«Хыпар» 125 (27708) № 03.11.2020

3 Чÿк, 2020

Астăвăм киревсĕрлĕхе каçармасть

Обществăра шăв-шав çĕкленине шута илсе СК следстви органĕсем пуçарнипе çак тĕслĕхпе çыхăннă тĕрĕслев материалĕсене малалла ĕçлемешкĕн вĕсене панă. Сăмах Шупашкарти «Çĕнтерÿ» астăвăм паркĕнче пулнă пăтăрмах пирки пырать.

Çав метериалсене тишкерсе уголовлă ĕç пуçарнă: УК 214 статйин 2-мĕш пайĕ — ушкăнпа тунă вандализм. Пĕтĕмпех социаллă сетьри страницăри видеоÿкерÿрен пуçланнă. Унта паллă мар çамрăксен хулиганла хăтланăвĕ сăнланнă — каччăсем Сÿнми çулăм çинче сосиска ăшалаççĕ… Çакнашкал киревсĕрлĕх нумайăшне тарăхтарнă май тивĕçлĕ органсем тĕрĕслев ирттернĕ, полици шырав пуçарса 23 çулти çамрăка тытса чарнă.

Следстви версийĕпе килĕшÿллĕн вăл хăйĕн пĕлĕшĕсемпе пĕрле тĕп хулари «Çĕнтерÿ» паркра пулнă май Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă салтаксене асăнса лартнă палăк çине хăпарнă, Сÿнми çулăм çинче сосиска ăшаланă. Çакна мобильникпе ÿкерсе илсе ÿкерĕве социаллă сетьри хăйĕн страницине вырнаçтарнă. Шупашкар каччи, маларах та темиçе хут судпа айăпланнăскер, никама та усал тăвас теменни çинчен калать пулин те следстви çак хăтланăва вăрçă паттăрĕсен астăвăмне хур кÿни тесе хаклать.

Сăваплă палăкпа çыхăннă киревсĕрлĕхшĕн яваплăх пулмаллах. Уголовлă ĕç пуçарнине прокуратура саккунлă тата сăлтавлă тесе хакланă.

Николай КОНОВАЛОВ.


Ача тата социаллă сеть: усăллă-и е хăрушă-и?

Паянхи пурнăçра компьютер, информаци технологийĕсем, интернет питĕ пысăк вырăн йышăнаççĕ.

 Çак хатĕрсем общество пурнăçĕн мĕн пур сферине çирĕп кĕрсе ларчĕç. Хальхи вăхăтра производство, вĕрентÿ, сывлăх сыхлавĕ, культура тата ытти те — пĕтĕмпех çĕнĕ йышши информаци технологийĕсем çинче никĕсленет. Çитĕннисем виртуаллă уçлăх çĕнĕлĕхĕсемпе, ахăртнех, ытларах чухне ĕçпе усă кураççĕ. Ачасене вара социаллă сетьсем илĕртеççĕ. Çирĕпленсе çитмен ăс-тăншăн вĕсем хăрушлăх кăларса тăратмаççĕ-и? Хальхи саманашăн пĕлтерĕшлĕ, çав вăхăтрах чылай ашшĕ-амăшне шухăшлаттаракан ыйтăва Шупашкар хулинчи çул çитменнисен социаллă реабилитаци центрĕн психологĕпе Ольга Красновăпа сÿтсе яврăмăр.

«Социаллă сетьсем ачашăн сиенлĕ е усăллă тесе пĕр сăмахпа татса калаймăн, мĕншĕн тесен кашни ача — хăй уйрăм тĕнче. Унăн кăмăл- туйăмĕ, тавра курăмĕ, ăс-тăнĕ çирĕпленсе çитмен, йĕркеленсе кăна пырать-ха, — терĕ Ольга Геннадьевна. — Ыйтăвăн тупсăмне чи малтанах интернетпа мĕн тĕллевпе: кăсăклă информаци е пăхма юраманнине тупассишĕн — усă курнинче шырамалла».

Паллах, интернет саманинче пурăнни пирĕн пурнăçа чылай çăмăллатать, ансатлатать. Сăмахран, социаллă сетьсем пулăшнипе аякри тăвансемпе куçран куçа пăхса калаçма, самантрах çыру ярса хурав илме пултаратпăр, çĕнĕ юлташсем тупатпăр. Илемлĕ фильм пăхма, лайăх юрăсем итлеме, кăсăклă кĕнекесем вулама, ют чĕлхесене вĕренме майсем пур. Социаллă сетьсенче тĕрлĕ ушкăнсем йĕркеленĕ. Унта хутшăнса кăсăклантаракан информацие тупма пулать. Социаллă сетьсем ачасене вĕренме те пулăшаççĕ. Вĕсем интернет урлă пĕр-пĕринпе лекци конспекчĕсене, лаборатори заданийĕсене улăштараççĕ. Вăл е ку предмета тарăнрах тĕпчеме пулăшакан ушкăнсем те пур. Вĕсенче кирлĕ литературăна, фото- тата видеоматериала хăвăрт тупма май паракан каçăсем вырнаçтараççĕ. Çапла майпа килтен тухмасăрах, компьютер умĕнчен пăрăнмасăрах тĕнчери библиотекăсене çитме, кĕнеке шыраса хăшкăлмасăрах уйрăм темăпа кирлине тупса вулама пулать. Мĕн чухлĕ вăхăт перекетленет. Ырлăх!

Анчах та... Социаллă сетьсем пирки пĕр енлĕн çеç пĕтĕмлетÿ тумалла марри çинчен асăрхаттарать Ольга Геннадьевна. Вĕсен, шел те, тÿнтер енĕсем те пур. Интернет хăй ытамне хăвăрт туртса илет. Виртуаллă уçлăх анлăшĕнче «çÿресе» вăхăт иртни те сисĕнмест. Çакă вара сывлăхшăн, уйрăмах ача сывлăхĕшĕн, питĕ сиенлĕ. Пĕр самантра пуçа нумай информаципе «тултарнăран» çын хăвăрт ывăнать, нерв тытăмĕ сиенленет. Социаллă сетьсенче чылай ларнăран ача чĕрĕ калаçуран писме тытăнать, уншăн онлайн хутшăну пĕлтерĕшлĕрех пулса тăрать. Грамматикăпа пунктуаци правилисем те манăçа тухма пуçлаççĕ. Сăмахра сас палли сиксе юлнă-и е предложенире запятой лартман-и — социаллă сетьсенче çыракансем, шел те, çаксене питех шута илмеççĕ. Виçĕ-тăватă сăмахпах шухăша пĕлтернĕрен çыннăн калаçăвĕ те чухăнланать. Е тата та хăрушăраххи — ача çитĕннĕ май çынсенчен хăрама пуçлани. Çавăнпах каччă е хĕр çулне çитсен вĕсене савни тупма та кăткăс, пĕр-пĕринпе сăмах хушса калаçу пуçласси йывăрлăхсем кăларса тăратать. Ара, çакă интернетра курман-пĕлмен çын патне çыру çырса ярасси мар-çке. Компьютер экранĕ хыçĕнче курăнман çынпа калаçу пуçарма вĕсемшĕн тем тесен те ансатрах. Интернета пăхăнма пуçлани — тата тепĕр пысăк инкек. Çак сăлтавпа çын хăйĕнчен хăй вăтанма, хăйне ыттисенчен япăхрах тесе шухăшлама пуçлать...

«Ахăртнех, çак самантсем çине пусăм ытларах тумалла. Çитĕннисем ача социаллă сетьсемпе мĕн тĕллевпе усă курнине сăнаса тăман чухне инкек сиксе тухма пултарасси куçкĕрет. Хăш самантра улăм сармаллине пĕлместпĕр. Çавăнпа та ачасен тата ашшĕ-амăшĕн пĕр- пĕрне шанма пĕлмелле. Ача кирек хăçан та аслисене хăйĕн шухăшĕсене пĕлтерме пултартăр. Аслисен вара илтме тата итлеме пĕлмелле. Çакă чи пĕлтерĕшли. Манăн шухăшăмпа, пĕр-пĕрне шанса, ĕненсе чун-чĕрене уçма пултарсан социаллă сетьсем ачашăн хăрушлăх кăларса тăратмаççĕ. Пирĕн центра йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ, преступлени тума пултаракан ушкăна кĕрекен ачасем килеççĕ. Эпир вĕсене социаллă сетьсемпе ытлашши усă курма ирĕк памастпăр. Вăхăта тĕрлĕ мероприятие хутшăнса ирттереççĕ. Кама та пулсан шăнкăравламалла е интернетра вĕренÿпе çыхăннă информаци шырамалла чухне социаллă педагог е центр заведующийĕ яланах çумра тăрать. Ачасем çавăн пекех кирек епле ыйтупа та психолог, социаллă педагогсем, воспитательсем, заведующи патне пыма юранине, вĕсем яланах итлеме, сĕнÿ пама хатĕррине пĕлеççĕ», — реабилитаци центрĕнче ачасене виртуаллă уçлăха явăçтарассинчен сыхланас тĕллеве тĕпе хунине палăртса пĕлтерчĕ Ольга Геннадьевна.

Валентина БАГАДЕРОВА.


Водительсем кăмăлсăр, пассажирсене те çăмăл мар

Халăх йышлă çÿренĕ вăхăтра Çĕнĕ Шупашкартан Шупашкара общество транспорчĕпе ларса килме йывăррине палăртса спутник хулара пурăнакансем ЧР Транспорт министерствине çырнă çăхав нумайланнă. Лару-тăрупа паллашма рейда тухрăмăр.

Тĕрĕссипе, ку ыйту çак йĕркесен авторĕшĕн ют мар. Химиксен хулинче пурăннă май лару-тăрăва лайăх пĕлетĕп. Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе иртнĕ тунтикун ирт-тернĕ канашлура транспорт министрĕ Владимир Осипов пĕлтернĕ тăрăх, тĕп тата спутник хуласе-не çыхăнтаракан 7 маршрутпа 185 автобус çÿремелле, чăннипе вара 120-130 автобус кăна çула куллен тухать. Министерство общество транспортне çÿреттерекен усламçăсене транспорт шутне пысăклатма пĕрре мар хистенĕ, анчах вĕсем автобус çителĕксĕрри, водительсем çитменни пирки калаççĕ имĕш. Ку вара, бизнесменсен шухăшĕпе, билет хакĕ пĕчĕккипе çыхăннă: 25-26 тенкĕ. Ăна 2012 çултанпа хăпартман.

Халĕ министерство çĕнĕрен тепĕр тăватă маршрут йĕркелеме тивĕçлĕ документсене хатĕрлет, анчах конкурс процедурисемпе çыхăннă ĕç-пуç çитес çулхи пуш уйăхĕчченех тăсăлĕ. Çавăнпа, ми-нистр шухăшĕпе, хальхи пăтăрмахлă лару-тăрăва сирме урăх майсем тупмалла. Хăй вăхăтĕнче Шупашкартан Çĕнĕ Шупашкара 101-мĕш автобус кăна çÿретчĕ, каярахпа пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн ытти маршрут уçăлчĕ. Астăватăп-ха: пĕр вăхăтра сарă «Газельсем» хутлатчĕç. Питĕ йышлăччĕ вĕсем. Çавăнпа ун чухне Шупашкара ларса килме чăрмавлă пулман. Пытармастăп: питĕ килĕшетчĕ ун чухне çул çÿреме…

Кăçалхи çурла уйăхĕн вĕçĕнче, коронавирус инфекцийĕ сарăлнипе çыхăннă чăрмавсене сирнĕ хыççăн, халăх ĕç вырăнĕсене йышлăн тухрĕ. Нумайăшĕ тата отпусксенчен таврăнчĕ. Авăн уйăхĕнче студентсем вузсемпе колледжсенче вĕренме пуçласан пассажирсен шучĕ тата нумайланчĕ. Автобус шучĕ вара çуркуннеренпе чакнă. Çĕнĕ вируса пула дистанци мелĕпе ĕçленĕ тапхăрта вĕсем тупăш тăвайман. Çавăнпах водительсен пĕр йышĕ пăрахса кайнă. Çĕнĕ Шупашкарсем каланă тăрăх, тĕп хулан çĕнĕ кăнтăр районĕнче вăй хуракансене ĕçе çитме çăмăлрах, çурçĕр-хĕвел анăç тата кăнтăр-хĕвел анăç районĕсене çитме вара чăрмавлă. Тепĕр хăйне евĕрлĕх те пур. Химиксен хулинчи «Иваново» микрорайонта пурăнакансемпе «Сокол» чарăнăва тухакансене ку енĕпе телейлĕрех теме пулать. Кунтан, юлашки чарăнусенчен, ларса кайма çăмăлрах. «Антей» лавкка» тата «Комсомольски урамĕ» чарăнусене иртерех тухсан та ăнать. Анчах «Каблучок» чарăнăва çитиччен маршруткăсем тулаççĕ, çавăнпа унта тата хула вĕçĕнче вĕсем чарăнмасан та пултараççĕ — вăшт кăна иртсе каяççĕ. Çавăнпа хула хĕрринелле, «Юраково» микрорайонта пурăнакансем хулара çÿрекен маршруткăсемпе «Иваново» микро-районне е «Сокол» чарăнăва çитиччен ларса каяççĕ, хăшĕ-пĕри ирсерен çуран утать. Кунашкал çивĕчлĕх хĕллехи вăхăтра иртнĕ çулсенче те пулнă. «Сокол» чарăнура та халăх нумаййипе общество транспортне ларма кансĕр. Эпĕ те «Ивановăна» ларса каяттăм, унтан тин Шупашкара çул тытаттăм е иртерех тăрса 6 сехет çурăра ĕçе кайма тухаттăм...

Иртнĕ эрнекун çынсем йышлăн ĕçе кайнă тапхăрта, ирхи 7 сехетрен пуçласа 9-ччен, химиксен хулинчи чарăнусене çитрĕм, пассажирсен шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлтĕм. Ирхи сакăр сехетчен чарăнусенче халăх нумай: пурте ĕçе васкаççĕ. Саккăртан пуçласа тăххăрччен маршруткăсемпе автобуссене студентсем «атакăлаççĕ». «Çĕнĕ Шупашкартан аран-аран ларса каятпăр. Хула вĕçĕнчисем тăрса юлаççĕ. Шупашкарти çĕнĕ кăнтăр районне çитсен водительсем каллех пас-сажирсене тултарма пикенеççĕ… «Шупашкарсен хăйсен транспорт лайăх çÿрет, мĕнле кăна автобус- троллейбус çук», — тесе водительсене пĕрре кăна мар каланă. Пассажирсене те асăрхаттарнă. Вĕсем пĕрех Çĕнĕ Шупашкара çÿрекеннисене кăмăллаççĕ», — шухăшне палăртрĕ спутник хулара пурăнакан Марина Иванова.

Ĕç хыççăн Шупашкартан таврăнма çăмăл маррине те палăртрĕç пассажирсем. «Эпĕ «Метро» лавккара тирпейлÿçĕре ĕçлеттĕм. Каçхи тăхăр сехетчен вăй хунăран ларса килме çăмăл марччĕ. 331, 234, 101с маршрутсем вăшт кăна иртсе каятчĕç. 101 смаршрут шăматкунпа вырсарникун та лăк тулли. Ку автобуспа çамрăксем канмалли кунсенче залива çÿреççĕ. Чарăнура нумай тăма тивнĕрен хушăран хĕрĕме пырса илме ыйтаттăм. Вăл çăмăл машинăпа çÿрет. Çул çÿреме кансĕр пулнăран ĕçрен кайма тиврĕ. Халĕ урамра сутă тăватăп. Ку ĕç кăмăла килмест. Малтанхи вырăна чĕнеççĕ-ха. Автобуссем лайăхрах çÿреме тытăнсан килĕшĕп ĕнтĕ. Юлашки вăхăтра 220, 331-мĕш маршрутсемпе пысăкрах автобуссем, «Пазиксем» çÿреме тытăннине асăрхарăм. Вĕсен шутне ÿстер-сен лару-тăру лайăхланĕ-ха. Çитменнине, кĕçех хĕл ларать. Чарăнура нумай тăрсан шăнса пăсăлас хăрушлăх ÿсет», — пĕлтерчĕ Нина Игнатьева. Шупашкарта сутуçăра вăй хуракан Марина Васильева вара спутник хулари «Ача-пăча поликлиники», «Глория» чарăнусенче ирсерен 270, 262-мĕш маршруткăсене ларма кансĕрри пирки пĕлтерчĕ, тепĕр чухне 2-3 автобуса та ирттерсе яма тивет-мĕн…

«Паян водительсем çитмеççĕ, машинăсем çук. Маларах аренда укçи пĕчĕкрехчĕ, халĕ самаях ÿсрĕ. Çав вăхăтрах налук та тÿлемелле. Пассажирсенчен чылайăшĕ ЕТКпа усă курать. Уншăн укçине вăхăтра куçармаççĕ, тепĕр чухне икĕ уйăх та кĕтме тивет. Çул укçине ÿстерме тахçанах вăхăт çитнĕ. Саппас пайсем илме те укçа çитсе пымасть. Паянхи кун машинăсене тытса тăма йывăр, çавăнпа автобус хуçисемшĕн водителе тара илни вырăнлă мар. Вĕсем руль умне хăйсем лараççĕ. Паянхи кун 220-мĕш маршрутпа 20 автобус çÿрет, маларах 26 пулнă. Танлаштарма: Шупашкар районĕнчи Тутаркассине каякан пассажирсем 48 тенкĕ тÿлеççĕ, пирĕн вара — 26 тенкĕ. Спутник хуларан Шупашкара çитме — 25 çухрăм. Пĕр çавра 50 çухрăм пулать. Çул укçи сахалтан та 50 тенкĕ пулмалла. Шалу та сахал тухать. «Суд çурчĕ» чарăнура тухакансем çăмăл машинăсене чарнине асăрхатăп. Вĕсене çула май лартса çÿрекенсем пур. Çÿлерех асăннă чарăнура марш-руткăна аслă ăрурисем, больницăна каякан ватăсем тата студентсем лараççĕ. Паллах, вĕсем валли вырăн пулсан. Ирхине çиччĕпе саккăр, каçхине 17-пе 18 сехетсен хушшинче яланах хĕрÿ: халăх нумай çÿрет. Çĕнĕ Шупашкарсем ĕçе ĕлкĕрес, вăхăтра ларса каяс тесе иртерех тăрса çуран утма ÿркенмеççĕ. Калăпăр, «Тĕкĕрç кати» кану паркĕ, «Ача-пăча хули», «Каблучок» чарăнусенче тухмаллисем «Комсомольски урамĕ» е «Антей» лавкка» патне çитичченех утаççĕ», — каласа кăтартрĕ 220-мĕш маршрутпа çÿрекен Александр Данилов шофер. 101 с маршрут водителĕнче ĕçлекен Василий Николаева та çул укçи пĕчĕк пулни, çынсем ЕТКпа, банк карттипе ытларах усă курни пăшăрхантарать. Василий Николаевич та çул укçине тахçанах ÿстерме вăхăт çитнине асăнчĕ. «Эпир çынсене «вак укçашăн» кăна турттаратпăр», — пусăм тусах каларĕ вăл. «Сирĕн шухăшпа çул укçи миçе тенкĕ пулмалла?» — пĕлес килчĕ манăн. «50 тенкĕрен кая мар!» — пулчĕ хурав. Сăмах май, астăватăп-ха: темиçе çул каялла çул укçине 50 тенкĕ туса пăхнăччĕ, анчах хула çыннисем вăйлă кăмăлсăрланнине, шăв-шав çĕкленине пула ăна темиçе кунранах каялла чакарнăччĕ… Паллах, кирек камăн та тупăш курас килет-тĕр, анчах водительсем çул хакне тÿрех икĕ хут ÿстермелле тесе палăртни шухăша путарчĕ…

Химиксен хулин вĕçĕнчи «Суд çурчĕ», «Пĕрремĕш май урамĕ», «Юраково» чарăнусене тухакансе-не Шупашкара ларса килме чăннипех йывăр. Хĕллехи вăхăтра чарăнура самаях тăрса шăнса пăсăл-са курнă Николай Григорьев тарăхнă та хăй çăмăл машина туянса çÿреме пуçланă. Халĕ чарăнура тăракансене хăй çула май лартса çÿрет. «Укçишĕн те мар, хам та çавăн пек тертленнине астунăран, шелленĕрен лартатăп. Куншăн хула çыннисем ытларах чухне 25 тенкĕ параççĕ», — пытармарĕ вăл. Мĕн тăвăн, меслетне, майне тупмаллах.

Статьяна пичете хатĕрленĕ вăхăтра Владимир Осипов министр пассажирсене илсе çÿрекенсемпе лару ирттернĕ. ЧР Транспорт министерстви пĕлтернĕ тăрăх, унта çивĕч ыйтусене сÿтсе явнă. Тĕпрен илсен, лини çине 185 автобуса кăларма, вĕсене пĕр хуларан теприне кунĕпех хутлаттарма тĕв тунă… Ĕнертенпе ятарлă ушкăн мониторинг ирттерет. Транспорт мĕнле вăхăтран çÿренине, вĕсен хисепне тĕрĕслеççĕ.

Роза ВЛАСОВА


Любовь РУСАКОВА: Тăван вырăнсем манăçа тухмаççĕ

Юлашки çулсенче Раççейре ял уявĕсене ирттересси йăлана кĕчĕ. Çавна май тăван ен историне тĕпчесси те вăй илет. Халăх асĕнче юлнине пĕрчĕн-пĕрчĕн пухасси, ыттисен умне кăларасси, килес ăрусем валли хăварасси тавра пĕлÿçĕсем тăрăшнипе, чун ыйтнипе йĕркеленсе пырать. Уйрăмах маттуррисем тăван ял çинчен кĕнеке кăларма май тупаççĕ. Вĕсенчен пĕри — Пушкăртстанри Федоровка салинче пурăнакан Любовь Русакова [Улядарова] педагог, тавра пĕлÿçĕ. Любовь Ивановнăпа тĕл пулса калаçма пысăк сăлтав тупăнчĕ: нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче унăн «Манăçми Юманлăх. Незабвенная Улядаровка» кăларăмĕ пичетленчĕ. Çак кĕнеке тавра йĕркеленчĕ те пирĕн калаçу.

— «Манăçми Юманлăх. Незабвенная Улядаровка» — мĕнле кĕнеке вăл?

— Пушкăрт Республикинчи Федоровка районĕнче мĕн ĕлĕкренпе пушкăртсемпе вырăссем, чă-вашсемпе тутарсем, мăкшăсем тата ытти халăх çыннисем туслă, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнаççĕ. Эпир ку кĕнекене Юманлăх ялне, унăн мухтавлă ывăлĕ-хĕрне халалларăмăр. Пирĕн ял йĕркеленнĕренпе 2021 çулта пĕр ĕмĕр çитет. Сумлă уяв тĕлне тухрĕ кĕнеке.

— Ал çырăвне пичете сĕниччен епле хатĕрлени çинчен каласа парсамăр.

— Ял кун-çулĕпе тахçантанпах интересленетĕп. 1978 çулта Стерлитамакри педагогика институтне вĕренме кĕтĕм. Студент чухне ял историне çине тăрсах тĕпчеме пуçларăм. «Камсем пулнă пирĕн мăн асаттесем? Ăçтан килнĕ вĕсем?» — çак ыйтусем канăç памастчĕç мана. Вăхăт çитнĕ таран ватă çынсенчен ыйтса пĕлеттĕм. Унсăр пуçне анне те Тамара Улядарова ялпа çыхăннă материалсем пухса пыратчĕ. Вăл Юманлăхри пуçламăш шкулта 34 çул ĕçлерĕ, директор та, пуçламăш классен вĕрентекенĕ те пулчĕ. Эпĕ те ун пекех учитель профессине суйларăм. Анне вырăнти «К Победе» хаçатра пичетленекен статьясемпе заметкăсене касса илетчĕ, пухса пыратчĕ. Ял çинчен пуян ма-териал пуçтарчĕ. Пенсие тухсан анне ял кун-çулĕ, кунти çынсем çинчен тĕплĕн каласа кăтартрĕ. «Хам пĕлнине калатăп. Тен, сире кирлĕ пулĕ», — тетчĕ. Эпĕ ун чухне кĕнеке çинчен ĕмĕтленмен, манăн тĕллев — брошюра кăларассиччĕ, анчах аннене кун çинчен систермерĕм. Çапла каçсерен лараттăмăр та вăл асне килнине каласа паратчĕ, эпĕ çырса пыраттăм. Хронологи йĕркине пăхăннă. Шухăшласа кăларни нимĕн те ан пултăр, чăн пулни çеç ÿкерĕнсе юлтăр тесе тăрăшрăм. Аннен статйисен пуххине вуласа шалах кĕрсе кайрăм. Пĕчĕккĕн хамăн та информаци пуçтарăнчĕ. «Эсĕ пух-нă материал кĕнеке кăлармалăх та çитет», — терĕ упăшка /Аркадий Русаков çыравçă. — Авт./. Тĕрĕссипе, эпĕ брошюра кăларса ăна музея кăна парас тенĕччĕ, анчах пĕр пулăм шухăша улăштарма хистерĕ. Федоровка районĕн кĕнеки тухрĕ. Тĕрлĕ ял çинчен çырнă унта. Пирĕн ял çинчен вара — пĕр предложени çеç. 1921 çулта Теней ялĕнчи пушар хыççăн унтан пĕчĕк ялсем уйрăлса тухнă, вĕсен йышĕнче Юманлăх та пулнă тенĕ. Пирĕн ял çинчен пĕр предложенипе кăна асăнса хăварни питĕ кÿренмелле пулчĕ маншăн. Вара ума тĕллев лартрăм — кĕнеке кăлармаллах. Упăшка та манпа пĕр шухăшлă пулчĕ. Тата мĕн хĕтĕртрĕ-ха уйрăм кĕнеке кăларма? Тепĕр чухне ял çыннисемпе калаçатăн та: Юманлăх мĕнле пуçланни çинчен аслă ăрурисем те пĕлмеççĕ.

— Çак кĕнекене хатĕрленĕ чухне чи йывăрри мĕн пулчĕ?

— Чи йывăрри… Ним калама аптăратăп, мĕншĕн тесен çăмăл пулмассине ăнланнă эпĕ. Тытăннă пул-сан ĕçе вĕçне çитермелле. Мана курмассерен: «Любовь Ивановна, кĕнеке хăçан тухать?» — ыйтатчĕç ял çыннисем. «Шупашкарта, Шупашкарта, кĕçех», — теттĕм кашнинчех. Питĕ вăрах ĕçлерĕм. Ку ĕçе пĕччен туман паллах. Ал çырăвне хатĕрлеме, кирлĕ информацие пухма пултарулăх ушкăнĕ пулăшрĕ. Эпĕ вĕсемпе телефонпа тăтăшах калаçрăм, канашларăм. Архив материалĕсене шыраса тупма Çтерлĕ хулинче пурăнакан Мударис Сафин тавра пĕлÿçĕ те чылай пулăшрĕ. Вăл ăçта кăна пулман, «ревизские сказки» текен хутсене вулама пĕлет. Тĕнчен пĕрремĕш вăрçине хутшăннисене тупса палăртма, вĕсен списокне хатĕрлеме пулăшрĕ Мударис Харисович. Ахальлĕн ниçта тупма çук ку информацие. Эпир ăна кĕнекене кĕртрĕмĕр. Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа кăçал 75 çул çитрĕ. Çавна шута хурса Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене халалланă уйрăм пай палăртрăмăр кăларăмра. ЦАМО тата район архивĕсенчи информаципе, вăрçă ветеранĕсен сыхланса юлнă докуменчĕсемпе усă курса ялти кашни вăрçă паттăрĕ çинчен уйрăммăн çырса кăтартрăм. Манăн атте çичĕ çул çапăçнă, разведчик пулнă, Яппун вăрçине те хутшăннă. Асатте тăватă çул вăрçăра пулнă, унăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ те пур. Юманлăх ялĕнчен вăрçа кайнисене асра тытса кăçал альбом та кăлартăм, ăна Федоровкăри музее патăм. Халь пирĕн паттăрсем çинчен унта та, интернет уçлăхĕнче вырнаçтарнă видеороликран та пĕлме пулать. Çырса пĕтерсен упăшкана кăтартрăм. Вăл тÿрлетрĕ, сĕнÿсем пачĕ. Хыçалти хуплашкари сăвă авторĕ те — мăшăрăм Аркадий Русаков. Ачасем чылай пулăшрĕç, вĕсем компьютер технологийĕсене лайăх пĕлеççĕ. Несĕл йывăçне хатĕрлерĕм, тĕрлĕ программăна алла илтĕм. Кашни пулăшакан хăйĕн ăрăвĕ çинчен тĕплĕн çырчĕ. Эпĕ вĕсене пуçтартăм, тишкертĕм, кирлĕ пек вырнаçтартăм. Кашни килтенех колхозра вăй хунисем çинчен çырма тăрăшрăмăр.

— Тăван ен историне тĕпчеме мĕн хĕтĕртет сире?

— Яла питĕ юрататăп. Институтра вĕреннĕ чухне мана хулара ĕçлеме хăварасшăнччĕ. «Çук, эпĕ хамăр районах каятăп», — терĕм тÿрех. Ялах чун туртать.

— Юманлăх ăçтан пуçланнă?

— Юманлăх Теней ялĕнчен пулнă. Пирĕннисем Чăваш Республикинчи Елчĕк районĕнчен килнĕ тетчĕ анне. Ку яла пуçараканĕ, Тени ятлă çын, шăпах Елчĕк тăрăхĕнчен пулнă. Чăваш Енрен кăна мар, тĕрлĕ çĕртен килнĕ пирĕн пата. Пирĕн вырăнсем питĕ хитре. Кунта пĕчĕкçĕ Тевеней çырми юхса выртать, ун тăрăхĕнче аллă-утмăл çăл куç та пурччĕ. Айлăмлă вырăн, кашни кил пахчин вĕçĕнче пĕрер-икшер çăл куç тапса тăратчĕ. Пысăк Çăла яла килекенсем халĕ те пăхса-тасатса тăраççĕ. Кунта сĕтелпе саксем те вырнаçтарнă. Юманлăхăн 100 çулхи юбилейĕ тĕлне эпир ку вырăна юсаса çĕнетесшĕн. Пурте Пысăк Çăл патĕнче пухăнма юрататпăр-çке. Шел, паянхи куна Юманлăхра вун тăватă кил çеç сыхланса юлнă. Хĕлле кунта никам та пурăнмасть. Çулла çеç кил хуçисем таврăнаççĕ, пахча çимĕç ÿстереççĕ, пыл хурчĕ, хур-кăвакал, чăх-чĕп тытаççĕ.

— Çулла эсир те Юманлăхра пурăнатăр-и?

— Çук, эпир пÿрте сутнă çав. Уйласа ĕлкĕреймен. Эпир упăшкан Кинчеккей ялне час-часах çÿретпĕр.

— Юманлăхра çĕнĕ çурт лартас шухăш çук-и?

— Çук ĕнтĕ. Эпир райцентрта, Федоровка салинче, пурăнатпăр. Унтан Юманлăха вун виçĕ çухрăм. Пирĕн яла Çимĕке çÿретпĕр, çулла çырлана, кĕркунне кăмпана каятпăр. Хамăр пÿрт ăçта ларни аса килет. Ун умĕнче сирень ÿсетчĕ. Çуркуннесерен вăл халĕ те çурăлать, иртнине аса илтерет…

— Эсир ÿснĕ чухне Юманлăхра халăх йышлă пулнă-и?

— Юманлăх пысăк ял пулман. 50 килччĕ. Ял варринче пуçламăш шкул ларатчĕ, икĕ сменăпа ĕçлетчĕ вăл. Классенче вуншар-вун икшер ачаччĕ, вун саккăр та пулнă. Пĕр вăхăт колхозсене пĕрлештерме тытăнчĕç, кайран шкулсем патне те çитрĕç. Çамрăксем куçса кайма пуçларĕç, мĕншĕн тесен ĕç çукчĕ. Малтан кунта ĕне, пăру, сурăх фермисем пурччĕ, лаша та тытатчĕç. Лавкка, медпункт пурччĕ. Ялта пурăнма пулатчĕ. Хуçалăхсене пĕрлештерме тапратрĕç те мĕн пур фермăна кÿршĕ яла куçарчĕç.

— Ял арканасси колхозсене салатнинчен пуçланнă эппин?

— Çапла, пирĕн яла кăна пырса тивмен ку шăпа. Акă Чăваш Ене килнĕ чухне те çул çинче тăршшĕпех пушă ферма тĕл пулать. Çакна курсан чун ыратать. Ниме пăхмасăр хамăр яла юрататăп. Малтан куçса килнисене асра тытса Асăну чулĕ лартас тетпĕр. Пĕрремĕш куçса килнĕ çын — Хĕветĕр — кил-çуртне хирĕç вырнаçтарасшăн ăна. Ун çине малтан куçса килнисен ячĕсене çырасшăн. Хĕветĕрĕн çичĕ ывăлпа пĕр хĕр пулнă. Вĕсем Тенейрен куçса килнĕ.

— Сирĕн ялта çынсем пурăнмаççĕ терĕр. Тенейре лару-тăру мĕнлерех вара?

— Теней Федоровкăран тăватă çухрăмра вырнаçнă. Унччен вăтам шкул та пурччĕ, халĕ пуçламăш шкул кăна. Ĕç çук, çынсем унтан куçса кайма пуçларĕç. Пĕчĕк мĕн пур яла çавнашкал шăпа кĕтет пуль…

— Çамрăксем ытларах ăçталла тухса каяççĕ?

— Ăçта ĕç пур, çавăнталла туртăнаççĕ. Федоровкăра икĕ шкул. Вĕсенче вĕренекен йышлă. Эпĕ пĕрремĕш классене вĕрентетĕп. Ачасене тĕрлĕ ялтан автобуспа илсе килеççĕ.

— Шкулти библиотекăра чăваш кĕнеки нумай-и?

— Пур, анчах Федоровкăри тĕп библиотекăра ытларах. Унта чылай чăваш çыравçисен кĕнекисем пур. Çав шутра Аркадий Русаковăн та.

— Юманлăхра ĕлĕк библиотека пулнă-и?

— Унчченрех шкул культура центрĕ пулнă. Анне ĕçпе Федоровкăна каятчĕ те çынсем ыйтнă кĕне-кесене тĕп библиотекăран илсе килетчĕ. Ял çыннисем вĕсене шкула пырса илетчĕç. Ĕлĕк чăвашла нумай вулатчĕç. Ликбеза та чăвашла йĕркеленĕ, пурне те тăван чĕлхепе вĕрентнĕ. Ваттисем те вĕреннĕ унта. Пирĕн патра чăвашла питĕ хитре калаçаççĕ, эпир юлташсемпе тĕл пулсан чăвашлах пуплетпĕр. Федоровка урамĕсенче те чăвашла калаçни час-часах илтĕнет.

— Чăваш йăли-йĕрки пирки те манман эсир кĕнекере.

— Унта темиçе çын çырнă материала кĕртрĕм. Нумаййăн çырсан темăна тĕрлĕ енлĕн çутатма пулать. Вăйăсем çинчен те вулама пулать. Эпир вылянă вăйăсене халĕ пачах пĕлмеççĕ. Çулла юрла-юрла ташлаттăмăр, купăсçăсем пурччĕ. Тăван вырăнсем манăçа тухмаççĕ… Ытти çĕрти пекех, пирĕн те Çимĕке уявлаççĕ, вилнисене асăнаççĕ. Кĕрхи хываççĕ — кĕркунне, ĕçсене пуçтарсан, ваттисене /вилнисене/ аса илсе асăнаççĕ. Автана е çамрăк чăхха пусаççĕ ун чухне. Нартукан лараççĕ. Кăçал та районти чăваш пĕрлĕхĕн председателĕ Анна Ремпель пуçарнипе районăн тĕп библиотекинче Нартукан ларма пуçтарăнтăмăр.

— Мĕнле уяв вăл — Нартукан?

— Нартукана Çĕнĕ çул иртсен пухăнаççĕ, ку ĕç-пуç юмăç яни пек пулать. Каччăпа хĕре шыв илме яраççĕ. Вĕсен пĕр-пĕринпе калаçмалла мар. Шыв илеççĕ те килеççĕ. Вĕсене пÿртре кĕтсе лараççĕ. Кашниннех çĕрĕ пур. Шыва тирĕкпе сĕтел çине лартаççĕ те çĕрĕсене савăта яраççĕ. Унтан юрлама пуçлаççĕ. Нартукан юрри нумай. Халĕ сăмахĕсене пăхмасăр пĕлекен сахал, çавăнпа уява пуçтарăннисене хут листисем валеçсе параççĕ. Хут тăрăх юрлатпăр. Хĕрĕ е каччи шыври çĕрĕсене çавăрать. Юрă вĕçленет те каччă пĕр çĕррине туртса кăларать. Вăл е хурлăхлă, е савăнăçлă юрă тĕлне лекме пултарать. Килес çул çак çĕрĕ хуçине мĕн кĕтнине пĕлтерет ку. Юрă сăмахĕсем малашлăха систереççĕ. Анчах вĕсене чĕре çывăхне илмелле мар, çапах пĕлме интереслĕ. Унтан каллех юрлаççĕ. Уяв вĕçĕнче каччăпа хĕр шыва кăларса тăкаççĕ.

— Сирĕн ял чăвашла — Юманлăх, вырăсла — Улядаровка. Мĕнпе çыхăннă кунашкал расна ятсем?

— Пирĕн ял çывăхĕнче вăрмансем кашлаççĕ. Вĕсенче ытларах юман çитĕнет. Ытти йывăç та пур пал-лах. Юмана хисеплесе яла Юманлăх тенĕ. Вăрманĕ питĕ пуян. Ача чухне велосипед çине ларса çырла татма мар, çиме кайса килеттĕмĕр. Тавраллах çырлаччĕ. Ăна савăта пуçтарса та тăман. Тепĕр чухне типĕтнĕ. Улядаровка тенине илес пулсан, анне каланă тăрăх, малтан куçса килекен çын Илетер ятлă пулнă. Ĕлĕк чылайăшĕн темиçе ят пулнă вĕт. Хĕветĕрĕн ачисен те икшер- виçшер ят. Манăн мăн асаттене, сăмахран, пĕр çĕрте Михаил тесе палăртнă, тепĕр çĕрте — Николай. Илетере хисеплесе Илядаровка тенĕ яла, вăхăт иртнĕçемĕн улшăнса Улядаровка пулса тăнă. Пирĕнтен инçех те мар 1921 çулта Маганевка ялĕ йĕркеленнĕ. Ăна пуçараканĕ Мăкань пулнă теççĕ. Теней ялĕ Тени ятпа çыхăннă.

— Кĕнеке хуплашкине пăхатăп та — Любовь Русакова /Улядарова/ ят тăрать. Улядарова сирĕн хĕр чухнехи хушамат-и? Ахăртнех, ял ячĕпе пĕр килет вăл?

— Çапла, хĕр чухнехи хушаматăм. Пирĕн ялта чылайăшĕ Улядаров. Мĕн пурĕ тăван темелле. Темиçе çемьен кăна — Караськинсен, Ямщиковсен, Сидуловсен тата ыттисен — урăхла хушамат. Мударис Сафинăн архиври материалĕсем тата хамăр ял çыннисем хăйсен несĕл йывăçĕсене ÿкерсе панă тăрăх Улядаровсемпе ыттисен несĕл йывăçĕсене кĕнекене кĕртрĕм. Улядаровсен ăрăвĕнче вун икĕ сыпăк таран тĕпчесе пĕлтĕмĕр. Питĕ пысăк несĕл йывăçĕ пулса тухрĕ. Эпир ăна туратсемпе сăнарларăмăр, мĕншĕн тесен пĕтĕмпех кĕнекере кăтартма хĕн. Хĕветĕрĕн нумай ача пулнă- çке, малтан пĕр ачин туратне илсе патăмăр, унтан — тепринне. Унăн аслă ывăлĕ манăн ватă асатте Николай пулнă.

Ольга ИВАНОВА калаçнă.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.