те иккĕленÿллĕ — ку никама та интереслентермест пулас. Массăллă информаци хатĕрĕсемшĕн яваплă Цифра аталанăвĕн министерствин сайтĕнче унашкал кăтартусене тупаймарăм. Тепĕр тесен, унта мĕн кăна çук: вăл çук, ку çук… «Массăллă информаци хатĕрĕсен, пичет отраслĕн аталанăвĕн кăтартăвĕсем» уйрăм пур — 2022 çулхи кăтартусем. Вĕсем те пулин — кĕнеке пичетленипе çыхăннисем кăна. Çакă та республикăра массăллă информаци хатĕрĕсене, уйрăмах пичет кăларăмĕсене питĕ «хисепленине» кăтартать пек. Унччен патшалăх пресса сутакан об±ектсен шутне палăртакан нормативсене çирĕплетмен, çавна май нумай хулара хаçат сутакан киосксем юлман. Çав шутра — Шупашкарта та. «Чăвашпичечĕн» тупăкри ÿчĕ те çĕрсе тăпрана çаврăнчĕ пуль ĕнтĕ. Пирĕн ĕçтешсен, «Советская Чувашия» хаçатăн, хăйĕн киоскĕсем пурччĕ. Вĕсем те пĕтрĕç. «СЧ» ертÿлĕхĕ пытармасть: мĕншĕн тесен вĕсене тытса тăрасси тăкаклă — хамăр тĕллĕн кăна тытса тăма йывăр. Çапла вара паян çынна пĕр-пĕр хаçатăн вăл е ку номерĕ кирлĕ тĕк — шыраса хăшкăлмалла. «Сирĕн хаçатăн паянхи /ĕнерхи, иртнĕ эрнери…/ номерне ăçта тупма пулать?» — çакнашкал шăнкăрав редакцире куллен тенĕ пек янăрать. Шел те, ниçта та туянма çук. Редакцие килсен кăна — тен, шырасан тупма пулĕ… Почтăра та илеймĕн. Унччен почта çынсем çырăнса илекен тиражсăр пуçне кăларăмсене сутма та илнĕ, халь — çук. Илме, тен, хатĕр те пуль-ха. Анчах республикăри кăларăмсенчен пĕрин редакторĕ çаплах калать: сутма панă тиражăн пысăк пайне каялла тавăрса параççĕ те — почтăпа ĕçлеменни унпа ĕçленинчен тăкаксăртарах. Тепĕр тесен, почта нуши — хăй уйрăм истори. Тĕрĕссипе, периодика тарăн çырма умне пырса тăнинче вăл йĕркеллĕ ĕçлеменнин тÿпи те пысăк. Вун-вун ялта почтальон çук — хаçат-журнал валеçмеççĕ кăна мар, çырусене леçме те çын çук. Сăлтавĕ — почтальонăн ĕç укçи пĕчĕкки. Паллах, укçа тÿлесе çырăнакан хаçата е журнала почтăна хăвăн кайса илмелле тĕк — кашниех çапла тăвасшăн пулмĕ. Почта уйрăмĕ юнашарах пулсан унта кĕрсе тухăн-ха, анчах темиçе километрта пулсан? Хаçата çак условипе çырăнакан сайра пуласси иккĕленÿсĕр, Эппин, периодика кăларăмĕсем хăйсен вулаканĕсене çухатасси куçкĕрет. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


Çамрăксемшĕн – ырă тĕслĕх

«Пĕр-пĕрне килĕштерсе пурăнсан вăхăт иртни сисĕнмест. Эпир çемье чăмăртанăранпа 5 теçетке çул хыçа юлнине сисмерĕмĕр те», – тет Трак тăрăхĕнчи Чаканарта пурăнакан Екатерина Васильева. Красноармейски округĕн администрацийĕн загс пайĕн ĕçченĕсем Екатерина Павловнăпа Владимир Карповичăн ылтăн туйне ирттернĕ. Васильевсен 3 ача, 9 мăнук.

Екатерина Васильева Янкас, Красноармейски шкулĕсенче пĕлÿ илнĕ. Аттестатлă пулнă хыççăн Вăрнарти совхоз-техникумра ветеринара вĕреннĕ. «Хула пурнăçĕ мана нихăçан та илĕртмен — ял чуна çывăх. Выльăх-чĕрлĕхе мĕн ачаран юрататăп. Çĕр улмине сухапуçĕпе лартнă чухне яланах лаша çавăттаратчĕ атте. Эпир ача чухне улăма, тислĕке лашапа турттараттăмăр. Арçын ачасемпе тан ут утланса чупаттăмăр. Аттепе анне ĕне, сурăхсем, сысна, хур-кăвакал, чăх-чĕп усратчĕç. Вĕсене выльăх пăхма пулăшаттăм», – аса илчĕ кил хуçи хĕрарăмĕ. Вăл Янкасри ветучастокра чылай çул ĕçленĕ. 1980-1987 çулсенче ял тăрăхĕн канашĕнче секретарьте вăй хунă. Пенсие тухсан та ветучастокра вунă çул тăрăшнă. «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ. Ял халăхĕн ыйтăвĕсене яланах тивĕçтернĕ. Выльăх чирлесен çĕрле те тухса чупнă… Владимир Карпович Красноармейскинче 10 класс пĕтернĕ хыççăн Çĕрпÿри техникумра механика вĕреннĕ. Диплом илсен Красноармейски салинче водительте ĕçленĕ. Кайран тăван «Звезда» хуçалăха килнĕ. «Мелиораци енĕпе нумай ĕçлеттĕмĕр ун чухне. Шăвармалли 9 агрегат пулнă. Выльăх апачĕ хатĕрлес енĕпе колхоз председателĕн çумĕ те пулнă. Ун чухне выльăх нумайччĕ. Яманаксемпе пĕрле апат тиесе килме Оренбург облаçне те кайнăччĕ», – аса илчĕ çемье пуçĕ. Пуçаруллăскере хăй вăхăтĕнче бригадира та суйланă. 2000 çултанпа Чаканар ялĕн старостин тивĕçĕсене пурнăçлать. Екатерина Павловна вара вырăнти ветерансен канашĕн председателĕ. Çак тивĕçе хастар хĕрарăм 2014 çултанпа пурнăçлать. Васильевсем виçĕ ача пăхса ÿстернĕ. Асли Марина Красноармейскинчи полици уйрăмĕнче — çул çитмен ачасемпе, Евгений груз турттаракан машинăпа ĕçлеççĕ. Эля хальлĕхе ачасемпе ларать. «Кашнин виçшер ача. Пĕрер арçын ача тата икшер хĕрача. Хамăрăнни пекех», – йăл кулчĕ Екатерина Павловна. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, вĕсем ветерансемпе мероприятисем, уявсем ирттереççĕ. Çул çÿревсене тухаççĕ. 5 ялта пурĕ 200 ытла ветеран-мĕн. Вĕсем Янкасри библиотекăра пухăнаççĕ — вулавăш хуçи Галина Ильина хăнасене яланах тарават. — Мăнуксем килсе çÿреççĕ. Выльăх-чĕрлĕх тытатпăр: ĕне, пăру, чăх-чĕп. Ялта мана йăлтах килĕшет. Урам тăрăх ирĕклĕн утма лайăх. Ял çав тери хитре вырăнта вырнаçнă. Ялăмăр пысăках мар: 35 кил кăна. Шел, 20-ĕшĕн кăна мăрьерен тĕтĕм тухать. Лавккана Янкаса çÿретпĕр е Красноармейски салине машинăпа çитсе килетпĕр. Пĕчĕк мăйăрăн тĕшши тутлă тенешкел, пĕчĕк ялта пĕр çемьери пек килĕштерсе пурăнатпăр. Çемьере пĕтĕм ыйтăва пĕрле татса паратпăр. Килĕштерсе пурăнас тесен пĕрне-пĕри итлемелле. Чашăк-кашăк шакăртатмасăр пулмасть. Çапах та тарăхнине ирттерме пĕлмелле, кÿренсе çÿремелле мар. Каçарма пĕлес пулать. Пушă вăхăтра чустапа ĕçлеме юрататăп. Кукăль, икерчĕ пĕçеретĕп. Кавăн ăнса пулчĕ кăçал. Виçĕ литрлă 19 банка сĕткен хатĕрлерĕм. Тĕрлĕ çырларан компот нумай хупатăп. Хăяр, помидор чылай маринадлатăп. Мăшăрăм пулă тытма юратать. Юлташĕпе Атăл çине те çитеççĕ. Ĕмĕтĕм — мăнукăмăрсене пурнăç çулĕ çине тăратма пулăшасси. Аслă хĕрĕн аслă ывăлĕ салтака каймалла кĕçех, – каласа пачĕ Екатерина Павловна. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


Çынсем пĕр-пĕринчен ютшăнаççĕ

Шупашкар округне кĕрекен Лапсар ялĕ Чăваш Ен тĕп хули çывăхĕнчех вырнаçнă. Унта — икĕ хутлă çĕнĕ çуртсем, асфальт çул, ача-пăча тата спорт лапамĕсем... Шкулĕ те, лавккисем те аякра мар. Автобус та çÿрет. Мĕнлерех пурăнать-ха паянхи ял? Çакна пĕлес тесе ял çыннисемпе курса калаçрăм.

Шупашкара çуранах çÿренĕ Ял урамĕпе утнă май Галина Кочетковăна тĕл пултăм. Лапсарта çуралса ÿснĕскер тăван ялтан нихăçан та уйрăлман, çуралнă килтех кун кунлать.

— Колхоз хирĕсенче тыр-пул, куккурус, кантăр, кăшман ÿстеретчĕç. Çĕр улми анисене халăха уйăрса паратчĕç. Вĕсем питĕ вăрăмччĕ. Атте-анне колхозра ĕçленĕ те, шкул хыççăн вĕсене пулăшма утаттăмăр. Пĕтĕм ĕçе алăпа тунă, ун чухне техника тавраш пит пулман. Ватăсем пирĕн валли апат хатĕрлетчĕç. Пĕр енчен, йывăр пулнă ун чухне, тепĕр енчен, интереслĕ. Çынсемпе хутшăннă, калаçнă, пĕр-пĕрне пулăшнă... Халĕ ял-йыш пĕр-пĕринчен ютшăнать. Кĕрхи ĕçсем вĕçленсен ял халăхĕ валли уяв ирттернĕ, колхоз ĕçкисем тунă. Сурхурире тăвансем пĕр-пĕрин патне пуçтарăннă. Ялта клуб пурччĕ. Унта ташлама çÿреттĕмĕр, кайран хупрĕç. Поселокра культура керменĕ пур та, унта чун туртмасть. Шкул хыççăн эпĕ кайăк-кĕшĕк фабрикинче ĕçлерĕм, вара Шупашкара пир-авăр комбинатне куçрăм. Ун чухне ĕçе çуранах çÿреттĕмĕр. 6 сехет валли çитмеллеччĕ те, 4-рах тăраттăмăр, — каласа кăтартрĕ хĕрарăм. Галина Федотовна чукун çул çинче 25 çул ĕçленĕ. 75-ри ватă халĕ ачисемпе пĕрле пурăнать. Ял çыннисенчен чылайăшĕ колхозра, кайăк-кĕшĕк фабрикинче тăрăшнă. Хăшĕ-пĕри хулари завод-фабрикăра вăй хунă. 60-мĕш çулсен вĕçĕнче Лапсар ялĕн çĕрĕсем çинче поселок çĕклеме тытăннă. Ăна Çĕнĕ Лапсар тесе ят панă. Фабрикăра, строительство комплексĕнче ĕçлекенсем валли нумай хутлă çуртсем тума пуçланă. Вăхăт иртнĕçемĕн поселок культура керменĕпе, спорт шкулĕпе, ача сачĕпе, икĕ вăтам шкулпа, кафесемпе, врач офисĕпе, лавккасемпе тата ыттипе пуянланнă. 1984 çулта поселока хула йышне кĕртнĕ. Икĕ Лапсара пĕр-пĕринчен уйăрнă. Çĕнĕ Лапсар аталанса вăй илнĕ вăхăтра Лапсар ялĕ хухса пынă. Кунта халĕ социаллă обћектсенчен лавкка кăна тăрса юлнă. Унăн та пуласлăхĕ иккĕленÿллĕ. Лапсарсенчен пĕр пайĕ поселокри супермаркетсене çÿрет. Тухтăр патне поселокри тухтăр офисне мар, Çатракассинчи ФАПа е Кÿкеçе каяççĕ. Ял ачисем Çатракассинчи шкулта пĕлÿ илнĕ, халĕ те нумайăшĕ унтах вĕренет. Ялта халĕ 3-4 ĕне кăна юлнă. Сурăх, качака ытларах тытаççĕ. Сăмах май, мăйракаллисем урампа ирĕклĕнех çÿреççĕ. Унччен ялта виçĕ кĕтÿ пулнă. Утă-улăм туса илмелли вырăн та нумаях мар. Хуçасăр ларакан пÿртсене сутаççĕ те, яла ют çынсем килсе вырнаçаççĕ. Юрлать, такмаклать 84-ри Роза Николаева — Лапсар кинĕ. Çĕмĕрле районĕнчи Эскетен хĕрĕ ку яла 60 çул каялла качча килнĕ. Лапсар çамрăкĕпе вăл Акатуйра паллашнă. Вĕсем 55 çул пĕрле пурăннă. Виçĕ ача çуртса ÿстернĕ, анчах иккĕшĕ çамрăклах çут тĕнчерен уйрăлнă. Халĕ кинемей хĕрĕпе пĕрле кун кулать, мăнукĕсемпе савăнать. — Аттерен 11-тех тăлăха юлнă эпир. Çамрăклах Çĕмĕрлери кирпĕч заводĕнче ĕçлеме пуçларăм. 1962 çулта Шупашкара вĕçтерсе килтĕм. Малтан чăлха фабрикинче вăй хутăм, кайран — электроаппарат заводĕнче. Çапла сисĕнмерĕ те — ĕмĕр иртсе кайрĕ, — ассăн сывларĕ Роза Ивановна. — Ĕлĕкхи çынсем кунĕн-çĕрĕн ĕçленĕ, пиртен те ирттернĕн туйăнатчĕ. Ун чухне вуттине те хатĕрлемеллеччĕ, утти-улăмне пуçтармаллаччĕ... Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытаттăмăр. Çапах ял-йыш канма та вăхăт тупатчĕ. Ĕç вĕçлесен урама тухаттăмăр. Килĕрен ача-пăчаччĕ. Урам вĕсен сассипе кĕрлесе тăратчĕ. Ватă çынсене хисеплетчĕç. Ĕлĕк çамрăксем ватăсене сăмах хушмасăр иртсе кайман. Хальхи çынсем, уйрăмах ютран килекенсем, пит хутшăнасшăнах мар, хăйсен тĕнчинче пурăнаççĕ. Хамăр та нумай ĕçленĕ, куçа операци тунă хыççăн ĕç патне питех пыраймастăп. Ĕçсĕр ларма йывăр. Пушă вăхăтра радио итлетĕп, хам пек ватăсемпе урамра калаçса ларатпăр. Ăна хальхи çамрăксем чăвашла калаçманни пăшăрхантарать. Ачаран тăван чĕлхепе калаçса ÿстермеллине палăртрĕ вăл. Роза Николаева шухăшĕпе, Лапсар халăхĕпе Çĕмĕрле çыннисем уйрăлса тăраççĕ. «Тăван ялти туя пĕтĕм ял-йыш пуçтарăнатчĕ, кунтисен кăмăл-туйăмĕ уçах мар. Ĕçкĕ-çикĕрен юлман, юрра-ташша питĕ маçтăр Çĕмĕрлесем. Лапсарсем ун пекех мар. Эпĕ спектакльсенче те вылянă. Пултарулăх коллективĕпе кÿршĕ районсемпе ялсене те çитсе килеттĕмĕр. Инçетре-ха тесе ÿркенсе тăман. Праçникре кăна мар, ĕçленĕ чухне те, каннă вăхăтра та юрлаттăмăр. Халĕ те чуна тунсăх пуссан юрă тăсса яратăп, савăнăçлă чухне такмаклатăп. Фабрикăра ансамбль пурччĕ, пĕр вăхăт унта çÿрерĕм. Пĕччен те сцена çине тухаттăм. Çăпатапа чăваш кĕпи тăхăнса уявсенче сахал мар юрланă», — сăмах çăмхине сÿтрĕ кинемей. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.