«Хыпар» 122 (27705) № 27.10.2020

27 Юпа, 2020

«Окопа сарлака та тарăн алттаратчĕç»

«Çав вăхăтсене куççульсĕр аса илме çук. Ах, ытла йывăр пулчĕ-çке ун чухне. Шартлама сивĕ тăнăран шăнса чирлекенсем те пулчĕç», — çапла палăртаççĕ хаяр вăрçă çулĕсенче Сăр хĕрринче окоп чавнă çынсем.
Шартлама сивве пăхмасăр

Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕкре пурăнакан 98-ти Ефросиния Мисякова çав çулсене хумханмасăр аса илеймест. Вăл Улатăр енче окоп чавма хутшăннă. «Окопсене тем тарăнăш тата тем сарлакăш чавтарчĕç. Танксем ан каçайччăр тесе тутарнă вĕт вĕсене. Йăлтах алăпа аппаланнă, ун чухне трактор та, лаша та пулман. Шартлама сивĕччĕ. Эпир вăрманта çĕр пÿртре çĕр каçаттăмăр», — тет Ефросиния Максимовна. Вĕсен çемйинчи тăватă çынна окоп чавма янă.
Историрен çакă паллă: Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан тăшман вун-вун хулана питĕ кĕске вăхăтра ярса илнĕ, тĕпрен илсен — оборона линийĕсем çукран. Çакна тĕпе хурса пысăк хуласем тавра окопсем чавма йышăннă. Çĕршывăн Оборона патшалăх комитечĕн 1941 çулхи юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнчи хушăвĕпе килĕшÿллĕн Чăваш АССРĕн Халăх комиссарĕсен канашĕ тата ВКП/б/ Чăваш обкомĕн бюровĕ пирĕн республикăра Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисен строительствине тумаллине палăртнă. Унта 17 çултан аслăрах, çирĕп сывлăхлă çынсене явăçтарма сĕннĕ.
Хÿтĕлев сооруженийĕсен строительствинче ăмăртусем йĕркеленĕ: çак ĕçсене пахалăхлăн пурнăçламалла тата хăвăртрах пĕтермелле. Малта пыракан коллектива куçса çÿрекен Хĕрлĕ Ялавпа чысланă. Ыттисене ырă тĕслĕх кăтартакан участоксене, бригадăсене, звеносемпе уйрăм çынсене хавхалантармалли тытăма ĕçе кĕртнĕ. Окоп чавма янă çынсене ĕç бригадисене пĕрлештернĕ. «Кашни районăн хăйĕн рабочийĕсене ĕç хатĕрĕсемпе тивĕçтермелле пулнă: кĕреçесемпе, лумсемпе, катмаксемпе, кувалтăсемпе, пăчкăсемпе, наçилккăсемпе тата ыттипе. Строительствăна кустăрмаллă 226 тата гусеницăллă 77 трактор, 5 экскаватор янă. Рабочисене кирлĕ материалсемпе /ĕç хатĕрĕсемпе, вăрманпа, цементпа, кирпĕчпе тата ыттипе/ тивĕçтерес енĕпе мерăсем йышăннă. «Халăха çывăхри ялсенче, бараксенче, вăрманти тата ытти организацин çурчĕсенче вырнаçтармалла, çĕр пÿртсем тумалла. Колхозсен шучĕпе апат çитермелле, котлопунктсем йĕркелемелле», — палăртнă документсенче. Чăвашстройтрест пулемет дзочĕсем валли тимĕр-бетон «калпаксем» тума пуçланă. Артельсем ĕçлекенсене пуртă тата кĕреçе аврисемпе, йывăç кашăк-чашăкпа, çăпатапа, алсишпе тивĕçтернĕ. Сĕнтĕрвăрри тата Шупашкар районĕсенче шурă чул кăларма, вăрман хатĕрлеме пуçланă», — пĕлтерет ЧР патшалăх истори архивĕ.
Окоп чавас ĕç пĕр канмалли кунсăр пынă, темĕнле сивĕ кунсенче те, сывлăш температури 40 градусран аяларах ансан та ĕçлеме чарăнман. Акă Çĕмĕрлере пурăнакан Вера Макаркина аппăшĕ чирлесен ун вырăнне Сăр хĕрринче окоп чавнă. Çав ĕçе тăватă кун çеç хутшăннă пулин те 14-ри хĕрачан самаях нушаланма тивнĕ. «Катмак шăнса ларнă çĕре кĕрейменрен малтан юра чаваттăмăр, çапăсем йăтса кăвайт чĕртеттĕмĕр. Çĕр кăштах ăшăнсан тин чавма май килетчĕ. Кăштах ăшăнас, йывăр ĕçлесе йĕп-йĕпе пулнă тумтире типĕтес тесе çынсем тимĕр кăмака чĕртетчĕç. Çĕр каçма яла таврăнман, юнашар çуртсене хваттере кĕнĕ. Ун чухне çав тери сивĕччĕ, вăл ахаль те çăмăл мар ĕçе пушшех йывăрлататчĕ», — аса илсе каласа кăтартнă Хĕрлĕ Чутай районĕнче çуралса ÿснĕ хĕрарăм Çĕмĕрлери 3-мĕш шкулти шырав отрячĕн хастарĕсене.
Палăксем те, медаль те
Хуласемпе ял-поселок тавра оборона линийĕсем тăвасси чăнласах та пĕтĕм халăх ĕçĕ пулса тăнă. Чăваш Енре вĕсене чавас тата малашне пăхса тăрас ĕçе 1941-1944 çулсенче вун-вун пин çынна явăçтарнă. Калама çук йывăр условисенче тар юхтарма тивнĕ пулин те окопсене кĕске вăхăтра чавса пĕтернĕ, телее, вĕсемпе тĕллевлĕн усă курма пÿрмен. Кайран дзотсемпе çĕр пÿртсене пахча çимĕç упрама панă.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Сăр чиккин строительстви пирки астăвăма упрама чĕнсе калать. Вăл çак пулăма халăхăн чăн-чăн паттăрлăхĕ тесе палăртать. Олег Николаев 2021 çул пирĕн республикăра Сăр тата Хусан оборона чиккисен строителĕсен ĕç паттăрлăхне халалланă çулталăк пулассине пĕлтерчĕ.
Халăхăн хÿтĕлев сооруженийĕсене тăвас ĕçри паттăрлăхне Чăваш Енре асра тытма тăрăшаççĕ. Акă Çĕмĕрлере 3-мĕш шкул ачисемпе общество хастарĕсем 2013 çултанпа Сăр чиккин лаптăкне юсаса çĕнетеççĕ тата пăхса тăраççĕ. Уçă тÿпе айĕнче музейре тĕлпулусем, ытти мероприяти ирттереççĕ. Ку проект республика Пуçлăхĕн грантне икĕ хутчен тивĕçнĕ. Хÿтĕлев линийĕн Çĕмĕрлери лаптăкне «чĕртсе тăратас» ĕçĕн пуçаруçисем — вырăнти тавра пĕлÿçĕсем Анатолий Пояндаев тата Николай Кондратьев.
Сăр тата Хусан оборона линийĕсене тăвас ĕçе хутшăннисене халалласа лартнă палăксем те пур пирĕн республикăра. Акă 2010 çулта Сĕнтĕрвăрри районĕнче çакнашкал обелиск уçнă. 2015 çулта Пăрачкавра пурăнакансем окоп чавма хутшăннă çынсен паттăрлăхне çапла майпа халăх асĕнче хăварас тенĕ. Кĕçех пирĕн республикăра федераци пĕлтерĕшлĕ палăк та пулĕ. Çак ыйтăва юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче ЧР Пуçлăхĕ ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура сÿтсе явнă. Вăл Куславкка районĕнче федераци трасси çумĕнче вырнаçĕ. Çак палăк мĕнле пулассине пĕтĕм çĕршывĕпех татса парĕç: Чăваш Ен Раççей çар-истори обществипе пĕрле конкурс ирттерĕ.
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА


Чĕлхесем хăрушлăхра? Вăрçăсăрах
Иртнĕ эрне вĕçĕнче Наци библиотекинче «Патшалăх тата граждан обществин пĕрлешĕвĕсем чăваш чĕлхине упраса хăварма пулăшни» ыйтупа ăслăлăх-практика конференцийĕ ĕçлерĕ.

Ăна «Манăн тăван чĕлхе» проектпа килĕшÿллĕн йĕркеленĕ. Проект тĕллевĕ — Раççей халăхĕсен чĕлхисене упраса хăварассипе çыхăннă ыйтăва çÿллĕ шая çĕклесси, çак ĕçе анлăлатса чĕлхе специалисчĕсене тата ытти хастара явăçтарасси, чĕлхене аталантарас тĕлĕшпе çĕнĕ технологисемпе туллин усă курасси, халăхсен çыхăнăвне çирĕплетесси. Проект федерацин Наци ĕçĕсен агентстви пулăшнипе çĕршывăн пилĕк регионĕнче — Мускавра, Сахалин облаçĕнче, Чăваш, Карели, Мари республикисенче — пурнăçа кĕрет. Конференци йĕркелÿçисем — ЮНЕСКОн «Информаци пурин валли те» программин Раççейри комитечĕ, Регионсен хушшинчи вĕренÿ институчĕ, Регионсенчи библиотекăсене çыхăну тытса ĕçлеме пулăшакан центр, ЧР Наци библиотеки.
Чăваш Енри конференцие влаç тытăмĕнчи специалистсем, ăсчахсем, массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсем, ытти регионти чĕлхеçĕсем хутшăнчĕç. Калаçу, тĕпрен илсен, чĕлхепе çыхăннă лару-тăру республикăра, çавăн пекех Раççей шайĕнче мĕнле пулни пирки пычĕ. Çавăн пекех халăхсем хăйсен тăван чĕлхине упраса малалла аталантарас тĕлĕшпе пурнăçлакан ĕçсем, ку енĕпе хальхи йышши çĕнĕ технологисемпе туллин усă курмалли майсем, çивĕч ытти ыйту пирки те чарăнса тăчĕç.
Чăваш Республикин культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Каликова кашни çыншăн унăн тăван чĕлхи, культури, йăли-йĕрки, юратнă амăшĕ пекех хаклине, çывăххине палăртрĕ. «Манăн шухăшпа, пирĕн те сирĕнпе пĕрле тăрăшса ĕçлесе чăваш чĕлхине тĕнче шайĕнче упраса хăвармалла, — терĕ вăл. Светлана Анатольевна çапла пултăр тесен республикăра çине тăрса ĕçлемелли пирки каларĕ. Çапах мĕн пур- ха пирĕн ку енĕпе? «Чăваш чĕлхине шкулсенче вĕрентеççĕ, ун валли условисем туса панă. Регионсенчи чăваш ялĕсенче те тăван чĕлхе тĕлĕшпе тимлĕ ĕçлекен чылай. Республикăн çĕнĕ ертÿлĕхне илес пулсан, кунта ларакансенчен чылайăшĕ «Чăваш чĕлхине сыхласа малалла аталантарасси» çумпрограммăна хатĕрлеме хутшăнчĕ. Малашне пирĕн хамăр ĕçĕмĕрте тăван чĕлхе чи кĕçĕн çулти ачасемшĕн калаçура, кулленхи пурнăçра питĕ çывăх пултăр тесе тăрăшмалла», — терĕ Светлана Каликова.
Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕ Савватий, ЧР Писательсен союзĕн председателĕ Лидия Филиппова сăмах илчĕç, хăйсен шухăшĕсене асăнчĕç. ЮНЕСКОн «Информаци пурин валли те» программин Раççейри комитечĕн председателĕ, педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ Евгений Кузьмин /Мускав/ «Раççейри тата тĕнчери нумай чĕлхелĕх: йышпа сахал халăхсен чĕлхисене упраса хăварасси тата аталантарасси» ыйтупа инçет мел хатĕрĕпе усă курса доклад турĕ. Евгений Иванович шухăша яракан тĕслĕхсем илсе кăтартрĕ: тĕнчере хальхи вăхăтра 7 пине яхăн чĕлхе. Икĕ эрнере вĕсенчен пĕри çухалать. Çакна шута илес тĕк, çак ĕмĕрĕн варринче халь мĕн пурринчен 50 проценчĕ çеç упранса юлĕ, çĕнĕ тепĕр ĕмĕр пуçламăшĕнче вара — 600-700 чĕлхе.
Экспертсем палăртнă тăрăх, вак халăхсен чĕлхисем кăна мар, пысăк йышпа усă кураканнисем те хăрушлăхра. Тĕнчере чĕлхесен вăрçи пырать тейĕн. Йышпа сахал халăхсен Пĕтĕм тĕнчери çулталăкне йĕркелес тĕлĕшпе ЮНЕСКО çумĕнче ĕçлекен ушкăн членĕ, «Çамрăк Карели» /Петрозаводск/ центрăн председателĕ Алексей Цыкарев глобализаци витĕмне пула чĕлхесен умне тухса тăракан çивĕч ыйтусем пирки чарăнса тăчĕ. Алексей Васильевич 2019 çулта йышпа сахал халăхсен Пĕтĕм тĕнчери çулталăкĕ мĕнле иртни тата ăна 10 çула тăсма мехел çитерни пирки тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Мĕн парĕ çакă? Паян вак халăхсен шутланакан 2680 чĕлхи питĕ йывăр лару-тăрура, вĕсем халь-халь çухалас патне çитнĕ.
Пирĕннисенчен конференцире Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ĕçченĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Алевтина Долгова «Чăваш чĕлхи тĕнче улшăнса пынă вăхăтра: ăна упраса малалла аталантарасси», çавăн пе-кех Чăваш Енри Вĕренÿ институчĕн ректорĕ, филологи ăслăлăхĕсен докторĕ Юрий Исаев «Раççей Федерацийĕнчи халăхсен чĕлхисене вĕренме тата вĕсемпе усă курма условисем туса парасси /Чăваш Республикин тĕслĕхĕ çинче/» темă-семпе доклад турĕç. Алевтина Петровна республикăра чăваш чĕлхине аталантарас тĕлĕшпе патшалăхпа танах общество институчĕсем те — наци культура общество организацийĕсем, Чăваш наци конгресĕ, фольклор ушкăнĕсем, ыттисем — тăвакан ĕçсене аса илчĕ. Юрий Николаевич докладĕнчи шухăшпа, «Республикăри шкулсенче патшалăх шайĕнчи иккĕмĕш чĕлхене — чăваш чĕлхине — вăл хăш халăх ачи пулнине пăхмасăр вĕрентме пуçламасăр эпир тăван чĕлхене упраса хăварма, унтан та ытларах — аталантарма вăй çитерейместпĕр» тенипе, килĕшмеллех. Тĕслĕрен, 2017-2018 вĕренÿ çулĕнче шкулсенче чăваш чĕлхине пĕтĕм вĕренекенĕн 84 проценчĕ шĕкĕлченĕ пулсан, 2018-2019 вĕренÿ çулĕнче — 55 процент. Шухăшламалли, пуç ватмалли пурах.
Пленарлă ларăва Вĕренÿ институчĕн ĕçченĕ, филологи ăслăлăхĕсен докторĕ Альбина Мышкина, Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институчĕн гуманитари, социаллă пурнăçпа экономика дисциплинисен кафедрин доценчĕ Эдуард Фомин, Чăваш наци телерадиокомпанийĕн директорĕн çумĕ Александр Магарин, ыттисем тăсрĕç. Унтан чĕлхеçĕсем секцисенче ĕçлерĕç.

Надежда СМИРНОВА


Çăл куç типсен ял пĕтет

Çапла каланă Анат Татмăшра пурăнакан ватăсем

Мĕн авалтан çăл куç чи сăваплă вырăнсенчен пĕри пулнă. Вăл халăха таса та сиплĕ шывпа тивĕçтернĕ. Выльăх-чĕрлĕх те çăлтан шыв ĕçнĕ, çав вырăнсене ятарласа хăтлăлатса, тирпейлесе тăнă. Анчах юлашки вăхăтра — кашни киле пăрăхпа шыв кĕме пуçланăранпа — чылай çĕрте çав çăлсем япăхнă, нумайăшĕ типнĕ.

«Ял çывăхĕнчи çырмара темиçе вырăнта çăл пурччĕ. Унта эпир хире кайсан пĕрмай шыв ĕçме çÿреттĕмĕр, учительсем те çăл патне илсе каятчĕç, уçă уроксем ирттеретчĕç. Ватă çынсем каланă тăрăх, çав çырмара Киремете мухтаса чÿк тунă. Ун чухне, ахăртнех, çăлти шывпа усă курнă. Анчах вăхăт иртнĕçемĕн çăлсем типрĕç, халĕ пĕр вырăнта кăна тапса тăрать. Шел те, ăна никам та пăхса тăмасть. Ял варринчи çăл та юхăнса кайрĕ», — хурланса калаçнăччĕ Куславкка районĕнче пурăнакан пĕлĕшĕм. Телее, ялсенче хастар çынсем тупăнсах тăраççĕ. Вĕсем тăрăшнипе çăл куç вырăнĕсем тепĕр хут илемленеççĕ.
Акă Элĕк районĕнчи Анат Татмăш ялĕнче пурăнакансем Атăк çăлне хăтлăлатас ĕçе пуçăннă. Унта бетон ункине, пăрăха улăштарнă, çăл тавра çатан карта тытнă. Аякрах мар тирексем, юмансем, каштансем лартнă. Йывăçсен ретне хăрăк-туратран тасатнă. Ку ĕçе икĕ çул каялла Шупашкарти трактор музейĕн директорĕ Альберт Сергеев, ку тăрăхра çуралса ÿснĕскер, пуçарнă. «Анат Татмăш ялĕн пуçĕнче мĕн авалтан Атăк çăлĕ тапса тăрать. Ĕлĕк унта юман валак тăрăх шыв юхнă. Сиплĕ те таса шывпа пĕтĕм ял усă курнă, фермăри выльăхсем те, лашасем те çав шыва ĕçсе тĕрекленнĕ. Анчах юлашки çулсенче сăваплă вырăн тирпейсĕрленчĕ, илемне çухатрĕ. «Атăк çăлĕ типсен ял пĕтет», — тетчĕç ватăсем. Çак çăл куç пирĕн несĕлсен пурнăçĕпе те тачă çыхăннă. Архиври документсем çирĕплетнĕ тăрăх, унта ял пулнă. Атăк ятлă çын килсе вырнаçнă, унăн Татмăш ятлă шăллĕ пулнă», — каласа кăтартрĕ вăл. 1794 çулхи çĕр планĕнче те çак вырăнта çăл тапнине палăртнă.
Альберт Николаевич каланă тăрăх, Атăк çырмин хĕрринче ĕлĕк чÿк тунă. «Эпир çамрăк чухне те çумăр нумай вăхăт çумасан асатте- асанне кунта килсе пăтă пĕçерсе чÿк тăватчĕ. Тĕлĕнмелле те, çав кунах е тепĕр кун çумăр çăватчĕ», — терĕ вăл. Альберт Сергеев çак вырăнта парк тăвас ĕмĕтпе пурăнать. Унăн проектне те хатĕрленĕ, анчах вырăнти влаç унăн шухăшне ырласа йышăнман.
Ехремкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алина Моисеева каланă тăрăх, Атăк çăлне хăтлăлатмалли проекта бюджета кĕртмен. «Патшалăх уйăрнă укçа-тенкĕпе ялсенче çулсем тăватпăр, шыв башнисене юсатпăр. Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнĕ ятпа ялсене панă укçапа ача-пăча лапамĕсем турăмăр, вăрçă палăкĕсене çĕнетрĕмĕр, карта тытрăмăр…» — терĕ вăл.
Телее, вырăнти тÿре-шара пур çĕрте те пĕр мар. Акă Вăрмар районĕнчи Кĕтеснерте тăватă çăл тапса тăрать. Ял тăрăхĕн администрацийĕпе ял-йыш тăрăшнипе виççĕшне хăтлăлатнă. «Строительство материалĕсене вырăнти бюджет укçипе туяннă, ниме йĕркелесе çăл патĕнче урай сарнă, картлашка тунă... Çăлран шыв илеççĕ, хуларисем уйрăмах кăмăллаççĕ. Ку çăлсем авалах пулнă. Унта ĕлĕк ял хĕрарăмĕсем кĕпе чÿхеме те çÿренĕ. Çак йăлана асра тытса пĕр çăлĕ патĕнче кĕпе чÿхемелли вырăн туса панă. Унта аслăрах хĕрарăмсем кавир, михĕ тата ытти япала чÿхеççĕ», — терĕ ял тăрăхĕн администрацийĕн ĕçченĕ. Ял тăрăхне кĕрекен Кивĕ Шулханти çăла та юсаса çĕнетнĕ, Эçпеперине кăçал тирпейлеме палăртнă.
«Эпир Вăрмар районĕнчи Çĕнĕ Кинчер шкулĕнче вĕреннĕ. Ял варринче валак тăрăх юхса выртакан çăл яланах куç умĕнче. Эпир кашни кун темиçе хут та шыв ăсма çырмана анаттăмăр. Унтах выляттăмăр, савăнаттăмăр. Çамрăк та шухă пулнă, нимрен те шикленмен. Ушкăнпа пĕрле пур йывăрлăха парăнтараттăмăр. Нумаях пулмасть çав яла çитсе курма тÿр килчĕ. Асра тытнă çăла курсан питĕ хĕпĕртерĕм. Унти шыва тăраниччен ĕçрĕм. Çут çанталăк пуянлăхне упракансен умĕнче пуçăма таятăп», — савăннине пытармарĕ Шупашкарта пурăнакан Мария Афанасьева.
Чăваш Енре сăваплă çăл куç чылай. Кашнинех хăтлăлатса илемлетнĕ: çăл патĕнче хĕрес, хăш-пĕр вырăнта часавай лартнă. Турра ĕненекенсем Кăшарнире унти шывпа çăвăнас йăла пур. Акă Улатăр районĕнчи Иваньково-Ленино çывăхĕнчи çăла Илле пророк ятне панă. Çăлтан аякрах мар Шолм тăвĕ çинче ĕлĕк часавай пулнă. Анчах совет вăхăтĕнче çăл вырăнĕ юхăннă, 2013 çулта ăна вырăнти чиркÿ священникĕ Константин Иванов пуçарнипе чĕртсе тăратнă. Çав тапхăртанпа çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче хĕреспе турăш йăтса çăл патне кайса шыва сăваплаççĕ.
Елчĕк районĕнчи Патреккелти çăл куçа çут çанталăк палăкĕсен йышне кĕртнĕ. Ăна 1912 çултах хăтлăлатнă. Строительствăна нимĕç çынни йĕркелесе пынă. Унти шыва чи таси теççĕ. Ватă çынсем каланă тăрăх, çăл тĕпне кĕмĕл плита хунă, шыв нумай упранать. Çăл куç тавра шĕшкĕ ешерет, çавăнтах — çулсерен çимĕç паракан сад. Çут çанталăкпа истори комплексĕ 15 гектар /12-шĕ – сад/ çинче вырнаçнă. Елчĕке килекен кашни хăна унта çитсе килме, Патреккел шывне ĕçме тăрăшать.
Красноармейски районĕнчи Вăрманкас Шетмĕ ялĕ çывăхĕнчи Пакшантар çăлĕнчи шыва чи тутли теççĕ. Акă Çĕнĕ Шупашкар çынни ялне каймассерен çав çăлти шывпа çăвăнать, вăлах ăна пăхса тăрать имĕш. Шупашкар районĕнчи Апаш ялĕнчи сăваплă çăл куçа район пуçлăхĕ пулнă Анатолий Князев пуçарнипе хăтлăлатнă. Апаш ялĕнчен 2,5 çухрăмра вырнаçнине чĕртсе тăратас тĕлĕшпе те Анатолий Пантелеймонович тăрăшнă. Унти çăла Пантелеймон çветтуй ятне панă. 2007 çулта купель тунă, тепĕр çул часавай çĕкленĕ. Каярахпа Турă Амăшĕн «Иксĕлми çăл куç» турăшĕн ячĕпе часавай-купол лартнă. Çынсем каланă тăрăх, çăлти шыв тĕрлĕ чир-чĕртен сиплет, çавăн пекех киревсĕр йăлапа туслашнисене пулăшать. Çавăнпа унта çÿрекен нумай. Архив хучĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, çак вырăнта ĕлĕк-авал çичĕ çăл куç тапса тăнă.

Андрей МИХАЙЛОВ.

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.