«Хыпар» 113 (27696) № 06.10.2020
«Халăхăн ăс-тăнне, унăн пĕтĕм тĕнче курăмне тăван чĕлхе чун парать. Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлÿ çук», — çапла каланă чăваш халăхне çутта кăларнă Иван Яковлев. Енчен те вăл паян чĕрĕлсе тăрас тăк чăннипех тĕлĕннĕ пулĕччĕ. Вăл хăйĕн пурнăçĕ тăршшĕпех ĕçленĕ, тăрăшнă, ĕмĕтленнĕ ĕçĕ, шухăш-тĕллевĕ чăн пурнăçа кĕнĕ.
Тепĕр утăм
Чăваш çутта тухрĕ. Чăваш ачи кăткăс наукăсене кăна мар, тĕнче уçлăхне те парăнтарчĕ. Çутта кăларуçă пирĕн ачасене акăлчан университечĕсенче — Кембриджпа Оксфорда — яма ĕмĕтленнĕ. Халĕ вара чикĕ леш енчи 50 яхăн çĕршыври каччăпа хĕр И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче ăс пухаççĕ.
Чăваш халăхĕ хăйĕн чĕлхине «Чăваш Республикин чĕлхисем çинчен» /1992/ саккунĕпе хÿтĕлет. Ку çеç мар- ха, пирĕн ятарласа тунă наци уявĕ пур – Чĕлхе кунĕ. Çĕнĕ ĕмĕрте йышăннă «Чăваш Республикин чĕлхисем çинчен», «Чăваш Республикинчи вĕрентÿ çинчен» /2013/ сак-кунсем те тăван чĕлхе шăпи пирки канăçсăрлантарнине çирĕплетеççĕ. Кăçал ку енĕпе тата пархатарлă тепĕр утăм турăмăр — Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн пуçарăвĕпе «Чăваш Республикин культурăпа туризмне аталантарасси» программăна «Чăваш чĕлхине сыхласа хăварасси» çумпрограммăпа пуянлатрăмăр. Унăн тĕллевĕ – чĕлхе политикине, тăван чĕлхене сыхласа хăварма, тĕпчеме тата аталантарма пулăшаканскере, пурнăçа кĕртме майсем туса парасси. Вăл пурнăçлантăр тесен вара çак ĕçсене тума тивĕ: йĕркелÿ инфратытăмне аталантарма; информаципе коммуникаци хутлăхĕнче тăван чĕлхепе туллин усă курмашкăн тивĕçлĕ условисем йĕркелеме; ăслăлăх тата методика хатĕрĕсемпе тивĕçтерме тата ытти те.
— Хальхи вăхăтра патшалăх наци чĕлхипе культурине пулăшас тата аталантарас ыйтупа тимлĕ ĕçлет. Ку енĕпе пирĕн ку таранччен тунипе лăпланса лармалла мар, тĕрлĕ майпа ĕçлемелле. Чăваш чĕлхи наци хăй евĕрлĕхне палăртакан тĕрев пулнине шута хурса ăна аталантарассипе çыхăннă комплекслă ĕçсене пурнăçа кĕртсе пымалла, тăван культурăн ырă йăли-йĕркине аталантармалла, çак пуянлăха çитĕнекен, килес ăрусене парса хăвармалла, — тенĕччĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Алексеевич кăçалхи çурла уйăхĕн пуçламăшĕнче Чăваш наци конгресĕн членĕсемпе тĕл пулсан.
Шухăшсем, сĕнÿсем
Çăмăл пулмĕ. Çак ĕçре «ура хуракансем» пайтах: пĕтĕм тĕнчери глобализаци, ачисене ялтан хăвалакан ашшĕ-амăшĕ /тĕпренчĕкĕсене хулара хутшăнма çăмăл пултăр тесе вĕсене мĕн пĕчĕкрен вырăсла кăна калаçтарса çитĕнтереççĕ/, шкулсенче çĕнĕ предметсем хушăнса пынă май, директорсем тепĕр чухне вĕсем валли чăваш чĕлхипе литературин урокĕсен сехет шутне чакараççĕ… Çавна май шăпăрлансем садикренех тăван чĕлхерен писсе, килĕсенче «папа-мамипе» вырăсла кăна калаçса ÿсеççĕ. Тепĕр тесен, ачасене шкулта кăна чăвашла вĕрентме пуçланипе кая юлмастпăр—ши? Çак шухăша «Чăваш чĕлхине сыхласа хăварасси» çумпрограммăн проектне сÿтсе явнă чухне «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина та палăртнăччĕ. «Кĕçĕн çулти ачасенче вулав культурине аталантарас тĕлĕшпе эпир кăларакан «Тетте» журнал пысăк ĕç тăвать. Ку енĕпе ача сачĕсенчи воспитательсемпе, кĕçĕн класс ачисене вĕрентекенĕсемпе уйрăммăн ĕçлесе журнала ача-пăча учрежденийĕсене çитерме пултартăмăр. Педагогсемшĕн питĕ усăллă кăларăм пулса тăчĕ вăл. Виçĕ çул каялла воспитательсене, вĕренте-кенсене хамăр пата пуçтартăмăр, ачасене мĕн кирлине ыйтса пĕлсе «Теттене» халĕ вĕрентÿ хатĕрĕ майлă йĕркелесе пыратпăр, — терĕ Татьяна Геннадиевна. — Çав çулах çамрăк корреспондентсен манăçа тухнă слетне çĕнĕрен чĕртсе ятăмăр».
Чĕлхен хăватне çĕклес тесен, Чăваш халăх писателĕн Юхма Мишшин шухăшĕпе, чи малтан орфографи пирки шухăшламалла. «Ĕлĕкхи орфографие таврăнмасăр ăна кирлĕ пек ата-лантараймăпăр. Тепри, чуна ыраттараканни те пур. Урамсене ят парасси. Хăй вăхăтĕнче эпĕ те урамсене ят паракан комиссинчеччĕ. 48 хушамат сĕнтĕм. Вĕсене парса пĕтертĕмĕр. Хулара чăваш паттăрĕсене асăнса лартнă пĕр палăк та çук. Пăрттасах илер. Вăл халăх ополченийĕнче Мининпа Пожарский хыççăн виççĕмĕш çын пулнă. Чулхулара çак виçĕ çыннăн палăкĕсене лартма палăртнă, мĕншĕн пирĕн те хамăрăн чăвашпа мухтанас мар? Шупашкар чăваш хули ан пултăр тетпĕр-им?» — чунне уçса калаçрĕ Михаил Николаевич.
Халăх писателĕн шухăшĕпе килĕшмеллех. Республикăра патшалăх чĕлхисем иккĕ — вырăс тата чăваш чĕлхисем — тетпĕр. Ытларах чухне вырăслине çул панăн туйăнать. Акă Шупашкарах илер. Иртнĕ çул вăл 550 çул тултарнине паллă турăмăр. Çакна халалласа хатĕрленĕ баннерсем тăрăх, вăл ватă Шурă Шупашкарăн мар, Чебоксары хулин уявĕ пек пулса тухрĕ. Пур çĕрте те вырăс сăмахĕсем хуçаланчĕç. Юрать, кăçал Чăваш автономи облаçне йĕркелесе янăранпа 100 çул çитнине халалланă чĕнĕве икĕ чĕлхепе — «Вместе Пĕрле» — хатĕрленĕ, çавăнпа пур çĕрте те çак сăмахсем кĕтсе илеççĕ пире.
«Питĕ çывăх çыннăмсем…»
Çак йĕркесене çырнă май чăваш чĕлхине тĕпчес тĕлĕшпе вышкайсăр пысăк ĕç тунă Николай Ашмарин вырăс аса килчĕ. Сăмах май, вăл çут тĕнчене килнĕренпе виçĕм кун шăпах 150 çул çитрĕ. Хăйĕн ĕç-хĕлне, пурнăçне хак парса Николай Иванович çапла çырса хăварнă: «Вăтăр çул хушши ытла манăн пĕтĕм ĕçĕм халăх çут ĕçĕнчен, ăслăлăх тĕпчевĕнчен уйрăлмасть, чăваш халăхĕн чĕлхипе иртнĕ кун-çулне, унăн ăс-хакăл еткерне тĕпчесси унта тĕп вырăн йышăнать».
Тĕлĕнмелле мар-и-ха: Атăлпа Урал тăрăхĕнче пурăнакан халăхсен хушшинче вăл, пирĕн телее, чăваш халăхне суйласа илнĕ, юратса ĕмĕр тăршшĕпе тĕпченĕ. Чăваш чĕлхине вăл 13 çулта гимназире пĕлÿ илнĕ вăхăтра хăй тĕллĕн, вĕренÿ хатĕрĕсемсĕр, шĕкĕлчеме пуçланă. 1919 çулта Николай Ашмарин çапла çырнă: «Манăн пĕтĕм ĕç тĕллевĕ — чăваш пурнăçне пур енчен те тĕпчесси, вĕсем ман чĕрене питĕ çывăх çыннăмсем, хамăн тăван вырăс халăхĕ пекех. Чăваш сăмахĕсемпе пуплерĕшĕсене эпĕ пуçласа хамăн кукамайран илтсеччĕ, вăл чăвашсене питĕ хи-сеплетчĕ. Унăн кăмăл-сипечĕ мана питĕ пысăк витĕм кÿнине астăватăп».
Чăваш пурнăçĕ унăн куçĕпе виçĕ сыпăкран тăракан пĕрлĕх: чĕлхе, сăмахлăх, йăла-йĕрке. Çак шухăша тĕпе хурса ĕçленĕ паллă ăсчах, тĕпчевçĕ. «Чăваш халăхĕ хăйне телейлĕ тесе шутлама пултарать», — çапла çырнă совет саманинчи паллă тюрколог Сергей Малов. Ун шухăшĕпе, эпир — телейлĕ, мĕншĕн тесен пирĕн чаплă чăваш тĕпчевçи Николай Ашмарин профессор пухса хатĕрленĕ «Чăваш сăмахĕсен кĕнеки» пур.
Эпĕ те хама ку енĕпе: «Мана кăштах ăннă», — теме пултаратăп. Тĕнчипе паллă тюрколог, чаплă чĕлхеçĕ, СССР наукăсен академийĕн член-корреспонденчĕ, филологи ăслăлăхĕсен докторĕ Николай Ашмарин çуралнăранпа 125 çул çитнĕ май Хусан хулинче, ăсчах ĕмĕрлĕхех канлĕх тупнă Ар масарĕнчи вил тăприйĕ çине, çитсе килнĕччĕ. Йышра Николай Ивановичăн Шупашкарта пурăнакан хĕрĕ Надежда Ашмарина та пурччĕ. Шăпах çавăн чухне чаплă чĕлхеçĕн чи çывăх тăванĕнчен ашшĕ пирки ыйтса пĕлме май килнĕччĕ.
Астăвăм хăми кирлех
Надежда Николаевна çемьере 7-мĕш ача пулнă иккен, вăл 1924 çулта Баку хулинче кун çути курнă, ун хыççăн тата Хусанта Людмила /1927/ çуралнă. Пĕлекенни пĕлет пулĕ, теприсемшĕн кăсăклă хыпар пулĕ. Николай Иванович 65 чĕлхепе калаçма пултарнă пулсан, унăн мăшăрĕ Ксения Логинова хутла пĕлмен. Вăл пилĕк çултах тăлăха юлнă, çынсем патĕнче çитĕннĕ. Хĕр пулсан Хусанта, пĕр çемьери килти ĕçсене туса пыма пуçланă. Унăн хуçисем шăпах Николай Ашмаринпа унăн мăшăрĕ пулнă-мĕн. Пĕрремĕш арăмĕнчен ача пулманран Николай Иванович Ксенипе пĕрлешнĕ, вăл Ашмаринран 15 çул кĕçĕн пулнă. Надежда Николаевна ашшĕ вилнĕ вăхăтра 9 çулта пулнă. Мĕн асра юлнă-ха хĕрачан асĕнче? Ашшĕ яланах сĕтел хушшинче тем çырса ларни, ун йĕри-тавра хут купаланса выртни тата пÿлĕмре питĕ сивĕ пулнă кунсенче вăл аллисене краççын лампи çывăхĕнче ăшăтни.
Çавăн чухне Надежда Николаевна ыйтнипе Ашмаринсем 1934 çулччен пурăннă хваттере çитсе килнĕччĕ. Малтанхи урам ячĕ улшăннă, халĕ вăл Горький урамĕнчи 27-мĕш çуртра. Аллă çул ытла пулман тăван кĕтесне çăмăлах палласа илнĕччĕ Надежда Николаевна. Ашшĕн, ачисен пÿлĕмĕсене кăтартнăччĕ. Хваттерĕн хальхи хуçисем маларах кунта сумлă çын пурăннине пĕлмен. Çапла шухăш çуралнăччĕ: тен, çурт çине Астăвăм хăми вырнаçтармалла?
Тен, ку таранччен пур вăл? Çак ыйтупа Хусанти ĕçтешĕмсемпе калаçса илтĕм. Çук иккен. Мĕншĕн халь пуçăнас мар çак ĕçе?
Çапах та чăвашсем Николай Ашмарина манăçа хăварнă теессĕм килмест. Юпа уйăхĕн 2-мĕшĕнче Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче паллă ăсчах ячĕпе савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Унта Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Каликова, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ Петр Краснов, Етĕрне районĕн администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Алиса Иванова хутшăнчĕç. Николай Владимирович, Светлана Анатольевна, Петр Степанович, Алиса Геннадьевна çамрăксене /залра вĕсем ытларахчĕ/ Николай Ашмарин тĕслĕхĕпе хавхаланса пурнăçра пысăк ÿсĕмсем тума, ăсча-хăн ĕçне малалла тăсма сунчĕç. «Пирĕн, чăвашсен, кун-çулĕ тумхахлă та, мухтавлă та. Камран тĕслĕх илмелли, вĕренмелли пур, — терĕ Николай Малов. — Эпир телейлĕ халăх, мĕншĕн тесен пирĕн çĕр çинче Николай Ашмарин пек пултаруллă çынсем çуралса ÿснĕ. Етĕрне маншăн та тăван хула». Ун хыççăн Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ĕçченĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Алевтина Долгова сăмах илчĕ. Вăл Николай Ашмаринăн ĕç-хĕлĕпе туллин паллаштарчĕ.
Чÿк уйăхĕнче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕпе И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ онлайн мелĕпе «Ашмарин вулавĕсем» ăслăлăх конференцине йĕркелĕç.
Тăван чĕлхе тĕпчевçин тăван хутлăхĕнче те пулĕç вĕсем. Иртнĕ эрнекун районти тĕп вулавăшра пĕрремĕш мероприяти иртнĕ те ĕнтĕ.
Тĕлĕнмелле вĕт: Ашмарин — вырăс çынни — пирĕн тăван чĕлхемĕре юратса пăрахма пултарнă, хăйĕн пĕтĕм вăйне, пурнăçне ăна тĕпчес ĕçе панă. Пур-çке тĕнчере чăваш чĕлхине хаклакансем.
(Эпир – телейлĕ халăх, пирĕн «Чăваш сăмахĕсен кĕнеки» пур)
Аграрисем продукци туса илнĕ чухне федерацин 2002 çулхи «Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр çаврăнăшĕ çинчен» 101-мĕш саккунне пăхăнмасан — çĕрпе тĕллевлĕн усă курмасан — хуçине административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан кодекспа килĕшÿллĕн явап тыттараççĕ.
Россельхознадзорăн Чăваш Енри тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕ рейд ирттерсе Шу-пашкар районĕнче ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ 177 гектарпа усă курманнине /16 лаптăка çум курăкпа йывăç-тĕм хупăрласа илнине/ тупса палăртнă. Агротехника мероприятийĕсем ирттерсе ял хуçалăх культурисем тахçанах акман вĕсенче. Управлени район администрацине патшалăх харпăрлăхĕнче тăман, вырăнти влаç тытса тăракан çĕрпе саккунпа килĕшÿллĕн тата тĕллевлĕн усă курманшăн асăрхаттарнă.
Управлени тата район администрацийĕн специалисчĕсем çÿлте палăртнă саккуна пред-принимательлĕх субъекчĕсем еплерех пăхăннипе те кăсăкланнă. Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕре сухаламаннине, культивацилеменнине, культурăсем акманнине, лаптăксенче çум курăк ашкăрнине хăйсен куçĕпе курса ĕненнĕ. Çак информацие район прокуратурине çитернĕ.
Управлени специалисчĕсем çум курăк пусса илнĕ пилĕк лаптăка Çĕрпÿ районĕнчи Кăнар ял тăрăхĕнче те шута илнĕ. Икĕ харпăрлăхçă 85 гектара ял хуçалăх культурисем акса çитĕнтерме тесех илнĕ-тĕр, анчах сухаласа-сÿрелесе акайман. Лаптăксенче йывăç-тĕм çитĕнет. Хуçисене штраф пама пултарассине аса илтерме тивнĕ.
Ямаш тата Михайловка ял тăрăхĕсенчи ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ 3,57 гектар йышăнакан икĕ лаптăка çум курăк хупăрласа ан илтĕр тесе т и в ĕ ç л ĕ м е р о п р и я т и с е м пурнăçламаннине протокол çырса çирĕплетнĕ.
Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрпе тĕллевлĕн усă курман тĕслĕхсем Муркаш районĕнчи Ильинка, Катькас, Мăн Сĕнтĕр, Ярославка, Юнкă, Оринин, Москакасси ял тăрăхĕсенче те пур: тăхăр лаптăкра 160 гектар.
(Çĕрпе мĕнле усă куратпăр?)
«Ачасем лайăх вĕренни – чи пысăк парне». Çапла калать Шупашкар хулинчи 48-мĕш шкулăн 2-мĕш корпусĕнче вăл Чантăрта вырнаçнă кĕçĕн классене вĕрентекен Лидия Власова.
Лидия Васильевна педагогика ĕçĕнче 44 çул вăй хурать. Чантăрта — 1988 çултанпа. Маларах кунта уйрăм шкул пулнă, каярахпа ăна 48-мĕш пĕлÿ çурчĕпе пĕрлештернĕ. Лидия Лаврентьева /хĕр чухнехи хушамачĕ/ Элĕк тăрăхĕнчи Çирĕккасси ялĕнче çуралса ÿснĕ. 8-мĕш класс хыççăн Канашри педучилищĕре пĕлÿ илнĕ. 1977 çулта диплом илсен ăна Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Çĕн Атикасси ялĕнчи шкула ĕçлеме янă. Унта Яманкасси шкулĕн филиалĕ пулнă. Пĕлÿ çуртне юнашар ялсенчен — Чурпайран, Кушлавăшран тата Яманкассинчен — вĕренме çÿренĕ. Çирĕккассинчен инçех пулман ку шкул. Çамрăк учительница ачасене пĕлÿ пама 5 çухрăм утнă. Ун чухне вăл 19-та пулнă. «Манăн 1-мĕш класа 20 ача — вунă хĕрача, вунă арçын ача килчĕ. Çирĕмĕн мана куçран пăхса лараççĕ. Вĕсем кăна мар, хам та хумханатăп. Вĕсен хушшинче Олег Николаев та пурччĕ. Тăрăшуллă ачасемччĕ ку класра. Тимлĕ итлетчĕç, лайăх хуравлатчĕç, кĕнеке вулама питĕ юрататчĕç. Олег Николаев класра ертÿçĕ вырăнĕнчеччĕ. Кашни эрнерех литература вулавĕсем ирттереттĕмĕрччĕ. Ун чухнехи ачасем литература хайлавĕсене тимлесе вулатчĕç. Содержание тĕплĕн каласа па-ратчĕç, тĕшшине уçса пама пĕлетчĕç. Ачасем халĕ кĕскен хуравлаççĕ… Профессие питĕ юрататăп. Ачасем маншăн — пĕтĕм пурнăçăм! Ку класра 5 отличник, 7-8 ударник пулнă. Ыттисем те тăрăшнă. Олег Николаев ыттисенчен уйрăлса тăратчĕ. Математикăпа задачăсене уйрăмах вăйлă шутлатчĕ», — аса илет ЧР Пуçлăхĕн Олег Николаевăн пĕрремĕш вĕрентекенĕ Лидия Власова. Хăйĕн вĕренекенĕшĕн Олег Алексеевичшăн питĕ савăнать вăл паян, унпа мăнаçланать.
«Эпĕ мĕн пĕчĕкренех учительница пулма ĕмĕтленнĕ. 1-мĕш класра пире Екатерина Трофимовна вĕрентетчĕ. Çав тери çирĕп ыйтатчĕ вăл, çав вăхăтрах питĕ ырă кăмăллăччĕ, тимлĕччĕ. Ăна кура манăн та вĕрентекен, шăп ун пек пулас килетчĕ. Класс ертÿçи Анатолий Федорович мана питĕ мухтатчĕ. «Сирĕн Канашри педучилищĕне вĕренме каймалла. Эсир пултаруллă хĕрача», — терĕ вăл 9-мĕш класс хыççăн. Ун чухне 9 класс пĕтерсен вĕренме питех ярасшăн марччĕ. Анатолий Федорович атте-аннепе калаçса вĕсене ÿкĕте кĕртнĕччĕ… Яманкасси шкулĕ кивĕ, йывăç çуртра вырнаçнăччĕ. Кăмака хутса ăшăтаттăмăрччĕ ăна. Хĕллехи вăхăтра класра сивĕ те пулкалатчĕ. Апла пулин те ун чухне ача-пăча хавхаланса, тăрăшса вĕренетчĕ. Мана учитель профессине алла илме Зоя Власова вĕрентекен нумай пулăшса пычĕ. Зоя Семеновна — манăн наставницăччĕ. Ĕçлеме пуçланă тапхăрта ачасем, паянхисемпе танлаштарсан, кăшт урăхларахчĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче карас телефон, планшет тавраш, телевизорсем пулман. Ачасем радио кăна итленĕ. Кĕнеке ытларах вуланă. Халĕ вара ачасем телефонпа ларма кăмăллаççĕ, кĕнеке питех вуласшăн мар. Чи кирлине кăна пăхса тухаççĕ. Эпир маларах, çуллахи вăхăтра, яланах Выла шывĕ хĕррине похода каяттăмăрччĕ. Унта арçын ачасем пулă тытатчĕç. Пулă шÿрпи пĕçереттĕмĕрччĕ, сиплĕ курăксенчен чей вĕрететтĕмĕрччĕ. Çакă ялти шăпăрлансемшĕн питĕ интереслĕ пулнă. Çу уйăхĕнче Аслă Çĕнтерĕве халалласа литмонтажсем, концертсем хатĕрлесе ялсем тăрăх çÿренĕ. Олег Николаев пĕр концертран та, пĕр мероприятирен те юлман. Çемьере асли пулнă май йывăрлăхĕ ун çине ытларах тиеннĕ. Вĕсен ашшĕ çамрăклах çĕре кĕнĕ. Олег килти ĕçсене тунă, выльăх-чĕрлĕх пăхнă, йăмăкне пулăшса пынă, кĕтĕве çÿренĕ… Пĕр сăмахпа, пур çĕрте те ĕлкĕрнĕ», — калаçăва сыпăнтарчĕ Лидия Васильевна.
Лидия Власова каланă тăрăх, Олег Николаев «5» паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пынă. Ун чухнехи ачасемпе ĕçлеме çăмăлрах тата интереслĕрех пулнине пытармарĕ вĕрентекен. Вĕсем дисциплинăна çирĕпрех пăхăннă, вĕсене интереслентерсе яма та çăмăлрах пулнă. «Олег Николаев тата унпа пĕрле вĕренекенсем 4-мĕш класа çитсен эпĕ качча тухрăм. Ача амăшĕ пулма хатĕрленеттĕмччĕ. Паянхи пекех астăватăп, çав тери çывăрас килетчĕ. Пĕррехинче ачасене задани патăм та пуçа сĕтел çине хутăм. Сисмен те, çывăрсах кайнă… Мĕн чухлĕ вăхăт хуп турттарнă-ши — пĕлместĕп. Алăкран шакканипе вăранса кайрăм. Ачасем шăп-шăпăрт, тĕк лараççĕ. «Эсир тăхтава та тухмарăр- çке», — терĕ Зоя Семеновна. «Шăпăрт, Лидия Васильевна çывăрать», — терĕç ачасем ăна. Вăт çавăн пек ачасем пулнă ун чухне. Вĕрентекене шутсăр хисепленĕ. Пĕри те тăрса утса тухса кайман», — йăл кулса илчĕ паян Лидия Васильевна.
(«Ачасем лайăх вĕренни – чи пысăк парне»)
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...
Комментари хушас