Хыпар 122-123 (28001-28002) № 28.10.2022

28 Юпа, 2022

Ентешсен çăлтăрĕсем çутатсан...

«Питĕ пăлханатăп. Хамăрăннисен умĕнче япăх курăнас килмест», — терĕ Тутарстан халăх артисчĕ Сергей Емельянов, Шупашкара III Пĕтĕм тĕнчери «Ентешсен çăлтăрлăхĕ» фестивале хутшăнма килнĕскер.

Юнкун Чăваш патшалăх филармонийĕн сцени Чăваш Енре çуралса ÿснĕ, хальхи вăхăтра Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнче ĕçлесе пурăнакан искусство деятелĕсен пултарулăхне кăтартмалли анлă лапам пулса тăчĕ. «Пирĕн республикăпа çыхăннă çăлтăрсен илемĕ савăнтарать. Виççĕмĕш хут иртекен «Ентешсен çăлтăрлăхĕ» фестиваль — çĕнĕ йăла-йĕрке, ăна искусствăра палăрнă ентешсем пирĕн куç умĕнче йĕркелеççĕ. Вĕсен тымарĕсем пурин те чăваш çĕрĕнчен сĕткен илнĕ. Çакă пире савăнтарать, мăнаçлантарать», — терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев артистсене тата хăнасене Чăваш Ен культура аталанăвĕнчи пĕлтерĕшлĕ çак пулăмпа саламласа. Фестивале хутшăнма çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен 11 артист тата Чĕмпĕр хулинчен пĕр коллектив /унăн илемлĕх ертÿçи Куславкка районĕнчен/ килсе çитнĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ, сăмах май, çуралса ÿснĕ тăрăхра пилĕк е ытларах çул та пулман. Музыкçăсем «Ентешсен çăлтăрлăхĕ» киле таврăнма ăнăçлă сăлтав пулнине палăртрĕç. Шупашкара акă Николай Ашмарин чĕлхеçĕн-тюркологăн мăнукĕн хĕрĕ Яна Мишина сĕрме купăсçă килсе çитнĕ. Вăл Мускаври М.М.Ипполитов-Иванов ячĕллĕ музыка-педагогика институтĕнче оркестрăн хĕлĕхлĕ инструменчĕсен кафедринче преподавательте ĕçлет. Сергей Емельянов та нумай çул кÿршĕ республикăра пурăнать. Сăмах май, вăл чылай çул каялла Шупашкарти С.М.Максимов ячĕллĕ 1-мĕш ача-пăча музыка шкулĕнче вĕреннĕ. Урал филармони оркестрĕнче ĕçлекен Михаил Шиков фаготист та, Раççей Президент оркестрĕн флейтисчĕ Олег Иванов та, Пысăк театрăн сĕрме купăсçи Ольга Кузьмина та çак шкултах музыка ăсталăхне туптанă. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   


Ачасене аталанса ÿсме лайăх услови пултăр

Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкул — ыттисене тĕслĕх кăтартакан учреждени. Çапла палăртрĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев районти чи пысăк шкулпа паллашнă май. Регион ертÿçи кунта пĕрре мар пулнă, ку хутĕнче те шкул çĕнĕлĕхсемпе савăнтарнине пытармарĕ.

Шкулта «Чăваш пÿрчĕ» уçăлнă Шкул директорĕн тивĕçĕсене пурнăç- лакан Вероника Архипова каланă тăрăх, вĕренÿ учрежденийĕ наци культурипе патриотлăх ыйтăвĕсене тĕпе хурса ĕçлет. Паллă ентешсен çулталăкне халалласа классемпе коридорсене Чăваш Енри мухтавлă çынсем çинчен каласа кăтартакан стендсемпе пуянлатнă. Çавăн пекех хăшпĕр класри стенасене чăваш литературинчи сăнарсемпе илемлетнĕ, цитатăсем çырнă. Тĕслĕхрен, пĕринче Нарспие ÿкернĕ. Чăваш эрешĕпе тумĕн куравĕ те ачасен ăс-хакăлне аталантарма пулăшаççĕ. Çурла уйăхĕнче шкулта «Чăваш пÿрчĕ» музей уçăлнă. Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ Марина Васильева пĕлтернĕ тăрăх, ку музее йĕркелес шухăш çуркунне çуралнă. «Ачасемпе вĕрентекенсем экспонатсем пуçтарма тытăнчĕç. Çак ĕçе ашшĕ-амăшĕ те хутшăнчĕ. Кăмакине рабочи туса пачĕ, музей стенисене художник ÿкерчĕксемпе илемлетрĕ. Авалхи япаласене шыраса тĕрлĕ яла çитсе килтĕмĕр. Шел те, чылай килте кивĕ япаласене туха-туха пăрахнă. Телее, упраса хăварнисем те пур. Тĕслĕхрен, хамăр шкултах лаборантра ĕçлекен Татьяна Наумовăн маçакĕ пурăннă килтен пир станокĕ, сăпка, йывăç кравать, пирсем илсе килтĕмĕр. Екатерина Иванова, Галина Спиридонова, Татьянăпа Александр Мироновсем экспонатсемпе тивĕçтерчĕç. Çулла пуканесем турăмăр. Музей валли пÿлĕм уйăрса пачĕç. Хальлĕхе 200 яхăн экспонат пуçтарăнчĕ. Музейре уроксем, экскурсисем ирттеретпĕр. Пĕчĕк ачасене уйрăмах интереслĕ кунта. Вĕсем тĕрлĕ ыйту параççĕ. Япаласене тытса пăхма пултараççĕ. Халĕ шкул ачисем экскурси йĕркелессипе çыхăннă вăрттăнлăхсене ăса хываççĕ», — каласа кăтартрĕ Марина Николаевна. Шкулти çĕнĕ тепĕр япала — Герой партти. Ăна ку шкултан 2005 çулта вĕренсе тухнă Алексей Федорова халалланă. Тинĕс пехотин разведчикĕ кăçал ятарлă çар операцийĕнче çар тивĕçне пурнăçласа пуç хунă. Чутай каччи Луганск облаçĕнчи чукун çул станцине нацистсенчен хăтарнă чухне паттăррăн çапăçнă. Юлташĕсене тăшман пульлинчен хÿтĕленĕскере вилмеллех амантнă. Хăюллă сержанта Паттăрлăх орденĕпе наградăланă. Герой парттине Патриотлăх кĕтесĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсен портречĕсен çумне вырнаçтарнă. Мухтавлă ентеше шкулти çамрăк армеецсем асра тытма шантарчĕç. «Тăван çĕршыва хÿтĕлесе вилнисем манăçмаççĕ, пурăнаççĕ çĕршыв асĕнче, çăлтăрсем пек çиçсе ялкăшаççĕ ÿсекен ăрусен умĕнче», — теççĕ вĕсем. Шкулти кадетсем те паттăрсенчен тĕслĕх илсе вĕсем пек пулма тăрăшаççĕ. Эдуард Романов учитель ертсе пынипе «Зарница» вăййисенчен, тĕрлĕ смотр-конкурсран пĕрре мар çĕнтерÿпе таврăннă. «Спарта» кадет класĕнче вĕренекенсем сумлă хăнасене хăйсен ăсталăхĕпе паллаштарчĕç. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Валентин ПАВЛОВ: Сăвă калама фермăра вĕренеттĕм

«Манăн пурнăç пирки кĕнеке çырма пулать», — тет вăл. Вăрнар районĕнчи хресчен-фермер хуçалăхĕн ертÿçипе Валентин Павловпа пĕр кун ирттерсе унăн ĕçĕ-хĕлĕпе кăна мар, кун-çулĕпе те туллин паллашрăмăр.

Ăçта çуралнă — çавăнта кирлĕ пулнă «Эпĕ Кивĕ Сăрьел ялĕнче çуралса ÿснĕ. Халĕ Троицки ятлă вăл. Атте каланă тăрăх, Троица праçникне хисеплесе хăй вăхăтĕнче ял ятне улăштарнă. Пирĕн тăрăхра Çимĕке вăйлă уявлаççĕ. Юнашар ялта, Хурăнсур Çармăсра, Питрава çавăн пек паллă тăваççĕ. Çырма урлă — Çĕнĕ Сăрьел. Вĕсем ку ялтан уйрăлса тухнă. Унта хăй вăхăтĕнче Улхашпа Черемис хытă вăрçăнса пурăннă. Пĕр-пĕрне курас мар тесе урам хушшине кантăр акнă. Кайран Улхашĕ çырма урлă куçса ларнă. Çапла ял пулса кайнă… Тăван ялти шкулта — 3, Туçи Çармăсра 8 класс пĕтертĕм. Аслă классенче Çĕрпелте пĕлÿ илтĕм. Ун хыççăн Вăрнарти совхоз-техникумра ветеринара вĕрентĕм. Çав вăхăтра икĕ çул салтакра пултăм. Чукоткăна, пограничниксен çарне лекрĕм. Унта чăваш нумайччĕ. Хĕсмет хыççăн техникума хĕрлĕ дипломпа пĕтертĕм… Çемьере 5-ĕн ÿсрĕмĕр. Эпĕ чи кĕçĕнни. Ман умĕн — икĕ аппапа икĕ пичче. Пирĕн йăхра атте енчен пурте çÿллĕ çынсем. Анне енчен — кăшт лутрарах. Эпĕ сăнпа та, характерпа та, ĕçлес енĕпе те аттене хывнă. Атте Николай Павлович ĕмĕр тăршшĕпех Суворов ячĕллĕ колхозра трактористра ĕçленĕ. Хисеплĕ механизатор пулнă. Анне Мария Ивановна бригадăра тăрăшнă. Кайран, эпĕ 3-мĕш класра чухне, сысна фермине ĕçе кĕчĕ. Эпĕ ăна пулăшма чупаттăм. Çуллахи каникул вăхăтĕнче виçĕ çул сысна касăвне кĕтрĕм. 250 сысна амине иккĕн пăхаттăмăр. Ферма айккине люцерна акнăччĕ. Нăрик-нăриксене çавăнта çитереттĕмĕр», — çапларах пуçларĕ калаçăва Валентин Николаевич хăйĕнпе паллаштарма ыйтсан. «Ăçта çуралнă — çавăнта кирлĕ пулнă», — темелле ун çинчен. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра амăшĕ больницăна лексен вăл ун вырăнне икĕ уйăх сысна пăхнă. Амăшĕн ĕç вырăнĕ çухаласран хăранă. Килте укçи-тенки кирлĕ пулнă. «Ветеринара мĕншĕн кайрăм тетĕр-и? Мĕншĕн тесен кунĕн-çĕрĕн фермăра ĕçленĕ. Тĕрĕссипе, сысна ферминчех ÿснĕ. Сăвă калама та çавăнтах вĕреннĕ. Сысна ытларах чухне каçхине çăвăрлать. Аннепе пĕрле сысна çăвăрлаттарма каяттăм. Анне уй урлă пĕччен çÿреме хăратчĕ те мана пĕрле илетчĕ. Çывăх çыннăм сысна çăвăрлаттаратчĕ, эпĕ вăл вăхăтра сăвă вĕренеттĕм. Çур çĕр иртни иккĕ-виççĕре киле таврăнаттăмăр. Çавăнпа ветеринара вĕренме каяс терĕм. Мана шкултан çар училищине ярасшăнччĕ. Хамăн та кăмăл çуралнăччĕ. «Тĕпкĕчĕн киле юлмалла. Эпир ватăлатпăр», — терĕç аттепе анне», — калаçăва сыпăнтарчĕ фермер. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


Николай АЛИВАНОВ: Эпир хамăрăн туянакана хисеплетпĕр

Паянхи кун лавккасенче куç алчăраса каймалла темĕн тĕрлĕ кăлпасси пур. Ку рынокра нумай çул конкуренци чылай пысăк. Çапах Вăрнарти аш-какай комбиначĕ хăйĕн таварне туянакансене çухатмасть. Нумаях пулмасть 65 çул тултарнă предприятие ура çинче çирĕп тăма мĕн пулăшать-ха? Çак ыйту тата паянхи ларутăру пирки унăн тĕп директорĕпе, ЧР ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе Николай Аливановпа тĕл пулса калаçрăмăр.

— Николай Владимирович, юлашки çулсенче производствăра, ял хуçалăхĕнче çĕнĕ йышши мĕнле технологисем хута ятăр? — Кашни çулах хăвата ÿстерсе пыма, оборудованисене çĕнетме, цехсем, витесем хута яма тăрăшатпăр. Юлашки 5 çулта уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлисене асăнса хăварам-ха. 2018 çулта 2000 пуç валли пăру вити уçрăмăр, 2019 çулта — комбикорм кăларакан цех /1 сехетре — 10 тонна/, 2020 çулта 440 пуç вырнаçмалăх ĕне вити, пăрулаттармалли зал хута кайрĕç. 2021 çулта 400 пуç валли пăру вити туса пĕтертĕмĕр. Кăçал тырă типĕтмелли комплекс илсе лартрăмăр, тушенка упрамалли склада çĕнетрĕмĕр. Хальхи вăхăтра патшалăх енчен пысăк пулăшу пуррине туятпăр, субсидисем илме май пур. — Производство калăпăшĕ мĕнле? Рынокра эсир мĕнле вырăн йышăнатăр? — Юлашки 5 çулта мăйракаллă шултра вылăх шучĕ 40% нумайланчĕ. Çак тапхăрта продукци кăларасси те 27,7% ÿсрĕ. Аш-какай комбиначĕ çулсерен 9500 пин тонна кăлпасси, сосиска, çурма фабрикат, какай деликатесĕ туса кăларать. Ассортиментăн пысăк пайĕ ГОСТпа килĕшÿллĕн тухать. Пирĕн тавар лавккасен сентри çинче нумай выртмасть, хăвăрт туянса пĕтереççĕ. Продукцин 40 проценчĕ хамăр лавккасенче сутăнать. «Санар» лавккисем кашни район центрĕнчех пур. Республикăра пурĕ — 105 лавкка. Çак сете тытса тăни пире чылай енчен пулăшать. — Санкцисем витĕм кÿчĕç-и? — Юлашки икĕ çулта ял хуçалăх техникин паркне чылай çĕнетрĕмĕр. Производствăра та ытларах — нимĕçсен, итальянсен оборудованийĕ. Вĕсем йăлтах — санкцисем вăя кĕриччен илнĕскерсем. Кăçал Воронежра кăларнă фарш тăвакан оборудование туянтăмăр. Техĕмлĕх те пирĕн ют çĕршывранччĕ. Нарăс уйăхĕнчен икĕ хут хакланчĕ вăл. — Аш-какай пахалăхĕ пирки калаçар-ха. Ăна мĕн витĕм кÿрет? — Эпир хамăрăн потребителе хисеплетпĕр. Çавăнпах хамăрăн ĕçе «уйран пуçласа сентре таран» принциппа йĕркеленĕ. Кашни тапхăрта пахалăха тĕрĕслесе тăратпăр: комплекссенчи выльăха тĕрĕс пăхнинчен тытăнса продукцие упрасси, лавккасене çитересси таранах. Агрохолдинг тытакан выльăх-чĕрлĕх хамăр уйра ÿстернĕ, экологи тĕлĕшĕнчен таса апат çиет. Комбинатра выльăх пусмалли цех пур. Эпир производствăра çамрăк выльăхăн тин кăна пусса сивĕтнĕ какайĕпе çеç усă куратпăр. Çавăнпа çимĕç тутлă та сĕтеклĕ пулать. — Конкурссене хутшăнни сире мĕн парать? — Кайса курни хăех мĕне тăрать! Ыттисем мĕнле çĕнĕлĕхсем кĕртнине пĕлсе тăмаллах. Унсăрăн пурнăçран юлма пулать. Кăлпассисене мĕнпе чĕркесси таранах улшăнусем пулаççĕ вĕт. Ыттисен те пирĕнтен вĕренмелли пур. Эпир кăлпассисене таса какай нумай яни чылайăшне тĕлĕнтерет. Продукци çулсерен Пĕтĕм çĕршыври, Раççейри куравсенче «Агрорусь», «Чи лайăх продукт», «Чăваш Ен пахалăхĕ», «Ылтăн кĕркунне» тата ыттти наградăна тивĕçет. Нумаях пулмасть Пĕтĕм Раççейри «Ылтăн кĕркунне» агропромышленноç куравĕнчен 5 ылтăн медальпе таврăнтăмăр. Экспертсем «Молочная», «Домашняя» кăлпассисене, «Царская» салямие, пресланă рулькăна, «Митэнберги» ыхра хушса, пĕçермесĕр тĕтĕмленĕ кăлпассие лайăх хак пачĕç. Çакăн пек пысăк наградăсем продукци пахалăхне палăртаççĕ те. Хамăрăн фермăра туса илнĕ какай, çĕнĕ технологисем, пысăк квалификациллĕ персонал — пĕтĕмпех пахалăха витĕм кÿреççĕ. 3 сысна комплексĕ /пурĕ 35 пин пуç валли/ какай çителĕклĕ туса илме май парать. Пăру ашĕ те хамăрăн. Çитмесен республикăри халăхран туянатпăр. <...>

Алина ИЛЬИНА.

♦   ♦   ♦


«Пирĕншĕн хула пурнăçĕ аякра тăтăр»

Ашшĕ-амăшĕ умĕнчи парăм «Çак йыша шăпах эпĕ Владиславпа Светлана Алексеевсене кĕртетĕп, — терĕ педагогика ĕçĕн ветеранĕ, ялти шкулта ачасене нимĕç чĕлхи вĕрентнĕ Вторина Трофимова. — Хуларан яла куçса килсе чăн-чăн ăраскалне тупрĕç вĕсем. Кĕске хушăрах ял çыннисен хушшинче ырă ятпа палăрма пултарчĕç». Вторина Прокопьевна сăмахĕсене чун çывăхне илсе Шкул урамĕнчи Алексеевсем пурăнакан çурт умне çитрĕм. Телее, мăшăр килтехчĕ. Тараватлăн кĕтсе илчĕç мана. Пысăк хуçалăха икĕ йытă хураллать. Кил хуçи вĕсене тем каларĕ те — хураçкасем сасă кăлармарĕç. Мана, Алексеевсем патне пирвайхи хут килнĕ çынна, кил- çуртĕнчи тасалăхпа йĕркелĕх çийĕнчех куç умне ÿкрĕç. Ирĕксĕрех «Пупĕ мĕнле — прихучĕ те çапла» каларăш аса килчĕ. Кил хуçи Владислав сăмах патне аякка каймасть. Шурă Шупашкарта тĕпленсе пурăннăскерсем темиçе çул каялла хăтлă хваттерне ачисене парса хăварса Супара куçса килме çирĕп тĕллев лартнă. Пĕр ялта çуралса ÿснĕскерсене, ку тăрăхри çынсене, çырма-çатрана аван пĕлекенскерсене умри йывăрлăхсем те хăратман. — Супар ялĕнче çут тĕнчене килнĕ эпĕ, — калаçăвне пуçларĕ кил хуçи. — Супарти сакăр çул, Еншик Чуллă вăтам шкулĕсенче пĕлÿ пухнă. Çамрăклăх çулĕсем, пире вĕрентсе воспитани панă учительсем паян кун та манăçмаççĕ. Алла аттестат илнĕ хыççăн юн вĕренĕ тапхăр хулана йыхравларĕ пулас.

Çапла, Владислав республикăн тĕп хулине çул тытнă. Унта токаре вĕренсе тухнă. Кĕçех çак специальноçпе пиравăр комбинатне ĕçе вырнаçнă. Нумай та ĕçлеймен — салтак ячĕ тухнă. Икĕ çула вăл Свердловск облаçĕнчи строительство батальонĕнче ирттернĕ. Çак тапхăрта хул-çурăм енчен самаях тĕрекленнĕскер салтак шинельне хывсан та шĕкĕр Шупашкарăмах çул тытнă. Электровиçев механизмĕсен заводне ĕçе вырнаçнă. Çулталăкран вара промышленноç тракторĕсен заводне слесарь-юсавçă пулса ĕçе кĕнĕ. Пĕр улшăнмасăр чĕрĕк ĕмĕре яхăн асăннă предприятире тимленĕ. Çак тапхăрта асра çырăнса юлни сахал мар пулнă. Вăл çулсенче машиностроительство техникумĕн каçхи уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă, виçĕ пÿлĕмлĕ хăтлă хваттерлĕ пулнă. — Хамăн пурнăçра аттепе аннене тав тумалли çеç юлать. Вĕсем мана ишевре çул кăтартса пыракансем, пĕлÿпе воспитани паракансем пулчĕç. Атте Владимир Алексеевич Супарта çуралса ÿснĕ. Ялти нумай арçын евĕрех пурнăçне Трак чукун çул станцийĕпе çыхăнтарнă. Кунти складсен заведующийĕ пулнă. Каярахпа вунă çул ытла вырăнти шкул директорĕн хуçалăх енĕпе ĕçлекен заведующийĕнче тăрăшнă. Анчах йывăр чир ăна пирĕнтен ир уйăрчĕ. Анне Варвара Петровна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Вăрнарти зооветтехникумран вĕренсе тухнă. Çĕрпÿ районĕнчи Метикасси, хамăр тăрăхри Именкассипе Супар ялĕсенче ветеринар-фельдшерта вăй хунă. Вăл çĕре кĕни 16 çул çитет, — каласа кăтартрĕ кил хуçи. — Вĕсем кил вырăнне пăрахмалли марри çинчен мана тăтăшах аса илтеретчĕç. Малтан — Шупашкара Кил хуçин мăшăрĕ Светлана пирки те ăшă сăмахсем çеç тупăнчĕç. «Эпир унпа пĕр вăхăтра Супар ялĕнче ÿсрĕмĕр. Пĕр класра пĕлÿ пухнăран пĕр-пĕрне аван пĕлетпĕр, çак сăлтава пулах çемье çавăрма шут тытрăмăр та», — терĕ Владислав Владимирович. Светлана та вăтам шкул хыççăн Шупашкара çул тытнă, промышленноç тракторĕсен заводне ĕçе вырнаçнă. Кунта чылай тапхăр комплектовщицăра тăрăшнă. Унтан вунă çул заводăн склад заведующийĕнче тимленĕ. Вăхăт таппине кура предприниматель ĕçне кÿлĕннĕ, хулан тĕп пасарĕнче суту-илÿ ĕçне пуçарнă. …Сăмаварта вĕри чей пăсланать. Эпир сĕтел хушшинче ларатпăр. Сăмах патне аякка каймасть Светлана Николаевна. Ашшĕ-амăшĕ, тăванĕсем пирки чылай ăшă сăмах тупрĕ. — Эпир, кĕçĕннисем, аслисенчен лайăххине, ыррине вĕренсе пыратпăр. Пирĕн аттепе анне Николайпа Августина Павловсем ял каччипе хĕрĕ пулнă, пĕр çемьене пĕрлешнĕ, — сăпайлăн палăртрĕ вăл. — Хаклă çыннăм ĕмĕрне ял хуçалăхне панă, унăн тĕрекĕшĕн ĕмĕрне ирттернĕ. Ял ферминче пăрусем пăхнă, ĕнесем сунă. Кунтанах тивĕçлĕ канăва тухнă. Каярахпа Супар шкулĕнче техслужащире тăрăшнă. 70 çулта çĕре кĕнĕ. Атте вăрман улпучĕ пулнă. Канаш районĕнчи вăрман хуçалăхĕн пуянлăхне куç харши пек упранă. Шел, сарăмсăр вилĕм ăна пирĕнтен 39 çултах уйăрнă. 5 ача çурма тăлăха юлнă. <...>

Юрий БОРИСОВ.

♦   ♦   ♦


Cыр пĕçерме çав-çавах вĕреннĕ

Халĕ халăха виçĕ тĕрлине сутать

Çĕрпÿ районĕнчи Рынкă Салинчи Альбина Журавлева — ултă ача амăшĕ. Маттур хĕрарăм ывăлĕсене ура çине тăратнипе пĕрлех фермер хуçалăхне тытса пырать, пĕлĕвне тарăнлатать. Кăçал вăл «Фермер шкулĕнчен» те вĕренсе тухнă.

Хуларан — пĕчĕк яла Альбина Журавлевăн ĕç кунĕ ирхи пилĕк сехетре пуçланать. Мăшăрĕпе выльăхчĕрлĕх пăхнă хыççăн ывăлĕсене шкула, ача садне кайма хатĕрлет. Çурт пушанса юлсан сĕт юр-варне хатĕрлеме, саккассем йышăнма тытăнать. Иртен пуçласа каçчен ларса канма та вăхăт çук тейĕн. Темĕнле ĕшенсен те ял пурнăçне, çĕр ĕçне суйласа илнĕшĕн пăшăрханмасть вăл. — Такамшăн мар, хамăршăн ĕçленĕрен ывăннине туймастăп, — терĕ фермер. Альбина Гурьевна Елчĕк районĕнчи Тăрăмра çуралса ÿснĕ. Вăл Шупашкарти коопераци институтне вĕренме кĕрсен ашшĕ-амăшĕ савăннă. Ялти йывăр ĕçре тĕпренчĕкне камăн нушалантарас килтĕр? Аслă шкул хыççăн пике хулара тĕпленнĕ. Çулсем иртнĕ май Александр Владимировичпа çемье çавăрнă. 2000 çулсен пуçламăшĕ. Çĕршыври пăтрашуллă тапхăр Журавлевсене те пырса тивнĕ. — Хваттер çук, укçа-тенкĕ çитсе пымасть, ĕç тупса вырнаçма кансĕр. Çемьере вара икĕ ача. Мăшăрпа канашласа Çĕрпĕве пурăнма куçрăмăр. Ют вырăнта тĕпленме упăшкан тăванĕсем юнашар пурри те хавхалантарчĕ. Малтанлăха хваттер тара илтĕмĕр. Пасарта пулă сутма тытăнтăмăр. Каярахпа Рынкă Салинче пĕчĕк çурт туянтăмăр. Çемье хутшăннă май унта хĕсĕкчĕ. Çапах хăвăн уйрăм кĕтес пуррине мĕн çиттĕр? Ялта картише пушă тăратаймăн, выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк ĕрчетме пуçăнтăмăр, — иртнине куç умне кăларчĕ хĕрарăм. Çывăх çыннисем хĕрĕ яла пурăнма куçнине пĕлсен пăшăрханнă. «Мĕншĕн выльăхпа çыхланатăн? Çĕр çинче ĕçлекен нихăçан та пуяйман», — тĕлĕннĕ амăшĕ. Альбина каялла чакманнине кура йышлă çемьене ĕне парнеленĕ. — Ăна Елчĕкрен машинăпа илсе килтĕмĕр. Пĕтĕскер вăрăм çул хыççăн вăхăтсăр пăрулама пуçларĕ. Хăранипе, çухалса кайнипе тухма тытăннă пăрăвне каялла тĕртсе кĕртме хăтланни халĕ те асрах-ха. Йĕкĕреш пулнă иккен, шел, пурăнаймарĕç, — терĕ фермер. Çемье сĕте пасарта сутнă. Чĕр тавар лайăх кайнине кура ĕне йышне ÿстерсех пынă. Туянакансем тăпăрчă, услам çу ыйтнăран вĕсене те хатĕрленĕ. Ĕç ăнса пыни Журавлевсене хавхалантарнă. Пысăк ĕмĕтшухăшпа пурăннă вĕсем. «Пурнăç хÿри пăрăнăç», — тенĕ. Çĕрпÿре сасартăк пасар хупăннă. Çемье каллех ĕçсĕр юлнă. — Ун чухне эпĕ виççĕмĕш ачана кĕтеттĕм. Упăшкана выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме сĕнтĕм те — килĕшрĕ. Утă туса илме 8 гектар çĕр тара илтĕмĕр. Çапла майĕпен ĕçлесе кайрăмăр. Каярахпа çамрăк вăкăр-тынана та самăртса сутрăмăр. Унчченхи клиентсене тавара килĕсене çитерсе патăмăр. Рынкă Салипе юнашарах пысăк кÿлĕ пуррипе хурт-кăвакал ĕрчетме те аван. Картиш те кайăк-кĕшĕкпе тулсах пычĕ. Патшалăх пулăшăвĕпе трактор, ял хуçалăх техники илсен ĕç çăмăлланчĕ, — палăртрĕ вăл. <...>

Лариса НИКИТИНА.

♦   ♦   ♦


Вырăсла, акăлчанла куçарма сĕнчĕç

Юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш наци библиотекинче «Варкăш» литература клубĕн ларăвĕ тĕлĕнмелле çĕкленÿллĕ те хаваслă иртрĕ. Конференц-зала халăх лăк тулли пуçтарăнчĕ.

«Ют пахчари хăмла çырли» илĕртрĕ мар-и писательсемпе журналистсене, редакторсемпе библиотекарьсене, артистсемпе юрăçсене? Калавсен пуххи нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче шăпах çак ятпа пичетленчĕ. Унăн авторĕ – Дмитрий Моисеев. Кăларăма вăтам классенче вĕренекенсем валли хатĕрленĕ, апла пулин те вăл аслăрах ÿсĕмрисемшĕн те, çитĕннисемшĕн те кăсăклă пулĕ. Унта хускатнă ыйтусем кашнинех пырса тивеççĕ. Тен, çавăнпах вулавăшри тĕлпулу та тĕрлĕ çулти çынсене пĕрлештерчĕ, манăçми уяв парнелерĕ. Çамрăк çыравçă хăйĕн хайлавĕсенче ашшĕ-амăшĕпе ачи-пăчин хутшăнăвне сăнлать, геройсене самана йывăрлăхĕсемпе «тĕл пултарать», кашни утăм пурнăçа мĕнле витĕм кÿнине, улăштарнине кăтартать. Мĕнлерех вăл – паянхи ăру ачи? Мĕнпе интересленет? Епле шухăшкăмăлпа кун кунлать? Мĕн çинчен ĕмĕтленет? Автор çак ыйтусен хуравĕсене пĕрле тупма йыхравлать вулакана. Дмитрий Андреевич паянхи саманана кăтартассине мала хурать. «Этемлĕх историйĕн тĕрлĕ тапхăрне – коллективизаци-и вăл е Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи-и – аслă ăрури сумлă поэт-прозаик тахçанах туллин çутатнă. Çав пулăмсем çинчен вĕсем пек эпир ниепле те çыраяс çук. Апла пирĕн тĕллев – хальхи вăхăта ÿкересси, вăл кăларса тăратакан ыйтусене татса парасси», – терĕ вăл. Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер Моисеева Хусанта иртнĕ Тĕрĕк тĕнчин çамрăк çыравçисен форумĕнчех асăрханă. Юрий Семенович çамрăк писателĕн пултарулăхĕ ÿссех пынине, вăл аслисен канашĕсемпе пĕлсе усă курнине палăртрĕ. «Ачан шухăш-кăмăлне те, ытти сăнарăн уйрăмлăхĕсене те аван уçса парать автор. Мана кĕнеке ячĕ те питĕ килĕшрĕ. Ют пахчасене хам та кĕркеленĕ», – терĕ вăл йăл кулса. Чăваш халăх поэчĕ Раиса Сарпи «Çĕнĕ ятсем уçатпăр» литература конкурсĕн жюри членĕ пулнă май Моисеевăн калавĕсемпе пуринчен малтан паллашнă, вĕсенче тÿрех пархатарлăх курнă. «Вăтам классенче вĕренекенсем валли çырма уйрăмах йывăр. Ачаран яшлăха куçни – яланах кăткăс тапхăр. Çынсемпе хутшăнасси, кăмăл-туйăм – йăлтах урăхланса пырать. Ку улшăнăва тĕрĕс кăтартса памалла. Дмитрий çакна тума пултарнă. Ахальтен мар вăл конкурсра çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕ», – пĕтĕмлетрĕ Раиса Васильевна. Калавсене вырăсла, акăлчанла куçарма сĕнчĕ. Вĕсем ытти халăх вулаканĕсемшĕн те интереслĕ пулассине палăртрĕ. «Кăмака хыçĕнче вăтанса ларсан эпир çырма пĕлнине никам та асăрхамĕ», – терĕ хăюллăрах пулмаллине систерсе. Альбина Юрату сăвăç калавсен пуххине пĕр сехетрех вуласа тухнă. Кашни произведенийĕ хăйне евĕрлĕ пулнине, хăш-пĕр сăнарта автора хăйне курнине пытармарĕ вăл. «Пушар хыççăн» хайлав вара Альбина Васильевнăна уйрăмах килĕшнĕ, хăйне те сĕтел хушшине ларса алла ручка тытма хавхалантарнă. «Ют пахчари хăмла çырли» кĕнекен редакторĕ Ольга Иванова ал çырăвĕпе мĕнле ĕçлени çинче чарăнса тăчĕ. «Пĕр пĕчĕк пăтăрмах сăнарăн пурнăçне пачах тепĕр май çавăрса яма пултарнине; тепĕр чухне хурçă пек çирĕп пулни, шанчăка çухатманни кирлине ăста çырса парать автор. Паянхи куншăн çивĕч ыйтусене хускатать, яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа кăсăклантаракан темăсене лайăх уçса парать», – терĕ Ольга Михайловна. <...>

Ольга АВСТРИЙСКАЯ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.