Хыпар 125-126 (28301-28302) № 08.11.2024
Олег НИКОЛАЕВ: Тĕнчен çĕнĕ йĕркелĕвне тÿпе хыватпăр
Республика Пуçлăхĕ «Советская Чувашия» хаçатăн тĕп редакторне Владимир Васильева панă интервьюра вăрçă ачисене пулăшмалли мерăсем, Бердянска кайса килни, промышленноç ӳсĕмĕн сăлтавĕсем çинчен каласа панă, ытти ыйтăва хуравланă.
— Олег Алексеевич, пирĕн пата килсе юпа уйăхне пĕтĕмлетме килĕшнĕшĕн пысăк тав. Шăпах Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккин строителĕсене чысламалли кун тĕл пултăмăр. Республикăшăн — пысăк пĕлтерĕшлĕ кун. Халăхăн ĕç паттăрлăхне асра тытас тĕллевпе Чăваш Енре нумай тунă. Çак пулăма çамрăксемшĕн кăна мар, хамăршăн та мĕнле шухăш-тĕллевпе никĕслемелле?
— Пурнăç хăй кӳрекен тĕслĕхсемпе. Сăмахăм чи малтан ятарлă çар операцийĕ, унпа çыхăннă ĕçсем пирки. Хӳтĕлев чиккисем — халăхăн чăн паттăрлăхĕ. Хĕрарăмсем, çул çитмен çамрăксем тума пултарайманнине кĕске вăхăтра тунă. Çавăнпа та, ман шутпа, кунашкал ĕçсене яланах асра тытмалла. «Тепĕр хут туни — вĕренӳ амăшĕ» текен каларăш пур. Ĕлĕкхи пулăмсене паянхипе шайлаштарса тишкерни ун чухнехи мĕнешкел хаклă пулнине курса пур енĕпе те, çав шутра ятарлă çар операцийĕнче Тăван çĕршыва хӳтĕлессинче, принципсенчен пăрăнма юраманнине ăнланма май парать. Паян халăх пĕрлĕхне куратпăр: пенсионерсем хăйсем пухнă укçана боецсене пулăшма параççĕ, ачасем çыру çыраççĕ... Нумаях пулмасть кăна малти позицисене çитсе килтĕм. Ентешсемпе курнăçрăм, наградăсем, парнесем патăмăр. Боецсем çав çырусене вуланине курни чуна пырса тиврĕ. Ачасен çырăвĕсем вĕсене хавхалантараççĕ. Паян Раççей хăйĕн суверенитетне хӳтĕлет кăна мар, нумай полюслă тĕнче авангардĕнче пулнă май вăйлă çĕршывсене хăйĕн тавра чăмăртать. Хавшакрах патшалăхсене хăйсен вырăнне тупма пулăшать. СВО боецĕсем валли нуски, маскировка сетки çыхни, окоп çурти туни вак-тĕвек кăна пек, чăннипе вара çакă — тĕнчен çĕнĕ йĕркелĕвне хывакан тӳпе.
— Эпир хамăрăн хаçатра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине йывăр çулсенче ача пулнисен шăпи урлă кăтартас терĕмĕр. Вĕсем — çĕршыв, республика вăрçă хыççăн çĕкленнин свидетелĕсем, çак ĕçе хутшăннă çынсем. Интереслĕ историсене пухасшăн. Кĕçех вара сирĕн вăрçă ачисене пулăшасси çинчен калакан йышăнăвăр тухрĕ. Çак категорие миçе çын кĕрет? Çавнашкал йышăнусем валли бюджетра ăçтан укçа тупатăр?
— Чăваш Енре вăрçă ачисем 42 пин патнелле — вĕсем патшалăх тимлĕхне тивĕç. Çавăнпа саккун йышăнтăмăр, хисеплĕ ентешсене пулăшмалли майсене вăйлатсах пыма калаçса татăлтăмăр. Тепĕр çул Çĕнтерĕвĕн 80 çулне паллă тăватпăр, юбилей тĕлне пĕр хут паракан тӳлев пулĕ. Укçа ăçтан? Ку — Чăваш Ен çыннисен республикăн управлени команди ертсе пынипе социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне вăй парас тĕллевлĕ ĕçĕн кăтартăвĕ. Юлашки çулсенче бюджет пысăкланчĕ, ытти кăтарту та, çав шутра ĕç укçи ӳсрĕ.
— Хăш-пĕр депутат вĕçĕмсĕр бюджета критиклет, кайран массăллă информаци хатĕрĕсенче уйрăм йышăнусем пирки иккĕленсе çырнă материалсем тухаççĕ. Калăпăр, Тĕрленĕ карттă музейĕпе çыхăннă истори. Пирĕн команда Тĕрĕслевпе шут палатипе çыхăнчĕ — унта пĕтĕмпех ăнлантарса пачĕç. Вулаканăн тĕрĕссипе суяна мĕнле уйăрмалла?
— Тĕрĕс информаци илес тесен пуçламăш çăл куçсемпе усă курмалла. Массăллă информаци хатĕрĕсене чи малтан журналистика принципĕсене пăхăнма чĕнсе калас килет. МИХсем — тăваттăмĕш влаç текен шухăш пур, мĕншĕн тесен вĕсем çынсем тĕпе хуракан информацие сараççĕ. Ман шутпа, журналистикăн тĕп принципĕ — информацие туллин пухса улăштармасăр халăх патне çитересси. Унтан вара вулакан хăй пĕтĕмлетӳ тăвĕ. Тĕрленĕ карттă пирки калас тăк — пĕтĕмпех тепĕр майлă çавăрса хунă. Çав музей — уйрăм организаци мар, Чăваш наци музейĕн хăйне евĕр экспоната халалланă курав залĕ. Республика кунĕ тĕлне Промсвязьбанкпа пĕрле пулас музей вырăнĕнче чул хывса хăвартăмăр. Культура объектне пĕрле шайлашуллă виçепе уйăракан укçапа тума калаçса татăлтăмăр. Çуррине ПСБ хывать. Хăш-пĕр МИХ çырни пирки вара сăмах ваклас та килмест. Çын тĕрĕс информаци илес тет тĕк — шанчăклă çăл куçсене тĕпе хумалла. Пысăк опытлă журналистсем хăйсен официаллă хурав илмелли правипе усă курманни питĕ тĕлĕнтерет.
— Бюджет пирки малалла тăсар-ха. Çитес çул мĕн тума палăртнă, тупăш-тăкак мĕнлерех пулĕ?
— Бюджета малтанлăха çирĕплетрĕмĕр. Çулталăк кăткăс пулчĕ тесшĕнччĕ те — пĕр çулталăк та ансат пулмасть. Çапах вăл — пĕлтерĕшлĕскер. Чи малтанах — 2019 çулта хута кайнă наци проекчĕсем вĕçленесси. Кăрлачăн 1-мĕшĕнчен анлăшĕпе кая мар çĕнĕ проектсем ĕçлеме пуçлаççĕ. Палăртнă мероприятисене укçапа никĕслес ĕç пырать, çавăнпа федераци бюджетне йышăнасси те икĕ-виçĕ эрнене каярах куçать. Патшалăх Думинче сӳтсе явнă тăрăх, бюджета пĕрремĕш вулавпа йышăннă чухне хальлĕхе укçан 12% çеç пайланă. Çавăнпа эпир те бюджета малтанлăха йышăнни çинчен çеç калатпăр. Бюджет кăçалхинчен позитивлăрах пуласса кĕтетпĕр — хамăрăн тупăш самаях пысăкланмалла, çĕнĕ майсем уçăлĕç. Малалла çирĕппĕн пăхма пултаратпăр: тупăш мĕн пур параметрпа хушăнать — социаллă сектор валли те, экономикăна тĕревлеме те. Социаллă сфера валли эпĕ хам 2011-2016 çулсенче Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулнă вăхăтринчен чылай ытларах укçа уйăрнине палăртас килет. Çакă çынсене шалу тӳлеме кăна мар, çĕнĕ объектсем тума, киввисене çĕнетме те çитмелле. Урăхла каласан, республика пурнăçне тивĕçтермелли тăкаксен пысăк пайне хамăрăн тупăшпа саплаштарăпăр. Çакă — пулас бюджетăн питĕ лайăх кăтартăвĕ. Малалли ӳсĕмĕн çирĕп никĕсне хыватпăр. Промышленноçра та ăнăçусем пур. Çĕнĕ Шупашкарта уйрăм экономика зони вăй илет, тĕрлĕ çул-йĕрпе йĕркеленĕ кластерсем аталанаççĕ, проект хăвачĕн шайне тухаççĕ. Предприятисем Раççейре, пирĕнпе туслă çĕршывсенче кирлĕ продукци туса кăларас тĕлĕшпе пĕрле ĕçлесе çĕнĕ çул-йĕрсене вăй параççĕ. Хамăрăн курăма, предприятисен тĕллевĕсене, республикăра пурăнакансен ыйтăвĕсене эпир Чăваш Енĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программисенче палăртрăмăр. Иртнĕ кунсенче Правительствăн тата муниципалитетсен стратеги сессине ирттертĕмĕр, мегапроектсем урлă Комплекслă аталану программине пăхса тухрăмăр. Мероприятие экспертсене йыхравларăмăр. Вĕсем пирĕн ĕçе пысăк хак пачĕç. Экспертсен шухăшĕпе, хальччен пĕр регион та аталану планне пирĕн пек тĕрлĕ енлĕн хатĕрлемен. Аталану çул-йĕрне пур енлĕн тишкерсе, укçа çăл куçĕсене шайлаштарса кашни тенкĕпе тухăçлă усă курма, палăртнă тĕллевсене кĕске вăхăтра пурнăçа кĕртме пултарăпăр.
— Экспертсем эсир министерствăсемпе муниципалитетсем сĕнекен пуçарусене тĕплĕ тишкернине палăртаççĕ. Экономика сирĕн вăйлă ен пулни туйăнать. Эсир Чăваш Ен «оборонка» шучĕпе пурăнать тенине питĕ туйăмлăн хуравланине асăрхарăмăр…
— Чăнах та, çавăн пек тĕрĕс мар ăнланакансем пур. Ахăртнех, хăшĕ-пĕри республика промышленноçри кăтартусемпе малта пулнипе çырлахасшăн мар. Палăртсах калатăп, эпир çак ӳсĕме чылай çуллăха сыхласа хăварма, тата та пысăкрах утăмсем тума тăрăшатпăр. Юлашки çулсенче оборона промышленноçĕн предприятийĕсемпе пĕрле вĕсен ĕç-хĕлне диверсификацилес тĕлĕшпе çĕршыв Президенчĕн хушăвне пурнăçлатпăр, 2030 çул тĕлне граждан продукцийĕн тӳпи 50% танлашмалла. Ку тĕллеве никам та пăрахăçламан. Мĕн пур производствăра «оборонка» тата «гражданка» калăпăшĕ икĕ хут ӳсрĕ, ĕç тухăçлăхĕ те хăпарчĕ. <...>
Николай КОНОВАЛОВ, Валентина БАГАДЕРОВА, Валентина ПЕТРОВА хатĕрленĕ.
♦ ♦ ♦
Юр та, йывăç-тĕм те çулсене ан тапăнччăр
Республикăра Халăх пĕрлĕхĕн кунне халалласа йĕркеленĕ 550 ытла мероприятие 20 пин ытла çын хутшăннă. Çакăн çинчен Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ытларикун ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе ирттернĕ канашлура культура министрĕ Светлана Каликова пĕлтерчĕ.
Эпир пĕрле
Канашлура Халăх пĕрлĕхĕн кунне уявланине пĕтĕмлетрĕç. Светлана Каликова паллă кунпа çыхăннă уйрăм мероприятисем çинче пайăррăн чарăнса тăчĕ. Вĕсем йышлă: этнографи диктанчĕ, «Раççейри халăхсен пĕрлехи çемйи» фестиваль, «Искусствăсен каçĕ» акци... Чиркӳ те айккинче юлман — Введени чиркĕвĕнчен Республика лапамне çитиччен хĕреслĕ çул çӳрев йĕркеленĕ. Çавна май Олег Николаев мероприятисен йĕркелӳçисене тав турĕ. Хăй те этнографи диктантне хутшăннă та — çакнашкал акцисем çамрăксене илĕртнине, вĕсене хамăрăн историпе, йăла-йĕркепе кăсăклантарнине пысăка хурса хакларĕ. Асфальта çĕнĕлле тасатăпăр Çул-йĕр хуçалăхĕ хĕле мĕнле хатĕрленнипе транспорт министрĕ Максим Петров паллаштарчĕ. Федераци, республика çулĕсен тата вырăнти çулсен тăршшĕ 12,8 пин километрпа танлашать. Вĕсене хĕллехи тапхăрта кирлĕ пек пăхса тăрасси чăннипех пысăк пĕлтерĕшлĕ. Сыхă пулмаллине юр çунă, сивĕ пирвайхи кунсенчех çулсем çинче аварисем нумайланни те çирĕплетрĕ ĕнтĕ. Вăл е ку çулсене хăш организацисем пăхса тăрасси уçăмлă. Техника çителĕклĕ. Çав шутра çĕнни те пур. Хăйăрпа тăвар хутăшне те çителĕклĕ хатĕрленĕ. Ун пирки каланă май министр Çĕнĕ çултан çĕнĕ стандартсемпе усă курма пуçлассине пĕлтерчĕ. Юлашки çулсенче хĕлле çанталăк улшăнчăк — çумăр çăвать, унтан тăруках шăнтса хурать. Хайхи çĕнĕ стандартсем шăпах çак условисене шута илеççĕ. Тĕп çĕнĕлĕхсенчен пĕри — пăрлак çулсене ирĕлтермешкĕн таса хлоридпа усă курасси. Çакă çул çӳрев хăрушсăрлăхне тивĕçтерме пулăшнисĕр пуçне тавралăха кӳрекен сиене те чакармалла. Министр тепĕр çĕнĕлĕхе те асăнчĕ: юр тасатма усă куракан техникăна ятарлă датчиксемпе тивĕçтереççĕ. Çакă ĕç тухăçлăхне, пахалăхне пысăклатма май парĕ. Унччен вырăнсенчи çулсене тата ялсен урамĕсене тасатма уйăракан укçа тĕрлĕ тăкак статйинче пулнă. Малашне пĕр «енчĕкре» пулĕ. Çакă, Максим Петров палăртнă тăрăх, муниципалитетсене укçапа ăçта кирлĕрех — çавăнта усă курма май парĕ. Ялсен хушшинчи çулсене тасатнă май урамсем çине алă сулас йăларан хăтăлмалла. Çул çӳрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн управленийĕн ертӳçи Владимир Романов калаçăва хутшăнса иртнĕ хĕлле çулсем çинчи аварисенче çын вилнĕ тĕслĕх нумай пулнине аса илтерчĕ. 38 çын пурнăçĕ татăлнă: федераци тата республика çулĕсем çинче — 17 тата 11, вырăнти çулсем çинче 10 çын вилнĕ. Кăрлач пуçламăшĕнче Етĕрне округĕнче пирĕн республика урлă иртекен, пассажирсене илсе çӳрекен автобус çул айккине сикнĕ тĕслĕх те пулнăччĕ. Водитель автобуса шăпах çул пăрлак пулнине кура «пăхăнтарайман». Çавна май Владимир Геннадьевич çулсем пăрланасран асăрханмалли ĕçсене вăхăтра пурнăçлама чĕнсе каларĕ. Республика Пуçлăхĕ вара автотрассăсене юртан, пăртан тасатма çĕнĕ технологисемпе усă курнин пĕлтерĕшĕ пысăккине палăртнипе пĕрлех çулсен айккисем тĕлĕшпе те тимлĕх кирли çинчен сăмах пуçарчĕ. «Вĕсене йывăç-тĕмрен тасатасси пирки пĕрре кăна мар калаçнă, анчах ĕç-пуç лайăхланнине курмастăп. Йывăç-тĕм çулсем патне çывăхарах та çывăхарах куçать. Çакă хăрушсăрлăха тӳррĕнех пырса тивет», — терĕ Олег Алексеевич. Йывăçсен тăррисене, турачĕсене çеç касни пулăшманни куçкĕрет. Çапла тунă май вĕсем тата та ытларах ашкăраççĕ кăна. Мульчер техникипе усă курса тĕпĕ-йĕрĕпе кăкласа, вĕтетсе варăнтармалла. Максим Петров ку ĕçсем валли уйăрмалли укçана бюджетра уйрăммăн палăртасси, бюджета тӳрлетнĕ май çак тăкаксене те пăхса хăварасси çинчен каларĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, иккĕленмест вăл, çул-йĕр хуçалăхĕ хĕллехи тапхăрта автотрассăсем çинчи чăрмавсăр çул çӳреве тивĕçтерме хатĕр. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Тăванлăх – пĕрремĕш вырăнта
«Хыпар» Издательство çуртне Муркаш округĕнчен СВО ветеранĕ Михаил Романов килчĕ. Вăл юпа уйăхĕнче тăван ялне таврăннă.
Калаçăва тĕп ыйтуран пуçларăм. «СВОра хаяр çапăçусем пыраççĕ, шел, пирĕн боецсем те пуç хураççĕ. Çапах та вĕсем эпир çĕнтернипе вĕçленĕç», — хуравларĕ вăл. СВОна республикăран тиесе яракан гуманитари пулăшăвĕшĕн тав турĕ. «Вăл ывăлăр е упăшкăр патне çиттĕр тесен посылка çине Хĕç-пăшаллă Вăйсен группировкин ятне, çар е бригада, полк, батальон, рота номерне, хушамата, ята, ашшĕн ятне тĕрĕс çырмалла», — палăртрĕ аслă прапорщик. Çар врачĕсен комиссийĕ вăл çар тивĕçне ӳлĕм пурнăçлаймасть тесе пĕтĕмлетнĕ. Сулахай алă лаппине тутăрпа çавăрса çыхнăскер ĕç пӳлĕмне кĕчĕ, алли ĕçлейменнине тӳрех асăрхарăм. Пирĕн чаçсем Харьков облаçĕнчи Купянск хули патнелле тапăнса пынă чухне аманнă. Михаил çар ĕçне лайăх пĕлет. 1991 çулта ăна Совет çарне илнĕ, хĕсметре 2 çул тăнă хыççăн пурнăçне çарпа çыхăнтарма тĕллев тытнă. Тула облаçĕнче прапорщиксен курсне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн хăйĕн чаçĕнче взвода ертсе пынă, çар вĕренĕвне темиçе те хутшăннă. Çавăнпа Михаил хĕç-пăшалпа çапăçура усă курма ăста. 2022 çулхи нарăс уйăхĕнче пирĕн çарсем СВО ирттересси çинчен пĕлтерсен вăл, патриот çемйинче çитĕннĕскер, салтак аттине тăхăнма хатĕр тăнă. Ашшĕ Варшава килĕшĕвĕпе пĕрлешнĕ социализм çĕршывĕсен тĕллевĕсене Румынири группировкăра пурнăçланă, вĕсем çинчен 4 ывăлне пĕрре çеç мар каласа кăтартнă. Михаил пиччĕшĕсене çара ăсатнине, вĕсем тăван киле таврăннине лайăх астăвать. Вăл та аслисем пек пулма тăрăшнă: — Пирĕн вăхăтра Совет е Раççей çарĕнче пулман çамрăксене ялта хисеплемен, вĕсемпе хĕрсем калаçман. Шел, иртнĕ 30 çулта тĕрлĕ сăлтава пула Тăван çĕршыва хӳтĕлекен çыннăн ырă ячĕ кайрĕ. Юратьха, иртнĕ çулсенче ăна çĕклессишĕн патшалăх нумай тăрăшрĕ. Эпир, Афган, Чечня, Украина вăрçисенче çапăçнисем, çапла пĕтĕмлетрĕмĕр: соцсетьсенче çамрăксен шухăшлавне тĕрĕс мар çулпа яракан, Раççей обществишĕн сиенлĕ информаци питĕ нумай. Пирĕн çара хирĕçле çеç мар. Çамрăксен пĕр пайĕ Европăри пахалăхсемпе пурăнма тăрăшать, кирлĕ чухне Тăван çĕршыва тăшманран хӳтĕлемеллине ăнланасшăн мар. Çав пахалăх вĕсен чун-чĕринче çирĕпленсен лайăх пурăнса юласси çинчен çеç шутламĕччĕç. Çĕршыва, атте-аннене, тăвана, ял-йыша хӳтĕлес тĕллеве ача пуçне шкулта вĕреннĕ чухнех хывса хăвармалла. Çав тапхăрта ăна атте-аннене, çывăх çынсене пăхма та хăнăхтармалла. Çак ĕçе ачасене шкулта, хуçалăхра е килте ĕçлеттермесĕр пурнăçлама йывăр. Ман шухăшпа, вĕсене саккуна улшăну кĕртсех ĕçе явăçтарма ирĕк памалла. Эпир шкулта НВП предметне вĕреннĕ, совет саманинче пĕлӳ илнисем вăл мĕнне пĕлеççĕ. Кайран шкул вĕрентĕвне ОБЖ предметне кĕртрĕç. Пĕри тепринчен пач уйрăлса тăрать. Ман шухăшпа, пуçламăш çар хатĕрленĕвĕн предметне шкула тавăрмаллах. Европăри патшалăхсем ВСУна хĕç-пăшал нумай миллиард долларлăх пама тытăннине пĕлсенех Михаил Романов хамăрăн çара йывăр вăхăтра пулăшмаллине ăнланса илнĕ. 2023 çулхи утă уйăхĕн пуçламăшĕнче РФ Оборона министерствипе контракт çирĕплетнĕ, ăна танксене пĕтерекен миномет батарейин старшини пулма çирĕплетнĕ. Вăл ытти рядовой штурмовикпа юнашар тăрса пулеметпа пĕрре çеç мар атакăна кайнă, оборонăра та тăнă. Сăмах май, СВОра пирĕн боецсем штурмлама кайнă чухне камăн ăçта тăмаллине-пымаллине званипе должноçа пăхса палăртмаççĕ. «Унта ытлашши каламасăрах мĕн тумаллине пурте пĕлеççĕ», — терĕ Михаил. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Çурт тăрри сиенленсен те, çĕр памасан та тĕрев кирлĕ
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Владимир Лидерман наци кăларăмĕсенче ĕçлекенсемпе пĕрле чăваш сăмахне сарассишĕн тăрăшать. Ахальтен мар Çĕрпӳри халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центра çӳрекенсене 30 экземпляр «Хыпар» хаçат çырăнса пачĕ вăл. Ку тăрăхра чăвашла кăларăмсене юратнине вырăна çитсен пĕрре мар асăрханă.
Çĕрпӳри пĕр мандатлă 7-мĕш суйлав округĕн депутачĕн ĕçĕ-хĕлĕпе вулакансене тĕплĕнрех паллаштарас килет. Халăх мĕнле ыйтусемпе çыхăнать-ши унпа? Çынсен кăмăлне тивĕçтерме çăмăл-и?
Çул
«Кăçалхи пуш уйăхĕнче Сĕнтĕрвăрри муниципалитет округĕн депутачĕ Владислав Самойлов Нарат Чаккире пурăнакансен ятĕнчен манпа çыхăнчĕ. Вăл ăнлантарнă тăрăх, салари Тĕп тата Красноармейски урамĕсенче çул сарассине кăçалтан çитес çула куçарнă. Çакăнпа вырăнти халăх килĕшесшĕн пулман. Суйлавçăсен шухăшне шута илсе депутат ыйтăвĕ хатĕрлерĕм», — ĕç йĕркипе паллаштарчĕ Владимир Викторович. Унсăр пуçне Нарат Чаккири хастарсем çул сарас ыйтупа республика Пуçлăхĕ Олег Николаев патне те çитнĕ. Çавăнпах ĕç-пуçа Чăваш Ен ертӳçи хăй сăнаса тăрать. «Транспорт министерстви пĕлтернĕ тăрăх, аукционра укçа перекетленине кура ку проекта çул-йĕр ĕçĕсен тĕп планне кĕртме май килнĕ», — уçăмлатрĕ депутат. Проектпа килĕшӳллĕн Тĕп тата Красноармейски урамĕсенче 1,3 километр тăршшĕ çул сарĕç. Çу уйăхĕнчех Владимир Лидерманăн республика прокуратурине янă тепĕр икĕ ыйтăвĕ тăрăх мерăсем йышăннине каласа хăвармалла. Çакна шута илсе округ администрацийĕ «Гипродор» проект институчĕпе «Атăл — Сĕнтĕрвăрри — Маклашки» автоçула юсама проектпа смета документацине хатĕрлемешкĕн контракт çирĕплетнĕ. Ку ĕçе кăçалхи юпа уйăхĕнчен кая юлмасăр пурнăçлама палăртнă. Унсăр пуçне прокуратура округ администрацине «Сĕнтĕрвăрри — Кушник — Нерядово — Демешкино» çулăн пĕр пайне /Нерядово ялне кĕнĕ çĕрте/ йĕркене кĕртес тĕлĕшпе представлени хатĕрленĕ. Çакăн хыççăн çав лаптăкри çула якатса вак чул сарнă. Çĕрпӳ тăрăхĕнчи Энĕшкасси Катек çыннисене те çул ыйтăвĕ канăç паман. Вĕсем те çу уйăхĕнчех депутатпа çыхăнса Шĕнертен хăйсен ялне çитесси чăрмавлă пулнине каланă. Владимир Лидерман çийĕнчех прокуратурăпа çыхăннă. Тĕрĕслев автомобиль çулĕ юрăхсăра тухнине çирĕплетнĕ. Вăл шăтса пĕтнĕ, çурăлнă. Çавна май прокуратура яваплă органсен ячĕпе çитменлĕхсене пĕтерме представлени хатĕрленĕ, администрацийĕн должноçри çыннине административлă явап тыттарасси пирки ĕç пуçарнă. Çутă Депутат витĕмĕпе Сĕнтĕрвăрринчи Новински урамне хушма электроçутăпа тивĕçтернĕ. Ку хутĕнче те Владимир Лидерманăн прокуратурăпа çыхăнма, надзор органĕн муниципалитет администрацийĕн ячĕпе представлени хатĕрлеме тивнĕ. Çурт-йĕр Çĕрпӳ тăрăхĕнче пурăнакан пĕр тăлăх пурăнмалли çуртйĕр ыйтăвне татмашкăн Владимир Лидерман депутатран пулăшу ыйтнă. Вăл ăнлантарнă тăрăх, Вăрнар районĕн администрацийĕ суд йышăнăвне çулталăк ытла пурнăçламан. Урăхла каласан, муниципалитет ăна хăтлă çурт-йĕрпе тивĕçтерме васкаман. Кĕскен калас тăк — Вăрнар администрацийĕ ун валли Çĕрпӳре пурăнмалли кĕтес туянмашкăн йышăннă. Аукцион ирттересси çинчен пĕлтернĕ, суд йышăнăвĕ кăларнă, ăна пурнăçламалли хут панă... Анчах тăлăха юлнăскерĕн çаплипех хăйне ятăн пурăнмалли вырăн пулман. «Алексеевăн правине хӳтĕлес тĕллевпе прокуратурăпа çыхăнсан тин лару-тăру улшăнчĕ. Должноçри айăплă çынна явап тыттарчĕç. Ун хыççăн икĕ ен çураçу килĕшĕвĕ турĕ. Муниципалитетăн арçын валли хатĕр хваттер илмелле пулмарĕ, ăна çурт-йĕр сертификатне пачĕç», — черетлĕ тĕслĕх çинче чарăнса тăчĕ депутат. Çĕрпӳ тăрăхĕнче пурăнакан тепĕр çын та, ашшĕ-амăшĕн хӳттисĕр çитĕннĕскер, çавăн евĕрлĕ ыйтупа ун патне тĕрев шыраса пынă. 2019 çултах Мускав районĕн сучĕ хула администрацине хĕрарăма пурăнмалли вырăнпа тивĕçтермешкĕн йышăну кăларнă. Анчах, шел те, яваплисем çакна пурнăçламан. Депутат прокуратурăна ыйту çырнă. «Чăваш Республикин тĕп хулин администрацийĕ прокурор представленине илнĕ хыççăн тăлăх ачасене 73 хваттер памашкăн 11 контракт çирĕплетнĕ. «Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, иртнĕ çулхи çуллаччен пур контрактпа та ĕç вĕçленĕ», — калаçăва тăсрĕ Владимир Викторович. Сĕнтĕрвăрринчи хĕрарăм çул çитмен виçĕ ачипе хăйсен çуртĕнче пурăннă. Анчах вăл кивелсе çитнине кура çемьен тара илнĕ хваттере куçма лекнĕ. Хĕрарăм депутат патне пулăшу шыраса пынă. Владимир Лидерман нумай ачаллă амăшĕ ачисен çурт-йĕр правине пăсни çинчен каланине прокуратурăна тĕрĕслеме ыйтса çырнă. Çавăн хыççăн район администрацине çурт пурăнма юрăхсăра тухнине палăртмашкăн вăхăт панă. Çапах специалистсем ку ĕçе вăхăтра пурнăçламан. Çавăнпах прокуратурăн суда тавăç çырма лекнĕ. Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчи Октябрьскинчи нумай ача амăшĕ çĕр лаптăкĕ илмешкĕн черетре чылай вăхăт тăнă. Апла пулин те уççи-хуппи паллă пулман. Хĕрарăм депутатран пулăшу ыйтнă. Владимир Лидерман витĕмĕпе прокуратура тĕрĕслев ирттернĕ те ку тăрăхри должноçри çынсем нумай ачаллисем валли çĕр лаптăкĕ уйăрас тĕлĕшпе çителĕксĕр ĕçленине тупса палăртнă. Районăн ун чухнехи администрацийĕ нумай ачаллă çав хĕрарăма çĕр лаптăкĕпе çийĕнчех тивĕçтерни çинчен депутата пĕлтернĕ. Владимир Викторович шăв-шав çĕкленĕ тепĕр тĕслĕхе аса илчĕ. Ун чухне, 2021 çулхи раштав уйăхĕн вĕçĕнче, Сĕнтĕрвăрринчи Николаев урамĕнчи 89-мĕш çурт тăррине вăйлă çил вĕçтерсе кайнă. Депутат ăна юсаса çĕнетес ĕçе сăнаса тăрассине хăйĕн çине илнĕ. «Республикăн капиталлă юсав фончĕн специалисчĕсемпе пĕрле çил-тăвăла пула сиенленнĕ çурт тăррине пăхма кайрăм. Кайран пĕр уйăхра должноçри çынсемпе вунă ытла тĕлпулу йĕркелерĕм. Телее, пур çĕрте те ăнланнине туйрăм, çавăнпах укçа-тенкĕ ыйтăвĕ çăмăллăнах татăлчĕ», — терĕ Владимир Лидерман. 2022 çулхи нарăс уйăхĕн пуçламăшĕнче подряд организацийĕ юсав ĕçĕсем пуçланă. Пуш уйăхĕн варринче, юр ирĕлме пуçличчен, çурт тăррине витсе пĕтернĕ. <...>
Марина ТУМАЛАНОВА.
♦ ♦ ♦
Ташă çынсене çывăхлатать
Çак кунсенче Чăваш патшалăх культура институчĕн концерт залĕ ташă лапамне çаврăнчĕ. Унта Владимир Милютинпа Людмила Нянина хореографсен ячĕллĕ «Ташă эрешĕсем» фестиваль-конкурс иртрĕ. Ăна «Куславккасем» ентешлĕх пуçарнипе 2022 çултанпа йĕркелеççĕ.
Конкурс ирттерме РФ тата республикăн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Людмила Нянина сĕннĕ. «Ентешлĕх канашĕн членĕсем ман шухăша ырларĕç. Пĕрремĕшĕ Куславкка çĕрĕ çинче, çуралнă ялăмра Тĕрлемесре, пулчĕ. Ун чухне фестивале темиçе коллектив кăна хутшăннăччĕ. Тепĕр çулхине ытти регионти пултарулăх ушкăнĕсене те йыхравларăмăр. Йошкар-Ола, Ижевск, Дзержинск, Курск хулисенчи, ытти регионти ташă ăстисем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Конкурсантсен ташă ăсталăхне кăна мар, тум, драматурги енĕпе те хаклатпăр», — пĕлтерчĕ Людмила Николаевна. Вăл каланă тăрăх, культура училищинче пĕлӳ илнĕ педагогсен вĕренекенĕсем ытларах хутшăнаççĕ. Сăмах май, училищĕре /халĕ — колледж/ 1981 çулта уçнă хореографи уйрăмĕнчен 1500 ытла çамрăк вĕренсе тухнă. Сумлă хореограф паянхи кун çамрăксене ташă вăрттăнлăхĕсене ăса хывма пулăшать, ăсталăх сехечĕсенче чăваш ташшин уйрăмлăхĕсемпе паллаштарать. Паллă педагогăн мăнукĕсем те ташлаççĕ. Тĕслĕхрен, асли Николай колледжра хореографа вĕренет. Аса илтеретпĕр: Людмила Нянина хăй вăхăтĕнче Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн тĕп балетмейстерĕ пулнă. Вăл Чăваш патшалăх академи драма театрĕпе те килĕштерсе ĕçлет. Юлашки вăхăтра акă «Салампи», «Ĕмĕр сакки сарлака» спектакльсем валли ташăсем лартнă. Чăваш Енĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Владимир Милютин ку фестиваль-конкурс чăвашлăха, наци ташшисене упрама пулăшнине палăртрĕ. «Ташă çын чунĕпе кăмăл-туйăмне, тавра курăмне уçса парать. Ташăра халăх пурнăçĕн паллисем сăнланнă. Унта кашни хускану пĕлтерĕшлĕ. Тĕслĕхрен, алăсене çӳле çĕклесе Турра тав тăваççĕ. Ĕлĕк йывăр чухне те, савăннă вăхăтра та ташланă. Анчах авалхи чăваш ташши çухалса пыни шухăшлаттарать. Çакна эпĕ 1984 çултах палăртнăччĕ. Ун чухне эпир Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕн ĕçченĕсемпе пĕрле Чĕмпĕр, Самар, Саратов тăрăхĕсенчи тĕне кĕмен чăваш ялĕсене çитсе халăх культурипе паллашрăмăр. Çавăн хыççăн чăваш ташшисене тĕпчеме тытăнтăм. Вĕсене тишкерсе çырнă статья питĕ сахалччĕ. Николай Ашмаринăн 17 томлă словарĕнче ташăпа çыхăннă 900 ытла сăмах тупрăм», — терĕ Владимир Аркадьевич. 2002 çулта ăсчахăн «Чувашская народная хореография. Хороводы» кĕнеки кун çути курнă. Унăн ташшисене Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕ лартнă. Коллектив вĕсене ют çĕршывсенче /Америка, Итали, Япони, Франци, Англи.../ пурăнакансене кăтартнă. <...>
Андрей МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Ырă кăмăллă, уçă чунлă, пултаруллă…
Ĕçтешĕсен тата унăн талантне сума сăвакансен асĕнче шăпах çакăн пек çын пулса юлнă РСФСР халăх артисчĕ, Чăваш халăх артисчĕ, К.С.Станиславский ячĕллĕ Патшалăх премийĕн лауреачĕ Виктор Родионов.
Хăй вăхăтĕнче республикăра пурăнакансем ăна курма К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрне ятарласа килнĕ. Сцена ăсти 350 ытла сăнар калăпланă. Нагульнова /«Уçнă çерем», М.Шолохов/, Тăхтамана /«Нарспи», К.Иванов/, Айтара /«Айтар», П.Осипов/, Иван Яковлева /«Хумсем çырана çапаççĕ», Н.Терентьев/, Ивана /«Пушар лаши», Н.Терентьев/, ыттисене халăх паян кун та астăвать. Вĕсем пурте Чăваш театрĕн «ылтăн çӳпçинче» пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннă. Нумайăшĕ Виктор Родионовăн мăнаçлă сассине илтессишĕн радио янă. Ăна «Чăваш Левитанĕ» тесе хисепленĕ. Мухтавлă ентешĕмĕр çуралнăранпа кăçал 100 çул çитрĕ. Унăн çутă сăнарне асра тытакансем Чăваш театрĕнче пухăнчĕç. «1941 çулта музыка училищи пĕтернĕ хыççăн Виктор Родионова Мускаври Патшалăх театр ӳнерĕн институчĕн студине вĕренме илнĕ. Унăн пултарулăхĕ 1947 çулта театрта ĕçлеме пуçласанах палăрнă…» — терĕç мухтавлă артист кун-çулĕпе паллаштарнă май Чăваш халăх артисчĕ Валентина Иванова тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Николай Сергеев. Виктор Родионов Сĕнтĕрвăрри хулинче çуралнă. Ачалăхĕ, çамрăклăхĕ Шупашкар тăрăхĕнче иртнĕ. Ăна сума суса асăну каçне Сĕнтĕрвăррисем те, Шемшерсем те килнĕ. Пурте «пирĕн Родионов» тесе мăнаçланаççĕ. «Студент çулĕсенче Виктор Родионова курассишĕн театр çумĕнчи кафене ятарласа килеттĕмĕр. Унта сцена ăстисем ăшшăн сăмахласа васкамасăр апатланатчĕç», — аса илчĕ Пенсионерсен союзĕн Сĕнтĕрвăрринчи уйрăмĕн ертӳçи Роза Ракова. Чăваш Енĕн Театр ĕçченĕсен союзĕн председателĕ Сергей Павлов общество пĕрлĕхĕн ертӳçин ĕçне мухтавлă артистăн вил тăпри çинчи палăка йĕркене кĕртнинчен пуçланине пĕлтерчĕ. Вăл Виктор Родионов сцена ăстисен пĕрлешĕвне 30 çул ытла тухăçлă ертсе пынине палăртрĕ. «Хăй вăхăтĕнче Виктор Иосифович пек çынсем паянхи кун никĕсне хывнă, хальхи ăрăва аталанма тата çитĕнӳсем тума хавхалану хăварнă. Пирĕн вĕсене хисеплемелле», — терĕ вăл. РСФСР халăх артистки Нина Григорьева Виктор Родионовпа пĕрле нумай çул ĕçленĕ, вун-вун сăнар калăпланă. «Вăл лайăх юлташчĕ. Театрта кăшкăрнине, ятлаçнине пĕрре те илтмен. Тĕлĕнмелле интеллигентлă, культурăллă çынччĕ. Пĕр спектакльте сăнар калăпламаллаччĕ манăн. Мĕнле тумалла ăна? Ниепле те ăнкарса илейместĕп. Чылай нушалантăм. Виктор Иосифович ăнлантарнă хыççăн сăнар тӳрех куç умне тухса тăчĕ. Эпĕ, тин кăна вĕренсе килнĕскер, пурне те пĕлсех те кайман ĕнтĕ, — аса илчĕ вăл. — Гастрольсен вăхăтĕнче яла пырса кĕрсенех çынсем: «Виктор Родионов килнĕ-и?» — тесе ыйтатчĕç. Вăл сцена çине тухичченех тăвăллăн алă çупма пуçлатчĕç». Чăваш халăх артисчĕ Владимир Семенов хăйне чи телейлĕ çынсен шутне кĕртет: вăл 15 çул Виктор Родионовпа пĕр гримеркăра ларнă. «Пире, театра тин килнĕ çамрăк артистсене, гримуборнăйсене вырнаçтарма пуçларĕç. «Санăн 67-мĕшĕ. Кĕр. Акă санăн вырăн», — терĕç мана. Спектакль хыççăн пӳлĕме кĕтĕм те… чутах тӳнсе каяттăм. Манăн умра театр корифейĕсем лараççĕ: Виктор Родионов, Алексей Ургалкин, Борис Алексеев! Çапла пулса тухрĕ — Виктор Иосифовичпа 15 çул çурăмпа çурăм тĕкĕртен пĕрне пĕри куçран пăхса ĕçлерĕмĕр», — аса илчĕ Владимир Валентинович. <...>
Валентина БАГАДЕРОВА.
♦ ♦ ♦
«Пурт сутнă укçапа вĕренсе тухрăм»
«Паян манран телейлĕ çын та çук пулĕ», — савăннине пытармарĕ хăй 100 çул тултарнă кун Красноармейски округĕнчи Яманакра пурăнакан Анастасия Викторова. Педагогика ĕçĕн ветеранне, РСФСР халăх çут ĕç отличникне, тыл ĕçченне, ĕç ветеранне Чăваш Республикин вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров, Красноармейски округĕн пуçлăхĕ Павел Семенов, округ депутачĕ Алексей Львов, «Трак ен» фольклор ушкăнĕ, Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕнче пĕлӳ илекен пуçламăш класс ачисем, ял-йыш, тăванĕсем ăшшăн саламларĕç.
12 тултарсан амăшĕ вилнĕ Анастасия Викторова пурнăçра хурашурне пайтах курнă. Пĕр ĕмĕре хыçа хăварнă кун вăл иртнине куçĕ умне кăларчĕ: — 12 тултарнă хыççăн 12 кунран анне вилчĕ. Асли пулнă май манăн кĕçĕннисене тата выльăх-чĕрлĕхе пăхмаллаччĕ. Атте ирех ĕçе тухса каятчĕ те каçсăр таврăнмастчĕ. Картишĕнче выльăх валли лаххан лартнăччĕ. Шăллăм Илья унта кĕрсе ӳкнĕ хыççăн чирлерĕ. Атте ăна 5 кунран больницăна илсе кайрĕ. Анчах ял хапхинчен тухиччен вăл куçне яланлăхах хупнă. Кун хыççăн асаттепе асанне аттене авлантарас терĕç. Атте хамăр ял хĕрарăмне Александра Марковăна илсе пычĕ. Эпир шăллăмпа Исайпа аслисем мĕн тунине кăмака çинчен пăхса выртрăмăр. Çав каçран аттен çĕнĕ мăшăрне анне тесе калама пуçларăмăр. Вăл виçĕ ача çуратрĕ. Пĕри сăпкара чухне куç ӳкнипе пурнăçран уйрăлнă. Тепри такам тĕксе янипе шыва кайса вилнĕ. Лена Шупашкарта пурăнать». Анастасия Васильевна 1940 çулта Яманакри 7 çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухнă. Шкулта вăл питĕ лайăх вĕреннипе палăрнă. Виçĕ тантăш — икĕ хĕрачапа пĕр арçын ача — Çĕрпӳри педучилищĕне вĕренме кайнă. Диплом илсен ăна Трак тăрăхĕнчи Чатукасси шкулне пуçламăш классене вĕрентме янă. Унта 3 çул ĕçленĕ. «Çын патĕнче хваттерте пурăннă. Кил хуçи хĕрарăмĕн ывăлĕ Михаил Кузьмич хăй вăхăтĕнче пуçламăш классене вĕрентнĕ, ăна 1941 çулта вăрçа илсе кайнă. Вăл 1946 çулта килне таврăнчĕ. «Манăн аннепе савăнса ялтах пурăнмалла та, анчах шкулта ĕçлеме вырăн çук», — тетчĕ. «Маншăн пăшăрханса тăракан çын ниçта та çук. Аттепе анне те çук, халĕ эпĕ хампа хам хуçа. Мана хăть те ăçта куçарччăр — завронона кайса кала», — терĕм. Вара мана тăван яла, Яманак шкулне, куçарчĕç. Салтак каччи Чатукассинче ĕçлеме пуçларĕ», — калаçăва сыпăнтарчĕ хисеплĕ вĕрентекен. <...>
Роза ВЛАСОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас