Хыпар 122 (28298) № 29.10.2024

29 Юпа, 2024

Хваттерсем – социаллă ушкăнсем валли

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Правительствăри çĕнĕ çынпа паллаштарнинчен пуçларĕ. Республикăн тасатакан биологи сооруженийĕсен гендиректорне Максим Иванова Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ пулма уйăрса лартнă. Вăл строительство комплексĕшĕн, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхшăн яваплă пулĕ.

Малалли — çирĕплетнĕ кун йĕркипе килĕшӳллĕн. Строительство министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Максимов халăхăн социаллă ушкăнĕсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерес ыйтупа сăмах илчĕ — кăçал ку енĕпе тунă ĕçе тишкерчĕ. Асăннă ушкăнсенчи хваттер черетĕнче тăракан йыш 55 пин çынпа танлашать. Вăл пĕчĕкленни палăрать — çулталăк пуçламăшĕнчипе танлаштарсан 4% чакнă. Чи малтанах — тăлăхсем. Вĕсен йышĕ самай пысăк — 1,9 пин çын ытла. Хваттер памалли вăхăт çитнисене тăваткал метрсемпе тивĕçтерме кăçал 1,2 миллиард тенке яхăн уйăрма палăртнă — пĕлтĕрхинчен 1,3 хут пысăкрах. Чылай муниципалитет кăçалхи плана пурнăçланă ĕнтĕ, çапах тăлăхсем валли хваттер суйласа илмен округсем те пур-ха. Владимир Михайлович 2024 çулта 430 тăлăх хваттерлĕ пулассине çирĕплетрĕ. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан — 138%. Тепĕр категори — нумай ачаллă çемьесем. 421 çемьерен 133-шĕ валли хваттерсем туяннă. Тăваткал метрсем вырăнне пурăнмалли çурт-йĕр сертификачĕ илекен те чылай. Çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтермелли программăпа 476 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă. Пурне те, 468 çемьене, сертификатсем панă. Владимир Максимов асăрхаттарчĕ: ипотекăпа çыхăннă лару-тăру улшăннă май пулăшу кӳнĕ чухне тăваткал метр хакĕсене те çĕнĕрен палăртмалла — çакна çитес çул валли шута илмелле. Ипотекăшăн пирвайхи взнос хывассипе çыхăннă пулăшу валли 530 миллион тенкĕ пăхса хăварнă — 462 çемье валли. 426-шĕ пурăнмалли условисене лайăхлатма та ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Унсăр пуçне ДОМ.РФ корпораци хутшăннипе пурнăçланакан программа пур — кредит проценчĕсене 3 пункт чухлĕ чакараканскер. Ун валли 100 миллион тенкĕ уйăрнă, анчах çак мелпе усă куракан сахаллине кура асăннă виçене пĕчĕклетнĕ — 50 миллион тенкĕ хăварнă. Унпа 24 çемье усă курнă. Çавăн пекех Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене, инваличĕсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерме 74 миллион тенкĕ уйăрнă — 28 çын пурăнмалли условисене лайăхлатнă. Херсон облаçĕнчен куçса килнисем валли федераци бюджетĕнчен уйăрнă 27 миллион тенкĕпе хваттерсем туяннă. «Пĕтĕмĕшле илсен лару-тăру пирĕншĕн уçăмлă. Уйăрнă укçапа усă курассине туллин тивĕçтерĕпĕр», — çирĕплетрĕ министр тивĕçĕсене пурнăçлакан. Олег Николаев патшалăх пулăшăвĕн шучĕпе уйăракан укçа строительство отрасльне тĕревлемелли инвестици пулнине çирĕплетрĕ, çавна май республика социаллă ушкăнсен хваттер черетне пĕчĕклетме ăнтăлни пурăнмалли условисене лайăхлатмалли çынсемшĕн кăна мар, строителсьемшĕн те лайăх. Вăрмансенчи пушарсемпе çыхăннă лару-тăру хăрушлăхĕн тапхăрне мĕнле ирттернине çут çанталăк ресурсĕсен министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Елена Хомченко пĕтĕмлетрĕ. 2024 çулта республикăри вăрмансенче пĕтĕмпе 13 пушар пулнă. Вĕсенчен çиччĕшне çут çанталăк пулăмĕсем сăлтавланă — çиçĕм çапнипе пулнă. Ыттисемшĕн çынсем айăплă — вут-çулăмпа асăрханманнипе пушар тухнă. Пушарсене сарăлма паман — çакă пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çанталăк типĕ те шăрăх тăнине пăхмасăр кăçал вăрмансен вут-çулăм сиенленĕ лаптăкĕсем пĕчĕкленни курăнать. Тĕрĕссипе, çак лаптăк çуллен чакса пырать. Кунта, паллах, тивĕçлĕ тытăмсен профилактикăпа çыхăннă ĕçĕн кăтартăвĕ курăмлă. Кăçалхи рейд мероприятийĕсен шучĕ кăна — 5,3 пин ытла! Министерство, лесничествăсем вăрмансемпе чикĕленекен çĕрсен хуçисене тупса палăртас енĕпе пысăк ĕç тăваççĕ. Вут-çулăм йывăçсем çине çав территорисенчен куçас хăрушлăх та пысăк-çке. Вăрманçăсем асăрхаттарнине кура «Чăвашэнерго», çулйĕр организацийĕсем хăйсен территорийĕсене тасатас енĕпе чылай ĕç тунă, Раççей чукун çулĕсем вара ыйтнисĕннине туса çитереймен — çавăнпа прокуратурăн хушша кĕме тивнĕ. Штрафланă та — чукун çул компанийĕ малашне вăрманçăсен ыйтăвĕ çине алă сулмалла мар пек. Республика Пуçлăхĕ муниципалитетсен влаçĕсене, вăрман хуралĕн сотрудникĕсене, Çут çанталăк ресурсĕсен министерствине тимлĕ ĕçшĕн тав турĕ. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


Виçĕ тĕллевли лайăхрах аталанать

Ыран Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунне Шупашкарта уявлама савăнăçлă пухăва «Вăрнар аш-какай комбиначĕ» тулли мар яваплă общество» компани представителĕсем те хутшăнаççĕ. Кăçалхи ĕçĕсем, çĕнĕлĕхсем çинчен каласа памалли чылай.

35-шер центнер Компани президенчĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов вĕсемпе паллаштарма «Хыпар» Издательство çуртне килчĕ, чăваш хаçат-журналĕшĕн йывăр тапхăрта «Хыпар», ытти кăларăм умне тухса тăнă çивĕч ыйтусемпе кăсăкланчĕ. Виктория Вышинская директор-тĕп редактор агропром организацийĕсем те пулăшмасан вĕсене татса парайманнине уçăмлăнах палăртрĕ. Çакăн хыççăн калаçу компани ĕçĕ çине куçрĕ, вăл професси кунне производствăн мĕнле кăтартăвĕсемпе кĕтсе илни кăсăклантарчĕ. Унăн 30 пине яхăн га çĕрĕ Вăрнар, Йĕпреç, Çĕмĕрле тата Красноармейски округĕсенче вырнаçнă. Тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем, çĕр улми туса илеççĕ. Компание кĕрекен «Таябинка» агрофирмăра кăçал пĕрремĕш хут 300-е яхăн га ясмăк ªчечевицаº акса çитĕнтернĕ, шăрăх çул кашни гектартан 15 центнера яхăн пухса кĕртнĕ. Хуçалăхра ăна ӳстерме пуçланă çеç-ха, çавăнпа тухăçĕ пысăках мар. Çĕршывра вăтамран 16-20 центнер илеççĕ. Сутлăх хакĕ тĕш тырăран темиçе хут пысăкрах. — «Таябинкăра» 2024 çулта пăрçа 1500 га йышăнчĕ, 35-шер центнер пачĕ, — терĕ Юрий Алексеевич. — Ăна пĕлтĕр Китая та ăсатрăмăр, кăçал сутма тытăнман-ха. Хакĕ иртнĕ çулхинчен пысăкрах пуласса шанатпăр. Агрохолдингра тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем кашни гектартан вăтамран 35 ц пуçтарса илтĕмĕр. Ку округăн тата республикăн вăтам кăтартăвĕнчен чылай пысăкрах. Çу уйăхĕн 1-12-мĕшĕсенче çанталăк сивĕ тăнăран тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсен вегетацийĕ çав кунсем хыççăн çеç вăй илнĕ тата çĕртмеутă уйăхĕсенче шăрăх тăнă пулин те çав тухăçа мĕнле майпа илме пултарнă? Палăртнă хушăра çумăр çунăран техника уя кĕреймен пирки çур аки тăсăлса кайман-и? — Агрохолдингăн ял хуçалăх культурисем туса илмелли хальхи йышши тракторсем, çав шутра «Кировецсем», «Джон Дирсем», ытти модификаци, машинăсем, ку шутра паянхи стандартпа килĕшсе тăракан плугсем, «Джон Дир» тата «Вадерштад» сеялкисем, пур, — хуравларĕ ертӳçĕ. — Пысăк тухăç илесси вĕсенчен те килет. Çапла, малтан çумăр йĕркеллĕ ĕçлеме памарĕ пулин те çуртри тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене çав уйăхрах, тăпран тымар шайĕнчи сийĕнче нӳрĕк çителĕклех чухне, акса хăвартăмăр, çур акине çĕртме уйăхне кĕртсе ямарăмăр. Çĕртмен 1-мĕшĕнчен пуçласа утă уйăхĕн виççĕмĕш 10 кунĕччен пирĕн çĕрсем çине те çумăр культурăсен тымарне витерсе е тăпрана ислентерсе пĕрре те çумарĕ. Çавах пирĕн тухăç начар мар. Кĕрхисем лайăхрах Мĕншĕн тесен холдинг тыр-пула агротехнологие çирĕп пăхăнса акать тата пухса кĕртет, минерал удобренийĕпе темиçе хут лайăх апатлантарать, ӳсен-тăрана сăтăрçăсенчен вăхăтра хӳтĕлет, тăпрана калипе, акшар çăнăхĕпе ªизвеçпеº те пулăхлатать, кĕрхи культурăсене çу каçиччен кантарнă лаптăксене акать. Çурхисене тăпрара нӳрĕк çителĕклĕ чухне акса хăварнăран, удобренипе лайăх апатлантарнăран шăрăх пуçланиччен вĕсен тымарĕ çирĕпленсе юлнă. — Республикăри хуçалăхсен нумай çулхи практики кĕрхи тĕш тырă культурисем çурхисенчен тухăç ытларах панине çирĕплетет. Çавăнпа кĕрхисене эпир те çуллен пысăк лаптăкра акатпăр. Кăçал вĕсем тухăç 45-50-шар ц пачĕç, — палăртрĕ Юрий Попов. — 2025 çулта пухса кĕртме 7 пин га çине варăнтартăмăр, парка шăтрĕç, калча аван çитĕнсе, тымар тĕрекленсе юлчĕ. Çурхи ĕçсем пуçлансан кĕрхисен лаптăкĕсене сӳрелесе нӳрĕк тытрăмăр, тăпра кушăрхама тытăниччен тата каярахпа калча çине кĕрсе минерал удобренийĕпе апатлантартăмăр. Çавăнпа вĕсем ашкăрсах çитĕнчĕç, шăрăха чăтса ирттерме çурхисенчен лайăхрах хатĕрленсе ĕлкĕрчĕç. Çĕртме уйăхĕнче çумăр тăпрана 15-20 сантиметр таран темиçе хут витерсе çунă тăк 70-шер ц таран пуçтарса илеттĕмĕрех. Иртнĕ çулсенче вăл е ку лаптăк 80-шар ц тухăç пани те пулнă. Тĕрен шайĕнче нӳрĕк юлманран тырă пуссинчи çĕр çĕртме уйăхĕн вĕçĕнчен çурăлма тытăнчĕ. Культурăсем нӳрĕксĕр аптăранине курса Юрий Поповăн та чĕри ыратнă, анчах вăл йывăр шухăша пуçран хăвалама тăрăшнă. — Паллах, çав самантра тырă шăпи пирки эпĕ те иккĕленнĕ, анчах иртнĕ çулсенчи вăтам тухăçа та пулин илес ĕмĕт мана пăрахса каймарĕ. Агротехнологие тĕпе хурса вăхăтра паха вăрлăх акнă, удобренипе лайăх апатлантарнă, сăтăрçăсене пĕтернĕ, ытти ĕçе тунă тăк кирек хăш хуçалăх та 30 центнертан кая мар пухса кĕртетех, — терĕ ертӳçĕ. Кăçал тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсем агрохолдингăн Вăрнар уйрăмĕнче — 23 пин, Йĕпреç участокĕнче — 3 пин, Красноармейски уйрăмĕнче 22 пин тонна е 2023 çулхинчен ытларах пуçтарса илнĕ. Çак шута тĕшĕлĕх куккурус (5 пин ытла тонна) кĕрет, çулла ăшă тăнăран кăçал лайăх пулнă. Вăл выльăхшăн тырăран пахарах, сутлăх хакĕ те пысăкрах. Паян кашни килограмшăн 20 тенкĕрен сахал мар тӳлеççĕ, лайăх тырăшăн 15-шер тенкĕ таран çеç параççĕ. Агрохолдинг выльăха хăй туса илнĕ тырăпах туллин тивĕçтерет, ытлашшине сутать. Компани пĕр вăхăтрах ял хуçалăх культурисем, выльăхран продукци туса илет тата унран апат-çимĕç хатĕрлет. Виçĕ тĕллевлĕ производствăна Николай Семенов «Вăрнар аш-какай комбиначĕ» обществăн гендиректорĕ чухне йĕркелесе янă (ун чухне пĕр сысна ферми, пĕчĕк çĕр лаптăкĕсем пулнă). 2003 çул хыççăн ăна Юрий Попов ертсе пынипе аталантарнă. Çав çул тĕлне сысна 3-5 пин пуç таран çеç усранă, каярахпа Вăрнар уйрăмĕнче кăна 15-20 пин пуçа çитернĕ, Красноармейскипе Йĕпреç районĕсенче те ĕрчетме тытăннă — Вăрнар комбинатне ашпа хăйсемех 100% тивĕçтернĕ. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Филиал тухăçĕ питĕ лайăх

«Авангард» обществăн «Çĕрпӳ беконĕ» филиалĕ 2024 çулта кашни гектартан вăтамран 40,4 центнер тырă пухса кĕртрĕ. Çак кăтарту — республикăри хуçалăхсен хушшинче чи пысăккисенчен пĕри. Çакăн сăлтавне мĕнпе ăнлантармалла?

— Сеялкăсене уя ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче кăларса çанталăк йĕпене кайиччен мĕн пур лаптăкăн пĕр пайне варăнтарса ĕлкĕртĕмĕр, — терĕ филиалăн тĕп агрономĕ Алина Разумова. — Çу уйăхĕн 1-12-мĕшĕсенче çумăр çуман тата çĕрле сивĕтмен тĕк акана иртнĕ çулсенчи пекех 9-мĕшĕ тĕлне вĕçлеттĕмĕр. 7-мĕшĕнче пирĕн тăрăхра вăйлах çурĕ, çĕрле 4 градус таран сивĕ тăчĕ, çурхи калча пăртак шăнчĕ. Ăна минерал удобренийĕпе апатлантарнă хыççăн кăна вăй илчĕ. Кĕрхисен калчине те кăштах тăм илнĕрен çулçă вĕçĕсем хуралчĕç. Çурхи культурăсен вегетацийĕ çанталăк ăшăтсан кăна, çу уйăхĕн 12-мĕшĕ хыççăн, тапранчĕ, çавăнпа вĕсем çĕртме уйăхĕнчи шăрăха япăхрах хатĕрленсе кĕтсе илчĕç. Кашни гектартан çурхи тулă вăтамран — 29,5, урпа 31,6 ц пачĕç. Кĕрхисем çав уйăхра тăпраран нӳрĕк тата минерал удобренийĕ ытларах илсе юлчĕç, çĕртме уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлне тымарĕ те вăйлăрахчĕ. Çавăнпа шăрăха лайăхрах чăтса ирттерчĕç. Кĕрхи тулă 52-шер ц тухрĕ. Çĕртме тата утă уйăхĕсенче уйра эпĕ çак тухăçа илесси пирки шухăшлама та пултарайман. Тăпран тымар шайĕнчи сийĕнчен нӳрĕк кайса пĕтнĕрен 15-20 сантиметр тарăнăшĕнче чул пек хытăччĕ, çĕр унта та кунта çурăлнăччĕ. Чăвашгидрометеоцентр кайран Çĕрпӳ тăрăхĕнче ытти хăш-пĕр округринчен çумăр чылай сахалрах çунине çирĕплетрĕ. Çапах кăçалхи шăрăхра та пирĕн тухăç лайăх пулчĕ. Çу уйăхĕн 28-мĕшĕччен акса хăварнă вăрлăх шăрăх пуçланиччен шăтса, çитĕнсе, калча тымарĕ вăй илсе, çирĕпленсе юлчĕ. Кĕрхисем çав кун тĕлне пушшех маттурччĕ. Вĕсене çуркунне минерал удобренийĕпе темиçе хут лайăх апатлантарса шăрăхпа кĕрешме вăй патăмăр. Унăн виçи республикăн вăтам кăтартăвĕнчен чылай пысăкрах. Лаптăксенчи çум курăка тата сăтăрçăсене вăхăтра пĕтертĕмĕр. Çак тата агротехнологире пăхнă ытти ĕçе лайăх пурнăçланăран кăçал та пысăк тухăç илме пултартăмăр. Филиал пурĕ 24 пин те 116 тонна тырă пухса кĕртрĕ. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Сăн укерчĕксенче – 1936 çул

1934 çулта, 90 çул каялла, Иосиф Сталин Атăл тăрăхĕнчи регионсенче те аграрин хăватлă базине хывма тĕллев лартнă. Çак сăн ӳкерчĕксем «СССР на стройке» журналăн 1936 çулхи авăн уйăхĕнчи 9-мĕш номерĕнче Чулхулара çуралса ӳснĕ Максим Горький писатель редакциленипе пичетленнĕ.

Унăн юлашки (36-мĕш) страницинчен çакна пĕлетпĕр: кăларăма «Чăваш Совет Республикине халалланă», тиражĕ 40481 экз., журнал вырăс, нимĕç, француз тата акăлчан чĕлхисемпе уйăхсерен иллюстрацисемпе кун çути курать. Европăри çĕршывсем валли нумай хут ытларах кăларса Совет Союзĕнче çĕнĕ общество тăвакансене пропагандăланă. Ӳнер критикĕ Михаил Боде пĕтĕмлетнĕ тăрăх, «журналта СССРа идеализацилесе кăтартнă». Ăна Нобель премийĕн лауреачĕсем Бернард Шоу, Джон Голсуорси, Ромен Роллан писательсем, Владимир Ленинпа тата Иосиф Сталинпа тĕл пулнă Англи çыравçи Герберт Уэллс, тĕнчери ытти паллă çын çырăнса илнĕ, 9-мĕш номерпе паллашса чăвашсем çинчен те пĕлнĕ. Сăн ӳкерчĕксем номерте тĕп вырăн йышăнаççĕ, вĕсене ăнлантарса çырни питĕ сахал. Текст авторĕ, номер тĕллевĕсене палăртаканни, ĕçе йĕркелекенни — каярахпа совет писателĕ пулса тăнă Эмилий Миндлин (1955 çулта «совет влаçне хирĕçле калаçнăшăн» судпа айăпланнă, таса ятне 1971 çулта тавăрнă). Сăн ӳкерчĕксен пысăкрах пайĕн авторĕ — 1930 çулсенче «СССР на стройке» журнал редакцийĕнче ĕçленĕ Макс Альперт. Ăна тĕнчере анлă сарăлнă «Комбат» фотона тунăран, 1945 çулхи çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Мускавра иртнĕ Аслă Çĕнтерӳ парадне, Иосиф Сталина, Максим Горькие, Юрий Гагарина, паллă ытти çынна ӳкернĕрен пĕлетпĕр. Чăваш АССРне халалланă номер валли сăн ӳкерчĕксем тума Чăваш Ене вăл килнĕ. Темиçе ӳкерчĕк авторĕсем — Владимир Бурштейн тата Иван Акмен ªЧĕмпĕр кĕпĕрнинче çуралнăº. Иван 1935-1938 çулсенче «Союзкинохроникăн» Чăваш АССРĕнчи базин операторĕ пулнă. В.Бурштейнăн «Çĕмĕрле. Çĕнĕ мунча» тата «Учительсен Атăл леш енчи кану çурчĕ» сăн ӳкерчĕкĕсем «Красная Чувашия» хаçатăн 1936 çулхи авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнчи номерĕнче пичетленнĕ. «СССР на стройке» журнал 1930 çулта «Наши достижения» журналтан юпленсе тухнă, 1930- 1941 çулсенче — «СССР на стройке», 1949 çултанпа «Советский Союз» ятпа тухса тăнă. – Максим Горький «СССР на стройке» журналăн Чăваш АССРне халалланă 9-мĕш номерĕпе паллашма пултарайман, мĕншĕн тесен 1936 çулхи çĕртме уйăхĕнче пурнăçран уйрăлнă, — каласа пачĕ номере епле кăларнине тĕпченĕ Валерий Алексеев журналист. — Кунта Горький «Наши достижения» журнал редакцийĕн заведующине Василий Бобрышева панă сĕнĕве илсе кăтартни вырăнлă: «Эсир «Н.Д.» журнала çырса тăма вак халăхсен писателĕсене явăçтарас тенине пĕтĕмпех ырлатăп. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   


Шаркан пĕремĕкĕ – Чăваш Енри ĕçтешĕмĕре

Кĕçех чăваш культурине тарăнрах тишкерме тытăнăп тесе унччен шухăшлама та пултарайман эпĕ. Мускаври ВДНХра Пĕтĕм тĕнчери «Раççей» курав-форумра волонтерта ĕçленĕ чухне эпир Чăваш Ен стендне пĕрре курсах юратрăмăр, чăвашсемпе туслашрăмăр. Вĕсем пирĕн Удмурт Республикин стендĕнчен инçех марччĕ. Чăваш Ен стендĕнче хăнасене халăх юрри-ташшипе кĕтсе илетчĕç. Унта ялан çын нумай пулнипе ăна тупма та йывăр марччĕ. Тĕрлĕ ăсталăх класĕ, авалхи наци тумĕ, тĕрлеме вĕрентекен лаборатори тата халăх хореографийĕ — çакă пĕтĕмпех хăнасене илĕртрĕ. Эпир Чăваш Республикин пултарулăх коллективĕсемпе паллашнă май вĕсен пултарулăхне кăмăллакансем пулса тăтăмăр.

Унтанпа нумай та вăхăт иртмерĕ — Чăваш Ен культурипе çывăхрах паллашма май пулчĕ. Авăн уйăхĕн вĕçĕнче Удмурт Республикин культура учрежденийĕсен ĕçченĕсем Чăваш Ене çитсе курчĕç — унта квалификаци ӳстермелли «Муниципалитетсен культурăпа кану учрежденийĕсен чи лайăх практикисем» курссем пулчĕç. Удмурти ушкăнне Республикăн халăх пултарулăхĕн çурчĕн директорĕ Светлана Кайсина ертсе пычĕ. Чăваш çĕрĕ çинче асран кайми виçĕ кун ирттертĕмĕр, кунта йăла-йĕркене лайăх упранине курса ĕнентĕмĕр. Пултарулăх ушкăнĕсемпе тĕл пулсан та ăрусен çыхăнăвĕ сисĕнчĕ. Пĕрремĕш кунне Удмурти делегацийĕ «Трактор тăвакансен культура керменĕ» халăх пултарулăхĕн центрĕнче пултăмăр. «Сувар» халăх ташшин ансамблĕ, Раççей халăх пултарулăхĕн тава тивĕçлĕ «Родные просторы» коллективĕ, Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищин студентсен «Янтал» фольклор ансамблĕ илемлĕ номерсемпе савăнтарчĕç. Халăх пултарулăхĕн центрĕн ĕçĕ-хĕлĕпе вара унăн директорĕ Наталья Фошина паллаштарчĕ. Чăваш Енĕн ăнăçлă проекчĕсем çинчен Шупашкар хулин администрацийĕн культурăпа туризм аталанăвĕн управленийĕн методикăпа аналитика пайĕн ертӳçи Тамара Шамсеева каласа пачĕ. Пирĕнпе Халăх пултарулăхĕн центрĕн директорĕн çумĕ Валентина Яковлева ĕçлерĕ. Мĕнешкел профессионал вăл, хăйĕн ĕçне лайăх пĕлет, ăна республикăра та питĕ хисеплеççĕ. Çакна виçĕ кунра хамăр курса ĕнентĕмĕр. Раççейĕн тĕрленĕ картти мăнаçлăхĕпе тĕлĕнтерчĕ. Проекта Чăваш Республики Раççей халăхĕсен культура еткерлĕхĕн çулталăкĕнче пуçарнă, çĕршыври пĕтĕм халăхăн культурине пĕр пусмара кăтартнă. Карттăна хатĕрлеме Раççейĕн пĕтĕм регионĕнчи 260 ытла ăста ĕçленĕ, çав шутра Удмуртирен те. Унра — мĕн чухлĕ çын шăпи! Луганск халăх республикин ăстисем ăна лăпкă мар лару-тăрура, путвалта тĕрленĕ, тĕрĕ хатĕрĕ туянма тупă сасси кĕрленĕ вăхăтра таксипе кайса килнĕ. Вĕсен аллисен ăшши пирĕн çĕршыв карттине ăшăтать. Иккĕмĕш куна «Ровесник» культура çуртĕнчен пуçларăмăр. Унăн ертӳçи Александр Матвеев Удмуртири Шаркан районĕнче пулса курнă, регионсен хушшинчи çамрăксен ялти культура ĕçченĕсем валли йĕркеленĕ «Прогресс 3.0» вĕренӳ лагерьне хутшăннă. Çулталăк каялла Шарканра федерацин Атăлçи округĕнчи 14 çамрăк специалист пуçтарăннăччĕ. Хальхинче вара Александр Матвеев «Ровесник» культура çуртĕнче пирĕн валли экскурси ирттерчĕ, мĕнле проектсем пурнăçланнине каласа кăтартрĕ. Чăваш эстрада артисчĕ Николай Пыркин баян каласа савăнтарни пирĕншĕн ырă кĕтменлĕх пулчĕ. Лидия Малина ăсталанă чăваш капăрлăхĕсен куравĕ питĕ килĕшрĕ. Юнашар регионта юлташсене тĕл пулма мĕн тери кăмăллă! Александр Матвеев вара Шаркан пĕремĕкĕшĕн питĕ савăнчĕ, удмурт çĕрĕ çинчи ĕçтешĕсене салам каласа ячĕ. Сĕнтĕрвăррине те çитрĕмĕр. Ку хула историйĕпе тата паллă пулăмĕсемпе кăсăклантарать. Атăл çыранĕнче тата Тĕп библиотекăра театрализациленĕ мероприяти курни кăмăллă пулчĕ. Хулан историллĕ пайĕпе пире унти пĕрлештернĕ клуб тытăмĕн директорĕ Антон Рауд паллаштарчĕ. Ку вырăнтан Атăл уйрăмах илемлĕ курăннăн туйăнчĕ. Виççĕмĕш кунне Чăваш культурăпа искусствăсен институчĕн хăйне евĕрлĕ индустрисен шкулне çитрĕмĕр. Унта шкул ачисемпе студентсем сасă режиссурине, мультипликацие, сăн тата видео ӳкерме, вăйă хатĕрлеме, чăн мар ăс-хакăлпа ĕçлеме вĕренеççĕ. Эдуард Кранк çыравçăпа паллашни уйрăмах асра юлчĕ — вăл пире хăйĕн кĕнекисене парнелерĕ. <...>

Валентина САВЕЛЬЕВА.

Удмурт Республики.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.