Хыпар 117 (28145) № 17.10.2023

17 Юпа, 2023

Çĕр лаптăкĕ суйлаççĕ

ЧР Ял хуçалăх министерстви «Кĕр мăнтăрĕ — 2023» куравра ĕçлĕ килĕшÿсем çирĕплетнине «Хыпар» пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Ăнăçлисенчен пĕри — сăра туса кăларакан «Балтика» компанипе çирĕплетни.

Унпа килĕшÿллĕн республикăн тата компанин хăмла производствине пĕрле йĕркелемелле, унпа çыхăннă ыйтусене татса памалла. Компани республикăра хăмла çитĕнтерме палăртнă. Нумаях пулмасть Сергей Артамонов вице-премьер компани представителĕсене Етĕрне тата Çĕрпÿ округĕсенче пушă выртакан ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕре кăтартнă. Хăнасем 300 гектар пама ыйтаççĕ.

«Чăваш Енре пирĕн тĕллев нумай çул пурнăçланасса, хăмла производствине пуçласса, унта хутшăнакансем валли ĕç условийĕсем тăвасса, технологие пăхăнса паха хăмла туса илессе питĕ шанас килет, — тет «Балтикăн» агропроектсене ĕçе кĕртекен ушкăнĕн ертÿçи Владимир Сухонин. Пулас инвесторсене чи малтанах çак ыйту шухăшлаттарать: пирĕн патра тĕллеве пурнăçа кĕртме пулĕ-ши? Çавăнпа вĕсене тара илме палăртнă лаптăксем пурăнмалли вырăн инфратытăмĕнчен, хытă сийлĕ автоçултан, ял-хуларан миçе çухрăмра вырнаçни, пахчара ĕçлеме кадрсемпе тивĕçтересси, вĕсен квалификацине ÿстересси, çĕр пахалăхне тĕрĕслеттересси кăсăклантарать. Культурăна лайăх ÿстерме тата пур енĕпе те паха сăра вĕретме тăпрара кирлĕ хими элеменчĕсем пулсан çеç вăл кондицие тивĕçтерессине хăнасем лайăх пĕлеççĕ. Сăр хĕрринче пăхнă çĕр Етĕрнерен пĕр çухрăмра вырнаçнă, апла тăк транспорт тăкакĕ пысăк пулмĕ. Тара пама палăртакан лаптăк çумĕнче газ та, шыв та пур — пăрăх тăсса хăйсен бази патнех çитереççĕ. Тăпра пахалăхне Çĕрпÿ округĕнчи агрохимцентрта палăртма пултарĕç. Кăçалтан республикăри темиçе агротехникумра хăмла производствин технологине вĕрентме курс уçасшăн. Республикăри 200-300 гектар çинче хăмла туса илме «Балтикăн» капитал пур. Вăл Воронежра, Новосибирскра, Дон çинчи Ростовра, Самарта, Санкт-Петербургра, Тулăра, Хабаровскра, Ярославльте заводсем ĕçлеттерет. Компани ертÿçисем пурăна киле импорт чĕр таварпа мар, Чăвашра туса илнипе усă курма пуçласшăн. Республикăри çитĕнтерекен хуçалăхсенче пулса пахалăхĕпе те кăсăкланма ĕлкĕрнĕ. «Вăл питĕ лайăх, — палăртнă производство директорĕ Игорь Матвеев. — Тухăçĕ Европăринне çывăхрах, техĕмлĕ сортсем кăсăклă. Эпир сирĕнне çеç мар, ытти регионтине те лабораторире тĕрĕслерĕмĕр: халĕ Раççейре паха хăмла туса илесси иккĕлентермест». «Чăваш Ен ССР Союзĕнче те, çĕнĕ Раççейре те хăмла производстви енĕпе çĕршывра малта пынă, — тенĕ Сергей Артамонов министр компани представителĕсене. — Чăн та, цифрăсем пĕрешкел мар. Хăмла совет саманинче çулталăкра 3 пин тонна пухса кĕртнĕ, халĕ 200 тонна пуçтарса илетпĕр. Çакă та — çĕршывра туса илнин 95%. Санкцие тата импорт тавар вырăнне хамăрăнне анлă çул памаллине шута илсе отрасле аталантармаллах. Пирĕн культура компетенцийĕ упранса юлнă, отрасле чĕрĕ сывлăш вĕрсе кĕртме тĕллев тытнă специалистсем пур, ăна малалла яма патшалăх та пулăшĕ. Çавнашкал субсидие ытти пĕр регионта та çирĕплетмен. Республика программипе килĕшÿллĕн «симĕс ылтăн» туса илекен хуçалăхсене хăмла шпалерĕ вырнаçтарса, ăна татмалли комбайн, типĕтмелли оборудовани туянса, сутнă чухне курнă тăкака саплаштарма пулăшу парăпăр». <...>

Юрий МИХАЙЛОВ

♦   ♦   


«Хыпар» парнисем – чи вăйлисене

38-мĕш хут иртнĕ ăмăртура РФ спорт мастерĕн ятне тивĕçессишĕн тупăшрĕç

Çамрăксемшĕн çул уçать

Ăмăрту савăнăçлă парадран пуçланчĕ. Ăна Чăваш Енри спорт аэробикин федерацийĕн хастарĕсем /ертÿçи — ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ Оксана Дьячук/ уçрĕç. Вĕсем пухăннисене хăйсен пултарулăхĕпе çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм парнелерĕç. Турнира сумлă хăнасем те килчĕç. ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Виктор Горбунов, цифра министрĕн çумĕ Анна Иванова, спорт министрĕн çумĕ Александр Фадеев, республикăри спорт ветеранĕсен канашĕн ертÿçи Василий Шоркин, кире спорчĕн республикăри уйрăмĕн председателĕ Юрий Карпов спортсменсене ăнăçу сунчĕç. Пĕтĕм Раççейри кире спорчĕн федерацийĕн президенчĕ Сергей Кириллов ку турнир ырă йăласене тытса пынине, тĕнче тата Европа шайĕнчи ăмăртусенче палăрнă вун-вун спортсмена çитĕнтернине, çамрăксене çул уçса пама пулăшнине палăртрĕ. «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ – тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина ăмăрту чи вăйлă спортсменсен тупăшмалли тата тĕл пулса калаçмалли вырăнĕ пулса тăнине каларĕ. Вăл Юрий Карпова тата кире спорчĕн ветеранне Анатолий Семенова Издательство çурчĕн Тав хутне пачĕ. Çавăн пекех спорт уявĕнче кире спорчĕн федерацийĕн спорт мастерĕн ятне тивĕçнĕ ветерансене чысларĕç. Ăна Патăрьел тăрăхĕнчи Ильгизар Махмутов, Çĕнĕ Лапсарти Наталья Кузьмина тивĕçрĕç. Аса илтерер: «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн ирттерекен турнира 1983 çулта пуçарнă. Пĕрремĕшне Петр Сидоров журналист сĕннипе «Урожай» спорт обществи /ун чухнехи ертÿçи — Василий Шоркин/ тата «Коммунизм ялавĕ» хаçат редакцийĕ /ун чухнехи тĕп редакторĕ — Демьян Семенов/ тăрăшнипе йĕркеленĕ.

Çемйипех кире пуканĕ йăтаççĕ

Кире спортне юратакан çемье те сахал мар. Ку енĕпе Елчĕк округĕнчи Тÿскелти Петровсем тĕслĕх кăтартаççĕ. Акă 17-ри Дарья «Хыпар» турнирĕнче кăна мар, республика ăмăртăвĕсенче лайăх çитĕнÿсем тунă. 14-ри шăллĕ Матвей те кире пуканĕ йăтать. Вĕсем Олег Федоров тренер пулăшнипе спортра çирĕп утăмсем тăваççĕ. Дарьйăпа Матвейăн пиччĕшĕ Николай Петров та тимĕр вăййипе туслă пулнă. Спорт лапамĕнче ăсталăха туптаса тĕрекленнĕскер пурнăçне çарпа çыхăнтарнă. 2022 çулта Украинăра ятарлă çар операцийĕ пуçлансан Елчĕк каччи алла пăшал тытнă. Анчах кăçал пĕр çапăçура ăна вилмеллех амантнă. Паттăрлăх кăтартнă аслă лейтенанта Раççей Геройĕн ятне панă. Ăна асăнса кăçал Елчĕкре шкул ачисен хушшинче кире пуканĕ йăтас енĕпе уçă ăмăрту ирттернĕ. Санкт-Петербургра пурăнакан Бенидзесен çемйинче те виçĕ пĕртăван кире спортне суйланă. Асли Джони тĕнче чемпионачĕсенче çĕнтерсе чи сумлă ятсене тивĕçнĕ. Питĕрти çар институтĕнче кире спорчĕпе туслисемпе ĕçлет. Унăн шăллĕ Спартак та — вĕсен йышĕнчех. Çар çынни пулма хатĕрленекенскер яшсен ушкăнĕнче Раççей рекордне çĕнетнĕ, Европа тата тĕнче ăмăртăвĕсенче малти вырăнсене тухнă. Çавăн пекех вăл çул çÿреме юратнине пĕлтерчĕ, çавăнпа турнирсене кайсан ют хуласемпе паллашма тăрăшать. Шупашкарта та вăл командăри юлташĕсемпе пĕрле Хĕрлĕ тÿремре уçăлса çÿреме вăхăт тупнă. 21-ри яшăн шухăшĕпе, спорт палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме, йывăрлăхсене парăнтарма пулăшать. Спартакăн йĕкĕреш хăраххи Елизавета — кире пуканĕ йăтассипе спортăн тĕнче класлă мастерĕ. Вăл та тĕнче шайĕнчи ăмăртусенче пысăк çитĕнÿсем тунă. Владимир хулинчи Александр Арифулин та хăйĕн ачисене спорта явăçтарнă. Акă 16-ри ывăлĕ Владислав «Хыпар» турнирĕнче 16 килограмлă икĕ кире пуканне йăтса хăйĕн кăтартăвне лайăхлатрĕ. Унăн 11-ти шăллĕ Вячеслав та кире спорчĕпе туслашнă. Александр Арифулин тăрăшнипе кăçал Владимир облаçĕнче кире спорчĕн федерацине /ăнах унăн ертÿçи пулма суйланă/ туса хунă, секци уçнă. Икĕ ушкăнра 30 ытла çын ăсталăха туптать. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ

♦   ♦   


Ним курман çын хăрушă

Вăл ыттисене ăнланмасть: пурнăçа пачах чухламасть

Алексей Медведев çыравçă [1913-2001] çуралнăранпа 110 çул çитнине халалланă уяв юпа уйăхĕн 11-мĕшĕнче Шупашкарти К.Иванов ячĕллĕ Литература музейĕнче иртрĕ. Мероприятие писательсемпе журналистсем, юрăçсем пуçтарăнчĕç. Вĕсем «Пирĕн ят çухалмĕ» куравпа паллашрĕç. Унта сăн ÿкерчĕксемпе Алексей Фомичăн тĕрлĕ çулта тухнă кĕнекисене вырнаçтарнă. Мероприятие Литература музейĕн наука ĕçченĕ Галина Еливанова ертсе пычĕ. Вăлах пухăннисене çыравçăн пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Уява ветерансен «Шанăç» халăх хорĕн «Хавхалану» ансамблĕ [ертÿçи – ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Владимир Арланов баянист] хаваслă та тунсăхлă юрăсемпе илемлетрĕ.

Тĕрлĕ ĕçре вăй хунă Алексей Медведев 1913 çулта Етĕрне районĕнчи Урапакассинче çуралнă. Палтайри тата Етĕрнери шкулсенче вĕреннĕ. 1931 çулхи çуркунне Чулхулана автогигант тума тухса кайнă. Пĕр хушă Вăтам Азире вăй хунă. Хăйне тĕрлĕ ĕçре тĕрĕслесе пăхнă: çĕр чавнă, статист, техника тĕрĕслевçи, корректор, репортер, библиограф, редакцин яваплă секретарĕ, корреспондент пулнă. Алексей Фомич Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Вăрçăри паттăрлăхшăн ăна Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе, II степень Тăван çĕршыв вăрçин орденĕпе, темиçе медальпе наградăланă. Вăрçă хыççăн вăл чылай çул Етĕрне районĕнчи «Правда» колхоза ертсе пынă. Литературăри çитĕнÿсемшĕн ăна Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамотипе наградăланă. Алкексей Медведев 1972 çултанпа СССР Писательсен союзĕн членĕ пулнă. Медведевăн пĕрремĕш мăшăрĕ Мария ырă кăмăллă та хаваслă хĕрарăм пулнă. Упăшкине хытă юратнăранах-тăр аслă ачине Элекçей ят хурас тенĕ. Мăшăрĕ унпа килĕшнĕ. Çемьере хĕр çуралсан ун валли Алевтина ят суйланă. Шел те, Мария ир чирлесе вилнĕ. Алексей Фомичăн иккĕмĕш арăмĕ пуçламăш классен вĕрентекенĕ Анна Григорьевна пулнă. Вĕсен Акулина хĕр çуралнă. Ашшĕ-амăшĕн килĕнче шăпах вăл тĕпленнĕ ĕнтĕ. Алевтина Чулхулара, Шупашкарта пурăнать, Алексей — Етĕрне районĕнче. Писатель хăй вăхăтĕнче пахчинче чылай улмуççи лартнă. Пан улми сутма Чулхуланах çÿренĕ вăл. Ку йывăçсем халĕ те çимĕç параççĕ. Вĕсене Алексей Медведевăн кĕçĕн хĕрĕ Акулина пăхса тăрать. Повар та… Алексей Медведев – чи лайăх чăваш прозаикĕсенчен пĕри. Литературăра 1930 çулсенчех ят илнĕскер темисене, тĕп сăнарсене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăнхи çулсенче çĕнĕ хавхаланупа ура çине тăракан тури чăваш ялĕнче тупнă. Васкамасăр, тĕплĕн те тÿррĕн çырнă калавĕсемпе повеçĕсенче вăл ял çыннин савăнăçне, нуши-тертне, шăпа тĕрĕслевĕсемпе чун-чĕре тăрăмне витĕмлĕ те ăста сăнласа кăтартнă. Çыравçăн паллăрах кĕнекисем: «Юлташ йĕрĕпе» /1941/, «Ылтăн уй» /1983/, «Тулли пучах» /1988/, «Чун хыпса çунсан» /2018/. Писатель ачасем валли те çырнă. Çитĕнекен ăру валли хайланисен йышĕнче – «Аля кăвакалĕсем» /1967/, «Пирĕн отряд» /1959, 1971, 1980/. «Аля кăвакалĕсем» кĕнекене хĕрĕн хăтланкаларăшĕсене пăхса çырнă. Хĕрачана кăвакалсем пăхма хушаççĕ, унăн йăнăшасси те пулать, анчах аслисене итлесетăнласа вăл килти кайăк пусма ларасса, чĕпписене тĕрĕс-тĕкел кăларасса кĕтсе илет. Аля куншăн питĕ савăнать. Вăрçă çинчен Алексей Медведев васкамасăр çырнă. Ку темăпа пичетленсе тухни питĕ сахал, анчах ал çырăвĕсем пулнă. Акулина вĕсене Алексей Фомичăн юлташне панă. Лешĕ редакцие çитерме, хатĕрлесе кăларма шантарнă. Шел, вĕсем паянхи кунччен те кун çути курайман, халĕ ăçта пулни те паллă мар. Ал çырусене илсе кайнă çын та ку тĕнчере çук ĕнтĕ. Алексей Фомич апат пĕçерме те юратнă. Пĕр хушă поварта та ĕçленĕ, рецептсем пухса пынă. Каярахпа «Тутлă апат-çимĕç» ятлă кĕнеке те пухса кăларнă. Ун патне писательсем пырсах çÿренĕ. Хăнисене кил хуçи хăй хатĕрленĕ шăрттанпа кĕтсе илнĕ. <...>

Ольга АВСТРИЙСКАЯ

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.