Хыпар 126 (28005) № 08.11.2022

8 Чÿк, 2022

«Садик пулсан тата виçĕ ача çуратăп»

«Ку çула эпĕ лайăх пĕлетĕп, çавăнпа эсир çĕклекен ыйтăва та хутсене пăхмасăрах хуравлама пултаратăп», — иртнĕ эрнере хăйĕн патне йышăнăва килнĕ çынсемпе ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев калаçăва çапла пуçларĕ. Тăван Хĕрлĕ Чутай районĕнчи çул пирки сăмах пырать те, паллах, унпа çыхăннă ыйту уншăн кĕтменлĕх пулмарĕ.

Çула çитес çул юсĕç

Юлия Федоровăпа Раиса Соколова республика ертÿçи патне Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Хусанушкăнь тата Тури Çĕрпÿкасси ялĕсен хушшинчи çула йĕркене кĕртес ыйтупа килнĕ. Олег Николаев вĕсене кăмăллă хыпар пĕлтерчĕ: çак çула юсассишĕн райадминистраци пуçлăхĕ Иван Михопаров та питĕ тăрăшать, мĕншĕн тесен вăл çул çÿрекен çынсене те питĕ кирлĕ, çав вăхăтрах ку тăрăхра вырнаçнă ял хуçалăх предприятийĕсемшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Проектпа смета докуменчĕсене экспертизăна панă, экономика енĕпе йывăрлăхсем тухса тăмасан строительство ĕçĕсене çитес çул пурнăçламалла — ыйту татăлĕ.

Хĕрарăмсенчен пĕри меллĕ самантпа усă курас терĕ ахăртнех: ун шучĕпе, хайхи çула Анат Çĕрпÿкасси таранах тăссан аван пулмалла — Етĕрне еннелле тÿртен çÿреме май пулĕ. Ку ыйтупа вăл влаçсен ячĕпе 2015 çултан тытăнса пĕрре кăна мар çыру çырнă-мĕн... Олег Алексеевичăн ăнлантарма тиврĕ...

Вăл республикăри çулсен тăршшĕ 10,5 пин километрпа танлашнине аса илтерчĕ. Паллах, пĕтĕмпех харăсах юсама, реконструкцилеме укçа çитмĕ. Çавăнпа пĕлтерĕшлисене, çак самантра кирлисене шута илмелле. Анат Çĕрпÿкасси те уншăн палламан ял мар. Унта асфальт çул пулман. Çул тăвас тăк — çĕнĕрен сармалла, çийĕнчен темиçе çырма урлă каçмалла — питĕ хакла ларĕ. Çав вăхăтрах Элĕкпе Хĕрлĕ Чутай хушшинчи асфальтсăр сыпăк пур — ун çине алă сулса сахал çын пурăнакан Анат Çĕрпÿкассине çул тăсма ниепле те май çук. Иккĕшĕнчен хăшĕ пĕлтерĕшлĕрех — çавна суйласа илме тивет. «Кашни кил умне, шел те, асфальт илсе çитерейместпĕр», — пулчĕ унăн хуравĕ. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   


Владимир РОМАНОВ: Çул çинче пĕр-пĕрне хисеплер

Тĕлпулăва уявпа, çывхарса килекен Полици кунĕпе, сăлтавларăмăр пулин те ЧР ШĔМĕн Çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн управленийĕн пуçлăхĕ Владимир Романов калаçăва пăшăрхантаракан темăран пуçларĕ: республикăра кăçал çул-йĕр çинче çын вилесси хушăннă — кăрлач-юпа уйăхĕсенче çавнашкал çичĕ тĕслĕхе пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен нумайрах шута илнĕ.

Хĕл ялан кĕтмен çĕртен килет

— «Хăрушлăхсăр паха çулсем» нацпроект пирĕн ума вилнисен шутне чакарассипе çыхăннă тĕллев те лартать, — терĕ Владимир Геннадьевич.

— Юлашки вунă çулта хурлăхлă çак кăтартăва çуллен чакарса пыма пултартăмăр, кăçал вара, шел, вилĕмлĕ тĕслĕх нумайланчĕ. Атăл тăрăхĕнчи округри регионсенче пуринче тенĕ пекех çакнашкал лару-тăру, кÿршĕри Мари Элта, сăмахран, çулсем çинче кăçал нумаййăн вилнĕ. Анчах ку, паллах, пире тÿрре кăлармасть.

— Ĕç-пуç çивĕчленнин сăлтавне куратăр-и? — Унччен çулсем япăх теттĕмĕр, халĕ чылай лайăхрах, анчах вĕсене пăхса тăрас енĕпе çитменлĕх нумай. Транспорт министерствипе, Росавтодорпа тачă çыхăнса ĕçлетпĕр — палăртнă мероприятисене пурнăçлатпăр. Инкексем чи малтанах çынпа çыхăннă. Водительсем хăвăртлăха уямаççĕ — çулăн сулахай енне тухса хирĕç килекен транспортпа çапăнаççĕ, кун пек чухне авари уйрăмах хăрушă. Çулсем ансăррине те палăртмалла. Федераци трассисенех илер — вĕсен республика территорийĕпе иртекен тăршшĕ 300 километртан та иртет. Çав шутра 120 километрĕ кирлĕ категорие тивĕçтермест — хире-хирĕç йĕрсене пĕр-пĕринчен уйăрман. Уйрăм сыпăксем сарлака, хăш-пĕр çĕрте вара хĕсĕк. Калăпăр, М-7 автотрассăн 601-мĕш километрĕ. Вăл Етĕрне районĕнче. Кăçал унта хăрушă авари темиçе те пулчĕ. Кăрлачра пуçланчĕ те… Ун чухне виççĕн, упăшкипе арăмĕ тата вĕсен уйăхри ачи, вилнĕччĕ. Кĕркунне тата темиçе инкек пулчĕ. Унта çул хĕсĕнет — тăватă йĕртен икĕ йĕре куçать… Кĕленче мăйĕ пек хăрушă вырăнсем республикăра тата пур. Çĕрпÿ еннелле каякан çула илер. Çĕрпÿ таран хире-хирĕç енсене уйăрнă-ха — трос карнă, çакă çынсен пурнăçĕпе сывлăхне упрама пулăшать. Çулăн сулахай енне тухма хистекен раз±ездсем те çук, çавна май хирĕç килекен транспортпа çапăнас хăрушлăх та сирĕлет.

Çĕрпÿрен иртсен вара… Çĕнĕ Катек ялĕ тĕлĕнчи Сĕнтĕрвăрринелле пăрăнмалли вырăн — вĕçĕмсĕр авари. Водительсем правилăсене пăсаççĕ — хăйсен, çывăх çыннисен пурнăçне хакламаççĕ. Çул-йĕр паллисем, разметка — пĕтĕмпех пур. Йĕрсен хушшинче карта кăна çук. Правилăсене уямалла — пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулĕ. Куславкка районĕнчи сăрталла хăпаракан вырăн пирки те çавнах каламалла — унта та кăçал нумай инкек. Йывăр тиевлĕ транспорт сăрталла пысăк хăвăртлăхпа хăпарать те — грузовикăн малти пайĕ çĕкленет, кустăрмасем «итлеми» пулнă май управлени çухалать, машина çулăн транспорт хирĕç килекен енне тухса каять. Çумăрлă вăхăтра ĕç-пуç пушшех çивĕчленет. Сăмах май, хăрушă аварисен шучĕ шăпах авăн, юпа уйăхĕсенче тăруках нумайланчĕ. Çанталăк çумăрлă пулчĕ вĕт – йĕпе, тĕттĕм… Водительсем типĕ асфальта, уяр çанталăка хăнăхнă — газ педальне тĕпне çитиччен пусаççĕ. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   


Захар ПРИЛЕПИН: Вăтăр çул ытла хаваслă пурăнтăмăр

Историри кирек хăш пулăм та культурăра çырăнса юлать. Чăнлăха халăх патне çитермелли чи ăнăçлă мел ку. Сăвă-юрăра, тĕрлĕ хайлавра сăнланнă самантсене халăх истори докуменчĕсенче кăтартнинчен лайăхрах ăнланать. Çавăнпа çыравçăн тивĕçĕ яваплă — унăн паян мĕн пулса иртнине хăйĕн хайлавĕсенче çырмалла, халăха сăмахпа вăй кÿмелле. Çакăн пирки калаçу пулчĕ те Шупашкара Раççей çыравçи тата политикĕ Захар Прилепин килсен.

Шупашкарта пĕрремĕш хут мар вăл, виçĕ çул каялла килсе вулакансемпе тĕлпулу ирттернĕччĕ. Хальхинче вăл тĕрлĕ авторăн патриотлăх çемипе шăрçаланă сăввисене пухса кăларнă «Поэzия русского лета» кĕнекепе халăха паллаштарас тĕллевпе килчĕ. Çавна май журналистсен паллă çыравçăпа тĕл пулса хăйсене мĕн кăсăклантарни çинчен ыйтса пĕлме те май пулчĕ.

Çыравçă каланă тăрăх, литература ĕçне тÿрех кĕрсе кайман вăл. Ун патне журналистика урлă çул хывăннă. Вăл та пулин — ăнсăртран. Захар Прилепин ултă çул ОМОНра ĕçленĕ, Чечнян пĕрремĕш вăрçине тата Украинăри хирĕç тăрăва /2014/ хутшăннă. Паянхи кун ун пирки «хальхи вырăс çар прозине пуçаракансенчен пĕри» теççĕ. Паллах, вăрçă пирки çырас пулсан ăна хăв курни пĕлтерĕшлĕ, унсăрăн тĕрĕс çырса кăтартаймастăн пек. Анчах кун пек шухăшпа килĕшмест çыравçă, çакна ĕнентерме вырăс литературинчи тĕслĕхсене аса илтерчĕ. Сăмахран, Владимир Маяковский вăрçăра пулман, анчах ун çинчен питĕ вăйлă çырнă. «Поэzия русского лета» кĕнекене кĕнĕ авторсенчен те хăшĕ-пĕри çеç Донбасра пулнă. Çапах хальхи лару-тăрăва пурте чĕре çывăхне илетпĕр. <...>

Лариса ПЕТРОВА.

♦   ♦   


«Юратса каланă сăмах тĕнчене илемлетет»

Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче "Ыранхи кун вĕçевĕ" кăларăм пичетленсе тухрĕ. Унăн авторĕ - Николай Ишентей, хальхи чăваш литературинче сумлă ят. Пултаруллă çыравçан хайлавĕсене ачасем те, çитĕннисем те юратса вулаççĕ. Çĕнĕ кĕнекене вăтам классенче вĕренекенсем валли çырнă повеç, повеç-юмах, калавсем, сăвăсем кĕнĕ. Кĕнекене пичете хатĕрленĕ май паллă çыравçăпа чуна ÿçса калаçма, унăн пурнăçĕпе, ĕç меслечĕсемпе, шухăш-кăмăлĕпе паллашма май килчĕ.

— Николай Петрович, эпир çăмăл мар саманара пурăнатпăр. Пурнăçри йывăрлăхсем сире ĕçлеме чăрмантармаççĕ-и?

— Пурнăç яп-яка та пĕр чăрмавсăр пулсан сăвă-калав, ытти хайлав çуралмĕччĕ те. Мăнтăр пурнăçпа пурăнакана йăпану юрри те çителĕклĕ. Манăн шухăшпа, йывăрлăх çынна çине тăрса ĕçлеме хистет кăна. Пултару ĕçĕнчи чăрмавсем пушшех тăрăшарах вăй хума чĕнеççĕ. Пулăшаççĕ те.

— Ача-пăча çыравçин этемĕн хăш енĕсене малти вырăна лартмалла?

— Пурнăçăн кукăр-макăрĕ нумай — пурне те пĕлсе çитереймĕн. Анчах ача-пăча çыравçин, манăн шухăшпа, пурнăç чăнлăхне — тĕнче илемлĕ те хаяр пулнине — самантлăха та асран кăлармалла мар. Кашни хайлаврах ыррин усала çĕнтермелле. Пĕчĕк вулакан кĕнекене алла тытсан çут тĕнче чăнах та илемлĕ пулнине туйтăр, тĕнче хаярлăхĕнчен хÿтĕленме кирлине ăша илтĕр. Паллах, ашшĕ-амăшĕн хÿттинче пурăнакансемшĕн ку пĕлтерĕшлех те мар-тăр. Анчах чун-чĕре варрине пĕчĕклех вырнаçнă канăçсăр туйăм ачапа пĕрлех çитĕннине шута илсен ача-пăча кĕнекин пĕлтерĕшĕ капашсăр пысăк пулнине ăнкарса илме йывăр мар. Эпир пурăнакан çĕршыв пуян та илемлĕ. Ун-кун сапаласан мул купи те çухалать, упрама пĕлмесен тĕнче илемĕ те çухалать. Çавăнпа пĕчĕк вулакан чунне уçăмлăх кĕртмелле: хамăр тирпейлĕ пулсан тавралăх та хитре, хамăр вăйлă тăк çĕршывăмăр та мухтавлă. Çитĕнекен ăру кăкăрĕнче вăйсăр кушак çурине хÿтĕлеме хатĕр сисĕмлĕ чĕре тапнă чухне Тăван çĕршыв та шанчăклă хÿтлĕхре пулĕ. Пĕчĕккисен чунĕ çине сиплĕх тумламĕ куллен ÿкейсен этемлĕх нихăçан та пăскăнчăк еннелле сулăнас çук. Илемлĕ литературăри пархатарлă сăнар, çитĕннисен ырă тĕслĕхĕ шăпах асамлă çав тумлампа танлашаççĕ те. Таса та хитре тĕнчере пурăнас тесен ача-пăча валли лайăх кĕнеке ытларах кăлармалла. Юратса каланă сăмах тĕнчене илемлетет. <...>

Ольга ИВАНОВА.

♦   ♦   


Помост çинче кăмăл-туйăм çирĕпленет

«Хыпар» парнисене чи вăйлисем çĕнсе илчĕç

Чÿк уйăхĕн 4-6-мĕшĕсенче Чăваш Ене кире спорчĕпе туслă атлетсем пухăнчĕç. Вĕсем «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн тупăшрĕç. Пĕтĕм Раççейри турнир Шупашкарти маунтинбайк центрĕнче 37-мĕш хут иртрĕ.

Чи лайăххисем пуçтарăнаççĕ

Помост çине 12 регионтан килнĕ тĕрлĕ ÿсĕмри пăхаттирсем — яшсемпе хĕрсем, арçынсемпе хĕрарăмсем, спорт ветеранĕсем — тухрĕç. Вĕсене РФ Патшалăх Думин Финанс рынокĕн комитечĕн председателĕ Анатолий Аксаков, ЧР спорт министрĕ Василий Петров, цифра министрĕн çумĕ Анна Иванова, «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ — тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина, Пĕтĕм Раççейри кире спорчĕн федерацийĕн ертÿçи Сергей Кириллов, республикăри кире пуканĕ йăтакансен уйрăмĕн председателĕ Юрий Карпов ăнăçу сунчĕç.

— Пирĕн çынсем ÿтпе кăна мар, чунпа та вăйлă. Ăнăçу вара вăйран кăна мар, ăс-хакăлтан та нумай килет. Çĕнтерес тесен пуçа ĕçлеттермелле, — терĕ Анатолий Аксаков. Сергей Кириллов «Хыпар» турнирĕ ырă йăласене тытса пынине палăртрĕ. «Кире спортне аталантарас енĕпе пысăк ĕç тăвать. Кунта паллă спортсменсемпе пĕр помост çине çамрăксем те тухаççĕ. Ăмăрту вун-вун пăхаттире çунат сарма пулăшнă. Малашне те çĕнĕ çăлтăрсем çуталасса шанатăп», — палăртрĕ Сергей Александрович. Сăмах май, Куславкка районĕн Хисеплĕ гражданинĕ хăй те «Хыпар» турнирĕнче тупăшса ÿснĕ.

Татьяна Вашуркина ку ăмăртăва 1984 çултанпа ирттернине аса илтерчĕ, пандемие пула юлашки икĕ çулта йĕркелеме май килменни пирки каларĕ. «Çак тапхăрта турнир Раççейри чи лайăх спортсменсен тĕл пулмалли вырăнĕ пулса тăчĕ. Пĕрисем ăсталăха ÿстерессишĕн, теприсем спорт мастерĕн норма¬тивне пурнăçлассишĕн тупăшаççĕ», — терĕ Татьяна Геннадиевна. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.