Хыпар 120-121 (28296-28297) № 25.10.2024

25 Юпа, 2024

Çитес çулхи бюджет: миллиардсем татах хушăнĕç

Юнкун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларура Министрсен Кабинечĕ тăватă саккун проектне тишкерсе ырларĕ, ытти ыйтăва пăхса тухрĕ. Кун йĕркинчи тĕп ыйту, паллах, республикăн çитес виçĕ çуллăх бюджечĕ çинчен калакан саккун проекчĕ пулчĕ.

Хысна налукпа пуян

Пĕрремĕш вице-премьер — финанс министрĕ Михаил Ноздряков бюджет проектне хатĕрленĕ май чылай уйрăмлăха шута илме тивнине палăртрĕ. Чи малтанах — 2019 çултанпа пурнăçланă темиçе наци проекчĕ вĕçленни, çĕнĕ нацпроектсемпе ĕçлеме пуçласси. Республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн программи пирки те çавнах каламалла: «кивви» вĕçленсе пынă май кĕçех çитес ултă çуллăх программа вăя кĕрĕ. Нацпроектсем тенĕрен, вĕсем икĕ теçеткене яхăнах пулаççĕ. Хальлĕхе 18 проекта пурнăçламашкăн Чăваш Ен виçĕ çулта 17,6 миллиард тенкĕ илесси паллă. Çитес çул тӳпи — 6,4 миллиард. Анчах сахал теме ан васкăр. Мускав Раççей суб±екчĕсене вĕсене пурнăçлама памалли укçан 12,5% кăна пайланă-ха — ытти укçа шăпи çак кунсенче уçăмланмалла. «231 трансфертран 82-шне çеç валеçнĕ, — терĕ Михаил Геннадьевич. — Ĕç-пуçа тимлĕ сăнаса тăратпăр — укçана валеçнĕ хыççăн хамăрăн бюджетпа малалла ĕçлĕпĕр». Ытти тăкак пирки калас тăк — пĕрремĕш вице-премьер çитес çулхи бюджета республика промышленноçĕнчи, ытти сферăри ырă туртăмсем тĕревленине палăртрĕ. Регионăн çитес çулхи бюджечĕн тупăшне 95,3 миллиард тенкĕ шайĕнче палăртнă. Ку кăçалхин, çулталăк пуçламăшĕнчин, калăпăшĕнчен 6,4% пысăкрах. Çакăнта хамăрăн тупăшăн курăмлă ӳсĕмĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вăл 64,6 миллиард тенкĕпе танлашмалла. Министр çирĕплетнĕ тăрăх, çакă чи малтан бюджета налук ытларах кĕрессипе сăлтавланĕ. Çав шутра — ĕç укçи самай пысăк хăвăртлăхпа хушăнса пыни. Шалу ӳсет — уйрăм çынсен тупăшĕнчен илекен налук та пысăкрах. Сăмах май вăл налуксем тĕлĕшпе пысăк улшăнусем пуласси çинчен те каларĕ. Чи малтанах — пĕчĕк бизнеса пырса тивекеннисем. Ăна ятарлă режим çине куçарма пултарассине кура налуксем пĕр бюджетран теприне куçасса та кĕтме пулать. Республика инфратытăм бюджет кредичĕпе усă курасси малалла тăсăлĕ. Ку укçа — каяшсене сортламалли комплекссем тума, общество транспортне çĕнетме. Кăмăллă самант: Президент хушăвĕпе килĕшӳллĕн регионсен бюджет кредичĕн 2/3 пайне каçараççĕ. Пирĕн ку кредит калăпăшĕ самай пысăк — 5,8 миллиард тенкĕ. Çавна май Мускав 3,4 миллиард тенке шыраса илмест теме юрать — çакна бюджет проектĕнче шута илнĕ ĕнтĕ. Хамăрăн плансене ĕнентермелле Республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн уйрăм программи малалла ĕçлĕ. Унăн 2030 çулчченхи çĕнĕ редакцийĕнче çирĕплетнипе килĕшӳллĕн федераци бюджетĕнчен уйăракан укçапа Чăваш Ен промышленноçа патшалăх енчен тĕревлеме, предприятисене çĕнĕ оборудованишĕн субсидипе пулăшма, хăмла отрасльне тата туризма аталантарма усă курĕ. Регионăн çитес çулхи бюджечĕн тăкакĕсене хальлĕхе 97 миллиард ытла тенкĕ шайĕнче çирĕплетнĕ. Чи пысăк тăкаксем вĕрентӳ сферин — 28 миллиард тенке яхăн. Михаил Ноздряков асăрхаттарчĕ: ку кăтарту улшăнĕ-ха... Социаллă политика тӳпи — 19,8 миллиард тенкĕ. Бюджет ĕçченĕсен — вĕрентӳ, медицина, культура, спорт сферисенче вăй хуракансен — шалăвне пысăклатма та укçа пăхса хăварнă. Кăçал уйăхри вăтам виçе 45551 тенкĕ шайĕнче, çитес çулхи прогноз — 51 пин тенкĕ патнелле. Çавна май, уçăмлатрĕ пĕрремĕш вице-премьер, шалăвăн вăтам виçи 2023 çулхинчен 30% ытла хăпарать. Ĕç укçин чи пĕчĕк виçине те 16% ытла хушма пăхнă. Çапла вара республикăн пĕрлехи бюджечĕн çитес çулхи ĕç укçин фончĕ 36,6 миллиард тенкĕпе танлашĕ. Регионăн адреслă инвестици программин укçа калăпăшĕ те пысăкланмалла. Унта пысăк об±ект нумай: Вăрнарти, Комсомольскинчи, Чуварлейри шкулсем, 5 культура çурчĕ, ФАПсем, врач амбулаторийĕсем... Муркашри поликлиникăна туса пĕтермелле, Патăрьел округĕнче ФОК тумалла... Муниципалитетсем çине те алă сулман — министр вĕсене паракан трансфертсем çитес çул кăçалхинчен пысăкрах пулассине шантарчĕ. Тăкаксем тупăшран пысăкраххине кура çитес çулхи бюджет дефицитлă — ăна кредитсемпе шайлаштарĕç. Патшалăх парăмĕ ӳсет — 19,8 миллиард тенкĕ шайĕнче пулĕ. Тĕпрен илсен — бюджет кредичĕсем тата патшалăх гарантийĕсем. Уйрăм самантсем çинче чарăнса тăнă май Михаил Геннадьевич тăлăхсене хваттерсемпе тивĕçтерес ыйтăва — ку енĕпе çивĕчлĕхе сирессишĕн оперативлă ĕçленине — палăртрĕ. Прокуратура тавăçсем тăратнипе, судсем тивĕçлĕ йышăнусем тунипе çыхăннă тепĕр ыйту вара ансат мар. Сăмах нумай ачаллă çемьесене çурт-йĕр тума тӳлевсĕр панă çĕр лаптăкĕсене инженери инфратытăмĕпе тивĕçтересси пирки: «Кăткăслăх пур, çапах муниципалитетсемпе, Строительство министерствипе ку енĕпе те ĕçлетпĕр». <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


Экологи, пĕтнĕ ял тата «академик» ят çинчен

Патшалăх Канашĕн 29-мĕш сессийĕн икĕ эрне каяллахи пĕрремĕш тапхăрĕнче теçетке çурă ыйтăва тишкернĕччĕ те — ĕнерхи иккĕмĕш тапхăр вăраха каймарĕ, депутатсем кун йĕркинчи ыйтусене тăхтава тухмасăр кăнтăрла тĕлне тишкерсе пĕтерчĕç. 13 ыйтăва пăхса тухрĕç, çав шутра – 11 саккун проекчĕ.

Туризм — ансат мар ыйту

Вырăнти хăй тытăмлăх йĕркелĕвĕ çинчен калакан саккуна кĕртнĕ улшăнусем муниципалитетсен влаçĕсен патшалăх полномочийĕсемпе çыхăннă яваплăхне çирĕплетеççĕ, ытти саманта уçăмлатаççĕ. Полномочисем укçапа никĕсленмелле те — хăш-пĕр депутатăн çакăн пирки ыйтусем çуралчĕç. Калăпăр, районсенчен округсем туса хунă май çав территорисене пырса кĕнĕ вырăнсенче вырнаçтарнă ятсене çырнă стелăсене улăштармалла. Е тата — депутатсен пухăвĕсен ячĕсем улшăннине кура вĕсен бланкĕсене çĕнетмелле. Мĕнле укçапа? Докладчик «улшăнусене вăя кĕртесси хушма тăкаксем ыйтмасть» тени, эппин, чăнлăхпа килĕшсе тăмасть. Вĕсем çавăн пекех вырăнсенчи мĕн пур ыйтăва пуçаруллă бюджет шучĕпе, халăхран укçа пухса, татса парассине те хирĕç. Апла-и, капла-и — саккун проектне ырларĕç. Муниципалитет служби çинчен калакан саккуна кĕртме сĕннĕ тӳрлетӳсем, парламент спикерĕ Леонид Черкесов, сессие ертсе пынăскер, палăртнă тăрăх, муниципалитет службин кадрсен аталанăвне, çамрăк специалистсене унта илĕртме пулăшĕç. Парламентарисене вара çынсен кулленхи ыйтăвĕсем кулянтараççĕ — тумхах çук çĕртех такăнтарма хăтланакансем те пур. Экскурсоводсемпе çыхăннă ыйтăва тишкернĕ май, авă, Константин Степанов депутат вĕсем Шупашкарта туалет шыракан туристсене мĕнпе пулăшма пултарассипе кăсăкланчĕ. Тепĕр тесен, ыйтăвĕ чăннипех çивĕччи вăрттăнлăх мар. Çакна саккун проекчĕпе паллаштарма трибуна умне тухнă Виктор Горбунов вице-спикер та йышăнчĕ — ку ыйтăва «тарăнрах кĕме» шантарчĕ. Ыйту параканни çакăнта та йĕкĕлтемелли самант тупрĕ: тулĕк туалет ыйтăвне ытла тарăн путас марччĕ... Игорь Моляковăн та туризмпа çыхăннă ыйту. Тĕп хулари пĕр хăна çурчĕ патшалăх пулăшăвĕпе юлашки çулсенче ултă хут усă курнă иккен — влаçсем ăна мĕншĕн çаплах килĕштереççĕ? Хăна çуртĕнчи номерсем те çурма пушă — патшалăх укçипе туризма аталантаратпăр тени, ун шучĕпе, ку тĕслĕхре вырăнсăр. Чăн та, унăн ыйтăвĕ тĕлĕшпе хурав пулмарĕ тесен те юрать, çавна май Игорь Юрьевич туризм çинчен калакан саккуншăн сасăламасси çинчен уççăн пĕлтерчĕ. Анчах вăл хирĕçлени ыттисем те çаплах тăвасса пĕлтермест — сасăласа йышăнчĕç. Культура еткерĕ çинчен калакан саккуна кĕртмелли улшăнусене тишкернĕ май вара Игорь Юрьевич Правительствăн кивĕ çурчĕн юсавĕн шăпипе кăсăкланчĕ. Культура министрĕ Светлана Каликова хăйĕн ведомстви ку енĕпе тĕрĕслев тивĕçне çеç пурнăçланине палăртрĕ, ĕçсемшĕн Строительство министерстви яваплă. Çапах юсав хăçанччен пырассине Светлана Анатольевна уçăмлатрĕ: пĕтĕм юсав ĕçĕсене кăçал вĕçлемелле. Депутатăн бомбоубежище пур Халăха чрезвычайлă лару-тăруран хӳтĕлесси çинчен калакан саккун проекчĕпе Валерий Антонов депутат паллаштарчĕ. Тӳрлетӳсем темле пысăк пĕлтерĕшлĕ тееймĕн, анчах залра каллех ыйту çуралчĕ — бомбоубежищĕсем мĕнле лару-тăрура пулнипе кăсăкланчĕç. Паянхи лару-тăрура ыйту, йышăнмалла, вырăнсăр тееймĕн. Антонов министр мар, бизнесмен кăна, çавна май, паллах, пуриншĕн те явап тытаймасть, анчах унăн харпăрлăхĕнче пĕр бомбоубежище пур иккен — ăна йĕркеллĕ тытса тăма тăрăшать. Ял хуçалăх çĕрĕсемпе çыхăннă право хутшăнăвĕсене йĕркелемелли саккун проектне тишкернĕ май трибуна умне тухнă Алексей Шурчановăн вара, парламентăн аграри комитечĕн ертӳçин, ĕçтешĕсен ял хуçалăх çĕрĕсемпе тирпейлĕ усă курассине пырса тивекен ыйтăвне хуравлама тиврĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, республикăра паян ял хуçалăх çĕрĕсен усă курман лаптăкĕсем 20 пин гектар ытла. Ял хуçалăх министерстви, вăл хакланă тăрăх, çак цифрăна пĕчĕклетес енĕпе çине тăрса ăнăçлă ĕçлет. Çĕмĕрле округĕнчи Кăмаша разъезчĕн шăпипе çыхăннă ыйту вара нумай депутат чунне пырса тиврĕ ахăр. Ун пирки пĕри те тепри ыйту пачĕ. Ăна тĕп тăвасси çинчен калакан саккун проектне хатĕрленĕ — çакă калаçу çуратрĕ. Муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Дмитрий Головин пĕлтернĕ тăрăх, унта транспорт çӳремест, çул, кадастр тытăмĕнче регистрациленĕ пурăнмалли çуртсем çук. Хăй вăхăтĕнче яла /е поселок тени вырăнлăрах-ши?/ чукун çул ĕçĕсене тивĕçтерме йĕркеленĕ. Çавăн пекех унта вăрман касакансем пурăннă. Халь вăл чукун çула кирлĕ мар, округ вăрман касас енĕпе те ĕçлемест. Ĕç çук та — çынсем Çĕмĕрле тата Сăр кĕперĕ хушшинчи çав вырăнтан пĕчĕккĕн пăрахса кайса пĕтнĕ, паян унта никам та пурăнмасть, раз±езд текен яла вăрман хупланă. Çакă, паллах, чуна ыраттарать, анчах нимĕн те тăваймăн — ăна тĕп тумалли саккуншăн сасăламах тиврĕ. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


Сергей АРТАМОНОВ: Пире тепĕр чухне хăратса пăхмалла иккен

Республика Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунне паллă тăвас умĕн ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов «Хыпар» Издательство çуртĕнче пулчĕ — хаçат журналисчĕсен ыйтăвĕсене хуравларĕ.

Контракт çирĕплетмен

Пуçару бюджетĕнче пухăнакан укçапа кăçал хута янă тата яракан обĕектсем çинчен пĕлесшĕн пултăмăр. Вице-премьер хăйне 10 çул каялла панă ыйтусене аса илчĕ: — «Эпир çула юсасшăн, ĕçмелли шыв пăрăхĕпе башньăна улăштарасшăн, ытти обĕект тăвасшăн, — тетчĕç ял çыннисем. — Çак тĕллевсене мĕнле программăпа пурнăçламалла?» Шел те, ыйтăва хуравлаймастăм. «Хальлĕхе бюджетра укçа çук — чăтмалла», — теттĕм. Хăш-пĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕ ертсе пынипе вырăнти çынсенчен укçа пуçтаратчĕç, ăна-кăна çĕклетчĕç. Чылай обĕ екта паха тăвайман, çавна пула тепĕртакран юсама тивнĕ. 2017 çулта пуçару программине ЧР Правительстви йышăнсан, пухнă укçапа епле усă курнине тĕрĕслеме тытăнсан ĕç йĕркеленсе кайрĕ. Унтанпа 6200 яхăн проекта ĕçе кĕртрĕмĕр. Ун чухне хăшĕ-пĕри программа пурнăçланасси пирки иккĕленетчĕ, вăл ĕçе ăнăçлă кĕрсе пычĕ. 2024 çулта конкурсра 1487 проект çĕнтерчĕ. Сĕнтĕрвăрри, Шăмăршă тата Çĕмĕрле округĕсем 1-ер пурнăçа кĕртме кăмăл тумарĕç. Вĕсенче çынсене пуçтарнă, обĕект тума пуху йышăну кăларнă, ял-йышран укçа пухнă хыççăн тĕллеве пăрахăçлани лайăх мар. Вице-премьер кăçалхи проектсене раштавăн 10-мĕшĕччен туса пĕтерме тĕллев лартнине, юпан 22-мĕшĕ тĕлне 1117-шне ª75%º ĕçе кĕртнине хыпарларĕ. Ыттине те пурнăçлаççĕ. Администрацисен территори пайĕсем, общество организацийĕсемпе ялсен представителĕсем обĕектсенче пулса, ĕç пахалăхне пахаласа йышăнаççĕ. Вĕсене кайран ан тиркеччĕр тесе çитменлĕх çинчен çийĕнчех калама ыйтаççĕ. Çакăн пек тĕслĕх те пур: икĕ округра темиçе проекта пурнăçа кĕртес тĕллевпе подряд организацийĕпе контракт çирĕплетмен. Çав шутра — икĕ çул. Çанталăк шăнтсан тумалла-ши? Вице-премьер шухăшласа пăхма сĕнчĕ.

ЧР Ял хуçалăх министерстви проектсене суйласа илмелли конкурса çĕнĕлĕх кĕртме палăртнă. Сăмах мĕн çинчен пырать-ха? Иртнĕ çулсенче обĕктсене ялти кашни çемье членĕ е пухăва хутшăннă кашни çын алă пусса палăртнă. Анчах чылай ялта протокол çыракансем кашни çын патне çитмен иккен, уншăн е куншăн хăйсем алă пусса янă. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Гитара сассиллĕ ССО

Кăçал студентсен строительство отрячĕсене пуçласа йĕркеленĕренпе 65 çул çитрĕ. Мĕнле тĕллевпе пуçарнă вĕсене? Çак отрядсем мĕнле ĕçленĕ? СССР журналистсен союзĕн членĕпе, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче преподавательте ĕçленĕ, чылай журналистпа филолога хатĕрленĕ Анатолий Абрамовпа, хăй вăхăтĕнче ССОна пайтах çӳренĕскерпе, çав çулсене аса илтĕмĕр.

Виçĕ хутлă шкул тунă

— Студентсен строительство отрячĕсене мĕнле тĕллевпе йĕркеленĕ?

— Тĕрĕссипе, Раççейре çамрăксене, ачасене мĕн пĕчĕкрен ĕçлеттерсе çитĕнтерме тăрăшнă. «Çын ĕçлеме хăнăхать тĕк – çĕршывăн пуласлăхĕ пур», – тесе шухăшланă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче фашистсем 700 ытла хулана аркатнă. Вĕсене çĕнĕрен çĕклемелле пулнă. Çав вăхăтрах халăх хуçалăхне те аталантармалла. Çĕршыва Никита Хрущев ертсе пынă тапхăрта Çурçĕр Казахстан, Саратов облаçĕсенче çерем çĕрсене уçас ĕçсем пуçланнă. Шăпах çав вăхăтра, 1959 çулхи пушака уйăхĕсенче, Мускав патшалăх университечĕн физикăпа техника факультетĕнче вĕренекен Сергей Литвиненко пуçару тунă: «Студентсен строительство отрядне тăватпăр та кайса ĕçлеме пулăшатпăр!» Малтанлăха вĕсене вырăнти парторг симĕс çутă панă тейĕпĕр. Вĕсем строительствăпа монтаж ĕçĕсене пурнăçланă. Кролик ферми тунă, 16 çурт çĕкленĕ. Студентсем мĕн-мĕн тунине каласа та пĕтереймĕн. Анчах вĕсен ĕçĕн пĕлтерĕшĕ çав тери пысăк пулни куçкĕрет. Çапах та Сергей Литвиненко ĕçне ура хуракансем тупăннă. Мĕншĕн тесен ун чухне «шапашник» текен ăнлав та пулнă. Шапашниксем студентсен строительство отрячĕсене хирĕçленĕ. Анчах Литвиненко парăнман. Юратупа та çыхăннă ку истори. Студентсем Никита Хрущев ячĕпе çыру çырнă. Çырăва ун патне çитерме пысăк пĕр пуçлăхăн физикăпа техника факультетĕнче вĕренекен хĕрĕ пулăшнă. Никита Хрущев вара резолюци çырнă: «Питĕ лайăх шухăш. Ĕçпе воспитани парасси питĕ пĕлтерĕшлĕ». Çавăн хыççăн ССО юхăмĕ питĕ вăйланса кайнă. 1963 çулта съездсем ирттерекен керменте пĕрремĕш слет пулнă. Унта 6000 ытла студент пухăннă. Вĕсем студентсен строительство отрячĕсен тĕллевĕсене палăртнă, уставне йышăннă.

— Чăваш Ене çак юхăм миçемĕш çулта çитнĕ?

— Кунта вăл 1961 çулта вăй илме тытăннă. 1963 çулта Чăваш патшалăх педагогика институчĕн студенчĕсем тĕрлĕ çĕре ĕçлеме çӳремешкĕн пуçланă. Стройотряд тени стройкăра кăна ĕçлемелле тенине пĕлтермест. Унта педотрядсем, медицина отрячĕсем, чукун çул вожатăйĕсем, пулă тытакан отрядсем пур. Эпĕ Чăваш патшалăх университетне 1981 çулта историпе филологи факультетне вĕренме кĕтĕм. Симĕс курткăллă, хитре эмблемăллă студентсен строительство отрячĕн хастарĕсене ăмсанса пăхаттăмăр. Вĕсем пирĕншĕн турă пекех туйăннă. Симĕс çав курткăна «целинка» тетчĕç. Чăваш Енре 4 зонăччĕ — Çĕрпӳ, Çĕмĕрле, Шупашкар тата Патăрьел зонисем. Вĕсем 4-6 района пĕрлештеретчĕç. Унсăр пуçне облаç штабĕ пурччĕ. Унта командир, комиссар, врач тата ытти те пулнă. Замполит вырăнне — комиссар. Вăл — политика тĕлĕшĕнчен тытса пыраканни. Кирек мĕнле отрядра та врач пулнă — медфакра вĕренекенсем. Мастер та пурччĕ. Вăл тĕп инженер вырăнĕнчеччĕ. Завхоз та, квартирьер та пулнă. Вăл отряд ĕçлеме тухса кайиччен вырăна кайса студентсене ăçта вырнаçтармаллине палăртатчĕ, ытти ыйтăва татса паратчĕ — пĕр-пĕр предприятири пекех.

— Эсир студентсен строительство отрячĕпе ăçта-ăçта çитнĕ?

— Эпĕ историпе филологи факультетне редакцире ĕçленĕ хыççăн вĕренме кĕнĕ. Маларах Йĕпреç районĕнчи «Çĕнтерӳшĕн» хаçат редакцийĕнче ĕçленĕ. Унтан çарта пулнă. Пĕрле вĕреннисем манран 4 çул кĕçĕнччĕ. Арçын ачасем пурте служба хыççăнччĕ. 1981 çулта ИФФра чăваш уйрăмĕ уйрăмах кĕрлесе тăратчĕ. Анатолий Смолин поэт вĕренетчĕ. «Толя Смолин «Комсомольская правда» хаçатра пичетленнĕ», – тетчĕç. Унтан Валерий Туркай Çеçпĕл сăввисене хĕрӳллĕн вулатчĕ. «Мерчен» юрă ансамблĕ шăрантаракан юрăсене киленсе итлеттĕмĕр. Хăй тĕллĕн вĕреннĕ композиторăн Вениамин Смирновăн юррисене кăмăллаттăмăр. Унăн юррисене радиопа халĕ те параççĕ: «Чарлан», «Теме сиссе чĕрем хурланчĕ» тата ытти те. Астăватăп, Веньăна комиссара суйларĕç, Туркай командирччĕ. Строительство факультетĕнче пĕлӳ илекен Сергей /хушаматне маннă/ мастерччĕ, медфакра вĕренекен Людмила /унăн хушаматне аса илеймерĕм/ — тухтăр. «Бригантина» ятлă отряд йĕркелерĕмĕр. Вăрмар районне ĕçлеме кайрăмăр. Чулкаç ялĕнче 3 хутлă шкул çĕклерĕмĕр. Унăн тăррине витнĕ чухне сварка ĕçĕсене турăм. Çак ăсталăха çарта вĕреннĕччĕ. Пирĕнпе пĕрле Ольга Туркай /Чăваш радиори пултаруллă журналист/, Василий Цыфаркин /чăваш литературин кĕнекине кăларакан/, Николай Сидоров /паллă драматург/, Галина Андреева /виçĕ хутчен Раççей Президенчĕн грантне илнĕ, чăваш учебникĕсене хатĕрленĕ/ пулнă. «Бригантина» вăл вăхăтри пĕтĕм конкурсра çĕнтеретчĕ. Ун чухне зона комиссарĕ Анатолий Смолинччĕ. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


Ĕмĕчĕсем пысăк, калемĕ çивĕч

Çанталăк сивĕтнĕ, пахчари ĕçсенчен пушанса пынă май та унпа тĕл пулма çăмăлах мар. Е тăван шкул юбилейне хыпаланать, е тивĕçлĕ канăва тухиччен ĕçленĕ организаци пухăвĕнче сăмах тухса каламалла, е пĕр-пĕр районти мероприятие çитмелле. Тивĕçлĕ канăва тахçанах тухнă пулин те пушă вăхăт çукпа пĕрех унăн – 88-а ярса пуснă пулин те Геннадий Михайлов пурнăç таппинчен юлмасăр малалла утать.

Элĕк районĕнчи Павлушкăньре раштав сиввинче тăватă ачаллă çемьере иккĕмĕш пепке пулса çут тĕнчене килнĕ вăл. Виçĕ ывăл та пĕр хĕр ÿснĕ кил-йышра. «Ăçта пулнă-ши, мĕнле иртнĕ-ши, унтан та ытла, пулнă-ши вăл манăн – ачалăх? – шухăша каять паян Геннадий Михайлович.

– 34-ри аттене вăрçа ăсатнă чухне эпĕ пиллĕк те тултарайман. Мана, çывăраканскерне, вăратса, пиччепе иксĕмĕре умне тăратса атте çапла каласа хăварнă: «Аннÿне итлĕр». Анне варти пепкепе тăрса юлнă унран. Çапла вăл каланине асра тытса, аннене итлесе çын пулнă эпир. «Ĕçрен ан хăрăр, çынна сăмахпа та ан кÿрентерĕр», – çапла вĕрентсе ÿстернĕ пире çывăх çыннăмăр. Аттерен çырусем часах килме пăрахнă. Çурла уйăхĕнче ăсатнăскер чÿк уйăхĕнче хыпарсăр çухалнă. Йывăр хыпар илнĕ хыççăн анне хытă асапланнă, макăрнипе çывăрайми те пулнă. Çакăн хыççăн мучи ăна чиркĕве илсе çÿреме пуçланă, ачисене ÿстермеллине каланă. Атте те анне тĕлĕкне килсе хăй таврăнаймассине, ачасене пăхмаллине каланă. Чиркĕве çÿреме пуçласан анне кăштах пусăрăннă. Ăна кăкăр ачи пуррине пăхмасăрах сурăх фермине ĕçлеме вырнаçтарнă. 11 çулсенчи пичче ăна ĕçре пулăшатчĕ. Эпĕ, 7-8-тискер, кил тĕрĕшĕнче хамах тăрăшаттăм. Çăлтан кăна шыв кăлараймастăм та, анне ăсса хăваратчĕ. Кăмака хутса хăваратчĕ. Вуттине хамах чĕртнĕ. Куршакпа лартса выльăх-чĕрлĕхе апат панă, шăварнă. Çу çитсен пахчара пирĕншĕн чĕр тăшман тупăнатчĕ – çум курăк. Анне уншăн пире хытă вăрçатчĕ. Çавăнпах ытти ача пек урамра трактор-машинăлла выляма вăхăт пулман. Тепĕр чухне çăпатапа курăк туртнине астăватăп-ха. Анчах ун пек кунсем сахал пулнă. Ĕçлемелле, ĕçлемелле… Чăн та, пĕрре итлемерĕм аннене, пулă тытма кайрăмах. Тытни-мĕнни пулмарĕ, шăм-шака вара анне кайран лайăх «çемçетрĕ»… Йĕрке çирĕп пулнă унăн – кирлĕ пулнă-тăр. Пичче çарта ахальтен мар прапорщика çитрĕ каярахпа. Эпĕ ĕнтĕ çак таранччен ĕçре. Пахчара халĕ те çум курăк çук манăн. Пахча çимĕçе лартса параççĕ-ха. Анчах шăварса тăрасси, кĕркунне пухса илесси – манăн яваплăх. Сивĕтмĕш яланах тулли. Пĕччен пулсан та вĕри апат яланах пĕçеретĕп. Мĕн тăвăн, камăн пурнăç яп-яка, камăн тумхахлă. Арăм вилнĕренпе 37 çул çитрĕ. Чăн та, мăшăрсăр пурнăç хăрах çунатлă. Эпĕ те хам валли юрăхлă хĕрарăм тупрăм. Анчах та вăл чирлесе кайрĕ…» Геннадий Михайлович иртнĕ кунсене ĕнер кăна пулнă пек астăвать. Акă вĕренме пуçланăранпа 80 çул çитнĕ кăçал. Тепĕр савăнăç – мăнукĕн ачи шкула кайнă. Вĕренмелле – «ĕçлемелле» çумне тепĕр девиз пулнă Михайловсен çемйинче. Тавăтри шкулта çичĕ класс вĕреннĕ хыççăн амăшĕ ăна Ураскилте илсе кайнă. Инçе çул хăратман – вăл ялта амăшĕн йăмăкĕ пурăннă, çавăнпа та арçын ачан пурăнма вырăн пулнă. Виçĕ çул сисĕнмесĕр иртнĕ. Шкул хыççăн ыттисем пекех салтак атти тăхăннă. Унтан таврăнсан вырăнти «Заветы Ильича» колхозра ĕçлеме пуçланă. Тăрăшуллăскере уйăхранах комсомол секретарьне суйланă. Тата виçĕ уйăхран бригадир тивĕçĕсене шаннă. Кĕçех бригадăсене пысăклатаççĕ, ятарлă пĕлÿ илнĕ агронома бригадир пулма шанаççĕ. Ăнланать арçын ача – малалла вĕренмелле. Çав вăхăтра юнашарти Хирлеппуç ялĕнче «Ĕçрен ан хăрăр, çынна сăмахпа та ан кÿрентерĕр», – çапла вĕрентсе Устернĕ пире çывăх çыннăмăр ➘ клуб юхăнса ларнă. Геннадий Михайлова комсомол енĕпе хастарлăх кăтартма ыйтаççĕ, клуб ĕçне йĕркелесе пыма шанаççĕ. «Пĕлÿ çитменни – суккăр пекех, – тет иртнине аса илсе Геннадий Михайлович. – Çавăнпах Çĕрпÿри культурăпа çут ĕç училищинче клуб ĕçне вĕренсе тухрăм». 1965 çулта хастар качча тин йĕркеленнĕ Элĕк районĕнче культура пайĕн пуçлăхĕн тилхепине тыттараççĕ. Вĕренмелле – çак чĕнÿ ăна малаллах йыхăрать. Чулхулари парти аслă шкулĕнче пĕлĕвне тарăнлатать вăл. Çакăн хыççăн КПСС Элĕк райкомĕн пропагандăпа агитаци пайĕн пуçлăхĕнче ĕçлеме тытăнать. «Ун чухне коммунистсен ретĕнчен шалти ĕçсен пайне ĕçлеме яратчĕç. Çав йыша эпĕ те лекрĕм, КПСС Чăваш обкомĕн бюровĕнче манăн кандидатурăна сĕнчĕç, – тăсăлать калаçу. – Мана Шалти ĕçсен министерствин аппаратне кадрсен пайне илчĕç. 21 район… Ĕçе хăнăхиччен нумай тар кăларма тиврĕ. Ĕç вăхăчĕ вĕçленсен те пайтах тытăнса тăнă». Çапла 1977 çултан пуçласа Геннадий Михайловичăн çĕнĕ пурнăç пуçланать тесен те йăнăш пулас çук. Аслă инспектортан пуçласа карьера картлашкипе çÿлтен çÿле хăпарать вăл – Чăваш АССР ШĔМĕн кадрсен управленийĕн пай пуçлăхне çитет. 1994 çулчченех унта вăй хурать. Анчах подполковник званийĕпе тивĕçлĕ канăва тухсан та юратнă ĕçĕпе сыв пуллашма васкамасть. Ертÿçĕсем те ăна ĕçрен тăруках ярасшăн мар. Çапла вăл тата 6 çул кадрсен пайĕн пуçлăхĕн çумĕнче тăрăшать. Çав вăхăтрах ăна управленин ветерансен канашне ертсе пыма суйлаççĕ. Канăçсăр чун-чĕре… Общество ĕçне те тулли яваплăха туйса пуçăнать вăл. 28 çул тытса пырать çак яваплăха. Кунта та каярахпа ертÿçĕ çумĕнче вăй хурать хастарскер. Яваплă тивĕçсене пурнăçланă хушăрах Геннадий Михайлов тавра пĕлÿпе кăсăкланма тытăнать. Çак ĕçе 1977 çулта пуçăнать – ун чухне Элĕк районĕ йĕркеленнĕренпе 50 çул çитнĕ. Мероприяти нумай ирттернĕ – район историйĕпе, паллă пулăмсемпе, çынсемпе халăха паллаштарнă. <...>

Маргарита ИЛЬИНА.

♦   ♦   


Вĕсене ял историйĕ кăсăклантарать

Пушкăртстанри Куюргазă районĕнчи Кривле-Илюшке ялĕнче пурăнакан Анатолий Ефремовпа Александр Егоров тăван кĕтесĕн историне тĕпчеççĕ, ăна çамрăк ăру валли упраса хăварма пулăшаççĕ.

Кривле-Илюшке 1790 çулта никĕсленнĕ. Ăна пуçараканĕ Илья ятлă арçын пулнă. Вăл тыр-пул туса илме, ял йĕркелеме çĕр лаптăкĕ сутăн илнĕ. Унта пурăнакансенчен ытларахăшĕ чăвашсем пулнă. Çак ялта паллă çынсем çуралса ӳснĕ. Вĕсенчен пĕри — Фома Аскинский педагог-просветитель, тĕн саракан пачăшкă. Фома Сергеевич Иван Яковлевăн тăваттăмĕш вĕренекенĕ шутланнă. Вăл 1921 çулта Кривле-Илюшкери тата кӳршĕллĕ ялсенче пурăнакан çынсене выçлăхран хăтарнă. Сергей Никитин — Лев Толстойăн тăваттăмĕш вĕренекенĕ. Вăл революци çинчен çырнă кĕнекесене халăхра сарнă. Çавăншăн ăна Оренбургри тĕрмене хупнă. Шăпах çак материалсене Анатолий Ефремов тĕпчесе пĕлнĕ те. Унсăр пуçне Граждан вăрçи вăхăтĕнче ял территорийĕнче Дутов ертсе пыракан шурă гвардеец-казаксем тата Хĕрлĕ çарăн малти ретне илсе пыракан Блюхер тытăçăвĕсем пынă. Çавна май Анатолий Николаевич çĕр айĕнче хĕç-пăшал экспоначĕ нумай упраннине пĕлтерет. Вăл хальхи вăхăтра архивра чылай ларать. Кривле-Илюшке канашне кĕрекен ялсенчен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнман салтаксен списокне йĕркелет. Анатолий Ефремов пуçарнипе куçса çӳрекен «Чăваш тĕнчи» курав ĕçлет. Çак куравпа вăл республика тăрăх çӳрет. Çынсене чăваш культурипе, йăли-йĕркипе паллаштарать. Александр Егоров ял историйĕпе кăсăкланать. Çавна май вăл килĕнче музей йĕркеленĕ. Унти экспонатсенчен ытларахăшне çĕр айĕнчен чавса кăларнă. Вĕсен шутĕнчех — тимĕрçĕ хатĕрĕсем, 1700 çулхи хачă, çĕрĕ, çăра уççи, кулон, тӳме, сехет, пуртă, катмак, сăмавар кранĕ, алăк тăпси, скифсен ухă сăннин вĕçĕ, Емельян Пугачев пăлхавĕ вăхăтĕнче усă курнă тупă йĕтрисем, патша вăхăтĕнчи укçасем… <...>

Валентина ПЕТРОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.