«Хыпар» 126-127 (27709-27710) № 06.11.2020
«Пурăнма условисем туса памасан çамрăксем ялта тытăнса тăмаççĕ»
Ку хуçалăхăн опычĕпе паллашма республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенчен кăна мар, Мускаврисенченех килсе курмалла. Кунта ĕçе пĕлсе тата çĕнĕлле йĕркеленĕ, условисем лайăх. Сăмахăм Елчĕк районĕнчи «Победа» общество çинчен. Çак кунсенче унăн ертӳçине Николай Головина хуçалăхăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарма ыйтрăмăр.
Амăшĕн сăмахĕ чĕрине тивнĕ
«Эпир çемьере пилĕк пĕртăван çитĕннĕ. Эпĕ — вăталăххи. Кĕçĕнни салтака кайсан анне çыру ячĕ. «Пилĕк ывăл ӳстертĕм. Килте пĕр ача та çук», — тенĕччĕ унта. Аннен сăмахĕсем чĕрене пырса тиврĕç. Яла килме шухăшларăм. Профессипе сварщикчĕ, завода вĕренекен пек кайса кĕнĕччĕ. Яла килсен сварщик ĕçне шанчĕç. «Победа» хуçалăх маларах тăхăр ялтан тăнă. Колхозра икĕ çул ĕçленĕ хыççăн пĕр хушă Кивĕ Эйпеç шкулĕнче физкультура учителĕнче вăй хутăм. Эпĕ çамрăкран спорта юрататăп. Çăмăл атлетикăна тата йĕлтĕрпе ярăнма кăмăллаттăм. 1987 çулччен физкультура учителĕнче тăрăшрăм. Ĕçленĕ вăхăтрах Вăрнарти техникумра зоотехнике вĕрентĕм. Манăн атте ĕмĕрĕпе ферма заведующийĕнче ĕçленĕ. «Хуçалăха ертсе пыма ашшĕне е ывăлне лартмалла», — тенĕ ун чухне райкомрисем. Çывăх çыннăм пенсиреччĕ те яваплăха хăйĕн çине илмессине систерчĕ. Вара эпĕ Кавал фермин заведующине лартăм. Сакăр çул ĕçлерĕм. Çав тапхăрта темиçе ял пĕрле пулса пирĕн хуçалăхран уйрăлса кайрĕç. Эпĕ питĕ уйăрасшăн марччĕ. Ун чухнех: «Портфельшĕн уйрăлаççĕ», – теттĕм. Ĕç укçине тата начар илме тытăнассине, пысăк хуçалăха аталантарма лайăхраххине систереттĕм. «Çук, уйрăлатпăр. Хамăр çăкăра çиме тытăнатпăр», — тетчĕç. 1995 çулта фермăран тухса кайрăм. Самана ылмашăнчĕ. Вунă çула яхăн предпринимательте тăрăшрăм. Пĕррехинче лавкка умĕнче ĕçлетĕп. Елчĕк районĕн администрацийĕн ял хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕ чарăнчĕ. «Николай, Аслă Пăла Тимеш хуçалăхĕ панкрута каять, тархасшăн, пулăш. Çын тупаймасан хуçалăха пĕтереççĕ», — терĕ. «Çемьепе калаçмасăр татăклăн нимĕн те калаймастăп», — хуравларăм ун чухне. Чӳк уйăхĕн 17-мĕшĕнче хуçалăхра пуху ирттертĕмĕр. «Була» хуçалăха икĕ ял — Исемпел тата Аслă Пăла Тимеш — кĕнĕ. Мана сăмах пачĕç. «Булара» ĕçлеместĕп, çĕнĕрен «Победа» хуçалăх тăватăр пулсан килĕшетĕп», — терĕм. Халăх алă çупса ячĕ. Майĕпен вăй хума тытăнтă-мăр. Хальхи вăхăтра пирĕн пата вунă ялтан ĕçлеме килеççĕ. Яваплă лава чӳк уйăхĕнче туртма ты-тăнтăм. Тĕрĕссипе, çав вăхăт тĕлне кунта çĕре пĕр тăваткал метр та сухаламанччĕ. Топливо çукчĕ, техника ларатчĕ. Пĕрер техникине юсаса пĕр улăха сухалама кăлартăм. Телее, юр çуманччĕ, ăшăччĕ. Ыттине çуркунне тирпейлерĕмĕр. Кишĕр, хĕрлĕ тата сахăр кăшманĕсене акрăмăр, сухан лартрăмăр. 100 пуç выльăх пурччĕ. Килсенех вунă ĕнене какая ятăм. Сĕчĕ çук, мăнтăрланса кайнăччĕ вĕсем. Ун чухне сĕт виçĕ тенкĕ те аллă пусчĕ. Пухура уйăхран уйăха шалу парса пыма шантартăм. Хуçалăх парăмсене кĕрсе ӳкнĕччĕ. Виçĕ çулта вĕсене татма тĕв турăм. Кĕлечĕсене кĕтĕм — тырă çук. Улăм та курăнмасть. Пĕрин патне ыйтма кайрăм, теприн патне çитрĕм. Çавăн пек хĕл каçкаларăмăр. Ун чухне ĕне пуçне 2360 литр сĕт сунă, халĕ эпир ĕне пуçне 9000 литр илетпĕр. Кредит кирлĕ тесе банка кайрăм. Хуçалăха укçа памаççĕ, счетсене арестленĕ, парăм пысăк. 1 миллион та 200 пин тенкĕ хамăн ятпа илтĕм. Вăт çавăн пек ĕçлесе кайрăмăр пĕчĕккĕн- пĕчĕккĕн», — каласа кăтартрĕ Николай Головин.
Тĕп тĕллев — выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси
Çĕнĕрен йĕркеленнĕ «Победа» хуçалăхра çулталăк ĕçленĕ хыççăн кредит илнĕ вăл. Ăратлă пушмак пăру 60 пуç, техника туяннă. Фермăна реконструкци тунă. «Эпир мĕн чухлĕ ĕçлетпĕр, ун чухлĕ укçа илсе курман», — тĕлĕннĕ унран ытти хуçалăх ертӳçисем. 5 çул ĕçленĕ хыççăн тата пысăк кредит илнĕ. Пĕлтĕр 15 миллион тенкĕлĕх техника туяннă. Апат хатĕрлемелли пĕр техники кăна 12 миллион тенкĕ тăрать те. Сĕт суса илес тесен вара йăлтах пахалăхлă пулмалла.
Паян «Победа» хуçалăхăн 1300 гектар çĕр. Тĕп тĕллевĕ вĕсен — выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси. Çавăн¬па чи малтан выльăх апачĕ хатĕрлемелли культурăсем акаççĕ. Вĕсенчен сенаж, силос хатĕрлеççĕ. Куккурус ӳстереççĕ тата пĕр çул ӳсекен культурăсене /сĕлĕ, урпа, пăрçа, вика/. Вĕсенчен тата люцер¬нăран сенаж тăваççĕ.
«Паянхи куна мăйракаллă шултра выльăх 1100 пуç ытларах. Сăвăнакан ĕне — 330 пуç. Эпир ĕне шутне тата ӳстересшĕн. Сăвăнакан ĕнесене 600 пуçа çитересшĕн. Кашни çул пăртакшарăн хушса пыратпăр. Пĕлтĕр çĕнĕ технологие пăхăнса сĕт сумалли заллă 400 пуçлăх ĕне вити хута ятăмăр. Тĕрĕссипе, эпир унчченех, 2009 çултах, сĕт сумалли зал тунă. Ĕнене кăкарса тăратмалла мар. Паянхи куна пĕр ĕнерен 22-23 литр сĕт сăватпăр. Выльăх апатне питĕ кĕске вăхăтра, лайăх пахалăхпа хума тăрăшатпăр. «Ĕнен сĕчĕ чĕлхи çинче», — тесе ахальтен каламаççĕ. Мĕнле те пулсан сĕт ытларах сăвасчĕ тетпĕр. Паянхи кун пĕр литрĕ 23 тенкĕ те 83 пуспа каять. Çуллахи вăхăтра йӳнĕрех пулчĕ. Пĕр литрне 19 тенкĕпе сутрăмăр», — ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ Николай Александрович.
Николай Головин пĕлтернĕ тăрăх, «Победа» хуçалăхра паян 49 çын ĕçлет. Ял хуçалăхĕнче вăй хуракансен вăтам ӳсĕмĕ — 47-48 çул. Нумаях пулмасть Аслă Пăла Тимеше Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине пĕтернĕ çамрăк ветеринар ĕçлеме килнĕ. Анна Степанова — Çĕрпӳ тăрăхĕнчен. Маларах вăл асăннă хуçалăхра икĕ хутчен практикăра пулнă. Ку тăрăха, кунта ĕçе епле йĕркеленине килĕштернĕ. «Пирĕн патра ĕçлекенсем пысăк шалу илеççĕ. Тăхăр уйăхри вăтам ĕç укçи 27 пин тенкĕпе танлашать. Механизаторсем сезон вăхăтĕнче хăйсен кăмăлне килекен шалу илеççĕ. Хальхи вăхăтра рабочисен енчĕкне уйăхсерен 28-30 пин тенкĕ кĕрет. Тирпейлӳçĕ 15 пин илет. Специалистсем пурте пур. Вĕсем 30 пин тенкĕрен кая илмеççĕ. Анна Степановăна эпир çурт туянса, юсав ĕçĕсем туса патăмăр. Мĕн пур услови пур унта: кĕмелле те пурăнмалла. Душ кабини те вырнаçтартăмăр. Енчен те пурăнмалли вырăн пулмасан, условисем туса памасан çамрăксем тытăнса тăмаççĕ. Аталанас, ура çинче çирĕп тăрас тесен пĕр енлĕн ĕçлемелле. Пирĕн тĕслĕхре — сĕт сăвассипе. Малашлăхра хамăр туса илнĕ сĕтрен продукци кăларма тытăнма ĕмĕтленетпĕр. Çак тĕллеве пурнăçа кĕртес тесе пушă ларакан икĕ хутлă çурта туянтăмăр. Маларах суту-илӳ çурчĕ пулнă вăл. Плансем пысăк: 2021 çулта 220-250 пуçлăх çĕнĕ тепĕр вите тăвасшăн.
Зоотехник пулнăран выльăх-чĕрлĕх рационне хам йĕркелесе пыратăп. Çулталăка пĕлтĕрхинчен лайăхрах кăтартусемпе вĕçлессишĕн тăрăшатпăр. «Анне патне яла таврăннăшăн та, хуçалăх ертӳçине ларнăшăн та кулянмастăп. Хваттере тӳлевсĕр парсан та хулана каймастăп халĕ.
Роза ВЛАСОВА
«Çывăх çынсен пулăшăвĕ чирпе кĕрешме вăй пачĕ»
Элĕк районĕнче пурăнакан Галина Арсентьевна [ятне улăштарнă. — Авт.] — уçă чунлă, лăпкă хĕрарăм. Йывăр чирлĕ çынсене çеç мар, урамра çапкаланса çӳрекен йытă-кушака та яланах хĕрхенет вăл. Хăйне усал шыçă нушалантарасси пирки нихăçан та шухăшламан. Ара, шкулта ĕçленĕ май медицина тĕрĕслевĕ витĕр тăтăшах тухнă-çке, яланах пурте йĕркеллĕ пулнă.
«Эпĕ те саншăн кĕлĕ вулăп»
— Мăшăрпа 2 ача — хĕрпе ывăл — çуратса ӳстертĕмĕр. Хĕрарăм сывлăхĕ тĕлĕшпе нихăçан та кăлтăксем пулман манăн. Çавăнпа тăватă çул каялла, эпĕ ун чухне 52-реччĕ, уйăх хушши питĕ вăраха тăсăлса кайсан пăшăрханма тытăнтăм. Хуларан канмалли кунсене килнĕ хĕрĕм манăн тунсăхлă сăна курсан сисчĕвленчĕ. Эпир пĕр-пĕринпе чуна уçса калаçма хăнăхнă та — ăна хама мĕн пăшăрхантарнине пĕлтертĕм. Хĕрĕм мана хăйпе пĕрле хулана илсе кайрĕ. «Райцентрти гинеколог патне лекиччен пĕр уйăх иртме пултарать. Шупашкарта специалист патне тӳлевлĕ майпа кайăпăр», — терĕ вăл. Тепĕр кунхинех йышăнăва васкарăмăр. Тӳлевлĕ йышăнакан тухтăр темиçе çул каялла эпĕ çуралса ӳснĕ район больницинче ĕçленĕ. Тен, çавăнпах-и — вăл мана тӳрех стационара выртма хушрĕ. Гинекологи уйрăмĕнче юна чарчĕç. Гистологи валли анализ илчĕç, вăл икĕ эрнерен хатĕр пулассине пĕлтерчĕç. 10 кунран киле ячĕç. Нимĕн те ыратмасть, манăн пурте йĕркеллех тесе савăнтăм.
Хулана тăтăшах килсе çӳресси кансĕр тесе анализ кăтартăвне хĕрĕме кайса илме ыйтрăм. Анчах ăна паман, хама килме хушнă. Чĕрем темĕн ырă мара сиссе ыратма пуçларĕ. Пурте йĕркеллех пулсан хама килме хушмĕччĕç тесе хулана пуçтарăнтăм. «Сирĕн онкологи диспансерне хăвăртрах каймалла. Хăратас килмест, анчах рак пулма пултарать», — çак сăмахсене илтсен куç хуралса килчĕ. Чутах йăванса каяттăм. Онколог патне те манпа пĕрле хĕрĕм пычĕ. Амалăхра шыçă аталанма пуçланă. Ăна сарăлма парас мар тесен амалăха çеç мар, çăмарталăхсене те касса кăлармалли пирки каларĕç. Хама тем пек алăра тытас тесен те куççуль юхма пуçларĕ. Урама тухсан кăшкăрса макăртăм.
Операцие хатĕрленме хушрĕç. Ман пеккисем нумаййăн иккен, çавăнпа хамăн черет çитессе 3 уйăх кĕтме тиврĕ. Çак тапхăрта шыçă татах пысăкланасран шиклентĕм, операцие тӳлевлĕ майпа тума çук-ши тесе ыйтса пĕлтĕм. Май çук иккен. Чун кӳтсе çитнĕ самантсенче хам çине алă хурас шухăш та çуралатчĕ. «Мĕншĕн шăпах манăн çак хурлăха курмалла пулчĕ-ха?» — тесе куççуль нумай юхтартăм. «Чиркĕве кайса Турăран пулăшу ыйт. Эпĕ те саншăн кĕлĕ вулăп», — сĕнчĕ аслă аппа. Чăн та, чиркӳре чун кăшт лăпланать. Çапах вăхăт иртнĕçемĕн, уйрăмах çĕрле, пуçа усал шухăшсем кĕме пăрахмарĕç. Хамăн чир пирки ял çыннисене те, ĕçтешсене те пĕр сăмах та каламарăм. Операци хыççăн йывăр пулать тесе ĕçе пăрахрăм. Мăшăрăма çăмăлрах пултăр тесе ĕнене, сурăхсене сутрăмăр.
Тухтăр ăста пулнăран
Операци сĕтелĕ çиневыртиччен хĕрĕмпе сыв пуллашрăм, ывăлпа телефонпа тăраниччен калаçрăм, «аçуна ан пăрахăр» терĕм. Икĕ мăнука ытала са чуптурăм, вĕсене пил патăм. «Пурте йĕркеллех пулать, анне», — лăплантарчĕ хĕрĕм. Операци хыççăн ман çумран каймарĕ вăл, пĕчĕк ачана пăхнă пекех пăхрĕ. Хĕрарăмăн шалти органĕсене касса кăларнăран хырăм çав тери ыратрĕ. Малтанхи кунсенче хускалма та йывăрччĕ. Йăлт çуса тасатса, çăвартан кашăкпа апат çитерсе пурăнчĕ хĕрĕм. Малтанхи 4-5 кун больницăрах çĕр каçрĕ — тухтăрсемпе калаçса татăлнă пулас. Кайран та кашни кунах килсе çӳрерĕ. Мана больницăран кăларсан ятарласа отпуск илчĕ, ялта пурăнчĕ. Пахчара хăй ĕçлерĕ. Отпускĕ вĕçлениччен мультиварка туянчĕ. Манăн йывăр ĕçлеме те, вĕри плита умĕнче те тăма юрамасть вĕт. Мăшăрăм та мана май килнĕ таран упрама тăрăшрĕ. Ывăл канмалли кунсенче яла килсех çӳрерĕ. Эпир ытти чухне те туслă пурăннă-ха, çапах чир пире пĕр-пĕринпе тата ытларах çывăхлатрĕ пек туйăнчĕ.
Манăн 2-мĕш тапхăрти рак иккенне пĕлтерчĕç. Операци тăвакан врач çапла ăнлантарчĕ: амалăх икĕ пайлă иккен. Усал шыçă вĕсенчен пĕринче аталанма пуçланă. Енчен те тӳлевлĕ йышăннă тухтăр, манăн ентеш, гистологи валли анализа çав вырăнтан мар, тепĕр пайĕнчен илнĕ тĕк — чир пирки вăхăтра пĕлеймесĕрех юлăттăмăр. Юрать, çав тухтăр патне лекме тӳр килчĕ. Унăн ăсталăхĕ çӳллĕ шайра пулни пирки хĕрарăмсем калаçнине хам та пĕрре мар илтнĕ. Турă çул кăтартса пычĕ ахăртнех. Чи тĕлĕнмелли — эпĕ икĕ ача çуратнă, хамăн икĕ пайлă амалăх пулнине операциччен пĕлмен те.
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА
Татьяна КУЛИКОВА: Йĕркеллĕ çын пулса юлмалла
Татьяна Куликова «Чăвашкино» патшалăх киностудийĕ тата электрон документаци архивĕ» бюджет учрежденийĕн директорĕн заместителĕнче тимлет. Чăваш кинолетопиçне çырас енĕпе вăл 45 çула яхăн чунне парса тата ĕçе юратса тăрăшать. Хăй калашле, пурнăç пĕр вырăнта тăман. Ĕçе самана ыйтнă май йĕркелесе пынă. Анчах тивĕçĕ малтанхиллех тăрса юлнă – тăван республикăмăрăн кун-çулне кинодокументаци урлă несĕлсем валли перекетлĕн упраса пырассипе çине тăрать.
– Татьяна Степановна, «Чăвашкино» киностудире эсир тĕрлĕ должноçра тăрăшнă. Халĕ – «Чăвашкино» патшалăх киностудийĕ тата электрон документаци архивĕ» бюджет учрежденийĕн директорĕн заместителĕ. Сире хăвăр йышăнакан вырăн тивĕçтерет-и?
– Маншăн хам кам пулса тата епле должноçра ĕçлени пĕлтерĕшлĕ мар. Чи кирли – ĕç тата унăн кăтартăвĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, халичченхи ĕçĕмпе кăмăллă, пĕрех тем туса çитереймен, тата лайăхрах тума пултарас пек туйăнать. Вăхăт питĕ хăвăрт шăвать, пурнăç улшăнать. Унăн таппинчен юласшăн мар, йăлтах ĕлкĕрес килет.
– Эсир маншăн – курăнман фронтри салтак пек. Режиссерсен, сценаристсен, артистсен тата ыттисен ячĕсем асра хăвăрт юлаççĕ. Çав вăхăтрах эсир киноотрасльте чылай çул ĕçлетĕр, республикăн кино- тата архив отрасльне аталантарассине пысăк тӳпе хыватăр. Калăр-ха, тархасшăн, ку енĕпе тăрăшасси епле пуçланчĕ?
– Шутламан-туман çĕртен пулса тухрĕ. Эпĕ Шупашкар хулинче çуралса ӳснĕ. Манăн атте те, асаттепе асанне те, мăн асаттепе асанне те – кунтисем. Шупашкарти Калинин урамĕнче вырнаçнă 3-мĕш шкулта вĕреннĕ. Ача чухнех пире атте-анне кинона кайма 20-шер пус паратчĕ, «Родина» кинотеатрта кăтартакан мĕн пур фильма хаваслансах кураттăмăр. «Родина» кинотеатра билет юлмасан çулăн тепĕр енче вырнаçнă «Ударника» васкаттăмăр. Аслă классене çитсен ирхи апат валли панă укçана перекетлесе те уроксем хыççăн кинона çӳренĕ. Киноотрасльте ĕçлетĕп тесе пĕрех шухăшлама та пултарайман.
Пĕррехинче мана пĕлĕшĕм «Родина» кинотеатрăн киноаппаратнăйне илсе кĕчĕ. Унта çав яшăн амăшĕ киномеханик пулса ĕçлетчĕ. Хĕрарăм-киномеханика тата пысăк аппаратурăна курсан питĕ тĕлĕннĕччĕ. Çав оборудовани, Чехословакире кăларнăскер, сарлака форматлă киносем кăтартма çав саманари чи хăватлă аппаратура пулнине каярах çеç пĕлнĕччĕ.
Шкул вĕренсе пĕтерсен университетри химфака кĕрес килетчĕ. Анчах Саратов хулинче киномеханиксене вĕрентни çинчен пĕлтерӳ курсан шухăшăм сасартăк улшăнчĕ. Советсен çуртĕнче вырнаçнă Кинофикаци управленине кайрăм, мана училищĕне яма направлени ыйтрăм. Унта кадрсен пайĕнче ĕçлекен арçын, вăл хăй вăхăтĕнче çар çынни пулнăскер, манăн аттестатăм училищĕне кайма ытла та лайăх тесе Калининград облаçĕнчи Советск хулинчи кинотехникума сĕнчĕ. Эпĕ килĕшрĕм. Урăх хулана каясси пирки атте-аннене калама хăраса пурăнтăм. Çапах та 1974 çулта Балтика тăрăхне вĕренме тухса кайрăм.
Студент çулĕнче колхоз хирĕнче çĕр улми пуçтарма, строительство отрядне çӳреме, хула совечĕн депутачĕ пулма, Шупашкарти сарлака форматлă «Çеçпĕл» кинотеатрта, Куславкка районĕнчи ял киноустановкинче, Кинопрокатăн чăваш кантурĕнче, «Кинореммонтаж» мастерскойĕнче практика тухма тиврĕ.
Кинотехникумран вĕренсе тухсан Чăваш АССР Министрсен Совечĕн Кинофикаци управленийĕнче малтан инженерта, кайран аслă инженерта ĕçлерĕм. Куçăн мар майпа Ленинградри киноинженерсен институтĕнче ăс пухрăм.
Пĕрле ĕçлеме тивнĕ çынсем манăн пурнăçра пысăк вырăн йышăнчĕç. Вĕсем – управлени пуçлăхĕ Василий Николаев тата Николай Акилов тĕп инженер. Пуçарăва пăрахăçламастчĕç, пурнăçа кĕртме пулăшса пыратчĕç. Ĕç кăсăклăччĕ, кашни эрнере 2-3 хутчен инспектор тĕрĕслевĕпе республикăри районсене тухса каяттăмăр. Кино кăтартмалли мĕн пур установкăна пирĕн тĕрĕслемеллеччĕ.
– Фильм тата архив фондне пухасси кăткăс ĕç пек туйăнать...
– Кинофикацире 1978 çулта Николай Васильевич тĕп инженерта ĕçлеме тытăнсан ĕç-хĕл вĕресе кайрĕ – çулталăкра 15-20 стационарлă киноустановка хута яраттăмăр, ялсенчи стационарсенче çулталăкне 200 комплект ылмаштараттăмăр. Районсенчи киносетьсенчи дирекцисенче кино кăтартмалли куçса çӳрекен хатĕр пурччĕ. Кашни района тенĕ пек автотранспортпа тивĕçтернĕ, киноаппаратура юсамалли пунктсем тата киносеть дирекцийĕн гаражĕсем туса лартнă.
Эпĕ кинотехникумран вĕренсе тухнă вăхăтра республикăн киносетĕнче техникумра пĕлӳ илнĕ 7 специалистпа киноинженерсен институтне пĕтернĕ 2 çын çеçчĕ. Çĕнĕ аппаратурăпа ĕçлеме ăстасем кирлĕ пирки кинотехникума çулталăкра 30-50-шар çынна направленипе яраттăмăр. Çĕмĕрлери 10-мĕш профтехучилищĕне аппаратурăпа тивĕçтертĕмĕр те «Киномеханик» профессине вĕрентме тытăнтăмăр. Республикăн киносетьне май килнĕ таран çĕкленĕ.
Вера ИВАНОВА
«Манăн ĕç пулас ăрусем валли юлать»
Çакăн пек ĕмĕт-тĕллевпе пурăнать Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, тава тивĕçлĕ тавра пĕлӳçĕ Герман Ларшников. Унăн ĕçĕ-хĕлĕ пĕтĕмпех хăй çуралса ӳснĕ Шăмăршă тăрăхĕнчи Кивĕ Шăмăршă, Васан, çывăхри ытти ял кун-çулне тĕпчессипе, чăвашсен сĕм авалтан сыхланса, упранса юлнă, пухăнса пынă йăли- йĕркине, уявĕсене, несĕлсен юрри-кĕввине паян пурăнакансем патне çитерессипе çыхăннă. Герман Николаевич пире вăтăр çул каялла Васанта хăй уçнă тавра пĕлӳпе истори музейĕпе, унăн чĕри витĕр шăрçаланса тухнă кĕнекисемпе паллаштарчĕ.
— Герман Николаевич, тăван ял, шкул, тав¬ралăх историйĕ — пирĕн кун-çул. Вăл чылай çынна кăсăклантарать. Ялта музей йĕркелесси мĕнле пулса пычĕ сирĕн?
— Музей аваллăхра усă курнă япаласене пуçтарса упракан, вĕсемпе халăха паллаштарма май паракан вырăн кăна мар. Паллах, кунта халăх историйĕ, ăс-пурлăх /культура/ енĕсем — йăли-йĕрки, ăс-тăнĕ, кăмăл-туйăмĕ, менталитечĕ — туллин сăнланнă. Паян эпир аваллăхпа кирлĕ таран усă курас, çак ĕçе çитĕнекен ăрăва, ял халăхне явăçтарас енĕпе вăй хуратпăр.
— Аваллăх управçин пĕрремĕш утăмĕсене хăçан пуçларăр?
— Мĕн пĕчĕкрен çар çынни пулас килетчĕ. Эпир вĕреннĕ чухне шкулта çар ĕçне хăнăхтаракан курс уçăлчĕ. Мана командира суйларĕç. Шкул хыççăн Чĕмпĕрти çыхăну енĕпе аслă пĕлӳ паракан çар училищине вĕренме каймашкăн тĕллев тытнăччĕ. Документсене те кайса панăччĕ. Анчах комсомолăн районти ĕçченĕсем шкула пырса Шупашкарти трактор заводне çĕклеме каймалли пирки хытă агитацилерĕç те класĕпех тĕп хулана завод тума тухса кайрăмăр. Унăн никĕсне хыврăмăр. Çав вăхăтрах Шупашкарти ДОСААФ шкулне пĕтернĕ хыççăн салтака илчĕç. Отделени ко¬мандирĕ туса хучĕç. Ун чухне те шăпана çарпа çыхăнтарасшăнччĕ, каллех май килмерĕ. Яла таврăнтăм. 20 çулти çамрăка Шăмăршăри тĕп ферма заведующине çирĕплетрĕç. Сысна витине пĕрре кĕрсе тухнă хыççăн хĕрсем пĕр эрне çывăха ямастчĕç /йăл кулать.— Авт./. Фермăра çур çул ĕçленĕ хыççăн Васан шкулне физкультура учительне вырнаçрăм. Тăхăр çул вăй хутăм. Çак тапхăрта Чĕмпĕрти педаго¬гика институтне пĕтертĕм.
— Хăш енĕпе пĕлӳ илтĕр? Физкультурăпах-и?
— Историпе географи специальноçĕпе. 1986 çулта истори вĕрентме пуçларăм. Тĕрĕссипе, малтан та питĕ кăсăкланса вуланă тавра пĕлӳпе çыхăннă литературăна. Чи интереслисене пуçтарса та пынă. Истори учителĕ пулса тăрсан Васанти вăтам шкулта вĕренекенсем валли тавра пĕлӳçĕсен кружокне йĕркелерĕм. Малтанласа ку енĕпе районта, республикăра ирттерекен конкурссене хутшăнаттăмăр. Икĕ хутчен çĕнтертĕмĕр те. Республикăра палăрнă хыççăн пире пилĕк кунлăха Волгоград курма ячĕç, унтан Мари Элта пултăмăр. Çавăн хыççăн Тутарстанри, Чĕмпĕр облаçĕнчи ялсенчи музейсемпе паллашрăмăр. «Эпир те музей йĕркелеме пултаратпăр-çке», — шухăш çуралчĕ пуçра. Вара кружока çӳрекенсемпе экспедицисене тухса çӳреме, экспонатсем пуçтарма пуçларăмăр. Паллах, ун чухне ятарлă çурт пулман, тупса килнĕ экспо-натсене шкулти пĕр класа, истори кабинетне, вырнаçтарса пытăмăр. Кĕçех вăл та тăвăр пулчĕ, унтан шкул çумĕнчи кивĕ çуртпа усă курма тытăнтăмăр. Вăл юрăхсăра тухнăччĕ ĕнтĕ, çавăнпа çĕннине шырама тиврĕ.
— Музей паян вырнаçнă çурта хăçан куç хыврăр?
— Ял шкулĕ пулнă пĕрремĕш çурт вăл. Ăна 1929 çулта лартнă. Вăл та юхăннăччĕ ĕнтĕ. Вара ăна вырăнти «Гвардеец» совхоз вăйĕпе тĕпрен юсарĕç. Наци музейĕ йĕркелекен семинарсене вĕренме, музей тытăмĕпе паллашма çӳрерĕм. Çакă пире экспонатсене ăслăлăх тĕлĕшĕнчен тирпейлĕ, пĕлсе вырнаçтарма пулăшрĕ. Çапла майпа ăна 1990 çулта савăнăçлă лару-тăрура уçрăмăр. Ун чухне район шайĕпе те çакăн пек пысăк музей çукчĕ-ха. Экспонатсене хронологипе, музей меслечĕсемпе пĕлтерĕшĕсене тĕпе хурса, йĕркелесе пытăмăр. Вĕсемпе темиçе пайра паллашма пулать. Республикăри музей ĕçченĕсен вырăна тухса йĕркелекен канашлăвĕ пуçласа пирĕн музейре иртрĕ. Ун хыççăн та пухăннă вĕсем пирĕн патра.
— Эпĕ сире лайăх фольклорист пек те пĕлетĕп…
— Фольклорпа та мĕн ачаранпах кăсăкланатăп. Тăван ялти, Кивĕ Шăмăршăри, ансамбле çӳреттĕм. Унта вĕреннĕ юрăсене çырса пыраттăм, эпĕ вĕрентнĕ шкул ачисем те ватă çынсем астăвакан такмаксемпе çаврăмсене пуçтарчĕç. Кайран вĕсене вĕренсе халăх умне тухрăмăр. Ку ĕç те 1990 çултах пулчĕ. Çапла çуралчĕ пирĕн «Мерчен» ушкăн. Малтанхи концертсенче авалхи тумсемпе тухнăччĕ, кайран пире ЧР Культура министерстви тум çĕлеттерме укçа пачĕ. «Паха тĕррĕн» Вăрмарти фабрикинче хатĕрленĕ çи-пуçпа шкул ачисем хăйсене чăн-чăн артист пек туйса илчĕç.
— «Мерченçĕсемпе» те хăй вăхăтĕнче паллашма тӳр килнĕччĕ. Районта кăна мар, ре¬спублика шайĕнче те палăрнăччĕ вăл.
— Çапла. Ансамбль Раççейре ирттерекен тĕрлĕ конкурс-фестиваль лауреачĕн ятне темиçе хутчен те тивĕçрĕ. Репертуарта анатри чăвашсен ĕлĕкхи юрри-кĕввипе ташши- такмакĕ, вăййи-куллипе сăмахлăхĕ тĕп вырăн¬та пулнă. 27 çулта «Мерчен» ăçта кăна пулса курман-ши? Тюмень тăрăхĕнчи /1993, 1996/, Мускаври /1994, 2002/ чăвашсене тĕлĕнтернĕ, Курск хулинче иртнĕ /2003/ ачасен «Дежкин карагод» фольклор фестивалĕнче 48 регион хушшинче çĕнтерсе Германири Бремен хулинче иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери юрă фестивальне хутшăнма тивĕç пулчĕ. Шел, палăртнă çĕре çитме тӳр килмерĕ. Республикăн ун чух-нехи тӳре-шараран пĕри: «Е клуб тăватăр çав укçапа, е 15 ачапа Германие каятăр?» — тенĕ. Районтисем клуб тума килĕшнĕ. Çавăн пекех «Мерчен» Чулхула облаçĕнчи Семенов хулинче 2004 çулта иртнĕ «Хохлома каруççелĕ» фольклор фестивалĕнче «Хохлома çĕршывне пĕлетĕн-и?» номинацире çĕнтерчĕ. Удмурт Республикинчен 2008 çулта лауреат дипломĕпе таврăнтăмăр. Шупашкарти фестиваль-конкурса çулленех хутшăннă. Кашнинчех питĕ тĕплĕн хатĕрленнĕ, çавăнпа çитĕнӳсем те пулнă. «Мерчен» витĕр 140 ытла ача тухрĕ. Килтен концертсене виçĕ ывăла, Эдуарда, Владислава, Радислава, илсе çӳреттĕм. Вĕсене те килĕшетчĕ халăх пултарулăхĕ.
— Çав вăхăтрах музее те аталантарса, экспонатсемпе пуянлатса пынă…
— Паян кунта — 3 пин ытла экспонат. Вĕсене упрама вырăн çитми пулчĕ. Хамăр тăрăхри авалхи чĕр чунсен шăмми-шакки таранах пур. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул çитнĕ май кăçал уйрăмах çине тăрса ĕçлерĕмĕр. Тĕрĕссипе, 30 çулта ку енĕпе материал малтан та питĕ нумай пуçтарнă. Ветерансенчен çырса илнĕ аса илӳсене, архивран ыйтса илнĕ документсене пĕр хуплашка айне кĕртес тесе питĕ ĕмĕтленеттĕм. Шкулăн 100 çулхи юбилейĕ тĕлне ун пирки пĕчĕкрех кĕнеке кăлартăм.
Надежда СМИРНОВА
Чăваш хĕрĕ Эльбруса парăнтарнă
Çынна хăйне телейлĕрех туйма нумай та кирлĕ мар — хăш чухне килтен аяккарах вырăнсене кайса курни те çителĕклĕ. Çав вăхăтрах унччен чăна çаврăнма пултарайман пек туйăннă ĕмĕте пурнăçласан этем хăйĕн вăйне ытларах ĕненме тытăнать. Çавăнпа та-и, тен, Етĕрне хĕрĕ Наташа Расторгуева тавра курăмне çĕнĕ шухăшпа пĕрмай пуянлатма кăмăллать, çулленех тĕнче курса çӳреме тăрăшать. Кăçал коронавирус пандемине пула çак ĕмĕт пурнăçа кĕреймесрен питĕ куляннă вăл. Апла пулин те Наташа отпуск вăхăтне килте ирттермен — çурăм çине кутамкка çакнă та çула тухнă… Малалла хăйне сăмах парсан аванрах пулĕ.
Чи кирли — кутамкка
— Çак çул çӳреве кайма ăнсăртран шухăшларăм, — калаçăва пуçларĕ Наташа. — Унччен Архыза çитес кăмăл пысăкчĕ. Архыз — йĕлтĕрпе ярăнакансен Карачай-Черкес тă-рăхĕнче вырнаçнă курорчĕ. Унта питĕ илемлĕ. Çук, спорт кăсăкланăвĕ илĕртмест мана. Хитре вырăнсем, çут çанталăк, тусем хавхалантараççĕ, вăй параççĕ. Çав шухăшпа çитсе курас килчĕ Архыза. Сăмах май, Наташа унччен Алтай, Урал, Кавказ /«Тусем çийĕн — тинĕс патне» маршрут/ тăрăхĕсенче пулса курнă.
Архыза каймалăх çын пуçтарăнманнине пĕлсен пикен кăмăлĕ пусăрăннă. Килте 5 уйăх дистанци мелĕпе ĕçлесе пурăннă хыççăн унăн çĕнĕ вырăнсене çитсе курас туртăм пысăк пулнă-çке. Çул çӳревçĕсен ушкăнĕ Эльбруса кайма пĕрле чĕнсен вара савăнсах килĕшнĕ вăл. Хатĕрленме пĕр эрне çеç юлнă. Çавнашкал çул çӳревсенче пулса курман-нисем тĕлĕнеççĕ те ĕнтĕ — мĕн хатĕрленмелли пур унта? Ара, тĕп ыйту — кутамкка пуçтарасси-çке. Унта вара ытлашши нимĕн те илеймĕн, чи кирли çеç пулмалла. Наташа ытти çул çӳревçĕпе канашласа йăлтах хатĕрленĕ. Кутамккана хумалли япаласен списокĕ кĕске мар иккен, хăшĕ-пĕринпе юлташĕсем тивĕçтернĕ. Чылай япалана вăхăтлăх ыйтса илнĕ.
Çул çӳреве машинăпа тухнă. Икĕ кун хушшинче тавралăх мĕнле улшăнса пынине сăнама та кăсăклă пулнă. Эльбрус патне каймалли çул Калмăк Республики витĕр выртать. Ку тăрăх тӳрем вырăнпа пуян. Уй-хир илемне Наташа та асăрханă. Калмăк çĕрĕ çине пĕрремĕш хутчен пусса курнăскершĕн чылай тĕлĕнтермĕш куç тĕлне пулнă. Калăпăр, буддистсен храмĕ. Сăмах май, Европăра буддизм тĕнĕн Тибет майĕ аталаннă пĕртен-пĕр регион ку. Çавăнпах кунта паломниксен туризмĕ вăй илнĕ.
Кăсăклăха вăратакан тепĕр чарăну — Волгоград хули. Паллах, унта çитсен Мамай вил тăпри патне çывхармасăр кам тӳстĕр-ха? Пирĕн çул çӳревçĕсен ушкăнĕ те паллă вырăна çитсе курнă. Вăрăм çул ывăнтарать, çавăнпа кану кирлех. Çамрăксем уй варринчех палатка лартса çĕр каçнă, апатне те çавăнтах хатĕрлесе çинĕ... Çапла, çул çинче туслă ушкăн-па вăхăт хаваслă иртет.
Ир пăтăран пуçланать
— Кавказ... Эльбрус тăвĕ çине хăпариччен çанталăка хăнăхма тăрăшрăмăр. Малтанах Ирикчат айлăмне кайрăмăр. Унта пĕрремĕш кунне 700 метр çӳллĕшне хăпарма май килчĕ. Мĕн кирли 15 килограмм таякан кутамккара йăлтах пурччĕ. Пĕрремĕш кунхине Хăйăр керменĕсенчен иртрĕмĕр. Питĕ илемлĕ. Йĕри-тавра ĕнесем çӳреççĕ. Юхан шыв сарăлса выртать... — калаçăва тăсрĕ Наташа. Иккĕмĕш кунхине тепĕр 700 метр хăпарнă вĕсем. Йĕри-тавра чечексем куçа илĕртнĕ, илемлĕ те ăшă çанталăк хавхалантарса, вăй парса тăнă.
Вăй пултăр тесен пăтă çимелли пирки асăрхаттараççĕ пире мĕн ачаран. Туристсем те çак сĕнĕве пăхăнаççĕ. Ире вĕсем пăтăран пуçлаççĕ. Ту çине хăпараканшăн çавăн пекех канфетпа мăйăр та пĕлтерĕшлĕ. Кăнтăрла шӳрпе пĕçерсе çинĕ вĕсем. Палаткăсенчен аяккарах кайнă чухне çырткаламаллине пĕрле илнĕ. Каçхи апат макарон е пăтă пулнă. Ун хыççăн — чейпе канфет, вафли е печени.
Çул мĕнле пуласси пĕрле тухнă юлташсенчен те килет. Туслă ушкăнпа çул çӳрев те кăсăклă иртет. Вун икĕ çынран иккĕшĕ пĕлтĕр ту çине хăпарса аннă, пĕрех тепре каяс килнĕ вĕсен.
— Эпĕ ту çине хăпарасси пирки шухăшламан та, илемпе киленетĕп çеç пуль тенĕччĕ. Анчах ыттисене кура манăн та юлас килмерĕ. Кайран çак вăхăта çухатнăшăн ӳкĕнмелле-и? Пирĕн ушкăнра питĕ кăсăклă, тĕрлĕ енлĕ аталаннă çынсемччĕ. Ӳ нерçĕсем, бизнеспа çыхăннисем, тухтăрсемпе вĕренекенсем… пурччĕ. Вăхăта лайăх ирттертĕмĕр. Канмалла чухне выляттăмăр е пурнăç çинчен калаçаттăмăр, — кăмăллăн аса илчĕ Наташа.
Малта пыраканăн урине куçран вĕçертмен
— Эпир парăнтарнă пĕрремĕш чарăну 3900 метр çӳллĕшĕнче вырнаçнăччĕ. Унта тăваттăмĕш кунхине çитрĕмĕр. Питĕ сивĕччĕ, çиллĕччĕ. Тата çӳлерех хăпарма организма пĕчĕккĕн хатĕрлени пулчĕ ку. Камăн пуç ыратать, камăн ăшĕ пăтранать, камăн ӳт температури ӳсет — ту чирĕ çапла палăрать. Унтан ансанах майĕпен иртсе каять ку, организм хăнăхать. Çакна та шута илмелле: нумай ларма юрамасть, яланах хускалмалла. Çӳллех мар çак ту çине хăпарса анни пирĕншĕн акклиматизаци вырăнĕнче пулчĕ. Ун хыççăн Кавказ апатне тутанма кайрăмăр. Çавăнти кафере питĕ тутлă шашлăк çитереççĕ, курăк чейĕ ĕçтереççĕ. Тĕрлĕ йыш¬ши икерче аса илтерекен апат-çимĕçпе те сăйланма пулать.
Лариса ПЕТРОВА
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...
Комментари хушас