Хыпар 118 (27997) № 18.10.2022

18 Юпа, 2022

Чи пысăк пуянлăх – ĕçчен халăх

Шăмăршă районĕ йĕркеленнĕренпе 95 çул çитнине иртнĕ эрнекун, юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче, паллă турĕç. Уяв тĕлне районта халăхшăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ объектсем хута кайрĕç. Вĕсенчен пĕри — Анат Чаткасри врач амбулаторийĕ.

Пациентсемшĕн те, тухтăрсемшĕн те — хăтлă

Амбулаторие уçма ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов килсе çитрĕ. Ялта унччен те амбулатори пулнă-ха, анчах вăл кивелсе çитнине кура çынсем пахалăхлă медпулăшу илеймен. Халĕ кунта Анат Чаткас, Тури Чаткас, Максим Горький, Хĕрлĕ Васан ялĕсенчен — пурĕ 1200 ытла çын — килсе çÿрĕ. Республикăри чи аякри саласенчен пĕри — Анат Чаткас — район центрĕнчен 20 çухрăмра, Тутарстан чиккинче, вырнаçнă. Унта общество транспорчĕ çÿремест, Шăмăрша таксипе каймалла. Ялта пурăнакансенчен чылайăшĕ – аслă ÿсĕмре. Çавăнпа вырăнтах больница пуррине нимĕн те çитмест. Унччен тухтăрсем халăха садик пулнă çуртра йышăннă. Халĕ ачасене шкула куçарнă. «Кивĕ амбулаторие çĕнĕрен юсама сĕнекенсем те пулчĕç. Унта сивĕччĕ, тĕттĕмччĕ. Çĕннинех çĕклеме йышăнчĕç. Вырăнĕ те кунта меллĕрех. Лавкка çумĕнче. Унта килсен çынсем юн пусăмне виçтерме кĕрсе тухма пултараççĕ», — халăх кăмăллă пулнине палăртрĕ вырăнти депутат Леонид Нянин. Çапла, çĕнĕ амбулатори — ял варринче. Йĕри-тавра карта тытса çавăрнă, тротуар сарнă. Сусăрсем пирки те манман — пандус вырнаçтарнă. Çурта уйрăм котельнăй хутса ăшăтать. Шыв кĕртнĕ, канализаци хунă. «Çурăм шăмми пÿсĕрĕпе аптăранăран кунта час-часах сипленме килетĕп. Медсестрасем, тухтăрсем яланах лайăх йышăнаççĕ. Физиотерапи тухатăп, укол тăваççĕ, капельница лартаççĕ», — терĕ Анат Чаткасра пурăнакан Светлана Синелева. Сĕтелпукан вырнаçтармалли, вак-тĕвек ĕçсем юлнă пулин те амбулатори халăха йышăнма хатĕр темелле. ЧР сывлăх сыхлавĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн ятне тивĕçнĕ Татьяна Юнкерова медсестра тăван ялĕнче 20 çул вăй хурать. «Васкавлă пулăшу та паратпăр, диспансеризаци те ирттеретпĕр, пурне те тĕрĕслетпĕр, анализсем илетпĕр, кунта пирĕн пĕтĕмпех пур», — каласа кăтартрĕ Татьяна Васильевна. Амбулаторире кăнтăрлахи стационар ĕçлĕ. <...>

Алина ИЛЬИНА.

♦   ♦    


Çур аки вăраха тăсăлчĕ

Çапах хуçалăхсем пысăк тухăç илчĕç

Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунне республикăра кăçал чÿк уйăхĕн 11-мĕшĕнче уявлĕç. Уй-хир ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ. Вĕсене ЧР Ял хуçалăх министерствин ÿсен-тăран çитĕнтерес, химизацилес, хÿтĕлес тата ăна пăхассине механизацилес тĕлĕшпе ĕçлекен пайĕн ертÿçипе Владимир Васильевпа пĕрле тишкертĕмĕр.

— Пирĕн аграрисем тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсем 547,1 пин гектар, е 2021 çулхинчен 7,5 пин гектар /1,3%/ ытларах, акса-лартса çитĕнтерчĕç. Юпа уйăхĕн 17-мĕшĕ тĕлне 1 миллион ытла тонна тырă пуçтарса илчĕç. Вăтам тухăç кашни гектартан 33,8 центнер /алласа тасатичченхи виçнине шутласан/ — 2021 çулхинчен чылай пысăкрах. Вăтам тухăç республика рекорчĕ патне çывхарать. Пирĕн çĕр ĕçченĕсем тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем чи нумай — 1 миллион та 4 тонна — 1992 çулта пухса кĕртнĕ. Хресчен-фермер хуçалăхĕсем кăçал туса илнĕ тырра тĕрĕс шута илсе Чăвашстата пĕлтернĕ тата 2 пин гектар йышăнакан тĕшĕлĕх куккуруса пухса кĕртнĕ, тасатнă тата типĕтнĕ хыççăн 1992 çулхинчен ытларах пуласса шанатпăр. Сăмах май, тĕшĕлĕх куккурус лайăх — кашни гектартан вăтамран 50-60 центнер — тухать. — Агроном пулнă май кăçалхи пысăк тухăçăн сăлтавĕсене ăнлантарса парсамăр. — Вĕсенчен пĕри — культурăсене апатлантарма минерал удобренийĕ кашни гектара вăтамран 50 килограмм /ÿсен-тăрана çитĕнме кирлĕ паха хутăшĕсене çеç шутласан/ таран хывни. Танлаштарма: 2021 çулта — 48, виçĕ-тăватă çул каялла 35-37 килограмм кăна панă. — Тырă тухăçĕ енĕпе хăш муниципалитетсем, ял хуçалăх организацийĕсем, фермерсем малтисен ретĕнче? — Улатăр ª49 центнерº, Çĕрпÿ ª38,7º, Елчĕк ª36,5º, Патăрьел ª35º районĕсем. Вĕсен лайăх кăтартăвне минерал удобренийĕпе чылай усă курнипе, пысăк лаптăкра паха вăрлăх акнипе, агротехнологие пăхăннипе, агрономи служби тата ĕç коллективĕсем тăрăшса ĕçленипе, субсидипе çĕнĕ техника чылай туяннипе ăнлантаратпăр. Хуçалăхсем ăна илсе курнă тăкакăн 40% патшалăх саплаштарать. Кашни гектартан вăтамран Вăрнар районĕнчи «Мураты» ЯХПК, Элĕк районĕнчи С.Волков тата Елчĕк тăрăхĕнчи Ю.Цветков фермерсем — 60, Улатăр районĕнчи «КипиАйАгро» общество — 50 ытла, республикăри ытти нумай хуçалăх 50-60 центнер пухса кĕртнĕ. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   


«Пĕрре çапман пушă иккĕ çапса тивес çук»

«Эпĕ ĕмĕр тăршшĕпех пушă ларман. Халĕ те çаплах. Ĕçлени кун-çула вăрăмлатать», — палăртать Комсомольски районĕнчи Анат Тимĕрчкассинче пурăнакан Раиса Тимофеева. Раиса Николаевнăпа маларах автобусра паллашнăччĕ. Ун чухне 91-ри хĕрарăм пасара çăмарта сутмашкăн кайма тухнăччĕ. Хальхинче кинемей патне килнех çитсе куртăмăр.

Пасара каймасан çухатаççĕ

Раиса Тимофеева Комсомольски салинче иртекен пĕр пасартан та юлмасть. Çĕр ĕçне кăмăлланăран вăрлăх туса сутать. Тата, паллах, çынсемпе курса калаçать. Хыпар-хăнар пĕлсе килет. «Эпĕ Анат Тимĕрчкассинче çуралса ÿснĕ. Пирĕн атте икĕ хутчен авланнă. Малтанхи арăмĕ тифпа чирлесе вилнĕ. Анне Марфа Федоровна Эткер ялĕнчен пулнă. Вăл хăй вăхăтĕнче Етĕрне енчи офицера качча кайнă. Атте Граждан вăрçинчен аманса таврăннă. «Эх, çак пĕçĕ вĕлерет ĕнтĕ мана. Тулса çитет те юхать», — тетчĕ. Ĕçлеме ÿркенмен вăл. Анне офицерпа Хусанта 8 çул пурăннă. Вĕсен ывăл Саша пулнă. Упăшки вăрçăра вилсен анне тăван ялне таврăннă. Унăн ачи те, шел, чире пула пурнăçран уйрăлнă. Вара анне Анат Тимĕрчкассине качча килнĕ. Тăватă хĕрпе пĕр ывăл çуратнă. Пиллĕкĕн çитĕннĕ эпир: Маюк, Альки, Варвари, Антун тата эпĕ. Антун вăрçăран аманса килсен пурăнаймарĕ, вилчĕ. Аппасем çамрăклах куç хупрĕç. Эпĕ кăна юлтăм. Аппасенчен аслине вăрçă вăхăтĕнче Свердловск облаçне вăрман касма янă. Тепĕр аппана çăпата тунă çĕре ăсатнă. Атте 61-ре вилчĕ. Анне 103 çула çитрĕ. «Эпĕ больницăра выртса курман», — тетчĕ вăл. Сăмах май, анне питĕ харсăр, çивĕч хĕрарăмччĕ. Упăшкипе пĕрле вăл Граждан вăрçине те хутшăннă. Пулеметран пени пирки те калатчĕ. Каярахпа вăрçă хирĕнче вилесем пуçтарнă», — каласа тĕлĕнтерчĕ Раис аппа. Вăл ялти шкулта 7 класс пĕтернĕ. 8-мĕш класа Аслă Чурачăка çуран утнă. Вăл вăхăта унăн ашшĕ те, пиччĕшĕ те вилнĕ. Çи-пуç, атă-пушмак, çимелли пулман. Çитменнине, вĕреннĕшĕн 150 тенкĕ тÿлеттернĕ. Тăватă çухрăмри ялта хваттере кĕрсен вутă ыйтнă. Вут-шанки хăйсен те пулман. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   


Ял çынни марафон чупать

62-ри Николай Герасимов Куславкка районĕнчи Пилешкассинче пурăнать. Вăл 50 çултан иртсен триатлонпа туслашнă, марафон чупма тытăннă. Тăхăр марафона парăнтарнă арçынна чупма мĕн хистет-ха? Çак ыйтăвăн хуравне тупас тесех алла телефон тытрăм.

Ача чухнехи ĕмĕтне пурнăçланă

— Юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче кăна Хусантан çурма марафон чупса таврăнтăм. Ку дистанцире хамăн кăтартăва лайăхлатрăм — 1 сехет те 54 минут. Малта пыма çăмăл мар, çавăнпа хыçалта чупатăп. Финиша çитес умĕн кăна хăвăртлăха ÿстеретĕп. Ак Хусанта та стадиона кĕрсен чылай çынран иртсе кайрăм. Призерсен йышне кĕмешкĕн 1,30 сехет кирлĕ, — каласа кăтартрĕ Николай Николаевич. Кăçал вăл çурма марафон ăмăртăвне тăватă хутчен хутшăннă. Пĕрремĕшне ентешĕпе, Чашламари Николай Черновпа, пĕрле Хусанта чупнă. Ун чухне вăл финиша 2 сехет те 6 минутра çитнĕ. Пĕрремĕш марафона Николай Герасимов 2019 çулта чупнă. 42 километрлă дистанцие 5 сехет те 25 минутра чупса тухнă. Кашни ăмăртура результата лайăхлатма тăрăшать. Акă тăххăрмĕш марафона 4,56 сехетре вĕçленĕ. Кăçал спорт ветеранĕ тăватă марафон /профессионал спортсменшăн та пĕр çулта темиçе марафон чупма йывăр/ стартне тăнă. — Марафон чупасси пурнăç тĕллевĕ пулса тăчĕ. Спорт уявĕ вăл маншăн. Нумаййăн пуçтарăнаççĕ. Тĕслĕхрен, Хусана 3000 яхăн пухăннăччĕ. Тус-юлташ йышланчĕ. Вĕсемпе курса калаçни кăмăл-туйăма çĕклет. Эпир паллă спортсменсемпе, сумлă атлетсемпе пĕрле старта тухатпăр. Вĕсемпе пĕрле чупни, алă тытни хавхалантарать. Марафонсенче нумай хут çĕнтернĕ Степан Киселев, 67-ри Владимир Герасимов пек çынсем мана вăй хушаççĕ, — савăнăçне пытармарĕ марафонçă. Кăçалах вăл хăйĕн тахçанхи ĕмĕтне пурнăçланă — Пĕтĕм тĕнчери Мускав марафонне хутшăннă. «Ку марафона тахçантанпах ирттереççĕ, ача чухнех илтнĕ эпĕ ун çинчен. Хамăн та унта чупса медальлĕ пулас килетчĕ. Тинех çав ĕмĕте пурнăçа кĕртрĕм. Спорт уявне 32 пин çын пухăннăччĕ», — сăмах çăмхине сÿтрĕ Николай Герасимов. Ленинград облаçĕнче Ладога хĕрринче çуллен иртекен «Пурнăç çулĕ» марафон дистанцине те парăнтарнă, çулла Питĕрти «Çутă каç» марафонта чупнă. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.